Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w26 январь 26—31 с.
  • Чӑнлӑх ҫинчен ыррӑн тата кирлӗ вӑхӑтра калӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Чӑнлӑх ҫинчен ыррӑн тата кирлӗ вӑхӑтра калӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ЧӐНЛӐХА ЭПИР ӐҪТА ТУПМА ПУЛТАРАТПӐР?
  • ЭПИР ЧӐНЛӐХ ҪИНЧЕН МӖНШӖН КАЛАТПӐР?
  • ЧӐНЛӐХ ҪИНЧЕН МӖНЛЕ КАЛАМАЛЛА?
  • ЧӐНЛӐХ ҪИНЧЕН ХӐҪАН КАЛАМАЛЛА?
  • Чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме вӗренӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Йышӑнусем тунӑ чухне эсӗ Иегова ҫине шанатӑн-и?
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2023
  • Библи вӗренме пуҫланӑ чухне пӗлнӗ чӑнлӑхсем халӗ пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
w26 январь 26—31 с.

2026 ҪУЛХИ МАРТӐН 30 — АПРЕЛӖН 5

76-МӖШ ЮРӐ Эсӗ мӗн туятӑн?

Чӑнлӑх ҫинчен ыррӑн тата кирлӗ вӑхӑтра калӑр

«Иегова, чӑнлӑх Турри» (ПС. 31:5, ҪТ).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Эпир чӑннине калани тата Библири чӑнлӑха каласа пани ыттисене усӑ патӑр тесен пирӗн мӗнле калаҫмалла?

1. Иеговӑн ҫемйинче пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

ЭПИР хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе паллашнӑ чухне ялан тенӗ пекех вӗсенчен: «Эсӗ чӑнлӑха мӗнле пӗлтӗн?» — тесе ыйтатпӑр. Пӗрисем: «Мана аттепе анне чӑнлӑха вӗрентнӗ», — тесе хуравлаҫҫӗ. Теприсем: «Эпӗ нумаях пулмасть Библири чӑнлӑха пӗлтӗм», — теҫҫӗ. Мӗншӗн Библири чӑнлӑх пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ? Мӗншӗн тесен эпир ҫакна пӗлетпӗр: эпир чӑнлӑха юрататпӑр тата унпа килӗшӳллӗн пурӑнатпӑр пулсан ҫеҫ Иеговӑн ҫемйинче пулма пултаратпӑр. Чӑнлӑх пирӗн пӗтӗм пурнӑҫ ҫине витӗм кӳрсе тӑрать. Ҫавӑнпа эпир тӗрӗссине калатпӑр тата суймасӑр-улталамасӑр пурӑнатпӑр (Пс. 14:1—3).

2. а) Ҫынсем Иисуса мӗнле ҫын пек пӗлнӗ? ӑ) Иисус вӗрентнӗ чӑнлӑхсем ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳреҫҫӗ?

2 Ҫынсем Иисуса тӗрӗссине калакан ҫын пек пӗлнӗ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗсем ыттисене килӗшмен чухне те чӑннине каланӑ. Унӑн тӑшманӗсем те вӑл яланах тӗрӗссине калать тенӗ (Матф. 22:16). Иисус хӑй вӗрентекен чӑнлӑхсем ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳресси пирки ҫапла каланӑ: «Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килнӗ» (Матф. 10:35). Паллах ӗнтӗ, Иисус ҫынсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара хирӗҫ тӑччӑр темен, анчах та вӑл ҫавӑн пек пулассине пӗлнӗ (Матф. 23:37). Вӑл ҫак хыпар тӗнчене икӗ пая — Библири чӑнлӑха юратакансем ҫине тата ӑна курайманнисем ҫине — пайласа ярассине пӗлнӗ (2 Фес. 2:9—11).

3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Иисус пекех, эпир яланах чӑннине калатпӑр — ҫакӑ ҫынсене килӗшмен чухне те. Унсӑр пуҫне, эпир — хӑш-пӗрисем пирӗн сӑмахсемпе кӑмӑлсӑр пулма пултараҫҫӗ пулин те — ырӑ хыпар саратпӑр тата Библири чӑнлӑха вӗрентетпӗр. Ҫакӑ вӑл чӑнлӑха мӗнле тата хӑҫан каламалли ҫинчен пирӗн пачах та шутламалла мар тенине пӗлтерет-и? Ҫук паллах! Ҫак статьяра эпир чи малтан ҫак ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр: чӑнлӑха эпир ӑҫта тупма пултаратпӑр? Унтан эпир чӑнлӑх ҫинчен мӗншӗн, мӗнле тата хӑҫан каламаллине сӳтсе явӑпӑр. Ҫак ыйтусен хуравӗсем пире ырӑ хыпара ыррӑн тата кирлӗ вӑхӑтра калама пулӑшӗҫ.

ЧӐНЛӐХА ЭПИР ӐҪТА ТУПМА ПУЛТАРАТПӐР?

4. Мӗншӗн эпир Иегова пирки чӑнлӑх ҫӑлкуҫӗ теме пултаратпӑр?

4 Иегова — чӑнлӑх ҫӑлкуҫӗ. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Вӑл мӗн калани пурте, ҫав шутрах ырӑпа усал ҫинчен калани те, тӗрӗс (Пс. 18:10; 118:142, 151). Пуласлӑх пирки вӑл маларах мӗн каласа хуни пурте пурнӑҫланса пырать (Ис. 55:10, 11). Иегова яланах хӑйӗн сӑмахне тытать (Йыш. 23:19). Вӑл суйма пултараймасть! (Евр. 6:18). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Библире Иегова пирки «чӑнлӑх Турри» тенӗ (Пс. 31:5, ҪТ).

5. Мӗншӗн Турра тупма йывӑр мар теме пулать? Ӑнлантарса парӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27).

5 Нумайӑшӗ Турӑ ҫук теҫҫӗ. Вӗсем вӑл пур тесе шутлаҫҫӗ пулсан та, ун ҫинчен пӗлме шутсӑр йывӑр тесе калаҫҫӗ. Анчах та кун пек калани тӗрӗс мар. Турӑ пуррине кӑтартакан ҫирӗплетӳсене эпир хамӑр тавра нумай куратпӑр (Рим 1:20). Павел апостол Афинӑри вӗреннӗ ҫынсемпе калаҫнине аса илер. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Турӑ «пирӗнтен кашнинчен инҫех те мар» тата вӑл пире хӑйне тупчӑр тет. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27 вуласа парӑр.) Чӑнах та, Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата чӑнлӑха шыракан ҫынсене хӑй патне илсе пырать (Иоанн 6:44).

6. Библири хӑш-пӗр чӑнлӑхсене тата эсир вӗсене мӗншӗн хакланине каласа парӑр.

6 Турра тупмалли майсенчен пӗри вӑл — Библи вӗренесси. Ҫак кӗнекене ҫынсем Туррӑн святой сывлӑшӗ хавхалантарнипе ҫырнӑ (2 Пётр 1:20, 21). Ҫавӑнпа та унта мӗн калани пурте тӗрӗс тата эпир ӑна шанма пултаратпӑр. Сӑмахран, Библире Ҫут тӗнче тата ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен каланӑ (Пулт. 1:1, 26). Унта мӗншӗн эпир пурте ҫылӑхлӑ пулнине тата мӗншӗн ҫынсем асапланнипе вилнине ӑнлантарса панӑ (Рим 5:12; 6:23). Ҫавӑн пекех Библи Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ Шуйттан, «суя ашшӗ», кӳнӗ пур сиене те пӗтерет тесе шантарать (Иоанн 8:44; Рим 16:20). Унсӑр пуҫне, Библире Иисус усал ҫынсене тӗп тӑвать, вилнисене чӗртсе тӑратать, ҫӗре рай туса хурать тата пире пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑма пулӑшать тесе сӑмах панӑ (Иоанн 11:25, 26; 1 Иоанн 3:8). Ҫаксене пурне те эпир пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр. Чӑнлӑха пӗлме тата ун ҫинчен ыттисене каласа пама май пурри мӗн тери пысӑк чыс! (Матф. 28:19, 20).

ЭПИР ЧӐНЛӐХ ҪИНЧЕН МӖНШӖН КАЛАТПӐР?

7, 8. Эпир чӑнлӑх ҫинчен мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа калани пӗлтерӗшлӗ-и? Тӗслӗх илсе парӑр (Марк 3:11, 12). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

7 Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ: эпир Иеговӑн ҫемйинче пуласшӑн пулсан, пирӗн чӑннине каламалла. Анчах та Турра юрас тесен ҫакӑ ҫителӗклӗ мар. Иеговӑшӑн эпир мӗншӗн ҫавна туни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне пулса иртнӗ пӗр ӗҫе пӑхса тухар. (Марк 3:11, 12 вуласа парӑр.) Вӑл Галилея тинӗсӗ патӗнче ырӑ хыпар каланӑ чухне ун патне нумай ҫын пынӑ. Вӗсем хушшинче демонсем ярса илнӗ ҫынсем пулнӑ. Вӗсем Иисус умне ӳксе: «Эсӗ Турӑ Ывӑлӗ!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Демонсем Иисус ҫинчен тӗрӗссине каланӑ. Анчах та вӗсем ҫавна тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлпа тунӑ — вӗсем хӑйсене итлекен ҫынсен шанӑҫне кӗрсе вӗсене Иеговӑран пӑрса ярасшӑн пулнӑ пулас. Иисус ҫакна пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене хӑйӗн ҫинчен калама чарнӑ.

8 Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир чӑнлӑх ҫинчен мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа калани Иеговӑшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ҫавӑнпа пире ыттисене чӑнлӑха вӗрентме пуринчен малтан Иеговӑна юратни хавхалантарса тӑмалла. Вара ырӑ хыпар сарнӑшӑн пире кам та пулин мухтанӑ чухне эпир хамӑр ҫине мар, Турӑ ҫине тимлеттерӗпӗр (Матф. 5:16; Апостолсен ӗҫӗсем 14:12—15 танлаштарӑр).

Хӗрарӑм тӑван хӗрпе Библи вӗреннине кӑтартакан икӗ май. 1. Хӗрарӑм тӑвӑн хӑйӗн ҫинчен калать. Сӗтел ҫинче хуплашкипе ҫӳлелле хунӑ уҫӑ Библи выртать. 2. Хӗрарӑм тӑванӑн аллинче Библи тата вӑл хӗре унтан сӑвӑ йӗркине кӑтартать.

Эсир ҫынна чӑнлӑх ҫинчен вӗрентнӗ чухне кам ҫине тимлеттеретӗр: хӑвӑр ҫине-и е Иегова ҫине-и? (7, 8 абзацсене пӑхӑр)


9. Пирӗн мӗнрен сыхланмалла тата мӗншӗн?

9 Хамӑр ҫине тимлеттерни тӗрӗс мар пулнине кӑтартакан тепӗр лару-тӑрӑва пӑхса тухар. Калӑпӑр, яваплӑ арҫын тӑван пире ыттисене калама юраман информаци пӗлтерчӗ. Эпир вара ҫак информацие ыттисене каласа патӑмӑр. Каярахпа ҫак информаци тӗрӗс пулнине пӗлсен, вӗсем эпир ыттисенчен нумайрах пӗлетпӗр тесе шутлама пултараҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ ҫынсене тӗлӗнтерме пултарать. Анчах та ҫакӑ Иеговӑна савӑнтармӗ (Ытар. 11:13). Мӗншӗн? Эпир тӗрӗссине каларӑмӑр вӗт. Ҫапла, анчах та ҫавна эпир тӗрӗс мар шухӑш-кӑмӑлпа турӑмӑр. Унсӑр пуҫне, пире ҫав информацие ыттисене пӗлтерме ирӗк паман.

ЧӐНЛӐХ ҪИНЧЕН МӖНЛЕ КАЛАМАЛЛА?

10. Сӑмахсем кӑмӑллӑ пулмалла тенине эсир мӗнле ӑнлантарса панӑ пулӑттӑр? (Колоссӑ 4:6).

10 Колоссӑ 4:6 вуласа парӑр. Павел апостол Колоссӑра пурӑнакан христиансене вӗсен сӑмахӗсем «яланах кӑмӑллӑ» пулмалла тесе аса илтернӗ. Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пирӗн сӑмахсем хамӑра итлекенсемшӗн ырӑ тата усӑллӑ пулмалла тенине пӗлтерет.

11, 12. Мӗншӗн эпир чӑнлӑха мӗнле каласа пани питӗ пӗлтерӗшлӗ? Тӗслӗх илсе парӑр. (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

11 Павелӑн канашне эпир мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? Пирӗн сӑмахсем яланах, ырӑ хыпар сарнӑ чухне те, кӑмӑллӑ пулмалла. Павел Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑхсене чунпа сывлӑша уйӑракан ҫивӗч хӗҫпе танлаштарнӑ. Урӑхла каласан, Библи ҫыннӑн туйӑмӗсемпе шухӑш-кӑмӑлӗ чӑннипе мӗнлерех пулнине уҫса парать (Евр. 4:12). Анчах та эпир Библипе тӗрӗс мар усӑ куратпӑр пулсан, хамӑра итлекене кӳрентерме е хирӗҫтерсе яма пултаратпӑр. Ҫакӑн пекки мӗнле пулса тухма пултарать?

12 Калӑпӑр, эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне Турра чун-чӗререн ӗненекен ҫынна тӗл пултӑмӑр. Вӑл хӑйӗн турӑшсем пурри ҫинчен тата ҫемйипе пӗрле Раштавпа Мӑнкуна паллӑ тума юратни ҫинчен калать. Библипе усӑ курса эпир ӑна чӗрӗ мар йӗрӗхсене кӗлтуни ӑссӑрла пулнине тата Раштавпа Мӑнкун суя тӗнрен тухнине кӑтартса пама пултарнӑ пулӑттӑмӑр (Ис. 44:14—20; 2 Кор. 6:14—17). Эпир ҫакна ҫынпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ чухнех турӑмӑр пулсан, пирӗн пирки мӗн калама пулать? Чӑнах та, эпир ҫынна тӗрӗссине каларӑмӑр, анчах та эпир Турӑ Сӑмахӗпе ӑста усӑ куртӑмӑр теме пулать-и?

Упӑшкипе арӑмӗ пӗр арҫынна, унӑн ҫемйи Раштав ёлкине капӑрлатнӑ вӑхӑтра, ырӑ хыпар каланине кӑтартакан икӗ май. 1. Упӑшкипе арӑмӗ арҫынна jw.org сайтран «Что говорится в Библии о Рождестве?» ятлӑ статьяна кӑтартаҫҫӗ. Арҫын аллисене хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫинче хӗреслесе тытнӑ, вӑл кӑмӑлсӑр. 2. Упӑшкипе арӑмӗ арҫынна jw.org сайтран «Как быть хорошим папой» ятлӑ статьяна кӑтартаҫҫӗ. Арҫын тимлӗ итлет тата йӑл кулать.

Сире ыттисене чӑнлӑх ҫинчен ӑста вӗрентме мӗн пулӑшӗ? (11, 12 абзацсене пӑхӑр)a


13. Мӗнле майпа эпир, сӑнарлӑ каласан, хамӑр сӑмахсене тӑвар ярса тутӑ кӗртме пултаратпӑр?

13 Ҫавӑн пекех Павел пирӗн сӑмахсем «тӑвар ярса... тутӑ кӗртнӗ» апат пек пулмалла тенӗ. Ҫакӑнпа вӑл пирӗн кама та пулин кӳрентерес мар тесе чӑнлӑха пӑсса каламалла е ӑна пытармалла тесе каласшӑн пулман. Ун вырӑнне вӑл, эпир чӑнлӑх ҫинчен каласа панӑ чухне, ҫынсене пире итлеме, сӑнарлӑ каласан, «тутлӑ» пултӑр тесе каласшӑн пулнӑ (Иов 12:11). Анчах та пире ҫакна тума ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ахаль апата илес пулсан, пирӗншӗн тутлӑ апат ыттисемшӗн те тутлӑ пек туйӑнма пултарать. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр мӗнле калаҫни ыттисене килӗшет тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах кун пек пулмасан та пултарать. Сӑмахран, хӑш-пӗр культурӑра ҫынсем аслисемпе калаҫнӑ чухне те хӑйсен шухӑшне тӳррӗн калаҫҫӗ. Теприсенче вара ҫакӑн пек калаҫни вырӑнлӑ мар, кӳрентерме те пултарать. Павел пирӗн «кашни ҫынна мӗнле хуравламаллине» пӗлмелле тенӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн хамӑра мӗн килӗшнине е хамӑр культурӑна шута илсе мар, пире итлекен ҫынна мӗн килӗшнине шута илсе хамӑр сӑмахсене «тӑвар ярса» тутӑ кӗртмелле.

ЧӐНЛӐХ ҪИНЧЕН ХӐҪАН КАЛАМАЛЛА?

14. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй мӗн пӗлнине пурне те каласа панӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

14 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе майне пӗлсе, ыррӑн калаҫнӑ тата вӗсене нумай япала ҫинчен вӗрентнӗ (Марк 6:34). Анчах та Иисус вӗсене хӑй мӗн пӗлнине пурне те каласа паман, мӗншӗн тесен вӑл вӗсем хальлӗхе хӑш-пӗр чӑнлӑхсене ӑнланма пултарайманнине пӗлнӗ (Иоанн 16:12). Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

15. Ҫынпа Библи вӗренме пуҫласанах пирӗн ӑна хамӑр мӗн пӗлнине пурне те тӳрех каласа памалла-и? Ӑнлантарса парӑр (Ытарӑшсем 15:23). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

15 Иисусран тӗслӗх илсе пирӗн чӑнлӑх ҫинчен вӗрентнӗ чухне ҫынсене хамӑр мӗн пӗлнине пурне те тӳрех каласа памалла мар. Иисус пекех, пирӗн ҫынсен лару-тӑрӑвне шута илмелле. Раштавпа Мӑнкуна паллӑ тӑвакан ҫын ҫинчен тепӗр хут шухӑшласа пӑхар. Ҫак уявсем суя тӗнрен тухнине тата вӗсене Турӑ ырламаннине эпир пӗлетпӗр. Калӑпӑр, Раштав пуҫланиччен пӗр-ик эрне маларах эсир ҫав ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑр. Ҫав ҫынна Библире суя тӗнрен тухнӑ уявсем пирки мӗн каланине тӳрех каласа пани, вара вӑл Раштава паллӑ тума пӑрахӗ тесе шутлани тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ-ши? Чӑнах та, хӑш-пӗр вӗренекенсем Библире мӗн каланине хӑвӑрт пурнӑҫа кӗртме пуҫлаҫҫӗ. Анчах теприсене хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе йӑлисене улӑштарма нумай вӑхӑт кирлӗ. Эпир вӗренекенсене Библири чӑнлӑхсене кирлӗ вӑхӑтра, урӑхла каласан, вӗсем ҫавсене ӑнланма пултарнӑ чухне, каласа паратпӑр пулсан, вӗсене чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшӑпӑр. (Ытарӑшсем 15:23 вуласа парӑр.)

Унчченхи ӳкерчӗкри мӑшӑр арҫынпа ун килӗнче «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑна вӗренет. Пӳлӗмре Раштав ёлки тӑрать.

Ҫынна мӗн, хӑҫан тата мӗн чухлӗ калас тӗлӗшрен Иисусран тӗслӗх илӗр (15-мӗш абзаца пӑхӑр)


16. Эпир Библи вӗренекен ҫынсене «чӑнлӑх ҫулӗпе» ҫӳреме мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

16 Пире Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха ҫынсене вӗрентме питӗ килӗшет. Сахал мӗн пире ҫавӑн пек савӑнӑҫ парать. Эпир Библи вӗренекен ҫынсене «чӑнлӑх ҫулӗпе» ҫӳреме мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Ҫак канашсене асра тытӑр. Лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр (3 Иоанн 3, 4). Сирӗн пурнӑҫра эсир Турӑ Сӑмахӗнче мӗн тума сӑмах панине ӗненни курӑнса тӑтӑр. Чӑнлӑх ҫинчен тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа каласа парӑр. Чӑнлӑх ҫинчен вӗрентнӗ чухне ҫавна майне пӗлсе, ыррӑн тата кирлӗ вӑхӑтра тӑвӑр. Ыттисем хӑвӑра ырланӑ чухне хӑвӑр ҫине мар, Турӑ ҫине тимлеттерӗр. Ҫаксене тунипе эсир Иеговӑшӑн, чӑнлӑх Турришӗн, ӗҫленине кӑтартатӑр.

ҪАК СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ СИРЕ МӖНЕ ВӖРЕНТЕҪҪӖ?

  • Апостолсен ӗҫӗсем 17:27

  • Колоссӑ 4:6

  • Ытарӑшсем 15:23

160-МӖШ ЮРӐ Ырӑ хыпар

a ӲКЕРЧӖКСЕМ. Пӗрремӗш ӳкерчӗк ҫинче ырӑ хыпара килтен киле саракан арҫын тӑван пӗр арҫынпа калаҫать. Арҫын тӑван уҫӑ алӑкран капӑрлатнӑ ёлкӑна курсан, вӑл арҫынна Раштав суя тӗнрен тухни ҫинчен калакан статьяна кӑтартать. Иккӗмӗш ӳкерчӗк ҫинче арҫын тӑван арҫынна ашшӗсене усӑ паракан канашсем ҫинчен калакан статьяна кӑтартать. Ҫак майсенчен хӑшӗ ӑнӑҫлӑрах пулӗ?

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр