48-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
129-МӖШ ЮРӐ Малалла та чӑтӑмлӑ пулар
Иов кӗнеке пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшать
«Чӑнах, Турӑ тӗрӗсмарлӑх тумасть» (ИОВ 34:12).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иов кӗнекерен эпир мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма панине тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах эпир ӑна мӗнле шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнине пӗлме пултаратпӑр.
1, 2. Мӗншӗн Иов кӗнекене вуласа тухмаллах?
СИРЕ Иов кӗнеке килӗшет-и? Ӑна 3 500 ҫула яхӑн каялла ҫырнӑ пулин те, ҫынсем нумайӑшӗ халӗ те ун пирки чи лайӑх кӗнекесенчен пӗри тесе шутлаҫҫӗ. Ҫынсем ҫак кӗнекен авторне мухтаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл ӑна ҫырнӑ чухне ӑнланмалла, хитре тата чӗрене пырса тивекен сӑмахсемпе усӑ курнӑ. Иов кӗнекене Моисей ҫырнӑ, анчах та унӑн чӑн-чӑн Авторӗ — Иегова Турӑ (2 Тим. 3:16).
2 Иов кӗнеке — Библири питӗ пӗлтерӗшлӗ кӗнеке. Мӗншӗн? Унта Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвассипе ҫыхӑннӑ питӗ кирлӗ ыйтӑва уҫса панӑ. Ҫавӑн пекех эпир ҫак кӗнекерен Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен — унӑн юратӑвӗ, ӑслӑлӑхӗ, тӗрӗслӗхӗ тата вӑйӗ ҫинчен — нумайрах пӗлетпӗр. Сӑмахран, Иов кӗнекере Иегова пирки Пурне те Тума Пултаракан Турӑ тесе нумай хутчен каланӑ. Унсӑр пуҫне, ҫак кӗнеке мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма панине ӑнлантарса парать тата ҫынсене хумхантаракан ытти ыйтусем ҫине хуравлать.
3. Иов кӗнеке пире мӗнле усӑ пама пултарать?
3 Иов кӗнекене вуланине ту ҫине хӑпарнипе танлаштарма пулать. Эпир ту тӑррине хӑпарсан, тавралӑха лайӑх куратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир Иов кӗнекене вуланӑ май Иегова пирӗн хӗн-асапсем ҫине мӗнле пӑхнине лайӑхрах ӑнланма пултаратпӑр. Айтӑр Иовпа мӗн пулса иртни Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнине тата пире халӗ мӗнле усӑ пама пултарнине пӗлер. Ҫавӑн пекех эпир ыттисене пулӑшас тесе ҫак кӗнекепе мӗнле усӑ курмаллине пӑхса тухӑпӑр.
ТУРӐ ИОВА ХӖН-АСАП ТӲСМЕ ИРӖК ПАРАТЬ
4. Египетра пурӑннӑ израильтянсенчен Иов мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ?
4 Израильтянсем Египетра чуралӑхра пулнӑ чухне Уц ҫӗрӗнче Иов ятлӑ ҫын пурӑннӑ. Уц ҫӗрӗ Пама пулнӑ ҫӗртен тухӑҫалла, Аравин ҫурҫӗр пайӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ пулас. Египет туррисене пуҫҫапма пуҫланӑ израильтянсемпе танлаштарсан, Иов Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ (Иис. Н. 24:14; Иез. 20:8). Турӑ Иов пирки ҫапла каланӑ: «Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук» (Иов 1:8)a. Иов питӗ пуян тата ятлӑ-сумлӑ ҫын пулнӑ — «вӑл Тухӑҫ ывӑлӗсем хушшинче пуринчен те чаплӑрах пулнӑ» (Иов 1:3). Ҫавӑн пек паллӑ та хисеплӗ ҫын Турра чунтан парӑнса пурӑннине курса Шуйттан питӗ тарӑхнӑ паллах.
5. Мӗншӗн Иегова Иова хӗн-асап тӳсме ирӗк панӑ? (Иов 1:20—22; 2:9, 10).
5 Шуйттан Иов йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахать тесе каланӑ (Иов 1:7—11; 2:2—5). Шуйттанӑн ҫак чӑрсӑр сӑмахӗсем питӗ кирлӗ ыйтусемпе ҫыхӑннӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа та Иегова, Иова хытӑ юратнӑ пулин те, Шуйттана хӑй тӗрӗс пулнипе пулманнине ҫирӗплетсе пама ирӗк панӑ (Иов 1:12—19; 2:6—8). Шуйттан Иовӑн кӗтӗвӗсене туртса илнӗ, унӑн вунӑ ачине вӗлернӗ, Иова хӑйне хаяр чирпе чирлеттерсе ӳкернӗ. Ҫав чир Иова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех сырса илнӗ пулнӑ. Шуйттан Иова нумай хӗн-асап кӑтартнӑ пулин те, ҫав-ҫавах вӑл ӑна Турӑран пӑрса яма пултарайман. (Иов 1:20—22; 2:9, 10 вуласа парӑр.) Пӗр вӑхӑт иртсен, Иегова Иова сыватнӑ, ӑна пуянлӑх тата вунӑ ача панӑ. Унсӑр пуҫне, ҫынсем Иова каллех хисеплеме пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ Иовӑн пурнӑҫне тӗлӗнмелле майпа тата 140 ҫула тӑснӑ, вара вӑл хӑйӗн ӑрӑвне тӑватӑ сыпӑк таранах курма пултарнӑ (Иов 42:10—13, 16). Ҫак истори Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ, тата ҫак историрен эпир хальхи вӑхӑтра мӗнле усӑ илме пултаратпӑр?
6. Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине пӗлни израильтянсене мӗне вӗрентме пултарнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
6 Ҫак истори Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ? Израильтянсен Египетра пурнӑҫ ҫӑмӑл пулман. Сӑмахран, Иисус Навинпа Халев ҫамрӑклӑх ҫулӗсенче чурасем пулнӑ. Унтан вӗсен — хӑйсен айӑпӗшӗн мар, ытти израильтянсем Иеговӑна итлеменшӗн — 40 ҫул хушши пушхирте пурӑнма тивнӗ. Египетран тухнӑ израильтянсем Иовпа мӗн пулса иртнине пӗлнӗ пулсан, ҫакӑ вӗсене ҫынсем ҫине Турӑ мар, Шуйттан хӗн-асап ярса тӑнине ӑнланма пулӑшнӑ пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем Иегова мӗншӗн хӗн-асапа пулма панине тата вӑл хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене туллин пилленине лайӑхрах ӑнланнӑ пулӗччӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем хӑйсен пулас ӑрӑвне те каласа пама пултарнӑ.
Израильтянсем нумай ҫул хушши Египетра чурасем пулнӑ. Каярахпа вӗсене Иовпа мӗн пулса иртнине пӗлни питӗ хавхалантарнӑ пулас (6-мӗш абзаца пӑхӑр)
7, 8. Иов кӗнеке хӗн куракансене хальхи вӑхӑтра мӗнле пулӑшать? Тӗслӗх илсе парӑр.
7 Эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Нумайӑшӗ лайӑх ҫынсем мӗншӗн асапланнине ӑнланма пултарайманран Турра ӗненме пӑрахаҫҫӗ. Руандӑра пурӑнакан Хе́йзелb ятлӑ хӗрарӑмпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Ача чухне вӑл Турра ӗненнӗ, анчах каярахпа унпа нумай япӑх ӗҫ пулса иртнӗ. Унӑн ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ. Амӑшӗн иккӗмӗш упӑшки вара хӑйне Хейзелпа хаяррӑн тытнӑ. Яш ҫулӗсенче ӑна ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнӗ. Хейзел хӑйӗн тӗнӗнче йӑпату илесшӗн пулнӑ, анчах та унта вӑл нимле йӑпату та тупайман. Ҫавӑнпа вӑл Турӑ патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: «Эпӗ сана кӗлтурӑм, тӗрӗссине тума тӑрӑшрӑм, анчах та эсӗ мана ырӑ тунӑшӑн усалпа тавӑрса патӑн. Эпӗ сана урӑх пуҫҫапмӑп. Халӗ вара хамшӑн ҫеҫ пурӑнма пуҫлӑп». Хейзел пекех, ҫынсем нумайӑшӗ, Турӑ ҫинчен тӗрӗссине пӗлменрен, хӑйсем куракан хӗн-асапшӑн Турра айӑплаҫҫӗ — ҫакӑ питӗ хурлантарать!
8 Иов кӗнекерен эпир хӗн-асапсем Турӑран мар, Шуйттанран пулнине пӗлтӗмӗр. Эпир ҫакна та ӑнлантӑмӑр: ҫынсем асапланнӑ чухне вӗсем ҫавӑншӑн хӑйсем айӑплӑ тесе шутламалла мар пирӗн. Библире япӑххи кирек кампа та, кирек ӑҫта та пулса иртме пултарать тенӗ (Еккл. 9:11; Иов 4:1, 8). Тата эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑратпӑр пулсан, эпир Турра Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе пама май паратпӑр. Ҫакӑ Туррӑн ырӑ ятне хӳтӗлеме пулӑшать (Иов 2:3; Ытар. 27:11). Иегова пире мӗншӗн лайӑх ҫынсем асапланнине ӑнланма пулӑшнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Каярахпа Хейзел Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ та хӑйӗн хӗн-асапӗ Турӑран пулманнине ӑнланса илнӗ. Вӑл ҫапла каласа панӑ: «Эпӗ каллех Турра кӗлтурӑм. Эпӗ ӑна хам мӗн туйнине уҫса патӑм та ҫапла каларӑм: „Эпӗ Турра урӑх пуҫҫапмӑп тесе ҫырнӑ чухне сан пирки каламан. Вӗт эпӗ ун чухне сана пачах та пӗлмен“. Халӗ эпӗ Иегова хама юратнине пӗлетӗп. Ҫавӑнпа эпӗ чӑннипех те телейлӗ». Айтӑр халӗ Иов ҫинчен каласа пани пире йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.
ИОВПА МӖН ПУЛСА ИРТНИ ПИРЕ ЧӐТӐМЛӐ ПУЛМА МӖНЛЕ ПУЛӐШАТЬ?
9. Иов асапланнӑ чухне мӗн тунӑ? (Иаков 5:11).
9 Иов мӗнле асапланнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Вӑл кӗл ҫинче ларать. Унӑн чиртен хуралса ларнӑ тата кӗсен-ҫӑпанлӑ ӳчӗ висленет. Халтан кайнӑ Иовӑн хӑйӗн юхан-суранлӑ кӗлеткине чӳлмек катӑкӗпе хырмалли ҫеҫ юлать. Питӗ хытӑ ыратнӑран унӑн чунӗ тӑвӑлса ҫитнӗ. Пӗрре пӑхсан, Иова ним лайӑххи те кӗтмест пек. Анчах та вӑл хӑйӗнпе мӗн пулассине кӗтсе ларас вырӑнне чи кирлине тунӑ — Иеговӑна шанчӑклӑ пулнӑ тата ӑна шанса тӑнӑ. (Иаков 5:11 вуласа парӑр.) Иова чӑтӑмлӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?
10. Иовӑн хӑйӗнпе Иегова хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулни ӑҫтан курӑнать?
10 Иов хӑй мӗн туйнине Иеговӑна ним пытармасӑр каласа панӑ (Иов 10:1, 2; 16:20). Сӑмахран, 3-мӗш сыпӑкра Иов хӑйӗн ҫине йӑтӑнса аннӑ инкексене пула хӑй мӗнле хурланни ҫинчен каланӑ. Вӑл ҫав йывӑрлӑхсемшӗн Иегова айӑплӑ тесе шутланӑ. Унтан Иовӑн виҫӗ тусӗ Турӑ ӑна ҫылӑхӗсемшӗн наказани парать тесе каланӑ. Анчах та вӑл ҫавӑн пек айӑпланине сирсе янӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пирки тӳрӗ ҫын тесе шутланӑ. Иов каланӑ хӑш-пӗр сӑмахсенчен вӑл хутран-ситрен хӑйне Турӑран тӳрӗрех тесе шутлани курӑнать (Иов 10:1—3; 32:1, 2; 35:1, 2). Ҫав-ҫавах Иов хӑйне тӳрре кӑларас тесе хӑш-пӗр чухне манӑн ӑссӑр сӑмахсем каласси те пулкаланӑ тенӗ (Иов 6:3, 26). 31-мӗш сыпӑкра эпир Иов хӑйне Турӑ хуравласса тата тӳрре кӑларасса кӗтни ҫинчен вулатпӑр (Иов 31:35). Анчах та Иов Турӑран хӑй мӗншӗн асапланнине ӑнлантарса пама ыйтнипе тӗрӗс мар тунӑ паллах.
11. Иов хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшни ҫине Иегова мӗнле пӑхнӑ?
11 Эпир Иовпа мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа унӑн хурлӑхпа тулнӑ чӗринчен тухакан сӑмахсенче вӑл Иеговӑна чунтан парӑнни тата хӑйне Турӑ тӗрӗс суд тӑвассине шанни палӑрса тӑнине эпир ӑнланатпӑр. Пӗр вӑхӑт иртсен, Иегова Иова хуравланӑ, анчах вӑл хӑйӗн ӗҫлекенне мӗншӗн асапланнине тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнлантарса паман. Турӑ Иова ӳпкелешнӗшӗн айӑпламан тата вӑл хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшнине аса илтермен. Ун вырӑнне Иегова, лайӑх атте пек, Иова ыррӑн ӑса вӗрентнӗ. Ҫакӑ Иова пулӑшмалли чи лайӑх май пулнӑ. Ҫавна пула Иов хӑйне кӗҫӗне хунӑ та хӑй питӗ сахал пӗлнине ӑнланса илнӗ тата шухӑшламасӑр каланӑ сӑмахӗсемшӗн ӳкӗннӗ (Иов 31:6; 39:34, 35; 42:1—6). Ҫак истори Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ тата пире хальхи вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултарать?
12. Иовпа мӗн пулса иртнинчен израильтянсем мӗне вӗренме пултарнӑ?
12 Ҫак истори Иеговӑн авалхи ӗҫлекенӗсене мӗне вӗрентме пултарнӑ? Израильтянсем Иовпа мӗн пулса иртнинчен ӑса вӗренме пултарнӑ. Моисейӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Моисей Израиль халӑхне ертсе пыма пуҫласан, вӑл нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ: израильтянсем нумай хутчен Иеговӑна итлемен тата Моисея хурлантарнӑ. Ҫавӑнпа Моисея чӑтӑмлӑх кирлӗ пулнӑ. Израильтянсем хӑйсене йывӑр килнӗ чухне час-часах Иеговӑна хирӗҫ ӳпкелешнӗ. Анчах Моисей йывӑр вӑхӑтра кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ (Тух. 16:6—8; Йыш. 11:10—14; 14:1—4, 11; 16:41, 49; 17:5). Моисея хӑйне Турӑ тӳрлетнӗ чухне те чӑтӑмлӑх кирлӗ пулнӑ. Сӑмахран, израильтянсем Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн кӑшт маларах, Моисей вӗсем ҫине ҫилленнӗ те «чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫылӑха кӗнӗ» тата Иеговӑна тивӗҫлипе мухтаман (Пс. 105:32, 33). Ҫавӑнпа Турӑ ӑна Пама пулнӑ ҫӗре кӗме ирӗк паман (Сак. аст. 32:50—52). Ҫакӑ Моисея питӗ хурлантарнӑ паллах, анчах вӑл хӑйне кӗҫӗне хунӑ та хӑйне Иегова ӑса вӗрентнине йышӑннӑ. Иовпа мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пани Моисей хыҫҫӑн пурӑннӑ шанчӑклӑ израильтянсене те пулӑшма пултарнӑ. Иов ҫинчен шухӑшланӑ май вӗсем хӑйсен туйӑмӗсене Иеговӑна уҫса пама вӗреннӗ пулӗччӗҫ. Тата вӗсене ҫак истори хӑйсене Турӑран тӳрӗрех тесе шутлассинчен сыхланма пулӑшнӑ пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем ҫак историрен хӑйсене кӗҫӗне хума тата Иегова тӳрлетнине йышӑнма вӗреннӗ пулӗччӗҫ.
13. Иовпа мӗн пулса иртни пире чӑтӑмлӑ пулма мӗнле пулӑшать? (Еврейсем 10:36).
13 Эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Эпир йывӑр вӑхӑтра пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа пире те чӑтӑмлӑх кирлӗ. (Еврейсем 10:36 вуласа парӑр.) Тен, эпир йывӑр чирпе чирлетпӗр, эмоцисемпе ҫыхӑннӑ чирсенчен асапланатпӑр, ҫемьере пирӗн йывӑрлӑхсем пур, пирӗн ҫывӑх ҫын вилнӗ, тата ытти те. Хӑш-пӗр чухне вара, пире йывӑр килнӗ чухне, ыттисен сӑмахӗсем е ӗҫӗсем пирӗн пурнӑҫа тата ытларах йывӑрлатса яма пултараҫҫӗ (Ытар. 12:18). Анчах та Иов кӗнекерен эпир ҫакна пӗлтӗмӗр: эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине Иеговӑна ним пытармасӑр тата вӑл пире итлесси пирки пӗр иккӗленмесӗр каласа пама пултаратпӑр (1 Иоанн 5:14). Хамӑр туйӑмсене уҫса панӑ чухне эпир, Иов пекех, хӑш-пӗр чухне ӑссӑрла сӑмахсем каласан та, вӑл пире ҫавӑншӑн айӑпламӗ. Ун вырӑнне вӑл пире чӑтӑмлӑ пулма пулӑшас тесе вӑйпа ӑслӑлӑх парӗ (2 Ҫул. 16:9; Иак. 1:5). Кирлӗ пулсан, вӑл пире Иова тӳрлетнӗ пекех тӳрлетӗ. Турӑ пире хӑйӗн Сӑмахӗ, хӑйӗн организацийӗ е пирӗн туссем урлӑ канаш пама пултарать (Евр. 12:5—7). Ҫавӑн пек чухне те пире чӑтӑмлӑх кирлӗ пулать. Иов хӑй тӗрӗс мар пулнине хӑйне кӗҫӗне хурса йышӑннӑ, ҫакӑ вара ӑна нумай усӑ панӑ. Пирӗн те ҫавӑн пекех тумалла (2 Кор. 13:11). Ҫапла, Иов кӗнеке пире нумай мӗне вӗрентме пултарать. Халӗ вара ыттисене пулӑшас тесе эпир ҫак кӗнекепе мӗнле усӑ курма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхар.
ЫТТИСЕНЕ ПУЛӐШАС ТЕСЕ ИОВ КӖНЕКЕПЕ УСӐ КУРӐР
14. Сӑваплӑ ӗҫре эпир ҫынсене мӗншӗн хӗн-асап нумай пулнине ӑнлантарса парас тесе мӗн-мӗн калама пултаратпӑр?
14 Эсир сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне сирӗнтен кам та пулин мӗншӗн тӗнчере хӗн-асап ҫав тери нумай тесе ыйтнӑ-и? Эсир ҫак ыйту ҫине мӗнле хуравларӑр? Тен, эсир Эдем пахчинче мӗн пулса иртнине Библи тӑрӑх ӑнлантарса патӑр. Чи малтан эсир усал ангел, Шуйттан, Адампа Евӑна улталанӑ та вӗсене Турра хирӗҫ кайма хӗтӗртнӗ тесе каларӑр (Пулт. 3:1—6). Унтан эсир Адампа Ева Турра хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленине пула ҫынсем асапланма тата вилме пуҫланӑ тесе ӑнлантарса патӑр (Рим 5:12). Юлашкинчен эсир Турӑ мӗншӗн хӗн-асапа чылай вӑхӑт хушши пулма панине каласа патӑр — Шуйттанӑн суйине тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесе тата пуласлӑхра хӗн-асаппа вилӗм пӗтесси ҫинчен калакан ырӑ хыпара ҫынсем илтме пултарччӑр тесе Турӑ ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрнӑ тесе пӗлтертӗр (Ӳлӗм. 21:3, 4). Ҫакӑн пек ӑнлантарса пани, паллах ӗнтӗ, тӗрӗс. Ҫакӑ нумайӑшне мӗншӗн лайӑх ҫынсем асапланнине ӑнланма пулӑшать.
15. Кама та пулин мӗншӗн ҫынсем асапланнине ӑнлантарса парас тесе эпир Иов кӗнекепе мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
15 Эпир ҫынсем мӗншӗн асапланнине Иов кӗнеке тӑрӑх та ӑнлантарса пама пултаратпӑр. Чи малтан ҫынна ҫавӑн пек тарӑн пӗлтерӗшлӗ ыйту панӑшӑн мухтаса илӗр. Унтан эсир Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫленӗ Иов та ҫавӑн пек ыйту панӑ тесе калама пултаратӑр. Ҫав ҫын ҫине нумай инкек йӑтӑнса аннӑ пулнӑ, вӑл вара вӗсене Турӑ янӑ тесе те шутланӑ (Иов 7:17—21). Сирӗнпе калаҫакан ҫынна эпир мӗншӗн асапланнине ҫынсем тахҫанах пӗлесшӗн пулни тӗлӗнтерӗ те тен. Унтан эсир Иов ҫине Турӑ мар, Шуйттан хӗн-асап янӑ тесе ӑнлантарса пама пултаратӑр. Ҫак усал ангел каланӑ тӑрӑх, ҫынсем Турӑшӑн унран мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ иккен. Унсӑр пуҫне, ҫапла та калама пулать: Турӑ Иов ҫине хӗн-асапсем яман пулин те, вӑл вӗсене пулма панӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иова шаннӑ. Иегова хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлакан тата Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе паракан ҫынсем яланах пуласса пӗлнӗ. Юлашкинчен эсир ҫынна Иегова Иова чӑтӑмлӑ пулнӑшӑн пилленӗ тесе ӑнлантарса пама пултаратӑр. Ҫапла эпир ҫынсене хӗн-асапсем Иеговӑран мар тесе шантарнипе вӗсене йӑпатма пултаратпӑр.
Ҫынсене «Турӑ тӗрӗсмарлӑх тумасть» тесе шантармашкӑн эпир Иов кӗнекепе мӗнле усӑ курма пултаратпӑр? (15-мӗш абзаца пӑхӑр)
16. Иов кӗнеке хӗн-асап куракан ҫынна мӗнле пулӑшма пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
16 Иов кӗнеке Ма́рио ятлӑ арҫынна мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Пӗррехинче, 2021 ҫулта, хӗрарӑм тӑван телефонпа ырӑ хыпар сарнӑ. Вӑл Мариона Библирен сӑвӑ йӗрки вуласа панӑ та Турӑ пирӗн кӗлӗсене итлет кӑна мар, вӑл пире валли чаплӑ пурнӑҫ та туса парасшӑн тесе ӑнлантарса панӑ. Унтан хӗрарӑм тӑван Мариоран эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр тесе ыйтнӑ. Марио хӑй ҫине ал хурасшӑн пулни ҫинчен тата ҫакна тӑвас умӗн вӑл тӑван-хурӑнташӗсем патне ҫыру ҫырни ҫинчен каласа панӑ. Марио ҫапла каланӑ: «Эпӗ Турра ӗненетӗп, анчах та ҫак ирхине эпӗ ӑна пачах та кирлӗ мар пек туйӑнчӗ мана». Хӗрарӑм тӑван Марио патне иккӗмӗш хут шӑнкӑравласан, вӑл ӑна Иов мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулни ҫинчен каласа панӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Марио Иов кӗнекене пӗтӗмпех вуласа тухасшӑн пулнӑ, вара хӗрарӑм тӑван «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫарӑвӑн ссылкине ун патне ярса панӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? Марио Библи вӗренме килӗшнӗ тата хӑйне юратакан тата хӑйӗншӗн тӑрӑшакан Турӑ ҫинчен нумайрах пӗлме хавас пулнӑ.
17. Мӗншӗн эсир Иеговӑна вӑл Иов кӗнекене хӑйӗн Сӑмахне кӗртнӗшӗн пархатарлӑ? (Иов 34:12).
17 Турӑ Сӑмахӗн пысӑк хӑват пур — вӑл пирӗн пурнӑҫа улӑштарма тата хӗн куракансене йӑпатма пултарать (Евр. 4:12). Иегова Иов ҫинчен калакан историе хӑйӗн Сӑмахне кӗртсе хума хавхалантарнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! (Иов 19:23, 24). Иов кӗнеке пире «Турӑ тӗрӗсмарлӑх тумасть» тесе шантарать. (Иов 34:12 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех ҫак кӗнеке мӗншӗн Турӑ хӗн-асапа пулма панине тата эпир вӗсене мӗнле чӑтса ирттерме пултарнине ӑнлантарса парать. Унсӑр пуҫне, эпир ҫак кӗнекепе усӑ курса хӗн куракансене йӑпатма пултаратпӑр. Тепӗр статьяра эпир Иов кӗнекери шухӑшсем пире ыттисене ҫирӗплетме, хавхалантарма тата ӑса вӗрентме мӗнле пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр.
156-МӖШ ЮРӐ Ӗненнӗрен
a Иов шанчӑклӑ Иосиф вилнӗ хыҫҫӑн пуҫланнӑ (п. эрӑч. 1657 ҫ.) тата Турӑ Моисея Израилӗн ертӳҫи пулма суйласа лартнипе (п. эрӑч. 1514 ҫ. патнелле) вӗҫленнӗ тапхӑрта пурӑннӑ пулмалла. Шӑп ҫав вӑхӑтра пулас, Иегова Шуйттанпа калаҫнӑ, тата Иов йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ.
b Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.