Май
Эрнекун, майӑн 1-мӗшӗ
Турӑ ҫынна камне кура уйӑрмасть (Рим 2:11).
Иегова израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен хӑтарсан, вӗсене сӑваплӑ чатӑр тума хушнӑ. Тата унта ӗҫлесе тӑма священниксемпе левитсене лартнӑ. Ҫакӑ сӑваплӑ чатӑрта ӗҫлекенсемшӗн е унпа юнашар пурӑнакансемшӗн Иегова лайӑхрах тӑрӑшнине пӗлтерет-и? Ҫук, вӑл ҫынна камне кура уйӑрмасть. Кашни израильтянин Иеговӑн тусӗ пулма пултарнӑ. Сӑмахран, Турӑ чатӑр тӗлӗнче тӑракан вут юпапа пӗлӗт юпана пӗтӗм халӑха курӑнмалла тунӑ (Тух. 40:38). Пӗлӗт халӑха урӑх вырӑна илсе каймашкӑн ҫӗкленсен ӑна тапӑр хӗрринче пурӑнакансем те курнӑ. Ҫавна пула вӗсем хӑйсен чатӑрӗсемпе япалисене вӑхӑтра пуҫтарса ыттисемпе пӗрле ҫула тухма пултарнӑ (Йыш. 9:15—23). Паян та ҫавӑн пекех: эпир кирек ӑҫта пурӑнсан та, пире юратакан Турӑ хамӑра ертсе пырӗ тата хӳтӗлӗ. w24.06 4 с., 10—12 абз.
Шӑматкун, майӑн 2-мӗшӗ
Пирӗн тарас пулать — Авессаломран пире ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ (2 Пат. 15:14).
Авессалом патша пулса тӑрасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ашшӗне, Давида, вӗлерме шутланӑ (2 Пат. 15:12, 13). Давидӑн тӑхтаса тӑмасӑр Иерусалимран тармалла пулнӑ. Хӑйсем хуларан тарнӑ чухне Давид Иерусалимра шанчӑклӑ ҫынсене хӑвармаллине ӑнланса илнӗ, мӗншӗн тесен Авессалом мӗн тӑвасшӑн пулнине пӗлтерекенсем пулччӑр тенӗ (2 Пат. 15:27—29). Ҫак ӗҫе Давид Садокпа ытти священниксене шанса панӑ. Вӗсен питӗ асӑрхануллӑ пулмалла пулнӑ. Давид план тунӑ та Садокпа тепӗр хӑйӗн шанчӑклӑ тусне, Хусие, хӑйне пулӑшма ыйтнӑ (2 Пат. 15:32—37). Ҫав планпа килӗшӳллӗн Хусий Авессалом шанӑҫне кӗнӗ те Давида мӗнле ҫӗнтермелли пирки канаш панӑ. Ҫавна пула Давид хатӗрленме пултарнӑ. Хусий вара Садокпа Авиафара хӑй Авессалома мӗнле канаш панине каланӑ (2 Пат. 17:8—16). Лешӗсем Давида пӗлтернӗ. Ҫапла вӗсем Давидӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ (2 Пат. 17:21, 22). w24.07 5 с., 9, 10 абз.
Вырсарникун, майӑн 3-мӗшӗ
Килӗр — татса парӑпӑр, теет Ҫӳлхуҫа (Ис. 1:18).
Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем шыва кӗриччен е шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн хытӑ кулянаҫҫӗ. Анчах Иегова пире питӗ юратать — вӑл хӑйӗн Ывӑлне те пирӗншӗн парне пек панӑ. Турӑ пӗтӗм кӑмӑлтан пире ҫав парнене йышӑнтарасшӑн. Иегова, эпир унпа мирлешрӗмӗр пулсан, пирӗн ҫылӑхсене нихӑҫан та аса илмӗп тесе шантарать. Эпир ӑна вӑл хамӑр ҫылӑхсене маннӑшӑн, пирӗн ырӑ ӗҫсене вара асра тытнӑшӑн ҫав тери пархатарлӑ (Пс. 102:9, 12; Евр. 6:10). Унччен мӗн туса хуни ҫинчен кулянса ҫӳрес вырӑнне халӗ тата пуласлӑхра мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Эсир пулса иртнине улӑштарма пултараймастӑр. Анчах та эсир халех Иеговӑна савӑнтарма, ӑна мухтава кӑларма тата вӑл пуласлӑхра мӗн тӑвасси пирки шухӑшлама пултаратӑр. w24.10 8 с., 8, 9 абз.
Тунтикун, майӑн 4-мӗшӗ
Ҫӗнӗ ҫын пулӑр (Кол. 3:10).
Библи вуланӑ чухне хӑвӑрӑн мӗн чухлӗ улшӑну тумаллине курсан сирӗн, тен, хӑш-пӗр чухне ал усӑнать. Ҫапла пулма пултарать: паян эсир Библире ҫынна камне кура уйӑрмалла марри ҫинчен вулатӑр (Иак. 2:1—8). Эсир хӑвӑрӑн ҫак тӗлӗшрен лайӑхланмаллине ӑнланатӑр та улшӑнусем тӑвас тетӗр. Ыран чӗлхене тытса чармалли ҫинчен вулатӑр (Иак. 3:1—12). Эсир хӑвӑр чӑнах та хӑш-пӗр чухне ырӑ мар тата аптратса ӳкерекен сӑмахсем каланине ӑнланса илетӗр. Тепӗр кун вуланӑ сӑвӑ йӗркисем сире ҫак тӗнчепе туслашассинчен асӑрхаттараҫҫӗ (Иак. 4:4—12). Ҫавӑнпа та эсир вӑйӑ-кулӑ суйлас тӗлӗшрен асӑрхануллӑрах пулас тетӗр. Тӑваттӑмӗш кунне, хӑвӑрӑн ҫав тери нумай улшӑнусем тумаллине ӑнланса илсен, эсир аптраса ӳкетӗр. Кулянса ан ӳкӗр. Асра тытӑр: «ҫӗнӗ ҫын» пулса тӑмашкӑн вӑхӑт кирлӗ тата пӗрмаях вӑй хумалла. w24.09 5—6 с., 11, 12 абз.
Ытларикун, майӑн 5-мӗшӗ
Хӑвӑрӑн чӗрере Христоса Ҫӳлхуҫа тесе хисеплӗр. Кам та пулин хӑвӑрӑн шанчӑк ҫинчен ӑнлантарса пама ыйтсан, ҫав шанчӑка хӳтӗлеме ялан хатӗр пулӑр. Анчах та ҫакна йӑвашшӑн тата чунтан хисеплесе тӑвӑр (1 Пётр 3:15).
Иисус хӑй мӗн-мӗн тӳснине Иегова курса тӑнине пӗлнӗ. Вӑл Иеговӑна шаннӑ тата хӑй вӑхӑтӗнче Иегова пӗтӗмпех тӳрлетесси пирки пӗртте иккӗленмен. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне Иисусран тӗслӗх илес тесен мӗн тумалла? Пирӗн шутласа калаҫмалла. Хӑш-пӗр чухне тӗрӗсмарлӑх ҫине куҫ хупма та пулать. Е лару-тӑру ҫивӗчленсе ан кайтӑр тесе чӗнмесӗр тӑмалла (Еккл. 3:7; Иак. 1:19, 20). Хӑш-пӗр чухне вара пачах урӑхла — мӗн те пулин каламаллах. Сӑмахран, камӑн та пулин хутне кӗмелле чухне е чӑнлӑха хӳтӗлемелле чухне шӑпӑрт тӑмалла мар (Ап. ӗҫ. 6:1, 2). Ҫав вӑхӑтрах пирӗн лӑпкӑ пулмалла тата ыттисемпе хисеплӗн калаҫмалла. Эпир те, Иисус пекех, хамӑра «тӗрӗс суд тӑвакана шанса» пама пултаратпӑр (1 Пётр 2:23). w24.11 5—6 с., 10—12 абз.
Юнкун, майӑн 6-мӗшӗ
Пӗр ҫылӑхлӑ ҫын ӳкӗнсен, Туррӑн ангелӗсем... савӑнаҫҫӗ (Лука 15:10).
Ҫылӑх тунӑ христианин ӳкӗнни пуриншӗн те пысӑк савӑнӑҫ! (Лука 15:7). Паллах, ӑна тӳрленме пулӑшас тесе старейшинӑсем хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тунӑ, анчах ӳкӗнме ӑна чӑннипех кам пулӑшнӑ? Аса илӗр-ха, ҫылӑх тунисем ҫинчен Павел апостол: «Тен, Турӑ вӗсене ӳкӗнме парӗ», — тесе ҫырнӑ (2 Тим. 2:25). Апла пулсан, ҫылӑх тунӑ ҫынна хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне улӑштарма ҫынсем мар, Иегова пулӑшать. Малалла Павел ӳкӗнни мӗнле усӑ пани ҫинчен калать: ҫылӑх тунӑ ҫын чӑнлӑха тӗрӗсрех ӑнланма, тӑна кӗме тата Шуйттан капкӑнӗнчен хӑтӑлма пултарать (2 Тим. 2:26). Христианин ӳкӗннӗ хыҫҫӑн та старейшинӑсем ун патне кайсах тӑраҫҫӗ. Вӗсем ӑна хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетме, илӗртӳсенчен пӑрӑнма тата тӗрӗссине тума пулӑшаҫҫӗ (Евр. 12:12, 13). w24.08 23 с., 14, 15 абз.
Кӗҫнерникун, майӑн 7-мӗшӗ
Эсир мана тӗлӗнмелле ӗҫсем курнӑран мар, ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран шыратӑр (Иоанн 6:26).
Тепӗр кунне ҫынсем Иисус хӑйсене тӑрантарнӑ вырӑна ҫитнӗ. Анчах та унта Иисус та, апостолсем те пулман. Ҫавӑнпа та вӗсем Тивериадӑран килнӗ кимӗсем ҫине ларса Иисуса шыраса Капернаума кайнӑ (Иоанн 6:22—24). Вӗсем ҫавна Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ытларах пӗлес тесе тунӑ-и? Ҫук. Ҫав ҫынсем Иисус хӑйсене ҫӑкӑр ҫитерессе ҫеҫ кӗтнӗ. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Ҫынсем Иисуса Капернаум ҫывӑхӗнче тупсан мӗн пулнине пӑхӑр-ха. Иисус вӗсем «ҫӑкӑр ҫисе тӑраннӑран», урӑхла каласан, апатшӑн килнӗ тесе тӳррӗн каланӑ. Ҫав ҫынсем «ҫӗрекен апатшӑн» мӗн чухлӗ вӑй хунӑ! Тӗрӗссипе вара вӗсен «ӗмӗрлӗх пурнӑҫ паракан ҫӗрмен апатшӑн» тӑрӑшмалла пулнӑ (Иоанн 6:26, 27). Иисус хӑйӗн Ашшӗ ҫавӑн пек апата парӗ тесе каланӑ. w24.12 5 с., 8, 9 абз.
Эрнекун, майӑн 8-мӗшӗ
Ӑслӑ ҫыннӑн чӗри унӑн чӗлхине те ӑс кӳрет, ҫавӑн пек чӗлхе пӗлӗве ӳстерет (Ытар. 16:23).
Арҫын тӑвансем, вӗрентес ӑсталӑха ӳстерес тесе, сӑмах тухса каланӑ чухне те, пӗр-пӗр тӑвана канаш панӑ чухне те Турӑ Сӑмахӗпе усӑ курӑр. Библипе пирӗн публикацисене лайӑх тӗпчӗр (Ытар. 15:28). Тӗпченӗ чухне Библири сӑвӑ йӗркисене мӗнле ӑнлантарса панине пӑхӑр, вара эсир вӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пултаратӑр. Ыттисене вӗрентнӗ чухне вӗсен чӗрине пырса тивме тӑрӑшӑр. Лайӑх вӗрентекен пулса тӑрас тесе опытлӑ старейшинӑсенчен хӑвӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине ыйтӑр та вӗсем каланӑ пек тӑвӑр (1 Тим. 5:17). Старейшинӑсен тӑвансене хавхалантармалла, анчах та хӑш-пӗр чухне вӗсен тӑвансене канаш пама тата питлеме те тивет. Ҫавна веҫех ыррӑн тумалла. Эсир тӑвансене юрататӑр пулсан тата хӑвӑра ыррӑн тытатӑр пулсан, канаш панӑ чухне вара Турӑ Сӑмахӗпе усӑ куратӑр пулсан, апла эсир хамӑрӑн Аслӑ Вӗрентекенрен, Иисус Христосран, тӗслӗх илетӗр (Матф. 11:28—30; 2 Тим. 2:24). w24.11 24 с., 16 абз.
Шӑматкун, майӑн 9-мӗшӗ
Халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен... пӗлтерӗр (Пс. 95:3).
Эпир Иеговӑна ун ҫинчен ыттисене каласа панипе мухтатпӑр. Иеговӑн халӑхне «Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр», «Унӑн ятне аслӑлӑр», «Вӑл ҫӑлни ҫинчен... ырӑ хыпар сарӑр», «халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен... пӗлтерӗр» тесе чӗнсе каланӑ (Пс. 95:1—3). Ҫаксем пурте пирӗн ҫӳлти Аттене мухтамалли майсем (Ап. ӗҫ. 4:29). Тата эпир Иеговӑна хамӑрӑн мӗн пурринчен парнесем парса мухтатпӑр. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ӗлӗк-авалтанпах ҫапла туса Турра чысласа тӑнӑ (Ытар. 3:9). Сӑмахран, израильтянсем храма туса лартма, ӑна пӑхса-юсаса тӑма укҫа тата парнесем панӑ (4 Пат. 12:4, 5; 1 Ҫул. 29:3—9). Христосӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗсем ӑна хӑйне тата апостолсене «хӑйсен мӗн пуррипе» пулӑшса тӑнӑ (Лука 8:1—3). Ҫавӑн пекех, пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем нушана лекнӗ тӑвансене пулӑшса тӑнӑ (Ап. ӗҫ. 11:27—29). Эпир те паян хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса Иеговӑна мухтама пултаратпӑр. w25.01 4 с., 8 абз.; 5 с., 11 абз.
Вырсарникун, майӑн 10-мӗшӗ
Шыва кӗме кам чарма пултартӑр? (Ап. ӗҫ. 10:47).
Корнилие чӑрмавсене ҫӗнтерсе шыва кӗме мӗн пулӑшнӑ? Библире Корнилий «пӗтӗм кил-йышӗпе пӗрле Турра пуҫҫапса пурӑннӑ» тесе ҫырнӑ. Тата вӑл пӗрмаях Турра кӗлтунӑ (Ап. ӗҫ. 10:2). Пётртан ырӑ хыпар илтсен Корнилий, унӑн ҫемйи тата ҫывӑх тусӗсем Христоса ӗненнӗ те тӳрех шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 10:47, 48). Куратпӑр ӗнтӗ, Корнилий хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрас тесе кирек мӗнле улшӑну та тума хатӗр пулнӑ (Иис. Н. 24:15; Ап. ӗҫ. 10:24, 33). Корнилий паллӑ ҫын пулнӑ. Анчах та ҫакӑ ӑна христианин пулса тӑма чарса тӑман. Тен, сирӗн те христианин пулса тӑрас тесен пурнӑҫра пысӑк улшӑнусем тумалла. Ку ҫапла пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова сире пулӑшса тӑрӗ. Эсир Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытсан, Турӑ сире пиллетех. w25.03 5 с., 12, 13 абз.
Тунтикун, майӑн 11-мӗшӗ
Турра хурлакан юптарусене ан итле (1 Тим. 4:7).
Иеговӑн организацине е яваплӑ арҫын тӑвансене хурланине илтсен, Туррӑн тӑшманӗсем пӗрремӗш ӗмӗрте Иисуспа тата унӑн вӗренекенӗсемпе хӑйсене мӗнле тытнине аса илӗр. Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсене хӗсӗрлеҫҫӗ тата хурлаҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ пире тӗлӗнтермест. Мӗншӗн тесен ҫапла пулассине Библире малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Матф. 5:11, 12). Эпир суя камран тухса тӑнине ӑнланатпӑр пулсан тата хамӑра унран хӳтӗлеме тӑрӑшатпӑр пулсан, суя информацие илтсен ӑна тӳрех ӗненсе лартмӑпӑр. Хамӑра мӗнле хӳтӗлемелле-ха? Суя информацие сирсе ярӑр. Суяна илтсен мӗн тумаллине Павел апостол тӳррӗн каланӑ. Вӑл Тимофея лешӗ «Турра хурлакан» юптарусене хӑй те ан итлетӗр тата ыттисене те ҫавна тума чартӑр тесе каланӑ (1 Тим. 1:3, 4). Суя камран тухса тӑнине ӑнланнӑран эпир ӑна сирсе яратпӑр. Эпир чӑнлӑх сӑмахӗсене итлетпӗр (2 Тим. 1:13). w24.04 11 с., 16 абз.; 13 с., 17 абз.
Ытларикун, майӑн 12-мӗшӗ
Вӗсем чеен тата йӑпӑлтатса калаҫса айваннисене улталаҫҫӗ (Рим 16:18).
Иеговӑна шанчӑклӑ тӑвансемпе пӗрлӗхре пулӑр. Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем пурте хӑйне пӗрлӗхре пуҫҫапчӑр тет. Чӑнлӑха пӑхӑнса тӑрсан ҫеҫ пирӗн хушӑра пӗрлӗх пулать. Кам та пулин чӑнлӑхпа килӗшсе тӑман информацие сарать пулсан, пуху пайланса кайма пултарать. Ҫавӑнпа Турӑ пире ҫавӑн пек ҫынсенчен пӑрӑнмалла тесе асӑрхаттарать. Мӗншӗн тесен ҫапла тумасан эпир суяна ӗненсе лартса Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахма пултаратпӑр (Рим 16:17). Эпир чӑнлӑха уйӑрса илме пӗлетпӗр пулсан тата чӑнлӑхпа пурӑнатпӑр пулсан, Иеговӑпа ҫывӑх пулӑпӑр, пирӗн ӗненӳ те ҫирӗп пулӗ (Эф. 4:15, 16). Ҫакӑ пире Шуйттан саракан суя вӗрентӳсемпе пропагандӑран хӳтӗлӗ. Тата ҫапла тусан, Иегова пире пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче пулӑшӗ. Чӑнлӑха пӑхӑнса тӑрӑр, вара «канӑҫлӑх паракан Турӑ сирӗнпе пулӗ» (Флп. 4:8, 9). w24.07 13 с., 16, 17 абз.
Юнкун, майӑн 13-мӗшӗ
Христос... пӗрре парне кӳнӗ, ҫав парне ҫылӑхсенчен яланлӑхах хӑтарать (Евр. 10:12).
Иисус хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн асапланакан ҫынсемпе уйрӑмах тимлӗ пулнӑ. Вӑл вӗсене хӑй хыҫҫӑн пыма чӗннӗ. Иисус ҫынсем шӑпах ҫылӑха пула йывӑрлӑхсем тӳснине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ҫылӑх туса пурӑнакан арҫынсемпе хӗрарӑмсене пулӑшасшӑн пулнӑ. Пӗррехинче вӑл: «Тухтӑр сыввисене мар, чирлисене кирлӗ», — тенӗ. Кайран вара: «Эпӗ тӳрӗ ҫынсене мар, ҫылӑхлисене чӗнме килнӗ», — тесе каланӑ (Матф. 9:12, 13). Иисус ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн пурӑннӑ. Пӗр хӗрарӑм унӑн урине хӑйӗн куҫҫулӗпе ҫусан, вӑл унпа ыррӑн калаҫса унӑн ҫылӑхӗсене каҫарнӑ (Лука 7:37—50). Тата Иисус ҫӑл патӗнче Самари хӗрарӑмне, вӑл ҫав хӗрарӑм аскӑнланса пурӑннине пӗлнӗ пулин те, пӗлтерӗшлӗ чӑнлӑхсене уҫса панӑ (Иоанн 4:7, 17—19, 25, 26). Турӑ Иисуса ҫылӑх мӗн патне илсе ҫитерет, ҫавна та — вилӗме те — пӗтерме власть панӑ. Ҫакӑ ӑҫтан курӑннӑ? Иисус ҫынсене — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, ачасемпе аслисене — вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ (Матф. 11:5). w24.08 4 с., 9, 10 абз.
Кӗҫнерникун, майӑн 14-мӗшӗ
Вӑл тӗнчене тӳрӗлӗхпе сут тӑвӗ, халӑхсене чӑнлӑхӗпе сут тӑвӗ (Пс. 95:11—13).
Кӗҫех Иегова хӑйӗн ятне мӗнле майпа мухтава кӑларӗ? Вӑл тӗрӗс суд тӑвӗ. Кӗҫ-вӗҫ вӑл Аслӑ Вавилона — суя тӗнсене пурне те — пӗтерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем унӑн сӑваплӑ ятне хурлаҫҫӗ (Ӳлӗм. 17:5, 16; 19:1, 2). Ҫакна курсан хӑш-пӗр ҫынсем, тен, пирӗнпе пӗрле Иеговӑна пуҫҫапас тейӗҫ. Унтан, Армагеддонра, Иегова Шуйттан тӗнчине пӗтӗмпех тӗп тӑвӗ. Турра курайман тата хурлакан ҫынсем ӗмӗрлӗхех тӗп пулӗҫ. Иеговӑна юратакан, итлекен, мухтава кӑларакан ҫынсем вара ҫӑлӑнӗҫ (Марк 8:38; 2 Фес. 1:6—10). Христос пин ҫул хушши ертсе пынӑ хыҫҫӑн ҫынсем юлашки тӗрӗслев витӗр тухсан, Туррӑн ячӗ пур тӗлӗшрен те сӑваплӑ пулӗ (Ӳлӗм. 20:7—10). Ун чухне «тинӗсе шыв тулли тунӑ пек, ҫӗр Ҫӳлхуҫа мухтавне пӗлнипе тулса ҫитӗ» (Авв. 2:14). Пурте Иеговӑна мухтама пуҫлас вӑхӑта эпир питӗ кӗтетпӗр. Унӑн ячӗ ҫав мухтава тивӗҫлӗ. w25.01 7 с., 15, 16 абз.
Эрнекун, майӑн 15-мӗшӗ
Асапсем тӳснӗ чухне чӑтӑмлӑ пулӑр, мӗншӗн тесен ҫакӑ сире ӑса вӗрентмелли майсенчен пӗри пулать (Евр. 12:7).
Иудейӑри христиансене хӗсӗрленине чӑтса ирттерме мӗн пулӑшмалла пулнӑ? Хӗсӗрлени ҫине тӗрӗс пӑхни. Павел апостол Турӑ христианина мӗне те пулин вӗрентмешкӗн йывӑрлӑх тӳсме пама пултарать тенӗ. Сӑмахран, йывӑрлӑхсем тӳснӗ чухне ҫын Иеговӑна килӗшекен енсене аталантарма е лайӑхлатма пултарать. Ҫав христиансем йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерни мӗнле усӑ пани ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, вӗсене йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗччӗ (Евр. 12:11). Павел тӑвансене йывӑрлӑхсене чӑтӑмлӑ пулса тӳссе ирттерме хавхалантарнӑ. Вӑл пӗлсе калаҫнӑ, мӗншӗн тесен малтан хӑй христиансене хӗсӗрленӗ. Кайран вара, христианин пулса тӑрсан, ӑна хӑйне хӗсӗрленӗ. Вӑл нумай хӗн-хур курнӑ (2 Кор. 11:23—25). w24.09 12 с., 16, 17 абз.
Шӑматкун, майӑн 16-мӗшӗ
Сыхӑ тӑрӑр (Матф. 25:13).
Ырӑ хыпар сарас ӗҫ кашни кун пӗлтерӗшлӗрех пулса пырать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑхӑт пӗтсе пырать. Хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансем юлашки кунсенче тӑвас ӗҫ пирки Иисус Марк 13:10-мӗшӗнче пророкла мӗн калани ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Матфей кӗнекинче вара, Иисус ҫапла каланӑ тенӗ: «Ырӑ хыпара... пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе пӗлтерсе тухӗҫ, вара пӗтес вӑхӑт ҫитӗ» (Матф. 24:14). Кунта Шуйттанӑн усал тӗнчи пӗтесси ҫинчен сӑмах пырать. Пулас событисем «хӑш кун, хӑш сехетре» пулассине Иегова палӑртса хунӑ ӗнтӗ (Матф. 24:36; Ап. ӗҫ. 1:7). Ҫав вӑхӑт кунран-кун ҫывхарса пырать (Рим 13:11). Хальлӗхе вара пирӗн ырӑ хыпар пӗлтермелле. Анчах айтӑр ҫакӑн пек ыйту ҫинчен шухӑшлар: «Ырӑ хыпар сарма пире мӗн хавхалантарать?» Пӗр сӑмахпа калас пулсан — юрату. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир ҫак хыпара, ҫынсене, чи кирли вара, Иеговӑна тата унӑн ятне юратнине кӑтартатпӑр. w24.05 14—15 с., 2, 3 абз.
Вырсарникун, майӑн 17-мӗшӗ
Турӑ Хӑй пултарнине пурне те курнӑ та: акӑ питех те аван (Пулт. 1:31).
Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсене ҫутҫанталӑкри тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен шухӑшлама хавхалантарӑр. Паркра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне е пахчара ӗҫленӗ чухне ачасене ҫутҫанталӑкри илемлӗ эрешсем ҫине тимлеттерӗр. Эрешсем пур пулсан, апла вӗсене кам та пулсан шутласа кӑларнӑ тесе ӑнлантарса парӑр. Сӑмахран, хӑш-пӗр учёнӑйсем нумай ҫул хушши ӗнтӗ спираль евӗрлӗ эрешсене тӗпчеҫҫӗ. Никола Фамели биофизик ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫутҫанталӑкри япаласем ҫинчи спиральсен шутне шутласан цифрӑсен йӗркине курма пулать. Ҫав йӗркене Фибоначчи йӗрки теҫҫӗ. Ҫак спираль евӗрлӗ эрешсене ҫутҫанталӑкра кирек ӑҫта та, сӑмахран, хӑш-пӗр галактикӑсенче, наутилус раковининче, ӳсентӑран ҫулҫисем ҫинче тата хӗвелҫаврӑнӑш чечекӗ ҫинче курма пулать. w24.12 16 с., 7 абз.
Тунтикун, майӑн 18-мӗшӗ
Санӑн пурӑнӑҫу ҫакӑнтан килет (Сак. аст. 30:20).
Моисей, Давид тата Иоанн ӗлӗк-авалах пурӑннӑ. Вӗсен лару-тӑрӑвӗ те пирӗннинчен вӑйлӑ уйрӑлса тӑнӑ. Апла пулин те, пирӗнпе вӗсем хушшинче нумай пӗрпеклӗх пур. Вӗсем чӑн Турра пуҫҫапнӑ, эпир те ҫав Туррах пуҫҫапатпӑр. Вӗсем Иеговӑна кӗлтунӑ, ун ҫине шаннӑ, унран пулӑшу тата канаш ыйтнӑ. Эпир те ҫаплах тӑватпӑр. Ҫав арҫынсем Иеговӑна итленӗшӗн вӑл вӗсене пилленӗ. Иегова пире те пиллесси пирки эпир иккӗленместпӗр. Айтӑр Турра шанчӑклӑ пулнӑ тата нумай опыт пухнӑ ҫав виҫӗ арҫыннӑн сӑмахӗсене тимлер те Иеговӑн заповечӗсене тытса тӑрар. Вара Иегова хамӑр тӑвакан пур ӗҫре те пире пиллесе тата пулӑшса тӑрӗ. Пирӗн кун-ҫул вӑрӑм пулӗ, эпир ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнӑпӑр. Пирӗн ҫӳлти Атте пире кӑмӑлланӑран эпир савӑнӑҫлӑ пулӑпӑр. Вӑл хӑйӗн сӑмах панисене пурне те пурнӑҫлӗ, эпир ӗмӗтленнинчен те ытларах тӑвӗ (Эф. 3:20). w24.11 13 с., 20, 21 абз.
Ытларикун, майӑн 19-мӗшӗ
Турӑ пухура кашнине вырӑн уйӑрса панӑ (1 Кор. 12:28).
Пӗрремӗш ӗмӗрте хӑш-пӗр арҫын тӑвансем пухура пулӑшакансем пулнӑ (1 Тим. 3:8). Павел апостол «ыттисене пулӑшакансем» пирки ҫырнӑ чухне шӑп вӗсем ҫинчен ҫырнӑ пулас. Старейшинӑсен вӗрентме тата кӗтӳҫӗ ӗҫне тума ытларах вӑхӑт пултӑр тесе пухура пулӑшакансем ытти кирлӗ ӗҫсене тунӑ пуль. Тен, вӗсем Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн копийӗсене тунӑ е вӗсене тума мӗн-мӗн кирлине туяннӑ. Хальхи вӑхӑтра пухура пулӑшакансем мӗнле ӗҫсем тӑваҫҫӗ? Вӗсем мӗн туни сире мӗнле усӑ парать? (1 Пётр 4:10). Пухура пулӑшакансем пухӑвӑн счечӗсемшӗн, ырӑ хыпар сармалли участоксемшӗн тата литературӑшӑн яваплӑ, аудио-видео оборудовани ӗҫлетӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, тӗлпулу вӑхӑтӗнче йӗрке пӑхса тараҫҫӗ тата Турӑ Патшалӑхӗн залне пӑхса-юсаса тӑма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавна пула пухура тата ырӑ хыпар сарас ӗҫре йӗрке пур (1 Кор. 14:40).w24.10 19 с., 4, 5 абз.
Юнкун, майӑн 20-мӗшӗ
Хама ҫирӗплетсе тӑракана пула манӑн пурне те тума вӑй пур (Флп. 4:13).
Иегова чӗрӗ Турӑ пулнине тата вӑл пире пулӑшма ялан хатӗр пулнине асра тытатпӑр пулсан, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та — пысӑккине те, пӗчӗккине те — чӑтса ирттерме пултарӑпӑр. Иегова — Пурне те Тума Пултаракан Турӑ, ҫавӑнпа та пире веҫех чӑтса ирттерме вӑй пама пултарать. Апла пулсан, пирӗн йывӑрлӑхсенчен хӑрамалла мар, мӗншӗн тесен Иегова пире пӗчӗк йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшнӑ пулсан, вӑл пире пысӑк йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшӗ. Давид патшапа пулса иртнӗ икӗ тӗслӗхе аса илер, вӗсем ӑна Иегова ҫине хытӑрах шанма пулӑшнӑ. Яш ача пулнӑ чухне вӑл хӑйӗн ашшӗн кӗтӗвне пӑхнӑ. Пӗр хутӗнче арӑслан сурӑх тытса кайнӑ, тепринче — упа. Икӗ хутӗнче те Давид хӑюллӑ пулса тискер чӗрчуна хӑваласа ҫитсе сурӑхсене ҫӑлса хӑварнӑ. Ҫавах та Давид хӑйӗн вӑйӗпе ҫӗнтернӗ тесе шутламан. Вӑл ҫавна тума хӑйне Иегова пулӑшнине пӗлнӗ (1 Пат. 17:34—37). Давид хӑйне Иегова мӗнле пулӑшни ҫинчен шухӑшланӑ, ҫавна пула вӑл хӑйне чӗрӗ Турӑ пуласлӑхра та вӑй парассине хытӑрах шанма пуҫланӑ. w24.06 21 с., 5, 6 абз.
Кӗҫнерникун, майӑн 21-мӗшӗ
Итлесе пӗтермесӗрех хуравлакан — ӑссӑр ҫын, намӑс ӑна (Ытар. 18:13).
Калӑпӑр, сире туслӑ тӗлпулӑва чӗнчӗҫ. Сирӗн вара унта каймаллипе каймалла марри пирки йышӑну тумалла. Эсир ҫак тӗлпулӑва йӗркелекене палламастӑр пулсан е унта мӗн-мӗн пулассине пӗлместӗр пулсан, тӗлпулӑва йӗркелекенрен ҫакна-ҫакна ыйтса пӗлӗр: «Тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулать? Унта миҫе ҫын пулать? Йӗркене кам пӑхса тӑрать? Унта кама-кама чӗннӗ? Программа мӗнлерех пулать? Унта эрех-сӑра пулать-и?» Ҫак ыйтусен хуравӗсене пӗлни сире лайӑх йышӑну тума пулӑшӗ. Фактсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн лару-тӑрӑва тӗрлӗ енчен курма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, унта чӗннӗ ҫынсем хушшинче Иеговӑн нормисене хисеплемен ҫынсем пулассине е хӑнасем мӗн чухлӗ эрех ӗҫнине пӑхса тӑракан ҫын пулас ҫуккине пӗлтӗр. Вара шухӑшласа пӑхӑр: ҫак тӗлпулу йӗркерен тухса асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ пулса тӑмӗ-и? (1 Пётр 4:3). Лару-тӑрӑва тӗрлӗ енчен курсан лайӑх йышӑну тума чылай ҫӑмӑлтарах пулӗ. w25.01 14—15 с., 4, 5 абз.
Эрнекун, майӑн 22-мӗшӗ
Ҫылӑхӑрсем хӗп-хӗрлӗ пулсассӑн — юр пек шуратӑп (Ис. 1:18).
Тӳлесе илме панӑ парнене пула Иегова ӳкӗнекен ҫынсен ҫылӑхӗсене ҫуса тасатма пултарать. Ҫакна кӑтартас тесе Иегова сӑнарсемпе усӑ курать. Тумтире мӗнпе те пулин хӗрлипе вараласан, ӑна ҫуса тасатма питӗ йывӑр. Ҫапах та Иегова сирӗн ҫылӑхӑрсене ҫуса тасатӑп та вӗсен йӗрӗ те юлмасть тесе шантарать. Тата ҫылӑхсене парӑмсемпе танлаштарма пулать (Матф. 6:12; Лука 11:4). Эпир мӗн ҫуралнӑранпах Турӑ умӗнче пысӑк парӑмлӑ. Эпир ҫылӑх тунӑ чухне кашнинче вара ҫав парӑм ӳссех пырать. Анчах та Иегова пире каҫарнӑ чухне вӑл ҫак парӑма пӑрахӑҫлать теме пулать. Вӑл пире хӑй каҫарнӑ ҫылӑхшӑн явап тыттармасть. Парӑмне каҫарнӑ ҫын питӗ савӑнать. Эпир те Иегова пире каҫарнине пӗлсен хамӑра ҫавӑн пек туятпӑр. w25.02 9—10 с., 9, 10 абз.
Шӑматкун, майӑн 23-мӗшӗ
Ачисен ашшӗ-амӑшӗ валли пурлӑх пухмалла мар, ашшӗ-амӑшӗн ачисем валли пухмалла (2 Кор. 12:14).
Ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне пулӑшу кирлӗ пулсан, ачисенчен нумайӑшӗ вӗсене хаваспах пулӑшаҫҫӗ (1 Тим. 5:4). Анчах та Иеговӑна ӗненекен ашшӗ-амӑшӗшӗн чӑн-чӑн телей вӑл — хӑйсене ватлӑхра ачисем укҫа-тенкӗпе пулӑшни мар, ачисем Иеговӑн тусӗсем пулса тӑни (3 Иоанн 4). Ашшӗ-амӑшӗсем, ачӑрсем ҫитӗнсе ҫитсен хӑйсене хӑйсем мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултарччӑр тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Хӑвӑр тӗслӗхпе вӗсене Иеговӑна шанма тата мӗн пӗчӗкренех тӑрӑшса ӗҫлеме вӗрентӗр (Ытар. 29:21; Эф. 4:28). Ачӑрсем шкула кайсан, вӗсене лайӑх вӗренме хавхалантарӑр. Эсир Библи тӗпчетӗр тата унӑн принципӗсемпе усӑ куратӑр пулсан, ачасене мӗнле пӗлӳ илесси пирки йышӑну тума пулӑшма пултаратӑр. Сирӗн тӗллев — вӗсене хӑйсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме вӗрентесси кӑна мар, ырӑ хыпар сарас ӗҫе юратма вӗрентесси те, тен, пионер пулса ӗҫлеме пулӑшасси те. w25.03 31 с., 15, 16 абз.
Вырсарникун, майӑн 24-мӗшӗ
[Сирӗн] ҫӗнӗ ҫын пулмалла (Эф. 4:24).
Сӑнарлӑ райра пурнӑҫ мӗнлерех пулассине Иегова хӑй каласа панӑ. Ҫак пророкла каланине Исаия кӗнекин 65-мӗш сыпӑкӗнче вулама пулать. Пророкла калани пӗрремӗш хут пирӗн эрӑчченхи 537 ҫулта пурнӑҫланнӑ. Ӳкӗннӗ еврейсене ун чухне Вавилонри тыткӑнран кӑларнӑ, вара вӗсем тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ. Иегова вӗсене пилленӗ. Вӑл пулӑшнипе ишӗлнӗ Иерусалим каллех хитре хула пулса тӑнӑ. Унсӑр пуҫне, Иегова еврейсене храма — хӑйне пуҫҫапмалли тӗп вырӑна — ҫӗнӗрен туса лартма пулӑшнӑ (Ис. 51:11; Зах. 8:3). Исаия пророкла калани иккӗмӗш хут 1919 ҫулта пурнӑҫланма пуҫланӑ. Ун чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Аслӑ Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке тухнӑ. Ҫав ҫултан пуҫласа сӑнарлӑ райӑн чиккисем сарӑлма пуҫланӑ. Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара хастаррӑн пӗлтернӗ. Пӗтӗм тӗнчипе ҫӗнӗ пухусем йӗркеленнӗ, сӑнарлӑ райра пурӑнакансем вара христиансен пулмалли лайӑх енсене ытларах та ытларах кӑтартнӑ. Унччен хаяр пулнӑ тата аскӑнланса пурӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем «Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн тунӑ ҫӗнӗ ҫын» пулса тӑнӑ. w24.04 20—21 с., 3, 4 абз.
Тунтикун, майӑн 25-мӗшӗ
Кашнийӗ хӑйӗн ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ (Гал. 6:5).
Хӑш-пӗр вырӑнсенче ачисем валли мӑшӑр ашшӗ-амӑшӗ шырать. Тепӗр вырӑнта вара хурӑнташӗсем е тусӗсем хӗрпе каччӑна паллаштараҫҫӗ те, лешӗсем ҫӳремелле-и, ҫӳремелле мар-и хӑйсемех йышӑну тӑваҫҫӗ. Пире хурӑнташ е тус валли мӑшӑр тупма ыйтрӗҫ пулсан хӗре те, качча та мӗн кирлине тата мӗнлерех ҫын килӗшнине шута илмелле. Унсӑр пуҫне, мӑшӑр пулма пултаракан ҫыннӑн характерӗ, лайӑх енӗсем ҫинчен, чи кирли вара — унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗнлерех пулни ҫинчен май килнӗ таран ытларах пӗлме тӑрӑшмалла. Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулни пуян пулнинчен, аслӑ пӗлӳ илнинчен тата обществӑра пысӑк вырӑн йышӑннинчен чылай пӗлтерӗшлӗрех. Ҫакна та асра тытӑр: мӑшӑрланмалла-и, мӑшӑрланмалла мар-и — арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван хӑйсем йышӑну тӑваҫҫӗ. w24.05 23 с., 11 абз.
Ытларикун, майӑн 26-мӗшӗ
Тус вӑл кирек хӑҫан та юратать (Ытар. 17:17).
Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрекенсене эпир мӗн те пулин каланипе е каламаннипе пулӑшма пултаратпӑр. Ҫакна тумашкӑн пирӗн хамӑра алра тытма пӗлмелле (Ытар. 12:18). Калӑпӑр, кам та пулин пӗрле ҫӳреме пуҫлани пирки пирӗн хӑвӑртрах каласа парас килет. Анчах та, тен, хӗрпе каччӑ ҫавӑн пирки хӑйсемех пӗлтересшӗн. Унсӑр пуҫне, пирӗн вӗсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӑшӑлтатмалла мар тата вӗсен йышӑнӑвӗсене тиркемелле мар (Ытар. 20:19; Рим 14:10; 1 Фес. 4:11). Мӑшӑрланассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем те вӗсене аванмарлатса яма пултараҫҫӗ. Каччӑпа хӗр пӗрле ҫӳреме пӑрахас терӗҫ пулсан, пирӗн хушша-хуппа кӗмелле мар тата никам майлӑ та тӑмалла мар (1 Пётр 4:15). Хӗрпе каччӑ пӗрле ҫӳреме пӑрахни вӗсем тӗрӗс мар йышӑну е темле йӑнӑш тунине пӗлтермесен те пултарать. Ытларах чухне ҫакӑ хӗрпе каччӑ пек ҫӳрени вӗсене йышӑну тума пулӑшнине ҫеҫ пӗлтерет. Апла пулин те, арҫын тӑванӑн та, хӗрарӑм тӑванӑн та чунӗ ыратма пултарать. Ҫавӑнпа та пирӗн вӗсене мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшламалла. w24.05 31 с., 15, 16 абз.
Юнкун, майӑн 27-мӗшӗ
Хӗн-асап кунӗнче хавшак пултӑн пулсассӑн, вӑй-халу сахал ӗнтӗ санӑн (Ытар. 24:10).
Пирӗн тус е хурӑнташ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахсан чун ыратма пултарать (Пс. 77:40). Ҫынна мӗн чухлӗ ытларах юрататпӑр, ҫавӑн чухлӗ пире йывӑртарах килет. Сирӗнпе те ҫавӑн пекки пулса тухрӗ пулсан, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ Садокӑн тӗслӗхӗ сире вӑй кӗртме пултарать. Вӑл, хӑйӗн ҫывӑх тусӗ Авиафар сутӑнчӑкла хӑтлансан та, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Ҫакӑ Давид ватӑлса ҫитсен пулса тухнӑ. Иегова Давид хыҫҫӑн Соломон патшана ларӗ тесе каланӑ (1 Ҫул. 22:9, 10). Анчах та Давид ывӑлӗ Адония хӑй патшана ларасшӑн пулнӑ (3 Пат. 1:5—8). Авиафар Адония майлӑ тӑнӑ. Ҫапла вара вӑл Давидпа Садока кӑна мар, Иеговӑна та сутнӑ. Унччен вара Садокпа Авиафар 40 ҫул ытла Иеговӑшӑн ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе тӑнӑ: пӗрле священниксем пулса ӗҫленӗ (2 Пат. 8:17; 15:29; 19:11—14). w24.07 6 с., 14, 15 абз.
Кӗҫнерникун, майӑн 28-мӗшӗ
Яланах Турӑран хӑраса тӑракан — телейлӗ (Ытар. 28:14).
Ан иккӗленӗр: илӗртӳсене хирӗҫ тӑма вӑй хуни яланах усӑ парать. Ҫылӑх вӑхӑтлӑха кӑна савӑнӑҫ парать (Пс. 18:9; Евр. 11:25). Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнни вара чылай телейлӗрех тӑвать. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен пире ҫапла тунӑ (Пулт. 1:27). Ҫавӑнпа та хамӑр пурнӑҫпа Иеговӑна савӑнтарсан, пирӗн совесть таса пулӗ тата эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗпӗр (1 Тим. 6:12; 2 Тим. 1:3; Иуда 20, 21). Ҫыннӑн «кӗлетки хавшак» пулин те, ҫакӑ эпир хамӑр ҫитменлӗхсемпе нимӗн те тума пултарайманнине пӗлтермест (Матф. 26:41). Иегова пире вӑй пама хатӗр (2 Кор. 4:7). Анчах та асӑрхӑр-ха: вӑл пире ахаль вӑйран ирттерекен вӑй парать. Ахаль вӑй вӑл — илӗртӳсемпе кӗрешме хамӑр кашни кун вӑй хуни, ҫакӑ пирӗн яваплӑх. Иегова вара пирӗн кӗлӗсем ҫине хуравласа пире хамӑр мӗн тума пултарайманнине тума пулӑшӗ (1 Кор. 10:13). Вӑл пулӑшнипе эпир кирек мӗнле илӗртӗве те хирӗҫ тӑма пултарӑпӑр. w24.07 19 с., 19—21 абз.
Эрнекун, майӑн 29-мӗшӗ
Ҫылӑх туса пурӑнакансене... пурин умӗнче те питле (1 Тим. 5:20).
Павел апостол паянхи сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсене хӑйӗн пекех старейшина пулнӑ Тимофей патне ҫырса янӑ. Вӑл «пурин умӗнче те питле» тенипе ҫылӑх туса пурӑнакансене пӗтӗм пуху умӗнче питлемелле тесшӗн пулнӑ-и? Ҫук пуль. Вӑл ҫав ҫылӑх ҫинчен пӗлекенсем ҫинчен каланӑ пулас. Тен, ҫав ҫынсем тӑван ҫылӑх тунине курнӑ е вӑл хӑй ҫавӑн ҫинчен вӗсене каласа пама пултарнӑ. Старейшинӑсен вӗсене кӑна ҫак ыйтӑва татса пани ҫинчен тата ҫынна кирлӗ наказани пани ҫинчен каламалла пулнӑ. Ҫылӑх туни ҫинчен хӑш-пӗр чухне пухура нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ е ҫавна вӑхӑт иртсен пӗлӗҫ. Вара «пурин умӗнче те» тени пӗтӗм пуху умӗнче тенине пӗлтерӗ. Ҫавӑнпа та старейшинӑсенчен пӗри пухура ҫав-ҫав тӑвана хыттӑн асӑрхаттарни пирки пӗлтерӳ тӑвӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пирки пӗлтереҫҫӗ? Павел каланӑ пек, ыттисем те ҫылӑх ан туччӑр тесе вӗсене «асӑрхаттарас тесе». w24.08 23—24 с., 16, 17 абз.
Шӑматкун, майӑн 30-мӗшӗ
Ҫак сӑмахсем — Туррӑн сӑмахӗсем, вӗсене шанма пулать (Ӳлӗм. 19:9).
Пирӗн мӗн вӗҫне ҫитичченех Иегова хушнӑ ӗҫе тӑрӑшса тумалла. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансен сыхӑ тӑмалла. Ун пек тумасан Иисус вӗсене хӑй патне илмӗ, вара вӗсем тӳпери наградӑсӑр тӑрса юлӗҫ (Матф. 24:40). Ҫав христиансем пӗлӗтре пуҫтарӑнса Иисуспа пӗрле пуласса ҫав тери кӗтеҫҫӗ. Армагеддон хыҫҫӑн Путекӗн туйӗ пулать. Унта каччи Иисус пулӗ, ҫураҫнӑ хӗрӗ вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ святой сывлӑшпа суйласа илнӗ христиансем пулӗҫ (2 Фес. 2:1). Кӗҫех Иисус ҫынсене суд тӑвӗ, анчах та пирӗн хӑрамалли ҫук. Эпир шанчӑклӑ тӑрса юлсан пирӗн юратакан ҫӳлти Атте пире «ахаль вӑйран ирттерекен вӑй» парӗ, вара эпир «Этем Ывӑлӗ умне» тӑма пултарӑпӑр (2 Кор. 4:7; Лука 21:36). Эпир кирек ӑҫта пурӑнма шансан та — пӗлӗтре-и, ҫӗр ҫинче-и — пирӗн пурин те Иисус каланӑ ытарӑшсенчи асӑрхаттарусене итлемелле. Ҫапла тусан эпир ҫӳлти Аттене савӑнтарӑпӑр. Иегова питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, вӑл пирӗн ятсене пурнӑҫ кӗнекине ҫырса хурасшӑн (Дан. 12:1; Ӳлӗм. 3:5) w24.09 24—25 с., 19, 20 абз.
Вырсарникун, майӑн 31-мӗшӗ
Маншӑн вара Турӑ патне ҫывӑхарасси чӑн телей! (Пс. 72:28).
Эсир унччен тунӑ йышӑнусемшӗн кулянатӑр пулсан, сире мӗн лӑплантарма пултарать? Хӑвӑрӑн мӗнле пиллӗхсем пурри ҫинчен тата Иегова хӑвӑра ырлани ҫинчен шухӑшлӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынсем пирки вара мӗн калама пулать? Вӗсен ӗмӗчӗсем те, шанчӑкӗ те ҫак тӗнчепе ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Вӗсен лайӑххи мӗн пурри те — укҫаллӑ ӗҫ тата киленсе-савӑнса пурӑнасси кӑна. Эпир вара ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Иеговӑран парнесем илсе тӑрӑпӑр (Пс. 144:16). Унсӑр пуҫне, хамӑр урӑх йышӑну тунӑ пулсан, пирӗн пурнӑҫ лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе эпир ҫирӗппӗн калама пултаратпӑр-ши? Ҫакӑн пирки ҫеҫ пӗр иккӗленӳ те ҫук: эпир Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна юратса йышӑну тӑватпӑр пулсан, ӑнӑҫлӑ тата чӑннипех те телейлӗ пулӑпӑр. w24.10 27 с., 12, 13 абз.