Манӑн руль умне ларма пӑрахмалла мар-ши?
ЭСИР нумай ҫул хушши машинӑпа ҫӳретӗр. Сирӗн кирек хӑҫан та, кирек ӑҫта та кайма май пур. Ҫак ирӗклӗх сире питӗ килӗшет. Анчах та эсир руль умне ларсан, килтисем тата туссем темшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Мӗншӗнне вара эсир ӑнланаймастӑр.
Сирӗн ун пекки пулнӑ-и? Тен, сирӗн чӑнах та пассажир вырӑнне куҫса лармалла? Йышӑну тума мӗн пулӑшма пултарать?
Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче водитель, закон палӑртнӑ ҫула ҫитсен, тухтӑр ирӗк панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ малалла машинӑпа ҫӳреме пултарать. Ҫав ҫӗршывсенче пурӑнакан христиансем ҫакӑн пек законсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ (Рим 13:1). Сирӗн ҫӗршывра ҫакӑн пек законсем ҫук пулсан та, ҫав-ҫавах эсир хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслесе пӑхма пултаратӑр: эсир машинӑпа ҫӳрени хӑрушлӑх патне илсе ҫитермест-и?
ХӐВӐРА ХӐВӐР ТӖРӖСЛЕСЕ ПӐХӐР
Ватлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗпчекен пӗр организаци водительсене хӑйсене ҫакӑн пек ыйтусем пама сӗнет:
Ҫул паллисене уйӑрса илме мана йывӑр мар-и тата тӗттӗмре лайӑхах куратӑп-и?
Манӑн шӑмшак хытса ларман-и? Пуҫа пӑркаласа тӗкӗрсем ҫине пӑхма тата курӑнман вырӑнсене тӗрӗслеме мана йывӑр мар-и?
Ҫул ҫинче лару-тӑру сасартӑк улшӑнчӗ пулсан, эпӗ хӑвӑрт йышӑну тума пултаратӑп-и? Тӗслӗхрен, урана газ педалӗ ҫинчен тормоз педалӗ ҫине хӑвӑрт куҫарма пултаратӑп-и?
Ытлашши хуллен пынипе эпӗ ытти водительсене чӑрмантармастӑп-и?
Юлашки вӑхӑтра эпӗ авари патне илсе пыма пултаракан лару-тӑрӑва лекни пулкаланӑ-и? Манӑн машина ҫинче ӑҫта та пулин пырса тӑрӑннипе лапчӑк вырӑнсемпе шӑйрӑксем ҫук-и?
Эпӗ машинӑпа мӗнле ҫӳренине кура мана полицейскисем чарни пулман-и?
Эпӗ руль умӗнче ҫывӑрса кайни пулман-и?
Машинӑпа ҫӳрени ҫине витӗм кӳрекен эмелсем ӗҫместӗп-и?
Эпӗ машинӑпа мӗнле ҫӳренине кура, хурӑнташсемпе юлташсем саншӑн пӑшӑрханатпӑр тесе мана каламан-и?
Пӗр е икӗ ыйту ҫине «ҫапла» тесе хуравларӑр пулсан, мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Тен, эсир руль умне, уйрӑмах тӗттӗм вӑхӑтра, сахалрах ларас тейӗр. Машинӑпа хӑвӑр мӗнле ҫӳренине тӑтӑшах тӗрӗслесе тӑрӑр. Хӑвӑр мӗнле ҫӳрени пирки тӑван-хурӑнташсемпе туссем мӗн шутланине ыйтса пӗлӗр. Машинӑпа лайӑхрах ҫӳреме вӗрентекен курссенче вӗренесси пирки шухӑшласа пӑхӑр. Анчах та эсир нумайрах ыйту ҫине «ҫапла» тесе хуравларӑр пулсан, тен, сире руль умне лармасан лайӑхрах пулӗa.
БИБЛИРИ ПРИНЦИПСЕНЕ ШУТА ИЛӖР
Машинӑпа унчченхи пекех лайӑх ҫӳреме пултарайманнине йышӑнма йывӑр пулма пултарать. Руль умне ларма пӑрахмалли ҫинчен шухӑшласанах пӑшӑрханса ӳкме пулать. Библири хӑш принципсем ҫак лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхса ӑслӑ-тӑнлӑ йышӑну тума пулӑшаҫҫӗ? Вӗсенчен иккӗшне пӑхса тухар.
Сӑпайлӑ пулӑр (Ытар. 11:2). Ҫулсем иртнӗҫемӗн куҫ япӑхрах курма, хӑлха япӑхрах илтме пуҫлать, вӑй чакать, йышӑну тӑвас хӑвӑртлӑх та чакса пырать. Тӗслӗхрен, ватӑлнӑҫемӗн нумайӑшӗ ӑнланать: хӑш-пӗр спорт вӑййисем вӗсем валли мар, мӗншӗн тесен аманас хӑрушлӑх пур. Машинӑпа ҫӳрес тӗлӗшрен те ҫавах. Сӑпайлӑ ҫын пӗр-пӗр кун ҫакна ӑнланса илет: хӑрушлӑха лекес мар тесен руль умне ларма пӑрахмалла (Ытар. 22:3). Ыттисем те хӑвӑршӑн пӑшӑрханни ҫинчен калаҫҫӗ пулсан, сӑпайлӑ пулса вӗсем мӗн каланине итлемелле. (2 Патшасен 21:15—17 танлаштарӑр).
Юн юхтарнӑшӑн айӑплӑ ан пулӑр (Сак. аст. 22:8). Руль умӗнче тимлӗхе ҫухатнӑ водитель ларать пулсан, машина хӑрушӑ хӗҫ-пӑшал пулса тӑрать. Машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑх чакнине пӑхмасӑрах ҫын руль умне ларать пулсан, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне те, ыттисен пурнӑҫне те хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерет. Ӑна пула кам та пулин аварие лексе вилме те пултарать.
Руль умне ларма пӑрахсан ыттисем сире хаклама тата хисеплеме пӑрахаҫҫӗ тесе шутламалла мар. Иегова сире хӑвӑра кӗҫӗне хунишӗн, сӑпайлӑ пулнишӗн тата ыттисемшӗн тӑрӑшнишӗн хаклать. Вӑл сире пулӑшса тӑма сӑмах парать (Ис. 46:4). Турӑ сире нихӑҫан та хӑвармасть. Ҫавӑнпа та руль умне ларас-и, ларас мар-и тесе шутланӑ чухне Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтӑр тата унӑн Сӑмахӗнче, Библире, канашсем шырӑр.
a Ытларах информаци тупас тесе 2002 ҫулхи августӑн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналти «Автокатастрофы. Застрахованы ли вы от них?» статьяна пӑхма пулать.