Эрнекун, октябрӗн 16-мӗшӗ
Чӗрӳ аскӑн арӑмӑн ҫулӗ енне ан сулӑнтӑр, унӑн сукмакӗсемпе аташса ан ҫӳре (Ытар. 7:25).
Ытарӑшсем кӗнекери 7-мӗш сыпӑкра мӗн ҫырни Иеговӑн кашни ӗҫлекенӗпе пулса тухма пултарать. Ҫылӑх тунӑ ҫын ҫакӑ мӗнле пулса тухнине эпӗ хам та ӑнланмарӑм тесе калама пултарать. Анчах та вӑл, хӑй мӗн-мӗн туни ҫинчен шутласа пӑхсан, хӑйне ҫылӑх патне мӗнле утӑмсем илсе ҫитернине куратех пуль. Тен, вӑл Иеговӑна юратман ҫынсемпе туслашса кайнӑ. Е вӑйӑ-кулла тӗрӗс мар суйланӑ, е христиансемшӗн юрӑхлӑ мар вырӑнсемпе сайтсене кӗме пуҫланӑ. Вӑл Библи вулама, кӗлтума, тӗлпулусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма та пӑрахнӑ пулӗ. Апла пулсан, Ытарӑшсем кӗнекере асӑннӑ каччӑ пекех, вӑл ӑнсӑртран ҫылӑх туса хунӑ теме ҫук. Эпир мӗне вӗренетпӗр? Пирӗн ҫылӑха кӑна мар, ҫылӑх патне илсе ҫитерекен ӗҫсене те тумалла мар. Ҫамрӑк каччӑпа аскӑн хӗрарӑм пирки каланӑ ытарӑш вӗҫӗнче ҫавӑн пирки асӑрхаттарнӑ та (Матф. 5:29, 30). w24.07 16 с., 10, 11 абз.
Шӑматкун, октябрӗн 17-мӗшӗ
Эпир ҫак мула тӑм савӑтсенче илсе ҫӳретпӗр (2 Кор. 4:7).
Ҫак мул мӗн вӑл? Ку вӑл — ырӑ хыпар сарас ӗҫ (2 Кор. 4:1). Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлать вӗт. Тӑм савӑтсем вара кама пӗлтереҫҫӗ? Туррӑн ӗҫлекенӗсене. Мӗншӗн Павел ҫавӑн пек танлаштару илсе панӑ? Вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра суту-илӳ тӑвакансем хаклӑ йышши таварсене, сӑмахран, апат-ҫимӗҫе, хӗрле эрехе е укҫана, тӑм савӑтсенче турттарнӑ. Эпир те ҫынсене темскер хаклине — Иегова хамӑра шанса панӑ ырӑ хыпара — калатпӑр. Иегова вара пирӗн ҫавна тума вӑй пултӑр тесе тӑрӑшать. Хӑш-пӗр чухне эпир ҫынсем пире мӗн те пулин каласран е тӑвасран хӑраса вӗсемпе калаҫса кайма хӑратпӑр. Ҫынран хӑранине ҫӗнтерме мӗн пулӑшӗ? Хӑйсене ырӑ хыпар сарма чарсан апостолсем мӗн пирки кӗлтуни ҫинчен аса илӗр-ха. Вӗсем ырӑ хыпар сарма пӑрахмаллах хӑраса ӳкмен. Ун вырӑнне вӗсем ырӑ хыпара хӑюллӑн сармашкӑн Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Турӑ вӗсен кӗлли ҫине тӳрех хуравланӑ (Ап. ӗҫ. 4:18, 29, 31). Ҫынсенчен хӑрани хӑш-пӗр чухне сире те чарать пулсан, Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Вӑл сире ҫынсене хытӑрах юратма пулӑштӑр тесе кӗлтӑвӑр. Вара эсир хӑрамасӑр ҫынсене ырӑ хыпар калама пултарӑр. w24.04 16 с., 8, 9 абз.
Вырсарникун, октябрӗн 18-мӗшӗ
Пирӗн ҫӳлти Аттемӗр, санӑн яту сӑваплӑ пултӑр (Матф. 6:9).
Иеговӑна юратнӑран эпир унӑн ятне сӑваплӑ тӑвасшӑн. Шуйттан сӗмсӗр суя каласа Турӑ ятне вараланӑ, эпир вара унӑн сӑмахӗсем тӗрӗс мар пулнине кӑтартасшӑн (Пулт. 3:1—5; Иов 2:4; Иоанн 8:44). Хамӑра итлес текенсене Турӑ ҫинчен чӑнлӑха каласа парса эпир ун хутне кӗретпӗр. Эпир ытти ҫынсем те хамӑр мӗн пӗлнине пӗлччӗр тетпӗр. Иеговӑн чи чаплӑ енӗ — юрату. Вӑл тӳрӗлӗхпе тата тӗрӗслӗхпе ертсе пырать. Унӑн Патшалӑхӗ кӗҫех пур хӗн-асапа та пӗтерӗ тата пур этемлӗхе мирпе телей кӳрӗ (Пс. 36:10, 11, 29; 1 Иоанн 4:8). Иегова ҫинчен ҫак чӑнлӑхсене каласа парса эпир унӑн ятне сӑваплӑ тӑватпӑр. Иегова Свидетелӗсем пулнӑ май ҫак ятпа килӗшӳллӗн пурӑнни те пире телей кӳрет. w24.05 18 с., 12 абз.