Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 октябрь 18—23 с.
  • Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтума вӗренӗр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтума вӗренӗр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВӐНА ХӐВӐР ШУХӐШУСЕМПЕ ТУЙӐМУСЕНЕ КАЛАСА ПАМА АН ХӐРӐР
  • КӖЛӖ ПИРЕ ИЕГОВӐПА ТАТА ЫТЛАРАХ ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШТӐР ТЕСЕ МӖН ТУМА ПУЛАТЬ?
  • БИБЛИРЕ ҪЫРСА ХУНӐ КӖЛӖСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
  • КӖЛТУСА МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР
  • Пӗр-пӗриншӗн кӗлтӑвӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Кӗлӗ туса Турӑпа ҫывӑхлан
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
  • Кӗлтуса Турӑпа ҫывӑхланӑр
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Хамӑр кӗлӗсене лайӑхлататпӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 октябрь 18—23 с.

42-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

44-МӖШ ЮРӐ Хуйхӑраканӑн кӗлли

Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтума вӗренӗр

«Пӗтӗм чӗремрен тархаслатӑп: эй Ҫӳлхуҫа, илтсемччӗ мана» (ПС. 118:145).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсем пире мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ?

1, 2. а) Иеговӑна хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене уҫса пама пире мӗн чӑрмантарма пултарать? ӑ) Иегова пирӗн кӗлӗсене тимлӗ итленине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

ЭСИР хӑш-пӗр чухне хӑвӑр кӗлӗсем пӗр евӗрлӗ пулнине, вӗсене ячӗшӗн ҫеҫ каланине асӑрхаман-и? Ҫакӑн пекки кашнипе пулма пултарать. Питӗ ӗҫлӗ пулнӑран эпир пурне те питӗ хӑвӑрт тӑвасшӑн. Ҫакӑ пирӗн кӗлӗсем ҫине те витӗм кӳме пултарать. Тепӗр чухне вара пире хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене Иеговӑна уҫса пама йывӑр пулма пултарать, мӗншӗн тесен эпир хамӑра унпа калаҫма тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултаратпӑр.

2 Анчах Библире Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Эсӗ йӑвашшисем мӗн ыйтнине илтетӗн» (Пс. 9:38, 39). Апла пулсан, Турӑшӑн чи кирли вӑл — эпир хамӑр кӗлӗре хитре сӑмахсем калани мар, чун-чӗререн кӗлтуни тата кӗлтунӑ чухне хамӑра кӗҫӗне хуни. Вӑл пирӗн кашни сӑмаха тимлӗ итлет, мӗншӗн тесен вӑл пирӗнпе чунтан интересленет (Пс. 138:1—3).

3. Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

3 Ҫак статьяра эпир ҫакӑн пек ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: Мӗншӗн Иеговӑна хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене каласа пама хӑрамалла мар? Кӗлӗ пире Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑштӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Хуйха ӳкнӗрен кӗлӗре мӗн каламаллине пӗлместпӗр пулсан, эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ИЕГОВӐНА ХӐВӐР ШУХӐШУСЕМПЕ ТУЙӐМУСЕНЕ КАЛАСА ПАМА АН ХӐРӐР

4. Иеговӑна хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене каласа пама пире мӗн пулӑшӗ? (Псалом 118:145).

4 Иегова пирӗн шанчӑклӑ тус пулнине тата вӑл пире ыррине ҫеҫ суннине асра тытатпӑр пулсан, пире ӑна хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене каласа пама ҫӑмӑл пулӗ. 118-мӗш Псалома ҫыракан та Иегова ҫине ҫавӑн пек пӑхнӑ. Унӑн пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем пулман теме ҫук. Сӑмахран, хӑш-пӗр ҫынсем ун ҫинчен суя сӑмах сарнӑ (Пс. 118:23, 69, 78). Унсӑр пуҫне, вӑл хӑш-пӗр чухне хӑй тунӑ йӑнӑшсемшӗн хурланнӑ (Пс. 118:5). Ҫаксене пӑхмасӑрах вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен Иеговӑна каласа пама хӑраман. (Псалом 118:145 вуласа парӑр).

5. Эпир хамӑрпа кӑмӑлсӑр пулсан та, мӗншӗн пирӗн пурпӗр кӗлтумалла? Тӗслӗх илсе парӑр.

5 Иегова йывӑр ҫылӑх тунисене те хӑйне кӗлтума ыйтать (Ис. 55:6, 7). Ҫавӑнпа та эпир хамӑрпа кӑмӑлсӑр пулсан, ҫак япӑх туйӑм пире Иеговӑпа хутшӑнма чарса ан тӑтӑр тесе тӑрӑшмалла пирӗн. Тӗслӗхшӗн самолёт пилотне илер. Вӑл пулӑшу кирлӗ пулнӑ чухне диспетчерпа ҫыхӑнать. Анчах та вӑл ҫултан ҫӗтсе кайрӗ е йӑнӑш турӗ пулсан, хӑйне ҫавӑншӑн намӑс пулнӑран диспетчертан пулӑшу ыйтас мар тейӗ-ши? Ҫук пуль. Ҫавӑн пекех эпир те мӗн тумаллине пӗлместпӗр пулсан е ҫылӑх турӑмӑр пулсан, тӳрех кӗлӗре Иеговӑран пулӑшу ыйтма пултаратпӑр (Пс. 118:25, 176).

КӖЛӖ ПИРЕ ИЕГОВӐПА ТАТА ЫТЛАРАХ ҪЫВӐХЛАНМА ПУЛӐШТӐР ТЕСЕ МӖН ТУМА ПУЛАТЬ?

6, 7. Кӗлӗре пире Иеговӑна хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене каласа пама мӗн пулӑшӗ? Тӗслӗх илсе парӑр. (Сноскӑна та пӑхӑр.)

6 Эпир кӗлӗре Иеговӑна хамӑр чӑннипех мӗн шухӑшланине тата мӗн туйнине каласа паратпӑр пулсан, унпа ытларах ҫывӑхланса пыратпӑр. Айтӑр пире ҫавӑн пек кӗлтума мӗн пулӑшнине пӑхса тухар.

7 Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшлӑрa. Эпир Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах шухӑшлатпӑр, пире хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене ӑна каласа пама ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах пулӗ (Пс. 144:8, 9, 18). Кристи́н ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Унӑн ашшӗ хаяр ҫын пулнӑ. Кристин ҫапла каласа парать: «Мана Иегова юратакан Атте пулнине ӗненме тата унпа чуна уҫса калаҫма йывӑрччӗ. Эпӗ манӑн ҫитменлӗхсем питӗ нумай, ҫавӑнпа Иегова мана юратма пӑрахӗ тесе шутлаттӑмччӗ». Кристина мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ Иегова чунтан парӑнса юратни ҫинчен шухӑшларӑм, ҫакӑ вара мана лӑплантарчӗ. Эпӗ вӑл мана алран тытса тӑнине пӗлетӗп. Вӑл ӑна нихӑҫан та вӗҫертмӗ. Эпӗ ӳксен те, вӑл мана юратма пӑрахмӗ тата тӑма та пулӑшӗ. Ҫавӑнпа та халӗ эпӗ Иеговӑна хама мӗн савӑнтарнине те, хама мӗн хурлантарнине те каласа паратӑп».

8, 9. Кӗлтӑвас умӗн мӗн каламалли ҫинчен шухӑшлани мӗнле усӑ парать? Тӗслӗх илсе парӑр.

8 Мӗн каламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Кӗлтӑвас умӗн эсир хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑр: «Манӑн халӗ мӗнле йывӑрлӑхсем пур? Манӑн кама та пулин каҫармалла мар-и? Манӑн пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртмен-и тата вӗсене татса пама Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ мар-и?» (4 Пат. 19:15—19). Унсӑр пуҫне, эпир Иеговӑн ячӗ сӑваплӑ пултӑр тесе, унӑн Патшалӑхӗ килтӗр тесе тата унӑн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтума пултаратпӑр (Матф. 6:9, 10).

9 Алиска́ ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗн упӑшкин пуҫ миминче рак шыҫҫи пуррине тата пурӑнма унӑн нумаях юлманнине пӗлсен, кӗлтума ӑна йывӑр пулнӑ. Вӑл ҫапла аса илет: «Эпӗ питӗ хытӑ пӑлханнӑран кӗлӗре мӗн каламаллине те пӗлместӗмччӗ». Ӑна мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла ӑнлантарса парать: «Кӗлтӑвас умӗн эпӗ хамӑн шухӑшсене йӗркене кӗртес тесе тата Иеговӑна кӗлӗре мӗн каламалли ҫинчен шухӑшлас тесе темиҫе минут уйӑратӑп. Ҫакӑ мана кӗлӗре хамӑн ҫинчен тата хамӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен ҫеҫ калаҫас вырӑнне ытти япаласем ҫинчен те кӗлтума пулӑшать. Ҫакӑн пек туни мана лӑплантарать тата кӑмӑла ҫӗклет».

10. Мӗншӗн пирӗн чылайччен кӗлтума тӑрӑшмалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

10 Чылайччен кӗлтума тӑрӑшӑр. Кӗске кӗлӗсем те пире Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ, анчах та чылайччен кӗлтунӑ чухне эпир Турра хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсем ҫинчен нумайрах каласа пама пултаратпӑрb. Алискан упӑшки Эла́йджа акӑ мӗн калать: «Эпӗ кун хушшинче нумай хутчен кӗлтума тӑрӑшатӑп, анчах та эпӗ чылайччен кӗлтунине пула Иеговӑпа ытларах ҫывӑхланса пынине асӑрхарӑм. Иегова ниҫта та васкамасть, ҫавӑнпа эпӗ унпа мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ калаҫма пултаратӑп». Сире чылайччен, тен, сасӑпа та, кӗлтума никам та, нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесе, эсир ҫакна хӑш вырӑнта тата хӑш вӑхӑтра тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Унтан ҫавӑн пек кӗлтӑвасси йӑлана кӗтӗр тесе тӑрӑшӑр.

Ӳкерчӗксем: 1) тул ҫутӑлас умӗн арҫын тӑван аллинче кофе тултарнӑ курка тытса сӗтел хушшинче шухӑшласа ларать; ун умӗнчи сӗтел ҫинче уҫӑ Библи выртать; 2) тул ҫутӑлнӑ, вӑл халӗ те сӗтел хушшинче ларать тата васкамасӑр кӗлтӑвать.

Хӑш вырӑнта тата хӑш вӑхӑтра чылайччен кӗлтума май пурри ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр (10-мӗш абзаца пӑхӑр)


БИБЛИРЕ ҪЫРСА ХУНӐ КӖЛӖСЕМ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

11. Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсем ҫинчен шухӑшлани мӗнле усӑ парать? (Ҫавӑн пекех «Эсир вӗсем мӗн туйнинех туятӑр-и?» ятлӑ рамкӑна та пӑхӑр.)

11 Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсем тата мухтав юррисем ҫинчен шухӑшлани пире усӑ пама пултарать. Туррӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене мӗнле уҫса пани ҫинчен вуланӑ май сирӗн те, тен, Иеговӑна хӑвӑр чӗрере мӗн пуррине уҫса парас кӑмӑл ҫуралӗ. Тен, сире вӗсем хӑйсен кӗллисенче каланӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем килӗшӗҫ, эсир вара вӗсене хӑвӑр кӗлӗсене кӗртес тейӗр. Ҫавӑн пекех эсир хӑвӑрӑн хальхи туйӑмусене тӗп-тӗрӗс сӑнласа паракан кӗлӗсене те тупма пултаратӑр.

Эсир вӗсем мӗн туйнинех туятӑр-и?

Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем тӗрлӗ лару-тӑрура пулнӑ чухне Иеговӑна хӑйсен туйӑмӗсене уҫса панӑ. Вӗсен кӗллисене вуланӑ чухне эсир вӗсем мӗн туйнинех туятӑр-и?

  • Иаков хӑранӑ чухне Иеговӑна вӑл хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен ҫеҫ мар, ӑна шанни, пархатарлӑ пулни ҫинчен те каласа панӑ (Пулт. 32:9—12).

  • Соломона Иегова яваплӑ ӗҫ шанса парсан, вӑл ҫавна тума хӑйне ҫамрӑк тесе тата пултарулӑх ҫитсех каймасть тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӑл Турӑран пулӑшу ыйтнӑ (3 Пат. 3:7—9).

  • Давид Вирсавипе аскӑн ӗҫ тусан, Иеговӑна вӑл «таса чӗре» пама йӑлӑннӑ (Пс. 50:11—14).

  • Мария чыслӑ тивӗҫ илсен Иеговӑна мухтанӑ (Лука 1:46—49).

Мӗн тӗпчеме пулать? Библире ҫырса хунӑ пӗр кӗлле вуласа тухӑр та хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Ҫак ҫын мӗн каланӑ? Вӑл ҫавна мӗнле каланӑ? Иегова унӑн кӗлли ҫине мӗнле хуравланӑ?» Унтан хӑвӑр мӗне вӗренни ҫинчен тата ҫак пӗлӳсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшлӑр.

12. Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсем ҫинчен шухӑшланӑ май эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?

12 Библире ҫырса хунӑ пӗр-пӗр кӗлле вуланӑ хыҫҫӑн хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Кам ҫак кӗлле каланӑ, ун чухне унӑн мӗнле лару-тӑру пулнӑ тата мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек кӗлтунӑ? Ҫав ҫыннӑн туйӑмӗсенче эпӗ хамӑн туйӑмсене курмастӑп-и? Ҫак кӗлӗрен эпӗ мӗне вӗренме пултаратӑп?» Ҫак ыйтусен хуравӗсене тупас тесе, тен, сирӗн тарӑнрах тӗпчеме тивӗ. Анчах та ҫавӑн пек вӑй хуни сая каймӗ. Айтӑр Иеговӑн тӑватӑ ӗҫлекенӗн кӗллине пӑхса тухар.

13. Аннӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (1 Патшасен 1:10, 11). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

13 1 Патшасен 1:10, 11 вуласа парӑр. Анна ҫак кӗлле каланӑ чухне унӑн пурнӑҫӗнче икӗ пысӑк йывӑрлӑх пулнӑ. Вӑл ача ҫуратма пултарайман тата унӑн упӑшкин иккӗмӗш арӑмӗ унран тӑрӑхласа кулнӑ (1 Пат. 1:4—7). Сирӗн чылай вӑхӑта пыракан йывӑрлӑх пур-и? Пур пулсан, сире Аннӑн тӗслӗхӗ мӗнле пулӑшма пултарать? Вӑл хӑйне мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна каласа парас тесе чылайччен кӗлтунӑ, ҫакӑ вара ӑна канлӗх панӑ (1 Пат. 1:12, 18). Эпир те хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен тата хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Иеговӑна каласа пама пултаратпӑр. Турӑпа ҫавӑн пек калаҫнӑ хыҫҫӑн эпир хамӑра лайӑхрах туйма пуҫлӑпӑр (Пс. 54:23).

Ӳкерчӗксем: 1) Елкана хӑйӗн икӗ ачипе вылять, ҫакна курса Анна хурлӑхлӑн урӑх еннелле ҫаврӑнса тӑрать; 2) Феннана йӑл кулса хӑйӗн анчахтарах ҫуралнӑ ачине алӑра тытса тӑрать; 3) Анна макӑрса хӗрӳллӗн кӗлтӑвать; 4) чи аслӑ священник Илий аллисене кӑкӑр ҫинче хӗреслесе тытса Аннӑна сӑнаса ларать.

Анна ача ҫуратма пултарайман тата унран хӑйӗн упӑшкин иккӗмӗш арӑмӗ тӑрӑхласа кулнӑ. Канлӗх илес тесе Анна хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине веҫех Иеговӑна каласа панӑ (13-мӗш абзаца пӑхӑр)


14. а) Аннӑран эпир тата мӗне вӗренме пултаратпӑр? ӑ) Турӑ Сӑмахӗнче мӗн калани ҫинчен шухӑшлани пире хамӑр кӗлӗсенче мӗн-мӗн каламалли ҫинчен нумайрах пӗлме мӗнле пулӑшаҫҫӗ? (Сноскӑна пӑхӑр.)

14 Хӑйӗн ывӑлне ҫуратнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен, Анна ӑна чи аслӑ священник Илий патне илсе пынӑ (1 Пат. 1:24—28). Анна хӑйӗн чун-чӗререн каланӑ кӗллинче Иеговӑна, вӑл хӑйне чунтан парӑннӑ ӗҫлекенӗсене хӳтӗленӗшӗн тата вӗсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн, тав тунӑ (1 Пат. 2:1, 8, 9)c. Килӗнче унӑн йывӑрлӑхсем пӗтмен пулас, анчах та халӗ вӑл вӗсем ҫинчен шухӑшлас вырӑнне хӑйне Иегова мӗнле пиллени ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир Иегова хамӑра ку таранччен мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, пире хамӑр йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлрах пулӗ.

15. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне эпир Иеремийӑн кӗллинчен мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иеремия 12:1).

15 Иеремия 12:1 вуласа парӑр. Иеремия хӑш-пӗр ҫынсем япӑх ӗҫсем тунине, ҫав-ҫавах вӗсем телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулнине курнӑ. Ҫакӑ ӑна питӗ кулянтарнӑ. Ҫавӑн пекех ӑна ытти Израиль ҫыннисем хӑйӗнчен кулни-мӑшкӑллани те хурлантарнӑ (Иер. 20:7, 8). Эпир йӗркесӗр ҫынсем пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пулнине кура е ыттисем хамӑртан мӑшкӑлланнине пула хамӑра Иеремия пекех туйма пултаратпӑр. Иеремия хӑйне мӗн кулянтарни ҫинчен Турра каласа панӑ пулин те, вӑл нихӑҫан та Иеговӑн тӗрӗслӗхӗ пирки иккӗленмен. Иегова хӑйӗн пӑлхавҫӑ халӑхне наказани парсан, Иеремия Иегова тӗрӗслӗхе юратакан Турӑ пулнине тата хытӑрах ӗненме пуҫланӑ пулмалла (Иер. 32:19). Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулсан, эпир те ҫакӑ хамӑра мӗнле хытӑ кулянтарни ҫинчен Иеговӑна ним пытармасӑр каласа пама пултаратпӑр. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн Турра шанмалла тата вӑл пур тӗрӗсмарлӑха та пӗтерессине тӳсӗмлӗн кӗтмелле.

16. Тыткӑна лекнӗ левитӑн кӗллинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Псалом 41:2—5). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

16 Псалом 41:2—5 вуласа парӑр. Ҫак юрра тыткӑна лекнӗ тата хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсенчен аякра пулнӑ левит ҫырнӑ. Эпир, сӑмахран, чире пула килтен тухма пултараймастпӑр пулсан е пире Иеговӑна ӗненнӗрен тӗрмене хупнӑ пулсан, пирӗн туйӑмсем ҫав левитӑн туйӑмӗсем пекех пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек лару-тӑрура пирӗн туйӑмсем пӗрре кун пек, тепре ун пек пулма пултараҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, вӗсем ҫинчен Иеговӑна каласа парӑр. Ҫакӑ сире хӑвӑра ӑнланма тата хӑвӑрӑн лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ. Сӑмахран, левит Иеговӑна мухтама татах та майсем пуласса ӑнланса илнӗ (Пс. 41:6). Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗншӗн Иегова мӗнле тӑрӑшни ҫинчен шухӑшланӑ (Пс. 41:9). Чун-чӗререн кӗлтуни пире хамӑра лайӑхрах ӑнланма, чун канӑҫлӑхне тупма пулӑшӗ тата пурне те чӑтса ирттерме вӑй парӗ.

Ӳкерчӗксем: 1) левит ҫын ҫук ҫӗрте хӗрӳллӗн кӗлтӑвать; 2) арҫын тӑван больницӑри вырӑн ҫинче ларса кӗлтӑвать; унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинче уҫӑ Библи выртать.

41-мӗш Псалома ҫырнӑ левит хӑйӗн чӗрине Турра уҫса панӑ. Пирӗн те хамӑр туйӑмсене Иеговӑна каласа памалла — ҫакӑ пире хамӑрӑн лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшӗ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)


17. а) Ионӑн кӗллинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Иона 2:2, 3). ӑ) Библири сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр калама вӗренни йывӑр вӑхӑтра пире мӗнле пулӑшма пултарать? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

17 Иона 2:2, 3 вуласа парӑр. Иона ҫак кӗлле пысӑк пулӑ хырӑмӗнче пулнӑ чухне каланӑ. Ҫавӑнта вӑл Турра итлеменшӗн лекнӗ пулин те, хӑйӗн кӗллине Иегова итлесси пирки вӑл пӗртте иккӗленмен. Хӑйӗн кӗллинче вӑл тӗрлӗ псаломсенче тӗл пулакан нумай сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑd. Иона ҫав псаломсене лайӑх пӗлнӗ пулас. Вӑл вӗсем ҫинчен шухӑшланӑ та хӑйне Иегова пулӑшассине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑн пекех эпир те Библири хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисене пӑхмасӑр калама вӗренетпӗр пулсан, йывӑр вӑхӑтра Иеговӑна кӗлтунӑ чухне вӗсене аса илӗпӗр те вӗсем вара пире канӑҫлӑх парӗҫ.

КӖЛТУСА МАЛАЛЛА ТА ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНСА ПЫРӐР

18, 19. Кӗлӗре Иеговӑна мӗн каламаллине пӗлмен чухне Рим 8:26, 27 сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем пире мӗнле йӑпатма пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

18 Рим 8:26, 27 вуласа парӑр. Хӑш-пӗр чухне эпир хуйха ӳкнӗрен хамӑр мӗн туйнине сӑмахпа та каласа пама пултараймастпӑр. Анчах та ҫакӑ эпир пулӑшусӑр тӑрса юлнине пӗлтермест. Ҫавӑн пек чухне Туррӑн святой сывлӑшӗ «хӑй пирӗншӗн ыйтать». Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Иегова хӑйӗн сывлӑшӗпе усӑ курса Библи ҫыракансене нумай кӗлӗ ҫырса хума хавхалантарнӑ. Эпир хамӑр шухӑшсене уҫӑмлӑн калама пултарайман чухне Иегова Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсенчи сӑмахсене эпир ыйтнӑ пек йышӑнать те вӗсем ҫине хуравлама пултарать.

19 Ҫак шухӑш Раҫҫейре пурӑнакан Елена ятлӑ хӗрарӑм тӑвана пулӑшнӑ. Ӑна Турра кӗлтунӑшӑн тата Библи вуланӑшӑн арестленӗ пулнӑ. Туйӑмӗсем питӗ вӑйлӑ капланса килнӗрен кӗлтума ӑна йывӑр пулнӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Арестленӗ хыҫҫӑн темиҫе кун хушши эпӗ чун-чӗререн кӗлтума пултараймарӑм. Вара мана ҫак канаш аса килчӗ: Иеговӑн ӗҫлекенӗн стреса пула кӗлтума вӑй ҫук пулсан, вӑл Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсене вулама пултарать. Иегова вӗсене эпир каланӑ кӗлӗсем вырӑнне хурать. Ҫав йывӑр вӑхӑтра ҫак канаш маншӑн питӗ вырӑнлӑ пулчӗ».

20. Питӗ хытӑ пӑшӑрханнӑ чухне кӗлтума ҫӑмӑл пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

20 Питӗ хытӑ пӑшӑрханнине пула кӗлӗре пирӗн шухӑшсем арпашса кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне хамӑр ӑс-тӑна йӗркене кӗртес тесе эпир хӑш-пӗр псаломсене сасӑпа вулама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех эпир, Давидран тӗслӗх илсе, хамӑр шухӑш-туйӑмсене ҫырса хурас тейӗпӗр (Пс. 17, 33, 141). Кӗлтума мӗнле хатӗрленес тӗлӗшрен ҫирӗп правилӑсем ҫук паллах (Пс. 140:2). Хӑвӑра мӗн пулӑшать, ҫавна тӑвӑр.

21. Мӗншӗн кӗлӗре Иеговӑна хамӑр чӗрене уҫса памалла?

21 Эпир мӗн те пулин каличченех Иегова эпир мӗн туйнине пӗлет, ҫакна пӗлни чуна ӑшӑтать (Пс. 138:4). Анчах та Турӑ пирӗнтен хамӑр мӗн туйни ҫинчен тата эпир хӑйне мӗнле хытӑ шанни ҫинчен каласа парасса кӗтет. Ҫакна илтме ӑна питӗ кӑмӑллӑ. Ҫавӑнпа та хамӑрӑн ҫӳлти Аттене кӗлтума вӑтанса ан тӑрӑр. Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсене вулӑр — вӗсем сире нумай мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ. Иеговӑна чун-чӗререн кӗлтӑвӑр. Ӑна хӑвӑра мӗн савӑнтарнипе мӗн хурлантарнине каласа парӑр. Иегова сирӗн чи ҫывӑх тус пулнине асра тытӑр — вӑл сире нихӑҫан та хӑвармӗ!

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Кӗлӗре Иеговӑна хӑвӑр шухӑшусемпе туйӑмусене уҫса пама сире мӗн пулӑшӗ?

  • Кӗлӗ пире Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑштӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

  • Библире ҫырса хунӑ кӗлӗсем ҫинчен шухӑшлани сире мӗнле пулӑшма пултарать?

45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем

a «Кулленхи пурнӑҫра усӑ паракан Библири сӑвӑ йӗркисем» кӗнекере «Иегова» текен темӑри «Иеговӑн хӑш-пӗр лайӑх енӗсем» текен пайне пӑхӑр.

b Пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче калакан кӗлӗсем, ялан тенӗ пекех, кӗске.

c Анна хӑйӗн кӗллинче Моисейӑн кӗнекисенче тӗл пулакан сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнӑ. Апла пулсан, вӑл час-часах Сӑваплӑ Ҫыру ҫинчен шухӑшланӑ курӑнать (Сак. аст. 4:35; 8:18; 32:4, 39; 1 Пат. 2:2, 6, 7). Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе ӗмӗр иртсен Мария, Иисусӑн амӑшӗ, кӗлӗ каланӑ, ҫак кӗлӗ вара Аннӑн кӗллине питӗ аса илтерет (Лука 1:46—55).

d Сӑмахран, Иона 2:4—10 сӑвӑ йӗркисене Псалом 68:2; 15:10; 29:4; 141:2, 3; 142:4, 5; 17:7; 3:9 сӑвӑ йӗркисемпе танлаштарӑр. Иона хӑйӗн кӗллинче шухӑшсене мӗнле йӗркепе каланӑ, псаломсене те ҫав йӗркепе илсе панӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр