2026 ҪУЛХИ МАРТӐН 16—22
20-МӖШ ЮРӐ Эсӗ хӑвӑн пӗртен-пӗр Ывӑлна панӑ
Мӗншӗн пире тӳлесе илме панӑ парне кирлӗ?
«Ҫак вилӗм патне илсе пыракан кӗлеткерен мана кам хӑтарӗ-ши?» (РИМ 7:24).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарма пултарать, пирӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрас шанчӑк пур тата эпир Турӑпа мирлешме пултаратпӑр.
1, 2. Пире мӗнрен хӑтармалла тата мӗншӗн? (Рим 7:22—24). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
ҪАКӐН ПЕК ӳкерчӗке куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Ҫурт арканать те, пӗр ҫын унӑн ишӗлчӗкӗсем айне пулать. Вӑл чӗрӗ тӑрса юлать, анчах та халӗ вӑл капкӑнра. Вӑл ҫав ишӗлчӗксем айӗнчен хӑй тӗллӗн тухаймасть. Унӑн пулӑшу чӗнмелли тата хӑйне кам та пулин ҫӑлассине шанмалли ҫеҫ юлать.
2 Пирӗнтен кашни ҫавӑн пек лару-тӑрӑва лекнӗ теме пулать. Мӗншӗн? Адам Иеговӑна хирӗҫ кайсан ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ. Унран ҫылӑх унӑн ачисем ҫине куҫнӑ. Ҫавна пула пӗтӗм этемлӗх Адамран куҫнӑ ҫылӑхӑн капкӑнне лекнӗ, ҫавӑнтан вара ҫынсем хӑйсем тӗллӗн хӑтӑлма пултараймаҫҫӗ. Римри христиансем патне янӑ ҫырура Павел эпир пурте ҫылӑхӑн тыткӑнӗнче тенӗ. (Рим 7:22—24 вуласа парӑр.) Вӑл: «Вилӗм патне илсе пыракан кӗлеткерен мана кам хӑтарӗ-ши?» — тесе ыйтнӑ. Павел вилӗм патне илсе пыракан ҫылӑхран хӑй тӗллӗн хӑтӑлма пултарайман (Рим 6:23). Пирӗн пирки те ҫавнах калама пулать. Пире те камӑн та пулин ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтармалла.
Йӑтӑнса аннӑ ҫуртӑн ишӗлчӗкӗсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ арҫынна ҫӑлмалла пекех, пире те ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтармалла (1, 2 абзацсене пӑхӑр)
3. Тӳлесе илме панӑ парне пире хӑтарать тенине мӗнле ӑнланмалла?
3 Павел хӑйӗн шухӑшӗсене япӑххи ҫинчен каласа вӗҫлемест. Вӑл: «Вилӗм патне илсе пыракан кӗлеткерен мана кам хӑтарӗ-ши?» — тесе ыйтнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ыйтӑвӗ ҫине ҫирӗппӗн ҫапла хуравлать: «Турра тав тӑватӑп, мӗншӗн тесен вӑл мана Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ хӑтарать!» (Рим 7:25). Павел кунта Иегова пире тӳлесе илме панӑ парнеa урлӑ хӑтарни ҫинчен калать. Ҫак парнене пула: 1) Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарма пултарать, 2) пирӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрас шанчӑк пур тата 3) эпир Турӑпа мирлешме пултаратпӑр. Ҫак виҫӗ шухӑша тӗплӗнрех пӑхса тухнӑ май эпир Иеговӑна, «шанчӑк паракан Турра», тата хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр (Рим 15:13). Ҫавӑн пекех эпир Иисуса тата ытларах пархатарлӑ пулӑпӑр, мӗншӗн тесен ун «урлӑ, пире тӳлесе илнине пула, эпир ирӗке тухнӑ» (Кол. 1:14).
ҪЫЛӐХСЕНЕ КАҪАРНИ
4, 5. Мӗншӗн пире пурне те тӳлесе илме панӑ парне кирлӗ? (Екклесиаст 7:20).
4 Ҫылӑхсем каҫарӑнччӑр тесен пире тӳлесе илме панӑ парне кирлӗ. Кашни ҫын, ҫитменлӗхӗсене пула, ҫылӑх тӑвать. (Екклесиаст 7:20 вуласа парӑр.) Хӑш-пӗр ҫылӑхсем пирки Иегова йывӑр ҫылӑхсем тесе шутлать. Сӑмахран, Моисей законӗ тӑрӑх, мӑшӑрсӑр пуҫне урӑххипе ар ҫыхӑнӑвне кӗрекене е ҫын вӗлерекене вӗлермелле пулнӑ (Лев. 20:10; Йыш. 35:30, 31). Ҫылӑх йывӑр мар пулсан та, вӑл пурпӗр ҫылӑх. Сӑмахран, Давид ҫапла каланӑ: «Чӗлхемпе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе хамӑн ҫулсене астуса тӑрӑп» (Пс. 38:2). Ҫакӑ эпир сӑмахпа та ҫылӑха кӗме пултарнине кӑтартса парать (Иак. 3:2).
5 Сире хӑҫан та пулин хӑвӑр каланӑ сӑмахсемшӗн намӑс пулнӑ-и? Сирӗн хӑвӑр тунӑ ӗҫсемшӗн ӳкӗнме тивнӗ-и? Паллах ӗнтӗ, эсир ҫак икӗ ыйту ҫине те «ҫапла» тесе хуравларӑр. Библире ҫапла каланӑ: «Эпир хамӑр пирки ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан, хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте чӑнлӑх ҫук» (1 Иоанн 1:8).
6, 7. Иегова пирӗн ҫылӑхсене мӗне пула каҫарма пултарать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
6 Тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑна пирӗн ҫылӑхсене каҫарма май парать (Эф. 1:7). Анчах ҫакӑ Иегова пирӗн ҫылӑхсем ҫине куҫ хупнине тата эпир ҫылӑх туни уншӑн пурпӗрех пулнине пӗлтермест. Иегова пире ҫылӑх ан тӑвӑр тет (Ис. 59:2).
7 Моисей законӗ тӑрӑх, израильтянсен хӑйсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесен чӗрчунсене парнене кӳмелле пулнӑ (Лев. 4:27—31; 17:11). Ҫав парнесем этемлӗхе чылай пысӑкрах парне — Иисусӑн каҫарттаракан парни — кирлӗ пулнине кӑтартса панӑ. Ҫак парне Иеговӑна пирӗн ҫылӑхсене каҫарма законлӑ май панӑ. Павел Иисусӑн каҫарттаракан парни питӗ хаклӑ пулнине ӑнланнӑ. Коринфри христиансем патне янӑ ҫырура вӑл вӗсем унччен тунӑ ӗҫсене каласа тухать, унтан вара ҫапла ҫырать: «Турӑ сире ҫуса тасатрӗ, сӑваплӑ турӗ, хӑйӗн сывлӑшӗпе тата Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сирӗн пирки тӳрӗ ҫынсем тесе пӗлтерчӗ» (1 Кор. 6:9—11).
Израильтянсем хӑйсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе чӗрчунсене парнене кӳнӗ. Ҫав парнесем этемлӗхе чылай пысӑкрах парне — Иисусӑн каҫарттаракан парни — кирлӗ пулнине кӑтартса панӑ (6, 7 абзацсене пӑхӑр)
8. Каҫхи апат уявне хатӗрленнӗ май пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?
8 Ҫак ҫулта Каҫхи апат уявне хатӗрленнӗ май Иегова каҫарни хӑвӑршӑн мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхма вӑхӑт уйӑрӑр. Сӑмахран, тӳлесе илме панӑ парнене пула сирӗн унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн — эсир вӗсемшӗн ӳкӗннӗ пулсан — хӑвӑра айӑплама кирлӗ мар. Сире Иегова хӑвӑра каҫарнине ӗненме йывӑр пулсан, мӗн тума пулать? Тен, эсир хӑвӑра ҫапла калатӑр: «Иегова мана каҫарма пултарнине эпӗ ӑнланатӑп. Анчах эпӗ хама каҫарма пултараймастӑп». Ҫавӑн пек чухне ҫакӑн пирки шутласа пӑхӑр. Каҫараканни — Иегова. Вӑл хӑйӗн Ывӑлне суд тума власть панӑ. Турӑ ҫынсенчен никама та, ҫав шутрах сире те, кама каҫармаллипе кама каҫармалла марри пирки йышӑну тума ирӗк паман. Библире ҫапла каланӑ: «Вӑл [Иегова] ҫутӑра тӑнӑ пек, эпир те ҫутӑра ҫӳретпӗр пулсан... унӑн Ывӑлӗн, Иисусӑн, юнӗ пире пур ҫылӑхран та тасатать» (1 Иоанн 1:6, 7). Эпир ҫакна Библири кирек мӗнле вӗренӗве шаннӑ пекех шанма пултаратпӑр. Тӳлесе илме панӑ парне Иеговӑна пире каҫарма законлӑ май парать, унӑн Сӑмахӗнче вара вӑл «каҫарма хатӗр» тенӗ (Пс. 86:5, ҪТ).
ПИРӖН ПӖР ҪИТМЕНЛӖХСӖР ПУЛАС ШАНЧӐК ПУР
9. Библире «ҫылӑх» текен сӑмах мӗне пӗлтерет? (Псалом 50:7).
9 Библире «ҫылӑх» текен сӑмах тӗрӗс мар ӗҫсем тунине ҫеҫ мар, эпир ҫылӑхлӑ ҫуралнине те пӗлтерет. (Псалом 50:7 вуласа парӑр.) Ҫылӑхлӑ ҫуралнӑран эпир япӑх ӗҫсем тунисӗр пуҫне чирлетпӗр, ватӑлатпӑр тата вилетпӗр. Акӑ мӗншӗн тин кӑна ҫуралнӑ ачасем те, вӗсем нимӗнле ҫылӑх туман пулин те, чирлесе ӳкме е вилме те пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫакӑ мӗншӗн лайӑх ҫынсем те, япӑххисем те асапланнине тата вилнине ӑнланма пулӑшать. Адамӑн ҫылӑхне пула эпир пурте ҫавӑн пек йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ.
10. Ҫылӑх Адампа Ева ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
10 Ҫылӑх Адампа Ева ҫине мӗнле витӗм кӳни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсене йывӑр туйӑмсем пусса илнӗ. Туррӑн законне — «хӑйсен чӗри ӑшне ҫырса» хунӑ закона — пӑссан Адампа Евӑна совеҫӗ тӳрех кӑшлама пуҫланӑ (Рим 2:15). Вӗсем хӑйсен ӑшӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнине туйса илнӗ — ҫылӑх вӗсенче япӑх туйӑмсем вӑратнӑ. Вӗсем хӑйсен ҫарамас кӗлеткине хупласшӑн тата хӑйсене Пултараканран пытанасшӑн пулнӑ (Пулт. 3:7, 8). Вӗсен ӑшӗнче унччен нихӑҫан та пулман туйӑмсем пӗрремӗш хут ҫуралнӑ: вӗсене намӑс пулнӑ, вӗсем пӑшӑрханнӑ тата хӑйсене айӑплӑ туйнӑ. Ҫак туйӑмсем вӗсем ҫине мӗн виличченех витӗм кӳрсе тӑнӑ (Пулт. 3:16—19).
11. Ҫылӑх пирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
11 Ҫылӑх пирӗн ҫине те ҫавӑн евӗрлех витӗм кӳрет. Пирӗн хӗн-асапсен тӗп сӑлтавӗ вӑл — эпир ҫылӑхлӑ пулни. Эпир хамӑр пурнӑҫа тем пек лайӑхлатма тӑрӑшсан та, пирӗн пурпӗр хамӑр татса пама пултарайман йывӑрлӑхсем пулӗҫ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Библире каланӑ тӑрӑх, эпир «ним усӑсӑр пурнӑҫа» пӑхӑннӑ пулнӑ (Рим 8:20). Ҫылӑх пирӗн ҫине ҫеҫ мар, пӗтӗм этемлӗх ҫине витӗм кӳрсе тӑрать. Сӑмахран, ҫынсем ҫутҫанталӑка тасатас, йӗркесӗр ӗҫсене, чухӑнлӑха тата вӑрҫӑсене пӗтерес тесе мӗн чухлӗ вӑй хуни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Вӗсем тем пек тӑрӑшсан та, ҫак йывӑрлӑхсене татса параймаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах пирӗн, тӳлесе илме панӑ парнене пула, чӑн-чӑн шанчӑк пур. Мӗнле шанчӑк вӑл?
12. Тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗн мӗнле шанчӑк пур?
12 Тӳлесе илме панӑ парнене пула пирӗн «ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен ирӗке» тухас шанчӑк пур (Рим 8:21). Ҫакӑ вӑл эпир райра пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан, урӑх нихӑҫан та чирлемӗпӗр тата хуйха ӳкмӗпӗр тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пекех пире нихӑҫан та намӑс пулмӗ, эпир пӗртте пӑшӑрханмӑпӑр тата хамӑра айӑплӑ туймӑпӑр. Унсӑр пуҫне, пӗтӗм ҫӗре пирӗншӗн вилнӗ Иисус Христос, «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ», тытса тӑрӗ (Ис. 9:6, 7). Вӑл ҫынсем татса пама пултарайман пур йывӑрлӑха та татса пама пулӑшӗ.
13. Каҫхи апат уявне хатӗрленнӗ май тата мӗн ҫинчен шухӑшлама пулать?
13 Эсир пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан, хӑвӑрӑн пурнӑҫ мӗнлерех пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫакна куҫ умне кӑларса тӑратӑр: кашни ир эсир хӑвӑра лайӑх туятӑр, тата кун хушшинче эсир хӑвӑр е хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннусем апатсӑр тӑрса юласси, чирлесси е вилесси пирки пӗртте пӑшӑрханмастӑр. Ҫак чаплӑ шанчӑк ҫинчен шухӑшлатӑр пулсан, эсир халех хӑвӑра лӑпкӑрах туйма пултаратӑр. «Ҫак... шанчӑк — чуншӑн шанчӑклӑ та ҫирӗп якорь пек» (Евр. 6:18, 19). Якорь кимме ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсре пӗр вырӑнта тӑрса юлма пулӑшать. Ҫавӑн пекех сире хӑвӑр шанчӑк ҫинчен шухӑшлани ӗненӗве ҫирӗплетме тата пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшать. Иегова «хӑйне тӑрӑшса шыракансене награда» парасси пирки ан иккӗленӗр (Евр. 11:6). Тӳлесе илме панӑ парнене пула ҫеҫ эсир халех йӑпату илме пултаратӑр тата сирӗн чаплӑ шанчӑк пур.
ТУРӐПА МИРЛЕШНИ
14. Пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫине ҫылӑх мӗнле витӗм кӳрет тата мӗншӗн?
14 Адампа Ева ҫылӑха кӗнине пула пӗтӗм этемлӗх Турӑран ютшӑннӑ. Библире ҫынсем Туррӑн тӑшманӗсем пулса тӑнӑ тесе те каланӑ (Рим 8:7, 8; Кол. 1:21). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова пӗр ҫитменлӗхсӗр, ҫавӑнпа вӑл ҫылӑха ырлама пултараймасть. Библире Турӑ пирки ҫапла каланӑ: «Усал ӗҫсем Сан таса куҫу валли мар, Эсӗ хӗсӗрлени ҫине пӑхма пултараймастӑн» (Авв. 1:13). Ҫылӑха пула ҫынсене Иеговӑран тӗпсӗр ҫырма уйӑрса тӑрать теме пулать. Ҫынсен Иеговӑпа каллех лайӑх хутшӑнусем пулччӑр тесен вӗсене ҫак ҫырма урлӑ каҫмалли сӑнарлӑ кӗпер кирлӗ. Тӳлесе илме панӑ парне шӑп ҫакӑн пек кӗпер пулса тӑрать те. Ҫак парнене пула эпир Иеговӑпа мирлешме тата унӑн тусӗсем пулса тӑма пултаратпӑр.
15. Тӳлесе илме панӑ парне Турра мӗнле ҫырлахтарнӑ?
15 Библире каланӑ тӑрӑх, Иисус — «пире Турӑпа мирлештерекен парне» (1 Иоанн 2:2). «Мирлештерекен парне» тесе куҫарнӑ грек сӑмахне ҫавӑн пекех «ҫырлахтаракан парне» тесе те куҫарма пулать. Тӳлесе илме панӑ парне Турра мӗнле ҫырлахтарнӑ? Иеговӑна хӑйӗн Ывӑлӗ вилни мар, тӳлесе илме панӑ парне хӑйӗн тӗрӗслӗх нормисемпе килӗшсе тӑни ҫырлахтарнӑ. Иисусӑн вилӗмӗ Иеговӑна хӑйӗнпе этемлӗх хушшинчи хутшӑнусене ҫӗнӗрен майлаштарса яма законлӑ май панӑ (Рим 3:23—26). Вӑл Христос виличчен пурӑннӑ хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пирки те тӳрӗ ҫынсем теме пултарнӑ (Пулт. 15:1, 6). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ ҫав парнене парасси пирки пӗртте иккӗленмен (Ис. 46:10). Ҫапла вара тӳлесе илме панӑ парне ҫынсене Турӑпа мирлешмелли май уҫса панӑ.
16. Каҫхи апат уявне хатӗрленнӗ май эпир тата мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
16 Турӑпа мирлешни сире халех мӗн пани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Сӑмахран, эсир, Иисус вӗрентнӗ пек, Иеговӑна Атте тесе чӗнетӗр (Матф. 6:9). Хӑш-пӗр чухне эсир Иеговӑна хӑвӑрӑн Тусу теме те пултаратӑр. Анчах та Иегова пирки хамӑрӑн Атте тата Тус тенӗ чухне пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата Турра хисепленине кӑтартмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир Иеговӑн тусӗсем пулма тивӗҫлӗ мар. Тӳлесе илме панӑ парнене пула ҫеҫ эпир Иеговӑпа ҫывӑхланма пултаратпӑр. Иегова пурне те «Христос урлӑ, вӑл асап юпи ҫинче юхтарнӑ юн урлӑ, хӑйӗнпе» мирлештернӗ (Кол. 1:19, 20). Ҫавӑнпа та пирӗн, хамӑрӑн ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах, хамӑрпа Иегова хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗ.
Иисусӑн вилӗмӗ кӑна Иеговӑна хӑйӗнпе этемлӗх хушшинчи хутшӑнусене ҫӗнӗрен майлаштарса яма законлӑ май панӑ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)
ТӲЛЕСЕ ИЛМЕ ПАНӐ ПАРНЕ ИЕГОВӐН ХӖРХЕНӖВНЕ КӐТАРТСА ПАРАТЬ
17. Тӳлесе илме панӑ парне Иегова ҫав тери хӗрхенекен Турӑ пулнине мӗнле кӑтартса парать? (Эфес 2:4, 5).
17 Тӳлесе илме панӑ парне Иегова ҫав тери хӗрхенекен Турӑ пулнине кӑтартса парать. Турӑ «пире, хамӑр ҫылӑхсене пула вилнӗскерсене... чӗртнӗ». (Эфес 2:4, 5 вуласа парӑр.) «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан чӑнлӑха йышӑнма хатӗррисем», сӑнарлӑ каласан, пулӑшу ыйтаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 13:48). Йӑтӑнса аннӑ ҫуртӑн ишӗлчӗкӗсем айне тӑрса юлнӑ ҫын пекех, вӗсем хӑйсем ҫине куҫнӑ ҫылӑх капкӑнӗнчен хӑйсем тӗллӗн хӑтӑлма пултарайманнине тата хӑйсене пулӑшу кирлине ӑнланаҫҫӗ. Иегова вӗсене Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара илтме май панипе пулӑшать. Ҫавна пула вӗсем Турӑ ҫинчен тата унӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ҫинчен пӗлме пултараҫҫӗ (Иоанн 17:3). Шуйттан Адампа Евӑн ҫылӑхӗ Турра хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ тесе шутланӑ пулсан, вӑл питӗ хытӑ йӑнӑшнӑ.
18. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшланӑ май пирӗн мӗне асра тытмалла?
18 Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшланӑ май пирӗн мӗншӗн Иегова ҫак парнене панине кӑтартакан тӗп сӑлтава асра тытмалла. Иегова ҫак парнене пире ҫӑлас тесе ҫеҫ паман. Пуринчен малтан Иегова ҫак парнене Шуйттан Эдем пахчинче айӑпласа калани ҫине хуравлас тесе панӑ (Пулт. 3:1—5, 15). Иегова тӳлесе илме панӑ парне урлӑ Шуйттан суеҫӗ пулнине кӑтартса хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвать. Ҫавӑн пекех Турӑ пире ҫылӑхпа вилӗмрен те хӑтарать, ҫакӑ вӑл пире питӗ хытӑ юратнине кӑтартса парать. Хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне пула Иегова пире, ҫылӑхлӑ ҫынсене, Шуйттан суйине тӑрӑ шыв ҫине кӑларма ирӗк парать (Ытар. 27:11). Тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ҫакна тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.
19-МӖШ ЮРӐ Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ
a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Тӳлесе илме панӑ парне вӑл — тыткӑнран ирӗке тухма панӑ тӳлев. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне пани вӑл — тӳлесе илме панӑ парне. Ҫак парнене пула Турра итлекен ҫынсем ҫылӑхпа вилӗмӗн тыткӑнӗнчен ирӗке тухма пултараҫҫӗ.