Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 ноябрь 10—15 с.
  • Ҫывӑх ҫынна пӑхнӑ чухне савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫывӑх ҫынна пӑхнӑ чухне савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНЕ ПУЛА САВӐНӐҪ ҪУХАЛМА ПУЛТАРАТЬ?
  • САВӐНӐҪЛӐ ПУЛМА ПӐРАХАС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
  • ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
  • Ватӑлсан та савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ваттисене мӗнле пӑхса пурӑнмалла
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Иегова пире чӑн-чӑн савӑнӑҫ парать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 ноябрь 10—15 с.

45-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

Ҫывӑх ҫынна пӑхнӑ чухне савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр

«Куҫҫулӗпе акаканнисем савӑнса вырӗҫ» (ПС. 125:5).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ҫывӑх ҫынсене пӑхса пурӑнакансене йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнине сӳтсе явӑпӑр.

1, 2. Ваттисене е чирлисене пӑхса пурӑнакансем ҫине Иегова мӗнле пӑхать? (Ытарӑшсем 19:17). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

«ЭПИР арӑмпа 32 ҫул ӗнтӗ пӗрле. Вӑл Паркинсон чирӗпе чирленӗрен ӑна хускалма питӗ йывӑр, — каласа парать Кӑнтӑр Корейӑри Чин Йоль ятлӑ арҫын тӑван. — Юлашки пилӗк ҫул хушшинче эпӗ ӑна пӑхса пурӑнатӑп. Ҫавна тума мана пӗртте йывӑр мар, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна хытӑ юрататӑп. Вӑл чирлисем валли тунӑ ятарлӑ кравать ҫинче ҫывӑрать, эпӗ вара юнашар ҫывӑратӑп. Ҫывӑрма выртсан эпир пӗр-пӗрне алран тытатпӑр».

2 Тен, эсир те килтисенчен пӗрне е хӑвӑрӑн туса пӑхса пурӑнатӑр. Паллах, хӑвӑр ҫывӑх ҫыншӑн мӗн те пулин тума пултарни сире савӑнтарать. Ҫапла тунипе эсир Иеговӑна юратнине кӑтартатӑр (1 Тим. 5:4, 8; Иак. 1:27). Ҫапах та сире ҫӑмӑл мар пулма пултарать тата ыттисем те сире мӗн тери йывӑр пулнине пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Хӑвӑрӑн мӗн тӳсме тивнине ыттисем ӑнланмаҫҫӗ пек те туйӑнма пултарать. Тен, ҫынсен умӗнче эсир йӑл кулатӑр, пӗччен пулнӑ чухне вара куҫҫуле тытса чараймастӑр (Пс. 6:7). Ыттисем эсир мӗн туйнине пӗлмеҫҫӗ пулин те, Иегова ҫавна пӗлет. (Тухни 3:7 танлаштарӑр.) Вӑл эсир ҫывӑх ҫынна пӑхас тесе хӑш-пӗр япаласене тума пултарайманнине ӑнланать, сирӗн куҫҫульсене тата эсир вӑй хунине курать. Ҫавӑншӑн вӑл сире питӗ хытӑ юратать (Пс. 55:9; 125:5). Вӑйсӑррисене е чирлисене пӑхса пурӑннипе эсир Иеговӑна кивҫен паратӑр теме пулать. Вӑл вара ҫавӑншӑн сире пиллетех. (Ытарӑшсем 19:17 вуласа парӑр.)

Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансене кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) хӗрарӑм тӑван вырӑнпа выртакан хӑйӗн ватӑ амӑшне апат ҫитерет; 2) хӗрарӑм тӑван инвалид кресли ҫинче ларакан упӑшкине урине тӑхӑнма пулӑшать; 3) ывӑлӗ ашшӗпе пӗрле футбол выляма пултартӑр тесе амӑшӗ ӑна ятарлӑ шлем тӑхӑнтартать; 4) арҫын тӑван ватӑ арҫын тӑван патне хӑнана килнӗ, вӑл унпа кӗлтӑвать.

Тӑвансенчен нумайӑшӗ хӑйсен ҫывӑх ҫыннине пӑхса пурӑнать (2-мӗш абзаца пӑхӑр)


3. Авраампа Сарра Фаррӑна пӑхнӑ чухне мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарнӑ?

3 Библире те ваттисене е чирлисене пӑхса пурӑннӑ Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫинчен чылай ҫырса панӑ. Сӑмахран, Авраампа Саррӑна илер. Вӗсем Ур хулинчен тухнӑ чухне вӗсемпе пӗрле вӗсен ашшӗ Фарра та ҫула тухнӑ. Вӑл ун чухне 200 ҫулалла ҫывхарса пынӑ. Харана ҫитме вара 960 ҫухрӑм патнелле каймалла пулнӑ (Пулт. 11:31, 32). Вӗсем тӗвесем е ашаксем ҫинче ларса пынӑ пулмалла. Ҫул ҫинче ватӑ Фаррӑна йывӑр пулнӑ пулӗ. Паллах, Авраампа Саррӑна та ватӑ ашшӗне пӑхма ҫӑмӑл пулман. Авраампа Сарра Фаррӑна юратнӑ пулсан та, вӑхӑтран вӑхӑта вӗсем ывӑннӑ, халран та кайнӑ пуль. Кирек мӗнле пулсан та Иегова вӗсене ҫирӗплетни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Вӑл сире те пулӑшӗ (Пс. 54:23).

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Савӑнӑҫлӑ пулсан сире килтисенчен пӗрне е хӑвӑрӑн туса пӑхса пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулать (Ытар. 15:13). Анчах та йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан савӑнӑҫлӑ пулма пулать-и? (Иак. 1:2, 3). Пулать! Ҫак тӗлӗшрен мӗн пулӑшӗ? Иеговӑна кӗлтуни. Унран савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшакан сӑлтавсене тупма пулӑш тесе ыйтӑр. Ҫак статьяра эпир ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансем савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахас мар тесе тата мӗн тума пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Унсӑр пуҫне, вӗсене ыттисем мӗнле пулӑшма пултарнине курӑпӑр. Анчах та малтан айтӑр мӗншӗн савӑнӑҫлӑ пулмалли ҫинчен тата мӗне пула савӑнӑҫ ҫухалма пултарни ҫинчен калаҫар.

МӖНЕ ПУЛА САВӐНӐҪ ҪУХАЛМА ПУЛТАРАТЬ?

5. Мӗншӗн савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмалла мар?

5 Эпир йывӑрлӑхсене анчах куратпӑр пулсан, пирӗн ал усӑнма пултарать. Вара пирӗн вӑй та пулмӗ (Ытар. 24:10). Ывӑнсан пире ырӑ пулма йывӑртарах тата эпир ыттисемшӗн хамӑр тӑвас тенӗ чухлӗ тӑваймастпӑр. Мӗне пула савӑнӑҫ ҫухалма пултарать?

6. Мӗншӗн ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансем халран кайма пултараҫҫӗ?

6 Халран кайни. Лия ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Пӗтӗмпех йӗркипе пырать пулсан та, час-часах кун вӗҫӗнче манӑн пӗр вӑй та юлмасть. Хӑш-пӗр чухне сообщени ҫине хуравлама та вӑй ҫук». Хӑш-пӗрисем ҫывӑх ҫынна пӑхнӑран ҫывӑрса тӑранаймаҫҫӗ е ҫителӗклӗ канаймаҫҫӗ. Ине́с ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн каласа парать: «Эпӗ хунямана пӑхса пурӑнатӑп, ӑна пулӑшас тесе ҫӗрле манӑн кашни икӗ сехетрен тӑма тивет, ҫавӑнпа эпӗ пач та ҫывӑрса тӑранаймастӑп. Эпир упӑшкапа темиҫе ҫул отпускра пулман ӗнтӗ». Хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсен тусӗсемпе вӑхӑт ирттереймеҫҫӗ тата Туррӑн ӗҫӗнчи хӑш-пӗр япаласене тӑваймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем пӑхса пурӑнакан ҫыннине нумайлӑха пӗччен хӑвараймаҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӑвансем хӑйсене килӗшекен ӗҫсене тӑвайманран хурланма тата хӑйсене пӗччен пек туйма пултараҫҫӗ.

7. Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансем мӗншӗн хӑйсене хытӑ айӑплама е кулянма пултараҫҫӗ?

7 Хӑйсене хытӑ айӑплани е кулянни. Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансем хӑш-пӗр чухне хӑйсен ытларах тумалла тесе шутлама пултараҫҫӗ. Дже́ссика ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла каласа парать: «Час-часах эпӗ аттешӗн ҫителӗклӗ таран тӑрӑшмастӑп тесе шутлатӑп. Каннӑ чухне те хам ҫинчен ҫеҫ шутлатӑп пек туйӑнать». Хӑш-пӗрисем хушӑран ҫакӑ часрах пӗттӗрччӗ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑншӑн хӑйсене айӑплаҫҫӗ. Теприсем вара ывӑннӑран кӳрентерекен сӑмахсем калама пултараҫҫӗ, кайран ҫавӑншӑн ӳкӗнеҫҫӗ (Иак. 3:2). Тата теприсен, унччен вӑйпитти ҫын майӗпен вӑйсӑрланса пынӑран, чунӗ ыратать. Ба́рбара ятлӑ хӗрарӑм тӑван калать: «Хамӑн тус кунран кун вӑйсӑрланса пынине курма ытла та йывӑр».

8. Тав сӑмахӗсене каланине илтни ҫын ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

8 Вӑй хунине ыттисем хакламан пек туйӑнни. Ҫакӑн пек туйӑм ҫын хӑй мӗн тунишӗн тав сӑмахӗсем сайра хутра ҫеҫ илтет пулсан ҫуралма пултарать. Темиҫе ырӑ сӑмах вара чуна ӑшӑтать (1 Фес. 5:18). «Хушӑран ывӑнса ҫитнине пула е вӑй ҫуккине пула эпӗ макӑратӑп, — каласа парать Мелисса. — Анчах та кам та пулин „Маншӑн тӑрӑшнӑшӑн тавтапуҫ сана“ тени чуна ҫӗклет. Вара вӑй кӗрет те ыттисемшӗн малалла та тӑрӑшас килет». Ама́ду ятлӑ арҫын тӑван арӑмӗпе пӗрле арӑмӗн йӑмӑкӗн хӗрне пӑхса пурӑнаҫҫӗ, вӑл тытамак чирӗпе чирлет. Амаду калать: «Эпир ӑна пӑхас тесе мӗн чухлӗ вӑй хунине вӑл ӑнлансах та каймасть пулӗ. Анчах та вӑл пире тав сӑмахӗсем калани е хут ҫинче „Эпӗ сире юрататӑп“ тесе ҫырма тӑрӑшни питӗ савӑнтарать».

САВӐНӐҪЛӐ ПУЛМА ПӐРАХАС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

9. Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансем сӑпайлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

9 Сӑпайлӑ пулӑр (Ытар. 11:2). Хамӑр тӑвас текен пур ӗҫе те тума пирӗн вӑхӑт та, вӑй та ҫитмест. Ҫавӑнпа хӑвӑр мӗн тума пултарнипе мӗн тума пултарайманнине ӑнланса илӗр те хӑш-пӗр ӗҫсене тума ан килӗшӗр, ҫав вӑхӑтрах хӑвӑра ан айӑплӑр. Ҫапла тунипе эсир сӑпайлӑ ҫын пулнине кӑтартатӑр. Ыттисем пулӑшу сӗнсен, ӑна йышӑнӑр. Джей ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Пур ӗҫе те тума вӑй ҫитмест. Хамӑр тума пултарнинчен ытларах тумасан, савӑнса пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулӗ».

10. Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансен мӗншӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла? (Ытарӑшсем 19:11).

10 Ӑслӑ-тӑнлӑ пулӑр. (Ытарӑшсем 19:11 вуласа парӑр.) Ҫывӑх ҫын сире сӑмахпа е ӗҫпе кӳрентерсен ҫак лайӑх ен сире лӑпкӑ пулма пулӑшӗ. Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ыттисем хӑйсене мӗншӗн апла е капла тытнине ӑнланма тӑрӑшать. Эсир пӑхса пурӑнакан ҫын чире пула хӑйне унчченхи пек тытмасан та пултарать (Еккл. 7:7, ҪТ). Сӑмахран, ырӑ та ыттисене ӑнланма пӗлекен ҫын мӑкӑртатса, тарӑхса ҫӳреме е тиркеме пуҫлама пултарать. Хӑвӑр пӑхакан ҫын йывӑр чирпе чирлет пулсан ҫав чир ҫинчен ытларах пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире ҫын хӑйӗн характерне пула мар, чирне пула хӑйне ҫапла тытнине ӑнланма пулӑшӗ (Ытар. 14:29).

11. Кашни кун мӗнле кирлӗ ӗҫсем валли вӑхӑт уйӑрмалла? (Псалом 131:3—5).

11 Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетӗр. «Мӗн кирлӗрех пулнине» тӑвас тесе хӑш-пӗр чухне, тен, ытти ӗҫсене тумасан та пулать (Флп. 1:10). Кирлӗ ӗҫсем шутне хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетесси кӗрет. Давид патшана аса илер. Иеговӑшӑн ӗҫлесси уншӑн чи кирли пулнӑ. (Псалом 131:3—5 вуласа парӑр.) Тумалли ӗҫсем нумай пулсан та пирӗн кашни кун Библи вулама тата кӗлтума вӑхӑт уйӑрмалла. Эли́ша ятлӑ хӗрарӑм тӑван калать: «Иеговӑна кӗлтунӑ чухне, псаломсем вуласа унти йӑпатакан сӑмахсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпӗ чӗрере канӑҫлӑхпа савӑнӑҫ туятӑп. Пуринчен ытла мана Иеговӑна кӗлтуни пулӑшать. Кун хушшинче эпӗ пӗрре анчах мар Иеговӑпа калаҫса унран канӑҫлӑх ыйтатӑп».

12. Мӗншӗн сывлӑхшӑн тӑрӑшмалла?

12 Хӑвӑр сывлӑхшӑн тӑрӑшӑр. Тен, сире апат-ҫимӗҫ туянма тата усӑллӑ апат хатӗрлеме вӑхӑт ҫитмест. Анчах та усӑллӑ апат ҫини тата физкультура туни питӗ кирлӗ, мӗншӗн тесен ҫавна пула пирӗн кӗлеткепе ӑс-тӑн лайӑх ӗҫлеме пултарать. Ҫавӑнпа ҫакӑн валли вӑхӑт уйӑрмалла (Эф. 5:15, 16). Унсӑр пуҫне, ҫывӑрса тӑранма тӑрӑшӑр (Еккл. 4:6). Учёнӑйсем каланӑ тӑрӑх, ҫывӑрнӑ чухне пуҫ миминчен сиенлӗ япаласем тухаҫҫӗ. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх вара, ҫын ҫителӗклӗ ҫывӑрсан, вӑл сахалтарах пӑшӑрханать тата ӑна стреспа кӗрешме ҫӑмӑлтарах. Унсӑр пуҫне, канма тата хӑвӑр юратакан ӗҫсене тума вӑхӑт уйӑрӑр (Еккл. 8:15). Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйне савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшни ҫинчен ҫапла калать: «Ҫанталӑк лайӑх пулсан эпӗ, хӗвел ҫинче пулас тесе, урама тухатӑп. Тата эпӗ уйӑхра пӗр кун та пулин вӑхӑта хамӑн туспа ирттерме тӑрӑшатӑп».

13. Мӗншӗн шӳтлесе илме манмалла мар? (Ытарӑшсем 17:22).

13 Шӳтлесе илме ан манӑр (Ытарӑшсем 17:22 вуласа парӑр; Еккл. 3:1, 4). Кулни кӗлеткепе ӑс-тӑн ҫине лайӑх витӗм кӳрет. Кама та пулин пӑхса пурӑннӑ чухне час-часах кӗтмен япаласем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Анчах та шӳтлеме пӗлсен кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулӗ. Хӑвӑр пӑхса пурӑнакан ҫынпа пӗрле кулма майсем шырӑр. Ҫакӑ сире пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшӗ.

14. Ҫывӑх туспа калаҫса илни мӗнле пулӑшма пултарать?

14 Ҫывӑх туспа калаҫса илӗр. Эсир савӑнӑҫлӑ пулма тем пек тӑрӑшсан та, хӑш-пӗр чухне пӑшӑрханасси пулатех. Ҫавӑн пек чухне чӗрере мӗн пуррине итлеме пӗлекен тата хӑвӑра айӑпламан туса уҫса парӑр (Ытар. 17:17). Тус тимлӗ пулни тата унӑн ӑшӑ сӑмахӗсем сире каллех савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗҫ (Ытар. 12:25).

15. Райра ҫывӑх ҫынпа пӗрле мӗн тӑвасси ҫинчен мӗншӗн шухӑшламалла?

15 Райра ҫывӑх ҫынпа пӗрле мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлӑр. Чи малтанах Иегова пире ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулман. Ҫавӑнпа та ҫакна асра тытӑр: чирлӗ е ватӑ ҫынна сирӗн пӗр вӗҫӗмех пӑхса пурӑнма тивмӗ (2 Кор. 4:16—18). Кӗҫех эпир «чӑн-чӑн пурнӑҫпа» савӑнса пурӑнма пултарӑпӑр (1 Тим. 6:19). Хӑвӑр пӑхса пурӑнакан ҫынпа пӗрле райра иксӗр те мӗн-мӗн тӑвассине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ҫакӑ сире чӑннипех савӑнтарӗ (Ис. 33:24; 65:21). Хе́дер ятлӑ хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Хам пӑхса пурӑнакан ҫынсене эпӗ пуласлӑхра пире нумай интересли кӗтет тесе каласа паратӑп. Эпир тумтир ҫӗлӗпӗр, пӗрле чупӑпӑр, велосипедпа ярӑнӑпӑр, ҫӑкӑр пӗҫерӗпӗр тата чӗрӗлсе тӑракан ҫывӑх ҫынсем валли апат хатӗрлӗпӗр. Пирӗн ҫакӑн пек шанчӑк пурришӗн эпир Иеговӑна пӗрле тав тӑватпӑр».

ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

16. Пухури тӑвансем ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакана мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

16 Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансене канма май парӑр. Чирлӗ е ватӑ ҫынна пӑхса пурӑнаканӑн канма е хӑйӗн ӗҫӗсене тума май пултӑр тесе ӑна пулӑшу сӗнме пулать. Сӑмахран, эпир вӑл пӑхакан ҫынпа ларма пултаратпӑр (Гал. 6:2). Ҫавӑн пек тӑвансене тӑтӑшах пулӑшмашкӑн хӑш-пӗрисем график те тӑваҫҫӗ. Наталья тӑван паралич ҫапнӑ упӑшкине пӑхса пурӑнать, вӑл ҫапла каласа парать: «Пирӗн пухури арҫын тӑван манӑн упӑшка патне эрнере пӗр-икӗ хут килсе каять. Вӗсем пӗрле ырӑ хыпар сараҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ тата фильмсем пӑхаҫҫӗ. Манӑн упӑшка ҫакна питӗ хаклать, манӑн та хамӑн ӗҫсем валли вӑхӑт тупӑнать. Сӑмахран, эпӗ уҫӑлма кайса килме пултаратӑп». Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакан ҫывӑрса тӑранма пултартӑр тесе пухури тӑвансем, чирлӗ е ватӑ ҫынна пӑхмашкӑн, ун патне ҫӗр каҫма килме пултараҫҫӗ.

Икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ватӑ хӗрарӑм тӑван патне килне килнӗ. Ӑна пӑхса пурӑнакан хӗрарӑм тӑван килтен тухас умӗн вӗсене ал сулать.

Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансене мӗнле пулӑшма пулать? (16-мӗш абзаца пӑхӑр)a


17. Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакана тӗлпулусем вӑхӑтӗнче мӗнле пулӑшма пулать?

17 Тӗлпулусем вӑхӑтӗнче пулӑшӑр. Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакан час-часах пухусенчи е конгрессенчи программӑна тимлӗ итлеме пултараймасть. Ҫавӑнпа та эпир вӑл пӑхакан ҫынпа тӗлпулӑвӑн пӗр-пӗр пайне е тӗлпулӑва тӑршшӗпех пӗрле итлесе ларма пултаратпӑр-и? Енчен те ватӑ е чирлӗ ҫын килтен тухса ҫӳреймест пулсан, эпир ун патне кайса тӗлпулӑва видеоҫыхӑну урлӑ пӗрле пӑхма пултаратпӑр. Вара ӑна пӑхса пурӑнакан ҫын Патшалӑх залне кайма пултарать.

18. Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакана тата мӗнле пулӑшма пулать?

18 Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансене хавхалантарӑр тата вӗсемшӗн кӗлтӑвӑр. Старейшинӑсен ватӑ е чирлӗ ҫынна пӑхса пурӑнакансене хавхалантарма вӑхӑт тупма тӑрӑшмалла (Ытар. 27:23). Унсӑр пуҫне, пирӗн пурин те хӑйсен ҫывӑх ҫыннине пӑхса пурӑнакансене, вӗсем тӑвакан ӗҫсемшӗн, час-часах мухтаса илмелле. Ҫавӑн пекех эпир Иегова вӗсене вӑй патӑр, малалла та савӑнӑҫлӑ пулма пулӑштӑр тесе кӗлтума пултаратпӑр (2 Кор. 1:11).

19. Мӗне эпир питӗ кӗтетпӗр?

19 Халӗ эпир мӗне пула асапланатпӑр, ҫавна веҫех Иегова кӗҫех пӗтерӗ. Вилӗм те, чирсем те урӑх пулмӗҫ (Ӳлӗм. 21:3, 4). «Уксаххи пӑлан пек сиксе тӑрӗ» (Ис. 35:5, 6). Ватлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пире тек асаплантармӗҫ, пирӗн ҫывӑх ҫынсем те ватӑлмӗҫ тата чирлемӗҫ. «Унчченхисем... аса та килмӗҫ» (Ис. 65:17). Ҫаксене Иегова пурнӑҫлатех, анчах хальхи вӑхӑтра та вӑл пире пулӑшса тӑрасси пирки эпир пӗртте иккӗленместпӗр. Эпир Иегова ҫине шанатпӑр пулсан, вӑл пире вӑй парӗ, вара эпир «тӳсӗмлӗ пулса тата савӑнса пӗтӗмпех чӑтса» ирттерме пултарӑпӑр (Кол. 1:11).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансен мӗне пула савӑнӑҫ ҫухалма пултарать?

  • Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансем савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахас мар тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

  • Ҫывӑх ҫынна пӑхса пурӑнакансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

155-МӖШ ЮРӐ Ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ

a ӲКЕРЧӖК. Икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ватӑ хӗрарӑм тӑван патне килне килнӗ, вара ӑна пӑхса пурӑнакан хӗрарӑм тӑван уҫӑлма кайма пултарать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр