Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • es26
  • Апрель

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Апрель
  • Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2026
  • Подзаголовоксем
  • Юнкун, апрелӗн 1-мӗшӗ
  • ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАЧӖН ДАТИ
    хӗвел анса ларсан
    Кӗҫнерникун, апрелӗн 2-мӗшӗ
  • Эрнекун, апрелӗн 3-мӗшӗ
  • Шӑматкун, апрелӗн 4-мӗшӗ
  • Вырсарникун, апрелӗн 5-мӗшӗ
  • Тунтикун, апрелӗн 6-мӗшӗ
  • Ытларикун, апрелӗн 7-мӗшӗ
  • Юнкун, апрелӗн 8-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, апрелӗн 9-мӗшӗ
  • Эрнекун, апрелӗн 10-мӗшӗ
  • Шӑматкун, апрелӗн 11-мӗшӗ
  • Вырсарникун, апрелӗн 12-мӗшӗ
  • Тунтикун, апрелӗн 13-мӗшӗ
  • Ытларикун, апрелӗн 14-мӗшӗ
  • Юнкун, апрелӗн 15-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, апрелӗн 16-мӗшӗ
  • Эрнекун, апрелӗн 17-мӗшӗ
  • Шӑматкун, апрелӗн 18-мӗшӗ
  • Вырсарникун, апрелӗн 19-мӗшӗ
  • Тунтикун, апрелӗн 20-мӗшӗ
  • Ытларикун, апрелӗн 21-мӗшӗ
  • Юнкун, апрелӗн 22-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, апрелӗн 23-мӗшӗ
  • Эрнекун, апрелӗн 24-мӗшӗ
  • Шӑматкун, апрелӗн 25-мӗшӗ
  • Вырсарникун, апрелӗн 26-мӗшӗ
  • Тунтикун, апрелӗн 27-мӗшӗ
  • Ытларикун, апрелӗн 28-мӗшӗ
  • Юнкун, апрелӗн 29-мӗшӗ
  • Кӗҫнерникун, апрелӗн 30-мӗшӗ
Сӑваплӑ Ҫырӑва куллен тишкерни — 2026
es26

Апрель

Юнкун, апрелӗн 1-мӗшӗ

Манӑн Аттен ирӗкӗ акӑ ҫапла: Ывӑлне йышӑнаканӑн тата ӑна ӗненекенӗн кашнин ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илмелле (Иоанн 6:40).

Ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас тет пулсан, унӑн Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненмелле (Эф. 1:7). Кама Иисус «урӑх сурӑхсем» тенӗ, ҫавсен Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑра тата эрехе тутанмалла мар (Иоанн 10:16). Анчах вӗсем, сӑнарлӑ каласан, «пурнӑҫ ҫӑкӑрне» ҫиеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем Иисусӑн каҫарттаракан парнине ӗненнипе тӑваҫҫӗ (Иоанн 6:53). Ҫӳлхуҫан каҫхи апат уявӗнче ҫӑкӑрпа эрехе тутанакансем вара ҫӗнӗ килӗшӳре тӑнине тата тӳпере патшасем пулассине кӑтартаҫҫӗ. Апла пулсан, Иисус хыҫҫӑн пыракансен пурин те — святой сывлӑшпа суйласа илнисен те, урӑх сурӑхсен те — Иисусӑн каҫарттаракан парнине ҫирӗп ӗненмелле. Мӗншӗн тесен ӑна ӗненсен кӑна эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пултаратпӑр. w24.12 12 с., 14 абз.; 13 с., 16 абз.

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ умӗн Библи вуласси: (кӑнтӑрла: нисанӑн 12-мӗшӗнчи событисем) Матфей 26:1—5, 14—16; Лука 22:1—6

ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАЧӖН ДАТИ
хӗвел анса ларсан
Кӗҫнерникун, апрелӗн 2-мӗшӗ

Ан хӑра, пӗчӗк кӗтӳ, мӗншӗн тесен Аҫӑр сире Патшалӑх парасшӑн (Лука 12:32).

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче Иисус хӑйӗн апостолӗсене йӳҫӗтмен ҫӑкӑр панӑ та ҫакӑ ман кӗлеткене пӗлтерет тенӗ. Кайран вӗсене хӗрлӗ эрех парса, ҫакӑ «килӗшӳ юнне» пӗлтерет тесе каланӑ (Марк 14:22—25; Лука 22:20; 1 Кор. 11:24). Ҫӗнӗ килӗшӗве Иегова сӑнарлӑ Израильпе — пуласлӑхра Иисуспа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗнче ертсе пыракансемпе — тунӑ (Евр. 8:6, 10; 9:15). Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ вӑхӑтӗнче Иисус каланӑ сӑмахсем «пӗчӗк кӗтӗве» кӑна пырса тивнӗ. Чи малтан ҫав ушкӑна Иисуспа ҫав каҫ пӗрле пулнӑ шанчӑклӑ апостолсем кӗнӗ. Шӑп вӗсем валли тӳпере Иисуспа юнашар вырӑн хатӗрленӗ. w24.12 11 с., 9, 10 абз.

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ умӗн Библи вуласси: (кӑнтӑрла: нисанӑн 13-мӗшӗнчи событисем) Матфей 26:17—19; Марк 14:12—16; Лука 22:7—13 (хӗвел анса ларсан: нисанӑн 14-мӗшӗнчи событисем) Иоанн 13:1—5; 14:1—3

Эрнекун, апрелӗн 3-мӗшӗ

Тӗнчене питӗ хытӑ юратнӑран Турӑ хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ, ҫапла вара ӑна ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илччӗр тенӗ (Иоанн 3:16).

Иисуса хӑйӗн ҫывӑх тусӗсенчен пӗри сутнӑ. Унтан ӑна арестленӗ, хӑртнӑ, туман ӗҫсемшӗн айӑпланӑ тата асаплантарнӑ. Салтаксем ӑна вӗлермелли вырӑна илсе кайнӑ та урисемпе аллисене юпа ҫине пӑталанӑ. Иисус веҫех чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ. Анчах ҫавна курса тӑнӑ Иегова Иисусран ытларах асапланнӑ. Унӑн хӑйӗн Ывӑлӗн хутне кӗме вӑй та, май та пулнӑ, анчах та вӑл ҫавна туман. Мӗншӗн? Юратакан Ашшӗне ҫавна тума мӗн чарнӑ? Юрату. Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парне пек пани Иегова сана питӗ хытӑ юратнине ҫирӗплетсе парать (1 Иоанн 4:9, 10). Сана ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе вӑл чи хаклине, хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне, панӑ. Ҫакӑ унӑн чунне вӑйлӑ ыраттарнӑ. Чӑнах та, Турӑ пирӗнтен кашнине ҫылӑхпа кӗрешме тата ӑна ҫӗнтерме пулӑшасшӑн! w24.08 6 с., 13, 14 абз.

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ хыҫҫӑн Библи вуласси: (кӑнтӑрла: нисанӑн 14-мӗшӗнчи событисем) Иоанн 19:1—42

Шӑматкун, апрелӗн 4-мӗшӗ

Христос... сирӗншӗн асапланнӑ (1 Пётр 2:21).

Иеговӑна хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗ асапланнине курса тӑма ҫав тери йывӑр пулнӑ пулӗ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлани пире вӑл хамӑра мӗн тери хытӑ юратнине ӑнланма пулӑшать. Шуйттан каланӑ тӑрӑх, пӗр ҫын та йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмӗ. Шуйттан мӗн калани тӗрӗс мар пулнине кӑтартас тесе Иегова хӑйӗн Ывӑлне асапланса вилме панӑ (Иов 2:1—5). Иегова Иисуса хирӗҫ тӑракансем унран мӑшкӑлласа кулнине, салтаксем ӑна хӗненине, юпа ҫине пӑталанине тата асапланса вилме хӑварнине курнӑ (Матф. 27:28—31, 39). Вӑл ҫавна кирек хӑш самантра та чарма пултарнӑ (Матф. 27:42, 43). Анчах та вӑл ҫапла тунӑ пулсан, Иисус хӑйӗн пурнӑҫне парне пек паман пулӗччӗ тата пирӗн пӗр шанчӑк та пулман пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та Иегова хӑйӗн Ывӑлне мӗн виличченех асапланма панӑ. w25.01 22 с., 7 абз.

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ хыҫҫӑн Библи вуласси: (кӑнтӑрла: нисанӑн 15-мӗшӗнчи событисем) Матфей 27:62—66 (хӗвел анса ларсан: нисанӑн 16-мӗшӗнчи событисем) Иоанн 20:1

Вырсарникун, апрелӗн 5-мӗшӗ

Вӑл вӗсене 40 кун хушши нумай хутчен курӑннӑ (Ап. ӗҫ. 1:3).

Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 16-мӗшӗ. Иисусӑн вӗренекенӗсем хуйхӑраҫҫӗ тата хытӑ хӑраҫҫӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Иерусалимран тухса Эммауса утаҫҫӗ. Ҫулпа пынӑ чухне вӗренекенсем патне палламан арҫын пырать те вӗсемпе пӗрле утса каять. Вӗренекенӗсем хӑйсем мӗншӗн кулянни ҫинчен, Иисуспа мӗн пулса иртни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Малалла ҫав арҫын мӗн каланине вӗсем нихӑҫан та манас ҫук. Вӑл «Моисейран тата пур пророкран та пуҫласа» Мессийӑн мӗншӗн асапланмалла тата вилмелле пулнине ӑнлантарса парать. Виҫҫӗшӗ те Эммауса ҫитсен, вӗренекенӗсем тинех ҫав арҫын чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус пулнине ӑнланса илеҫҫӗ (Лука 24:13—35). Ҫӗр ҫинче юлашки 40 кун хушшинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе нумай хут тӗл пулнӑ. Вара хӑраса-аптраса ӳкнӗ арҫынсемпе хӗрарӑмсем хастар та хӑюллӑ хыпарҫӑсем пулса тӑнӑ. Халӗ вӗсем Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хаваспах тума пуҫланӑ. w24.10 12 с., 1—3 абз.

Ҫӳлхуҫан каҫхи апачӗ хыҫҫӑн Библи вуласси: (кӑнтӑрла: нисанӑн 16-мӗшӗнчи событисем) Иоанн 20:2—18

Тунтикун, апрелӗн 6-мӗшӗ

Хӑвӑр тытса тӑракан чи сӑваплӑ ӗненӳре хӑвӑра ҫирӗплетӗр (Иуда 20).

Ача хӑйне хӑех ӳсет. Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен вара вӑй хумалла. Сӑмахран, Коринфри христиансем ырӑ хыпара итленӗ, шыва кӗнӗ тата святой сывлӑш илнӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсене Павел апостол хӑй вӗрентнӗ (Ап. ӗҫ. 18:8—11). Ҫав-ҫавах шыва кӗнӗ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен те, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрайман-ха (1 Кор. 3:2). Ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑрас тесен чи малтан кӑмӑл пулмалла. Кама айван пулма килӗшет, ҫавсем, сӑнарлӑ каласан, пӗчӗк ачасем пек тӑрса юлаҫҫӗ (Ытар. 1:22). Пирӗн ҫула ҫитнӗ, анчах хӑйӗншӗн ашшӗ-амӑшӗ йышӑнусем тӑвасса кӗтекен ҫын пек пулас килмест. Ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пулса тӑрассишӗн эпир хамӑр яваплӑ пуласшӑн. Хамӑрӑн хӑш енчен лайӑхланмаллине куртӑмӑр пулсан, айтӑр Иегова пире «хӑйне юрӑхлине тума... кӑмӑл та, вӑй та» патӑр тесе кӗлтӑвар (Флп. 2:13). w24.04 4 с., 9, 10 абз.

Ытларикун, апрелӗн 7-мӗшӗ

[Иегова] никам та ан пӗттӗр... тет (2 Пётр 3:9).

Иегова суд тунӑ чухне хӑй мӗн туйни ҫинчен каласа парать (Иез. 33:11). Иегова никама та витӗмлӗ сӑлтав ҫук ҫӗртенех ӗмӗрлӗхех пӗтермест. Вӑл питӗ хӗрхенекен Турӑ, ҫавӑнпа та май пур чухне яланах хӗрхенет. Кам-кам чӗрӗлсе тӑрас ҫуккине вара эпир пӗлетпӗр-и? Библире ҫавӑн пек темиҫе ҫын пирки кӑна ҫырнӑ. Иисус Иуда Искариот чӗрӗлсе тӑмасть тесе уҫҫӑн каланӑ (Марк 14:21; ҫавӑн пекех Иоанн 17:12 пӑхӑр). Мӗншӗн тесен Иуда пӗлсе тӑрсах Иеговӑна тата унӑн Ывӑлне хирӗҫ кайнӑ (Марк 3:29 тата «Тӗпчемелли Библире» (выр.) ҫак сӑвӑ йӗрки валли илсе панӑ комментарие пӑхӑр.). Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйне хирӗҫ тӑракан хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк ҫук тенӗ (Матф. 23:33). Павел апостол вара чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ӳкӗнмен ҫынсем чӗрӗлсе тӑмӗҫ тесе ҫырнӑ (Евр. 6:4—8; 10:29). w24.05 4 с., 10, 11 абз.

Юнкун, апрелӗн 8-мӗшӗ

Ҫӳлхуҫа тӳррисене сыхлать (Пс. 30:24).

Иеговӑпа юнашар пулатпӑр пулсан Шуйттан пире тӳрленми сиен кӳме пултараймасть (1 Иоанн 3:8). Ҫӗнӗ тӗнчере Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе хӑй хушшинчи туслӑха аркатма пултаракан япаласенчен кӑна мар, вилӗмрен те хӳтӗлӗ (Ӳлӗм. 21:4). Иеговӑн чатӑрӗнче хӑнара пулни пысӑк чыс. Мӗншӗн тесен ҫакӑ эпир Иеговӑпа туслӑ пулнине пӗлтерет. Ҫак туслӑх вара ӗмӗрлӗхе тӑсӑлма пултарать (Иез. 37:27). Иегова пире хӑйӗн чатӑрне чӗннӗшӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартмалла-ха? Сӑмахран, сире хӑнана чӗнсен эсир унта хӑвӑра хуҫасем пек тытмастӑр вӗт. Ҫавӑнпа пирӗн те Иегова хӑйӗн хӑнисенчен мӗн кӗтнине пӗлмелле. Эпир Иеговӑна юрататпӑр, ҫавӑнпа та ӑна «пур тӗлӗшрен те юраса» пурӑнасшӑн (Кол. 1:10). Вӑл кам пулнине асра тытса ӑна яланах чун-чӗререн хисеплемелле. Ҫапла тусан эпир ӑна кӳрентерме пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнӑпӑр. Паллах, пирӗн Иегова умӗнче «йӑваш ӑслӑ» ҫӳрес килет (Мих. 6:8). w24.06 4 с., 8, 9 абз.

Кӗҫнерникун, апрелӗн 9-мӗшӗ

[Вӑл] усал ҫынсене... [хунтӑланӑ] (Ис. 53:12).

Пӗррехинче Иегова Авраама хӑйӗн ывӑлне, Исаака, парнене кӳме хушнӑ. Ҫавна илтсен Авраамӑн чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ пулӗ. Ҫав-ҫавах вӑл Иегова хушнине тума хатӗр пулнӑ. Анчах та Авраам ывӑлне парнене кӳме тӑрсан, Иегова ӑна чарнӑ. Ҫак тӗслӗх Иегова пуласлӑхра мӗн тӑвасшӑн пулнине кӑтартса панӑ: вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне парнене кӳресшӗн пулнӑ. Иегова ҫынсене акӑ мӗн тери хытӑ юратать (Пулт. 22:1—18). Ӗмӗрсем иртсен Иегова Израиль халӑхне закон панӑ. Ҫав закон тӑрӑх, Туррӑн халӑхӗн ҫылӑхӗсене каҫарттармашкӑн парнесем кӳмелле пулнӑ (Лев. 4:27—29; 17:11). Ҫав парнесем Иегова пуласлӑхра пысӑкрах парне — этемлӗхе ҫылӑхран хӑтаракан парне — парасса кӑтартнӑ. Иегова пама пулнӑ тӑхӑм ҫинчен, хӑйӗн юратнӑ Ывӑлӗ ҫинчен, пророксене ҫырма хавхалантарнӑ. Вӗсем Туррӑн Ывӑлӗн ҫынсене, ҫав шутрах сана та, ҫылӑхпа вилӗмрен хӑтарас тесе асапланмалла тата вилмелле пулӗ тесе ҫырнӑ (Ис. 53:1—12). w24.08 4 с., 7, 8 абз.

Эрнекун, апрелӗн 10-мӗшӗ

Санӑн саккунна эпӗ епле юрататӑп! Кунӗпех ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп (Пс. 118:97).

Библи вуланӑ чухне, хӑвӑр мӗн пӗлнипе пурнӑҫра мӗнле усӑ курмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.Библири пӗр-пӗр вырӑна вуланӑ хыҫҫӑн хӑвӑртан ыйтӑр: ҫак шухӑшсем мана халӗ е пуласлӑхра мӗнле усӑ парӗҫ? Эсир 1 Фессалоника 5:17, 18 сӑвӑ йӗркисене вулатӑр тейӗпӗр. Вуланӑ май чарӑнса тӑрса шухӑшлатӑр: «Эпӗ час-часах кӗлтӑватӑп-и? Тата манӑн сӑмахсем чӗререн тухаҫҫӗ-и?» Кайран эсир Иеговӑна хӑвӑр мӗншӗн пархатарлӑ пулнине аса илетӗр те, сӑмахран, виҫӗ парнешӗн тав тӑватӑр. Ҫапла майпа, шухӑшланине пула, эсир темиҫе минут хушшинчех Иегова хӑвӑра мӗн каланине илтрӗр кӑна мар, ҫавна пурнӑҫа та кӗртрӗр. Шутласа пӑхӑр-ха: кашни кун ҫавӑн пек тусан, мӗн чухлӗ усӑ илме пулать! Эсир Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланине лайӑхрах та лайӑхрах пурнӑҫа кӗртсе пырӑр. w24.09 4—5 с., 9, 10 абз.

Шӑматкун, апрелӗн 11-мӗшӗ

Асӑрханӑр, эпир мӗншӗн тӑрӑшса ӗҫленӗ, ҫавна сирӗн ҫухатмалла ан пултӑр, Турӑ сире валли хатӗрлесе хунӑ пиллӗхе пӗтӗмпех илмелле пултӑр (2 Иоанн 8).

Иегова пире тӗлӗнмелле тунӑ: хамӑра ырӑ туни пире килӗшет пулин те, ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне эпир хамӑра телейлӗрех туятпӑр. Хамӑрӑн пухури юратнӑ тӑвансене пулӑшма пире килӗшет. Вӗсем пире тав сӑмахӗсем калани те пирӗн кӑмӑла каять. Анчах та пире тав сӑмахӗсем каласан та, каламасан та, эпир пурпӗрех телейлӗ, мӗншӗн тесен тӗрӗс тӑватпӑр. Нихӑҫан та ан манӑр: эсир ыттисене кирек мӗн парсан та, сире «Ҫӳлхуҫа... унтан та ытларах пама пултарать» (2 Ҫул. 25:9). Иегова пек уҫӑ кӑмӑлли никам та ҫук, вӑл паракан награда та чи лайӑххи. Ҫавӑнпа айтӑр малалла та пирӗн ҫӳлти Атте пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулар! w24.09 31 с., 20, 21 абз.

Вырсарникун, апрелӗн 12-мӗшӗ

Эй Ҫӳлхуҫа, эй Туррӑм, Сана пӗтӗм кӑмӑлтан мухтавлам, Санӑн ятна ӗмӗр-ӗмӗрех аслӑлам (Пс. 85:12).

Иегова хӗрхенет тата шеллет (Пс. 102:13; Ис. 49:15). Иеговӑшӑн эпир мӗн туйни пурпӗрех мар: пире мӗн те пулин ыраттарать пулсан, ҫакӑ ӑна та ыраттарать (Зах. 2:8). Вӑл пире хӑйӗн тусӗсем пулма пулӑшать (Пс. 24:14, ҪТ; Ап. ӗҫ. 17:27). Тата Турӑ хӑйне кӗҫӗне хурать — вӑл «ҫӗрпе пӗлӗт ҫине пӑхмашкӑн пӗшкӗнет; кӗлмӗҫе ҫӗртен йӑтса тӑратать» (Пс. 112:6, 7). Ҫакӑн пек Турра мӗнле мухтас мар-ха! Эпир Иеговӑна ыттисем ун ҫинчен тӗрӗссине пӗлччӗр тесе мухтатпӑр. Нумайӑшӗ Иегова чӑннипех мӗнле Турӑ пулнине пӗлмест. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Шуйттан Турӑ ҫинчен сӗмсӗр суя сарса тӑнине пула вӗсен ӑсне суккӑрлатнӑ (2 Кор. 4:4). Вӑл ҫынсене Иегова хаяр тата вӑл пирӗншӗн тӑрӑшмасть тесе ӗнентернӗ. Унсӑр пуҫне, Шуйттан эпир асапланнишӗн ытларах чухне Турӑ айӑплӑ тет. Анчах та эпир хамӑрӑн ҫӳлти Атте ҫинчен тӗрӗссине пӗлетпӗр, ҫавна эпир ыттисене каласа пама пултаратпӑр. Ҫапла тунипе эпир Иеговӑна мухтатпӑр (Ис. 43:10). w25.01 3 с., 6, 7 абз.

Тунтикун, апрелӗн 13-мӗшӗ

Шуйттан... пӗтӗм тӗнчене ултала[ть] (Ӳлӗм. 12:9).

Туррӑн Ывӑлӗ Иисус ҫылӑхсӑр пулнӑ пулин те тата нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ пулин те, Шуйттан ҫынсем урлӑ ун пирки суя сарнӑ. Сӑмахран, тӗн пуҫлӑхӗсем демонсене хӑваласа кӑлармашкӑн Иисуса «демонсен пуҫлӑхӗ» вӑй панӑ тесе каланӑ (Марк 3:22). Иисус суд умӗнче тӑнӑ чухне вара тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна Турра хурлать тесе айӑпланӑ та халӑха ӑна вӗлерттерме ӳкӗте кӗртнӗ (Матф. 27:20). Каярахпа Христос хыҫҫӑн пыракансем ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӑшмансем «ытти халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса янӑ та» вӗсене ҫав христиансене хирӗҫ тӑма хӗтӗртнӗ (Ап. ӗҫ. 14:2, 19). 1998 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» Апостолсен ӗҫӗсем 14:2-мӗшне ҫапла ӑнлантарса панӑ пулнӑ: «Иудейсем, христиан тӗнне хирӗҫ тӑнисем, ырӑ хыпара сирсе янипе ҫеҫ ҫырлахман. Вӗсем элек сарса ытти халӑх ҫыннисене Иисусӑн вӗренекенӗсене хирӗҫ тӑратас тенӗ». Шуйттан паянхи кун та сӑмах сарать, вӑл халӗ те «пӗтӗм тӗнчене» улталать. w24.04 11 с., 15, 16 абз.

Ытларикун, апрелӗн 14-мӗшӗ

Пӗтӗм ҫӗр Тӳри тӗрӗс мар сут тӑвӗ-и вара? (Пулт. 18:25).

Ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси вӑл хӑҫан вилнинчен килмест. Иегова — пӗр ҫитменлӗхсӗр Судья, унӑн ӗҫӗсем яланах тӗрӗс те тӳрӗ (Пс. 32:4, 5). «Пӗтӗм ҫӗр Тӳри» тӗрӗс суд тӑвасса эпир ҫирӗп шанма пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, ҫын ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасси вӑл ӑҫта пурӑннинчен те килмест. Хӑш-пӗр вырӑнсенче Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑха илтме май ҫук. Иегова ҫав вырӑнта пурӑнакан миллион-миллион ҫынна ҫавӑншӑн ҫеҫ качакасем шутне кӗртмӗ паллах (Матф. 25:46). Пӗтӗм ҫӗрӗн тӳрӗ Судьи ҫав ҫынсемшӗн пирӗнтен те ытларах пӑшӑрханать. Пысӑк хӗн-асап вӑхӑтӗнче Иегова событисене хӑш енне ҫавӑрса ярассине эпир пӗлместпӗр. Вӑл хӑйӗн сӑваплӑхне халӑхсен куҫӗ умӗнче кӑтартсан, тен, хӑш-пӗр ҫынсем ӑна ӗненсе ун майлӑ тӑрӗҫ (Иез. 38:16). w24.05 12 с., 14, 15 абз.

Юнкун, апрелӗн 15-мӗшӗ

Пӗр-пӗрне юратӑр (Иоанн 15:12).

Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне пулӑшма юратаҫҫӗ (2 Кор. 8:4). Хӑш чухне, сӑмахран, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ҫавна тума хӑюлӑх кирлӗ. Тӑвансем Библисӗр, пирӗн публикацисемсӗр, апатпа тумтирсӗр те тӑрса юлма пултараҫҫӗ. Юратакан старейшинӑсем Иеговӑн сурӑхӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе хӑйсен пурнӑҫне те шеллемеҫҫӗ. Йывӑр вӑхӑтра пӗрлӗхе упрани питӗ кирлӗ. Хӑвӑр вырӑнти филиал парса тӑракан инструкцисене тытса тӑрӑр (Евр. 13:17). Старейшинӑсен вӗсене тӑтӑшах сӳтсе явмалла, вара пухӑва инкеклӗ вӑхӑта хатӗрленме пулӑшмалла тата ун чухне мӗн тумаллине ӑнлантармалла (1 Кор. 14:33, 40). Хӑюллӑ, ҫав вӑхӑтрах асӑрхануллӑ пулӑр (Ытар. 22:3). Мӗн те пулин тӑвиччен шутласа пӑхӑр. Хӑвӑр пурнӑҫа кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех хӑрушлӑха кӗртсе ан ӳкерӗр. Иегова ҫине шанӑр. Вӑл пулӑшнипе эсир тӑвансемшӗн чи хӑрушсӑр майпа тӑрӑшма пултаратӑр. w24.07 4 с., 8 абз.; 5 с., 11 абз.

Кӗҫнерникун, апрелӗн 16-мӗшӗ

Чун тӑвӑрланса ҫитнӗ чухне Ҫӳлхуҫана йӑлӑнса чӗнтӗм... ...Эпӗ йӗрсе йӑлӑнни Унӑн хӑлхине ҫитрӗ (Пс. 17:7).

Давид патша Иеговӑна пӗлнӗ тата ун ҫине шаннӑ. Саул патшаран тата ытти тӑшмансенчен тарса ҫӳренӗ чухне вӑл Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. Турӑ унӑн кӗлли ҫине хуравласа ӑна ҫӑлсан, Давид хавхаланса: «Ҫӳлхуҫа чӗрӗ», — тенӗ (Пс. 17:47). Ҫакӑнпа Давид мӗн каласшӑн пулнӑ? Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, Давид Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене яланах пулӑшма хатӗр чӑн-чӑн Турӑ пулнине палӑртнӑ. Давид хӑйӗн Турри чӗрӗ пулнине хӑй ҫинче туйса илнӗ. Ҫавӑнпа вӑл Иеговӑшӑн малалла та ӗҫлесе тӑма, ӑна мухтава кӑларма ҫирӗп шут тытнӑ пулнӑ (Пс. 17:29, 30, 50). Иегова чӗрӗ Турӑ пулни пирки иккӗленместпӗр пулсан, эпир уншӑн хастаррӑн, чуна парса ӗҫлесе тӑрӑпӑр тата пирӗн йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме вӑй пулӗ. Унсӑр пуҫне, эпир ниме те хамӑра Иеговӑран уйӑрса яма памӑпӑр. w24.06 20—21 с., 3, 4 абз.

Эрнекун, апрелӗн 17-мӗшӗ

Никама та хӑвӑра улталама ан парӑр (2 Фес. 2:3).

Павел апостол Фессалоникӑри тӑвансем патне ҫырнӑ сӑмахсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир тӗлӗнтерсе, аптратса ӳкерекен е Библири чӑнлӑхпа килӗшсе тӑман информаци илтме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче пурӑннӑ тӑвансем пӗррехинче ҫыру илнӗ. Вӑл тӗп управленирен килнӗ пек курӑннӑ. Ҫырура тӑвансене никама та пӑхӑнса тӑман уйрӑм организаци тума хавхалантарнӑ пулнӑ. Ҫав ҫырӑва тӑвансем ҫырнӑ пек туйӑннӑ пулин те, ӑна тӑшмансем ярса панӑ. Ҫапах та пирӗн шанчӑклӑ тӑвансем улталанман. Ҫырура мӗн ҫырни организаци мӗне вӗрентнипе килӗшсе тӑманнине вӗсем ӑнланса илнӗ. Хальхи вӑхӑтра чӑнлӑха хирӗҫ тӑракансем ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса пире аптратса яма, хамӑр хушӑри пӗрлӗхе аркатма хӑтланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла, пӗтӗмлетӳсем тума васкамалла мар. Хамӑра хӳтӗлес тесен хамӑр мӗн вулани, мӗн илтни пире вӗрентнӗ чӑнлӑхсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслемелле (2 Фес. 2:2; 1 Иоанн 4:1). w24.07 12 с., 14, 15 абз.

Шӑматкун, апрелӗн 18-мӗшӗ

Кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен... пур (1 Иоанн 2:1, РБП).

Ҫын тума пултаракан йышӑнусенчен чи пӗлтерӗшли — хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халалласа унӑн ӗҫлекенӗсемпе пӗрле ӑна пуҫҫапасси. Иегова кашни ҫын ҫавӑн пек йышӑну тутӑр тет. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен вӑл ҫынсем хӑйӗн тусӗсем пулса тӑрса ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тет (Сак. аст. 30:19, 20; Гал. 6:7, 8). Ҫав-ҫавах Иегова хӑйӗншӗн никама та вӑйпах ӗҫлеттересшӗн мар. Вӑл кашни ҫын хӑех йышӑну тутӑр тет. Анчах та шыва кӗнӗ христианин Туррӑн законне пӑсса йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, мӗн тумалла? Вӑл ӳкӗнмест пулсан ӑна пухуран кӑларса ямалла (1 Кор. 5:13). Ҫапла пулса тухсан та Иегова ҫылӑх тунӑ христианин хӑйӗн патне таврӑнасса питӗ кӗтет. Иегова ҫылӑх тунӑ ҫынсене хӑйӗн каҫарма май пултӑр тенӗ. Ҫавна пула та вӑл каҫарттаракан парне панӑ. Иегова — юратакан Турӑ, вӑл йывӑр ҫылӑх тунисене ӳкӗнме хавхалантарать (Зах. 1:3; Рим 2:4; Иак. 4:8). w24.08 14 с., 1, 2 абз.

Вырсарникун, апрелӗн 19-мӗшӗ

Санӑн чӗрӳ ӑслӑ пулсассӑн, манӑн чӗрем те савӑнӗ (Ытар. 23:15).

Иоанн апостол хӑйӗн виҫҫӗмӗш ҫырӑвне ҫырнӑ тӗлнелле пухура суя вӗрентӳсем саракансем тупӑннӑ, ҫавна пула пуху пайланса кайма пуҫланӑ. Анчах малалла та чӑнлӑх ҫулӗпе пыракансем те пулнӑ. Вӗсем Иеговӑна итленӗ тата «унӑн заповечӗсем тӑрӑх» пурӑннӑ (2 Иоанн 4, 6). Ҫак шанчӑклӑ христиансем Иоана кӑна мар, Иеговӑна та савӑнтарнӑ (Ытар. 27:11). Эпир мӗне вӗренетпӗр? Шанчӑклӑ пулни савӑнӑҫ кӳрет (1 Иоанн 5:3). Сӑмахран, эпир Иеговӑна савӑнтарнӑ чухне хамӑр та савӑнатпӑр. Вӑл эпир илӗртӳсене хирӗҫ тӑнине тата унӑн законӗсем тӑрӑх пурӑннине курса савӑнать. Тӳпере ангелсем те савӑнаҫҫӗ (Лука 15:10). Унсӑр пуҫне, Пирӗн пухури тӑвансем Турра шанчӑклӑ тӑрса юлни пире савӑнтарать (2 Фес. 1:4). Шуйттан тӗнчине тӗп тусан вара эпир Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑшӑн савӑнмаллипех савӑнӑпӑр. w24.11 12 с., 17, 18 абз.

Тунтикун, апрелӗн 20-мӗшӗ

Кашнийӗ хӑйӗншӗн мар, ыттисемшӗн тӑрӑштӑр (1 Кор. 10:24).

Сана пӗр-пӗр ҫын килӗшет пулсан, туйӑмсене уҫса париччен мӗн чухлӗ кӗтмелле? Туйӑмсене хӑвӑртах уҫса парсан, сан пирки кӗтме пӗлмен ҫын тесе калама пултарӗҫ (Ытар. 29:20). Ытлашши нумай кӗтсен вара — уйрӑмах ҫын эсӗ унпа интересленнине ӑнланчӗ пулсан — сан пирки хӑюсӑр ҫын теме пултараҫҫӗ (Еккл. 11:4). Ҫакна та асра тыт: хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлани сирӗн мӑшӑрланмаллах тенине пӗлтермест. Ҫапах та санӑн хӑв качча кайма е авланма хатӗр пулни пирки тата ҫак ҫын саншӑн лайӑх мӑшӑр пулма пултарасси пирки иккӗленмелле мар. Хӑвӑнпа кам та пулин интересленнине асӑрхарӑн пулсан мӗн тумалла? Ҫав ҫынна килӗштерместӗн пулсассӑн тӳррӗн кала. Ҫын туйӑмӗсемпе ан выля тата пустуй шанчӑк ан пар (Эф. 4:25). w24.05 22—23 с., 9, 10 абз.

Ытларикун, апрелӗн 21-мӗшӗ

Килӗп те... сире хам патӑма илӗп (Иоанн 14:3).

Кама чӑннипех святой сывлӑшпа суйласа илнӗ тата кам вӗҫне ҫитичченех шанчӑклӑ тӑрса юлӗ, ҫавсене кӑна Иисус хӑйӗн ҫӳлти Патшалӑхне илӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ пӗр-пӗр христианин сыхӑ тӑма пӑрахсан вара, ангелсем ӑна суйласа илнисемпе пӗрле пуҫтармӗҫ (Матф. 24:31). Анчах та ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма шанакансен те Иисус асӑрхаттарнине итлемелле — вӗсен те сыхӑ тӑмалла тата шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Эпир Иеговӑна лайӑх пӗлетпӗр тата вӑл мӗн туни яланах тӗрӗс пулнине ӗненетпӗр. Енчен те вӑл хальхи вӑхӑтра пӗр-пӗр христианина святой сывлӑшпа суйласа илет пулсан, пирӗн ҫавӑн пирки пӑшӑрханмалла мар. Иисус виноград пахчинче пӗр сехет кӑна ӗҫленӗ ҫынсем ҫинчен мӗн каланине аса илер (Матф. 20:1—16). Вӗсем кунӗпех ӗҫленӗ ҫынсемпе пӗр тан укҫа илнӗ. Святой сывлӑшпа суйласа илнӗ шанчӑклӑ христиансем пирки те ҫавнах калама пулать: вӗсене кирек хӑҫан суйласа илсен те, вӗсем пӗлӗтри наградӑна илӗҫ. w24.09 24 с., 15, 17 абз.

Юнкун, апрелӗн 22-мӗшӗ

Христос... сирӗншӗн асапланнӑ, ҫапла вӑл, сирӗн ун йӗрӗпе май ҫитнӗ таран тӗрӗсрех пымалла пултӑр тесе, сире валли тӗслӗх хӑварнӑ (1 Пётр 2:21).

Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне хамӑра мӗнле тытас тӗлӗшрен Иисус чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иисус пӗр усал ӗҫ те туман пулин те, ӑна нумай ҫын ӳпкеленӗ. Килтисем вӑл ухмаха тухнӑ тенӗ, тӗн пуҫлӑхӗсем ӑна демонсем вӑй параҫҫӗ тесе каланӑ. Рим салтакӗсем унран тӑрӑхласа кулнӑ, мӑшкӑлланӑ, юлашкинчен вара ӑна вӗлернӗ те (Марк 3:21, 22; 14:55; 15:16—20, 35—37). Ҫавна веҫех Иисус чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ тата усалпа тавӑрма хӑтланман. Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? (1 Пётр 2:21—23). Тӗрӗсмарлӑхпа тӗл пулнӑ чухне эпир Иисусран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Вӑл хӑҫан шӑп тӑмаллине, хӑҫан калаҫмаллине пӗлнӗ (Матф. 26:62—64). Хӑйне айӑпланӑ чухне вӑл хӑйне кашнинчех тӳрре кӑларман (Матф. 11:19). Хирӗҫ тӑракансемпе калаҫнӑ чухне вӑл вӗсене хӑртман тата хӑратман. w24.11 5 с., 9, 10 абз.

Кӗҫнерникун, апрелӗн 23-мӗшӗ

Христос Иисус тӗнчене ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлма килнӗ (1 Тим. 1:15).

Калӑпӑр, эсир ҫывӑх туса хитре те усӑллӑ парне парнелерӗр. Вӑл вара ӑна шкафа пытарса хурса ун ҫинчен манса та каять. Ҫакӑ сире кӳрентерӗ пулӗ. Анчах та эсир тус ҫав парнешӗн пархатарлӑ пулнине тата унпа усӑ курнине курсан, паллах, савӑнатӑр. Ҫак тӗслӗх мӗн кӑтартса парать? Иегова та пире парне парнеленӗ — хӑйӗн Ывӑлне пирӗншӗн панӑ. Эпир ҫав парнешӗн тата Иеговӑн юратӑвӗшӗн пархатарлӑ пулни ӑна ҫав тери савӑнтарать (Иоанн 3:16; Рим 5:7, 8). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулма пӑрахма пултаратпӑр. Ҫакӑ Турӑ панӑ хаклӑ парнене шкафа пытарса хунӑпа пӗрех. Малтан эпир ҫав парнешӗн питӗ савӑннӑ, кайран вара ун ҫинчен манса та кайнӑ. Пархатарлӑ пулма пӑрахас мар тесен мӗн тумалла? Пирӗн Турӑпа Христос хамӑршӑн мӗн туни ҫинчен хамӑра яланах аса илтерсе тӑмалла. w25.01 26 с., 1, 2 абз.

Эрнекун, апрелӗн 24-мӗшӗ

Ҫавӑн ҫинчен шухӑшла, ҫавӑн ӑшне пуҫупах пут, санӑн ҫитӗнӗвӳсем пуриншӗн те паллӑ пулччӑр (1 Тим. 4:15).

Старейшина пулас текен арҫын тӑванӑн анчахрах шыва кӗнӗ ҫын пулмалла мар. Паллах, нумай ҫул каялла шыва кӗнӗ арҫын тӑван ҫеҫ старейшина пулма пултарать тесе шутламалла мар. Ҫапах та ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑма вӑхӑт кирлӗ. Иисусран тӗслӗх ил. Ҫакӑ сана хӑвна кӗҫӗне хума, пухура кирек мӗнле ӗҫе те туса тӑма тата Иегова хӑвна ытти тивӗҫсене шанса парасса тӳсӗмлӗн кӗтме пулӑшӗ (Матф. 20:23; Флп. 2:5—8). Унсӑр пуҫне, старейшинӑн Турра парӑнса пурӑнакан ҫын пулмалла. Урӑхла каласан, унӑн Иеговӑн нормисем тӑрӑх пурӑнмалла тата Турӑ хӑйӗн организаци урлӑ парса тӑракан хушусене тытса тӑмалла. Библире старейшинӑн вӗрентме пултаракан ҫын пулмалла тесе уҫҫӑн каланӑ. Ҫакӑ санӑн питӗ ӑста докладчик пулмаллине пӗлтерет-и? Ҫук. Доклад туса парасси пурин те лайӑх пулмасть. Ҫапах та старейшинӑн ырӑ хыпар сарнӑ чухне е тӑвансене хавхалантарма кайнӑ чухне Библипе лайӑх усӑ курма пӗлмелле. w24.11 23—24 с., 14, 15 абз.

Шӑматкун, апрелӗн 25-мӗшӗ

Санӑн ӳкӗтӳсене ылтӑнран, таса ылтӑнран та ытларах юрататӑп (Пс. 118:127).

Библи вуланӑ чухне ӑнланма йывӑр сӑвӑ йӗркине тӗл пулсан, ӑна тӗпчӗр, кайран вара хӑвӑр мӗн тӗпчесе пӗлни ҫинчен кун тӑршшӗпех шухӑшласа ҫӳрӗр. Унсӑр пуҫне, Иеговӑпа Иисус пирки тата вӗсем сире мӗнле юратни пирки хӑвӑр мӗн пӗлни ҫинчен те шухӑшлӑр (Пс. 118:97). Библи вуланӑ е тӗпченӗ чухне мӗн те пулин ҫӗннине е интереслине тупмасан ан кулянӑр. Хӑш-пӗр енчен сире ылтӑн шыраканпа танлаштарма пулать. Хӑш чухне вӑл темиҫе сехет е темиҫе кун шырасан та нимӗн те тупма пултараймасть. Анчах та вӑл парӑнмасть. Кайран пӗр пӗрчӗ ылтӑн тупсан та вӑл питӗ савӑнать. Библири чӑнлӑхсем вара ҫав ылтӑнран та хаклӑрах! (Ытар. 8:10). Ҫавӑнпа та тӳсӗмлӗ пулса малалла та Библи вулӑр тата мӗн те пулин ҫӗннине шырама ан пӑрахӑр (Пс. 1:2). w25.01 25 с., 14, 15 абз.

Вырсарникун, апрелӗн 26-мӗшӗ

Иегова сире пӗтӗм кӑмӑлтан каҫарнӑ пекех, эсир те ҫаплах каҫарӑр (Кол. 3:13).

Хамӑрӑн чуна ыраттарнӑ ҫынсене пирӗн каҫарма хатӗр пулмалла. Иегова пирӗнтен ҫавна кӗтет (Пс. 86:5, ҪТ; Лука 17:4; Эф. 4:32). Кам та пулин, уйрӑмах ҫывӑх тус е килтисенчен пӗри, сӑмахпа е ӗҫпе пирӗн чуна питӗ хытӑ ыраттарма пултарать (Пс. 54:13—15). Хушӑран чӑтма ҫук йывӑр пулма пултарать — хамӑра ҫӗҫӗпе чикнӗ пек туйма пултаратпӑр (Ытар. 12:18). Туйӑмсене пусарса хамӑра ним пулман пек тытма пулать, анчах та хамӑра ҫавӑн пек тытни ҫӗҫҫе суранран кӑларманнипе пӗрех. Ҫавӑн пекех эпир хамӑрӑн туйӑмсене пусаратпӑр пулсан, чун ыратни хӑйне хӑех иртсе каясса пирӗн кӗтмелле мар. Кам та пулин пире кӳрентерсен эпир тӳрех тарӑхса кайма пултаратпӑр. Библи тарӑхни яланах япӑх тесе каламасть. Анчах та вӑл пире ҫак туйӑма хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр тесе асӑрхаттарать (Пс. 4:5; Эф. 4:26). Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен тарӑхни ытларах чухне япӑххи патне илсе ҫитерет (Иак. 1:20). Асра тытӑр: тарӑхса кайни тата тарӑхса ҫӳрени — пӗр япалах мар. Тарӑхса кайни вӑл — туйӑм, анчах та тарӑхса ҫӳремелле-и, тарӑхса ҫӳремелле мар-и эпир хамӑр суйласа илетпӗр. w25.02 15 с., 4—6 абз.

Тунтикун, апрелӗн 27-мӗшӗ

Ӑслӑлӑх пурӑнӑҫа упрать (Еккл. 7:12).

Иисус хӑйӗн пӗр ытарӑшӗнче ҫакна палӑртнӑ: ҫын «Турӑ куҫӗ умӗнче пуян пулас» вырӑнне укҫа пухать пулсан, вӑл ӑссӑрла хӑтланать (Лука 12:16—21). Пӗр ҫын та хӑйӗнпе ыран мӗн пулассине пӗлмест (Ытар. 23:4, 5; Иак. 4:13—15). Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене тата тепӗр йывӑрлӑх ҫинчен каланӑ — пирӗн хамӑрӑн пӗтӗм пурлӑха хӑварма хатӗр пулмалла (Лука 14:33). Пӗрремӗш ӗмӗрте Иудейӑри христиансем хӑйсен пӗтӗм пурлӑхне ҫухатнӑ чухне савӑнӑҫа ҫухатман (Евр. 10:34). Хальхи вӑхӑтра тӑвансенчен нумайӑшӗ политикӑна хутшӑнманран ӗҫ ҫухатнӑ (Ӳлӗм. 13:16, 17). Ҫирӗп пулма вӗсене мӗн пулӑшнӑ? Вӗсем Иегова сӑмах панине пурнӑҫласса ҫирӗп ӗненнӗ. Турӑ хӑй ҫапла каланӑ: «Эпӗ сана нихӑҫан та пӑрахмӑп тата сана нихӑҫан та хӑвармӑп» (Евр. 13:5). Эппин, эпир пуласлӑх ҫинчен шухӑшлатпӑр, хамӑртан мӗн килнине тӑватпӑр, ыттине вара Иеговӑн аллине паратпӑр. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан лару-тӑрусенче те Иегова пирӗншӗн тӑрӑшасса эпир шанатпӑр. w25.03 29—30 с., 13, 14 абз.

Ытларикун, апрелӗн 28-мӗшӗ

Христос ҫинчен калакан тӗп вӗрентӳсемпе ҫырлахар мар, ҫитӗнсе ҫитме васкар, каллех тӗп вӗрентӳсене вӗренме пуҫлар мар (Евр. 6:1).

Эпир ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем хамӑр тӗллӗн пулса тӑрасса Иегова кӗтмест. Вӑл христиансен пухӑвӗнче кӗтӳҫсемпе вӗрентекенсем пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав арҫын тӑвансем пире «пур тӗлӗшрен те Христос пек аталанса ҫитсе ҫитӗннӗ ҫынсем» пулса тӑма пулӑшаҫҫӗ (Эф. 4:11—13). Тата пирӗн «Христосӑн ӑсӗ» пултӑр тесе Иегова пире святой сывлӑш парать (1 Кор. 2:14—16). Унсӑр пуҫне, пирӗн тӑватӑ Евангели пур. Вӗсенчен эпир Иисус ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне мӗнле калаҫнине, мӗнле шухӑшланине тата хӑйне мӗнле тытнине пӗлетпӗр. Вӑл шухӑшланӑ пек шухӑшлама тата вӑл хӑйне тытнӑ пек тытма тӑрӑшсан, эпир хамӑр тӗллеве ҫитме пултаратпӑр — ҫитӗнсе ҫитнӗ христианин пулса тӑратпӑр. Анчах та, ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансем пулса тӑрас тесен «Христос ҫинчен калакан тӗп вӗрентӳсемпе» ҫеҫ ҫырлахмалла мар. w24.04 4—5 с., 11, 12 абз.

Юнкун, апрелӗн 29-мӗшӗ

Сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ (Ытар. 2:11).

Эпир пурте кашни кунах йышӑнусем тӑватпӑр. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пӗлтерӗшлех мар, сӑмахран, ирхине мӗн ҫимелле е каҫхине миҫере ҫывӑрма выртмалла. Теприсем вара питӗ пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем пирӗн сывлӑх ҫине, савӑнӑҫ ҫине, ҫемье телейӗ ҫине тата Турра пуҫҫапни ҫине витӗм кӳреҫҫӗ. Эпир тӑвакан йышӑнусем хамӑра та, пирӗн ҫывӑх ҫынсене те усӑ паччӑр тетпӗр. Анчах та чи кирли пирӗншӗн — хамӑр йышӑнусемпе Иеговӑна савӑнтарасси (Рим 12:1, 2). Йышӑну тӑвас умӗн чи малтан фактсене пуҫтармалла. Мӗншӗн ҫакӑ питӗ кирлӗ? Калӑпӑр, ҫын хытӑ чирлесе ӳкет те тухтӑр патне каять. Тухтӑр ҫынна пӑхса тухмасӑр тата ӑна пӗр ыйту та памасӑр мӗнле сипленмеллине калӗ-ши? Паллах, ҫук. Пирӗн те йышӑну тунӑ чухне хамӑр лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ пур факта та тӗпчемелле. w25.01 14 с., 1—3 абз.

Кӗҫнерникун, апрелӗн 30-мӗшӗ

Ҫӳлхуҫа санӑн ҫылӑхна каҫарчӗ; эсӗ вилместӗн (2 Пат. 12:13).

Иегова питӗ хӗрхенекен кӑмӑллӑ тата вӑл «никам та ан пӗттӗр... тет» (2 Пётр 3:9). Йывӑр ҫылӑхсем тунӑ ҫынсене хӗрхеннине вӑл мӗнле кӑтартнӑ? Тӗслӗхшӗн Давид патшана илер. Вӑл темиҫе йывӑр ҫылӑх тунӑ. Сӑмахран, аскӑн ӗҫ тунишӗн тата ҫынна вӗлернишӗн айӑплӑ пулнӑ. Анчах та Давид ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа та Иегова ӑна хӗрхенсе каҫарнӑ (2 Пат. 12:1—12). Манассия патша та пурнӑҫӗ тӑршшӗпе тенӗ пекех тискер ӗҫсем тунӑ. Иегова ҫакӑн пек ҫынна та, вӑл ӳкӗннине кура, хӗрхенсе каҫарнӑ (2 Ҫул. 33:9—16). Ҫак тӗслӗхсем Иегова май пур чухне яланах каҫарнине аса илтереҫҫӗ. Вӑл ҫавӑн пек ҫынсене чӗртсе тӑратӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, хӑйсем мӗн тери йывӑр ҫылӑхсем тунине ӑнланса илсен, ӳкӗннӗ. w24.05 4 с., 12 абз.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр