43-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
41-МӖШ ЮРӐ Манӑн кӗллӗме илтсем
Пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр
«Пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр. Тӳрӗ ҫын хӗрӳллӗн кӗлтуни питӗ пулӑшать» (ИАК. 5:16).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Мӗншӗн пирӗн пӗр-пӗриншӗн кӗлтумалла тата ҫакна мӗнле тумалла?
1. Пирӗн кӗлӗсем Иеговӑшӑн пӗлтерӗшлӗ пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
КӖЛӖ вӑл — тӗлӗнмелле парне. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова ангелсене хӑш-пӗр ӗҫсене тума хушнӑ (Пс. 90:11). Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн Ывӑлне яваплӑ ӗҫсем шанса панӑ (Матф. 28:18). Кӗлӗсем пирки вара мӗн калама пулать? Турӑ кама та пулин вӗсене итлеме хушнӑ-и? Ҫук. Ҫакна вӑл хӑй тӑвас тенӗ. Иегова пирӗн кашни кӗлле хӑй итлет (Пс. 64:3).
2. Ыттисемшӗн кӗлтӑвас тӗлӗшрен Павел апостол мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?
2 Эпир хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна ним пытармасӑр каласа пама пултаратпӑр. Анчах та пирӗн ыттисемшӗн те кӗлтумалла. Павел апостол шӑп ҫапла тунӑ та. Сӑмахран, Эфесри пуху патне янӑ ҫырура вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ сире хамӑн кӗлӗсенче асӑнсах тӑратӑп» (Эф. 1:16). Ҫавӑн пекех Павел уйрӑм ҫынсемшӗн те кӗлтунӑ. Тӗслӗхрен, Тимофея вӑл ҫакӑн пек каланӑ: «Хамӑн хӗрӳллӗ кӗлӗсенче яланах — ир те, каҫ та — сана асӑнатӑп» (2 Тим. 1:3). Павелӑн йывӑрлӑхсем ҫителӗклӗ пулнӑ (2 Кор. 11:23; 12:7, 8). Ҫав-ҫавах вӑл ыттисемшӗн кӗлтума яланах вӑхӑт тупнӑ.
3. Мӗншӗн эпир хӑш-пӗр чухне ыттисемшӗн кӗлтума манатпӑр?
3 Хӑш-пӗр чухне эпир ыттисемшӗн кӗлтума манатпӑр. Мӗншӗн? Сӑлтавсем нумай пулма пултараҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрин пирки Сабри́наa ятлӑ хӗрарӑм тӑван акӑ мӗн калать: «Пурнӑҫра халӗ темшӗн те пӑшӑрханма тивет. Ҫавна пула хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен ытлашши шутлама пуҫлатпӑр, вара хамӑра мӗн кирли ҫинчен ҫеҫ кӗлтӑватпӑр». Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулкалать-и? Ку ҫапла пулсан, ҫак статья сире ҫав тӗлӗшрен пулӑшма пултарать. Ҫак статьяра эпир 1) мӗншӗн ыттисемшӗн кӗлтума кирлине тата 2) ҫакна мӗнле тумаллине пӑхса тухӑпӑр.
МӖНШӖН ЫТТИСЕМШӖН КӖЛТУМАЛЛА?
4, 5. Эпир ыттисемшӗн кӗлтуни «питӗ пулӑшать» тенине мӗнле ӑнланмалла? (Иаков 5:16).
4 Ыттисемшӗн кӗлтуни «питӗ пулӑшать». (Иаков 5:16 вуласа парӑр.) Эпир ыттисемшӗн кӗлтуни вӗсене мӗнле те пулин пулӑшма пултарать-и? Ҫапла, пултарать. Иисус хӑйӗнчен кӗҫех Пётр тунасса пӗлсе ҫапла каланӑ: «Санӑн ӗненӳ ан пӗттӗр тесе эпӗ саншӑн хӗрӳллӗн кӗлтурӑм» (Лука 22:32). Павел апостол ыттисемшӗн кӗлтуни вӗсен лару-тӑрӑвне улӑштарма пултарнине пӗлнӗ. Римра тӗрмере ларнӑ чухне вӑл Филимон патне ҫапла ҫырнӑ: «Эсир кӗлтунине пула эпӗ сирӗн пата каялла таврӑнасса шанатӑп» (Флм. 22). Ҫапла пулса тухнӑ та: кӗҫех Павела ирӗке кӑларнӑ, вара вӑл каллех ырӑ хыпар сарма пултарнӑ.
5 Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ эпир хамӑр кӗлӗсемпе Иеговӑна мӗн те пулин тутарттарма пултаратпӑр тенине пӗлтермест. Вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пӑшӑрханнине асӑрхать, вара хӑш-пӗр чухне вӗсем ыйтнӑ пек тума шут тытать. Ҫакна пӗлни пире хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтума хавхалантарать тата вӑл ҫавна чи лайӑх майпа татса парасса ҫирӗп шанма пулӑшать (Пс. 36:5; 2 Кор. 1:11).
6. Ыттисемшӗн кӗлтуни вӗсемпе хамӑр хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрет? (1 Пётр 3:8).
6 Ыттисемшӗн кӗлтуни пире «чунтан хӗрхенме» пулӑшать. (1 Пётр 3:8 вуласа парӑр.) Хӗрхенекен ҫын теприн хуйхи-суйхине асӑрхать тата ӑна пулӑшас тесе мӗн те пулин тӑвасшӑн пулать (Марк 1:40, 41). Майкл ятлӑ старейшина ҫапла каласа парать: «Эпӗ ыттисене мӗн кирли ҫинчен кӗлтунӑ чухне вӗсен йывӑрлӑхӗсене лайӑхрах ӑнланма пуҫлатӑп. Ҫакӑ вара мана вӗсене тата хытӑрах юратма хавхалантарать. Кӗлтунине пула эпӗ вӗсемпе тата ытларах ҫывӑхланса пыратӑп — вӗсем ҫавна пӗлмесен те пултараҫҫӗ». Ыттисемшӗн кӗлтуни тата мӗнле усӑ парать? Ри́чард ятлӑ старейшина акӑ мӗн калать: «Эпир камшӑн та пулин кӗлтӑватпӑр пулсан, ҫакӑ пире уншӑн мӗн те пулин тума тата ытларах хавхалантарать. Ӑна пулӑшу панипе вара эпир хамӑр уншӑн кӗлтуни ҫине хӑш-пӗр енчен хуравлатпӑр теме пулать».
7. Ыттисемшӗн кӗлтуни пире хамӑр йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма мӗнле пулӑшать? (Филиппӑ 2:3, 4). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
7 Ыттисемшӗн кӗлтуни пире хамӑр йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать. (Филиппӑ 2:3, 4 вуласа парӑр.) Эпир Шуйттан тытса тӑракан тӗнчере пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн пурин те мӗнле те пулин йывӑрлӑх пур (1 Иоанн 5:19; Ӳлӗм. 12:12). Эпир ыттисемшӗн час-часах кӗлтуни пире «тӗнчери тӑвансем пурте ҫакӑн пек асапсем» курнине аса илтерсе тӑрать (1 Пётр 5:9). Ка́трин ятлӑ пионер ҫапла калать: «Ыттисемшӗн кӗлтунӑ чухне эпӗ вӗсен те йывӑрлӑхсем пуррине лайӑхрах ӑнланатӑп. Ҫакӑ мана хамӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен ытлашши шутласран сыхланма пулӑшать».
Ыттисемшӗн кӗлтуни пире хамӑр йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшать (7-мӗш абзаца пӑхӑр)d
ВӖСЕНЕ ПИРӖН КӖЛӖСЕМ КИРЛӖ
8. Эпир камшӑн кӗлтума пултаратпӑр?
8 Эпир камшӑн кӗлтума пултаратпӑр? Сӑмахран, эпир тӑвансен пӗр-пӗр ушкӑнӗшӗн: чирлисемшӗн, ваттисемшӗн е шкулта мӑшкӑлланипе тата хӗснипе тӗл пулакан ачасемшӗн — кӗлтума пултаратпӑр. Тӑвансенчен нумайӑшне килтисем хирӗҫ тӑраҫҫӗ е влаҫсем хӗсӗрлеҫҫӗ (Матф. 10:18, 36; Ап. ӗҫ. 12:5). Хӑш-пӗр тӑвансен хӑйсем пурӑнакан вырӑнта лару-тӑру лӑпкӑ мар пулнӑран килӗсене хӑварма тивнӗ. Теприсем ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн курнӑ. Тен, эпир ҫав тӑвансене пӗлместпӗр, анчах та вӗсемшӗн кӗлтунипе эпир Иисусӑн «пӗр-пӗрне юратӑр» текен заповедьне тытса тӑнине кӑтартатпӑр (Иоанн 13:34).
9. Мӗншӗн Иеговӑн организацинче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсемшӗн тата вӗсен арӑмӗсемшӗн кӗлтумалла?
9 Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑн организацинче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсемшӗн те кӗлтума пултаратпӑр. Вӗсем шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: Ертсе пыракан советри тӑвансемпе вӗсене пулӑшакансем, филиал комитетӗнче ӗҫлекен тӑвансем, Вефильти уйрӑмсемшӗн яваплӑ тӑвансем, район старейшинисем, пуху старейшинисем тата пухура пулӑшакансем. Вӗсенчен нумайӑшӗн хӑйсен йывӑрлӑхсем пур, ҫав-ҫавах вӗсем пирӗншӗн тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ (2 Кор. 12:15). Марк ятлӑ район старейшини акӑ мӗн калать: «Маншӑн чи йывӑрри вӑл — ватӑлнӑ атте-аннерен аякра пулни. Вӗсен иккӗшӗн те сывлӑхӗ начар. Манӑн аппапа унӑн упӑшки вӗсемшӗн лайӑх тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, вӗсемпе юнашар пулса вӗсене ытларах пулӑшма пултарайманшӑн питӗ хурланатӑп». Ҫав тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине эпир пӗлетпӗр-и, пӗлместпӗр-и, пирӗн ҫав-ҫавах вӗсемшӗн кӗлтумалла (1 Фес. 5:12, 13). Ҫавӑн пекех эпир вӗсен арӑмӗсемшӗн те кӗлтума пултаратпӑр, вӗт вӗсем пулӑшнине пула вӗсен упӑшкисем хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене малалла тума пултараҫҫӗ.
10, 11. Эпир никама та ятран асӑнмасӑр нумай тӑваншӑн кӗлтуни Иеговӑна савӑнтарать-и? Ӑнлантарса парӑр.
10 Эпир никама та ятран асӑнмасӑр нумай тӑваншӑн час-часах кӗлтӑватпӑр тесе унччен каланӑччӗ ӗнтӗ. Сӑмахран, эпир Иеговӑран тӗрмере ларакансене пулӑшсам е камӑн ҫывӑх ҫынни вилнӗ, ҫавсене йӑпатсам тесе ыйтма пултаратпӑр. До́нальд ятлӑ старейшина ҫапла калать: «Пирӗн нумай тӑван тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулать. Ҫавӑнпа эпир пӗр кӗлӗрех вӗсемшӗн пуриншӗн те ыйтма пултаратпӑр».
11 Иеговӑна ҫавӑн пек кӗлӗсем савӑнтараҫҫӗ-и? Паллах! Эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен кашни тӑвана мӗн кирлине тӗп-тӗрӗс пӗлместпӗр, ҫавӑнпа та тӑвансен пӗр-пӗр ушкӑнӗшӗн кӗлтуни вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ (Иоанн 17:20; Эф. 6:18). Ҫавӑн пек кӗлӗсем эпир «тӑвансене пурне те» юратнине кӑтартса параҫҫӗ (1 Пётр 2:17).
ҪЫНСЕНЕ ЯТРАН АСӐНСА КӖЛТУНИ
12. Сӑнама пӗлни пире камшӑн та пулин кӗлтунӑ чухне уншӑн мӗн ыйтмаллине лайӑхрах ӑнланма мӗнле пулӑшать?
12 Сӑнама пӗлни. Пӗр харӑсах нумай тӑваншӑн кӗлтунисӗр пуҫне пирӗн уйрӑм тӑвансемшӗн те вӗсене ятран асӑнса кӗлтумалла. Тен, сирӗн пухура кам та пулин йывӑр чирпе чирлет. Е эсир хӑвӑр пухури ҫамрӑк хӑйне шкулта пӗрле вӗренекенсем хӗснӗрен салхуллӑ ҫӳренине асӑрхарӑр. Тен, эсир ачине пӗччен тата «Иегова каланӑ пек тӳрлетсе, вӗрентсе пӑхса» ӳстерекен тӑвана пӗлетӗр (Эф. 6:4). Сӑнама пӗлни сире тӑвансене тата хытӑрах юратма пулӑшӗ, юрату вара сире вӗсемшӗн кӗлтума хавхалантарӗ (Рим 12:15)b.
13. Курса паллашман тӑвансемшӗн кӗлтума пире мӗн пулӑшӗ?
13 Ҫынсене ятран асӑнса кӗлтӑвӑр. Ҫакна эпир хамӑр курса паллашман тӑвансемшӗн те тума пултаратпӑр. Сӑмахран, Крымра, Раҫҫейре, Сингапурта тата Эритрейӑра тӗрмере ларакан тӑвансем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Вӗсен ячӗсене эсир jw.org сайтра тупма пултаратӑрc. Бра́йан ятлӑ район старейшини акӑ мӗн калать: «Эпӗ тӗрмере ларакан тӑвансен ячӗсене ҫырса илетӗп те вӗсене сасӑпа калатӑп. Ҫакна пула мана ҫав ҫынна астуса юлма ҫӑмӑлтарах, вара эпӗ хамӑн кӗлӗре ун ҫинчен асӑнма манса каймастӑп».
14, 15. Камшӑн та пулин кӗлтунӑ чухне уншӑн мӗн ыйтмаллине ӑнланса илме пире мӗн пулӑшӗ?
14 Камшӑн та пулин кӗлтунӑ чухне уншӑн мӗн ыйтмаллине тӳррӗн калӑр. Унччентерех асӑннӑ Майкл ҫапла калать: «Эпӗ тӗрмере ларакан тӑвансем ҫинчен пирӗн сайтра вуланӑ чухне, хам вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хама мӗнле туйма пултарнине куҫ умне кӑларса тӑратма тӑрӑшатӑп. Ҫавӑн пек чухне эпӗ хамӑн арӑмшӑн тата унӑн мӗн кирли веҫех пур-ши тесе пӑшӑрханнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑнпа та эпӗ камшӑн кӗлтӑватӑп, ҫав тӑван авланнӑ пулсан, эпӗ уншӑн кӗлӗре Иеговӑран мӗн ыйтмаллине пӗлетӗп» (Евр. 13:3, сноска).
15 Эпир тӗрмере ларакан тӑвансен кашни кун мӗн чӑтса ирттерме тивни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире вӗсене мӗн кирлине лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ. Вара эпир ҫавӑн ҫинчен хамӑр кӗлӗре асӑнма пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир кӗлӗре тӗрме пуҫлӑхӗсем вӗсене Турра пуҫҫапма ан чӑрмантарччӑр тесе тата тӗрме хуралҫисем хӑйсене вӗсемпе ыррӑн тытчӑр тесе ыйтма пултаратпӑр (1 Тим. 2:1, 2). Ҫавӑн пекех ҫав тӑвансен тӗслӗхӗ вырӑнти пухӑва хавхалантартӑр тесе те кӗлтума пулать. Унсӑр пуҫне, эпир ытти ҫынсем тӗрмере ларакан тӑвансем хӑйсене лайӑх тытнине асӑрхаччӑр, вара пирӗн Турӑ ҫинчен нумайрах пӗлесшӗн пулччӑр тесе ыйтма пултаратпӑр (1 Пётр 2:12). Ытти йывӑрлӑхсемпе тӗл пулакан тӑвансемшӗн кӗлтунӑ чухне те эпир ҫавӑн пекех тума пултаратпӑр. Эпир сӑнама пӗлетпӗр, тӑвансене ятран асӑнса кӗлтӑватпӑр тата камшӑн та пулин кӗлтунӑ чухне уншӑн мӗн ыйтмаллине тӳррӗн калатпӑр пулсан, эпир хамӑр чӗре «юратупа тулнине» кӑтартатпӑр (1 Фес. 3:12).
КӖЛӖ ҪИНЕ ТӖРӖС ПӐХӐР
16. Кӗлӗ ҫине тӗрӗс пӑхма пире мӗн пулӑшӗ? (Матфей 6:8).
16 Эпир камшӑн та пулин кӗлтуни унӑн лару-тӑрӑвӗ ҫине витӗм кӳме пултарнине пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтрах кӗлӗ ҫине пирӗн тӗрӗс пӑхмалла. Кӗлтунӑ чухне пирӗн Иеговӑна вӑл мӗн пӗлменнине пӗлтеретпӗр тесе тата ӑна мӗн тумаллине калатпӑр тесе шутламалла мар. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн кирлине — ҫавна вӗсем е эпир ӑнланса иличченех — пӗлет. (Матфей 6:8 вуласа парӑр.) Апла пулсан, мӗншӗн пирӗн ыттисемшӗн кӗлтумалла? Ҫак статьяра асӑннӑ сӑлтавсемсӗр пуҫне тата тепӗр сӑлтав пур: ҫапла тунипе эпир ыттисемшӗн тӑрӑшнине кӑтартатпӑр. Юрату пире пӗр-пӗриншӗн кӗлтума хавхалантарать. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем юратас тӗлӗшрен хӑйӗнчен тӗслӗх илнине кура питӗ савӑнать.
17, 18. Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемшӗн мӗншӗн кӗлтума кирлине ӑнланма пире мӗнле тӗслӗх пулӑшать?
17 Хӑш-пӗр чухне эпир камшӑн та пулин кӗлтӑватпӑр, анчах та пире унӑн лару-тӑрӑвӗ улшӑнман пек туйӑнать. Апла эпир кӗлтуни усӑсӑр пулчӗ-ши? Ҫук. Ҫавӑн пек кӗлӗсем эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене юратнине кӑтартса параҫҫӗ, ҫакӑ вара Иеговӑшӑн питӗ хаклӑ. Калӑпӑр, ҫемьере икӗ пӗчӗк ача, пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ, пур. Арҫын ачи чирлесе ӳксен, хӗрачи ашшӗне ҫапла йӑлӑнать: «Аттеҫӗм, пиччеме пулӑшсам. Ӑна питӗ япӑх!» Ашшӗ ывӑлне юратать, ҫавӑнпа вӑл сывалтӑр тесе мӗн кирлине веҫех тунӑ. Анчах та ашшӗне хӑйӗн хӗрӗ пиччӗшне юратни тата ӑна пулӑшма йӑлӑнни питӗ савӑнтарать.
18 Иегова пире шӑп ҫапла тума: пӗр-пӗрне юратма тата пӗр-пӗриншӗн кӗлтума — вӗрентет те. Пирӗн кӗлӗсем эпир хамӑршӑн ҫеҫ мар, хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемшӗн чун-чӗререн тӑрӑшнине кӑтартса параҫҫӗ. Иегова вара ҫакна хаклать (2 Фес. 1:3; Евр. 6:10). Унсӑр пуҫне, эпир пирӗн кӗлӗсем кама та пулин пулӑшма тата унӑн лару-тӑрӑвӗ ҫине витӗм кӳме пултарнине пӑхса тухрӑмӑр. Ҫавӑнпа та ыттисемшӗн кӗлтумалли кашни майпа усӑ курар.
101-МӖШ ЮРӐ Пӗрлӗхре ӗҫлетпӗр
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b «Такэси Симидзу. Иегова — Кӗлӗсене Итлекен» ятлӑ видеона jw.org сайтра пӑхӑр.
c «Страны, где Свидетели Иеговы находятся в заключении за веру» ятлӑ статьяна jw.org сайтра пӑхӑр.
d ӲКЕРЧӖК. Тӑвансем хӑйсен йывӑрлӑхӗсене пӑхмасӑрах ыттисемшӗн кӗлтӑваҫҫӗ.