49-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли
Иов кӗнеке пире ыттисене пулӑшма вӗрентет
«Иов, итле эппин манӑн сӑмаха» (ИОВ 33:1).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иов кӗнеке пире лайӑх канаш пама мӗнле вӗрентет?
1, 2. Иовӑн виҫӗ тусӗпе Елиуй мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ?
ҪАК хыпар Хӗвелтухӑҫра пурӑнакан халӑхсем хушшинче питӗ хӑвӑрт сарӑлать. Иов ятлӑ пуян ҫын нимсӗр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Хӑйсен тусӗпе мӗн пулса тухнине пӗлсен, Елифаз, Вилдад тата Софар ӑна йӑпатас тесе Уц ҫӗрне кайнӑ. Вӗсене хӑйсем мӗн курни шалтах тӗлӗнтернӗ.
2 Иовӑн сурӑхсем, вӑкӑрсем, тӗвесем, ашаксем нумай пулнӑ, анчах та унӑн выльӑхӗсенчен пӗрисене вӗлернӗ, теприсене вара вӑрласа кайнӑ. Иовӑн тарҫисене пурне те тенӗ пекех вӗлернӗ, унӑн ачисем вара ҫурт ишӗлчӗкӗсем айне пулса вилнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иов хытӑ чирлесе ӳкнӗ — унӑн пӗтӗм кӗлеткине кӗҫен-ҫӑпан сырса илнӗ. Елифаз, Вилдад тата Софар Уц ҫӗрне килсен, вӗсем Иов кӗл ҫинче ларнине тата вӑл питӗ хурлӑхлӑ пулнине курнӑ. Ҫакна курсан вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Вӗсем ҫичӗ кун хушши пӗр сӑмах каламасӑр Иов асапланнине пӑхса ларнӑ (Иов 2:12, 13). Пӗр вӑхӑт иртсен, Елиуй ятлӑ ҫамрӑк ҫын унта килнӗ те вӗсенчен кӑшт аяккарах ларнӑ. Юлашкинчен, Иов калаҫма пуҫланӑ. Вӑл хӑй ҫуралнӑ куна ылханма тытӑннӑ. «Аннем ӑшӗнчен тухнӑ чухне эпӗ мӗншӗн вилмен-ши?» — тесе те каланӑ вӑл (Иов 3:1—3, 11). Чӑнах та, Иова пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Елифазӑн, Вилдадӑн, Софарӑн тата Елиуйӑн Иова хавхалантарма тата хӑйсем унӑн чӑн-чӑн тусӗсем пулнине кӑтартма май пулнӑ. Вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ-ши?
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Иегова Моисея Иовӑн виҫӗ тусӗ тата Елиуй мӗн каланипе мӗн тунине ҫырса хума хушнӑ. Елифаз хӑш-пӗр сӑмахсене демон хавхалантарнипе каланӑ пулас. Елиуй мӗн калани вара Иеговӑран пулнӑ (Иов 4:12—16; 33:24, 25). Акӑ мӗншӗн Иов кӗнекере питӗ лайӑх канашсем те, ниме юрӑхсӑр канашсем те тупма пулать. Хамӑр туса тӳрлетмелле пулнӑ чухне Иов кӗнеке пире мӗнле пулӑшма пултарнине эпир пӑхса тухӑпӑр. Чи малтан эпир Иовӑн виҫӗ тусӗ кӑтартнӑ япӑх тӗслӗхе, унтан вара Елиуй кӑтартнӑ лӑйӑх тӗслӗхе сӳтсе явӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Иов кӗнеке Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнине тата пире хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ пама пултарнине пӗлӗпӗр.
ИОВӐН ВИҪӖ ТУСӖН ЯПӐХ ТӖСЛӖХӖ
4. Мӗншӗн виҫӗ тусӗ Иова йӑпатма пултарайман? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
4 Иов ҫине йӑтӑнса аннӑ инкексем ҫинчен илтсен, Елифаз, Вилдад тата Софар унпа «пӗрле кулянса унӑн чунне лӑплантарас тесе ун патне кайнӑ» (Иов 2:11). Анчах вӗсем ӑна йӑпатма пултарайман. Мӗншӗн? Сахалтан та виҫӗ сӑлтав илсе пама пулать. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем Иова тимлӗ итлесшӗн тата унӑн лару-тӑрӑвне ӑнланасшӑн пулман. Ун вырӑнне вӗсем тӳрех Иегова Иова ҫылӑхсем тунӑшӑн наказани парать тесе шутласа хунӑ (Иов 4:7; 11:14)a. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсем мӗн каланинчен нумайӑшӗ хитре илтӗннӗ пулин те, вӗсем Иова ним усӑ та паман (Иов 13:12). Унсӑр пуҫне, вӗсем кӳрентерекен сӑмахсем каланӑ. Сӑмахран, Вилдад Иова эсӗ нумай калаҫатӑн тесе икӗ хутчен тӗксе илнӗ (Иов 8:2; 18:2). Хӑш-пӗр чухне Иовӑн тусӗсем хӑйсене питӗ хаяррӑн тытнӑ. Сӑмахран, Софар Иов пирки ӑссӑр ҫын тенӗ (Иов 11:12). Виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗсем Иовпа калаҫнӑ чухне ун ҫине кӑшкӑрман пулин те, вӗсем мӗн тата мӗнле калани Иова пачах та хисеплеменнине тата юратманнине кӑтартса панӑ (Иов 15:7—11). Тӗпрен илсен, вӗсем Иовӑн чун суранӗсене сиплессинчен е унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетессинчен ытларах вӑл тӗрӗс мар пулнине кӑтартса парасшӑн пулнӑ.
Ҫынна канаш панӑ чухне унпа мӑнкӑмӑллӑн ан калаҫӑр (4-мӗш абзаца пӑхӑр)
5. Елифаз, Вилдад тата Софар ӳпкелесе калани мӗн патне илсе ҫитернӗ?
5 Елифаз, Вилдад тата Софар ӳпкелесе калаҫнине пула Иов хӑйне тата япӑхрах туйма пуҫланӑ (Иов 19:2). Ҫавӑнпа Иов хӑйӗн ырӑ ятне мӗншӗн хӳтӗлеме тӑрӑшнине ӑнланма пулать. Анчах та вӑл хӑйне тӳрре кӑларас тесе виҫине пӗлме пӑрахнӑ тата калама кирлӗ маррине калама пуҫланӑ (Иов 6:3, 26). Иовӑн тусӗсем мӗн калани Иеговӑн шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑман тата вӗсем Иова пӗртте хӗрхенмен. Ҫапла вӗсем, хӑйсем ҫавна ӑнланмасӑрах, Шуйттан аллинчи хатӗрсем пулса тӑнӑ (Иов 2:4, 6). Ҫак истори Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ тата пире хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ пама пултарать?
6. Иовӑн виҫӗ тусӗн япӑх тӗслӗхӗнчен Израильти старейшинӑсем мӗне вӗренме пултарнӑ?
6 Ҫак истори Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ? Иегова израильтянсене закон панӑ хыҫҫӑн старейшинӑсем суйласа лартнӑ. Ҫав старейшинӑсен вара халӑха Туррӑн тӳрӗлӗх нормисем тӑрӑх суд тумалла пулнӑ (Сак. аст. 1:15—18; 27:1). Ҫав арҫынсен мӗнле те пулин йышӑну тӑвас умӗн е канаш парас умӗн тимлӗ итлемелле пулнӑ (2 Ҫул. 19:6). Ҫавӑн пекех вӗсен пур факта та пӗлетпӗр тесе шутламалла пулман, ун вырӑнне вӗсен ыйтусем парса пурне те лайӑх тӗпчесе пӗлмелле пулнӑ (Сак. аст. 19:18). Вӗсен хӑйсем патне пулӑшу ыйтма килнисемпе тӳркессӗн калаҫмалла пулман. Мӗншӗн? Ҫын старейшинӑсем хӑйӗн ҫине тарӑхнине асӑрхасан, ӑна хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине вӗсене каласа пама йывӑр пулнӑ пулӗччӗ (Тух. 22:22—24). Ҫапла, Иов ҫинчен калакан истори Израильти старейшинӑсене нумай мӗне вӗрентме пултарнӑ.
7. Иов ҫинчен калакан истори израильтянсене мӗне вӗрентме пултарнӑ? (Ытарӑшсем 27:9).
7 Старейшинӑсемсӗр пуҫне кирек хӑш израильтянин та — ҫамрӑкки те, ватти те, арҫын та, хӗрарӑм та — канаш пама пултарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, кашни хӑйӗн тусне Турӑпа тата ытларах ҫывӑхланса пыма пулӑшма пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, кирек кам та хӑйӗн тусне вӑл хайне тӗрӗс мар тытнӑ чухне тӳрлетме пултарнӑ (Пс. 140:5). Паллах ӗнтӗ, чӑн-чӑн тус ҫеҫ чун-чӗререн канаш пама пултарать. (Ытарӑшсем 27:9 вуласа парӑр.) Иовӑн виҫӗ тусӗн япӑх тӗслӗхӗ ҫинчен шухӑшланӑ май израильтянсем ыттисене канаш панӑ чухне мӗн каламалла маррине тата мӗн тумалла маррине лайӑхрах ӑнланнӑ пулӗччӗҫ.
8. Канаш панӑ чухне пирӗн мӗне асра тытмалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
8 Эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан тӑвансене пулӑшма тӑрӑшатпӑр. Анчах та ҫавӑн чухне эпир Иовӑн виҫӗ тусӗ тунӑ йӑнӑшсене тӑвасшӑн мар. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн пурне те лайӑх тӗпчесе пӗлмесӗр канаш памалла мар. Иккӗмӗшӗнчен, канаш панӑ чухне пирӗн хамӑр шутланӑ пек тумалла мар — шӑп Елифаз час-часах ҫапла тунӑ та. Ун вырӑнне канашсене пирӗн Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх памалла (Иов 4:8; 5:3, 27). Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн тӳрккессӗн тата тиркесе калаҫассинчен сыхланмалла. Паллах ӗнтӗ, Елифаз тата Иовӑн ытти тусӗсем мӗн каланисенчен хӑш-пӗрисем тӗрӗс пулнӑ; каярахпа Павел апостол Елифазӑн хӑш-пӗр сӑмахӗсене те илсе панӑ. (Иов 5:13 тата 1 Коринф 3:19 танлаштарӑр.) Ҫав-ҫавах вӗсем Турӑ ҫинчен мӗн каланӑ, ҫавсенчен нумайӑшӗ тӗрӗс мар пулнӑ тата вӗсем мӗн калани Иовӑн чунне ыраттарнӑ. Ҫавӑнпа Иегова вӗсем каланӑ сӑмахсем пирки суя тенӗ (Иов 42:7, 8). Ҫынна канаш панӑ чухне унӑн пирӗн сӑмахсене пула Иеговӑна юрама йывӑр тата унӑн юратӑвне тивӗҫлӗ пулма май ҫук текен шухӑш ан ҫуралтӑр. Халӗ вара Елиуй тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явар.
Ҫынна канаш панӑ чухне 1) унӑн лару-тӑрӑвне ӑнланма тӑрӑшӑр, 2) Библипе усӑ курӑр тата 3) унпа ырӑ пулӑр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)
ЕЛИУЙӐН ЛАЙӐХ ТӖСЛӖХӖ
9. Мӗншӗн Иова тусӗсем калаҫма пӑрахнӑ хыҫҫӑн та пулӑшу кирлӗ пулнине тата Иегова ӑна мӗнле пулӑшнине ӑнлантарса парӑр.
9 Иовпа унӑн тусӗсем чылай вӑхӑт хушши тавлашнӑ. Вӗсем ҫав тери нумай калаҫнӑран вӗсен сӑмахӗсем Библири 28 сыпӑка кӗреҫҫӗ. Вӗсем каланӑ сӑмахсенчен нумайӑшӗнче кӑмӑлсӑр пулни тата ҫилленни палӑрса тӑнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ Иовӑн чунне лӑплантарма пултарайман. Ӑна унчченхи пекех йӑпатмалла тата тӳрлетмелле пулнӑ. Иегова ӑна Елиуй урлӑ пулӑшнӑ. Мӗншӗн-ха вӑл калаҫӑва маларах хутшӑнман? Елиуй ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эпӗ ҫамрӑк, эсир — ватӑ ҫынсем; ҫавӑнпа сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтерме хӑяймарӑм, шиклентӗм [«ҫавӑнпа сире хисепленӗрен эпӗ шӑпӑрт тӑтӑм», ҪТ]» (Иов 32:6, 7). Елиуй ваттисем час-часах ӑслӑрах пулнине ӑнланнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ытларах пурӑннӑ тата, ҫамрӑксемпе танлаштарсан, пурнӑҫра чылай нумайрах курнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Иовпа унӑн тусӗсене тӳсӗмлӗн итленӗ. Анчах вӗсем тавлашма чарӑнсан, Елиуй шӑп тӑма пултарайман. Вӑл ҫапла каланӑ: «Вӑрӑм ӗмӗрлисем ҫеҫ ӑсчах мар, чӑнлӑха ваттисем ҫеҫ мар пӗлеҫҫӗ» (Иов 32:9). Унтан Елиуй мӗн каланӑ тата ҫавна вӑл мӗнле каланӑ?
10. Елиуй Иова канаш парас умӗн мӗн тунӑ? (Иов 33:6, 7).
10 Елиуй канаш парас умӗн Иова лӑплантарма тата хӑй мӗн каланине унӑн итлеме кӑмӑл пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл ҫавна мӗнле тунӑ? Малтан вӑл питӗ тарӑхнӑ пулин те, унӑн хӑйӗн ҫиллине пусарма май килнӗ, вара вӑл Иовпа ыррӑн калаҫма пултарнӑ (Иов 32:2—5). Сӑмахран, Елиуй ӑна ҫапла каланӑ: «Турӑ умӗнче эпӗ те — сан пекех». (Иов 33:6, 7 вуласа парӑр.) Унсӑр пуҫне, Елиуй ӑна тимлӗ итленӗ. Ҫакна вӑл Иов каланӑ хӑш-пӗр шухӑшсене тепӗр хут аса илтернипе кӑтартнӑ (Иов 32:11; 33:8—11). Ҫавӑн пекех Елиуй Иова канаш панӑ чухне вӑл каланӑ сӑмахсем ҫине пӗрре анчах мар тимлеттернӗ (Иов 34:5, 6, 9; 35:1—4).
11. Елиуй Иова канаш мӗнле панӑ? (Иов 33:1).
11 Иова тӳрлетнӗ чухне Елиуй Иеговӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенне тивӗҫлипе хакланине кӑтартнӑ. Сӑмахран, вӑл Иова ятран чӗннӗ. Елифаза, Вилдада тата Софара илес пулсан, вӗсем ҫавна туман курӑнать. (Иов 33:1 вуласа парӑр.) Тен, Елиуй Иовпа унӑн виҫӗ тусӗ тавлашнине шӑпӑрттӑн итлесе ларма хӑйне мӗнле йывӑр пулнине асра тытнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Иова хӑйӗн шухӑшӗсене калама май панӑ (Иов 32:4; 33:32). Ҫавӑн пекех Елиуй Иова вӑл каланӑ хӑш-пӗр шухӑшсем хӑрушӑ пулнине уҫӑмлӑн кӑтартнӑ, тата вӑл ӑна Иегова ӑслӑ, хӑватлӑ, тӗрӗслӗхе юратакан тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чунтан парӑнса юратакан Турӑ пулнине ыррӑн аса илтернӗ (Иов 36:18, 21—26; 37:23, 24). Елиуйӑн ырӑ сӑмахӗсем Иова каярахпа Иеговӑран канашсене йышӑнма пулӑшнӑ (Иов 38:1—3). Елиуйӑн тӗслӗхӗ Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ тата пире хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ пама пултарать?
12. a) Иегова хӑйӗн халӑхне пророксем урлӑ мӗнле пулӑшса тӑнӑ? ӑ) Елиуйӑн тӗслӗхӗнчен Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗне вӗренме пултарнӑ?
12 Елиуйӑн тӗслӗхӗ Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ? Турӑ израильтянсене ӑса вӗрентес тата тӳрлетес тесе час-часах пророксемпе усӑ курнӑ. Сӑмахран, судьясем вӑхӑтӗнче Иегова хӑйӗн халӑхне мӗн тумаллине Девора ятлӑ хӗрарӑм пророк урлӑ каласа тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ израильтянсене ӑса вӗрентес тесе Самуилпа, вӑл ҫамрӑк пулнӑ чухнех, усӑ курнӑ (Тӳр. 4:4—7; 5:7; 1 Пат. 3:19, 20). Патшасем ертсе пынӑ чухне Иегова пророксем урлӑ хӑйӗн халӑхне хӑйне тӗрӗс пуҫҫапма пулӑшнӑ. Израильтянсем Турра итлемен чухне вара вӑл вӗсене тӳрлетес тесе вӗсем патне пророксене ярсах тӑнӑ (2 Пат. 12:1—4; Ап. ӗҫ. 3:24). Елиуйӑн тӗслӗхӗ Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене ыттисене тӳрлетнӗ чухне мӗн тата мӗнле каламаллине вӗрентме пултарнӑ.
13. Елиуйӑн тӗслӗхӗ пире хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ пама пултарать?
13 Эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Елиуйӑн тӗслӗхӗ авалхи пророксене ҫеҫ мар, пире те усӑ пама пултарать. Ҫав пророксем пекех, эпир ҫынсене Библире мӗн каланине уҫса панипе Туррӑн ирӗкне пӗлтеретпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене хавхалантаратпӑр тата ҫирӗплететпӗр (1 Кор. 14:3). Уйрӑмах старейшинӑсен Елиуйӑн тӗслӗхне тытса тӑмалла. Ҫын хуйха ӳкнӗрен ӑссӑрла сӑмахсем каланӑ чухне те вӗсен унпа ыррӑн калаҫмалла (Иов 6:3; 1 Фес. 5:14).
14, 15. Старейшинӑсем кама та пулин канаш памалла чухне Елиуйран тӗслӗх мӗнле илме пултараҫҫӗ?
14 Ҫакӑн пек лару-тӑрӑва куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Старейшина пухури хӗрарӑм тӑван хуйха ӳкнине асӑрхать. Ӑна хавхалантарас тесе вӑл тепӗр арҫын тӑванпа ун патне каять. Хӗрарӑм тӑван ырӑ хыпар саратӑп тата пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳретӗп, анчах хама унчченхи пек телейлӗ туймастӑп тесе калать. Арҫын тӑвансем мӗн тунӑ пулӗччӗҫ-ши?
15 Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем хӗрарӑм тӑван хӑйне мӗншӗн ҫавӑн пек туйнине ӑнланма тӑрӑшӗҫ. Ҫакна тӑвас тесе вӗсем ӑна тимлӗн те тӳсӗмлӗн итлӗҫ. Тен, хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пирки Туррӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар тесе шутлать? Е ӑна кулленхи ӗҫсемшӗн пӑшӑрханни халран ярать? (Лука 21:34). Иккӗмӗшӗнчен, арҫын тӑвансем ӑна мухтаса илӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ҫавсене пӑхмасӑрах тӗлпулусене ҫӳрет тата ырӑ хыпар сарать. Виҫҫӗмӗшӗнчен, арҫын тӑвансем унӑн лару-тӑрӑвне тата ӑна мӗн хурлантарнине лайӑхрах ӑнланса илсен, вӗсем ӑна Библипе усӑ курса Иегова сана юратать тесе шантарӗҫ (Гал. 2:20).
ИОВ КӖНЕКЕ СИРЕ МАЛАШНЕ ТЕ УСӐ ПАРСА ТӐТӐР
16. Иов кӗнеке пире малашне те усӑ парса тӑтӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
16 Иов кӗнекене тӗпченӗ май эпир нумай усӑ илме пултаратпӑр. Унчченхи статьяран эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: Иов кӗнеке Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине ӑнлантарса панисӗр пуҫне вӗсене мӗнле чӑтса ирттермеллине те вӗрентет. Ҫак статьяра эпир Иовӑн виҫӗ тусӗнчен мар, Елиуйран тӗслӗх илсе пирӗнтен кашни ыттисене лайӑх канаш мӗнле пама пултарнине пӑхса тухрӑмӑр. Тепрехинче, кама та пулин йӑпатмалла е тӳрлетмелле пулнӑ чухне, эсир, тен, Иов кӗнекерен мӗн пӗлнипе усӑ курас тейӗр. Эсир ҫак кӗнекене тахҫанах вуламан пулсан, мӗншӗн-ха ӑна тепӗр хут вуласа тухас мар? Вара эсир ҫак кӗнекерен усӑллӑ шухӑшсем тата нумайрах тупатӑр.
125-МӖШ ЮРӐ «Хӗрхенекенсем телейлӗ»
a Елифаз Иегова ҫынсенчен никама та тӳрӗ тесе шутламасть тата пӗр ҫын та Турра юрӑхлӑ пулма пултараймасть тесе шутланӑ. Демон ҫав шухӑша ӑна панӑ пулас. Елифаз ҫак суя шухӑша ӗненнӗ. Ҫавӑнпа вӑл Иовпа калаҫнӑ чухне кашнинче ҫак суя шухӑша аса илтернӗ (Иов 4:17, 18; 15:15, 16; 22:2).