2026 ҪУЛХИ МАРТӐН 23—29
18-МӖШ ЮРӐ Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ
Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартма пултаратӑр?
«Пире Христосӑн юратӑвӗ ертсе пырать» (2 КОР. 5:14).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
1, 2. Иисус пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне пани пире мӗн тума хавхалантармалла? (2 Коринф 5:14, 15). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
КАЛӐПӐР, сире йӑтӑнса аннӑ ҫуртӑн ишӗлчӗкӗсем айӗнчен кӑларчӗҫ. Эсир хӑвӑра ҫӑлнӑ ҫын умӗнче хӑвӑра парӑмлӑ тесе шутланӑ пулӑттӑр мар-и? Вӑл сирӗнсӗр пуҫне ытти ҫынсене те пулӑшнӑ пулсан та, эсир пурпӗр ӑна тав тунӑ пулӑттӑр тата вӑл мӗн тунине нихӑҫан та манмӑп тесе каланӑ пулӑттӑр.
2 Унчченхи статьяра эпир ҫылӑхпа вилӗмрен хамӑр тӗллӗн хӑтӑлма пултараймастпӑр тесе ӑнлантарса панӑччӗ. Ҫавӑнтан пире Иисус Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни кӑна хӑтарма пултарать. Ҫак парнене пула: 1) Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарма пултарать, 2) пирӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрас шанчӑк пур тата 3) эпир Турӑпа мирлешме пултаратпӑр. Тӳлесе илме панӑ парне пире валли ҫӗнӗ тӗнчере ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас май уҫса парать. Иисус пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне панипе пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартнӑ. Ҫынсене вара вӑл ҫӗр ҫине киличченех юратнӑ (Ытар. 8:30, 31). Павел апостол «пире Христосӑн юратӑвӗ ертсе пырать» тесе ҫырнӑ. (2 Коринф 5:14, 15 вуласа парӑр.) Ҫакӑ пирӗн Христосӑн юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулмаллине тата вӑл пирӗншӗн мӗн тунине нихӑҫан та манмалла маррине пӗлтерет.
Пире йӑтӑнса аннӑ ҫуртӑн ишӗлчӗкӗсем айӗнчен туртса кӑларчӗҫ пулсан, эпир хамӑра ҫӑлакана питӗ пархатарлӑ пулӑттӑмӑр паллах. Иеговӑпа Иисуса вара пирӗн тата пархатарлӑрах пулмалла, мӗншӗн тесен вӗсене пула эпир ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтӑлма пултаратпӑр (1, 2 абзацсене пӑхӑр)
3. Мӗншӗн тӗрлӗ ҫынсем тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине тӗрлӗрен кӑтартаҫҫӗ?
3 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартнӑ пулӑттӑр? Тӗрлӗ ҫынсем ҫак ыйту ҫине тӗрлӗрен хуравланӑ пулӗччӗҫ. Мӗншӗнне ӑнланас тесе пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, виҫӗ ҫын пӗр ҫӗре ҫитес тесе тӗрлӗ хуларан тухнӑ. Вӗсем ҫав вырӑна, е ҫав тӗллев патне, ҫитес тесе тӗрлӗ ҫулпа пыраҫҫӗ. Пирӗн вара мӗнле тӗллев? Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартасси. Анчах та эпир пархатарлӑ пулнине тӗрлӗрен кӑтартма пултаратпӑр. Ҫакӑ пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулнинчен килет. Ҫакна шута илсе эпир Библи вӗренекенсем, шыва кӗнӗ христиансем тата пухӑва ҫӳреме пӑрахнисем пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултарнине пӑхса тухӑпӑр.
БИБЛИ ВӖРЕНЕКЕНСЕМ
4. Иегова Библи вӗренекенсем ҫине мӗнле пӑхать?
4 Эсир Библи вӗренетӗр пулсан, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Эсир Иегова ҫинчен тата Библи мӗне вӗрентни ҫинчен пӗлесшӗн. Ҫакӑ Иегова сире хӑйӗн тусӗ тӑвасшӑн пулнине тата хӑйӗнпе ҫывӑхланса пыма пулӑшнине кӑтартса парать (Иоанн 6:44; Ап. ӗҫ. 13:48). Библире Иегова чӗресене тӗрӗслет тесе каланӑ. Апла пулсан, вӑл эсир хӑйне пӗлес тесе мӗн чухлӗ вӑй хунине курать. Тата эсир Турра юрӑхлӑ пулас тесе улшӑнусем тунине курса вӑл питӗ савӑнать (Ытар. 17:3; 27:11). Тӳлесе илме панӑ парнене пула ҫеҫ эпир хамӑрпа Иегова хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пултаратпӑр (Рим 5:10, 11). Ҫакӑн ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр.
5. Библи вӗренекенсем Филиппӑ 3:16-мӗшӗнчи канаша мӗнле тытса тӑма пултараҫҫӗ?
5 Библи вӗренекенсем тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? Майсенчен пӗри — Павел апостол Филиппӑри христиансем патне янӑ ҫырури канаша тытса тӑни. Вӑл вӗсем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар» (Флп. 3:16). Ҫавӑнпа та хӑвӑра пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа пыма никама та, ниме те чӑрмантарма ан парӑр (Матф. 7:14; Лука 9:62).
6. Библи вӗренекенсене пӗр-пӗр вӗрентӗве йышӑнма е Иегова ырламан ӗҫсене тума пӑрахма йывӑр пулсан, вӗсем мӗн тума пултараҫҫӗ? (Саккуна астутарни 30:11—14). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
6 Тен, сире нумаях пулмасть пӗлнӗ Библири пӗр-пӗр вӗрентӗве йышӑнма йывӑр. Ҫавӑн пек чухне эсир мӗн тума пултаратӑр? Ҫав вӗрентӗве тӗпчӗр тата ӑна лайӑхрах ӑнланас тесе кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр (Пс. 85:11). Сире ӑна ҫав-ҫавах ӑнланма йывӑр пулсан, хальлӗхе ӑна хӑварӑр, анчах Библи вӗренме ан пӑрахӑр. Тен, эсир ӑна каярахпа ӑнланса илетӗр. Е, тен, сире Иегова ырламан ӗҫсене тума пӑрахма йывӑр. Ҫавӑн пек чухне ҫакна асра тытӑр: Иегова пирӗнтен нихӑҫан та хамӑр тума пултарайманнине тума ыйтмӗ. Апла, эсир унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма пултаратӑр. (Саккуна астутарни 30:11—14 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Иегова сире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:10, 13; 1 Кор. 10:13). Ҫавӑнпа та ан парӑнӑр. Хӑвӑрӑн йывӑрлӑх ҫинчен ытлашши шухӑшлас вырӑнне Иегова хӑвӑршӑн тунӑ ырӑ ӗҫсем ҫинчен, ҫав шутрах тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен те, шухӑшлӑр. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир Иеговӑна хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлатӑр, вара эсир унӑн заповечӗсене тытса тӑма йывӑр мар пулнине куратӑр (1 Иоанн 5:3)a.
Иегова пирӗнтен нихӑҫан та хамӑр тума пултарайманнине тума ыйтмасть. Вӑл пире хӑйӗн нормисем тӑрӑх пурӑнма пулӑшӗ (6-мӗш абзаца пӑхӑр)
7. Христиансен ҫемйисенче ӳсекен ачасем мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултараҫҫӗ?
7 Христиансен ҫемйисенче ӳсекен ачасем, сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Эсир те Библи вӗренекенсем вӗт. Хӑвӑр аҫу-аннӳшӗн эсир чи кирлӗ вӗренекенсем. Библире: «Турӑпа ҫывӑхланӑр, вара вӑл та сирӗнпе ҫывӑхланӗ», — тесе каланӑ (Иак. 4:8; 1 Ҫул. 28:9). Эсир Иеговӑпа ҫывӑхланма тӑрӑшатӑр пулсан, вӑл та сирӗнпе ҫывӑхланӗ. Вӑл ҫавна сирӗн ҫемье хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑнӑран мар, сире хӑйӗн ҫывӑх тусӗ тӑвасшӑн пулнӑран тӑвать. Мӗне пула эсир Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑма пултаратӑр? Тӳлесе илме панӑ парнене пула. Ҫак хаклӑ парнене яланах асра тытӑр (Рим 5:1, 2). Ҫавӑнпа та Каҫхи апат уявӗ умӗн Иеговӑпа Иисус хӑвӑршӑн мӗн туни ҫинчен шухӑшлӑр. Унтан тӳлесе илме панӑ парнешӗн Иеговӑна пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе хӑвӑр пурнӑҫупа мӗн тумалли ҫинчен тата хӑвӑр ума мӗнле тӗллевсем лартма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑрb.
ШЫВА КӖНӖ ХРИСТИАНСЕМ
8. Шыва кӗнӗ христиансем тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?
8 Эсир шыва кӗнӗ христианин пулсан, тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине тӗрлӗ майпа кӑтартнӑ ӗнтӗ. Сӑмахран, эсир Турра юрӑхлӑ пулас тесе тата унпа ҫывӑхланас тесе пурнӑҫра кирлӗ улшӑнусем турӑр. Эсир Турӑ Патшалахӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарма тата Иеговӑпа Иисус ҫинчен ыттисене каласа пама пуҫларӑр. Эсир хӑвӑр пурнӑҫа Турра халалларӑр та шыва кӗтӗр. Иеговӑшӑн ӗҫленӗшӗн ыттисем сире хирӗҫ тӑнӑ тен (2 Тим. 3:12). Анчах ҫавна пӑхмасӑрах эсир Иеговӑшӑн малалла та шанчӑклӑ ӗҫлетӗр. Ҫакӑ эсир Иеговӑна юратнине тата тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартса парать (Евр. 12:2, 3).
9. Мӗншӗн шыва кӗнӗ христиансен сыхӑ тӑмалла?
9 Анчах та шыва кӗнӗ христиансен сыхӑ тӑмалла. Мӗншӗн тесен вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем тӳлесе илме панӑ парнене тивӗҫлипе хаклама пӑрахма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ мӗнле пулса тухма пултарать? Пӗрремӗш ӗмӗрте Эфесра пурӑннӑ христиансене аса илер. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус вӗсене чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн мухтаса илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл вӗсене ҫапла та каланӑ: «Эпӗ акӑ мӗншӗн кӑмӑлсӑр: эсӗ малтанхи пек юратмастӑн» (Ӳлӗм. 2:3, 4). Майӗпен христианин Турӑшӑн пӗтӗм чуна парса мар, ячӗшӗн ҫеҫ ӗҫлеме пуҫлама пултарать. Ҫавӑн пек ҫын кӗлтӑвать, ырӑ хыпар сарать, тӗлпулусене ҫӳрет, анчах ҫак ӗҫсене вӑл юратнӑран мар, йӑлана кӗнӗрен тӑвать. Эсир Иеговӑна малтанхи пек хытӑ юратманнине асӑрхарӑр пулсан, мӗн тума пултаратӑр?
10. Павел апостол Тимофея панӑ канаша тытса тӑрас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? (1 Тимофей 4:13, 15).
10 Павел апостол Тимофея Турра хӑй мӗнле пуҫҫапни ҫинчен шухӑшлама тата ҫав ӗҫе пуҫӗпех путма хавхалантарнӑ. (1 Тимофей 4:13, 15 вуласа парӑр.) Кӑвайт сӳнсе ан лартӑр тесен вут пӑрахса тӑмалла. Ҫавӑн пекех Туррӑн ӗҫӗнче хастарлӑх ан сӳнтӗр тесен пирӗн мӗн те пулин тумалла (Рим 12:11). Сӑмахран, эпир тӗлпулусене тӗплӗнрех хатӗрленме пултаратпӑр. Ҫакӑ пире пухура тимлӗрех пулма пулӑшӗ. Е эпир хамӑр тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне нумайрах усӑ илес тесе лӑпкӑ вырӑн тупас тейӗпӗр. Ҫаксем пурте пире Иегова хамӑршӑн мӗн тунишӗн пуриншӗн те, ҫав шутрах тӳлесе илме панӑ парнешӗн те, пархатарлӑ пулма пулӑшӗҫ. Унсӑр пуҫне, Каҫхи апат уявӗ умӗнхи темиҫе эрне хушшинче Иегова хӑйӗн халӑхне парса тӑракан ятарлӑ пиллӗхсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма пулать. Ҫакӑ пире тӳлесе илме панӑ парнешӗн тата пархатарлӑрах пулма пулӑшӗ, вӗт ҫак парнене пула эпир Иеговӑн ҫывӑх тусӗсем пулса тӑма пултартӑмӑр.
11, 12. Сирӗн хӑш-пӗр чухне ырӑ хыпар сарас килмест пулсан, ҫакӑ Иегова сире святой сывлӑшне пама пӑрахнине пӗлтерет-и? Ӑнлантарса парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
11 Енчен те эсир Туррӑн ӗҫӗнче хӑш-пӗр чухне хастарлӑх ҫитсех кайманнине асӑрхатӑр пулсан, ан кулянӑр тата хӑвӑра Турӑ святой сывлӑшне пама пӑрахнӑ тесе ан шутлӑр. Павел Коринфри христиансем патне хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫӗ ҫинчен мӗн ҫырнине аса илер: «[Эпӗ ҫакна] хам ирӗкпе тумасан та, ҫав-ҫавах манӑн ӑна тумалла, мӗншӗн тесен ҫакӑ — мана шанса панӑ ӗҫ» (1 Кор. 9:17). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ?
12 Павелӑн хӑш-пӗр чухне ырӑ хыпар сарас килмен. Анчах та вӑл ҫавна пӑхмасӑрах ырӑ хыпар сарма кайнӑ. Эсир те ун пек тума пултаратӑр. Тӗрӗссине тӑвас килмен чухне те ҫавна тума ҫирӗп шут тытӑр. Ҫавӑнпа Иеговӑна «хӑйне юрӑхлине тума сире кӑмӑл та, вӑй та» патӑр тесе кӗлтӑвӑр (Флп. 2:13). Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене малалла та туса тӑрӑр. Вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн эсир Иеговӑна каллех хытӑ юратма пуҫлатӑр.
Кӑмӑл ҫук чухне те, Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене малалла та туса тӑрӑр (11, 12 абзацсене пӑхӑр)
13. Хамӑр «чӑн ӗненӳпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине» пӗлес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
13 2 Коринф 13:5-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Хӑвӑр чӑн ӗненӳпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине тӗрӗслесех тӑрӑр, хӑвӑра хӑвӑр сӑнаса тӑрӑр». Ҫавӑнпа вӑхӑтран вӑхӑта хамӑра тӗрӗслесе пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Эпӗ мӗнле пурӑннинчен Иеговӑшӑн ӗҫлесси маншӑн чи кирли пулни курӑнать-и?» (Матф. 6:33). «Эпӗ хамӑн пушӑ вӑхӑта мӗнле ирттерни эпӗ усала курайманнине кӑтартса парать-и?» (Пс. 96:10). «Эпӗ пухура мирпе пӗрлӗх пултӑр тесе тӑрӑшатӑп-и?» (Эф. 4:2, 3). Каҫхи апат уявӗн тапхӑрӗ пире хамӑра тӗрӗслесе пӑхса эпир камшӑн пурӑннине: хамӑршӑн е Христосшӑн пурӑннине — пӗлме лайӑх май уҫса паратьc.
ПУХӐВА ҪӲРЕМЕ ПӐРАХНИСЕМ
14. Мӗншӗн хӑш-пӗр тӑвансем пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ?
14 Хӑш-пӗр христиансем Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ хыҫҫӑн пухӑва ҫӳреме пӑрахнӑ. Мӗншӗн? Пӗрисем «пурӑнӑҫ хуйхи-суйхи ӑшне» путнӑ (Лука 21:34, РБП). Теприсем пухури тӑван ҫине кӳренсе лартнӑ (Иак. 3:2). Тата теприсем йывӑр ҫылӑх тунӑ, халӗ вара вӗсене старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма намӑс. Эсир те пӗр-пӗр сӑлтава пула Иеговӑн ҫемйинчен ютшӑнтӑр пулсан, мӗн тума пултаратӑр? Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен тата Иеговӑпа Иисусӑн юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлани сире мӗн тума хавхалантарма пултарать?
15. Иегова пухӑва ҫӳреме пӑрахнисем ҫине мӗнле пӑхать? (Иезекииль 34:11, 12, 16).
15 Иегова пухӑва ҫӳреме пӑрахнисем ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл вӗсем ҫине ҫилленмест тата вӗсене манса кайман. Турӑ ҫухалнӑ сурӑхсене шырать. Вӑл вӗсемшӗн тӑрӑшать тата вӗсене хӑйӗн патне таврӑнма пулӑшать. (Иезекииль 34:11, 12, 16 вуласа парӑр.) Тен, Иегова сирӗншӗн халӗ шӑп ҫавна тӑвать те. Эсир ҫак статьяна вулатӑр пулсан, ҫакӑ эсир халӗ те ӑна юрасшӑн тата тӗрӗссине тӑвасшӑн пулнине кӑтартса парать. Тахҫан Иегова сирӗн чӗре мӗнлерех пулнине курса сире пухӑва илсе килнӗ пулсан, нивушлӗ вӑл халӗ сире каялла тавӑрма пултараймасть?
16. Ҫухалнӑ сурӑхсене Иегова патне таврӑнма мӗн пулӑшӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
16 «Вернись к Иегове» брошюрӑра ҫакӑн пек ӑшӑ сӑмахсем пур: «Ҫакна шанса тӑр: эсӗ Иегова патне каялла таврӑнма шут тытсан, вӑл сана пулӑшатех. Вӑл сана кулленхи пӑшӑрханусемпе кӗрешме, чун ыратӑвне пусарма пулӑшӗ, каҫарӗ тата таса совесть парӗ. Вара санӑн, тен, тӑвансемпе пӗрле Иеговӑшӑн каллех ӗҫлес кӑмӑл ҫуралӗ». Ҫакна та ан манӑр: эсир старейшинӑсенчен пулӑшу илме пултаратӑр. Библире «вӗсем кашнийӗ ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх пек» пулӗҫ тенӗ (Ис. 32:2). Эсир Иеговӑна тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартасшӑн паллах. Ҫавӑнпа хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Иегова патне каялла таврӑнас тесе эпӗ мӗнле утӑмсем тума пултаратӑп?» (Ис. 1:18; 1 Пётр 2:25). Сӑмахран, эсир Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулӑва кайма пултаратӑр-и? Старейшинӑсенчен пӗрин патне пырса унран пулӑшу ыйтма пултаратӑр-и? Тен, вӑл чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑвана сирӗнпе пӗр вӑхӑт хушши Библи вӗренме сӗнӗ. Ҫакӑн пирки ан иккӗленӗр: Иегова эсир тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине курать тата сире пухӑва таврӑнма вӑй хунӑшӑн пиллетех.
Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Иегова патне каялла таврӑнас тесе эпӗ мӗнле утӑмсем тума пултаратӑп?» (16-мӗш абзаца пӑхӑр)
ПАРХАТАРЛӐ ПУЛНИНЕ ЭСИР МӖНЛЕ КӐТАРТӐР?
17, 18. Кӑҫал Каҫхи апат уявӗ умӗнхи кунсенче эпир вӑхӑтпа мӗнле тӗрӗс усӑ курма пултаратпӑр?
17 Иисус каланӑ тӑрӑх, «Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, ҫапла вара ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тенӗ» (Иоанн 3:16). Тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова пире ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарма пултарать. Айтӑр нихӑҫан та ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулма пӑрахар мар (Рим 3:23, 24; 2 Кор. 6:1). Каҫхи апат уявӗ умӗнхи кунсенче Иеговӑпа Иисусӑн юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрӑр. Ҫакӑ сире вӗсене пархатарлӑ пулнине кӑтартма хавхалантарӗ.
18 Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине эсир мӗнле кӑтартӑр? Ҫакӑн ҫине кашни ҫын хӑйне майлӑ хуравлӗ. Анчах ҫакна шанса тӑрӑр: эсир вӑй хуни Иеговӑна савӑнтарать. Вӑл сире те «хӑйсемшӗн мар, хӑйсемшӗн вилсе чӗрӗлсе тӑнӑскершӗн» пурӑнакан миллион-миллион тӑвана пилленӗ пек пиллӗ (2 Кор. 5:15).
14-МӖШ ЮРӐ Ҫӗрӗн ҫӗнӗ Патшине мухтӑр!
a Библи вӗренни сире ытларах усӑ патӑр тесе «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери кашни урокӑн вӗҫӗнче вырнаҫнӑ «Манӑн тӗллевсем» текен рамкӑри заданисене тума тӑрӑшӑр.
b Хӑвӑр ума мӗнле тӗллевсем лартмаллине пӗлес тесе 2017 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Ҫамрӑксем, хӑвӑра ҫӑлас тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшӑр» статьяна пӑхӑр.
c Иеговӑпа Иисуса пархатарлӑ пулма пӑрахас мар тесе мӗн тумаллине пӗлмешкӗн 1995 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Что побуждает тебя служить Богу?» статьяна пӑхӑр.