Шыва кӗрес текенсемпе юлашки хут сӳтсе явни
Иегова Свидетелӗсем ялан тенӗ пекех конгрессенче шыва кӗртеҫҫӗ. Шыва кӗрекенсем валли доклад тунӑ хыҫҫӑн докладчик шыва кӗрес текенсене ура ҫине тӑма тата ҫак икӗ ыйту ҫине хытӑ сасӑпа хурав пама ыйтать:
1. Эсӗ хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн ӳкӗннӗ-и, эсӗ хӑвна Иеговӑна халалланӑ-и тата вӑл Иисус Христос урлӑ ҫӑлӑнӑҫ панине йышӑнатӑн-и?
2. Шыва кӗнипе эсӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑратӑн тата Иеговӑн организаципе пӗрлешетӗн. Эсӗ ҫакна ӑнланатӑн-и?
Шыва кӗрес текенсем ҫак ыйтусем ҫине «ҫапла» тесе хуравланипе тӳлесе илме панӑ парнене ӗненнине тата хӑйсене чун-чӗререн Иеговӑна халалланине ыттисем умӗнче пӗлтереҫҫӗ (Рим 10:9, 10). Ҫавӑнпа та шыва кӗрес текенсен ҫак ыйтусем пирки маларах кӗлтуса тӗплӗн шухӑшласа хумалла, вара вӗсем ҫак ыйтусем ҫине хӑйсем мӗне ӗненнипе килӗшӳллӗн хуравлама пултарӗҫ.
Эсӗ Иеговӑна ҫеҫ пуҫҫапса пурӑнма тата унӑн ирӗкне туса тӑрассине хӑвӑн пурнӑҫра мала хума сӑмах парса кӗлӗре хӑвна Иеговӑна халалларӑн-и?
Эсӗ май сиксе тухсанах хӑвӑн шыва кӗмелле тесе шутлатӑн-и?
Шыва кӗме мӗнле тумтир юрӑхлӑ? (1 Тим. 2:9; Иоанн 15:19; Флп. 1:10.)
Пирӗн «ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ» тумтир тӑхӑнмала, ҫапла эпир Турра хисепленине кӑтартатпӑр. Ҫавӑнпа та шыва кӗрес текенсен шыва кӗмелли сӑпайсӑр костюм тӑхӑнмалла мар тата ҫав тумтир ҫинче мӗн те пулин ҫырса хуни е лозунгсем пулмалла мар. Вӗсен тумтирӗ тирпейлӗ, таса, килӗшӳллӗ тата вырӑнлӑ пулмалла.
Шыва кӗнӗ чухне хамӑра мӗнле тытмалла? (Лука 3:21, 22.)
Иисус шыва кӗни паянхи христиансемшӗн тӗслӗх пулса тӑрать. Вӑл шыва кӗнӗ чухне хӑйне мӗнле тытни ҫак утӑм уншӑн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа та шыва кӗртнӗ вырӑнта шӳтлени, выляса ҫӳрени, ишсе ҫӳрени тата ҫак событие хисеплесех кайманнине кӑтартакан кирек мӗнле ӗҫ те вырӑнла мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех тин кӑна шыва кӗнӗ ҫыннӑн хӑйне пысӑк ҫӗнтерӳ тунӑ пек тытмалла мар. Шыва кӗни вӑл — савӑнӑҫлӑ событи, анчах та савӑннӑ чухне пирӗн хамӑра йӗркеллӗ тытмалла.
Тӗлпулусене пӗр сиктермесӗр ҫӳреме тӑрӑшни тата пухупа пӗрле ӗҫлесе тӑни сана хӑвна Иеговӑна халалланипе килӗшӳллӗн пурӑнма мӗнле пулӑшӗ?
Мӗншӗн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн та санӑн хӑв тӗллӗн вӗренмелли графика малалла та тытса пымалла тата яланах сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнмалла?
ПУХУРИ СТАРЕЙШИНӐСЕМ ВАЛЛИ
Шыва кӗмен хыпарҫӑ шыва кӗме шут тытни пирки пӗлтерсен, ӑна ҫак брошюрӑри 12—48 страницӑсенчи «Шыва кӗрес текенсем валли хатӗрленӗ ыйтусем» ятлӑ пайне тимлӗ пӑхса тухма хавхалантармалла. Вӑл 7-мӗш страницӑра пуҫланакан «Шыва кӗмен хыпарҫӑ валли» ятлӑ статьяна вуласа тухтӑр, унта старейшинӑсемпе пӗрле сӳтсе явма мӗнле хатӗрленмеллине ӑнлантарса панӑ. Ҫав статьяра кӑтартнӑ тӑрӑх, шыва кӗрес текен ҫын старейшинӑсемпе пӗрле сӳтсе явнӑ чухне ҫак брошюрӑна уҫса хума, ҫавӑн пекех хӑй ҫырса хунӑ шухӑшсемпе усӑ курма пултарать. Анчах та ҫав ыйтусене старейшинӑсемпе тӗл пуличчен кампа та пулин сӳтсе явма кирлӗ мар.
Шыва кӗме шут тытни ҫинчен старейшинӑсен совечӗн координаторне пӗлтермелле. Шыва кӗрес текен ҫын «Шыва кӗрес текенсем валли хатӗрленӗ ыйтусем» текен пайӗнчи материала пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн старейшинӑсен совечӗн координаторӗ унран: «Эсӗ кӗлӗре Иеговӑн ирӗкне туса тӑма сӑмах парса хӑвна Иеговӑна халалларӑн-и?» — тесе ыйтӗ. Ҫын хӑйне Иеговӑна халалланӑ пулсан, старейшинӑсен совечӗн координаторӗ икӗ старейшинӑна шыва кӗрес текенпе «Шыва кӗрес текенсем валли хатӗрленӗ ыйтусене» сӳтсе явма ыйтӗ. Кашни старейшина унпа икӗ пайӗнчен пӗрне сӳтсе явӗ. Материала сӳтсе явма пуҫлас тесе конгресс пуласси пирки пӗлтерӳ тӑвассине кӗтме кирлӗ мар.
Яланхи пекех икӗ пайне икӗ хут тӗл пулса кашни пайне пӗр сехете яхӑн — кирлӗ пулсан, ытларах вӑхӑт хушши те — сӳтсе явма пулать. Кашни тӗлпулу кӗлӗпе пуҫланса кӗлӗпе вӗҫленмелле. Шыва кӗрес текенӗн те, старейшинӑсен те ҫав ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне васкамалла мар. Анчах ҫак ӗҫе тума хушнӑ старейшинӑсен шыва кӗрес текенпе май килнӗ таран хӑвӑртрах тӗл пулма тӑрӑшмалла.
Ыйтусене шыва кӗрес текенсен ушкӑнӗпе сӳтсе явиччен кашнипе уйрӑммӑн сӳтсе явни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑн чухне ҫын кашни ыйту ҫине хурав панӑ хыҫҫӑн старейшинӑсем вӑл Библири чӑнлӑха лайӑх ӑнланнипе ӑнланманнине курма пултарӗҫ, ҫапла вара ҫак ҫын шыва кӗме хатӗр пулнине пулманнине пӗлме пултарӗҫ. Ҫавӑн пекех уйрӑммӑн сӳтсе явни шыва кӗрес текен ҫынна хӑйӗн шухӑшӗсене ирӗклӗн калама май парать. Упӑшкипе арӑмне илес пулсан, вӗсемпе пӗрле сӳтсе явма пулать.
Енчен те шыва кӗрес текен хыпарҫӑ хӗрарӑм тӑван пулсан, унпа ыйтусене ҫынсем умӗнче сӳтсе явмалла, анчах та мӗн ҫинчен калаҫни ыттисене илтӗнмелле мар пулмалла. Сӳтсе явнӑ вӑхӑтра тата тепӗр ҫын пулмалла пулсан, тепӗр абзацра каланӑ пек, мӗнле пая сӳтсе явнине кура унӑн старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулмалла.
Пухура старейшинӑсем сахал чухне «1-мӗш пайӗ. Христиансен вӗрентӗвӗсем» пайне сӳтсе явма ӑслӑ-тӑнлӑ та ӑнкаруллӑ пулӑшакан ӗҫченсене чӗнме пулать. «2-мӗш пайӗ. Христиансен пурнӑҫӗ» пайне старейшинӑсен ҫеҫ сӳтсе явмалла. Пухура ҫакна тума пултаракан арҫын тӑвансем ҫитсех каймаҫҫӗ пулсан, ҫав тӗлӗшрен ҫывӑхри пухусем пулӑшма пултарнипе пултарайманнине ҫулҫӳрекен надзирательтен ыйтса пӗлме пулать.
Ҫула ҫитмен ҫамрӑк шыва кӗресшӗн пулсан, сӳтсе явнӑ ҫӗрте унӑн ӗненекен ашшӗпе амӑшӗ (е вӗсенчен пӗри) пулма пултарать. Ашшӗпе амӑшӗ унта пулма пултараймаҫҫӗ пулсан, кашни пайне икӗ старейшинӑн е хӑш пайне сӳтсе явнине кура старейшинӑпа пулӑшакан ӗҫченӗн сӳтсе явмалла.
Старейшинӑсен шыва кӗрес текен ҫын Библири тӗп вӗрентӳсене кирлӗ таран ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлмелле. Ҫавӑн пекех вӗсем вӑл чӑнлӑха мӗн таран хакланине тата Иеговӑн организацине хисепленипе хисеплеменнине пӗлме тӑрӑшӗҫ. Шыва кӗрес текен ҫын Библин тӗп вӗрентӗвӗсене ӑнланмасть пулсан, старейшинӑсем ӑна пулӑшу илме пулӑшӗҫ, ҫапла вара вӑл каярахпа шыва кӗме юрӑхлӑ пулма пултарӗ. Теприсене, тен, вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнма май пуррине тата ытларах хакланине кӑтартчӑр е теократи йӗркине пӑхӑнса тӑнине кӑтартчӑр тесе нумайрах вӑхӑт памалла. Старейшинӑсен сӳтсе явма уйӑрнӑ вӑхӑт (пӗр сехете яхӑн вӑхӑт) хушшинче ҫын шыва кӗме хатӗр пулнипе пулманнине пӗлес тесен мӗн тумаллине шутласа хумалла. Хӑш-пӗр ыйтусене сӳтсе явма теприсенчен ытларах вӑхӑт уйӑрма пулать пулин те, пур ыйтӑва та пӑхса тухмалла.
Ҫынпа ыйтусене сӳтсе явнӑ старейшинӑсем иккӗмӗш хут сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн пӗрле пуҫтарӑнса ҫав ҫын шыва кӗме юрӑхлӑ пулнипе пулманнине палӑртса хураҫҫӗ. Вӗсем шыва кӗрес текен ҫыннӑн унчченхи пурнӑҫне, унӑн пултарулӑхне тата унӑн лару-тӑрӑвне шута илӗҫ. Старейшинӑсем ҫав ҫын хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аталантарнипе аталантарманнине тата вӑл Библири тӗп чӑнлӑхсене ӑнланнипе ӑнланманнине пӗлесшӗн. Эсир юратса пулӑшу панине пула шыва кӗрес текенсем ырӑ хыпар сарас ӗҫне тӑвакансем пулса тӑма ҫителӗклӗ таран хатӗрленсе ҫитӗҫ.
Унтан ыйтусене сӳтсе явнӑ старейшинӑсенчен пӗри е иккӗшӗ те шыва кӗрес текенпе тӗл пулаҫҫӗ те шыва кӗме юрӑхлӑ пулнипе пулманнине пӗлтереҫҫӗ. Юрӑхлӑ пулсан, старейшинӑсен унпа 51—53 страницӑсенчи «Шыва кӗрес текенсемпе юлашки хут сӳтсе явни» пайне пӑхса тухмалла. Ҫын «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене вӗренсе пӗтермен пулсан, старейшинӑсем ӑна ҫакна шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тума хавхалантарӗҫ. Шыва кӗрес текене вӑл шыва кӗнӗ датӑна «Записи собрания о служении возвещателя» бланка ҫырса хурӗҫ тесе пӗлтермелле. Старейшинӑсем ун ҫинчен калакан информацие пуҫтарасса та организаци Иегова Свидетелӗсен ӗҫӗ-хӗлне туса тӑма пултартӑр тесе, вӑл пуху йӗркелекен ӗҫсене хутшӑнма пултартӑр тесе, ҫавӑн пекех старейшинӑсем ӑна хавхалантарма, мӗн тумаллине кӑтартма пултарччӑр тесе пуҫтараҫҫӗ тесе аса илтерни вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, старейшинӑсем ҫӗнӗ хыпарҫӑна ун ҫинчен калакан информацие jw.org сайтра вырнаҫтарнӑ «Глобальная политика защиты данных Свидетелей Иеговы» килӗшӳллӗн усӑ курӗҫ тесе те калама пултараҫҫӗ. Ҫак калаҫу вунӑ минутран ытлашши пулмалла мар.
Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пӗр ҫул иртсен икӗ старейшинӑн хыпарҫӑпа тӗл пулмалла та ӑна хавхалантармалла тата усӑллӑ канашсем памалла. Старейшинӑсенчен пӗри унӑн ушкӑнӗн надзирателӗ пулмалла. Хыпарҫӑ ҫула ҫитмен ача пулсан, унпа пӗрле унӑн ӗненекен ашшӗпе амӑшӗ (е вӗсенчен пӗри) пулмалла. Тӗлпулӑва ӑшшӑн тата хавхалануллӑн ирттермелле. Старейшинӑсем вӑл чӑнлӑхра тунӑ ҫитӗнӗвӗсем пирки калаҫӗҫ тата вӑл хӑй тӗллӗн Библи вӗренес, кашни кун Библи вулас, кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапас, пӗр сиктермесӗр тӗлпулусене ҫӳрес, вӗсенче хутшӑнас тата кашни эрнере ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен малашне те хӑйӗн графикне тытса тӑма пултартӑр тесе ӑна усӑллӑ канашсем парӗҫ (Эф. 5:15, 16). Вӑл «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекене вӗренсе пӗтермен пулсан, старейшинӑсем кама та пулин ӑна ҫав тӗлӗшрен пулӑшма ыйтӗҫ. Старейшинӑсен ӑна мухтасах тӑмалла. Ялан тенӗ пекех, пӗр-ик канаш е сӗнӳ пани ҫителӗклӗ.