Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 октябрь 30—31 с.
  • Ертсе пыракан советра икӗ ҫӗнӗ арҫын тӑван

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ертсе пыракан советра икӗ ҫӗнӗ арҫын тӑван
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ҫавнашкал материал
  • Ертсе пыракан советра икӗ ҫӗнӗ арҫын тӑван ӗҫлеме пикеннӗ
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ мӗн вӑл?
    Иегова Свидетелӗсем пирки час-часах паракан ыйтусем
  • Ертсе пыракан советра ҫӗнӗ арҫын тӑван
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 октябрь 30—31 с.

Ертсе пыракан советра икӗ ҫӗнӗ арҫын тӑван

2024 ҪУЛХИ октябрӗн 5-мӗшӗнче ҫулсеренхи тӗлпулура ятарлӑ пӗлтерӳ тунӑ: Джо́ди Дже́дли тата Дже́йкоб Рамф тӑвансене Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан советӗнче ӗҫлеме суйласа лартнӑ. Ҫак тӑвансем иккӗшӗ те Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ.

Джоди Джедли арӑмӗпе, Дамариспа

Джедли тӑван Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Миссу́ри штатӗнче ҫуралнӑ. Вӑл Библири чӑнлӑха мӗн ачаранах пӗлет. Унӑн ҫемйи пурӑннӑ вырӑнта Свидетельсем сахал пулнӑ. Ҫавӑнпа тӑвансем унта ырӑ хыпар сарма час-часах килсе ҫӳренӗ. Вӗсен юратӑвӗпе пӗрлӗхӗ пӗчӗк Джоди ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Вӑл 1983 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче шыва кӗнӗ. Ӑна сӑваплӑ ӗҫе тума питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа вӑл шкул пӗтерсен, 1989 ҫулхи сентябрьте, тулли пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ.

Унӑн ашшӗ-амӑшӗ унпа тата унӑн йӑмӑкӗпе пӗрле час-часах Вефиле экскурсие ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа Джодипе унӑн йӑмӑкӗ ача чухнех Вефильте ӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Каярахпа вӗсен ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Джедли тӑван Уолкилри Вефильте 1990 ҫулхи сентябрьте ӗҫлеме пуҫланӑ. Малтан вӑл тирпей кӳрекен уйрӑмра, унтан Вефильти тӑвансен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакан уйрӑмра ӗҫленӗ.

Ҫав вӑхӑтра Вефильтен инҫех мар вырнаҫнӑ пухусем, испан чӗлхипе иртекен пухусем, хӑвӑрт ӳссе пынӑ тата унта арҫын тӑвансем кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа Джоди ҫав пухусенчен пӗрне куҫнӑ та испан чӗлхине вӗренме пуҫланӑ. Кӗҫех вӑл ҫав районта пионер пулса ӗҫлекен Да́марис ятлӑ хӗрарӑм тӑванпа паллашнӑ. Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн Дамарис Джодипе пӗрле Вефильте ӗҫлеме тытӑннӑ.

2005 ҫулта Джодипе Дамарис ашшӗ-амӑшне пӑхас тесе Вефильтен кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем тулли пионерсем пулса ӗҫленӗ. Джедли тӑван Пионерсен шкулне ирттерме пулӑшнӑ, больницӑсемпе ҫыхӑнакан комитетра тата регионри строительство комитетӗнче ӗҫленӗ.

2013 ҫулта Джодипе Дамариса Уорвикри Вефиле туса лартас ӗҫе хутшӑнма чӗннӗ. Унтан вӗсем Паттерсонра тата Уолкилра ӗҫленӗ. Джоди вырӑнти проектпа строительство уйрӑмӗнче тата медицина информацийӗн службинче ӗҫленӗ. 2023 ҫулхи мартра ӑна Ертсе пыракан советӑн Сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗн пулӑшаканӗ пулма суйласа лартнӑ. Хӑйне шанса панӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ май Джедли тӑван ҫапла калать: «Сана ҫӗнӗ ӗҫ шанса парсан, ҫакӑ хӑратма пултарать. Шӑп ҫавӑн чухне Иегова ҫине шанма кирлине асра тытмалла, мӗншӗн тесен вӑл сана хӑй шанса панӑ ӗҫе тума пултарулӑх парать».

Джейкоб Рамф арӑмӗпе, Ингӑпа

Рамф тӑван Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Калифорни штатӗнче ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ Свидетель пулнӑ пулин те, Джейкобӑн ачалӑх ҫулӗсенче вӑл тӗлпулусене ҫӳремен тата ырӑ хыпар сарман. Ҫав-ҫавах вӑл хӑйӗн ывӑлне Библири чӑнлӑхсене вӗрентме тӑрӑшнӑ. Джейкоб кашни ҫул хӑйӗн асламӑшӗ патне кайса ҫӳренӗ, унӑн асламӑшӗ вара Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Асламӑшӗ пулӑшнине пула вӑл чӑнлӑхпа интересленме пуҫланӑ, вара Джейкоб 13 ҫула ҫитсен хӑйӗнпе Библи вӗренме ыйтнӑ. Вӑл 1992 ҫулхи сентябрӗн 27-мӗшӗнче шыва кӗнӗ. Унӑн амӑшӗ каллех тӗлпулусене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ тата шӑллӗпе йӑмӑкӗ Библи вӗренме тытӑннӑ, вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем шыва кӗнӗ.

Ҫамрӑк чухне Джейкоб пионерсем савӑнӑҫлӑ пулнине курнӑ. Ҫавӑнпа вӑл шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн, 1995 ҫулхи сентябрьте, пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. 2000 ҫулта вӑл Эквадора куҫса кайнӑ, мӗншӗн тесен унта хыпарҫӑсем питӗ кирлӗ пулнӑ. Унта вӑл Канадӑран килнӗ Инга ятлӑ пионерпа паллашнӑ. Пӗр вӑхӑт иртсен вӗсем мӑшӑрланнӑ. Туй хыҫҫӑн вӗсем сӑваплӑ ӗҫе Эквадорти пысӑках мар хулара тума пуҫланӑ. Ҫав хулара хыпарҫӑсен пӗчӗк ушкӑнӗ пулнӑ. Халӗ унта ҫирӗп пуху.

Пӗр вӑхӑт иртсен, Джейкобпа Ингӑна ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме лартнӑ. Унтан вӗсем район ӗҫне тунӑ. 2011 ҫулта вӗсене Галаад шкулӗн 132-мӗш класӗнче вӗренме чӗннӗ. Вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсем пилӗк ҫӗршывра тӗрлӗ ӗҫсем тунӑ: Вефильте, миссионер пулса ӗҫленӗ тата район ӗҫне тунӑ. Унсӑр пуҫне, Рамф тӑван Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗнче вӗрентнӗ.

COVID-19 пандемийӑна пула Джейкобпа Инга Пӗрлешӳллӗ Штатсене таврӑннӑ. Вӗсене Уолкила чӗннӗ, унта вара Рамф тӑван сӑваплӑ ӗҫӗн комитетӗнче пӗлӳ илнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсене Эквадорти филиала янӑ, унта Рамф тӑван филиал комитетӗнче ӗҫленӗ. 2023 ҫулта вӗсене Уорвика куҫарнӑ. 2024 ҫулхи январьте Рамф тӑвана Ертсе пыракан советӑн Сӑваплӑ ӗҫӗн комитечӗн пулӑшаканӗ пулма лартнӑ. Сӑваплӑ ӗҫе хӑй ӑҫта туни ҫинчен шухӑшланӑ май Рамф тӑван ҫапла калать: «Чи пӗлтерӗшли вӑл — эпир ӗҫлекен вырӑн мар, пирӗнпе ӗҫлекен ҫынсем».

Ҫак тӑвансем тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн эпир вӗсене питӗ пархатарлӑ тата питӗ хаклатпӑр (Флп. 2:29).

Хальхи вӑхӑтра Ертсе пыракан советра святой сывлӑшпа суйласа илнӗ 11 арҫын тӑван ӗҫлет: Джоди Джедли, Джеффри Джексон, Кеннет Кук, Стивен Летт, Геррит Лёш, Джейкоб Рамф, Марк Сандерсон, Дейвид Сплэйн, Джеффри Уиндер, Гейдж Флигл тата Сэмюэл Хёрд.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр