Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 ноябрь 16—21 с.
  • Иисус — пирӗн хӗрхенекен Чи Аслӑ Священник

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иисус — пирӗн хӗрхенекен Чи Аслӑ Священник
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ТУРРӐН ЮРАТНӐ ЫВӐЛӖ ҪӖР ҪИНЕ КИЛЕТ
  • ИИСУС ҪЫНСЕНЕ ХӖРХЕННИНЕ КӐТАРТАТЬ
  • ХАМӐРӐН ЧИ АСЛӐ СВЯЩЕННИКРАН ТӖСЛӖХ ИЛЕТПӖР
  • ПИРӖН ЧИ АСЛӐ СВЯЩЕННИК ПИРЕ ПУЛӐШАТЬ
  • Тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иисус ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче мӗн тунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 ноябрь 16—21 с.

46-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

17-МӖШ ЮРӐ Хаваспах пулӑшӑп!

Иисус — пирӗн хӗрхенекен Чи Аслӑ Священник

«Пирӗн чи аслӑ священник эпир халсӑр пулнине ӑнланать» (ЕВР. 4:15).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иисус пек лайӑх Чи Аслӑ Священник урӑх никам та ҫук, мӗншӗн тесен Иисус эпир мӗн туйнине питӗ лайӑх ӑнланать тата вӑл яланах пулӑшма хатӗр.

1, 2. а) Мӗншӗн Иегова хӑйӗн Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Еврейсем 5:7—9).

ИКӖ пин ҫула яхӑн каялла Иегова хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне ҫӗр ҫине янӑ. Мӗншӗн? Сӑлтавсенчен пӗри — Иисусӑн ҫынсене ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтармалла пулнӑ тата Шуйттан кӳнӗ сиене пӗтермелле пулнӑ (Иоанн 3:16; 1 Иоанн 3:8). Унсӑр пуҫне, Иегова Иисус ҫӗр ҫинче ҫын пек пурӑнса пӑхтӑр тенӗ. Ҫакӑ ӑна ҫынсене хӗрхенекен тата вӗсене ӑнланма пултаракан Чи Аслӑ Священник пулса тӑма пулӑшнӑ пулӗччӗ. Пирӗн эрӑри 29-мӗш ҫулта шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иисус ҫак тивӗҫе туса тӑма пуҫланӑa.

2 Ҫак статьяра эпир ҫӗр ҫинче пурӑнни Иисуса хӗрхенекен Чи Аслӑ Священник пулса тӑма мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Вӑл ҫак тивӗҫе лайӑх туса тӑрас тесе мӗн-мӗн тӳснине пирӗн лайӑх ӑнланмалла. Вара Иеговӑна кӗлтума тата унпа ҫывӑхланма, уйрӑмах йӑнӑшсене пула хамӑра Иеговӑн тусӗ пулма тивӗҫлӗ мар тесе шутланӑ чухне, пире ҫӑмӑлтарах пулӗ. (Еврейсем 5:7—9 вуласа парӑр.)

ТУРРӐН ЮРАТНӐ ЫВӐЛӖ ҪӖР ҪИНЕ КИЛЕТ

3, 4. Иисусӑн тӳпери пурнӑҫӗ ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗнчен мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?

3 Нумайӑшне пурнӑҫри улшӑнусене пурӑнса ирттерме ҫӑмӑл мар. Сирӗн тӑван киле, юратнӑ ҫемьене е туссене хӑварма тивнӗ пулсан, эсир ҫакна лайӑх пӗлетӗр. Анчах та, пирӗнпе танлаштарсан, Иисусӑн пурнӑҫӗ тӗппипех улшӑннӑ. Тӳпере вӑл ангелсем хушшинче пысӑк вырӑн йышӑннӑ пулнӑ. Иегова ӑна питӗ хытӑ юратнӑ тата Иисус хӑйӗн Ашшӗпе пӗрле ӗҫлесе питӗ савӑннӑ (Пс. 15:11; Ытар. 8:30). Ҫапах та, Филиппӑ 2:7-мӗшӗнче каланӑ пек, хӑйӗн тӳпере мӗн пуррине «вӑл пӗтӗмпех хӑварнӑ» та ҫитменлӗхлӗ ҫынсем хушшинче пурӑнас тесе ҫӗр ҫине килнӗ.

4 Иисус ача пулнӑ чухнехи вӑхӑт ҫинчен те шухӑшлар. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ чухӑн пулнӑ. Ҫакӑ Иисус ҫуралсан вӗсем Турра мӗнле парне кӳнинчен курӑнать (Лев. 12:8; Лука 2:24). Пӗчӗк Иисуса усал Ирод патша вӗлересшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа хӑйсен ачине ҫӑлас тесе Иосифпа Мария Египета тарнӑ (Матф. 2:13, 15). Ҫакӑ Иисусӑн тӳпери пурнӑҫӗнчен ҫав тери уйрӑлса тӑнӑ!

5. Ҫынсем хушшинче пурӑнни Иисуса хӗрхенекен Чи Аслӑ Священник пулса тӑма мӗнле пулӑшнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

5 Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус ҫынсем мӗнле асапланса пурӑннине курнӑ. Ҫывӑх ҫын вилни чуна мӗнле ыраттарнине Иисус хӑй ҫинче туйса илнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем вилнине курнӑ, ҫав шутрах хӑйне пӑхса ӳстернӗ Иосиф вилнине те вӑл курнӑ пулас. Иисус хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне туса тӑнӑ чухне тилҫеллӗ, суккӑр тата паралич ҫапнӑ ҫынсене тӗл пулнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл ачи вилнишӗн хуйхӑракан ашшӗ-амӑшӗсене курнӑ. Вӑл ҫакӑн пек ҫынсене питӗ шелленӗ (Матф. 9:2, 6; 15:30; 20:34; Марк 1:40, 41; Лука 7:13). Паллах, Иисус тӳпере пурӑннӑ чухне те ҫынсем асапланнине курнӑ. Анчах ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫласан вӑл вӗсем мӗн туйнине — вӗсен пӑшӑрханӑвӗсене, ыратӑвне — тата та лайӑхрах ӑнланма пуҫланӑ (Ис. 53:4). Иисус хӑй те, ытти ҫынсем пекех, ывӑннӑ, хуйхӑрнӑ тата унӑн чунӗ ыратнӑ.

Иисус тавра халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем ӑна хӑйсене сыватма йӑлӑнаҫҫӗ. Иисус ватӑ вӑйсӑрланса ҫитнӗ арҫынна хӗрхеннӗрен ун патне пӗшкӗнсе ӑна аллисенчен тытать.

Иисус ҫынсене питӗ хӗрхеннӗ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)


ИИСУС ҪЫНСЕНЕ ХӖРХЕННИНЕ КӐТАРТАТЬ

6. Исаия 42:3-мӗшӗнчи пророкла каланинчен эпир Иисус ҫинчен мӗн пӗлетпӗр?

6 Тӗрӗсмарлӑхпа пусмӑр тӳсекен тата мӗскӗн ҫынсене Иисус ялан хӗрхеннӗ. Ҫапла тунипе вӑл Иегова Исаия пророк урлӑ мӗн каланине пурнӑҫланӑ. Еврей Ҫырӑвӗсенче ӑнӑҫлӑ та вӑйлӑ ҫынсене ҫӳллӗ йывӑҫсемпе е шӑварӑнса тӑракан йывӑҫ пахчипе танлаштарнӑ (Пс. 91:13; Ис. 61:3; Иер. 31:12). Чухӑн та пусмӑр тӳсекен ҫынсене вара хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑшпа тата йӑсӑрланса выртакан йӗтӗнпе танлаштарнӑ. (Исаия 42:3 вуласа парӑр.) Ҫапла майпа Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ ахаль, ыттисем ним вырӑнне те хуман ҫынсене мӗнле юратассипе хӗрхенесси ҫинчен маларах каласа хунӑ пулнӑ.

7, 8. Иисус Исаия пророкла каланине мӗнле пурнӑҫланӑ?

7 Матфей Иисус ҫинчен: «Вӑл хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑша та хуҫмӗ, сӳнме пуҫланӑ ҫутаткӑҫа та сӳнтермӗ», — тесе ҫырнӑ (Матф. 12:20). Ҫапла вӑл Иисус Исаия пророкла каланине пурнӑҫланине кӑтартнӑ. Камӑн пӗр шанчӑк та пулман, кам тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ, ҫавӑн пек ҫынсене пулӑшас тесе Иисус нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ. Сӑмахран, пӗррехинче вӑл пӗр ҫынна тӗл пулнӑ, унӑн кӗлетки пӗтӗмпех тилҫеллӗ пулнӑ. Ҫав ҫын хӑҫан та пулин сывалса каллех хӑйӗн ҫемйипе тата тусӗсемпе пӗрле вӑхӑта ирттерме пултарасси ҫинчен шутлама та пултарайман пулӗ (Лука 5:12, 13). Тепрехинче вара Иисус патне хӑлхи илтмен арҫынна илсе пынӑ. Ыттисем калаҫнӑ чухне хӑй хутшӑнма пултарайманран ҫав ҫын хӑйне мӗнле туйни ҫинчен шутласа пӑхӑр-ха (Марк 7:32, 33). Анчах ҫакӑ ҫеҫ мар-ха.

8 Ҫав вӑхӑтра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ ҫапла шутланӑ: ҫын чирлет пулсан, апла вӑл хӑй е унӑн ашшӗ е амӑшӗ ҫылӑха кӗнӗ (Иоанн 9:2). Ҫакӑн пек тӗрӗс мар шутлани чирлӗ ҫынсен пурнӑҫне тата ытларах йывӑрлатнӑ. Иисус вара ҫакӑн пек ҫынсене сыватнӑ тата Иегова вӗсемшӗн тӑрӑшни пирки шантарнӑ. Ҫакӑ Иисус пирӗн ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма пулӑшать.

9. Еврейсем 4:15, 16 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пирӗн ҫӳлти Чи Аслӑ Священник ҫылӑхлӑ ҫынсем мӗн туйнине питӗ лайӑх ӑнланнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

9 Еврейсем 4:15, 16 вуласа парӑр. Иисус пире яланах хӗрхенессине тата ӑнланассине эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Эпир асапланнине тата мӗн туйнине курса вӑл пире хӗрхенет. 15-мӗш сӑвӑ йӗркинче «ӑнланать» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ эпир хуйхӑрнӑ чухне Иисус пирӗнпе пӗрле хуйхӑрать тенине пӗлтерет. Иисус тӗлӗнмелле ӗҫсем туни ҫинчен вуланӑ чухне эпир вӑл питӗ хӗрхенекен пулнине куратпӑр. Вӑл ҫынсене сыватасса та, ҫавна тумалла пулнӑран ҫеҫ туман, Иисус ҫынсене чӑннипех те юратнӑ тата вӗсене пулӑшасшӑн пулнӑ. Сӑмахран, вӑл тилҫеллӗ ҫынна тӗкӗнмесӗрех сыватма пултарнӑ, анчах та вӑл ӑна сӗртӗнес тенӗ. Ҫав ҫын хӑйне кам та пулин сӗртӗннине тахҫантанпах туйса курман пулӗ. Хӑлхи илтмен ҫынна вара Иисус мӗнле сыватнӑ? Вӑл ӑна халӑхран аяккарах илсе кайса шӑв-шав илтӗнмен вырӑнта сыватнӑ. Хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен хӗрарӑма та аса илер. Вӑл Иисусӑн урине хӑйӗн куҫҫулӗпе ҫуса ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтнӗ. Ҫакӑ пӗр фарисея килӗшменнине курса Иисус хӗрарӑм майлӑ тӑнӑ (Матф. 8:3; Марк 7:33; Лука 7:44). Чирлекен е йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынсенчен Иисус нихӑҫан та пӑрӑнса ҫӳремен. Пачах урӑхла, вӑл вӗсем хӑйӗн патне килччӗр тенӗ тата вӗсене хӑй юратни пирки шантарнӑ. Иисус пире те ҫавӑн пекех хӗрхенни пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар.

ХАМӐРӐН ЧИ АСЛӐ СВЯЩЕННИКРАН ТӖСЛӖХ ИЛЕТПӖР

10. Хӑлхи илтмен ҫынсемпе суккӑр ҫынсемшӗн эпир мӗнле тӑрӑшатпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

10 Эпир Иисусран тӗслӗх илесшӗн, ҫавӑнпа та ыттисене юратма тата хӗрхенме тӑрӑшатпӑр (1 Пётр 2:21; 3:8). Паллах ӗнтӗ, эпир хӑлхи илтмен ҫынсемпе суккӑр ҫынсене сыватаймастпӑр, анчах эпир вӗсене Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пулӑшма пултаратпӑр. Тӗслӗхрен, халӗ пирӗн публикацисем илтмен ҫынсен 100 ытла чӗлхипе тухса тӑраҫҫӗ. Суккӑр ҫынсене пулӑшас тесе 60 ытла чӗлхепе пирӗн публикацисене Брайль шрифчӗпе туса кӑлараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, суккӑр ҫынсем экран ҫинче мӗн пулса иртнине пӗлме пултарччӑр тесе видеороликсем валли тифлокомментарисем 100 ытла чӗлхепе тухса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ веҫех хӑлхи илтмен ҫынсемпе суккӑр ҫынсене Иеговӑпа тата унӑн Ывӑлӗпе ҫывӑхланма пулӑшать.

Ӳкерчӗксем: 1) тӗлпулура тӑвансем илтмен ҫынсен чӗлхипе Патшалӑх юррине юрлаҫҫӗ; 2) суккӑр хӗрарӑм Брайль шрифчӗпе пичетленӗ Библие вулать.

Пирӗн организаци Библие ӑнлантарса паракан литературӑна 1 000 ытла чӗлхепе кӑларса тӑрать

Сулахай енче: илтмен ҫынсен 100 ытла чӗлхи

Сылтӑм енче: 60 ытла чӗлхепе Брайль шрифчӗпе пичетленӗ литература

(10-мӗш абзаца пӑхӑр)


11. Иеговӑн организацийӗ тӗрлӗ ҫынсемшӗн тӑрӑшни ӑҫтан курӑнать? (Апостолсен ӗҫӗсем 2:5—7, 33). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

11 Иеговӑн организацийӗ тӗрлӗ ҫынсене, вӗсем кирек ӑҫта пурӑнсан та, пулӑшас тесе нумай вӑй хурать. Айтӑр пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче мӗн пулса иртнине аса илер. Чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш янӑ, вара уява килнӗ пур ҫын та ырӑ хыпара хӑйӗн «тӑван чӗлхипе» илтнӗ. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:5—7, 33 вуласа парӑр.) Хальхи вӑхӑтра Иисус ертсе пынине пула пирӗн организаци 1 000 ытла чӗлхепе, ҫав шутрах сахал ҫын калаҫакан чӗлхесемпе те, публикацисем кӑларса тӑрать. Тӗслӗхрен, Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан халӑхсен 160 ытла чӗлхипе литература тухса тӑрать. Унсӑр пуҫне, 20 ытла цыган чӗлхипе публикацисем пур. Ҫавӑн пек чӗлхесемпе калаҫакан пин-пин ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ӳкерчӗксем: 1) индеецсен чӗлхипе калаҫакан хӗрарӑм тӑван хӑйӗн чӗлхипе кӑларнӑ Библие кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса йӑл кулать; 2) цыган чӗлхипе калаҫакан хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пӗчӗк хӗрӗпе конгресс программине итлет.

Сулахай енче: Ҫурҫӗр тата Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнакан халӑхсен 160 ытла чӗлхи

Сылтӑм енче: 20 ытла цыган чӗлхи

(11-мӗш абзаца пӑхӑр)


12. Иеговӑн организацийӗ ҫынсем валли тата мӗн тӑвать?

12 Иеговӑн организацийӗ ҫынсене чӑнлӑха вӗрентнисӗр пуҫне ҫутҫанталӑк инкекӗсене пула хӗн курнисемшӗн те тӑрӑшать. Пин-пин доброволец инкеке лекнӗ тӑвансене пулӑшать. Унсӑр пуҫне, организацие пула пирӗн Турра пуҫҫапмалли вырӑнсем пур. Ҫынсем ҫав вырӑнсене килсе Иегова вӗсене мӗн тери хытӑ юратнине пӗлме пултараҫҫӗ.

ПИРӖН ЧИ АСЛӐ СВЯЩЕННИК ПИРЕ ПУЛӐШАТЬ

13. Иисус пире мӗнле пулӑшса тӑрать?

13 Иисус — лайӑх кӗтӳҫӗ, ҫавӑнпа вӑл пире Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма мӗн кирлине веҫех парать (Иоанн 10:14; Эф. 4:7). Йывӑрлӑхсене пула хӑш-пӗр чухне эпир хамӑра хуҫӑла пуҫланӑ хӑмӑш пек е сӳнме пуҫланӑ ҫутаткӑҫ пек туйма пултаратпӑр. Йывӑр чирлесе ӳксен, йӑнӑш тусан е пухури тӑванпа хирӗҫсе кайсан эпир савӑнӑҫа ҫухатма пултаратпӑр. Чун ыратнӑран пире шанчӑк ҫинчен шутлама та йывӑр пулма пултарать. Анчах та ҫакна асра тытӑр: Иисус эсир мӗн тӳснине курать тата мӗн туйнине ӑнланать. Хӗрхеннӗрен вӑл сире пулӑшать. Сӑмахран, пӗр вӑй та ҫук пек туйӑннӑ чухне вӑл сире святой сывлӑш парса ҫирӗплетме пултарать (Иоанн 16:7; Тит 3:6). Ҫавӑн пекех Иисус старейшинӑсем урлӑ е пухури пӗр-пӗр тӑван урлӑ пулӑшма пултарать (Эф. 4:8).

14. Хуйха ӳксен эпир мӗн тума пултаратпӑр?

14 Хуйха ӳксен Иисус пирӗн Чи Аслӑ Священник пулнине хамӑра аса илтерсе тӑмалла тата вӑл ҫак тивӗҫе туса тӑни пире мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшламалла. Асра тытӑр: Иегова Иисуса ҫӗр ҫине пирӗншӗн вилме ҫеҫ яман, ҫитменлӗхлӗ ҫынсен йывӑрлӑхӗсене лайӑхрах ӑнланма пултартӑр тесе те янӑ. Эпир хамӑр йӑнӑшсемшӗн е ҫылӑхсемшӗн хуйха ӳксен Иисус пире «кирлӗ вӑхӑтра» пулӑшатех (Евр. 4:15, 16).

15. Пӗр арҫын тӑвана Иегова патне таврӑнма мӗн пулӑшнӑ?

15 Иисус пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ тӑвансене шыраса тупма тата, вӗсем пухӑва таврӑнсан, вӗсене пулӑшма хавхалантарать (Матф. 18:12, 13). Акӑ Сте́фаноb ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Хӑйне пухуран кӑларса янӑ хыҫҫӑн 12 ҫул иртсен, вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвне каяс тенӗ. Стефано калать: «Мана ҫӑмӑл марччӗ, ҫапах та эпӗ Иеговӑн ҫемйине, хамӑн юратнӑ тӑвансем патне, таврӑнасшӑнччӗ. Старейшинӑсем манпа питӗ ырӑ пулчӗҫ. Хушӑран эпӗ хама ниме тӑман ҫын пек туяттӑмччӗ, ман пек ҫын Иеговӑна кирлӗ мар тесе шутлаттӑмччӗ. Анчах та старейшинӑсем мана Иеговӑпа Иисус сана пулӑшӗҫ тесе шантарсах тӑратчӗҫ. Эпӗ пухӑва каялла таврӑнни ҫинчен пӗлтерӳ тусан, пухури тӑвансем мана ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн манӑн арӑм та Библи вӗренме тытӑнчӗ, халӗ эпир пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратпӑр». Пирӗн юратакан Чи Аслӑ Священник пухури тӑвансем ӳкӗннӗ ҫынна Иегова патне таврӑнма пулӑшнине курса тӑрать. Паллах, ҫакӑ ӑна питӗ савӑнтарать.

16. Пирӗн ҫакӑн пек хӗрхенекен Чи Аслӑ Священник пурришӗн мӗншӗн эсир пархатарлӑ?

16 Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ун патне нумай ҫын килнӗ, вӑл вӗсене яланах пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра та эпир Иисус пире пулӑшасси пирки иккӗленместпӗр. Пире пулӑшу кирлӗ пулсан вӑл пире пулӑшатех. Кӗҫех ҫӗнӗ тӗнче пулать. Ун чухне Турра итлекен пур ҫын та Иисус пулӑшнипе ҫылӑхран хӑтӑлса пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗ. Иегова пире юратнӑран ҫакӑн пек хӗрхенекен Чи Аслӑ Священника панӑ. Ҫавӑншӑн эпир Турра питӗ пархатарлӑ.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ҫӗр ҫинче пурӑнни Иисуса Чи Аслӑ Священник пулса тӑма мӗнле пулӑшнӑ?

  • Исаия 42:3-мӗшӗнчи сӑмахсем Иисус ҫинче мӗнле пурнӑҫланнӑ?

  • Пирӗн Чи Аслӑ Священник хальхи вӑхӑтра пире мӗнле пулӑшса тӑрать?

13-МӖШ ЮРӐ Христос пирӗншӗн тӗслӗх

a Чи Аслӑ Священник Иисус Израильти чи аслӑ священниксенчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлес тесе 2023 ҫулхи октябрьте тухнӑ «Хурал башнинчи» «Иеговӑн сӑнарлӑ храмӗнче пуҫҫапма май пуррине хаклӑр» статьяна пӑхма пулать, 26-мӗш страница, 7—9 абзацсем.

b Ятне улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр