2026 ҪУЛХИ МАЙӐН 11—17
7-МӖШ ЮРӐ Иегова — пирӗн вӑй-хӑват
Ҫут тӗнче Пуҫлӑхне шанӑр
«Иегова... пӗр эсӗ анчах пӗтӗм ҫӗре тытса тӑракан Ҫӳлти Турӑ» (ПС. 83:18, ҪТ).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Ҫак статья пире Иеговӑна, Ҫут тӗнче Пуҫлӑхне, хытӑрах шанма вӗрентӗ тата Турӑ пире хальхи тата пуласлӑхра пулма пултаракан йывӑрлӑхсенче пулӑшасси пирки шантарӗ.
1. Иов мӗнле инкексемпе тӗл пулнӑ?
ИОВ, Туррӑн авалхи ӗҫлекенӗ, нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Ун ҫине пӗр инкек хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса аннӑ. Унӑн пур ачи те вилнӗ. Унӑн хӑш-пӗр выльӑхне вӗлернӗ, теприсене вӑрласа кайнӑ. Ҫавӑн пекех унӑн тарҫисенчен нумайӑшне вӗлернӗ. Унтан Иов йывӑр чирпе чирлесе ӳкнӗ. Ҫав инкексем хыҫҫӑн нумайӑшӗ ӑна хисеплеме пӑрахнӑ. Унӑн тусӗсем теекенсем вара ун пирки темтепӗр каласа пӗтерсе унӑн чунне ыраттарнӑ. Хуйха ӳкнӗрен, унӑн юратнӑ арӑмӗ те ӑна: «Турра хурла та вилсе вырт пӗрех хут», — тенӗ (Иов 2:9; 15:4, 5; 19:1—3). Ҫак инкексене пула Иов чӑн Турра шанма пӑрахма тата Иегова хӑйне юратакансене тата хӑйӗншӗн ӗҫлекенсене хӳтӗлесси пирки иккӗленме пуҫлама пултарнӑ.
2, 3. Эпир мӗн пирки иккӗленме пуҫлама пултаратпӑр, тата Иов кӗнекерен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?
2 Эпир «питӗ йывӑр вӑхӑтсенче» пурӑнатпӑр (2 Тим. 3:1). Ҫавӑнпа пирӗн те, Иовӑн пекех, питӗ пысӑк йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ. Пӗр инкек хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса ансан, эпир хытӑ кулянма тата урӑх чӑтма пултараймастпӑр тесе шутлама пултаратпӑр. Йывӑрлӑхсене пула хӑш-пӗрисем хӑйсемшӗн Иегова тӑрӑшасси пирки иккӗленме те пуҫланӑ.
3 Сирӗн те ҫавӑн пекрех туйӑмсем пур пулсан, алла ан усӑр. Иегова хӑйне шанчӑклисене ҫӑлнине Иов хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Эпир те хамӑрӑн ҫӳлти Аттене ҫавӑн пек шанма вӗренме пултаратпӑр. Ҫак тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшӗ? Айтӑр Иов кӗнекене уҫар та икӗ тӗп шухӑша палӑртар: 1) эпир Иеговӑна яланах шанма пултаратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл Ҫут тӗнче Пуҫлӑхӗ; 2) пирӗн Пурне те Тума Пултаракан Турӑ хӑйӗн тӗллевне пурнӑҫлас тесе тата хӑйӗн халӑхне тӳрленми сиенрен хӳтӗлес тесе тӗнчери ӗҫсене хӑйне кирлӗ пек йӗркелеме пултарать.
ШУЙТТАН ИЕГОВӐПА АНГЕЛСЕМ УМНЕ ТӐНӐ
4. Иов кӗнекере асӑннӑ тӳпери тӗлпулура кам-кам пулнӑ?
4 Иов 1:6-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Пӗр кунхине Турӑ ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умне пухӑннӑ; вӗсемпе пӗрле шуйттан та пынӑ». «Шуйттан» текен ят Библире пӗрремӗш хут ҫакӑнта тӗл пулать. Ҫак ят «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле Шуйттан Туррӑн шанчӑклӑ ывӑлӗ пулма пӑрахнӑ ӗнтӗ. Вӑл Иеговӑн тата шанчӑклӑ ангелсемпе ҫынсен тӑшманӗ пулса тӑнӑ. Тӗрӗссипе каласан, Иегова Пултарни 3:15-мӗшӗнчи сӑмахсене каланӑ чухне Шуйттан «хӗрарӑмӑн» — Туррӑн тӳпери ҫемйин — пайӗ пулма пӑрахнине уҫҫӑн кӑтартнӑ.
5. Тӳпери тӗлпулура Иегова тата Шуйттан мӗн каланинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр?
5 Иегова ҫав тӳпери тӗлпулура мӗн пулса иртнине пире пӗлтересшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫавна Библире ҫырса хума хавхалантарнӑ. Ҫав тӗлпулура мӗн пулса иртнинчен эпир мӗн пӗлме пултаратпӑр? Шуйттанӑн сӑмахӗсем вӑл сӗмсӗр элекҫӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ (Иов 1:9; Ӳлӗмхи 12:10 танлаштарӑр). Унсӑр пуҫне, тӳпери ҫав тӗлпулура мӗн пулса иртни пире Иегова хӑйӗн виҫесӗр влаҫӗпе яланах тӗрӗс усӑ курать тесе шантарать. Ҫавӑн пекех эпир Иегова, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ пулнӑ май, ыттисен мӗн тума юранипе юраманнине палӑртса хума пултарнине пӗлетпӗр.
ИЕГОВА ЫТТИСЕН МӖН ТУМА ЮРАНИПЕ ЮРАМАННИНЕ ПАЛӐРТСА ХУРАТЬ
6. Иегова тӳпери тӗлпулура мӗн пулассине хӑй йӗркелесе тӑнине мӗнле кӑтартнӑ? (Иов 1:7, 8).
6 Иов 1:7, 8 вуласа парӑр. Иегова ҫав тӗлпулура мӗн пулассине хӑй йӗркелесе тӑнӑ. Вӑл Шуйттанран: «Эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и?» — тесе ыйтнӑ. Шуйттан шанчӑклӑ Иов ҫине тапӑнасшӑн пулнине Иегова пӗлнӗ. Айтӑр Иегова Иова пулӑшас тесе хӑйӗн влаҫӗпе мӗнле усӑ курнине пӑхар.
7. Иов 1:10, 11 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Шуйттан Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫинчен мӗн каланӑ?
7 Иов 1:10, 11 вуласа парӑр. Иегова — пурне те тума пултаракан Ҫут тӗнче Пуҫлӑхӗ. Вӑл хӑйӗн влаҫӗпе тата хӑвачӗпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курать (Иер. 32:17; Дан. 4:32). Анчах Шуйттан Турӑ хӑйӗн влаҫӗпе тӗрӗс мар усӑ курать тесе каланӑ. Тӗрӗссипе каласан, Шуйттан Турӑ пирки вӑл Иова тата ытти ҫынсене хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе вӗсене ыррине нумай парса тӑрать тенӗ. Ҫавӑн пекех Шуйттан ҫынсем Турӑран мӗн те пулин илессишӗн ҫеҫ уншӑн ӗҫлеҫҫӗ тесе тӗксе каланӑ. Иегова вара мӗн тӑвас тенӗ?
8, 9. Иегова Шуйттан валли мӗнле чикӗсем палӑртса хунӑ тата мӗншӗн? (Иов 1:12). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
8 Иов 1:12 вуласа парӑр. Иегова Шуйттана хӑйӗн сӑмахӗсем тӗрӗс пулнипе пулманнине ҫирӗплетсе пама май панӑ, ҫав вӑхӑтрах ун валли чикӗсем те палӑртса хунӑ. Турӑ Шуйттана тӳррӗн ҫапла каланӑ: «Анчах эсӗ хӑйне [Иова] ан тив». Иегова ҫак сӑмахсене каланипе Шуйттанӑн мӗн тума юранипе мӗн тума юраманнине кӑтартнӑ. Унӑн сӑмахӗсене ҫав тӗлпулура пулнисем пурте илтнӗ. Шуйттанӑн палӑртса хунӑ чикӗрен тухма юраман. Ҫавӑнпа вӑл хӑйне мӗн тума ирӗк панине ҫеҫ тума пултарнӑ, хальхи вӑхӑтра та нимӗн те улшӑнман. Ҫапла Иегова хӑйӗн влаҫӗпе тата хӑвачӗпе Иова тата хӑйӗн ырӑ ятне хӳтӗлес тесе усӑ курнӑ.
9 Шуйттан Иов ҫине пӗрремӗш хут тапӑнни ӑнӑҫлӑ пулман. Иов хӑйӗн ҫулти Ашшӗне шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (Иов 1:22). Анчах та Шуйттан ҫакӑнпа ҫырлахасшӑн пулман.
Иегова Шуйттана ангелсем умӗнче айӑплакан сӑмахсем калама ирӗк панӑ (8, 9 абзацсене пӑхӑр)
10. Мӗншӗн Иегова Шуйттана каллех Иов ҫине тапӑнма ирӗк панӑ? (Иов 2:2—6).
10 Иов 2:2—6 вуласа парӑр. Ку хутӗнче Шуйттан Иов ҫине тата хаяртарах тапӑнма пуҫланӑ. Шуйттан Иов хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлас тесе Турра ылханӗ тесе каланӑ. Иегова ҫак ыйтӑва татса парас тесе Шуйттана Иова чирлеттерсе ӳкерме ирӗк панӑ. Ку хутӗнче те Турӑ: «Анчах эсӗ унӑн чунне ан тив», — тесе чикӗсем палӑртса хунӑ. Шуйттанӑн пӑхӑнма тивнӗ. Иегова каллех хӑй чи хӑватлӑ Пуҫлӑх пулнине кӑтартса панӑ, мӗншӗн тесен Шуйттан вӑл палӑртса хунӑ чикӗрен тухма пултарайман.
ИЕГОВА ИОВӐН ХӖН-АСАПНЕ ПӖТЕРНӖ
11. Иегова Иовӑн хӗн-асапне пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна мӗнле пилленӗ? (Иов 42:10—13).
11 Иов 42:10—13 вуласа парӑр. Иов кирек мӗнле лару-тӑрура та Турра шанчӑклӑ тӑрса юлассине ҫирӗплетсе парсан, Иегова Шуйттана тек Иов ҫине тапӑнма ирӗк паман. Турӑ Иовӑн хӗн-асапне пӗтернӗ. Каллех Шуйттан нимӗн те тума пултарайман: вӑл Туррӑн йышӑнӑвне хирӗҫ кайма пултарайман, тата ӑна Туррӑн ҫак хаклӑ ӗҫлекенӗ ҫине тӳррӗн тапӑнма тек ирӗк паман.
12. Иегова хӑйӗн ҫӑлма пултаракан вӑйӗ ҫине шанакан хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем валли мӗн туни ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе парӑр.
12 Ҫак юлашки кунсенче нумайӑшӗ Иеговӑн хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑлма вӑй пуррине хӑйсем курнӑ. Сӑмахран, 1945 ҫулта Германири концлагерьте ларакан 230 Иегова Свидетельне вӗлерес тесе вӑрӑм та хӑрушӑ ҫула илсе тухнӑ. Анчах Свидетельсем пурте чӗрӗ юлнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем резолюци ҫырнӑ, унта ҫакӑн пек сӑмахсем пулнӑ: «Пысӑк йывӑрлӑхсен вӑрӑм тапхӑрӗ вӗҫленчӗ, пирӗнтен вара, сӑнарлӑ каласан, ҫунакан кӑмакаран туртса кӑларнӑскерсенчен, ҫунӑк шӑрши те кӗмест. [...] Пачах урӑхла, эпир Иеговӑн вӑйӗпе тулнӑ...» Малалла ҫапла каланӑ пулнӑ: «Пирӗн пӗр ӗмӗт ҫеҫ пур... эпир арӑслан шӑтӑкӗнче пулнӑ [хыҫҫӑн]... пире ӗмӗр-ӗмӗрӗпех... Иеговӑшӑн ӗҫлеме май паччӑр ҫеҫ. Ҫакӑ пирӗншӗн чи пысӑк награда пулнӑ пулӗччӗ». (Даниил 3:94; 6:22 танлаштарӑр.)
13. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне эпир мӗне шанма пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
13 Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑра арӑслансем патне шӑтӑка пӑрахнӑ пек туйма пултаратпӑр (1 Пётр 5:8—10). Эпир халтан кайма тата хамӑрӑн йывӑрлӑхсем нихӑҫан пӗтмеҫҫӗ тесе шутлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пек самантсенче пире Иовпа мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшлани пулӑшма пултарать. Эпир Туррӑн пирӗн хӗн-асапа пӗтерме вӑй пуррине пӗтӗмпех шанма пултаратпӑр. Ҫавна вӑл халӗ е ҫӗнӗ тӗнчере тӑвӗ. Иегова ҫак усал тӗнчене хӑй палӑртса хунӑ вӑхӑтран пӗр кун та ытларах пулма памӗ.
Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен хӗн-асапне пӗтерӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр)
ИЕГОВА ХӐЙӖН ШАНЧӐКЛӐ ӖҪЛЕКЕНӖСЕНЕ ЮРАТАТЬ
14, 15. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем валли мӗн туса парасшӑн тата мӗншӗн? (Иов 14:15). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
14 Иов 14:15 вуласа парӑр. Пирӗн ҫӳлти Атте хӑйне чунтан парӑннисене чунтан парӑннӑ. Вӑл вӗсене питӗ хаклать, ҫавӑнпа та вӗсем вилсен, вӑл вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ. Турӑ вилӗм кӳрекен пур хуйха та пӗтерӗ (Ис. 65:17).
15 Иовӑн хӗн-асапӗ пӗтнӗ пулсан та, вӑл унчченхи пекех Шуйттанӑн тӗнчинче пурӑннӑ. Анчах та Библирен эпир Иегова ӑна сыватни ҫинчен тата унчченхинчен те ытларах пиллӗхсем пани ҫинчен пӗлетпӗр. Пуласлӑхра вара Иегова Иов валли тата нумайрах ырӑлӑх тӑвӗ. Турӑ хӑйне чунтан парӑннӑ ӗҫлекенӗсене телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑнтарасшӑн пулнине кӑтартнӑ. Вӑл хӑйне шанчӑклӑ ҫынсене пурне те ҫӗр ҫинчи райра пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма май парӗ (Ӳлӗм. 21:3, 4). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем валли ҫакӑн пек пурнӑҫ туса парасшӑн. Ҫакна тума вара ӑна никам та чарма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл — Ҫут тӗнче Пуҫлӑхӗ. Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне ҫак шухӑш питӗ йӑпатать.
Иов йывӑрлӑхсенче шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ, Иегова вара ӑна тата унӑн арӑмне туллин пилленӗ (14, 15 абзацсене пӑхӑр)
16. Иеговӑна, Ҫут тӗнче Пуҫлӑхне, шанма пирӗн тата мӗнле сӑлтав пур?
16 Вӑрӑм ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн Иов вилнӗ. Анчах Иеговӑн вилнисене чӗртсе тӑратма хӑват пур, мӗншӗн тесен вӑл — Ҫут тӗнче Пуҫлӑхӗ тата Пурне те Тума Пултаракан Турӑ (Сак. аст. 32:39). Иегова кама юратать, ҫавсене вилӗмрен чӗртсе тӑратма вӑхӑт палӑртса хунӑ. Ҫакна тума вара ӑна никам та чӑрмантарма пултараймасть (Рим 8:38, 39).
ИЕГОВӐНА ПӖТӖМПЕХ ШАНӐР
17. Шуйттан Иеговӑн халӑхне пӗтерме пултарайманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
17 Иов кӗнекерен эпир Иеговӑна пӗтӗмпех шанма пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пуррине пӗлтӗмӗр. Шуйттана Туррӑн халӑхне пӗтерме ирӗк паманшӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн тӑхӑр миллиона яхӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗ Чи Аслӑ Пуҫлӑхӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑй пуррине кӑтартса параҫҫӗ. Хӑватлӑ патшалӑхсемпе тӗн пуҫлӑхӗсенчен нумайӑшӗ час-часах Иеговӑн халӑхне Турра пуҫҫапма тата ырӑ хыпар сарма чарасшӑн пулнӑ. Анчах вӗсем ҫавна тума пултарайман, мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн халӑхне пулӑшса тӑнӑ (Ис. 54:17). Пире Иегова чӑн Турӑ пулни ҫинчен тата Шуйттан суеҫӗ пулни ҫинчен пӗлтерме никам та чӑрмантарма пултараймасть. Вилӗмпе хӑратни те пире чарма пултараймасть, мӗншӗн тесен Иегова хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлнисене вилӗмрен чӗртсе тӑратассине эпир пӗлетпӗр (Ос. 13:14).
18. Мӗншӗн пуласлӑхра мӗн пулассинчен пирӗн хӑрамалла мар?
18 Иов кӗнекере мӗн калани пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет тата пире, пуласлӑхра кирек мӗн пулсан та, Иегова пирӗнпе пӗрле пулать тесе шантарать. Ҫавӑнпа эпир пуласлӑхра мӗн пулассинчен хӑрамастпӑр. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Шуйттанпа ун майлисене Туррӑн халӑхне ҫӗнтерме ҫӑмӑл пек туйӑнӗ. Анчах Иегова хӑйӗн виҫесӗр вӑйӗпе Иов вӑхӑтӗнче усӑ курнӑ пекех усӑ курӗ. Шуйттана вӑл хӑйӗн халӑхне пӗтерме памӗ. Кӗҫех Иегова Шуйттан кӳрекен пур хӗн-асапа та пӗтерӗ. Шуйттана тата демонсене пин ҫуллӑха тӗпсӗр вырӑна хупса хурӗҫ (Лука 8:31; Ӳлӗм. 20:1—3). Пин ҫул иртсен, Иегова каланӑ пек, Шуйттанпа ун майлисене яланлӑхах тӗп тӑвӗҫ (Пулт. 3:15; Рим 16:20; Ӳлӗм. 20:10).
19. Иеговӑна пӗтӗмпех шанакансем мӗнле пиллӗхсем илӗҫ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
19 Эпир ҫӗнӗ тӗнчене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Ун чухне эпир пӗр ҫитменлӗхсӗр тата чӑннипех телейлӗ пулӑпӑр. Унта пирӗн пурнӑҫ хамӑр кӗтнинчен те лайӑхрах пулӗ. Иегова: «Акӑ эпӗ пӗтӗмпех ҫӗнӗ тӑватӑп!» — тесе сӑмах парать (Ӳлӗм. 21:5). Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Шуйттан тата унӑн демонӗсем ҫынсене сиен тума тата вӗсене усал та аскӑн ӗҫсене тума хистеме пултараймӗҫ — ҫакӑн пекки Эдем садӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑнхи ӗмӗрсем хушшинче пӗрремӗш хут пулӗ. Ҫавӑн чухне эпир лӑштах сывласа ярӑпӑр! Кивӗ тӗнчери пӑшӑрханусемшӗн ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫасси пулмӗ. Армагеддона пурӑнса ирттерекенсем нумай тӗлӗнмелле ӗҫсем курӗҫ — ҫав шутрах, чирлисем сывалнине те, ҫывӑх ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине те курӗҫ. Ун чухне пирӗн пурнӑҫ хамӑр ҫӳлти Атте шутласа хунӑ пек пулӗ.
Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене, унччен йывӑрлӑхсем чӑтса ирттернӗскерсене, туллин пиллет (19-мӗш абзаца пӑхӑр)
20. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?
20 Ҫак юлашки кунсенче эпир тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатпӑр, тата пире Турра шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен хӑюлӑх кирлӗ. Ҫавӑнпа пирӗн Иеговӑна пӗтӗмпех шанса тӑмалла тата унӑн влаҫне пӑхӑнмалла. Айтӑр хамӑрӑн ҫӳлти Аттене юратнине тата Шуйттан суеҫӗ пулнине малалла та кӑтартса тӑрар. Эпир Иеговӑна, Ҫӳлти Турра, шанчӑклӑ тӑрса юлсан, пирӗн чаплӑ пуласлӑх пулать. Эпир ҫакӑн пирки пӗртте иккӗленместпӗр, мӗншӗн тесен Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене питӗ пиллесшӗн тата вӑл ҫавна тӑватех.
153-МӖШ ЮРӐ Хӑюлӑх пар мана