Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 октябрь 6—11 с.
  • Иегова пире чӑн-чӑн савӑнӑҫ парать

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова пире чӑн-чӑн савӑнӑҫ парать
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • КАМ ПИРЕ ЧӐННИПЕХ ТЕЛЕЙЛӖ ТУМА ПУЛТАРАТЬ?
  • СИРЕ САВӐНӐҪЛӐ ПУЛМА НИМӖН ТЕ АН ЧӐРМАНТАРТӐР
  • Савӑнӑҫ — Турӑ панӑ парне
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • «Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 октябрь 6—11 с.

40-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем

Иегова пире чӑн-чӑн савӑнӑҫ парать

«Хама савӑнтаракан, хаваслантаракан Турӑ умне пырса тӑрӑп» (ПС. 42:4).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӗне пула эпир савӑнӑҫа ҫухатма пултаратпӑр тата каллех савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумалла?

1, 2. а) Хальхи вӑхӑтра ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ҪАК тӗнче телейлӗ пуласшӑн ҫунать. Анчах та ҫынсем тем пек вӑй хурсан та, ҫав-ҫавах телейсӗр. Ҫавӑнпа нумайӑшне пурнӑҫ ним усӑсӑр тата пӗр савӑнӑҫсӑр иртет пек туйӑнать. Хӑш-пӗр чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем те хӑйсене ҫавӑн пек туйма пултараҫҫӗ. Эпир «юлашки кунсенче» пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та пурнӑҫри йывӑрлӑхсене пула эпир хытӑ пӑшӑрханма тата кулянма пултаратпӑр (2 Тим. 3:1).

2 Ҫак статьяра эпир мӗне пула савӑнӑҫа ҫухатма пултарнине тата каллех савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр. Чи малтан эпир хамӑра чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулма кам пулӑшма пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

КАМ ПИРЕ ЧӐННИПЕХ ТЕЛЕЙЛӖ ТУМА ПУЛТАРАТЬ?

3. Эпир Иегова ҫинчен вӑл тунӑ япаласенчен мӗне вӗренетпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

3 Иегова яланах телейлӗ. Вӑл пире те савӑнӑҫлӑ та телейлӗ тӑвасшӑн. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл пире савӑнӑҫ кӳрекен нумай япала тунӑ — сӑмахран, пирӗн хитре планета, тӗрлӗ тӗссем, чӗрчунсем кулӑшла выляни тата тутлӑ апат-ҫимӗҫ. Чӑнах та, Иегова пире хытӑ юратать тата унӑн пире савӑнтарса пурӑнтарас килет.

Чӗрчунсем кулӑшла хӑтланнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) слон ҫури шывра вылять; 2) пингвин чӗпписем юр тӑрӑх мӗкӗлтетсе пыраҫҫӗ; 3) икӗ качака путекки уйра тӑкӑлт-тӑкӑлт сиккелеҫҫӗ; 4) дельфинсем шывран сиксе тухаҫҫӗ.

Baby elephant: Image © Romi Gamit/Shutterstock; penguin chicks: Vladimir Seliverstov/500px via Getty Images; baby goats: Rita Kochmarjova/stock.adobe.com; two dolphins: georgeclerk/E+ via Getty Images

Чӗрчунсем кулӑшла выляни Иегова телейлӗ Турӑ пулнине кӑтартса парать (3-мӗш абзаца пӑхӑр)


4. а) Иегова ҫынсем асапланнине курать пулин те, мӗншӗн вӑл ҫав-ҫавах телейлӗ? ӑ) Иегова пире мӗн парать? (Псалом 15:11).

4 Иегова ҫынсем асапланнине курать. Ҫакӑ ӑна питӗ хурлантарать. Ҫав-ҫавах Библире ун пирки «телейлӗ Турӑ» тенӗ (1 Тим. 1:11). Иеговӑна телейлӗ пулма мӗн пулӑшать? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — пирӗн Турӑ пӗтӗм хӗн-асапа яланлӑхах пӗтерме кун палӑртса хунӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пире халех пулӑшу кирлине те ӑнланать. Вӑл пире мӗнле пулӑшать? Сӑмахран, вӑл пире савӑнӑҫ парать. (Псалом 15:11 вуласа парӑр.) Айтӑр Иеговӑна пӗлни Иисуса телейлӗ мӗнле тунине пӑхса тухар.

5, 6. Мӗншӗн Иисус — Иегова кама тунӑ, ҫавсенчен чи телейли?

5 Иисус — Иегова кама тунӑ, ҫавсенчен чи телейли. Мӗншӗн? Темиҫе сӑлтава пӑхса тухар. Пуринчен малтан, Иисус — «курӑнми Туррӑн сӑнарӗ», урӑхла каласан, вӑл хӑйӗн Ашшӗ пекех (Кол. 1:15). Унсӑр пуҫне, Иисус питӗ нумай вӑхӑт хушши хӑйӗн Ашшӗпе, савӑнӑҫ паракан Турӑпа, пӗрле пулнӑ. Урӑх никам та Турӑпа ҫавӑн чухлӗ пулман.

6 Ҫавӑн пекех Иисуса хӑйне Иегова мӗн тума ыйтнине туни те савӑнӑҫ парать (Ытар. 8:30, 31; Иоанн 8:29). Тата Иисуса хӑйне Иегова ырлани те телейлӗ тӑвать (Матф. 3:17).

7. Мӗн пире чӑн-чӑн савӑнӑҫ парать?

7 Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусем пире те савӑнӑҫ параҫҫӗ. Эпир ун ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах унран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Ҫакӑ вара пире телейлӗрех тӑвать. Ҫавӑн пекех пире Туррӑн ирӗкне туни тата вӑл пире ырланине пӗлни савӑнӑҫ парать (Пс. 32:12)a. Анчах та хӑш-пӗр чухне пире пӗр савӑнӑҫ та ҫук пек туйӑнма пултарать. Ҫакӑн пекки кӗске е нумай вӑхӑтлӑха пыма пултарать. Ҫакӑ Иегова пире ырлама пӑрахнине пӗлтерет-и? Ҫук. Иегова пирӗн ҫитменлӗхсем пуррине пӗлет, ҫавӑнпа эпир хӑш-пӗр чухне хурланма тата хуйха ӳкме пултарнине ӑнланать (Пс. 102:14). Айтӑр эпир мӗне пула савӑнӑҫа ҫухатма пултарнине тата каллех савӑнӑҫлӑ пулас тесен пирӗн мӗн тумаллине пӑхса тухар.

Иегова пире савӑнӑҫ мӗнле парать?

Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Чӑн-чӑн савӑнӑҫ эпир Иеговӑран ҫеҫ илме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен савӑнӑҫ — унӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсенчен пӗри (Гал. 5:22). Святой сывлӑш пулӑшнине пула эпир пур йывӑрлӑха та «тӳсӗмлӗ пулса тата савӑнса» чӑтса ирттерме пултаратпӑр (Кол. 1:11).

Иеговӑна пуҫҫапасси сирӗн пурнӑҫра чи кирли пултӑр. Турӑ Сӑмахне тата пирӗн публикацисене яланах тӗпчӗр. Ырӑ хыпар сарас тесе кашни майпа усӑ курӑр (Лука 2:10). Иеговӑна пуҫҫапасси пирӗн пурнӑҫра чи кирли пулсан, эпир чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр (Пс. 64:5).

Иеговӑна яланах итлӗр. Иеговӑн законӗсем яланах усӑ панине асра тытӑр. Иеговӑна итлесе тӑни пире пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма чӑрмантармасть, пачах урӑхла, пире тата телейлӗрех тӑвать (Лука 11:28).

СИРЕ САВӐНӐҪЛӐ ПУЛМА НИМӖН ТЕ АН ЧӐРМАНТАРТӐР

8. Пурнӑҫри йывӑрлӑхсем пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳме пултараҫҫӗ?

8 Пурнӑҫри йывӑрлӑхсем. Хӗсӗрлени, ҫутҫанталӑк инкекӗсем, чухӑнлӑх, чир-чӗр, ватлӑх — ҫак тата ытти йывӑрлӑхсем, уйрӑмах эпир хамӑр лару-тӑрӑва улӑштарма пултараймастпӑр пулсан, пирӗн савӑнӑҫа ҫӑмӑллӑнах пӗтерме пултараҫҫӗ. Библире «кулянакан чӗре... чуна хавшатать» тенӗ (Ытар. 15:13). Ба́бис ятлӑ старейшина та ҫавнах туйнӑ. Тӑватӑ ҫул хушшинче унӑн ашшӗпе амӑшӗ тата пиччӗшӗ вилнӗ. Вӑл акӑ мӗн калать: «Ӗҫсем нумай пулнӑран манӑн вӗсемпе калаҫма вӑхӑт пачах та юлмастчӗ. Ҫавӑншӑн эпӗ хама час-часах айӑплаттӑмччӗ. Эпӗ хама тӑр-пӗччен тӑрса юлнӑ пек туяттӑмччӗ тата мана никам та пулӑшма пултараймасть пек туйӑнатчӗ». Чӑнах та, пурнӑҫри йывӑрлӑхсем пире халран яма тата хуйха ӳкерме пултараҫҫӗ.

9. Пире каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ? (Иеремия 29:4—7, 10).

9 Пире каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ? Эпир хамӑр улӑштарма пултарайман япаласем пирки пӑшӑрханма пӑрахатпӑр пулсан тата хамӑрӑн мӗн пурришӗн пархатарлӑ пулсан, телейлӗрех пулса тӑрӑпӑр. Библире каланӑ тӑрӑх, пирӗн лару-тӑру хамӑр кӗтнӗ пек пулмасан та, эпир пурпӗр телейлӗ пулма пултаратпӑр. Сӑмахран, Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ еврейсене Иегова мӗн каланине аса илер. Халӗ вӗсен хӑйсем тыткӑнри ҫынсем пулнине йышӑнмалла пулнӑ тата хӑйсен лару-тӑрӑвӗнче лайӑххине курма тӑрӑшмалла пулнӑ. (Иеремия 29:4—7, 10 вуласа парӑр.) Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Хӑвӑр пурнӑҫра лайӑххине курма тӑрӑшӑр тата ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулӑр. Ҫакна асра тытӑр: Иегова яланах сирӗнпе пӗрле пулӗ тата сире пулӑшса тӑрӗ (Пс. 62:8; 145:5). Сӑмахран, Э́ффи ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне илер. Вӑл хӑйне Иегова мӗнле пулӑшнӑшӑн ӑна питӗ пархатарлӑ. Вӑл пӗр инкеке пула вӑйлӑ аманнӑ та хускалайми пулса тӑнӑ. Анчах та вӑл ҫапла калать: «Эпӗ Иеговӑран, тӑван-хурӑнташсенчен тата пухуран питӗ нумай пулӑшу илтӗм. Ҫавӑнпа эпӗ парӑнма пултарайман — ҫакӑ эпӗ пархатарлӑ пулманнине кӑтартнӑ пулӗччӗ. Эпӗ Иеговӑна тата хамӑн туссене вӗсем мана пулӑшса тӑнӑшӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартасшӑн».

10. Мӗншӗн эпир йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр?

10 Пирӗн пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулсан та е пирӗн тӑван-хурӑнташсемпе япӑххи пулса тухсан та, эпир пурпӗр савӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр (Пс. 125:5)b. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пирӗн савӑнӑҫ эпир мӗнле лару-тӑрура пулнинчен килмест. Пионер пулса ӗҫлекен Мария ҫапла калать: «Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, эпир савӑнӑҫа упраса хӑварма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен Иегова мӗн тума сӑмах панине асра тытатпӑр. Ҫакӑ вӑл пирӗн макӑрмалла мар тенине тата хамӑр туйӑмсене пусарса лартмалла тенине пӗлтермест. Анчах пирӗн Атте пире кирек мӗнле йывӑрлӑхра та савӑнӑҫа упраса хӑварма пулӑшать». Пире тем пек йывӑр килсен те, пирӗн йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха кӑна пулнине асра тытӑр. Вӗсем пляжри хӑйӑр ҫинче хӑварнӑ йӗр пек: хум пырса ҫапать те вӗсем ҫухалаҫҫӗ. Пирӗн йывӑрлӑхсемпе кӗҫех ҫавӑн пек пулӗ — вӗсенчен пӗр йӗр те тӑрса юлмӗ.

11. Павел апостолӑн тӗслӗхӗ пире мӗн тесе шантарать?

11 Хӑш-пӗр чухне эпир Иегова хамӑра ырлама пӑрахнӑран пирӗн йывӑрлӑхсем пур тесе шутлама пултаратпӑр. Пирӗн ҫавӑн пек шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ пулсан, Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен — камсем пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ, ҫавсем ҫинчен — шухӑшласа пӑхма пулать. Павел апостола аса илер. Иисус Христос хӑй ӑна «халӑхсене, патшасене тата Израиль ҫыннисене» ырӑ хыпар пӗлтерме суйласа илнӗ (Ап. ӗҫ. 9:15). Мӗн тери пысӑк чыс! Ҫав-ҫавах Павелӑн пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем нумай пулнӑ (2 Кор. 11:23—27). Ҫак йывӑрлӑхсем Иегова Павела ырлама пӑрахнине пӗлтернӗ-и? Ҫук паллах! Иегова пиллесе тата пулӑшса тӑнине пула ҫеҫ Павел ҫав йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултарнӑ (Рим 5:3—5). Халӗ вара хӑвӑрӑн лару-тӑру ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Хӑвӑра тем пек йывӑр килсен те, эсир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлатӑр. Ҫакӑ Иегова сирӗнпе пӗрле пулнине тата сире ырланине кӑтартса парать.

12. Пурнӑҫланман ӗмӗтсем пирӗн савӑнӑҫа мӗнле пӗтерме пултараҫҫӗ?

12 Пурнӑҫланман ӗмӗтсем (Ытар. 13:12). Эпир Иеговӑна юрататпӑр тата вӑл пирӗншӗн мӗн тунишӗн пуриншӗн те ӑна пархатарлӑ. Ҫавӑнпа эпир уншӑн мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр. Эпир хамӑр ума лартнӑ тӗллевсене хамӑр лару-тӑрӑва пула пурнӑҫлама пултараймастпӑр пулсан, хуйха ӳкме пултаратпӑр (Ытар. 17:22). Пионер пулса ӗҫлекен Хо́лли ҫапла каласа парать: «Манӑн Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗренес, урӑх ҫӗршывра ырӑ хыпар сарас е Рамапори стройкӑра ӗҫлес килетчӗ. Анчах та манӑн лару-тӑру улшӑнчӗ, вара эпӗ ҫак тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме май ҫуккине ӑнланса илтӗм. Эпӗ питӗ хытӑ кулянтӑм». Нумайӑшӗ хӑйсене ҫавӑн пек туяҫҫӗ.

13. Пирӗн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та, эпир хамӑр ума мӗнле тӗллевсем лартма пултаратпӑр?

13 Пире каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ? Ҫакна асра тытӑр: Иегова пирӗнтен хамӑр тума пултарайманнине тума ыйтмасть. Эпир ыттисем тунӑ чухлӗ тумасан та, Иегова пурпӗр пире хаклать. Иегова пирӗнтен сӑпайлӑ пуласса тата хӑйне шанчӑклӑ пуласса кӗтет (Мих. 6:8, ҪТ; 1 Кор. 4:2). Вӑл пирӗн ҫитӗнӳсенчен ытларах пирӗн лайӑх енсем ҫине пӑхать. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑртан Иегова кӗтнинчен ытларах кӗтмелле марc. Эппин, эсир Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче хӑвӑр мӗн тӑвас килнине тума пултараймастӑр пулсан, хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сӑмахран, эсир ҫамрӑксене мӗне те пулин вӗрентме е ватӑ тӑвансене мӗнпе те пулин пулӑшма пултараймастӑр-ши? Е эсир кама та пулин хавхалантарас тесе ун патне кайса килме, шӑнкӑравлама е сообщени ҫырса яма пултараймастӑр-ши? Эсир ҫакӑн пек пысӑках мар, анчах та питӗ кирлӗ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пыратӑр пулсан, Иегова сире пысӑк савӑнӑҫ парӗ. Ҫӗнӗ тӗнчере вара пирӗн Турӑшӑн ӗҫлемелли тӗрлӗ майсем пулӗҫ. Унччентерех асӑннӑ Холли акӑ мӗн калать: «Тунсӑх пусса илсен, эпӗ хама: „Пурне те тума ӗлкӗретӗп-ха“, — тесе калатӑп. Иегова мана ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать вӗт».

14. Савӑнӑҫлӑ пулма пире тата мӗн чӑрмантарма пултарать?

14 Савӑнса-киленсе пурӑнасси чи кирли пулса тӑни. Социаллӑ сетьсенче эпир савӑнса-киленсе пурӑнакан ҫынсене час-часах куратпӑр. Вӗсем телейлӗ пек курӑнаҫҫӗ. Ҫакна кура эпир вӗсем пек мӗн тӑвас килнине тӑватпӑр пулсан, мӗн илес килнине илетпӗр пулсан тата ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кайса ҫӳретпӗр пулсан, чӑннипех телейлӗ пулатпӑр тесе шутлама пуҫлама пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, кӑмӑла каякан ӗҫсене тунинче ним япӑххи те ҫук. Вӗт Иегова пире савӑнса пурӑнмалла тунӑ. Анчах та нумайӑшне хӑйсене мӗн савӑнӑҫлӑ тума пултарать пек туйӑннӑ, ҫавсем каярахпа хӑйсене телей паманнине ӑнланса илнӗ. «Эсӗ хӑвӑн кӑмӑлна ҫырлахтарассишӗн ҫеҫ пурӑнатӑн пулсан, сана нихӑҫан та нимӗн те ҫитмест», — калать пионер пулса ӗҫлекен Ева. Ҫавӑн пек пурнӑҫ тӗлли-паллисӗр тата телейсӗр пулӗ.

15. Соломон патшаран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15 Соломон патшана аса илер. Вӑл хӑйне мӗн телейлӗ тума пултарнине пӗлес тесе тӗрлӗ ӗҫсем туса пӑхнӑ. Сӑмахран, вӑл тутлӑ апат ҫинӗ, хитре юрӑ-кӗвӗ итленӗ тата хаклӑ йышши япаласем туяннӑ. Анчах ҫаксем ӑна телейлӗ тӑвайман. Вӑл ҫапла каланӑ: «Куҫ курса тӑранаймасть, хӑлха илтсе пӗтереймест» (Еккл. 1:8; 2:1—11). Хӑш-пӗр ҫынсем хӑйсем укҫа-тенкӗллӗ пулсан тата мӗн тӑвас килнине тусан телейлӗ пулӑпӑр тесе шутлаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан вара, ҫаксем ҫынна нихӑҫан та чӑннипех телейлӗ тӑваймаҫҫӗ.

16. Ыттисемшӗн тӑрӑшни пире каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗнле пулӑшать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

16 Пире каллех савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ? Иисус «илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать» тесе вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Але́кос ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Эпӗ ыттисене мӗнпе те пулин пулӑшма тӑрӑшатӑп. Ҫапла эпӗ хам ҫинчен мар, ыттисем ҫинчен шутлатӑп, ҫакӑ вара мана савӑнӑҫ парать». Ыттисене пулӑшас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Эсир кам та пулин салхуллӑ пулнине куртӑр пулсан, унпа калаҫса илӗр. Тен, эсир унӑн йывӑрлӑхне татса параймастӑр, анчах та эсир ӑна тимлӗ итленипе, ӑна ӑнланма тӑрӑшнипе тата ӑна хӑйӗн йывӑрлӑхӗсене Иеговӑна шанса пама хавхалантарнипе эсир ӑна йӑпатма пултаратӑр (Пс. 54:23; 68:19, ҪТ). Турӑ сана хӑварман тесе шантарӑр ӑна (Пс. 36:28; Ис. 59:1). Унсӑр пуҫне, эсир ун валли мӗн те пулин тума пултаратӑр. Сӑмахран, ун валли апат пӗҫерме е унпа пӗрле уҫӑлма тухма пултаратӑр. Ҫавӑн пекех ӑна хӑвӑрпа пӗрле ырӑ хыпар сарма чӗнӗр, ҫакӑ вара яланах пире вӑй парать. Иегова ыттисене хавхалантарас тесе сирӗнпе усӑ куртӑр. Ыттисене пулӑшнипе эпир чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр! (Ытар. 11:25).

Ӳкерчӗксем: 1) хӗрарӑм тӑван кафере телефонра темскер пӑхса ларать; ун ҫумӗнче темиҫе пакет тӑрать, вӗсем ӑшӗнче туяннӑ япаласем; 2) ҫав хӗрарӑм тӑванах савӑнса ватӑ хӗрарӑм тӑван патне хӑнана килет тата ӑна чечек ҫыххи парнелет.

Хӑвӑра мӗнле савӑнтарасси ҫинчен анчах мар, ыттисене мӗнле савӑнтарасси ҫинчен те шухӑшлӑр (16-мӗш абзаца пӑхӑр)d


17. Чӑннипех телейлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумалла? (Псалом 42:4).

17 Чӑннипех телейлӗ пулас тесен пирӗн хамӑрӑн ҫӳлти Аттепе ҫывӑхланса пымалла. Вӗт Библире Иегова пирки «савӑнтаракан, хаваслантаракан Турӑ» тенӗ. (Псалом 42:4 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та кирек мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухсан та, пирӗн пӑшӑрханма е хӑрама кирлӗ мар. Енчен те Иегова пирӗн чи ҫывӑх тус пулсан, вӑл пире ӗмӗр-ӗмӗрӗпех телейлӗ пулма пулӑшӗ! (Пс. 143:15).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн Иегова тата Иисус телейлӗ?

  • Мӗне пула эпир савӑнӑҫа ҫухатма пултаратпӑр?

  • Каллех савӑнӑҫлӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ?

155-МӖШ ЮРӐ Ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ

a «Иегова пире савӑнӑҫ мӗнле парать?» ятлӑ рамкӑна пӑхӑр.

b Сӑмахран, Ертсе пыракан советӑн ҫӗнӗ хыпарӗсен 2023 ҫулхи 5-мӗш номерӗнчи Денниспа Ирина Кристенсен тӑвансенчен илнӗ интервьюна jw.org сайтра пӑхӑр.

c 2008 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» (выр.) «Ставь разумные цели и сохраняй радость» статьяна пӑхӑр.

d ӲКЕРЧӖК. Ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван хӑйне валли нумай япала туяннӑ. Анчах та вӑл ватӑ хӗрарӑм тӑвана хавхалантарнинчен тата ӑна чечексем парнеленинчен ытларах савӑнӑҫ илет.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр