Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 декабрь 14—19 с.
  • Хӑвӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Хӑвӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илӗр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ЯЛАНАХ ИТЛЕМЕ ХАТӖР
  • ИЕГОВА ХӐЙӖННИ ҪИНЧЕ ҪЕҪ ТӐМАСТЬ
  • ИЕГОВА ТӲСӖМЛӖ
  • ХӐЙСЕНЕ КӖҪӖНЕ ХУРАКАНСЕНЕ ИЕГОВА ХАКЛАТЬ
  • Иеговӑпа Иисус пек шухӑшлама вӗренӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • «Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Чӑнлӑхпа суяна уйӑрса илме вӗренӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 декабрь 14—19 с.

50-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

48-МӖШ ЮРӐ Кунсерен Иеговӑпа ҫӳретпӗр

Хӑвӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илӗр

«Турӑран тӗслӗх илӗр, мӗншӗн тесен эсир унӑн юратнӑ ачисем» (ЭФ. 5:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иегова — хӑйне кӗҫӗне хуракан Турӑ. Ҫак лайӑх ене кӑтартас тӗлӗшрен эпир мӗнле тӑватӑ майпа унран тӗслӗх илме пултаратпӑр?

1. Иегова хӑйне кӗҫӗне хуни мӗншӗн пире тӗлӗнтерет?

ЭСИР влаҫра ларакан ҫынсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне вӗсем пирки хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсем тесе каланӑ пулӑттӑрччӗ-и? Ҫук пуль. Анчах та пурне те тума пултаракан Иегова — хӑйне кӗҫӗне хуракан Турӑ (Пс. 112:5—8). Никам та Иегова пек хӑйне кӗҫӗне хумасть. Унӑн пӗр мӑнкӑмӑллӑх та ҫук. Ҫак статьяра эпир Иегова хӑйне кӗҫӗне хунине кӑтартакан тӑватӑ мая пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Иисус хӑйне кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх мӗнле илнине сӳтсе явӑпӑр. Ҫаксене пӑхса тухни пире Иеговӑпа ытларах ҫывӑхланма пулӑшӗ тата хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен ун пекрех пулма хавхалантарӗ.

ИЕГОВА ЯЛАНАХ ИТЛЕМЕ ХАТӖР

2. Псалом 61:9-мӗшӗнчен эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлетпӗр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

2 Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемпе, ялан тенӗ пекех, калаҫма йывӑр. Вӗсем хӑйсене ыттисемпе час-часах тӳрккессӗн тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсене ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ҫынсем вӗсемпе хутшӑнасшӑнах мар. Анчах Иегова пӗртте ун пек мар. Пирӗн ҫӳлти Атте хӑйне кӗҫӗне хунӑран эпир кирек хӑҫан та ӑна кӗлтума тата хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине пурне те ӑна каласа пама пултаратпӑр. (Псалом 61:9 вуласа парӑр.) Юратакан ашшӗ хӑйӗн ачисене мӗн пӑшӑрхантарнине пӗлесшӗн пулнӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисене яланах итлеме хатӗр. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсен кӗллисене нумайӑшне Библире ҫырса хума та хавхалантарнӑ. Ҫакӑ Иегова пирӗн кӗлӗсене питӗ итлесшӗн пулнине кӑтартса парать (Иис. Н. 10:12—14; 1 Пат. 1:10—18). Анчах та эпир пӗр-пӗр сӑлтава пула хамӑр пирки Иеговӑна кӗлтума тивӗҫлӗ мар тесе шутлатпӑр пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр?

Пӗчӗк арҫын ача хӑйӗн ашшӗне пӗчӗк самолётпа вылянӑ чухне вазӑна ҫӗмӗртӗм тесе каласа парать. Ашшӗ ӑна тимлӗн итлет.

Иеговӑран тӗслӗх илсе ашшӗ хӑйне кӗҫӗне хурса хӑйӗн ывӑлне итлет, лешӗ вара вылянӑ чухне вазӑна ҫӗмӗрнӗ пулнӑ (2-мӗш абзаца пӑхӑр)


3. Иегова пире хӑйне час-часах кӗлтутарасшӑн пулнине мӗншӗн эпир шанма пултаратпӑр?

3 Хамӑр пирки Иеговӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар тесе шутлатпӑр пулсан та, эпир ӑна пурпӗр кӗлтума пултаратпӑр. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен ытарӑш каласа панӑ чухне Иеговӑна юратакан ашшӗпе танлаштарнӑ. Ҫав ҫыннӑн ывӑлӗ нумай йӑнӑш тунӑ тата хӑйне ашшӗ каялла йышӑнмӗ тесе шутланӑ. Ывӑлӗ килне таврӑнсан, ашшӗ хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл ывӑлне аякранах курнӑ, вара вӑл ӑна «хирӗҫ чупса кайнӑ та ыталаса илсе чуптунӑ» (Лука 15:17—20). Пирӗн Турӑ ҫак ытарӑшри ашшӗ пекех. Кам хуйха ӳкнӗ, кам хӑй тунӑ йӑнӑшсемшӗн хурланать тата кама йывӑр шухӑшсем канӑҫ памаҫҫӗ, ҫавсем кӗлтунӑ чухне Иеговӑна хӑйне кӗҫӗне хуни вӗсене тимлӗ итлеме хавхалантарать (Хӳхл. 3:55—57). Питӗ хытӑ хӗрхеннӗрен, Иегова вӗсене йӑпатас тата юратнине кӑтартас тесе вӗсем патне чупса каять теме пулать (Ис. 57:15). Хальхи вӑхӑтра Иегова ҫавна мӗнле тӑвать? Час-часах вӑл пире старейшинӑсем урлӑ тата хӑйне юратакан пирӗн тӑван-хурӑнташсемпе туссем урлӑ йӑпатать (Иак. 5:14, 15). Иегова пире пулӑшать, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗнпе пирӗн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тет.

4. Мӗншӗн ҫынсене Иисус патне пырса унпа калаҫма ҫӑмӑл пулнӑ?

4 Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх илет. Хӑйӗн Ашшӗ пекех, Иисус хӑйне кӗҫӗне хурать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӑл ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне, ҫынсем хӑйсене ун ҫумӗнче канлӗ туйнӑ. Вӗсем ӑна ыйтусем пама вӑтанса тӑман (Марк 4:10, 11). Вӑл вӗсене мӗнле те пулин ыйту парсан вара, вӗсем ӑна хӑйсен шухӑшӗсене ним пытармасӑр каласа панӑ (Матф. 16:13—16). Вӗсем йӑнӑшсем тусан та, Иисус хӑйсем ҫине ҫилленесрен хӑраман, мӗншӗн тесен вӗсем Иисус ырӑ, хӗрхенекен тата тӳсӗмлӗ пулнине пӗлнӗ (Матф. 17:24—27). Иисус хӑйне пур енчен те хӑйӗн Ашшӗ пек тытнӑ, ҫавӑнпа та унӑн вӗренекенӗсем ӑна сӑнаса Турра лайӑхрах пӗлме пултарнӑ (Иоанн 14:9). Ҫакна пула вӗсем Иегова хӑйсемпе ҫывӑхланасшӑн пулнине тата хӑйне кӗҫӗне хуракан Турӑ пулнине ӑнланса илнӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иегова ҫав вӑхӑтри хаяр та мӑнкӑмӑллӑ тӗн пуҫлӑхӗсенчен тӗпрен улшӑнса тӑнине курма пултарнӑ.

5. Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр пулсан, мӗншӗн ыттисене пирӗн пата пырса калаҫма ҫӑмӑл пулать?

5 Иеговӑран эпир тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Хамӑра кӗҫӗне хумастпӑр пулсан, эпир ӑмсанӑпӑр, хамӑра ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлӑпӑр тата хамӑра кӳрентерекенсене каҫармӑпӑр. Ҫакна пула ҫынсем пирӗнтен сивӗнӗҫ. Хамӑра кӗҫӗне хуни вара пире ыттисемпе ырӑ, тӳсӗмлӗ пулма тата вӗсене каҫарма пулӑшӗ. Ҫакӑ ыттисене пирӗнпе ҫывӑхланма хавхалантарӗ (Кол. 3:12—14). Уйрӑмах старейшинӑсен хӑйсем патне пухури тӑвансем пырса калаҫма ан хӑраччӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫакна тӑвас тесен старейшинӑсен час-часах пухури тӑвансемпе пӗрле пулмалла. Ҫавӑнпа та, нимӗнле витӗмлӗ сӑлтав та ҫук пулсан, старейшинӑсем тӗлпулусенче интернет урлӑ пулас вырӑнне Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем май пур чухне пухури тӑвансемпе ырӑ хыпара килтен киле сарма тӑрӑшӗҫ. Пухури тӑвансем старейшинӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ пулсан, вӗсене унран пулӑшу ыйтма ҫӑмӑлрах пулать.

ИЕГОВА ХӐЙӖННИ ҪИНЧЕ ҪЕҪ ТӐМАСТЬ

6, 7. Хӑйӗн ӗҫлекенӗсем кӗлтунӑ чухне Иегова хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.

6 Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем час-часах хӑйсен шухӑшӗ пирки пӗртен-пӗр тӗрӗс шухӑш тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен шухӑшне улӑштарасшӑн мар. Анчах Иегова пуринчен те ӑслӑрах пулин те, хӑйне пачах урӑхла тытать. Вӑл хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑнпа вӑл ыттисем мӗн каланине итлеме тата ҫавна шута илсе хӑйӗн йышӑнӑвне те улӑштарма хатӗр. Вӑл хӑйне Мариампа мӗнле тытнине пӑхса тухар. Мариам Ааронпа пӗрле хӑйсен шӑллӗне Моисея ӳпкеленӗ. Ҫакӑ тӗрӗс мар пулнӑ, мӗншӗн тесен Моисей Иегова ячӗпе калаҫнӑ. Тӗрӗссипе каласан, Мариам ҫапла тунипе Турра хисеплеменнине кӑтартнӑ. Ҫавӑнпа Иегова ун ҫине ҫилленнӗ те ӑна тилҫе чирӗпе чирлеттерсе ӳкернӗ. Анчах Аарон Моисейран пулӑшу ыйтсан, лешӗ Иеговӑна Мариама сыватма йӑлӑннӑ. Турӑ вара мӗн тунӑ? Мӑнкӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн шухӑшне улӑштарман пулӗччӗ. Анчах Иегова — хӑйне кӗҫӗне хуракан Турӑ, ҫавӑнпа вӑл Моисея итленӗ те Мариама сыватнӑ (Йыш. 12:1—15).

7 Халӗ вара Езекия патшапа мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Иегова патшана вилесси пирки пӗлтерес тесе ун патне хӑйӗн пророкне янӑ. Езекия хӑйне сыватма Иеговӑна куҫҫуль юхтарса йӑлӑннӑ. Вара Иегова ӑна хӗрхеннӗ те унӑн пурӑнас кунӗсем ҫумне тата 15 ҫул хушса панӑ (4 Пат. 20:1, 5, 6). Ҫапла, Иегова хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫавӑнпа вӑл ҫынсене хӗрхенет тата вӗсене итлеме хатӗр.

8. Иисус хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ? (Марк 3:1—6).

8 Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх илет. Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус май сиксе тухсанах ыттисемшӗн ырӑ ӗҫсем тунӑ. Сӑмахран, вӑл шӑматкун ҫынсене сыватнӑ, хытӑ чӗреллӗ тӗн пуҫлӑхӗсем вара ҫакна шӑматкун тума юрамасть тесе шутланӑ. Ҫакӑнтан Иисус хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулни тата хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑманни курӑннӑ. (Марк 3:1—6 вуласа парӑр.) Халӗ те Иисус, христиансен пухӑвӗн пуҫӗ пулнӑ май, хӗрхеннине тата хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине кӑтартса тӑрать. Сӑмахран, пухура кам та пулин йывӑр ҫылӑх тусан, Иисус ӑна улшӑнма май парас тесе хӑйне унпа тӳсӗмлӗн тытать (Ӳлӗм. 2:2—5).

9. Эпир хамӑр ӗҫсемпе шухӑшсенче хамӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

9 Иеговӑран эпир тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Эпир хамӑр ӗҫсенче те, шухӑшсенче те хамӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманни палӑрса тӑтӑр тетпӗр. Ҫакна тума пирӗн Иеговӑран вӗренмелле (Иак. 3:17). Сӑмахран, Иеговӑран тӗслӗх илекен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисенчен вӗсем мӗн тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест. Ҫакна Пултарни 33:12—14 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иаковӑн тӗслӗхӗ лайӑх кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех хӑйсене кӗҫӗне хуракан тата хӑйсенни ҫинче ҫеҫ тӑман ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пӗр ачине тепринпе танлаштармасть. Старейшинӑсен те хӑйсенни ҫинче ҫеҫ тӑмалла мар. Сӑмахран, старейшинӑсен советӗнчи тӑвансенчен нумайӑшӗ йышӑну турӗҫ пулсан, ҫак йышӑну вара Библири принципсене хирӗҫлемест пулсан, ытти арҫын тӑвансем хӑйсенни ҫинче тӑмӗҫ (1 Тим. 3:2, 3). Пирӗн пурин те, ыттисем пирӗн пек шухӑшламан чухне, вӗсене ӑнланма тӑрӑшмалла (Рим 14:1). Чӑнах та, пухура кашнин Филиппӑ 4:5-мӗшӗнче: «Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑманнине пурте курса тӑччӑр», — тесе каланӑ сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑнма тӑрӑшмалла.

Ашшӗ хӑйӗн пӗчӗк ачисемпе килтен киле хавассӑн ырӑ хыпар сарнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) вӑл хӑйӗн ывӑлӗ арҫынна «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюра сӗннӗ чухне йӑл кулать; 2) каярахпа вӑл хӑйӗн хӗрӗ хӗрарӑма jw.org визиткӑна сӗннӗ чухне йӑл кулать.

Хӑйӗнни ҫинче ҫеҫ тӑман ашшӗ сӑваплӑ ӗҫре хӑйӗн ачисенчен вӗсем мӗн тума пултарайманнине тӑвасса кӗтмест (9-мӗш абзаца пӑхӑр)


ИЕГОВА ТӲСӖМЛӖ

10. Иегова тӳсӗмлӗ пулнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.

10 Мӑнкӑмӑллӑ ҫынсем хӑйсене ыттисем кӗттернине питӗ юратманнине эсир асӑрханӑ пуль. Вӗсем питӗ тӳсӗмсӗр. Иегова пӗртте вӗсем пек мар. Вӑл пуринчен те тӳсӗмлӗрех. Сӑмахран, Ной пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова усал ҫынсене пӗтериччен 120 ҫул кӗтӗп тенӗ (Пулт. 6:3). Турӑ тӳсӗмлӗ пулнине пула Нойӑн хӑйӗн ачисене пӑхса ӳстерме тата хӑйӗн ҫемйипе пӗрле ковчег туса лартма ҫителӗклӗ вӑхӑт пулнӑ. Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Иегова Авраама Содомпа Гомморӑна пӗтересси ҫинчен каласан, лешӗ Турра ыйтусем парса тултарнӑ. Иегова мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ пулсан, вӑл: «Эсӗ мӗн, эпӗ мӗн тумаллине пӗлместӗп тесе шутлатӑн-и?» — теме пултарнӑ. Анчах Иегова — хӑйне кӗҫӗне хуракан Турӑ, ҫавӑнпа вӑл Авраама тӳсӗмлӗн итленӗ (Пулт. 18:20—33).

11. 2 Пётр 3:9-мӗшӗнче каланӑ тӑрӑх, мӗншӗн Иегова хальхи вӑхӑтра тӳсӗмлӗх кӑтартать?

11 Хӑйне кӗҫӗне хуракан Турӑ хальхи вӑхӑтра та тӳсӗмлӗх кӑтартать. Вӑл ҫак усал тӗнчене пӗтерме палӑртса хунӑ вӑхӑта кӗтет. Мӗншӗн Иегова тӳсӗмлӗ? «Мӗншӗн тесен вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет». (2 Пётр 3:9 вуласа парӑр.) Иегова тӳсӗмлӗ пулнине пула миллион-миллион ҫын унӑн тусӗсем пулса тӑма пултарчӗ. Эпир тата нумайӑшӗ ҫавна тӑвасса шанатпӑр. Ҫав-ҫавах Иеговӑн тӳсӗмлӗхӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр мар. Вӑл ҫынсене юратать, анчах та вӑл вӗсене хӑйсем мӗн тӑвас килнине пурне те тума яланах памӗ. Вӑл пӗтӗм усаллӑха пӗтерӗ (Авв. 2:3).

12. Иеговӑран тӗслӗх илсе Иисус тӳсӗмлӗх мӗнле кӑтартать?

12 Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх илет. Иеговӑран тӗслӗх илсе Иисус пин-пин ҫул хушши ӗнтӗ тӳсӗмлӗх кӑтартать. Турӑ Ывӑлӗ Шуйттан Иегова ҫинчен тата унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫинчен суя сарнине курса тӑрать (Пулт. 3:4, 5; Иов 1:11; Ӳлӗм. 12:10). Ҫавӑн пекех Иисус ҫынсене мӗн тери йывӑр пулнине те пӗлет. Тата вӑл «Шуйттан ӗҫӗсене» питӗ тӗп тӑвасшӑн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха (1 Иоанн 3:8). Иегова Шуйттанӑн пур ӗҫне те тӗп тума калассине тӳсӗмлӗн кӗтме Иисуса мӗн пулӑшать? Сӑлтавсенчен пӗри вӑл — Иисус хӑйне кӗҫӗне хуни. Вӑл ҫак усал тӗнчене хӑҫан пӗтермеллине Иегова кӑна палӑртса хума пултарнине пӗлет (Ап. ӗҫ. 1:7).

13. Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе тӳсӗмлӗ пулнине мӗнле кӑтартнӑ тата мӗншӗн вӑл ҫавна тунӑ?

13 Ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе те тӳсӗмлӗ пулнӑ. Сӑмахран, вӗсем хӑйсем хушшинче кам аслӑрах пулни пирки час-часах тавлашнӑ пулин те, вӑл вӗсене нихӑҫан та шанма пӑрахман тата вӗсемпе малалла та тӳсӗмлӗ пулнӑ (Лука 9:46; 22:24—27). Вӑл вӗсем кирлӗ улшӑнусем тӑвасса шаннӑ. Сирӗн пӗр йӑнӑшах ҫине-ҫинех тӑвасси пулкаланӑ-и? Кун пекки пулнӑ пулсан, эсир хӑвӑра ҫавӑн пек хӑйне кӗҫӗне хуракан тата тӳсӗмлӗ Патша ертсе пынӑшӑн питӗ пархатарлӑ пулас.

14. Тӳсӗмлӗрех пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

14 Иеговӑран эпир тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Пирӗн шухӑшсемпе ӗҫсем ытларах та ытларах Иеговӑнни пек пулччӑр тесен пирӗн Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренмелле (1 Кор. 2:16). Иисус пек шухӑшлама пире мӗн пулӑшӗ? Ҫакна тума пулӑшакан чи лайӑх майсенчен пӗри вӑл — Евангелисене вуласси. Вуланӑ хыҫҫӑн вара пирӗн Иисус мӗн-мӗн туни ҫинчен тата мӗншӗн вӑл хӑйне апла е капла тытни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла. Унсӑр пуҫне, Иеговӑран кӗлӗре Иисус пекех хамӑра кӗҫӗне хума тата тӳсӗмлӗ пулма пулӑшсам тесе ыйтмалла. Мӗн чухлӗ лайӑхрах эпир Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗренӗпӗр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах эпир хамӑрпа тата ыттисемпе тӳсӗмлӗ пулас тӗлӗшрен Иегова пек пулса пырӑпӑр (Матф. 18:26—30, 35).

ХӐЙСЕНЕ КӖҪӖНЕ ХУРАКАНСЕНЕ ИЕГОВА ХАКЛАТЬ

15. Иегова хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене хакланине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр (Псалом 138:6, ҪТ).

15 Псалом 138:6 [ҪТ] вуласа парӑрa. Иегова, Ҫут тӗнче Пуҫлӑхӗ, хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене хаклать. Мӗн тери пысӑк чыс! Айтӑр Иегова ӗмӗрсем хушшинче хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене хакланине кӑтартакан темиҫе тӗслӗх пӑхса тухар. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисене эпир тӳрех аса илмӗпӗр те, анчах Иегова вӗсен ячӗсене Библире упраса хӑварнӑ. Вӗсем хушшинче Девора ятлӑ хӗрарӑм. Вӑл Исаакпа Иаковӑн ҫемйисемшӗн 125 ҫула яхӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ҫак чунтан парӑннӑ хӗрарӑм ҫинчен эпир питӗ сахал пӗлетпӗр пулин те, Иегова Библире ун ҫинчен пӗр вак-тӗвеке ҫырса хума хавхалантарнӑ — Деворӑна пытарнӑ вырӑна «хӳхлев юманӗ тесе ят хунӑ». Ҫакӑ Иегова тата Иаковпа унӑн ҫемйи Деворӑна питӗ хытӑ юратнине кӑтартса парать (Пулт. 24:59; 35:8). Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе ӗмӗр иртсен, Иегова Давид ятлӑ ҫамрӑк кӗтӳҫе Израиль патши пулма суйласа илнӗ (2 Пат. 22:1, 36). Иисус ҫуралсанах, Турӑ ангелсене кӗтӳҫсем патне янӑ. Ҫапла вӑл ҫав хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене Вифлеемра пулас Мессия ҫурални ҫинчен пӗлтернипе чыс тунӑ (Лука 2:8—11). Иосифпа Мария Иисуса храма илсе килсен, Иегова Симеонпа Аннӑна хӑйӗн Ывӑлне курма май панӑ. Ҫапла Турӑ ҫак хӑйӗн ватӑ ӗҫлекенӗсене питӗ хакланине кӑтартнӑ (Лука 2:25—30, 36—38). Чӑнах та, «Иегова — ҫӳлте, анчах вӑл хӑйне кӗҫӗне хуракана курса тӑрать».

16. Ашшӗнчен тӗслӗх илсе Иисус ыттисене хакланине мӗнле кӑтартнӑ?

16 Иисус хӑйӗн Ашшӗнчен тӗслӗх илет. Хӑйӗн Ашшӗ пекех, Иисус хӑйсене кӗҫӗне хуракан ҫынсене хакланӑ. Вӑл «вӗренмен, ахаль ҫынсене» Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑхсене вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 4:13; Матф. 11:25). Ҫавӑн пекех Иисус чирлисене те сыватнӑ. Сыватнӑ чухне вара вӑл вӗсем хӑйсене юратнине тата хисепленине туйччӑр тенӗ (Лука 5:13). Вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн апостолӗсен урисене ҫуса янӑ. Ҫак ӗҫе вара ялан тенӗ пекех тарҫӑсем тунӑ (Иоанн 13:5). Тӳпене каяс умӗн вӑл хӑйӗн пур вӗренекенне те, ҫав шутрах пире те, хакланине кӑтартнӑ. Вӑл хӑй хыҫҫӑн пыракансене чи кирлӗ ӗҫ шанса панӑ — ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулӑшма хушнӑ (Матф. 28:19, 20).

17. Эпир ыттисене юратнине тата хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

17 Иеговӑран эпир тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Эпир пур ҫынна та ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр. Ҫавна тунӑ чухне эпир вӗсем хӑш халӑхран, расӑран пулнине тата мӗнле пӗлӳ илнине пӑхса тӑмастпӑр. Ҫапла эпир вӗсене юратнине тата хисепленине кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене те юрататпӑр тата хисеплетпӗр. Эпир хӑш-пӗр ӗҫсене вӗсенчен лайӑхрах тӑватпӑр пулсан та е пухура пирӗн вӗсенчен нумайрах тивӗҫсем пулсан та, эпир пурпӗр вӗсене хамӑртан асла хуратпӑр (Флп. 2:3). Иегова эпир ыттисене хисеплес тӗлӗшрен хамӑр пӗрремӗш утӑм тунине курса питӗ савӑнать (Соф. 3:12; Рим 12:10).

Икӗ хӗрарӑм тӑван тӗрмере ларакан хӗрарӑмпа Библи вӗренеҫҫӗ.

Эпир тӗрлӗ йышши ҫынсене ырӑ хыпара пӗлтеретпӗр пулсан, хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илнине кӑтартатпӑр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)b


18. Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен мӗншӗн эпир Иеговӑран тӗслӗх илесшӗн?

18 Хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен эпир ҫӳлти Аттерен тӗслӗх илме тӑрӑшатпӑр пулсан, эпир ыттисене яланах итлеме хатӗр пулӑпӑр, хамӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑмӑпӑр тата тӳсӗмлӗрех пулса пырӑпӑр. Унсӑр пуҫне, эпир, Иегова пекех, ыттисене юратӑпӑр тата хисеплӗпӗр. Тата ҫакна та асра тытар: хамӑра кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен эпир Турӑран мӗн чухлӗ нумайрах вӗренсе пырӑпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах вӑл пире хаклӗ (Ис. 43:4).

ХАМӐРА КӖҪӖНЕ ХУНИ ПИРЕ . . .

  • ыттисене яланах итлеме мӗнле пулӑшать?

  • хамӑрӑнни ҫинче ҫеҫ тӑрасран сыхланма мӗнле пулӑшать?

  • тӳсӗмлӗ пулма мӗнле пулӑшать?

159-МӖШ ЮРӐ Иеговӑна мухтавлӑр

[Сноска]

a Псалом 138:6, ҪТ: «Иегова — ҫӳлте, анчах вӑл хӑйне кӗҫӗне хуракана курса тӑрать, мӑнкӑмӑллине вара вӑл пӗлесшӗн те мар».

b ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑвансем тӗрмере ларакан хӗрарӑмпа Библи вӗреннипе хӑйсене кӗҫӗне хурас тӗлӗшрен Иеговӑран тӗслӗх илнине кӑтартаҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр