Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 ноябрь 22—27 с.
  • «Эсӗ Турӑшӑн питӗ хаклӑ ҫын»!

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Эсӗ Турӑшӑн питӗ хаклӑ ҫын»!
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИИСУС ҪЫНСЕНЕ ВӖСЕМ ХАКЛӐ ПУЛНИНЕ ӐНЛАНМА МӖНЛЕ ПУЛӐШНӐ?
  • ХАМӐР ҪИНЕ ИЕГОВА ПӐХНӐ ПЕК ПӐХАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?
  • Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иегова сире ҫепӗҫҫӗн юратать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иисус ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче мӗн тунинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Эпир пӗтӗмпех пӗлменни мӗншӗн лайӑх?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 ноябрь 22—27 с.

47-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ

«Эсӗ Турӑшӑн питӗ хаклӑ ҫын»!

«Эсӗ Турӑшӑн питӗ хаклӑ ҫын» (ДАН. 9:23, ҪТ).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Эсир хӑвӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлатӑр пулсан, ҫак статья сире Иегова хӑвӑра хаклани пирки шантарӗ.

1, 2. Эпир Иеговӑшӑн хаклӑ пулнине пире ӗненме мӗн пулӑшӗ?

ИЕГОВА хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хаклать. Анчах та хӑшӗ-пӗрисене Иегова вӗсене чӑннипех те юратнине ӗненме йывӑр. Тен, ыттисем хӑйсене вӗсемпе тӗрӗс мар тытнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ҫавӑн пек шутлама пултараҫҫӗ. Сирӗн вара ҫавӑн пек туйӑмсем пулкалаҫҫӗ-и? Пулкалаҫҫӗ пулсан, сире хӑвӑр ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тата эсир уншӑн мӗн тери хаклӑ пулнине курма мӗн пулӑшӗ?

2 Библи вуланӑ чухне ҫакна асӑрхама тӑрӑшӑр: Иегова шутланӑ тӑрӑх, кашни ҫын юратнине тата хисепленине тивӗҫлӗ. Туррӑн Ывӑлӗ Иисус ҫынсене хисепленӗ тата хӑйне вӗсемпе ыррӑн тытнӑ. Ҫапла майпа вӑл эпир хамӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлатпӑр пулсан та, вӑл хӑй те, унӑн Ашшӗ те пире хакланине кӑтартнӑ (Иоанн 5:19; Евр. 1:3). Ҫак статьяра эпир икӗ шухӑша сӳтсе явӑпӑр: 1) Иисус ҫынсене вӗсем хаклӑ пулнине ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ? 2) Эпир Иеговӑшӑн хаклӑ пулнине пирӗн хамӑра мӗнле ӗнентермелле? (Агг. 2:7, ҪТ).

ИИСУС ҪЫНСЕНЕ ВӖСЕМ ХАКЛӐ ПУЛНИНЕ ӐНЛАНМА МӖНЛЕ ПУЛӐШНӐ?

3. Хӑйӗн патне килнӗ Галилея ҫыннисемпе Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

3 Иисус Галилейӑра ырӑ хыпар сарнӑ чухне ун патне нумай ҫын килнӗ. Вӗсем вӑл мӗне вӗрентнине итлесшӗн тата сываласшӑн пулнӑ. Иисус ҫынсем суранланса пӗтнӗ тата хӑйсене пӑрахса хӑварнӑ «кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек» пулнине курнӑ (Матф. 9:36). Тӗн пуҫлӑхӗсем ҫав ҫынсемшӗн тӑрӑшма кирлех мар тесе шутланӑ, унтан та ытларах, «ылханлӑ вӗсем» тесе те каланӑ (Иоанн 7:47—49). Анчах Иисус хӑйӗн патне килекенсене пурне те хисепленӗ. Вӑл вӗсене вӗрентме тата чир-чӗртен сыватма хӑйӗн вӑхӑтне шеллемен (Матф. 9:35). Унсӑр пуҫне, ытларах ҫынна пулӑшас тесе вӑл хӑйӗн апостолӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ тата вӗсене чирлисене сыватма власть панӑ (Матф. 10:5—8).

4. Иисус ахаль ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытни пире мӗне вӗрентет?

4 Ыттисем ним вырӑнне те хуман ҫынсем те Иисуса итлеме килнӗ. Иисус вара вӗсем ҫине пачах урӑхла пӑхнӑ: вӑл вӗсемпе ырӑ пулнӑ тата вӗсене хисепленӗ. Ҫапла вӑл ҫавӑн пек ҫынсем уншӑн та, унӑн Ашшӗшӗн те хаклӑ пулнине кӑтартнӑ. Эсир Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑратӑр пулсан та, вӑл хӑвӑра хаклани пирки иккӗленетӗр пулсан мӗн тума пулать? Иисус хӑйӗн патне вӗренме килнӗ ахаль ҫынсемпе хӑйне мӗнле тытнине аса илӗр. Ҫакӑ сире эсир Иеговӑшӑн мӗн тери хаклӑ пулнине ӑнланса илме пулӑшӗ.

5. Иисус Галилейӑра тӗл пулнӑ хӗрарӑм ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр?

5 Иисус час-часах нумай ҫынна вӗрентнӗ пулин те, вӑл уйрӑм ҫынсене те пулӑшнӑ. Тӗслӗхрен, Галилейӑра вӑл юн кайнипе 12 ҫул асапланакан хӗрарӑма тӗл пулнӑ (Марк 5:25). Ҫав хӗрарӑм Моисей законӗ тӑрӑх таса мар шутланнӑ тата ун ҫумне сӗртӗнекен кирек кам та таса мар пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та ҫынсем унпа хутшӑнсах кайман пулас, ытларах чухне вӑл пӗччен пулнӑ пулмалла. Унсӑр пуҫне, вӑл ыттисемпе пӗрле Турра пуҫҫапма, синагогӑна ҫӳреме тата уявсене кайма пултарайман (Лев. 15:19, 25). Ҫав хӗрарӑм чирлӗ пулнисӗр пуҫне хӑйӗн пирки никама та кирлӗ мар тесе те шутланӑ (Марк 5:26).

6. Сывалас тесе хӗрарӑм мӗн тунӑ?

6 Ҫак асапланакан хӗрарӑм питӗ сываласшӑн пулнӑ. Анчах та вӑл тӳрех Иисус патне пырса пулӑшу ыйтман. Мӗншӗн? Тен, ӑна хӑйӗн чирӗ ҫинчен каласа пама намӑс пулнӑ. Е вӑл хӑйне Иисус вӑрҫса тӑкасран хӑранӑ, вӗт вӑл, таса мар шутланаканскер, ҫынсем хушшинче пулнӑ. Ҫавӑнпа та хӗрарӑм Иисусӑн тумтирне сӗртӗннӗ, вӑл сывалмашкӑн ҫавна туни те ҫителӗклӗ пулать тесе шутланӑ (Марк 5:27, 28). Вӑл хытӑ ӗненни ӑна пулӑшнӑ — вӑл сывалнӑ. Иисус кам хӑйне сӗртӗнни ҫинчен ыйтсан, хӗрарӑм веҫех каласа панӑ. Иисус вара хӑйне мӗнле тытнӑ?

7. Иисус асапланакан хӗрарӑмпа хӑйне мӗнле тытнӑ? (Марк 5:34).

7 Иисус хӗрарӑмпа ырӑ пулнӑ тата ӑна хисепленӗ. Вӑл хӗрарӑм хӑранипе чӗтренине асӑрханӑ (Марк 5:33). Ҫавӑнпа та вӑл унпа ӑшшӑн калаҫнӑ. Иисус ӑна «хӗрӗм» тесе те каланӑ. Ҫакӑ ахаль сӑмах пулман, ҫакӑн пек каласа вӑл хӑйӗн ӑшӑ та ҫепӗҫ туйӑмӗсене кӑтартасшӑн пулнӑ. (Марк 5:34 вуласа парӑр.) Библире Иисус хӗрарӑма «хӗрӗм» тесе калани ҫак лару-тӑру ҫинчен каланӑ чухне ҫеҫ тӗл пулать. Хӗрарӑм хӑраса ӳкнине курса Иисус ҫак сӑмаха калас тенӗ пулас. Тен, хӗрарӑм хӑйне айӑплӑ туйнӑ. Иисус унпа ҫакӑн пек ӑшшӑн та ыррӑн калаҫни вара ӑна питӗ йӑпатнӑ пулмалла. Иисус асапланакан хӗрарӑма Иегова ун ҫине мӗнле пӑхнине — вӑл унӑн юратнӑ та хаклӑ хӗрӗ пулнине — курма пулӑшнӑ.

8. Бразилири пӗр хӗрарӑм тӑванӑн мӗнле йывӑрлӑхсем пулнӑ?

8 Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пула хӑйсене никама та кирлӗ мар пек туяҫҫӗ. Акӑ Бразилире пурӑнакан тулли пионер пулса ӗҫлекен Марийӑнa тӗслӗхӗ. Вӑл сулахай аллисӗр тата урисемсӗр ҫуралнӑ. Мария ҫапла каласа парать: «Шкулта манран пӗрмаях мӑшкӑлласа кулатчӗҫ тата кӳрентерекен сӑмахсем калатчӗҫ. Эпӗ хама килтисене те кирлӗ мар пек туяттӑмччӗ».

9. Марийӑна хӑйӗн ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма мӗн пулӑшнӑ?

9 Марийӑн пурнӑҫӗ мӗнле улшӑннӑ? Вӑл Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан пухури тӑвансем ӑна йӑпатнӑ тата хӑйӗн ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшнӑ. Мария ҫапла калать: «Мана питӗ нумай тӑван пулӑшнӑ. Вӗсене пурне те ҫырса тухма манӑн блокнотра вырӑн та ҫитмест. Иегова мана ҫавӑн пек чаплӑ ҫемье парнеленӗшӗн эпӗ ӑна ҫав тери пархатарлӑ!» Тӑвансем пулӑшнипе Мария хӑйне Иегова хакланине ӑнланса илнӗ.

10. Мария Магдалинӑн мӗнле йывӑрлӑх пулнӑ тата ӑна пула вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

10 Иисус тата пӗр хӗрарӑма, Мария Магдалинӑна, мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар. Ҫав хӗрарӑм ӑшӗнче ҫичӗ демон пулнӑ! (Лука 8:2). Демонсем витӗм кӳнине пула вӑл хӑйне мӗнле тытни, тен, ыттисене хӑратнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсем унран пӑрӑнса ҫӳренӗ пулӗ. Вӑл питӗ асапланнӑ, хӑраса пурӑннӑ тата хӑйне никам та пулӑшаймасть тесе шутланӑ пулӗ. Иисус Мария ӑшӗнчен демонсене кӑларнӑ, вара Мария унӑн шанчӑклӑ вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. Иисус Мария Магдалинӑна вӑл Турӑшӑн хаклӑ пулнине ӑнланма тата мӗнле пулӑшнӑ?

Ӳкерчӗксем: 1) Иисус урампа утса пынӑ чухне тӗттӗм вырӑнта ҫӗр ҫинче ларакан аптраса ҫитнӗ Мария Магдалинӑна асӑрхать; 2) Мария Магдалина Иисуспа тата унӑн вӗренекенӗсемпе пӗрле савӑнӑҫлӑн утса пырать.

Иисус Мария Магдалинӑна вӑл Турӑшӑн хаклӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (10, 11 абзацсене пӑхӑр)


11. Иегова Марийӑна хакланине Иисус мӗнле кӑтартнӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

11 Иисус вӗренекенӗсемпе ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне хӑйсемпе пӗрле ҫӳреме Мария Магдалинӑна та чӗннӗb. Ҫакӑ Марийӑшӑн пысӑк чыс пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иисус мӗне вӗрентнине ытларах итлеме пултарнӑ. Иисус чӗрӗлсе тӑрсан вара, ӑна чи малтан курнӑ ҫынсенчен пӗри Мария пулнӑ. Иисус ӑна хӑй чӗрӗлсе тӑни ҫинчен апостолсене пӗлтерме те хушнӑ. Куратпӑр ӗнтӗ, Иегова Марийӑна хакланине Иисус тӗрлӗ майпа кӑтартнӑ (Иоанн 20:11—18).

12. Мӗншӗн Лидия хӑйӗн пирки никама та кирлӗ мар тесе шутланӑ?

12 Мария Магдалина хӑйӗн пирки никама та кирлӗ мар тесе шутланӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та нумайӑшӗ хӑйсем пирки ҫавӑн пекех шутлаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри Испанире пурӑнакан Лидия тӑван. Унӑн амӑшӗ, вӑл ҫураласси ҫинчен пӗлсен, хырӑм пӑрахасшӑн пулнӑ. Мӗн ачаранпах Лидия хӑйне амӑшӗ юратнине туйман: амӑшӗ уншӑн пӗртте тӑрӑшман тата пӗр ырӑ сӑмах та каламан. Лидия ҫапла калать: «Хама мӗн чухлӗ астӑватӑп, манӑн яланах ыттисене хама юраттарас килетчӗ, хама хисепленине туяс килетчӗ. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ ҫакна тивӗҫлӗ мар тесе те хӑраттӑмччӗ. Мӗншӗн тесен анне мана эсӗ япӑх, сана никам та юратаймасть текен шухӑшпа ӳстернӗ».

13. Лидийӑна хӑйне Турӑ хакланине ӑнланса илме мӗн пулӑшнӑ?

13 Иеговӑна пӗлсен Лидийӑн пурнӑҫӗ йӑлтах улшӑннӑ. Кӗлтуни, Библи вулани тата пухури тӑвансен ӑшӑ сӑмахӗсемпе ырӑ ӗҫӗсем Лидийӑна хӑйне Турӑ хакланине ӑнланса илме пулӑшнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Ман упӑшка мана питӗ хытӑ юратни ҫинчен час-часах калать, манӑн лайӑх енсем ҫинчен аса илтерсех тӑрать. Туссем те мана ырлаҫҫӗ». Тен, сирӗн пухура хӑш-пӗрисене хӑйсене Иегова хакланине ӗненме йывӑр. Ҫавӑн пек тӑвансене пулӑшас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

ХАМӐР ҪИНЕ ИЕГОВА ПӐХНӐ ПЕК ПӐХАС ТЕСЕН МӖН ТУМАЛЛА?

14. 1 Патшасен 16:7-мӗшӗнчи сӑмахсем пире хамӑр ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех «Мӗншӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хаклать?» ятлӑ рамкӑна та пӑхӑр.)

14 Иегова сирӗн ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем пӑхнӑ пек пӑхманнине асра тытӑр. (1 Патшасен 16:7 вуласа парӑр.) Ҫак тӗнчере ҫынна хак панӑ чухне унӑн сӑн-сӑпачӗ ҫине, вӑл мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илни ҫине тата вӑл мӗнле пӗлӳ илнине пӑхаҫҫӗ. Анчах Иегова урӑххи ҫине пӑхса хак парать, пирӗн те хамӑр ҫине вӑл пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшмалла (Ис. 55:8, 9). Библире ҫырса панӑ Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем, сӑмахран, Илия, Ноеминь тата Анна, хушӑран хӑйсене ниме тӑман ҫын пек туйнӑ. Вӗсем ҫинчен вуланӑ чухне Иегова хӑйне вӗсемпе мӗнле тытнине курма тӑрӑшӑр — вӑл вӗсене юратнӑ тата питӗ хакланӑ. Хамӑр ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхма тата мӗн пулӑшма пултарать? Иегова мӗнле лару-тӑрусенче хӑвӑра юратнипе хакланине кӑтартнӑ, ҫавсене ҫырса пыма пулать. Унсӑр пуҫне, пирӗн публикацисенче хамӑр ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшакан шухӑшсене шыраса пӑхма пулатьc.

Мӗншӗн Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене питӗ хаклать?

Ҫынсем чӗрчунсенчен тӗпрен улшӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫын кӑна Турӑ ҫинчен пӗлсе пыма тата унӑн тусӗ пулса тӑма пултарать (Пулт. 1:27; Пс. 8:6; 25:14, ҪТ; Ис. 41:8). Ҫакна пӗлниех пире хамӑра хаклама пулӑшать. Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласан тата унӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнсан эпир уншӑн чӑннипех те хаклӑ пулса тӑратпӑр (Ис. 49:15).

15. Мӗншӗн Даниил Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ ҫын пулнӑ? (Даниил 9:23, ҪТ).

15 Иегова сире шанчӑклӑ пулнишӗн хакланине хӑвӑра аса илтерсе тӑрӑр. Пӗррехинче 90-ран иртнӗ Даниил пророк «халтан кайнӑ» тата хуйха ӳкнӗ пулнӑ (Дан. 9:20, 21, ҪТ). Иегова ӑна мӗнле хавхалантарнӑ? Вӑл ун патне Гавриил ангела янӑ. Лешӗ ӑна Турӑ унӑн кӗллисене илтнӗ тесе каланӑ тата вӑл «Турӑшӑн питӗ хаклӑ ҫын» пулнине аса илтернӗ. (Даниил 9:23 [ҪТ] вуласа парӑрd.) Мӗншӗн Иегова Даниил пирки питӗ хаклӑ ҫын тесе шутланӑ? Мӗншӗн тесен вӑл шанчӑклӑ тата сӑваплӑ, е, урӑхла каласан, тӳрӗ, ҫын пулнӑ (Иез. 14:14). Даниилӑн тӗслӗхӗ пире йӑпаттӑр тесе Иегова ун ҫинчен хӑйӗн Сӑмахӗнче каланӑ (Рим 15:4). Иегова сирӗн кӗлӗсене те илтет тата тӳрӗ те шанчӑклӑ пулнишӗн сире хаклать (Мих. 6:8; Евр. 6:10).

16. Иегова юратакан Атте пулнине курма сире мӗн пулӑшӗ?

16 Иегова сирӗн юратакан Атте пулнине ан манӑр. Вӑл сире айӑплама сӑлтавсем шырамасть, пачах урӑхла — вӑл сире пулӑшасшӑн (Пс. 129:3; Матф. 7:11; Лука 12:6, 7). Ҫакӑн ҫинчен шутлани хӑйсем пирки ниме тӑман ҫын тесе шутлакан нумай тӑвана питӗ йӑпатать. Сӑмахран, Испанире пурӑнакан Элиа́на тӑванӑн тӗслӗхне илер. Унӑн упӑшки ӑна нумай ҫул хушши хӑртса пурӑннӑ. Ҫавна пула Элиана хӑйне никам та юратмасть тесе тата хӑйӗн пирки ниме юрӑхсӑр ҫын тесе шутланӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Мана никам та юратмасть, эпӗ никама та кирлӗ мар текен шухӑшсем капланса килсенех эпӗ хамӑн юратакан Аттене, Иеговӑна, куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшатӑп. Вӑл мана, хӑйӗн пӗчӗк ачине, алла илет те ыталать. Вара эпӗ хама юратнине тата хама хӳтлӗхри пек туятӑп» (Пс. 27:9). Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан Ло́рен ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйне акӑ мӗн пирки аса илтерсе тӑрать: «Иегова мана хӑйӗн патне илсе пынӑ тата ҫулсем хушши мана хӑйӗнпе ҫывӑхланса пыма пулӑшать. Ҫавӑн пекех вӑл мана ыттисене вӗрентес ӗҫе шанса панӑ. Апла пулсан, Иегова мана питӗ хаклать тата манран ним усси те ҫук тесе шутламасть» (Иоанн 6:44).

17. Иегова хӑвӑра ырланине ҫирӗп шанма мӗн пулӑшӗ? (Псалом 5:13). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

17 Иегова хӑвӑра ырланине ҫирӗп шанӑр. (Псалом 5:13 вуласа парӑр.) Давид патша Иегова ырланине тӳрӗ ҫынсене хӳтӗлекен хулканпа танлаштарнӑ. Эсир Иегова хӑвӑра ырлани тата пулӑшса тӑни пирки иккӗленместӗр пулсан, ҫакӑ сире хӑвӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе шутласран хӳтӗлесе тӑрӗ. Иегова хӑвӑра ырланине ҫирӗп шанма мӗн пулӑшӗ? Турӑ пире Библи панӑ. Ӑна вуласа эпир вӑл пирӗн ҫине мӗнле пӑхнине пӗлме пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, вӑл пире старейшинӑсем, ҫывӑх туссем тата пухури тӑвансем урлӑ хӑй юратни пирки шантарса тӑрать. Вӗсем пире ырӑ сӑмахсем каланӑ чухне пирӗн мӗн асра тытмалла?

Икӗ хӗрарӑм тӑван Патшалӑх залӗнчен тухса ырӑ хыпар сарма каяҫҫӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑван теприне хулпуҫҫинчен ыталаса илнӗ, лешӗ йӑл кулать.

Иегова пире ырланине ҫирӗп шанни хамӑр пирки ниме тӑман ҫын тесе шутласран хӳтӗлет (17-мӗш абзаца пӑхӑр)


18. Ыттисем пире мухтани ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

18 Кам та пулин сире чун-чӗререн мухтанӑ чухне, хӑвӑр ҫавна тивӗҫлӗ мар тесе тӳрех шутласа ан хурӑр. Тен, ҫав ҫын урлӑ Иегова сире хӑй ырлани пирки шантарасшӑн. Маларах асӑннӑ Элиана ҫапла калать: «Ыттисем ман пирки ырласа каланӑ чухне мана вӗсем ҫавна чун-чӗререн каланине ӗненме йывӑр. Ҫапах та эпӗ хам шухӑша майӗпен улӑштарма тӑрӑшатӑп. Мӗншӗн тесен Иегова манран ҫавна кӗтнине пӗлетӗп». Старейшинӑсем те Элианӑна хӑйне Иегова ырланине курма пулӑшаҫҫӗ. Халӗ вӑл пионер пулса ӗҫлет тата Вефиле аякран пулӑшса тӑрать.

19. Мӗншӗн эпир Иегова хамӑра хакланине ҫирӗп шанма пултаратпӑр?

19 Ҫӳлти Атте пире питӗ хаклать, Иисус вара ҫакӑн ҫинчен пире ыррӑн аса илтерет (Лука 12:24). Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑшӑн хаклӑ пулни пирки пирӗн пӗртте иккӗленмелле мар. Айтӑр ҫакӑн ҫинчен нихӑҫан та манар мар тата ыттисене те Иегова вӗсене хакланине курма пулӑшар!

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иисус ҫынсене вӗсем Турӑшӑн хаклӑ пулнине ӑнланма мӗнле пулӑшнӑ?

  • Юн кайнипе асапланнӑ хӗрарӑма Иисус мӗнле пулӑшнӑ?

  • Хамӑр ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхас тесен мӗн тумалла?

139-МӖШ ЮРӐ Хӑвна ҫӗнӗ тӗнчери пек курсам

a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.

b Иисуспа унӑн апостолӗсем ырӑ хыпар сарса ҫӳренӗ чухне хӑш-пӗр хӗрарӑмсем вӗсемпе пӗрле ҫӳренӗ, вӗсене хӑйсен мӗн пуррипе пулӑшса тӑнӑ. Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗри Мария Магдалина пулнӑ (Матф. 27:55, 56; Лука 8:1—3).

c Сӑмахран, 2014 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Ырри ҫинчен яланах шухӑшлас тесен мӗн тумалла?» статьяна тата «Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан Библири сӑвӑ йӗркисем» ятлӑ кӗнекери «Хамӑра ниме тӑман ҫын пек туйни» текен темӑна пӑхма пулать.

d Даниил 9:23, ҪТ: «Эсӗ кӗлтума пуҫласан, санӑн кӗллӳ ҫине хурав пулчӗ, вара эпӗ ӑна пӗлтерме сан пата килтӗм, мӗншӗн тесен эсӗ Турӑшӑн питӗ хаклӑ ҫын. Ҫавӑнпа та эпӗ мӗн каласси ҫинчен шухӑшласа пӑх тата ҫак курӑнӑва ӑнланма тӑрӑш».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр