Июль
Юнкун, июлӗн 1-мӗшӗ
[Эпӗ] тӳрӗ ҫынна пӑрахнине... курмарӑм (Пс. 36:25).
Ватӑлса пынӑран, сывлӑх хавшанӑран е инвалид пулнӑран Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем уншӑн унччен тунӑ чухлӗ тӑваймаҫҫӗ. Вӗсем халӗ манран ним усси те ҫук тесе шутласа эпӗ Иеговӑна кирлех-ши тесе иккӗленме пултараҫҫӗ. 70-мӗш Псалома ҫыраканӑн та ҫавӑн пекрех туйӑмсем пулнӑ. Вӑл: «Вӑй-халӑм чакса пынӑ чухне ан пӑрахсам мана», — тесе кӗлтунӑ (Пс. 70:9, 18, 19). Псалом юрлакан хӑйне халсӑр туйнӑ пулин те, шанчӑклӑ тӑрса юлсан хӑйне Турӑ хӑварас ҫуккине пӗлсе тӑнӑ. Иегова паян кун та улшӑнман. Уншӑн пирӗн мӗн чухлӗ вӑй пурри мар, эпир хамӑр вӑйпа мӗнле усӑ курни пӗлтерӗшлӗ (Пс. 36:23—25). Пирӗн хаклӑ ватӑ тӑвансем, хӑвӑр ҫине Иегова куҫӗпе пӑхма тӑрӑшӑр. Сирӗн вӑй чакса пырать пулсан та, Иегова сире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшма пултарать (Пс. 91:13—16). Хӑвӑр мӗн тума пултарайманни ҫинчен мар, хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. w24.10 28 с., 14—16 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 2-мӗшӗ
Йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫе ҫиме юрать-и? Эпир ҫакна пӗлетпӗр: йӗрӗх нимӗн те мар (1 Кор. 8:4).
Пӗр-пӗр лару-тӑрура мӗн тумаллине калакан закон ҫук пулсан, ҫитӗнсе ҫитмен христианина принципсемпе усӑ курса йышӑну тума йывӑр пулма пултарать. Ун чухне хӑш-пӗрисем мӗн тӑвас килет, ҫавна тума юрать теҫҫӗ. Теприсем вара, кирлех мар пулсан та, правило туса хумалла теҫҫӗ. Коринфри христиансем Павелран йӗрӗхсене парнене кӳнӗ апат-ҫимӗҫе ҫиме юрать-и тесе ыйтнӑ чухне вӑл хӑйсене мӗнле те пулин правило парасса кӗтнӗ пулас. Павел апостол вӗсене правило парас вырӑнне совесть пирки тата кашни ҫыннӑн «суйласа илме ирӗк» пурри пирки аса илтернӗ (1 Кор. 8:7—9). Вӑл вӗсемпе темиҫе принцип сӳтсе явнӑ та ҫав принципсемпе усӑ курса хӑйсен совеҫне хирӗҫлемесӗр тата ыттисен ӗненӗвне хавшатмасӑр йышӑнусем мӗнле тумаллине кӑтартса панӑ. Павел Коринфри христиансем ҫын сӑмахне итлес вырӑнне е правилӑсем шырас вырӑнне Турӑ Сӑмахне шанса йышӑнусем тума вӗренччӗр тенӗ. Ҫапла майпа вӑл вӗсене ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑма пулӑшасшӑн пулнӑ. w24.04 5 с., 14 абз.
Эрнекун, июлӗн 3-мӗшӗ
Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, пурне те хӑйӗн ҫул-йӗрне кура... тавӑрса памашкӑн этем чӗрине тӗрӗслетӗп (Иер. 17:10).
Иона пурӑннӑ вӑхӑтра Ниневи ҫыннисен ӳкӗнме май пулнӑ. Анчах, Иисус «суд валли чӗрӗлсе» тӑракансем пулӗҫ тенине те аса илӗр. Камсем вӗсем? Вӗсем «йӗркесӗр ӗҫ тунисем» (Иоанн 5:29). Ҫавӑнпа та Содомпа Гоморра ҫыннисен те шанчӑк пур пулас. Тен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем те пулин чӗрӗлсе тӑрӗҫ. Вара эпир вӗсене Иеговӑпа Иисус Христос ҫинчен вӗрентме пултарӑпӑр. Иегова яланах этем чӗрине тӗрӗслет тата унӑн чунне сӑнать. Вилнисене чӗртсе тӑратас вӑхӑт ҫитсен вӑл пурне те вӗсен «ҫул-йӗрне кура» тавӑрса парӗ. Иегова кирлӗ чухне ҫирӗп пулӗ, май пур чухне вара яланах хӗрхенӗ. Ҫавӑнпа та Библире пӗр-пӗр ҫын пирки вӑл чӗрӗлсе тӑмӗ тесе тӳррӗн каламан пулсан, пирӗн те ун пек каламалла мар. w24.05 5—6 с., 15, 16 абз.
Шӑматкун, июлӗн 4-мӗшӗ
Ан хӑра, сана Эпӗ пулӑшатӑп (Ис. 41:13).
Ӗлӗк-авал Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫӑмӑл мар ӗҫсем шанса панӑ. Хӑйсене Турӑ сӑмахӗсем вӑй кӗртнине пула вӗсем ҫав ӗҫсене туса ҫитерме пултарнӑ. Тӗслӗхрен, Иеремия пророка илер. Иегова ӑна хӑйӗн хыпарне пӗлтерме хушсан, вӑл пӑшӑрханса ӳкнӗ. Иеремия: «Эпӗ калаҫма та пӗлейместӗп, эпӗ ҫамрӑк-ха», — тенӗ (Иер. 1:6). Ӑна мӗн хӑюлӑх кӗртнӗ? Туррӑн сӑмахӗ. Иеремия ун пирки ҫапла каланӑ: «Шӑммӑмсем тӑрӑх ҫулӑм чупать пек, чарас тесе тӑрӑшрӑм, халтан кайрӑм» (Иер. 20:8, 9). Иеремийӑн хӑйне хирӗҫ тӑракан, итлесшӗн пулман ҫынсене хыпар калама тивнӗ пулин те, Иегова шанса панӑ хыпар ӑна вӑй кӗртнӗ тата хӑюллӑ тунӑ. Турӑ Сӑмахӗнчи хыпар пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене те вӑй парса тӑнӑ. Павел апостол тӑвансем тӗрӗс пӗлӳ илнине пула «Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсене мӗнле тытмалла», хӑйсене ҫавӑн пек тытса ырӑ ӗҫсем тума пултарӗҫ тенӗ (Кол. 1:9, 10). w24.04 14—15 с., 2—4 абз.
Вырсарникун, июлӗн 5-мӗшӗ
Садок священник... Соломона ҫу сӗрнӗ (3 Пат. 1:39).
Давид ывӑлӗ Адония патша влаҫне туртса илме шут тытнӑ чухне чи аслӑ священник Авиафар ун майла тӑнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах Садок Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Давид хӑйне Садок шанчӑклӑ пулни пирки нихӑҫан та иккӗленмен. Адония каварӗ ҫиеле тухсан, Давид Соломона патшана лартмашкӑн ҫу сӗрме Садока, Нафана тата Ванейӑна хушнӑ (3 Пат. 1:32—34). Садок таврашӗнче ҫавӑн пек ҫынсем пулни ӑна ҫирӗплетнӗ тата Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ. Соломон хӑй патшана ларсан Садока Авиафар вырӑнне священник пулма лартнӑ (3 Пат. 2:35). Сирӗн тус е хурӑнташ Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахрӗ пулсан, Садок тӗслӗхӗ сире мӗнле пулӑшма пултарать? (Иис. Н. 24:15). Иеговӑна шанчӑклӑ пулма ҫирӗп шут тытӑр. Вӑл сире тӗрӗссине тума хӑюлӑх та, вӑй та парӗ. Ун ҫине шанӑр, ӑна кӗлтӑвӑр тата унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемпе тачӑ хутшӑнӑр. Иегова эсир шанчӑклӑ пулнине хаклать тата ҫавӑншӑн сире пиллетех (2 Пат. 22:26). w24.07 6—7 с., 16, 17 абз.
Тунтикун, июлӗн 6-мӗшӗ
Ырӑ туса ал усар мар (Гал. 6:9).
Псалом 14:2-мӗшӗнче Иеговӑн тусӗ «айӑпсӑр ҫӳрет, ӗҫе тӳррипе тӑвать» тенӗ. Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынсем айӑпсӑр пулма пултараяҫҫӗ-и? Пултараяҫҫӗ. Эпир Иеговӑна итлес тесе хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр пулсан тата ҫавна хутран-ситрен мар, яланах туса тӑратпӑр пулсан, вӑл пирӗн пирки айӑпсӑр тесе шутлӗ. Хамӑра Иеговӑна халалласа шыва кӗни ҫул пуҫламӑшӗ кӑна. Иеговӑна шанчӑклӑ юлас тесен пирӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех вӑй хумалла. Сӑмахран, Израиль — Турра халалланӑ халӑх пулнӑ. Анчах та ҫакӑ израильтянсем пурте Иеговӑн хӑнисем пулнине пӗлтермен. Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Хӑш-пӗрисем кӗлтӑвасса та «тӳррипе, чӑннипе» кӗлтуман (Ис. 48:1). Иегова патӗнче хӑнара юлас текен израильтянсен вӑл хӑйсенчен мӗн кӗтнине пӗлмелле тата ҫавӑнпа килӗшӳллӗн пурӑнмалла пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Пирӗн «ӗҫе тӳррипе» тумалла, урӑхла каласан, тӗрӗссине тумалла. w24.06 9 с., 4 абз; 10 с., 6 абз.
Ытларикун, июлӗн 7-мӗшӗ
Турӑран тӗслӗх илӗр (Эф. 5:1).
Иегова уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ӑҫтан курӑнать? Акӑ темиҫе тӗслӗх. Иегова пире пурӑнмалӑх мӗн кирлине веҫех парать. Ҫакӑ вӑл пире пуянлӑх парасса пӗлтермест, анчах та Иеговӑна пула пирӗн мӗн кирли веҫех пур. Тӗслӗхрен, вӑл пирӗн апат-ҫимӗҫ, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн пултӑр тесе тӑрӑшать (Пс. 4:9; Матф. 6:31—33; 1 Тим. 6:6—8). Мӗншӗн вӑл ҫапла тӑвать? Ку унӑн тивӗҫӗ тет-и? Ҫук, паллах. Матфей 6:25, 26 сӑвӑ йӗркисенчи Иисусӑн сӑмахӗсене аса илер. Кайӑксем ҫинчен каланӑ чухне вӑл: «Вӗсем акмаҫҫӗ те, вырмаҫҫӗ те, кӗлете те пухса хумаҫҫӗ. Ҫапах вӗсене ҫӳлти Аҫӑр тӑрантарать», — тенӗ. Кайран Иисус: «Эсир вара вӗсенчен хаклӑрах мар-и?» — тесе ыйтнӑ. Ҫакӑнпа вӑл мӗн палӑртасшӑн пулнӑ? Иегова кайӑксемшӗн ҫапла тӑрӑшать пулсан, паллах, пирӗншӗн те тӑрӑшӗ. Иегова юратакан Ашшӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ачисене ӗҫтерет, ҫитерет тата тумлантарать (Пс. 144:16; Матф. 6:32). w24.09 26—27 с., 4—6 абз.
Юнкун, июлӗн 8-мӗшӗ
Лайӑх ӗҫлесе тӑракансем ырӑ ят илеҫҫӗ тата хӑйсем Христос Иисуса ӗненни ҫинчен хӑюллӑн калама пултараҫҫӗ (1 Тим. 3:13).
Пухура пулӑшакан вӑл — шыва кӗнӗ, старейшинӑсене тӗрлӗ ӗҫсене тума пулӑшакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑван. Пухура пулӑшакансем Иеговӑна юратаҫҫӗ тата унӑн нормисем тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсем пухури тӑвансене питӗ юратаҫҫӗ (Матф. 22:37—39). Шыва кӗнӗ арҫын тӑван пухура пулӑшакан пулса тӑрас тесе мӗн тума пултарать? Пухура пулӑшаканӑн мӗнлерех ҫын пулмаллине Библире ҫырса панӑ (1 Тим. 3:8—10, 12). Ҫавна тӗплӗн тӗпче те мӗн ҫырнипе килӗшӳллӗн пурӑнмашкӑн вӑй хур. Анчах та чи малтан хӑв мӗншӗн пухура пулӑшакан пуласшӑн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑх. w24.11 14—15 с., 4, 5 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 9-мӗшӗ
Эсир ӑна ҫын сӑмахӗ вырӑнне хурса мар, Туррӑн сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑн[тӑр]... Эсир йышӑннӑ сӑмах — чӑнах та Туррӑн сӑмахӗ (1 Фес. 2:13).
Хӑш-пӗр ҫынсем Библие вун-вун хут вуласа тухнипе мухтанаҫҫӗ. Анчах та вӗсем вӑл мӗне вӗрентнине ӗненеҫҫӗ-и? Унти канашсене итлеҫҫӗ-и? Вӑл вӗсен пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрет-и? Ҫук. Ҫынсем ытларахӑшӗ Библире мӗн ҫырнине шута илмеҫҫӗ. Анчах Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Сӑмахӗ ҫине пачах урӑхла пӑхаҫҫӗ. Эпир, Библири канашсемпе усӑ курас тесе, хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑватпӑр. Ҫапах та Турӑ Сӑмахне вулама та, мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртме те хӑш-пӗр чухне ҫӑмӑл мар. Тен, пире вуламашкӑн вӑхӑт тупма йывӑр. Е эпир васкаса, шухӑшламасӑр вулама хӑнӑхнӑ. Е, тен, хамӑрӑн нумай енчен лайӑхланмаллине курнӑран пирӗн ал усӑнать. Иегова пулӑшнипе эпир ҫак пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаратпӑр. Ҫавӑнпа та айтӑр хамӑр «мӗн илтнине» пурнӑҫа кӗртер. Мӗн чухлӗ ытларах Турӑ Сӑмахне вулатпӑр тата унта мӗн ҫырнине пурнӑҫлатпӑр, ҫавӑн чухлӗ телейлӗрех пулса пыратпӑр (Иак. 1:25). w24.09 7 с., 15, 16 абз.
Эрнекун, июлӗн 10-мӗшӗ
Ыйтӑр — вара сире парӗҫ (Лука 11:9).
Пирӗн ҫине пысӑк инкек йӑтӑнса ансан Иегова, пире йӑпатмашкӑн, хӑйӗн святой сывлӑшне парать. Сире пысӑк инкек пырса ҫапрӗ пулсассӑн, Иеговӑна хӑвӑр мӗн туйнине пӗтӗмпех каласа пама ан вӑтанӑр. Сирӗн час-часах тата нумай вӑхӑт хушши кӗлтӑвас килет пулсан, хӑвӑра ан чарӑр (Пс. 85:3; 87:2). Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Вӑл сире ӑна паратех. Пысӑк йывӑрлӑха пула сирӗн халран кайни пулнӑ-и? Ҫавӑн пек чухне малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑмашкӑн святой сывлӑш сире вӑй кӳме пултарать (Эф. 3:16). Святой сывлӑш ыйтнӑ хыҫҫӑн мӗн тумалла? Тата ытларах святой сывлӑш илме пулӑшакан ӗҫсене тӑвӑр. Тӗлпулусене ҫӳрӗр тата ырӑ хыпар сарӑр. Ҫавӑн пекех Турӑ Сӑмахне кашни кун вуласа хӑвӑр ӑс-тӑна унӑн шухӑшӗсемпе тултарӑр (Флп. 4:8, 9). Библире тӗрлӗ-тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсене ҫырса хунӑ. Иегова вӗсене веҫех чӑтса ирттерсе хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗнле пулӑшнине курма тӑрӑшӑр. w24.10 9 с., 12—14 абз.
Шӑматкун, июлӗн 11-мӗшӗ
[Турӑ] тӗнчене питӗ хытӑ юрат[ать] (Иоанн 3:16).
Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫынсене юратаҫҫӗ (Ытар. 8:31). Пирӗн те вӗсем пекех пулас килет. Эпир ҫынсене чун-чӗререн хӗрхенетпӗр, мӗншӗн тесен вӗсем Турӑсӑр пурӑнаҫҫӗ тата вӗсен шанчӑк ҫук (Эф. 2:12). Вӗсем йывӑрлӑхсем ӑшне путнӑ, пирӗн вара вӗсем валли ҫӑлӑнмалли ункӑ — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар — пур. Ҫынсене юратнӑран тата хӗрхеннӗрен вӗсене ырӑ хыпар пӗлтерес тесе эпир пур майпа та усӑ курма тӑрӑшатпӑр. Турӑ ҫинчен пӗлсе пыни вӗсене халех телейлӗрех пулма пулӑшма пултарать тата «чӑн-чӑн пурнӑҫа» — ҫӗнӗ тӗнчери ӗмӗрлӗх пурнӑҫа — илме шанчӑк парать (1 Тим. 6:19). Ҫынсене юратни пире ҫак усал тӗнче кӗҫ-вӗҫ пӗтесси ҫинчен асӑрхаттарма та хавхалантарать (Иез. 33:7, 8). Эпир ҫынсем пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче мӗн пулассине пӗлччӗр тетпӗр: малтан суя тӗн тӗп пулӗ, кайран вара Армагеддонра пӗтӗм усал тӗнче пӗтӗ (Ӳлӗм. 16:14, 16; 17:16, 17; 19:11, 19, 20). w24.05 16 с., 8, 9 абз.
Вырсарникун, июлӗн 12-мӗшӗ
Юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, ун вырӑнне Турра хӑйӗн ҫиллине кӑтартма парӑр. Ҫырура ҫапла ҫырнӑ вӗт: «„Тавӑрасси манӑн ӗҫ, эпӗ тавӑрӑп“, — тет Иегова» (Рим 12:19).
Павел апостол христиансене: «Турра хӑйӗн ҫиллине кӑтартма парӑр», — тесе каланӑ. Ҫакна мӗнле тумалла? Эпир Иегова тӗрӗсмарлӑха хӑҫан тата мӗнле майпа пӗтересси пирки хӑй йышӑну тутӑр тетпӗр. Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ Джон акӑ мӗн калать: «Ҫилленсе кайсан мӗн те пулин япӑххине туса хурасран хама аран-аран тытса чартӑм. Рим 12:19-мӗшӗнчи сӑмахсем мана Иеговӑна тӳсӗмлӗн кӗтме пулӑшрӗҫ». Лару-тӑрӑва тӳрлетме Иеговӑна паратпӑр пулсан, ҫакӑ хамӑрах усӑ парать. Йывӑрлӑха хамӑр тӗллӗн татса пама тӑрӑшмастпӑр пулсан, эпир ытлашши пӑшӑрханмастпӑр тата пирӗн шанӑҫ татӑлмасть. Иегова пире пулӑшасшӑн. Вӑл ҫапла калать теме пулать: «Ҫак ӗҫе мана хӑвар, эпӗ ӑна тӑвӑп». Вӑл: «Эпӗ тавӑрӑп», — тесе сӑмах парать. Ҫак сӑмахсене ӗненетпӗр пулсан, эпир нимӗншӗн те пӑшӑрханмастпӑр, мӗншӗн тесен Иегова ӗҫе лайӑх татса парасса пӗлетпӗр. w24.11 6 с., 14, 15 абз.
Тунтикун, июлӗн 13-мӗшӗ
Пире кашни кун пурӑнмалӑх ҫӑкӑр парсам (Лука 11:3).
Пирӗн пурнӑҫра хамӑра пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтересси малти вырӑнта пулмалла мар. Ҫакна Павел апостол та хӑйӗн пӗр ҫырӑвӗнче палӑртнӑ. Вӑл христиансене израильтянсемпе пушхирте, ҫав шутрах Синай тӑвӗ патӗнче те, мӗн пулса тухнине аса илтернӗ. Вӑл тӑвансене вӗсен израильтянсен пек «усал тӑвас шухӑш ан пултӑр» тесе асӑрхаттарнӑ (1 Кор. 10:6, 7, 11). Иегова израильтянсене тӗлӗнмелле майпа апат панӑ. Анчах та вӗсем апат ҫине нихҫан курман пек тапӑннӑран, вӑл вӗсемшӗн усаллӑх пулса тӑнӑ (Йыш. 11:4—6, 31—34). Ылтӑн пӑру туни те израильтянсемшӗн ӗҫсе-ҫисе савӑнни Турра пуҫҫапассинчен пӗлтерӗшлӗрех пулнине палӑртнӑ (Тух. 32:4—6). Павелӑн ҫырӑвӗ шӑпах вӑхӑтлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен кӑшт вӑхӑт иртсен, пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта, Иерусалимпа унти храма аркатнӑ. Израильтянсем тунӑ йӑнӑша тӑвас мар тесен пирӗн Павел каланӑ сӑмахсене итлемелле, мӗншӗн тесен ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пырать. w24.12 6 с., 13 абз.
Ытларикун, июлӗн 14-мӗшӗ
Ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа... киленсе пурӑн (Ытар. 5:18, 19).
Иегова телейлӗ Турӑ. Вӑл пире те телейлӗ тӑвасшӑн (1 Тим. 1:11). Ҫавӑнпа та вӑл пире нумай парне панӑ (Иак. 1:17). Вӗсенчен пӗри — ҫемье. Арҫынпа хӗрарӑм мӑшӑрланнӑ чухне пӗр пӗрне юратма тата хисеплеме сӑмах параҫҫӗ. Вӗсем ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, телейлӗ пулӗҫ. Шел пулин те, мӑшӑрсем нумайӑшӗ туй кунӗнче пӗр-пӗрне сӑмах пани ҫинчен манса каяҫҫӗ. Ҫавна пула вӗсем телейсӗр. Иегова упӑшки хӑйне арӑмӗпе мӗнле тытасса кӗтет? Иегова упӑшкасене хӑйсен арӑмӗсене чыс тума хушать. Ҫак хушӑва итлесе тӑракан упӑшка арӑмне юратнине тата хисепленине кӑтартать (1 Пётр 3:7). w25.01 8 с.,1, 2 абз.; 9 с., 4, 5 абз.
Юнкун, июлӗн 15-мӗшӗ
Иегова — мана пулӑшакан, эпӗ хӑрамӑп (Евр. 13:6).
Павел апостол еврейсем патне янӑ ҫыру пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене пулас инкеке хатӗрленме пулӑшни пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук. Павел вӗсене Сӑваплӑ Ҫырӑва тарӑнрах тӗпчеме хавхалантарнӑ. Вара тӑвансем суя вӗрентӳсене уйӑрса илсе вӗсене сирсе яма пултарнӑ пулӗччӗҫ. Ҫавӑн пекех, вӗсен хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетмелле пулнӑ. Ҫакӑ тӑвансене Иисусӑн тата вӑл пухура ертсе пыма лартнӑ арҫын тӑвансен хушӑвӗсене тӳрех итлеме пулӑшнӑ пулӗччӗ. Павел христиансене чӑтӑмлӑха та аталантарма пулӑшнӑ. Вӗсен йывӑрлӑхсем ҫине тӗрӗс пӑхмалла пулнӑ тата йывӑрлӑхсем урлӑ Иегова вӗсене мӗне те пулин вӗрентме пултарнине асра тытмалла пулнӑ. Айтӑр эпир те ҫак канашсене итлер. Вара мӗн вӗҫне ҫитичченех Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарӑпӑр (Евр. 3:14). w24.09 12 с., 17 абз.; 13 с., 19 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 16-мӗшӗ
Иисус Христос хӑйӗн кӗлеткине пӗрре тата яланлӑхах парнене кӳнине пула пире сӑваплӑ тунӑ (Евр. 10:10).
Библире тӳлесе илме панӑ парне ҫылӑхсене каҫарас тесе тата Турӑпа мирлешес тесе тӳленӗ хака пӗлтерет. Ҫак парнене пула Иегова Адампа Ева мӗн ҫухатнине тавӑрса парать. Вӗсем ҫитменлӗхсӗр пулма пӑрахнӑ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас мая ҫухатнӑ. Ҫавӑнпа тӳлесе илме панӑ парнен хакӗ мӗн ҫухатнипе танлашмалла пулнӑ (1 Тим. 2:6). Апла пулсан, ҫак парнене ҫитӗнсе ҫитнӗ арҫын тӳлеме пултарнӑ. Унӑн: 1) пӗр ҫитменлӗхсӗр пулмалла пулнӑ, 2) ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас май пулмалла пулнӑ тата 3) хӑйӗн пурнӑҫне пирӗншӗн парне пек пама хатӗр пулмалла пулнӑ. Мӗншӗн Иисус ҫав парнене пама юрӑхлӑ пулнӑ? Виҫӗ сӑлтава пӑхса тухар. 1) Вӑл пӗр ҫитменлӗхсӗр пулнӑ, «нимӗнле ҫылӑх та туман» (1 Пётр 2:22). 2) Ҫавна пула унӑн ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пулнӑ. 3) Вӑл пирӗншӗн хӑйӗн пурнӑҫне парса вилме хатӗр пулнӑ (Евр. 10:9, 10). w25.02 4—5 с., 11, 12 абз.
Эрнекун, июлӗн 17-мӗшӗ
Турӑ хӑйӗн сывлӑшне пӗр хӗрхенсе тӑмасӑр парать (Иоанн 3:34).
Иегова сире юратни ҫинчен тата вӑл сире хӑйӗн ҫемйин пайӗ тӑвасшӑн пулни ҫинчен нихӑҫан та ан манӑр. Шыва кӗме сире тӗрлӗ япала чӑрмантарма пултарать. Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ йывӑҫӗн вӑрри пысӑкӑш пулсан, эсир ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, — тетӗр те, вӑл куҫса ларӗ, эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗ» (Матф. 17:20). Ҫав вӗренекенсем Христос хыҫҫӑн икӗ ҫул кӑна ҫӳренӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсен хӑйсен ӗненӗвне малалла та аталантармалла пулнӑ. Иисус вӗсене ӗненӳ ҫителӗклӗ пулсан, Иегова ту евӗрлӗ пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшасса шантарнӑ. Иегова сире те ҫавнах тума пулӑшӗ! Хӑвӑра шыва кӗме мӗн чӑрмантарнине куртӑр пулсан, тӑхтаса ан тӑрӑр — ҫав чӑрмавсене май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫӗнтерме тӑрӑшӑр! Хӑвӑр пурнӑҫа Турра халалласа шыва кӗрӗр. Ҫакӑ эсир тума пултаракан йышӑнусенчен чи лайӑххи! w25.03 6—7 с., 18—20 абз.
Шӑматкун, июлӗн 18-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа ман майлӑ — эпӗ хӑрамӑп (Пс. 117:6).
Чӗрӗ Турӑ хамӑра пулӑшма ялан хатӗр пулнине асра тытатпӑр пулсан, эпир пур йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултарӑпӑр. Иегова пулӑшасса хытӑ шанма вӗренес тесен мӗн тумалла? Библире вӑл хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ӗлӗк-авал мӗнле ҫӑлни ҫинчен вулӑр (Ис. 37:17, 33—37). Ҫавӑн пекех, пирӗн jw.org сайта кӗрсе Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хальхи вӑхӑтра мӗнле пулӑшнине пӗлме пулать (Иоанн 6:44). Унсӑр пуҫне, Иегова сире хӑвӑра инкекрен мӗнле хӑтарнине аса илӗр. Тен, эсир Иегова мана, Давида хӑтарнӑ пекех, арӑсланран е упаран хӑтарни хальлӗхе пулман-ха тесе шутлатӑр. Ҫав-ҫавах Иегова сирӗн пурнӑҫра нумай мӗн тунӑ. Вӑл сире хӑйӗн тусӗ пулма сӗннӗ. Мӗншӗн-ха Иеговӑран вӑл хӑвӑр кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине, шӑпах кирлӗ вӑхӑтра хӑвӑра мӗнле пулӑшнине тата хӑвӑра йывӑр килнӗ чухне вӑл юнашар пулнине аса илтерме ыйтас мар? Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлани сире Иегова хӑвӑра нихӑҫан та хӑварас ҫуккине хытӑрах ӗненме пулӑшӗ. w24.06 21 с., 8 абз.
Вырсарникун, июлӗн 19-мӗшӗ
Вилӗм пур ҫын ҫине те куҫнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте ҫылӑхлӑ пулса тӑнӑ (Рим 5:12).
Эпир пурте тӗрӗссине туса Иеговӑна савӑнтарасшӑн. Ҫав-ҫавах эпир ҫылӑхлӑ тата ҫӑмӑллӑнах илӗртӳ хыҫҫӑн кайма пултаратпӑр (Рим 7:21—23). Хӑш-пӗр лару-тӑрусенче ҫылӑх уйрӑмах вӑйлӑ илӗртме пултарать. Ҫавӑн пек лару-тӑрӑва кӗтмен ҫӗртен лекме пулать. Иеговӑпа Иисуса шанчӑклӑ тӑрса юлас тесен вара Иисус асӑрхаттарнине итлемелле — маллала та сыхӑ тӑмалла. Пирӗнтен кашни илӗртӳпе тӗл пулать. Эпир пурте тӗрлӗрен, пирӗн ҫитменлӗхсем те тӗрлӗрен. Пӗрисем аскӑн ӗҫ тӑвас туртӑмпа кӗрешеҫҫӗ, теприсен мастурбаци тӑвас е порнографи пӑхас кӑмӑл питӗ вӑйлӑ, тата теприсем ҫилле тытса чараймаҫҫӗ, ҫынран хӑраҫҫӗ е пӗрмай хӑйсенни ҫинче тӑраҫҫӗ. w24.07 14 с., 3 абз.; 15 с., 5 абз.
Тунтикун, июлӗн 20-мӗшӗ
Вӑл ытлашши кулянса хуйха ан ӳктӗр тесен, сирӗн ӑна чӗререн каҫармалла тата йӑпатмалла (2 Кор. 2:7).
Чун-чӗререн ӳкӗннӗ ҫынна старейшинӑсем каялла пухӑва таврӑнма май паман пулсан мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ҫав тӑван пухӑва килсен тӑвансем хӑйсене унпа сиввӗн тытнӑ пулсан, вӑл хӑйне мӗнле туйнӑ пулӗччӗ-ши? Вӑл «ытлашши кулянса хуйха» ӳкме пултарнӑ. Тата Иеговӑшӑн урӑх нихӑҫан та ӗҫлеме пултараймӑп тесе шутлама пултарнӑ. Ал усӑннӑран ҫав ҫын Иеговӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене майлаштарса яма вӑй хума пӑрахма та пултарнӑ. Унтан та хӑрушӑраххи, тӑвансем ӳкӗннӗ ҫынна каҫарман пулнӑ пулсан, вӗсем хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатнӑ пулӗччӗҫ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӗсем хӗрхенекен Турӑ пек мар, хаяр та чунсӑр Шуйттан пек хӑйсене тытнӑ пулӗччӗҫ. Ҫапла майпа Шуйттан ҫав ҫынна Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахтармашкӑн тӑвансемпе усӑ курнӑ пулӗччӗ (2 Кор. 2:10, 11; Эф. 4:27). w24.08 16 с., 7 абз.; 17 с., 10, 11 абз.
Ытларикун, июлӗн 21-мӗшӗ
Ҫӳле хӑпарса вӑл... ҫынсене парне пек панӑ (Эф. 4:8).
Христос Иисус пухусене ҫирӗплетмешкӗн пухура пулӑшакансемпе старейшинӑсене кӑна мар, ҫулҫӳрекен старейшинӑсене те «парне пек панӑ» (Ап. ӗҫ. 11:22). Вӑл ертсе пынипе Иерусалимри старейшинӑсем Павела, Варнавӑна тата ытти арҫынсене тӗрлӗ пухусене кайса ҫӳреме янӑ (Ап. ӗҫ. 15:40, 41). Паян та район старейшинисем пӗр вырӑнта лармаҫҫӗ. Хӑш-пӗрисен пӗр пухуран тепӗр пухӑва ҫитмешкӗн ҫӗр-ҫӗр ҫухрӑм кайма тивет. Кашни эрнере район старейшини темиҫе доклад туса парать, тӑвансене хавхалантарма ҫӳрет, пионерсемпе тата старейшинӑсемпе тӗл пулать, унсӑр пуҫне, ырӑ хыпар сармалли тӗлпулусем ирттерет. Вӑл район тата регион конгресӗсене йӗркелет тата унта докладсем тӑвать. Район старейшини пионерсен шкулӗнче вӗрентет, районти пионерсем валли ятарлӑ тӗлпулу йӗркелет тата филиал паракан ытти ӗҫсене тӑвать, хӑш-пӗр ӗҫсене вара тӑхтаса тӑмасӑр тума тивет. w24.10 21 с., 12, 13 абз.
Юнкун, июлӗн 22-мӗшӗ
Эпӗ вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсен ҫылӑхӗсене урӑх аса илмӗп (Иер. 31:34).
Иеремия пророк Туррӑн сӑмахӗсене ҫырса хунӑ. Ҫав сӑмахсем — паянхи сӑвӑ йӗрки. Павел апостол та Еврейсем 8:12-мӗшӗнче ҫав шухӑшах каланӑ. Иегова «аса илмӗп» тенине мӗнле ӑнланмалла? Библире «аса илнӗ» тени унччен мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшланине кӑна пӗлтермест, вӑл кам та пулин мӗн те пулин тунине пӗлтерме пултарать. Сӑмахран, Иисуспа юнашар ҫакӑнса тӑнӑ вӑрӑ-хурах ҫапла каланӑ: «Иисус, Патша пулса тӑрсан, аса илсем мана» (Лука 23:42, 43). Ҫакӑн пек каланипе вӑл хӑйӗн ҫинчен шухӑшлама кӑна ыйтман, хӑйӗншӗн темскер тума ыйтнӑ. Иисус вара ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратма сӑмах панӑ. Ҫавӑнпа та Иегова сирӗн ҫылӑхсене «урӑх аса илмӗп» тени ҫылӑхсене каҫарнине пӗлтерет. Вӑл ҫав ҫылӑхсемшӗн халӗ те, пуласлӑхра та наказани памӗ. w25.02 10—11 с., 14, 15 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 23-мӗшӗ
Чи Сӑваплине пӗлни ӑнкаруллӑ тӑвать (Ытар. 9:10, ҪТ).
Иеговӑн лайӑх енӗсене, унӑн ирӗкне, вӑл мӗн юратнипе вӑл мӗн курайманнине пӗлни чӑнах та ӑнкаруллӑ тӑвать. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Иегова ҫинчен хам мӗн пӗлнине шута илсен, ӑна савӑнтарас тесен манӑн мӗнле йышӑну тумалла?» (Эф. 5:17). Хӑш-пӗр чухне Иеговӑна савӑнтарас тесе хамӑрӑн ҫывӑх ҫынсене кӳрентерме тивет. Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрне нумай укҫа ӗҫлесе илекен, анчах та хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене хакласах кайман ҫынна качча парасшӑн. Паллах, вӗсем хӑйсен хӗрӗ ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнтӑр теҫҫӗ. Анчах та хӗрӗн хӑйне ҫакӑн пек ыйту памалла: «Ҫак ҫынна качча кайсан вӑл мана хампа Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетсе пыма пулӑшӗ-и?» Иегова ҫакӑн пирки мӗн шутлать? Хуравне эпир Матфей 6:33-мӗшӗнче тупатпӑр. Унта христианина пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшма хавхалантарнӑ. Эпир атте-аннене тата таврари ҫынсене хисеплетпӗр пулсан та, чи кирли пирӗншӗн — Иеговӑна савӑнтарасси. w25.01 17 с., 9, 10 абз.
Эрнекун, июлӗн 24-мӗшӗ
Ҫӳлхуҫа манпа юнашар пулчӗ... вӑл мана... вӑй парса тӑчӗ (2 Тим. 4:17).
Хамӑра хирӗҫ тӑнӑ чухне те ырӑ хыпара хастаррӑн калама пире Иеговӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ (Ӳлӗм. 12:17). Мӗншӗн эпир хамӑра Иегова пулӑшасса шанма пултаратпӑр? Иоанн кӗнекинче 17-мӗш сыпӑкра ҫырса хунӑ Иисусӑн кӗллине аса илер. Иисус Иеговӑран апостолсене хӳтӗлеме ыйтнӑ, Иегова вара Иисус мӗн ыйтнине тунӑ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекене вуланӑ май, Турӑ апостолсене мӗнле пулӑшнине куратпӑр: хӑйсене хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑрах вӗсем ырӑ хыпара хастаррӑн пӗлтернӗ. Иисус ҫав кӗлӗре Иеговӑран апостолсене кӑна мар, вӗсен сӑмахӗсене кам ӗненет, ҫавсене те хӳтӗлеме ыйтнӑ. Апла пулсан, вӑл сире те хӳтӗлӗ. Иегова халӗ те Иисус ҫав кӗлӗре мӗн ыйтнине тӑвать. Вӑл апостолсене пулӑшнӑ пекех сире те пулӑшӗ (Иоанн 17:11, 15, 20). Пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн ырӑ хыпара калама, тен, йывӑртарах та йывӑртарах пулӗ. Анчах та Иисус пире ҫак ӗҫе хастаррӑн туса тӑма пулӑшу илетӗр тесе шантарнӑ (Лука 21:12—15). w25.03 17—18 с., 13, 14 абз.
Шӑматкун, июлӗн 25-мӗшӗ
Манӑн чурамсем чӗререн хавасланса юрлӗҫ (Ис. 65:14).
Туррӑн ӗҫлекенӗсем «чӗререн хавасланса» юрлаҫҫӗ. Пирӗн чӗресем пархатарлӑхпа тулнӑ. Эпир Иеговӑна чӑнлӑхшӑн, сӑмах панисемшӗн тата тӳлесе илме панӑ парне паракан шанчӑкшӑн тав тӑватпӑр. Ҫак пиллӗхсем ҫинчен ыттисемпе калаҫнӑ чухне вара эпир хамӑр мӗн тери телейлӗ пулнине тата лайӑхрах ӑнланатпӑр (Пс. 33:9; 132:1—3). Сӑнарлӑ райӑн икӗ тӗп уйрӑмлӑх пур. Ҫаксем вӗсем — Иегова халӑхӗ хушшинчи юрату тата пӗрлӗх. Эпир халех пухура пӗрлӗхре пурӑнма тата пӗр-пӗрне юратма тӑрӑшатпӑр. Ҫӗнӗ тӗнчере вара эпир ҫавна тата лайӑхрах тӑвӑпӑр (Кол. 3:14). Ҫын сӑнарлӑ райра пулса курсан ҫеҫ чӑннипех те телейлӗ тата тулли кӑмӑллӑ пулни мӗн иккенне ӑнланма пултарать. Ҫынсем Иегова Свидетелӗсем пирки нумай япӑххине каласан та, Турӑ умӗнче хамӑр ырӑ ятлӑ пулнине эпир пӗлетпӗр (Ис. 65:15). w24.04 21 с., 7, 8 абз.
Вырсарникун, июлӗн 26-мӗшӗ
Пӗр-пӗрне... ҫирӗплетсе тӑр[ӑр] (1 Фес. 5:11).
Ҫемье ҫавӑрас текен тӑвансене пулӑшас, хавхалантарас тесе пирӗнтен кашни мӗн тума пултарать? Пӗрремӗшӗнчен, хамӑр мӗн каланине асӑрхаса тӑмалла (Эф. 4:29). Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Мӑшӑрланас текен тӑвансем ҫинчен шӳтлесе калаҫмастӑп-и? Авланман арҫын тӑванпа качча кайман хӗрарӑм тӑван пӗрле калаҫнине курсан хама мӗнле тытатӑп? Вӗсем пӗр-пӗрне килӗштереҫҫӗ тесе тӳрех шутласа хумастӑп-и?» (1 Тим. 5:13). Иккӗмӗшӗнчен, мӑшӑрланман тӑвансем пире пула хӑйсене мӗскӗн ҫын пек ан туйччӑр тесен хамӑра тӗрӗс тытмалла. Айтӑр мӑшӑрланман тӑвансене май килсенех мухтаса илер! Анчах та, тен, эпир ҫав-ҫав арҫын тӑванпа хӗрарӑм тӑван лайӑх мӑшӑр пулма пултараҫҫӗ тесе шутлатпӑр. Ҫавӑн пек чухне хамӑра мӗнле тытмалла? Библире пӗр-пӗрин туйӑмӗсене шута илмелле тенӗ (Рим 15:2). Нумай мӑшӑрланман христианина хӑйсене «пулас мӑшӑрпа» паллаштарни килӗшмест. Пирӗн вӗсен кӑмӑлне хисеплемелле (2 Фес. 3:11). Теприсем вара пулӑшу илме хирӗҫ мар. Ҫапах та, пире пулӑшма ыйтмаҫҫӗ пулсан сӑмсана чикмелле мар (Ытар. 3:27). w24.05 24—25 с., 14, 15 абз.
Тунтикун, июлӗн 27-мӗшӗ
Вӗсен чул хысакки пирӗн Чул Хысакӗ пек мар (Сак. аст. 32:31, ҪТ).
Эпир пурӑнакан тӗнчере лару-тӑру хӑвӑрт улшӑнать. Кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Вӗсем пурнӑҫа йывӑрлатса яма е тӗппипех улӑштарма пултараҫҫӗ. Телее, эпир пӗччен мар, пирӗн Турӑ яланах юнашар. Вӑл хамӑра пулӑшса тӑнине туйнӑ чухне эпир, Псалом 17:47-мӗшӗнче каланӑ пек, «Ҫӳлхуҫа чӗрӗ» пулнине уҫҫӑн куратпӑр. Анчах та Псалом 17:3-мӗшӗнче Давид Иегова пирки «манӑн чул хысакӑм» тенӗ. Мӗншӗн вӑл Турра чӗрӗ мар япалапа танлаштарнӑ? Иеговӑна мухтанӑ чухне унӑн ӗҫлекенӗсем нумайӑшӗ ӑна чул хысакӗпе танлаштарнӑ. Мӗншӗн Библире ҫакӑн пек сӑнарпа усӑ курнӑ? Ҫак сӑнар Иеговӑн хӑш-пӗр тӗлӗнмелле енӗсене уҫса парать. Иегова — «Чул Хысакӗ» тени пӗрремӗш хут Саккуна астутарни 32:4-мӗшӗнче [ҪТ] тӗл пулать. Анна та хӑйӗн кӗллинче: «Пирӗн Турӑ пек чул хысакӗ урӑх ҫук», — тенӗ (1 Пат. 2:2, ҪТ). Аввакум пророк Иегова пирки «манӑн Чул Хысакӑм» тесе ҫырнӑ (Авв. 1:12). 73-мӗш Псалома ҫыраканӗ те Турӑ пирки «манӑн чӗремӗн чул хысакӗ» тенӗ (Пс. 73:26, ҪТ). Иегова та хӑй пирки «Чул Хысакӗ» тесе каланӑ (Ис. 44:8, ҪТ). w24.06 26 с., 1, 3 абз.
Ытларикун, июлӗн 28-мӗшӗ
[Иосафат] Ҫӳлхуҫа патне пӗтӗм чун-чӗрипе туртӑннӑ (2 Ҫул. 22:9).
Иеговӑшӑн Иезраилӗн патшин чӗри мӗнлерех пулни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ. Тӗслӗхрен, Иосия пирки Библире ҫапла каланӑ: «Унччен нихӑҫан та Иосия пек патша пулман: вӑл пӗтӗм чӗрипе... Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑннӑ» (4 Пат. 23:25). Ватӑлса кайсан япӑх патша пулса тӑнӑ Соломон пирки эпир мӗн пӗлетпӗр? «Унӑн чӗрийӗ... Ҫӳлхуҫа Турра пӗтӗмпех парӑнса тӑман» (3 Пат. 11:4). Тепӗр шанчӑклӑ мар патша пирки, Авия пирки, Библире «вӑл пӗтӗм чӗререн... Турра» парӑнман тенӗ (3 Пат. 15:3). Библире «чӗре» сӑмахпа эпир шалтан мӗнлерех пулнине, ҫав шутра пирӗн кӑмӑл-туртӑма, шухӑшсене, туйӑмсене, шухӑш-кӑмӑла, пултарулӑхсене тата тӗллевсене, кӑтартас тесе час-часах усӑ курнӑ. Иеговӑшӑн чун-чӗререн ӗҫлесе тӑни мӗне пӗлтерет? Турра чун-чӗререн пуҫҫапакан ҫын пуҫҫапасса та ҫавна тумалла пулнӑран ҫеҫ тумасть. Вӑл Турра юратать тата чунтан хисеплет. Ҫавӑн пек ҫын Турра юратнине тата чунтан парӑннине пурнӑҫӗ тӑршшӗпех кӑтартать. w24.07 21 с., 4, 5 абз.
Юнкун, июлӗн 29-мӗшӗ
Манӑн мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗме манӑҫа хӑварсам (Пс. 50:11).
Хӑй ҫылӑхсене йӑлтах каҫарнине кӑтартмашкӑн Иегова сӑнарпа усӑ курать. Вӑл ҫапла калать: «Санӑн йӗркесӗр ӗҫӳсене тӗтре пек сирӗп, санӑн ҫылӑхусене пӗлӗт пек ҫӗтерӗп [«ҫӑра пӗлӗтсемпе хуплӑп», ҪТ]» (Ис. 44:22). Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарнӑ чухне вӗсене ҫӑра пӗлӗтсемпе хуплать теме пулать. Вара ҫылӑхсене вӑл та курмасть, эпир те курмастпӑр. Ҫак сӑнара пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эпир мӗн пӗлтӗмӗр? Иегова пире каҫарсан, пирӗн хамӑра тек айӑпласа ҫӳремелле мар, ҫав ҫылӑхсенчен мӗн виличченех тасалаймӑпӑр тесе те шутламалла мар. Иисус Христосӑн юнӗ пирӗн парӑмсене йӑлтах пӑрахӑҫлать, вӗсем пирки ҫырса хуни те юлмасть. Эпир ӳкӗнсен Иегова пире шӑп ҫапла каҫарать те. Ҫавӑн пекех, Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарнине пула эпир унӑн тусӗсем пулма пултаратпӑр. Вӑл пире каҫарсан, эпир хамӑра тек айӑпласа ҫӳреместпӗр. w25.02 10 с., 11—14 абз.
Кӗҫнерникун, июлӗн 30-мӗшӗ
[Турӑ] ырӑ пулнипе сана ӳкӗнме пулӑшасшӑн (Рим 2:4).
Старейшинӑсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ: Иегова вӗсене пухӑва Туррӑн законӗсем тӑрӑх пурӑнасшӑн пулман ҫынсенчен хӳтӗлеме хушнӑ (1 Кор. 5:7). Тата вӗсем ҫылӑх тунӑ ҫынна ӳкӗнме пулӑшас тесе хӑйсенчен мӗн килнине веҫех тӑваҫҫӗ. Ҫынна пулӑшнӑ чухне вӗсем хӑйсен ӗҫӗ кӑлӑхах пулмӗ, ҫын улшӑнӗ тесе шанаҫҫӗ. Ҫапла туса вӗсем Иеговӑран, «ҫепӗҫҫӗн юратакан тата хӗрхенекен» Турӑран, тӗслӗх илеҫҫӗ (Иак. 5:11). Ватӑлнӑ Иоанн апостол та хӑйӗн тӑванӗсене ҫавӑн пек юратнӑ. Вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Ачамсем, ҫакна эпӗ сирӗн ҫылӑха кӗмелле ан пултӑр тесе ҫыратӑп. Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Аттепе юнашар пире пулӑшакан, тӳрӗ Иисус Христос, пур» (1 Иоанн 2:1). Шел пулин те, ҫылӑх тунӑ хӑш-пӗр христиансем ӳкӗнмеҫҫӗ. Вара вӗсене пухуран кӑларса яма тивет. w24.08 25 с., 19, 20 абз.
Эрнекун, июлӗн 31-мӗшӗ
Ӗненӳре ҫирӗп тӑрӑр (1 Кор. 16:13).
Эсир хӑвӑра ыттисемпе танлаштаратӑр пулсан, ҫапла тума пӑрахӑр, мӗншӗн тесен Иегова сире никампа та танлаштармасть (Гал. 6:4). Шутласа пӑхӑр-ха: Мария Иисуса ырӑ шӑршӑллӑ хаклӑ ҫу парнеленӗ (Иоанн 12:3—5). Чухӑн тӑлӑх арӑм вара Иеговӑн храмӗнчи укҫа ямалли савӑтсене икӗ вак укҫа кӑна янӑ (Лука 21:1—4). Иисус ҫав икӗ хӗрарӑма пӗр-пӗринпе танлаштарман. Уншӑн парнесен хакӗ мар, ҫав хӗрарӑмсен ӗненӗвӗ пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсем ҫине ҫавӑн пекех пӑхать. Эсир юратнӑран тата ӗненнӗрен Иеговӑшӑн кирек мӗн тусан та — хӑвӑра ҫакӑ питӗ сахал пек туйӑнсан та — вӑл ҫавна веҫех хаклать. Паллах ӗнтӗ, хутран-ситрен пирӗн пурин те иккӗленӳсем пулкалаҫҫӗ. Анчах та Библи сире вӗсене сирсе яма пулӑшӗ. Вара эсир Иегова хӑвӑра асӑрхани пирки, уншӑн ӗҫлес тесе ҫухатусем тӳсме хатӗр пулнине хаклани пирки тата вӑл сире награда парасси пирки пӗртте иккӗленмӗр. Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ пур ӗҫлекенне те чунтан юратать тата вӗсемшӗн тӑрӑшать. w24.10 25 с., 3 абз.; 29 с., 17, 18 абз.