Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 ноябрь 2—7 с.
  • Ватӑлсан та савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ватӑлсан та савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНЕ ПУЛА САВӐНӐҪ ҪУХАЛМА ПУЛТАРАТЬ?
  • САВӐНӐҪЛӐ ПУЛМА ПӐРАХАС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
  • ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?
  • Ватӑ тӑвансене хаклӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен юлашки сӑмахӗсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ытларах савӑнӑҫ илес тесен мӗн тумалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 ноябрь 2—7 с.

44-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

138-МӖШ ЮРӐ Кӑвакарнӑ ҫӳҫ — ваттисен илемӗ

Ватӑлсан та савӑнӑҫлӑ пулма ан пӑрахӑр

«Вӗсем ватлӑхра та ҫимӗҫ кӳреҫҫӗ» (ПС. 91:15, 16).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӗншӗн ватӑ ҫынсен савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахмалла мар тата ҫак тӗлӗшрен вӗсене мӗн пулӑшӗ?

1, 2. Иегова хӑйӗн ватӑ ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхать? (Псалом 91:13—16; ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

ВАТӐЛСА пыни ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Сӑмахран, эсир хӑвӑр пуҫ ҫинче пӗрремӗш хут кӑвак ҫӳҫ курсан мӗн туйрӑр? Тен, эсир ӑна никам куриччен тӳрех туртса кӑлартӑр. Ҫамрӑкрах курӑнас тесе хӑш-пӗрисем тем тума та хатӗр. Анчах та тем пек тӑрӑшсан та, ҫынсем ҫав-ҫавах ватӑлса пыраҫҫӗ.

2 Иегова вара хӑйӗн ватӑ ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхать? (Ытар. 16:31). Вӑл вӗсене хитре йывӑҫсемпе танлаштарать. (Псалом 91:13—16 вуласа парӑр.) Ҫапла танлаштарни мӗншӗн вырӑнлӑ? Мӗншӗн тесен ватӑ йывӑҫсем час-часах нумай ҫулҫӑллӑ тата вӗсен чечеккисем те нумай. Тӗслӗхшӗн Японири са́кура йывӑҫне илер. Хӑш-пӗр йывӑҫсем пин ҫул ытла пурӑнаҫҫӗ тата вӗсем ҫулталӑкра пӗрре чечеке лараҫҫӗ. Ҫавӑн пек йывӑҫсем ҫине пӑхнӑ чухне чун савӑнать. Иегова та хӑйӗн ватӑ ӗҫлекенӗсем ҫине ҫавӑн пекех пӑхать. Вӑл вӗсен кӑвак ҫӳҫне мар, вӗсен лайӑх енӗсене асӑрхать. Ҫав тӑвансем нумай ҫул хушши уншӑн чунтан парӑнса ӗҫлесе йывӑр вӑхӑтсенче те ӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫавӑншӑн Иегова вӗсене питӗ хаклать.

Ватӑ мӑшӑр сак ҫинче ларать, таврара чечеке ларнӑ сакура йывӑҫӗсем.

Туррӑн шанчӑклӑ ватӑ ӗҫлекенӗсене вун-вун ҫул ӳсекен хитре йывӑҫсемпе танлаштарнӑ (2-мӗш абзаца пӑхӑр)


3. Иегова хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе хӑйӗн ватӑ ӗҫлекенӗсемпе усӑ курнине кӑтартакан тӗслӗхсене илсе парӑр.

3 Ҫын ватӑлса пырать пулсан та, Иегова ӑна хаклама пӑрахмастьa. Тӗрӗссипе каласан, вӑл хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе час-часах хӑйӗн ватӑ ӗҫлекенӗсемпе усӑ курать. Тӗслӗхрен, Сарра ватӑ пулнӑ чухне Иегова ӑна сан ывӑл ҫуралӗ, унран вара вӑйлӑ халӑх тата Мессия тухӗ тесе каланӑ (Пулт. 17:15—19). Иегова Моисея израильтянсене Египетран илсе тухма хушсан, Моисей ватӑ пулнӑ (Тух. 7:6, 7). Ватӑлнӑ Иоанн апостола вара Иегова пилӗк кӗнеке ҫырма хавхалантарнӑ, ҫав кӗнекесем кайран Библин пайӗ пулса тӑнӑ.

4. Ватӑ тӑвансене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме мӗн пулӑшӗ? (Ытарӑшсем 15:15). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

4 Пӗр ватӑ хӗрарӑм тӑван шӳтлесе: «Ватӑлса пыни вӑл — шутка мар», — тенӗ. Чӑнах та, ватӑлса пынӑҫемӗн ҫыннӑн йывӑрлӑхсем нумайланса пыраҫҫӗ. Анчах та савӑнӑҫлӑb пулни ҫав йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. (Ытарӑшсем 15:15 вуласа парӑр.) Ҫак статьяра эпир ватӑ ҫынсен савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахас мар тесен мӗн тумаллине сӳтсе явӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫавӑн пек тӑвансене пирӗнтен кашни мӗнле пулӑшма пултарни ҫинчен калаҫӑпӑр. Чи малтан вара мӗнле йывӑрлӑхсене пула ватӑ ҫынсен савӑнӑҫ ҫухалма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.

Унчченхи ӳкерчӗкри мӑшӑр чечеке ларнӑ сакура йывӑҫӗ айӗнче тӑрать. Вӗсем пӗр-пӗрне ыталанӑ, алран тытнӑ тата йӑл кулаҫҫӗ.

Савӑнӑҫлӑ пулни ватӑ тӑвансене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать (4-мӗш абзаца пӑхӑр)


МӖНЕ ПУЛА САВӐНӐҪ ҪУХАЛМА ПУЛТАРАТЬ?

5. Ватӑ ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарма пултарать?

5 Ватӑ ҫынсене мӗн пӑшӑрхантарма пултарать? Тен, эсир унччен тунӑ ӗҫсене халӗ тӑваймастӑр. Е, тен, эсир сывлӑх ҫамрӑк чухнехи пек лайӑх пулманран кулянатӑр (Еккл. 7:10). Ру́би ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Мана тумланма йывӑр, мӗншӗн тесен хускалнӑ чухне манӑн веҫех ыратать. Носки тӑхӑнасси те хӑш-пӗр чухне маншӑн чӗр нуша. Унсӑр пуҫне, артрита пула ал пӳрнисем итлемеҫҫӗ, ҫавӑнпа кулленхи ӗҫсене тума мана ҫӑмӑл мар». Унччен Вефильте ӗҫленӗ Ха́ролд ҫапла калать: «Хама килӗшекен ӗҫсене халӗ тума пултарайманни мана хӑш-пӗр чухне питӗ тарӑхтарать. Ҫамрӑк чухне эпӗ питӗ вӑйлӑччӗ, бейсболла выляма юрататтӑмччӗ. Ыттисем ҫапла калатчӗҫ: „Выляса илес тесен мечӗке ҫапса яма Харолда персе парӑр“. Халӗ вара эпӗ мечӗк персе пама та пултараймастӑп пуль».

6. а) Ватӑ ҫынсене тата мӗн пӑшӑрхантарма пултарать? ӑ) Ватӑ ҫынсене хӑҫан машинӑпа ҫӳреме пӑрахмаллине ӑнланса илме мӗн пулӑшма пултарать? (Ҫавӑн пекех ҫак кӑларӑмри «Манӑн руль умне ларма пӑрахмалла мар-ши?» статьяна пӑхӑр.)

6 Хӑвӑр тума пултарайман ӗҫсене ыттисене тума ыйтасси те сире пӑшӑрхантарма пултарать. Сӑмахран, хӑш-пӗрисем патне соцработник килсе тӑрать, теприсен ачисем патне куҫса кайма тивнӗ. Сывлӑх хавшанине пула е куҫ япӑх курма пуҫланине пула хӑш-пӗрисем тек машинӑпа ҫӳреймеҫҫӗ е килтен пӗччен тухса ҫӳреймеҫҫӗ. Ҫаксене пула ал усӑнма пултарать. Хаклӑ ватӑ тӑвансем, сирӗн кирек мӗнле лару-тӑру пулсан та ҫакна асра тытӑр: Иегова та, ҫывӑх ҫынсем те сире унчченхи пекех хаклаҫҫӗ. Иегова эсир мӗн туйнине ӑнланни пирки ан иккӗленӗр. Вӑл сирӗн чӗрере мӗн пуррине — эсир ӑна та, пухури тӑвансене те мӗн тери хытӑ юратнине — курать, ҫавӑнпа та сире питӗ хаклать (1 Пат. 16:7).

7. Кам хӑй пурӑннӑ чухне Иегова ҫак усал тӗнчене пӗтермест тесе пӑшӑрханать, ҫавсене мӗн йӑпатма пултарать?

7 Тен, эсир хӑвӑр пурӑннӑ чухне Иегова ҫак усал тӗнчене пӗтермест тесе пӑшӑрханатӑр. Ун пек пулсан, сире мӗн йӑпатма пултарать? Турӑ ҫак тӗнчене мӗншӗн пӗтерме васкаманнине, мӗншӗн тӳсӗмлӗ пулнине хӑвӑра аса илтерсе тӑрӑр (Ис. 30:18, ҪТ). Вӑл миллион-миллион ҫын хӑйне пӗлсе хӑйӗнпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пултартӑр тет (2 Пётр 3:9). Ҫавӑнпа та хурлантаракан шухӑшсем пусса илсен, Армагеддон ҫитиччен тата мӗн чухлӗ ҫын Иеговӑн тусӗ пулса тӑма пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Тен, ҫав ҫынсем хушшинче сирӗн килтисенчен кам та пулин пулӗ.

8. Ватӑ тӑвансем хӑйсене япӑх туйнӑ чухне е чире пула хӑйсене мӗнле тытма пултараҫҫӗ?

8 Эпир пурте — ҫамрӑккисем те, ваттисем те — хамӑра япӑх туйнӑ чухне мӗн те пулин каласа хума е туса хума пултаратпӑр, кайран вара ҫавӑншӑн ӳкӗнетпӗр (Еккл. 7:7, ҪТ; Иак. 3:2). Сӑмахран, Турра шанчӑклӑ Иов хытӑ асапланнӑ чухне ӑссӑрла сӑмахсем каланӑ (Иов 6:1—3). Ватӑ ҫын хӑйӗн чирне пула е эмелсем ӗҫнине пула хӑйне ытти чухнехи пек тытмасан та пултарать. Паллах, пирӗнтен никам та пӗлсе тӑрсах хӑйне ыттисемпе япӑх тытмасть тата эпӗ ватӑ е чирлӗ тесе ыттисен эпӗ ыйтнине тӳрех тумалла тесе шутламасть. Анчах кама та пулин хамӑр сӑмахсемпе кӳрентернине ӑнлантӑмӑр пулсан, тӳрех каҫару ыйтмалла (Матф. 5:23, 24).

САВӐНӐҪЛӐ ПУЛМА ПӐРАХАС МАР ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

Чечеке ларнӑ сакура турачӗ. Ҫаврашкасенче ватӑ тӑвансене савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшнине кӑтартнӑ. Ҫакна 9—13 абзацсенче сӳтсе явнӑ.

Ватӑлнине пӑхмасӑрах савӑнӑҫлӑ пулас тесен мӗн тума пулать? (9—13 абзацсене пӑхӑр)


9. Мӗншӗн ыттисенчен пулӑшу ыйтма вӑтанса тӑмалла мар? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

9 Ыттисенчен пулӑшу ыйтӑр (Гал. 6:2). Малтанах ҫакна тума ҫӑмӑл пулмасан та пултарать. Гре́тел ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Хӑш-пӗр чухне мана ыттисенчен пулӑшу ыйтма йывӑр, мӗншӗн тесен никама та чӑрмантарас килмест. Хамӑн шухӑша улӑштарма тата хама кӗҫӗне хурса ыттисен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнине ӑнланса илме мана вӑхӑт кирлӗ пулчӗ». Эпир ыттисене хамӑра пулӑшма май паратпӑр пулсан, вӗсем хӑйсене телейлӗрех туяҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 20:35). Вара эпир те ыттисем пире мӗн тери хытӑ юратнине тата пирӗншӗн тӑрӑшасшӑн пулнине курса савӑнатпӑр.

Улма-ҫырла сутакан лавккара ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ватӑ хӗрарӑм тӑвана алран ҫавӑтнӑ.

(9-мӗш абзаца пӑхӑр)


10. Мӗншӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартмалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

10 Пархатарлӑ пулнине кӑтартӑр (Кол. 3:15; 1 Фес. 5:18). Ыттисем пирӗншӗн мӗн те пулин лайӑххине тусан эпир вӗсене пархатарлӑ, анчах та хӑш-пӗр чухне ҫавна кӑтартма манса каятпӑр. Тав туни е йӑл кулни те эпир вӗсене юратнине тата хакланине кӑтартать. Вефильте ватӑ тӑвансене пӑхакан Ли́я ҫапла калать: «Хам пӑхакан хӗрарӑм тӑван мана хут ҫине тав сӑмахӗсем ҫырса парать. Вӑл темиҫе сӑмах ҫеҫ ҫырать пулин те, ҫакӑ чуна ӑшӑтать. Мана унӑн сӑмахӗсене вулама питӗ килӗшет. Вӑл манӑн пулӑшӑва хакланине курса эпӗ питӗ савӑнатӑп».

Ватӑ хӗрарӑм тӑван открытка ҫине темскер ҫырать.

(10-мӗш абзаца пӑхӑр)


11. Ватӑ тӑвансем ыттисене мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

11 Ыттисене пулӑшма тӑрӑшӑр. Эпир ыттисем ҫинчен шухӑшлатпӑр тата вӗсене пулӑшма тӑрӑшатпӑр пулсан, хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен сахалрах шутлӑпӑр. Африкӑри пӗр ваттисен сӑмахӗнче ватӑ ҫынсене ӑслӑ канашсем пухнӑ кӗнекесемпе танлаштарнӑ. Анчах та ҫӳлӗк ҫинче выртакан кӗнекесем ниме те вӗрентеймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑвӑр пӗрремӗш утӑм тӑвӑр — хӑвӑр мӗн пӗлнине тата хӑвӑрӑн опыт ҫинчен ҫамрӑкрах тӑвансене каласа парӑр. Вӗсемпе лайӑхрах паллашас тесе ыйтусем парӑр, унтан вӗсене тимлӗ итлӗр. Кайран вара Иегова хӑвӑра мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен каласа парӑр та Иеговӑна итлесе пурӑнни вӗсене те телейлӗ тӑвӗ тесе калӑр. Ҫамрӑк тӑвансене йӑпатни тата хавхалантарни сире хӑвӑра та нумай савӑнӑҫ кӳрӗ (Пс. 70:18, 19).

Ватӑ арҫын тӑван ҫамрӑк арҫын тӑвана тимлӗ итлет.

(11-мӗш абзаца пӑхӑр)


12. Исаия 46:4-мӗшӗ тӑрӑх, Иегова ватӑ тӑвансене мӗн тума сӑмах парать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

12 Иеговӑран вӑй ыйтӑр. Тен, сирӗн пӗр вӑй та ҫук е нимӗн те тӑвас килмест. Анчах та Иегова «ӗшенмест те, ырмасть те» (Ис. 40:28). Унӑн вӑйӗ иксӗлми, унпа вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ватӑ ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑрать (Ис. 40:29—31). Иегова вӗсемшӗн тӑрӑшма сӑмах панӑ. (Исаия 46:4 вуласа парӑр.) Хӑйӗн сӑмахне вара вӑл яланах тытать (Иис. Н. 23:14; Ис. 55:10, 11). Унран кӗлӗре вӑй ыйтсан, вӑл ӑна паратех. Вара вӑл сире юратнине курса эсир тата ытларах савӑнатӑр.

Ватӑ арҫын тӑван кӗлтӑвать.

(12-мӗш абзаца пӑхӑр)


13. Ватӑ тӑвансен мӗн асра тытмалла? (2 Коринф 4:16—18). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

13 Асра тытӑр: вӑхӑт ҫитсен эсир каллех ҫамрӑк та ҫирӗп сывлӑхлӑ пулатӑр. Хальхи йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха кӑна пулнине пӗлетпӗр пулсан, вӗсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулӗ. Библире каланӑ тӑрӑх, пуласлӑхра никам та ватӑлмӗ тата пурте сып-сывӑ пулӗҫ (Иов 33:25; Ис. 33:24). Ҫавӑнпа та сирӗн чи лайӑх ҫулсем иртсе кайрӗҫ тесе ан шутлӑр, вӗсем пуласлӑхра пулассине асра тытӑр. (2 Коринф 4:16—18 вуласа парӑр.) Халӗ вара пухури тӑвансем ватӑ тӑвансене мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

Инвалид кресли ҫинче ларакан ватӑ хӗрарӑм тӑван Библи вулать. Вӑл райра ҫамрӑк пулса каллех утакан пулассине куҫ умне кӑларса тӑратать.

(13-мӗш абзаца пӑхӑр)


ЫТТИСЕМ МӖНЛЕ ПУЛӐШМА ПУЛТАРАҪҪӖ?

14. Мӗншӗн ватӑ тӑвансем патне кайса ҫӳремелле тата шӑнкӑравламалла?

14 Ватӑ тӑвансем патне тӑтӑшах кайса ҫӳрӗр тата шӑнкӑравласа тӑрӑр (Евр. 13:16). Ватӑ ҫынсем хӑйсене пӗччен пек туйма пултараҫҫӗ. Килтен тухса ҫӳреймен Ками́лл ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Эпӗ кунӗпех килте ларатӑп. Мана питӗ кичем. Хӑш-пӗр чухне эпӗ хама клеткӑра ларакан ватӑ арӑслан пек туятӑп. Ҫавна пула эпӗ хытӑ пӑлханатӑп тата тарӑхатӑп». Эпир ватӑ тӑвансем патне кайса ҫӳресен вӗсем хӑйсене юратнине тата хӑйсем кирлӗ пулнине туяҫҫӗ. Сирӗн ҫакӑн пекки пулкаланӑ-и: эсир ватӑ тӑван патне шӑнкӑравласшӑнччӗ е кӗрсе тухасшӑнччӗ, анчах та ҫавна тӑваймарӑр. Кун пекки чӑнах та пулма пултарать, мӗншӗн тесен пирӗн пурин те ӗҫсем нумай. «Мӗн кирлӗрех пулнине уйӑрса» илес тесен, ҫав шутрах ватӑ тӑвансем патне кӗрсе тухас тесен, мӗн тума пулать? (Флп. 1:10). Сӑмахран, эсир хӑвӑр пухури ватӑ тӑвансенчен кам патне тата хӑҫан сообщени ямаллине е шӑнкӑравламаллине календарьте ҫырса хума пултаратӑр. Ҫавӑн пекех, вӗсем патне хӑҫан кайса килмеллине те палӑртса хума пулать. Вара эсир ҫавӑн ҫинчен манса каймастӑр.

15. Ҫамрӑкрах тӑвансем ватӑ тӑвансемпе пӗрле мӗн-мӗн тума пултараҫҫӗ?

15 Хӑш-пӗр чухне ҫамрӑкрах тӑвансем ватӑ тӑвансемпе мӗн ҫинчен калаҫмаллине е пӗрле мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ. Сирӗн пирки те ҫавнах калама пулать пулсан, ан пӑшӑрханӑр. Вӗсемшӗн лайӑх тус пулма тӑрӑшӑр кӑна (Ытар. 17:17). Тӗлпулу умӗн е хыҫҫӑн пӗр-пӗр ватӑ тӑван патне пырса калаҫӑр. Унран Библири хӑш сӑвӑ йӗрки килӗшнине ыйтса пӗлӗр е ача чухне хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӗр-пӗр кулӑшла япала ҫинчен каласа пама ыйтӑр. Е ӑна JW телекуравӑн кӑларӑмне пӗрле пӑхма чӗнӗр. Унсӑр пуҫне, ватӑ тӑвана мӗн те пулин туса пама пулать. Сӑмахран, унӑн телефонӗ е планшечӗ ҫинчи приложенисем лайӑх ӗҫленипе ӗҫлеменнине тӗрӗслесе пӑхма е ҫӗнӗ публикацисене уҫласа илме пулать. Кэ́рол ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Ватӑ тӑвансене хӑвӑра килӗшекен ӗҫсене пӗрле тума сӗнӗр. Эпӗ ҫамрӑках мар пулин те, халӗ те савӑнма пӗлетӗп. Эпӗ лавккасем тӑрӑх ҫӳреме, туссемпе пӗрле апат ҫиме е хитре вырӑнта уҫӑлса ҫӳреме юрататӑп». Марияc ятлӑ хӗрарӑм тӑван вара ҫапла калать: «Эпӗ 90 ҫулхи хӗрарӑм тӑванпа питӗ туслӑ. Хам 33-ре кӑна пулин те, хамӑр хушӑри уйрӑмлӑха пӗртте туймастӑп. Эпир вӑхӑта пӗрле питӗ лайӑх ирттеретпӗр: шӳтлетпӗр, кулатпӑр тата фильмсем пӑхатпӑр. Йывӑрлӑхсем сиксе тухсан вара, пӗр-пӗринчен канаш ыйтатпӑр».

16. Мӗншӗн ватӑ тӑвансемпе пӗрле тухтӑр патне кайни лайӑх?

16 Ватӑ тӑвансем тухтӑр патне кайнӑ чухне вӗсемпе пӗрле кайӑр. Ватӑ тӑвана больницӑна машинӑпа илсе кайнисӗр пуҫне, эсир, тухтӑрсемпе медсестрасем ӑна кирлӗ пулӑшу панипе паманнине пӗлес тесе, унпа пӗрле юлма пултаратӑр-и? (Ис. 1:17). Тухтӑр патне пӗрле кӗрсен, вӑл мӗн каланине ҫырса пырӑр. Ҫакӑ та ватӑ тӑвансемшӗн пысӑк пулӑшу пулӗ. Рут ятлӑ ватӑ тӑван ҫапла каласа парать: «Эпӗ больницӑна пӗччен кайсан, тухтӑрсем эпӗ мӗн каланине итлесех каймаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем: „Эсир чирлӗ мар, сире туйӑнать ҫеҫ“, — тесе калаҫҫӗ. Анчах та юнашар кам та пулин пулсан, тухтӑрсем мана тимлӗрех итлеҫҫӗ. Хӑйсен вӑхӑтне шеллемесӗр манпа пӗрле больницӑна ҫӳрекен тӑвансене эпӗ питӗ пархатарлӑ».

17. Ватӑ тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарас тесе мӗн-мӗн тума пулать?

17 Ватӑ тӑвансемпе пӗрле ырӑ хыпар сарӑр. Хӑш-пӗр ватӑ тӑвансем, сывлӑхӗ япӑх пулнине пула, килтен киле ырӑ хыпар сарма ҫӳреймеҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ватӑ хӗрарӑм тӑвана хӑвӑрпа пӗрле стендпа ырӑ хыпар сарма чӗнес мар? Вӑл ларма пултартӑр тесе пукан илме пулать. Ватӑ арҫын тӑвана вара Библи вӗренекен патне чӗнме е Библи вӗренӗвне ҫав ватӑ тӑванӑн килӗнче ирттерме пулать. Старейшинӑсем ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусене ватӑ тӑвансен килӗнче ирттерме пултараҫҫӗ, вара ватӑ тӑвансен пухупа пӗрле ырӑ хыпар сарма май пулать. Эпир ватӑ тӑвансемшӗн тӑрӑшни тата вӗсене хисеплени Иеговӑна савӑнтарать (Ытар. 3:27; Рим 12:10).

18. Тепӗр вӗренмелли статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

18 Ҫак статья пире Иегова хӑйӗн ватӑ ӗҫлекенӗсене питӗ хакланине аса илтерчӗ. Пухури тӑвансем те вӗсене питӗ юратаҫҫӗ. Хаклӑ ватӑ тӑвансем, сирӗн йывӑрлӑхсем нумай пулсан та, Иегова пулӑшнипе эсир малалла та савӑнӑҫлӑ пулма пултаратӑр (Пс. 36:25). Сирӗн чи лайӑх ҫулсем пуласлӑхра пулассине асра тытӑр. Ватӑ хурӑнташне, хытӑ чирлекен ачине е ҫывӑх тусне пӑхса пурӑнакансем пирки вара мӗн калама пулать? Ал усас мар тесе вӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ? Ҫакна эпир тепӗр вӗренмелли статьяра пӑхса тухӑпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗне пула ватӑ тӑвансен савӑнӑҫ ҫухалма пултарать?

  • Савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахас мар тесе ватӑ тӑвансем мӗн тума пултараҫҫӗ?

  • Пухури ватӑ тӑвансене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

30-МӖШ ЮРӐ Манӑн Туррӑм, Аттем тата Тусӑм

a jw.org сайтра е JW Library® приложенире «Ваттисем, сирӗн ӗҫсен пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк!» видеона пӑхӑр.

b ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Савӑнӑҫ — Туррӑн святой сывлӑшӗн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх ен (Гал. 5:22). Чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулас тесен Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантармалла.

c Ятне улӑштарнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр