Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • es26
  • Июнь

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Июнь
  • Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2026
  • Подзаголовоксем
  • Тунтикун, июнӗн 1-мӗшӗ
  • Ытларикун, июнӗн 2-мӗшӗ
  • Юнкун, июнӗн 3-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июнӗн 4-мӗшӗ
  • Эрнекун, июнӗн 5-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июнӗн 6-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июнӗн 7-мӗшӗ
  • Тунтикун, июнӗн 8-мӗшӗ
  • Ытларикун, июнӗн 9-мӗшӗ
  • Юнкун, июнӗн 10-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июнӗн 11-мӗшӗ
  • Эрнекун, июнӗн 12-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июнӗн 13-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июнӗн 14-мӗшӗ
  • Тунтикун, июнӗн 15-мӗшӗ
  • Ытларикун, июнӗн 16-мӗшӗ
  • Юнкун, июнӗн 17-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июнӗн 18-мӗшӗ
  • Эрнекун, июнӗн 19-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июнӗн 20-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июнӗн 21-мӗшӗ
  • Тунтикун, июнӗн 22-мӗшӗ
  • Ытларикун, июнӗн 23-мӗшӗ
  • Юнкун, июнӗн 24-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, июнӗн 25-мӗшӗ
  • Эрнекун, июнӗн 26-мӗшӗ
  • Шӑматкун, июнӗн 27-мӗшӗ
  • Вырсарникун, июнӗн 28-мӗшӗ
  • Тунтикун, июнӗн 29-мӗшӗ
  • Ытларикун, июнӗн 30-мӗшӗ
Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2026
es26

Июнь

Тунтикун, июнӗн 1-мӗшӗ

Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ... ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ [«каҫарма хатӗр», ҪТ]» (Пс. 85:5).

Тӳлесе илме панӑ парне пире халех нумай усӑ парать. Сӑмахран, ҫав парнене пула Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарать. Вӑл ҫавна тумасан та пултарать, анчах унӑн пире питӗ каҫарас килет (Пс. 102:3, 10—13). Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсем пирки Иегова каҫарнине тивӗҫлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ. Чӑннипе каласан, ҫавна пӗр ҫын та тивӗҫлӗ мар. Павел апостол хӑй «апостол ятне илме... тивӗҫлӗ мар» пулнине ӑнланнӑ. Апла пулин те вӑл: «Туррӑн виҫесӗр ырӑлӑхне пула манӑн халӗ ҫакӑн пек тивӗҫ пур», — тенӗ (1 Кор. 15:9, 10). Хамӑр ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнсен Иегова пире каҫарать. Мӗншӗн? Вӑл ҫакна эпир тивӗҫлӗ пулнӑран мар, пире юратнӑран тӑвать. Эсир хӑвӑра ниме тӑман ҫын пек туятӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: каҫарттаракан парнене Иегова ҫылӑхсӑр ҫынсемшӗн мар, ӳкӗнекен ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн панӑ (Лука 5:32; 1 Тим. 1:15). w25.01 26—27 с., 3, 4 абз.

Ытларикун, июнӗн 2-мӗшӗ

Хӗрхенекен кӑмӑллӑ ҫын хӑйӗн чунне ырӑлӑх кӳрет, хытӑ чӗрелли вара хӑйне инкек кӑтартать (Ытар. 11:17).

Ҫынсем хӑйсене пирӗнпе мӗнле тытасси ҫине эпир витӗм кӳме пултараймастпӑр. Анчах та вӗсемпе хамӑра мӗнле тытасси хамӑртан килет. Ыттисем пире кӳрентернӗ чухне хамӑр мӗн тума пултарнинчен чи лайӑххи вӑл — вӗсене каҫарасси. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна юрататпӑр, вӑл вара пирӗнтен ыттисене каҫарасса кӗтет. Эпир тарӑхса ҫӳретпӗр пулсан, каҫармастпӑр пулсан, ӑссӑрла ӗҫсем тума пултаратпӑр тата, тен, хамӑрӑн сывлӑха та сиен кӳрӗпӗр (Ытар. 14:17, 29, 30). Кӳренме пӑрахсан эпир япӑх туйӑмсене хамӑра сиен кӳме памастпӑр. Ҫавӑн пекех эпир хамӑра хамӑр парне парнелеме пултаратпӑр: унчченхине манса кайса каллех савӑнса пурӑнма пултаратпӑр. Тарӑхса-кӳренсе ҫӳреме пӑрахма пире мӗн пулӑшӗ? Хӑвӑра вӑхӑт парӑр. Тӗслӗхрен, ҫынна йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн сипленме тата каллех ура ҫине тӑма вӑхӑт кирлӗ. Чун суранӗсем пирки те ҫавнах калама пулать: вӗсене те сиплеме вӑхӑт кирлӗ, вара хӑвӑра кӳрентернӗ ҫынна чун-чӗререн каҫарма ҫӑмӑлтарах пулӗ (Еккл. 3:3; 1 Пётр 1:22). Иеговӑна кӗлтӑвӑр, унран хӑвӑра кӳрентернӗ ҫынна каҫарма пулӑшма ыйтӑр. w25.02 16—17 с., 8—11 абз.

Юнкун, июнӗн 3-мӗшӗ

Хытӑ ҫимӗҫ... ҫитӗнсе ҫитнисем валли (Евр. 5:14).

Христиансен тӗп вӗрентӗвӗсем шутне, тӗслӗхрен, ӳкӗнесси ҫинчен, Турра ӗненесси ҫинчен, шыва кӗресси ҫинчен тата вилнисем чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан чӑнлӑхсем кӗреҫҫӗ (Евр. 6:1, 2). Ҫакӑн пек вӗрентӳсем ҫинче христиансен ӗненӗвӗ никӗсленнӗ. Акӑ мӗншӗн Пётр апостол Аллӑмӗш кун уявӗнче сӑмах тухса каланӑ чухне вӗсем ҫинчен каланӑ (Ап. ӗҫ. 2:32—35, 38). Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑрас тесен пирӗн ҫав тӗп вӗрентӳсене йышӑнмалла. Сӑмахран, Павел апостол эпир вилнисем чӗрӗлсе тӑрассине ӗненместпӗр пулсан, чӑн христиансем пулаймастпӑр тесе уҫҫӑн палӑртнӑ (1 Кор. 15:12—14). Ҫапах та тӗп пӗлӳсене илсен пирӗн чарӑнмалла мар, малалла та пӗлӳ илсе пымалла. Тӗп вӗрентӳсемпе танлаштарсан, хытӑ сӑнарлӑ апат шутне Иеговӑн законӗсем кӑна мар, принципӗсем те кӗреҫҫӗ. Принципсем пире Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пек апат усӑ патӑр тесен пирӗн Библи вуламалла, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курмалла. Вара эпир Иеговӑна савӑнтаракан йышӑнусем тума вӗренетпӗр. w24.04 5 с., 12, 13 абз.

Кӗҫнерникун, июнӗн 4-мӗшӗ

Суд кунӗнче Ниневи ҫыннисем... вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Матф. 12:41).

Иегова Ионӑна Ниневи ҫыннисем ырӑпа усала уйӑрма пӗлменни ҫинчен аса илтернӗ (Иона 1:1, 2; 3:10; 4:9—11). Каярахпа Иисус ҫак тӗслӗхе Иегова мӗн тери хӗрхенекен пулнине тата вӑл тӗрӗслӗх Турри пулнине кӑтартас тесе илсе панӑ. Ниневи ҫыннисем «Суд кунӗнче» чӗрӗлсе тӑрӗҫ тени мӗне пӗлтерет? Иисус пуласлӑхра «суд валли чӗрӗлсе» тӑракансем пулӗҫ тесе вӗрентнӗ (Иоанн 5:29). Вӑл хӑй пин ҫул хушши ертсе пырас вӑхӑт пирки — «тӳрӗ ҫынсене те, тӳрӗ маррисене те» вилӗмрен чӗртсе тӑратас вӑхӑт пирки — каланӑ (Ап. ӗҫ. 24:15). Тӳрӗ маррисем «суд валли чӗрӗлсе тӑрӗҫ». Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Иеговӑпа Иисус вӗсем чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн хӑйсем мӗн пӗлнипе пурнӑҫра усӑ курнипе курманнине сӑнаса тӑрӗҫ. Енчен те чӗрӗлсе тӑнӑ Ниневи ҫынни Иеговӑна пуҫҫапасшӑн пулмасть пулсан, Иегова ӑна пурӑнма ирӗк памӗ (Ис. 65:20). Пирӗнпе пӗрле Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапас текенсем вара ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма пултарӗҫ! (Дан. 12:2). w24.05 5 с., 13, 14 абз.

Эрнекун, июнӗн 5-мӗшӗ

Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ (Лука 19:10).

Иисус хӑйӗн Ашшӗ хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине уҫҫӑн кӑтартса панӑ (Иоанн 14:9). Унӑн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем хӑйӗн хӗрхенекен Ашшӗ ҫынсене юратнине тата вӗсене ҫылӑха ҫӗнтерме пулӑшасшӑн пулнине уҫҫӑн кӑтартнӑ. Иисус хӑйне ҫынсемпе мӗнле тытни вӗсене улшӑнма тата хӑйӗн хыҫҫӑн пыма хавхалантарнӑ (Лука 5:27, 28). Иисус хӑйне мӗн кӗтнине пӗлнӗ. Вӑл хӑйне сутӗҫ тата юпа ҫине пӑталаса вӗлерӗҫ тесе вӗренекенӗсене пӗрре анчах мар каланӑ (Матф. 17:22; 20:18, 19). Иисус хӑйӗн вилӗмӗ тӗнче ҫылӑхне пӗтерессе пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне парне пек панӑ хыҫҫӑн «пур тӗрлӗ ҫынна» хӑйӗн патне пуҫтарӗ тесе вӗрентнӗ (Иоанн 12:32). Ҫылӑхлӑ ҫынсем Иисуса ӗненсен тата ун хыҫҫӑн пырсан Иеговӑна савӑнтарма пултарӗҫ, вара вӗсем ҫылӑхран хӑтӑлӗҫ (Иоанн 8:32; Рим 6:14, 18, 22). Акӑ мӗншӗн Иисус асапланса вилме хатӗр пулнӑ (Иоанн 10:17, 18). w24.08 5 с., 11, 12 абз.

Шӑматкун, июнӗн 6-мӗшӗ

Пӗтес вӑхӑт ҫитиччен пур халӑха та ырӑ хыпар пӗлтерсе тухӗҫ (Марк 13:10).

Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗрремӗш хут илтнине аса илӗр-ха. Эпир пирӗн ҫӳлти Атте пире юратнине тата хӑйӗн ҫемйине йышӑнасшӑн пулнине ӑнланса илтӗмӗр. Вӑл пур хуйха та, ыратнине те пӗтерессе пӗлтӗмӗр. Тата пирӗн хамӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене вӗсем ҫӗнӗ тӗнчере чӗрӗлсе тӑрсан курма шанчӑк ҫуралчӗ (Марк 10:29, 30; Иоанн 5:28, 29; Рим 8:38, 39; Ӳлӗм. 21:3, 4). Ҫак хаклӑ чӑнлӑхсем пирӗн чӗрене ӑшӑтрӗҫ (Лука 24:32). Эпир ҫак чӑнлӑхсене юратрӑмӑр тата вӗсене ыттисене пӗлтермесӗр тӑраймарӑмӑр! (Иеремия 20:9 танлаштарӑр.) Чӑнах та, Библири чӑнлӑха хытӑ юратнӑран эпир ним чӗнмесӗр тӑраймастпӑр (Лука 6:45). Эпир Иисусӑн пӗрремӗш ӗмӗрти вӗренекенӗсем мӗн туйнинех туятпӑр. Вӗсем: «Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр», — тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 4:20). Чӑнлӑха ҫав тери хытӑ юратнӑран пирӗн ун ҫинчен май килнӗ таран ытларах ҫынна каласа парас килет. w24.05 15 с., 5 абз.; 16 с., 7 абз.

Вырсарникун, июнӗн 7-мӗшӗ

Ҫӳлхуҫашӑн савӑнса ӗҫлесе тӑрӑр (Пс. 99:2).

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен ҫӳлти Ашшӗне юратаҫҫӗ тата ыттисене те ун ҫинчен каласа парасшӑн. Хыпарҫӑсенчен нумайӑшне ырӑ хыпар сарма питӗ килӗшет. Теприсене вара ҫак ӗҫ ытлах савӑнтармасть. Мӗншӗн? Хӑш-пӗрисем питӗ вӑтанчӑк тата ҫынсене лайӑх вӗрентейместпӗр теҫҫӗ. Теприсене ют ҫын патне хӑйсене чӗнмесӗр пыма аван мар. Тата хӑш-пӗрисем хӑйсене итлемесрен тата вӑрҫса пӑрахасран хӑраҫҫӗ. Калаҫнӑ чухне тавлашу сиксе тухма пултарать тесе пӑшӑрханакансем те пур. Ҫак тӑвансене палламан ҫынсемпе Библи ҫинчен калаҫу пуҫарса яма йывӑр. Ҫак сӑлтавсене пулах, тен, сире те ырӑ хыпар сарни савӑнӑҫ памасть. Ҫапла пулсан, ан кулянӑр. Эсир хӑвӑр лайӑх вӗрентме пултарни пирки иккӗленетӗр пулсан, апла эсир хӑвӑра кӗҫӗне хуракан, тавлашма тата хӑвӑр ҫине ытлашши тимлеттерме юратман ҫын пулӗ. Паллах, вӑрҫни тата итлеменни, уйрӑмах лайӑххи ҫинчен каласшӑн пулнӑ чухне, никама та килӗшмест. Ҫӳлти Аҫӑр эсир мӗнле йывӑрлӑхсем тӳснине курать тата сире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 41:13). w24.04 14 с., 1, 2 абз.

Тунтикун, июнӗн 8-мӗшӗ

Йӑвашшисемпе пӗрле — ӑслӑлӑх (Ытар. 11:2).

Турӑ Сӑмахӗнче мӗн вуланине пӗтӗмпех тӳрех пурнӑҫа кӗртмелле тесе ан шутлӑр. Сӑпайлӑ пулӑр, ытлашши нумай тӗллев ан лартӑр. Ҫапла туса пӑхӑр: хӑвӑр мӗнле-мӗнле улшӑнусем тӑвасшӑн пулнине ҫырса хурӑр та вӗсенчен пӗр-иккӗшне суйласа илӗр. Ыттисене кайран пурнӑҫа кӗртӗр. Мӗнрен пуҫламалла-ши? Тен, малтан эсир чи пӗчӗк тӗллеве пурнӑҫлас тейӗр. Е хӑвӑра пуринчен ытла мӗн канӑҫ памасть, ҫавӑнтан пуҫлама пулать. Тӗллеве суйласа илсен, пирӗн публикацисемпе усӑ курса тӗпчӗр. Иегова сире хӑвӑр лартнӑ тӗллеве пурнӑҫлама «кӑмӑл та, вӑй та» патӑр тесе кӗлтӑвӑр (Флп. 2:13). Кайран хӑвӑр мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртӗр. Пӗрремӗш тӗллев тӗлӗшӗнчен ҫитӗнӳсем тусан, сирӗн тепӗр тӗллеве те пурнӑҫлас килӗ пуль. Хӑвӑр хӑш енчен те пулин улшӑннине е христиансен пулмалли пӗр-пӗр лайӑх енне аталантарнине курсан, сирӗн ытти улшӑнусене тума та вӑй кӗрӗ. Вӗсене пурнӑҫлама, тен, ҫӑмӑлтарах та пулӗ. w24.09 6 с., 13, 14 абз.

Ытларикун, июнӗн 9-мӗшӗ

Ҫак ӗҫре эсир пур тӗлӗшрен те таса пулнине кӑтартрӑр (2 Кор. 7:11).

Тен, эсир унччен камӑн та пулин чунне ыраттарнӑ, халӗ вара ҫавӑншӑн кулянатӑр. Ҫапла пулсан, мӗн тума пулать? Йӑнӑша тӳрлетес тесе хӑвӑр мӗн тума пултарнине веҫех тӑвӑр. Сӑмахран, чун-чӗререн каҫару ыйтӑр. Иеговӑна кӗлтуса хӑвӑр кӳрентернӗ ҫынна лӑплантарма ыйтӑр. Иегова ӑна та, сире те канӑҫлӑх пама тата хӑйӗншӗн малалла та ӗҫлесе тӑма пулӑшма пултарать. Хӑвӑр тунӑ йӑнӑшсенчен вӗренӗр тата Иегова мӗн ыйтнине тума хатӗр пулӑр. Иона пророкӑн тӗслӗхне аса илер. Турӑ ӑна Ниневие кайма хушнӑ, вӑл вара пачах урӑх енне тарнӑ. Иегова Ионӑна тӳрлетнине пула лешӗ хӑйӗн йӑнӑшӗнчен вӗренме пултарнӑ (Иона 1:1—4, 15, 16; 2:1, 8—11). Турӑ хӑйӗн пророкӗ ҫине ал сулман. Вӑл ӑна Ниневие кайма тепӗр хут каланӑ. Ку хутӗнче пророк тӳрех тӑрса утнӑ. Иона хӑй йӑнӑш тунӑшӑн хуйхӑрнӑ пулин те, вӑл хӑйне Иегова мӗн хушнине тунӑ (Иона 3:1—3). w24.10 8—9 с., 10, 11 абз.

Юнкун, июнӗн 10-мӗшӗ

Эппин, ӳкӗнӗр тата улшӑнӑр, вара сирӗн ҫылӑхсем каҫарӑнӗҫ. Ҫапла вара Иегова сире канӑҫ патӑр (Ап. ӗҫ. 3:19).

Иегова пирӗн парӑмсене, е ҫылӑхсене, пӑрахӑҫлать кӑна мар, вӑл вӗсене тасатать. Калӑпӑр, эсир пӗр-пӗр ҫын умӗнче парӑмлӑ пулса тӑнӑ. Вӑл сирӗн парӑм пирки ҫырнине туртса хурать. Ҫавах та туртса хунӑ цифрӑсем курӑнаҫҫӗ. Анчах та туртса хурас вырӑнне ҫырнине тасатма та пулать. Авалхи вӑхӑтра чернила мӗнрен тунине аса илер. Ӑна хӑрӑмпа сӑмалана шывпа хутӑштарса тунӑ, ҫавӑнпа та ҫын йӗпе губка илсе мӗн ҫырнине шӑлса тасатма пултарнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унччен мӗн ҫырнине никам та курма пултарайман. Ҫапла майпа тасатнӑ хыҫҫӑн парӑм нихӑҫан та пулман пек пулнӑ. Ҫавӑн пекех Иегова та пирӗн ҫылӑхсене пӑрахӑҫлать кӑна мар, вӑл вӗсене пӗтӗмпех тасатать. Ҫавӑншӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ (Пс. 50:11). w25.02 10 с., 11 абз.

Кӗҫнерникун, июнӗн 11-мӗшӗ

Усал тумалӑхах ан тарӑх (Пс. 36:8).

Ыттисем пирӗнпе хӑйсене япӑх тытнӑ чухне е пирӗн пирки япӑх шутланӑ чухне Иегова пӗтӗмпех курса тӑни пирки эпир иккӗленместпӗр. Вӑхӑт ҫитсен вӑл пӗтӗмпех тӳрлетессе ҫирӗп шанатпӑр. Ҫакӑ пире тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерме пулӑшать. Иеговӑна шаннипе тата пӗтӗмпех ун аллине панипе эпир хамӑр чӗрене хаярлӑхпа тата курайманлӑхпа тулма памастпӑр, мӗншӗн тесен йывӑр туйӑмсем япӑх ӗҫсем патне илсе ҫитерме пултараҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫав йывӑр туйӑмсене пула эпир савӑнӑҫлӑ пулма пӑрахма пултаратпӑр тата Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатма пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, эпир веҫех Иисус пекех тӗп-тӗрӗс тума пултараймастпӑр. Вӑхӑтран вӑхӑта эпир мӗн те пулин туса е каласа хуратпӑр, кайран вара ҫавӑншӑн ӳкӗнетпӗр (Иак. 3:2). Хӑш-пӗр чухне вара эпир тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулатпӑр. Ҫавна пула пирӗн ахаль сурансем е чун суранӗсем юлма пултараҫҫӗ. Тен, вӗсем ҫак тӗнче пӗтичченех ыратӗҫ. Ҫапах та ҫакна асра тытӑр: Иегова эсир мӗн тӳснине веҫех курса тӑрать. Унӑн Ывӑлӗ те, Иисус, айӑпсӑр ҫӗртенех асап курнӑскер, эсир мӗн туйнине питӗ лайӑх ӑнланать (Евр. 4:15, 16). Тӗрӗсмарлӑха тӳссе ирттерме Иегова пире Библири канашсене те панӑ, ҫавӑншӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. w24.11 6 с., 12, 13 абз.

Эрнекун, июнӗн 12-мӗшӗ

Турӑ кама янӑ, ҫавна ӗненмелле. Акӑ мӗн Турӑ ырлать (Иоанн 6:29).

Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен Иисуса ӗненмелле (Иоанн 3:16—18, 36; 17:3). Иисус еврейсене Турӑ хӑйсене ырлатӑр тесен мӗн тумаллине каланӑ. Анчах та нумайӑшӗ Иисус мӗн каланине хӑлхана чикмен. Вӗсем ҫапла ыйтнӑ: «Хӑвна ӗнентерес тесе эсӗ пире мӗнле паллӑ кӑтартӑн?» (Иоанн 6:30). Вӗсем Моисей вӑхӑтӗнче Турӑ хӑйсен мӑн аслашшӗсене тӗлӗнмелле майпа манна парса тӑни ҫинчен каланӑ. Ҫав манна вара вӗсемшӗн кулленхи апат пулнӑ (Неем. 9:15; Пс. 77:24, 25). Ҫав ҫынсем ҫӑкӑр ҫиесси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ. Иисус тӳпери «чӑн ҫӑкӑр» ҫинчен, маннӑпа танлаштарсан, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан ҫӑкӑр ҫинчен асӑнсан та, вӗсем вӑл мӗн каласшӑн пулнине ыйтса пӗлмен (Иоанн 6:32). Апат ҫиессишӗн ҫуннӑран вӗсем Иисус хӑйсене вӗрентесшӗн пулнӑ хаклӑ чӑнлӑхсене ӑнкарса илеймен. Эпир ҫакӑнтан мӗне вӗренетпӗр? w24.12 5—6 с., 10, 11 абз.

Шӑматкун, июнӗн 13-мӗшӗ

Пурне те тӑваканни... Турӑ (Евр. 3:4).

Шкулта сирӗн ача ҫутҫанталӑкри япаласен формисем законсем тӑрӑх пулса пынине пӗлӗ. Сӑмахран, кашни юр пӗрчи фрактал текен геометри фигурисенчен тӑрать. Анчах та юр пӗрчи кӑна мар, ытти япаласем те фракталсенчен тӑма пултараҫҫӗ. Ҫак эрешсемпе законсене кам шутласа кӑларнӑ-ши? Ҫак ыйтусем ҫинчен шухӑшланӑ май сирӗн ача, тен, веҫех Турӑ тунине ӑнланса илӗ. Ача кӑшт ӳссен, эсир унран ҫапла ыйтма пултаратӑр: «Турӑ пире тунӑ пулсан, вӑл пире телейлӗ пулма вӗрентмӗ-и вара?» Кайран телейлӗ пулма Турӑ пире Библи урлӑ вӗрентет тесе ӑнлантарса парӑр. w24.12 16 с., 8 абз.

Вырсарникун, июнӗн 14-мӗшӗ

Эпӗ сирӗн хушшӑрта аскӑнлӑх пурри ҫинчен илтрӗм. Ҫавнашкал аскӑнлӑх урӑх халӑх ҫыннисем хушшинче те ҫук: сирӗнтен пӗри хӑйӗн ашшӗн арӑмӗпе пурӑнать (1 Кор. 5:1).

Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫырура пухури христиансене ҫылӑхӗшӗн ӳкӗнмен тӑвана хӑйсен хушшинчен кӑларса яма хушнӑ (1 Кор. 5:13). Шанчӑклӑ христиансен ҫав тӑванпа хӑйсене мӗнле тытмалла пулнӑ? Павел вӗсене унпа хутшӑнмалла мар тенӗ. Ҫакӑ мӗне пӗлтернӗ? Вӗсен унпа апат та ларса ҫимелле пулман (1 Кор. 5:11). Кампа та пулин апат ҫинӗ вӑхӑтра ытларах чухне эпир чӗнмесӗр лармастпӑр, калаҫатпӑр. Апла пулсан, Павел тӑвансене ҫав ҫынпа пӗрле вӑхӑта ирттермелле мар тесшӗн пулнӑ. Ҫакӑ пухӑва япӑх витӗмрен хӳтӗленӗ пулӗччӗ (1 Кор. 5:5—7). Унсӑр пуҫне, тӑвансем йывӑр ҫылӑх тунӑ ҫынпа хутшӑнма пӑрахса ӑна хӑй Иеговӑн чӗрине мӗн тери хытӑ ыраттарнине ӑнланса илме тата ӳкӗнме пулӑшнӑ пулӗччӗҫ. w24.08 15 с., 4, 5 абз.

Тунтикун, июнӗн 15-мӗшӗ

Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ (Иоанн 3:16).

Израильте ҫулсерен Тасалмалли кун уявне паллӑ тунӑ. Ҫав кун чи аслӑ священник чӗрчунсене парнене кӳнӗ. Паллах, ҫав парнесем ҫынсен ҫылӑхӗсене йӑлтах каҫарма пултарайман, мӗншӗн тесен чӗрчун пурнӑҫӗ ҫын пурнӑҫӗпе танлашаймасть. Ҫапах та израильтянсем ӳкӗннӗ пулсан тата парнесене Иегова хушнӑ пек кӳнӗ пулсан, вӑл вӗсен ҫылӑхӗсене каҫарнӑ (Евр. 10:1—4). Ҫав парнесем израильтянсене хӑйсем ҫылӑхлӑ пулнине аса илтерсе тӑнӑ. Ҫынсен ҫылӑхӗсене яланлӑхах каҫарас тесе Иегова мӗн тунӑ? Вӑл ҫӗр ҫине хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне янӑ. Лешӗ вара «нумайӑшӗн ҫылӑхне илсе каяс тесе хӑйне пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнӗ» (Евр. 9:28). Иисус «нумайӑшне тӳлесе илмешкӗн хӑйӗн пурнӑҫне» парне пек панӑ (Матф. 20:28). w25.02 4 с., 9, 10 абз.

Ытларикун, июнӗн 16-мӗшӗ

Илӗртӳ хыҫҫӑн каяс мар тесен сыхӑ тӑрӑр тата пӗрмай кӗлтӑвӑр (Матф. 26:41).

Иисус: «Ҫыннӑн чӗри хастар, анчах унӑн кӗлетки хавшак», — тенӗ (Матф. 26:41ӑ). Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Иисус ҫынсен ҫитменлӗхсем пуррине тата вӗсем йӑнӑшсем тунине ӑнланнӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл ҫак сӑмахсене каласа хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйсем ҫине ҫеҫ шанасран асӑрхаттарнӑ. Темиҫе сехет маларах апостолсем хӑйсен Ҫӳлхуҫинчен нихӑҫан та тунас ҫук тесе ҫирӗппӗн каланӑ (Матф. 26:35). Вӗсем чӑнах та Иисуса шанчӑклӑ пуласшӑн пулнӑ. Ҫивӗч лару-тӑрура хӑйсем ҫӑмӑллӑнах япӑххине туса хурасса вӗсем шутламан та. Акӑ мӗншӗн, паянхи сӑвӑ йӗркинче каланӑ пек, Иисус вӗсене сыхӑ тӑма хавхалантарнӑ. Шел пулин те, вӗренекенӗсем Иисус мӗн каланине хӑлхана чикмен. Вӗрентекенне арестлесен вӗсем хӑйсене мӗнле тытнӑ? Хӑйсем каланӑ пек, Иисуспа юлнӑ-и? Ҫук. Вӗсем хӑйсем кӗтмен ҫӗртенех хӑраса ӳкнӗ те тарса пӗтнӗ (Матф. 26:56). w24.07 14 с., 1, 2 абз.

Юнкун, июнӗн 17-мӗшӗ

Эпир Туррӑн тӑшманӗсем пулнӑ пулин те, унӑн Ывӑлӗн вилӗмӗ урлӑ унпа мирлешрӗмӗр (Рим 5:10).

Адампа Ева ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Анчах та ку ҫеҫ мар. Вӗсем хӑйсен Ашшӗпе, Иеговӑпа, хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене те пӑснӑ. Адампа Ева Туррӑн ачисем пулнӑ (Лука 3:38). Анчах вӗсем Турра итлеме пӑрахнӑ, ҫавӑнпа унӑн тӑшманӗсем пулса тӑнӑ, вара Турӑ вӗсене хӑйӗн ҫемйинчен кӑларса янӑ. Вӗсем мӗн туни хӑйсем ҫине кӑна мар, вӗсен тӑхӑмӗ ҫине те, ҫав шутрах пирӗн ҫине те, витӗм кӳнӗ (Пулт. 3:23, 24; 4:1). Ҫавӑнпа та пирӗн Иеговӑпа мирлешмелле (Рим 5:10, 11). Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, «мирлешнӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «тӑшман пулма пӑрахса тус пулса тӑнӑ» тенине пӗлтерет. Тӗлӗнмелле те, Иегова пире хӑйӗнпе мирлештерес тесе хӑй пӗрремӗш утӑм тунӑ. Вӑл ҫакна мӗнле тунӑ-ши? Иегова хӑйӗнпе ҫылӑхлӑ ҫынсем хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса ярас тесе вӗсене тӳлесе илме май уҫса панӑ. Ҫавна пула ҫынсем Адам мӗн ҫухатнине каялла илме пултараҫҫӗ. w25.02 3—4 с., 7, 8 абз.

Кӗҫнерникун, июнӗн 18-мӗшӗ

Турра юрӑхлӑ кулянни — ӳкӗнесси патне, ӳкӗнесси вара ҫӑлӑнӑҫ патне илсе ҫитерет (2 Кор. 7:10).

Павел апостол: «Ҫав ҫынна нумайӑшӗ питлени ҫителӗклӗ», — тесе ҫырнӑ (2 Кор. 2:5—8). Урӑхла каласан, хӑйӗн ашшӗн арӑмӗпе аскӑн ӗҫ туса пурӑннӑ тӑван, хӑйне пухуран кӑларса ярсан, хӑйӗн ӳкӗнмеллине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл ӳкӗннӗ те ӑна тек наказани кирлӗ пулман (Евр. 12:11). Ҫавӑнпа та Павел пухури тӑвансем патне тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрӑнса кайнӑ тӑвана «чӗререн каҫармалла тата йӑпатмалла» тесе ҫырса янӑ. Тата вӑл: «Ӑна хӑвӑр юратни пирки шантарӑр», — тесе те каланӑ. Павел пухури тӑвансене ҫав ҫынна каялла пухӑва йышӑнмалла тесе ҫеҫ каламан. Вӑл тӑвансене ҫав ҫынна чун-чӗререн каҫарнине тата чӑннипех те юратнине хӑйсен сӑмахӗсемпе те, ӗҫӗсемпе те кӑтартма хавхалантарнӑ. Вара ҫав тӑван хӑй пухӑва таврӑннишӗн тӑвансем чӑнах та савӑннине туйса илнӗ пулӗччӗ. w24.08 15 с., 4 абз.; 16—17 с., 6—8 абз.

Эрнекун, июнӗн 19-мӗшӗ

Сире пурин умӗнче те хӑртрӗҫ, хӗн кӑтартрӗҫ (Евр. 10:33).

Павел апостол чӑтӑмлӑ пулма мӗн пулӑшнине питӗ лайӑх пӗлнӗ: хамӑр ҫине мар, Иегова ҫине шанмалла. Павел ҫирӗппӗн: «Иегова — мана пулӑшакан, эпӗ хӑрамӑп», — тесе каланӑ (Евр. 13:6). Хӑш-пӗр тӑвансем халех хӗсӗрленипе тӗл пулаҫҫӗ. Эпир вӗсемшӗн мӗн тума пултаратпӑр? Кӗлтума тата май килнӗ чухне ӗҫпе пулӑшма пулать. Библире: «Христос Иисусӑн вӗренекенӗсене, Турра парӑнса пурӑнас текенсене, пурне те хӗсӗрлӗҫ», — тесе тӳррӗн каланӑ (2 Тим. 3:12). Апла пулсан, пирӗн кашнин ҫакӑнпа тӗл пулма хатӗр пулмалла. Айтӑр Иеговӑна пӗтӗмпех шанар тата вӑл пире кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пулӑшасси пирки иккӗленер мар. Хӑй палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене пур хӗн-асапран та хӑтарӗ (2 Фес. 1:7, 8). w24.09 12—13 с., 17, 18 абз.

Шӑматкун, июнӗн 20-мӗшӗ

Ырӑ хыпара илтнӗ Коринф ҫыннисем... нумайӑшӗ ӗненнӗ те шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 18:8).

Коринф ҫыннисене чӑрмавсене ҫӗнтерсе шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? (2 Кор. 10:4, 5). Туррӑн Сӑмахӗ тата унӑн хӑватлӑ святой сывлӑшӗ пулӑшнипе Коринф ҫыннисем хӑйсен пурнӑҫне тӗппипех улӑштарма пултарнӑ (Евр. 4:12). Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем унччен ӗҫке ернӗ, вӑрӑсем тата гомосексуалистсем пулнӑ, анчах та Христос ҫинчен калакан ырӑ хыпара йышӑнса вӗсем ҫак ӗҫсене тума пӑрахнӑ та шыва кӗнӗ (1 Кор. 6:9—11). Коринфра пурӑннӑ хӑш-пӗр ҫынсен йӑлана кӗнӗ япӑх ӗҫсенчен хӑтӑлмалла пулнӑ. Анчах та вӗсем эпир ҫакна нихӑҫан та тӑваймастпӑр, христиансем пулса тӑраймастпӑр тесе шутламан. Вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫул ҫине тӑрас тесе питӗ нумай вӑй хунӑ (Матф. 7:13, 14). Тен, сире те шыва кӗме йӑлана кӗнӗ япӑх ӗҫсем чӑрмантараҫҫӗ. Ан парӑнӑр! Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Вӑл сире тӗрӗс маррине тӑвас кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме пулӑшӗ. w25.03 6 с., 15—17 абз.

Вырсарникун, июнӗн 21-мӗшӗ

Сирӗнтен кама та пулин ӑслӑлӑх ҫитеймест пулсан... Турӑран ыйттӑр (Иак. 1:5).

Турӑ пире ӑслӑлӑх пама сӑмах панӑ. Ҫав ӑслӑлӑх сире сирӗн йышӑну Иеговӑна килӗшнипе килӗшменнине курма пулӑшӗ. Иегова ҫавӑн пек ӑслӑлӑха «уҫӑ кӑмӑлпа тата пӗр ӳпкелешмесӗр» парать. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Иеговӑна хуравлама май парӑр. Сӑмахран, эсир хӑвӑр пӗлмен хулара ҫухалса кайнӑ та унта пурӑнакан пӗр ҫынран ҫул ыйтатӑр. Анчах та вӑл хуравличченех эсир малалла каятӑр-и? Паллах, ҫук. Эсир вӑл мӗн каланине тимлӗ итлетӗр. Ҫавӑн пекех, Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтнӑ хыҫҫӑн вӑл мӗнле хуравланине ӑнланма тӑрӑшӑр. Ҫакна ӑнланас тесен хӑвӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ Библири законсемпе принципсем ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, туслӑ тӗлпулӑва каймалла-и, каймалла мар-и тесе шухӑшланӑ чухне йышӑну тума мӗн пулӑшӗ? Турӑ Сӑмахне тӗпчӗр. Унта асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫинчен, япӑх ҫынсемпе хутшӑнни ҫинчен мӗн каланӑ? Тата ҫакӑн ҫинчен те шухӑшласа пӑхӑр: христианинӑн пурнӑҫӗнче малти вырӑнта мӗн пулмалла — Турӑ Патшалӑхӗ-и е хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарасси-и? (Матф. 6:33; Рим 13:13; 1 Кор. 15:33). w25.01 16 с., 6, 7 абз.

Тунтикун, июнӗн 22-мӗшӗ

Акӑ Манӑн чурамсем ҫийӗҫ, эсир вара выҫса ларатӑр (Ис. 65:13).

Исаия пророкла каланинче сӑнарлӑ райра пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫӗ унта пурӑнманнисен пурнӑҫӗнчен питӗ вӑйлӑ уйрӑлса тӑнине кӑтартнӑ. Иегова пире хӑйӗнпе ҫывӑх пулмашкӑн мӗн кирлине веҫех уҫӑ кӑмӑлпа парса тӑрать. Пирӗн святой сывлӑш, Библи пур тата сӑнарлӑ апат нумай. Ҫавӑнпа та эпир, сӑнарлӑ каласан, ӗҫсе-ҫисе савӑнма пултаратпӑр. (Ӳлӗмхи 22:17 танлаштарӑр.) Сӑнарлӑ райра пурӑнманнисем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсем выҫӑ лараҫҫӗ, шывсӑр антӑхаҫҫӗ тата намӑс кураҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем Турра пӗлмеҫҫӗ (Ам. 8:11). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене вӗсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пултӑр тесе веҫех, ҫав шутрах сӑнарлӑ апат, парса тӑрӑп тесе шантарнӑ (Иоиль 2:21—24). Иегова пире паян мӗн-мӗн парать? Пирӗн Библи, ӑна ӑнлантарса паракан публикацисем, сайт пур, унсӑр пуҫне, тӗлпулусемпе конгрессем иртеҫҫӗ. Эпир, сӑнарлӑ каласан, кашни кун тӑраниччен ҫиме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа эпир тутӑ та сывӑ. w24.04 21 с., 5, 6 абз.

Ытларикун, июнӗн 23-мӗшӗ

Сирӗн сӑмахсем... яланах кӑмӑллӑ пулччӑр (Кол. 4:6).

Эсӗ кама та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме сӗнесшӗн пулсан, ҫынсем пур вырӑнта тӗл пулма е телефонпа калаҫма пулать. Тӑвана килӗштерни ҫинчен тата ӑна лайӑхрах пӗлесшӗн пулни ҫинчен уҫҫӑн кала (1 Кор. 14:9). Вӑл сана тӳрех хуравлаймасть пулсан, ӑна шутласа пӑхма вӑхӑт пар (Ытар. 15:28). Тӑван санпа ҫӳреме килӗшмесен те пултарать. Унӑн ҫавӑн пек право пуррине хисепле. Кам та пулин хӑвна килӗштерни ҫинчен каларӗ пулсан вара мӗн тумалла? Ҫынна санпа пырса калаҫма хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ пуль. Ҫавӑнпа ыррӑн та хисеплӗн калаҫ. Хӑвна шухӑшламашкӑн вӑхӑт кирлӗ пулсан ҫавӑн ҫинчен тӳррӗн кала. Ҫав вӑхӑтрах, ҫынна нумай ан кӗттер (Ытар. 13:12). Эсӗ тӑванпа ҫӳресшӗн мар пулсан ҫавӑн ҫинчен уҫҫӑн, анчах ыррӑн кала. Тӑванпа ҫӳреме килӗшрӗн пулсан, иксӗр те ҫав тапхӑртан мӗн кӗтнине, хӑвӑра мӗнле тытассине сӳтсе явӑр. Мӗншӗн тесен эсир хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени ҫине тӗрлӗрен пӑхма пултаратӑр. w24.05 23—24 с., 12, 13 абз.

Юнкун, июнӗн 24-мӗшӗ

Эпӗ вара сана хирӗҫ... Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль ҫарӗсен Турри, ячӗпе пыратӑп (1 Пат. 17:45).

Пӗррехинче Давид Израиль ҫар ҫыннисен лагерьне хӑйӗн пиччӗшӗсене курма килнӗ. Ун чухне вӑл 20 ҫула та ҫитмен пулнӑ-ха. Унта вӑл Израиль ҫарӗнчен тӑрӑхласа кулакан Голиафран, Филисти улӑпӗнчен, сехӗрленсе ӳкнӗ ҫар ҫыннисене курнӑ (1 Пат. 17:10, 11). Вӗсем хӑйсен тӑшманӗ мӗн тери пысӑк пулни ҫинчен тата вӑл мӗн калани ҫинчен шутланине пула хӑраса ӳкнӗ (1 Пат. 17:24, 25). Давид вара урӑххи ҫинчен шутланӑ. Вӑл Голиаф Израиль ҫарӗнчен кулнӑ чухне чӑннипе «чӗрӗ Турӑран» кулнине ӑнланнӑ (1 Пат. 17:26). Давид Иегова ҫинчен шухӑшланӑ. Вӑл хӑйне кӗтӳҫӗ пулнӑ чухне пулӑшнӑ Турӑ ку хутӗнче те пулӑшасси пирки иккӗленмен. Давид Иегова хӑйӗн майлӑ пулнине пӗлсе Голиафа хирӗҫ тухнӑ та ӑна ҫӗнтернӗ (1 Пат. 17:45—51). w24.06 21 с., 7 абз.

Кӗҫнерникун, июнӗн 25-мӗшӗ

Ан хӑра: санпала — Эпӗ, ан шиклен: Эпӗ — санӑн Турру; Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп (Ис. 41:10).

Иеговӑна пӗлмен пулсан, пирӗн пурнӑҫ мӗнле пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ. Вара эпир псалом ҫыракан пекех: «Маншӑн... Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей!» — тесе калӑпӑр (Пс. 72:28). Ҫак юлашки кунсенче хамӑр мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пуласса эпир пӗлместпӗр. Анчах та эпир вӗсене чӑтса ирттерӗпӗр, мӗншӗн тесен «чӗрӗ те чӑн Турӑшӑн» ӗҫлесе тӑратпӑр (1 Фес. 1:9). Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратать тата вӗсене пулӑшма ялан хатӗр. Унччен те ҫапла пулнӑ, халӗ те ҫаплах. Кӗҫех нихҫан та пулман пысӑк хӗн-асап пуҫланӗ. Ун чухне эпир пӗччен тӑрса юлмӑпӑр, Иегова пирӗнпе пӗрле пулӗ. Ҫавӑнпа та эпир пӗр иккӗленмесӗр: «Иегова — мана пулӑшакан, эпӗ хӑрамӑп», — тетпӗр (Евр. 13:5, 6). w24.06 25 с., 17, 18 абз.

Эрнекун, июнӗн 26-мӗшӗ

[Эсир] тӳрӗ ҫынпа йӗркесӗр ҫын хушшинчи... уйрӑмлӑха куратӑр (Мал. 3:18).

Библире Израилӗн 40 ытла патши ҫинчен асӑннӑ. Лайӑх патшасем хӑш-пӗр чухне япӑх ӗҫсем тунӑ. Тӗслӗхшӗн Давид патшана илер. Иегова ун пирки: «Давид чурамӑм... Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ», — тенӗ (3 Пат. 14:8). Анчах та ҫав вӑхӑтрах Давид качча кайнӑ хӗрарӑмпа ар хутшӑнӑвне кӗнӗ тата унӑн упӑшкине вӗлермелле тунӑ (2 Пат. 11:4, 14, 15). Тепӗр енчен, Турра шанчӑклӑ пулман нумай патша хӑш-пӗр чухне тӗрӗссине тунӑ. Вӗсенчен пӗри — Ровоам. Иегова вӑл «усал ӗҫсем тунӑ» тенӗ (2 Ҫул. 12:14). Ҫав-ҫавах 10 йӑх уйрӑлса кайса урӑх патша лартасшӑн пулнӑ чухне Ровоам, Иеговӑна итлесе, вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухман. Унсӑр пуҫне, вӑл Иудейӑри хуласене тӗреклетнӗ, вара унта пурӑнакансем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйнӑ (3 Пат. 12:21—24; 2 Ҫул. 11:5—12). Мӗншӗн Иегова хӑш-пӗр патшасем пирки хӑйне шанчӑклӑ тенӗ, теприсем пирки вара — шанчӑклӑ мар? Иегова Израилӗн патшин чӗри мӗнлерех пулнине, вӑл ӳкӗннипе ӳкӗнменнине тата хӑйне тӗрӗс пуҫҫапнипе пуҫҫапманнине кура ун пирки вӑл лайӑх е япӑх патша тенӗ пулас. w24.07 20 с., 1—3 абз.

Шӑматкун, июнӗн 27-мӗшӗ

Вӗсене Иегова каланӑ пек тӳрлетсе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр (Эф. 6:4).

Шыва кӗнӗ 18 ҫула ҫитмен христианин йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан мӗн тумалла? Старейшинӑсен совечӗ икӗ старейшинӑна ҫав ачапа тата Иеговӑна пуҫҫапакан унӑн ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулма хушать. Старейшинӑсем ашшӗ-амӑшӗнчен вӗсем ачине ӳкӗнме пулӑшас тесе мӗн-мӗн туни ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Ачи ашшӗ-амӑшӗнчен пулӑшу йышӑнать пулсан тата унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ лайӑх пулсан, ҫав икӗ старейшина старейшинӑсен комитетне йӗркелеме кирлӗ мар тесе йышӑну тума пултараҫҫӗ. Мӗншӗн тесен старейшинӑсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: ачисене юратса вӗрентме тата ӑс кӗртме Иегова шӑп ашшӗ-амӑшӗсене хушнӑ (Сак. аст. 6:6, 7; Ытар. 6:20; 22:6; Эф. 6:2—4). Вӑхӑтран вӑхӑта старейшинӑсем ашшӗ-амӑшӗнчен вӗсем ачине кирлӗ пулӑшу панипе паманнине ыйтса пӗлӗҫ. Анчах та шыва кӗнӗ 18 ҫула ҫитмен ача ӳкӗнмест пулсан тата малалла та ҫылӑх туса пурӑнать пулсан мӗн тумалла? Ҫавӑн пек чухне унпа тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе старейшинӑсен комитечӗ тӗл пулать. w24.08 24 с., 18 абз.

Вырсарникун, июнӗн 28-мӗшӗ

Илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать (Ап. ӗҫ. 20:35).

Эпир парнесем илме юрататпӑр. Ҫав-ҫавах ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне эпир хамӑра чылай телейлӗрех туятпӑр. Иегова пире ҫапла тунӑран пирӗн телей хамӑртанах килет. Телейлӗрех пулас тесен пирӗн ыттисемшӗн мӗн те пулин тумалла ҫеҫ. Пире мӗн тери тӗлӗнмелле тунӑ-ҫке! (Пс. 138:14). Библире ыттисемшӗн тӑрӑшни телейлӗ тӑвать тенӗ. Ҫавӑнпа та унта Иегова пирки «телейлӗ Турӑ» тени тӗлӗнтермест (1 Тим. 1:11). Парне паракансенчен Иегова чи пӗрремӗшӗ пулнӑ. Ун пек уҫӑ кӑмӑлли урӑх никам та ҫук. Павел апостол: «Ӑна пула эпир пур, пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр», — тесе каланӑ (Ап. ӗҫ. 17:28). Чӑнах та, «ырӑ та паха парнесем пурте — ҫӳлтен», Иеговӑран (Иак. 1:17). Ыттисемшӗн тӑрӑшни хамӑра тата ытларах савӑнӑҫ кӳтӗр тесен мӗн тумалла? Хамӑрӑн уҫӑ кӑмӑллӑ Иегова Турӑран тӗслӗх илӗр (Эф. 5:1). w24.09 26 с., 1—4 абз.

Тунтикун, июнӗн 29-мӗшӗ

Эпир кирек мӗнле ҫитӗнӳ тусан та, айтӑр малалла та ҫав ҫулпах утар (Флп. 3:16).

Старейшинӑсем валли ҫырнӑ требованисене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн пухура пулӑшакансенчен хӑш-пӗрисем старейшина пулма эпӗ нихӑҫан та юрӑхлӑ пулаймӑп тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакна асра тыт: Иегова та, унӑн организацийӗ те эсӗ пӗтӗмпех пӗр кӑлтӑксӑр тӑвасса кӗтмест (1 Пётр 2:21). Иегова сана нихӑҫан та пӗччен хӑварас ҫуккине те ан ман. Вӑл сана хӑйӗн святой сывлӑшне парса кирлӗ лайӑх енсене аталантарма пулӑшӗ (Флп. 2:13). Эсӗ хӑш енчен улшӑнасшӑн? Ҫакӑн пирки Иеговӑна каласа пар, пирӗн публикацисенче мӗн ҫырнине тӗпче тата старейшинӑсенчен хӑв мӗн тума пултарнине ыйтса пӗл. Пухушӑн ытларах тӑрӑшма тӗллев ларт. Тӑвансене лайӑхрах пулӑшма Иеговӑна хӑвна вӗрентме ыйт (Ис. 64:8). Ан иккӗлен: старейшина пулма вӑй хунӑшӑн вӑл сана пиллетех! w24.11 25 с., 17, 18 абз.

Ытларикун, июнӗн 30-мӗшӗ

Турӑ тӳрӗ, ҫавӑнпа та вӑл сирӗн ӗҫе тата эсир ун ятне юратнине — эсир сӑваплӑ ҫынсене унччен те, халӗ те мӗнле пулӑшса тӑнине — манмӗ (Евр. 6:10).

Пирӗнтен никамӑн та: «Иеговӑн мана каҫармаллах, эпӗ уншӑн нумай ҫул ӗҫлетӗп вӗт», — тесе шутламалла мар. Паллах, Иегова эпир уншӑн мӗн-мӗн тунине веҫех хаклать. Анчах та тӳлесе илме панӑ парне Иегова пире хӑйӗншӗн ӗҫленӗшӗн тӳленӗ хак мар, вӑл — уҫӑ кӑмӑлпа панӑ парне. Ҫавӑнпа та хамӑр Иеговӑшӑн нумай ӗҫленине пула унӑн пире каҫармаллах тени тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑ пире каҫарттаракан парне кирлӗ мар тесе тата Иисус ахалех вилнӗ тесе шутланине кӑтартнӑ пулӗччӗ (Гал. 2:21). Павел апостол Турӑшӑн нумай ӗҫленӗ, ҫапах та вӑл Иегова ӑна каҫарасси ҫакӑнтан килменнине ӑнланнӑ. Мӗншӗн-ха вара вӑл Турӑшӑн ҫав тери нумай ӗҫленӗ? Вӑл Иеговӑна хӑй каҫарассине тивӗҫлӗ пулнине кӑтартас тесе мар, хӑй мӗн тери пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе нумай ӗҫленӗ (Эф. 3:7). Эпир те Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлетпӗр тата ҫавна унран мӗн те пулин илессишӗн мар, вӑл пире хӗрхеннӗшӗн пархатарлӑ пулнӑран тӑватпӑр. w25.01 27 с., 5, 6 абз.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр