ШЫВА КӖРЕС ТЕКЕНСЕМ ВАЛЛИ ХАТӖРЛЕНӖ ЫЙТУСЕМ
2-мӗш пайӗ. Христиансен пурнӑҫӗ
Библи вӗреннӗҫемӗн эсӗ Иегова санран мӗн тума ыйтнине тата хӑвӑн пурнӑҫна унӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗн мӗнле йӗркелесе ямаллине пӗлтӗн. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн санӑн хӑвна мӗнле тытас енчен тата пурнӑҫ ҫине мӗнле пӑхас енчен улшӑнусем тума тиврӗ пулӗ. Халӗ вара, Туррӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ хыҫҫӑн, эсӗ ырӑ хыпарӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пултаратӑн.
Аяларах илсе панӑ ыйтусене пӑхса тухни сана Иеговӑн тӳрӗлӗх нормисене яланах асра тытма пулӑшӗ тата Турра юрӑхлӑ пулас тесен мӗн тумаллине аса илтерӗ. Ҫак материал сана пур ӗҫе те таса совеҫпе туса тӑмаллине тата Иеговӑна мухтава кӑлармаллине ӑнланса илме пулӑшӗ (2 Кор. 1:12; 1 Тим. 1:19; 1 Петр 3:16, 21).
Паллах ӗнтӗ, эсӗ Иеговӑн влаҫне хаваспах пӑхӑнса тӑратӑн тата унӑн организацийӗн пайӗ пулса тӑрасшӑн. Аяларах илсе панӑ ыйтусемпе Библири сӑвӑ йӗркисем сана Иегова пухура, ҫемьере хунӑ йӗркене тата ҫак тӗнчери влаҫсем пирки хунӑ йӗркене тытса тӑмалла тени мӗн иккенне ӑнланнипе ӑнланманнине тӗрӗслесе пӑхма пулӑшӗҫ. Ҫавна пула эсӗ Иегова хӑйӗн халӑхне вӗрентес тата унӑн ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе мӗн туса тӑрать, ҫавсене пурне те, ҫав шутрах хӑв хаваспах ҫӳрекен тата хутшӑнакан пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене, тата ытларах хаклама пуҫлӑн.
Унсӑр пуҫне, ҫак пайӗнче Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара пӗлтерсех тӑма кирлине, ҫапла вара ҫынсене Иегова кам иккенне тата вӑл ҫынсемшӗн мӗн туса тӑнине пӗлме пулӑшма кирлине палӑртнӑ (Матф. 24:14; 28:19, 20). Эсӗ хӑвна Иегова Турра халаллама тата шыва кӗме кирлине лайӑхрах ӑнланӑн. Ҫакна шанса тӑр: Иегова сана кӑтартнӑ ырӑлӑха эсӗ чунтан-вартан йышӑннине вӑл питӗ хаклать.
Христиансем мӑшӑрлӑ пурнӑҫра мӗнле йӗркене тытса тӑраҫҫӗ? Библи тӑрӑх, уйрӑлма паракан мӗнле пӗртен-пӗр сӑлтав пур?
«Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарни ҫинчен, Вӑл: „ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ“ тенине вуламан-им эсир? Ҫапла ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт. Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр... ...Кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать; уйӑрса янӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матф. 19:4—6, 9).
Мӗншӗн упӑшкипе арӑмӗ пек пурӑнакансен ҫырӑнмалла? Эсӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнатӑн пулсан, официаллӑ майпа ҫырӑннӑ-и тата влаҫсем ҫакна йышӑнаҫҫӗ-и?
Ҫемьере санӑн мӗнле тивӗҫ?
«Эй ывӑлӑм, аҫу ӳкӗтленине тӑнла, аннӳ вӗрентсе каланине ан хирӗҫле» (Ытар. 1:8).
«Христос пур ӗненекенсенӗн Пуҫӗ пулнӑ пек... упӑшка вӑл — арӑмӗн пуҫӗ. Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене... юратнӑ» (Эф. 5:23, 25, 26).
«Ашшӗсем, ачӑрсене ан ҫиллентерӗр, вӗсене Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр» (Эф. 6:4).
«Эй ачасем, аҫӑр-аннӗре пур тӗлӗшпе те итлесе пурӑнӑр: Турра ҫавӑ кӑмӑллӑ» (Кол. 3:20).
«Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр» (1 Петр 3:1, 2).
Мӗншӗн пурнӑҫа пирӗн хисеплемелле?
«[Турӑ] пурне те пурӑнӑҫ та, чӗрӗлӗх те, ыттине те парса тӑрать. Эпир Ун майӗпе пурӑнатпӑр, ҫӳретпӗр, тӑратпӑр» (Ап. ӗҫ. 17:25, 28).
Мӗншӗн никама та, ҫуралман ачана та, вӗлерме юрамасть?
«Ҫынсем ҫапӑҫнӑ чухне йывӑрланнӑ хӗрарӑма ҫапсассӑн... эхер те сиен пулас пулсассӑн, чуншӑн чун пар» (Тух. 21:22, 23).
«Санӑн куҫу манӑн чӗрӗ тӗввӗме курнӑ; эпӗ пӗр кун пурӑничченех мана пӳрнӗ пӗтӗм куна Хӑвӑн кӗнекӳ ҫине ҫырса хунӑ» (Пс. 138:16).
«Акӑ Турӑ курайманни... айӑпсӑр юн юхтаракан алӑ» (Ытар. 6:16, 17).
Иегова юн пирки мӗн тума хушнӑ?
«Юнран, пӑвса вӗлернинчен... сыхланмалла» (Ап. ӗҫ. 15:29).
Мӗншӗн пирӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене юратмалла?
«Сире ҫӗнӗ ӳкӗт паратӑп: пӗр-пӗрне юратӑр; эсир пӗр-пӗрне Эпӗ хӑвӑра юратнӑ пек юратӑр. Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:34, 35).
Инфекци е пурнӑҫшӑн хӑрушӑ чир ыттисене ан ертӗр тесе сыхланмалла. a) Мӗншӗн ерекен чирпе чирлекен ҫыннӑн хӑйӗн туйӑмӗсене ыттисене ыталанипе е чуптунипе кӑтартмалла мар? ӑ) Кам та пулин ӑна хӑйӗн килне чӗнес мар терӗ пулсан, мӗншӗн унӑн ҫавӑншӑн кӳренмелле мар? б) Камӑн ерекен чирпе чирлесе ӳкес хӑрушлӑх пысӑк пулнӑ, ҫавӑн мӗншӗн кампа та пулин хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлас умӗн юнне анализа памалла? в) Мӗншӗн ерекен чирпе чирлекен ҫыннӑн шыва кӗрес умӗн хӑйӗн чирӗ пирки старейшинӑсен совечӗн координаторне пӗлтермелле?
«Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр... мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем... ҫакӑ сӑмахра: „хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“ тенинче. Юратакан ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна усал тумасть» (Рим 13:8—10).
«Кашнийӗ пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ыттисемшӗн те тӑрӑштӑр» (Флп. 2:4).
Мӗншӗн Иегова пирӗнтен пӗр-пӗрне каҫарасса кӗтет?
«Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос [«Иегова», ҪТ] сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр» (Кол. 3:13).
Тавӑн сан пирки элек сарчӗ е сана улталарӗ пулсан, санӑн мӗн тумалла?
«Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳкӗтле ӑна; вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать; итлемесессӗн, хӑвпа пӗрле тата тепӗр ҫын е икӗ ҫын илсе кай — икӗ е виҫӗ кӳнтелен каланипе пур сӑмах та ҫирӗплентӗр; вӗсене те итлемесессӗн, ӗненекенсен ушкӑнне каласа кӑтарт; ӗненекенсен ушкӑнне те итлемесессӗн, вӑл вара саншӑн суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех пултӑр» (Матф. 18:15—17).
Иегова ҫак ҫылӑхсем ҫине мӗнле пӑхать:
▪ аскӑн ӗҫ ҫине?
▪ йӗрӗхсене пуҫҫапни ҫине?
▪ гомосексуализм ҫине?
▪ вӑрласси ҫине?
▪ азартлӑ вӑйӑсем ҫине?
▪ ӗҫкӗпе иртӗхни ҫине?
«Ан улталанӑр: аскӑнчӑксем те, йӗрӗхсене пуҫҫапакансем те, ясар ҫынсем те, хӑйсем тӗллӗн асакансем те, арпа асакан арҫынсем те, вӑрӑсем те, сӑптӑрҫӑсем те, ӗҫке ернисем те, элекҫӗсем те, ҫаратакансем те Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» (1 Кор. 6:9, 10).
Эсӗ аскӑн ӗҫ ҫине, ҫав шутрах мӑшӑрланман ҫынсем тӑвакан аскӑн ӗҫ ҫине, мӗнле пӑхатӑн?
«Аскӑнлӑхран тарӑр» (1 Кор. 6:18).
Тухтӑр ҫырса паман пулсан, мӗншӗн пирӗн ӑс-тӑна минретме е хӑйӗнсӗр пурӑнайми тума пултаракан япаласенчен сыхланмалла?
«Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр, ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр» (Рим 12:1, 2).
Демонизмпа ҫыхӑннӑ мӗнле хӑш-пӗр ӗҫсене Турӑ хутшӑнма чарать?
«Санӑн хушшунта... пӗлӗмҫӗ, юмӑҫ, тухатмӑш, асамҫӑ, илӗртмӗш, сывлӑшсене чӗнсе кӑларакан, ӑрӑмҫӑ, вилнӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлекен пулмалла мар» (Сак. аст. 18:10, 11).
Ҫын йывӑр ҫылӑх турӗ пулсан, анчах та вӑл хӑйне Иегова каллех ырлама пуҫлатӑр тет пулсан, унӑн тӳрех мӗн тумалла?
«Пӗрех Сана ҫылӑхӑма пӗлтертӗм, йӗркесӗр ӗҫӗме пытармарӑм; „ирсӗр ӗҫӗме Ҫӳлхуҫана каласа парам“ терӗм» (Пс. 31:5).
«Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене [«пухури старейшинӑсене», ҪТ] чӗнсе килтертӗр, ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр. Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ» (Иак. 5:14, 15).
Эсӗ пӗр-пӗр христианин йывӑр ҫылӑх туни ҫинчен пӗлтӗн пулсан, санӑн мӗн тумалла?
«Кам та пулин ылханакан сасса илтсе кӳнтелен пулса е курса, е пӗлсе тӑрса ыттисене каласа кӑтартмасӑр ҫылӑха кӗрсессӗн, вӑл хӑй ҫине ҫылӑх илӗ» (Лев. 5:1).
Ҫын пирки вӑл Иегова Свидетелӗ пулма пӑрахнӑ тесе пӗлтерчӗҫ пулсан, пирӗн хамӑра унпа мӗнле тытмалла?
«Хӑшӗсем хӑйне сирӗн тӑванӑр теҫҫӗ те, хӑйсем ҫаплах асаҫҫӗ, сӑптӑраҫҫӗ, йӗрӗхсене пуҫҫапаҫҫӗ, элеклеҫҫӗ, ӗҫке ярӑнаҫҫӗ, вӑрлаҫҫӗ,— эпӗ сире ҫакӑн пек ҫынсемпе ан хутшӑнӑр, ун пеккисемпе пӗрле те ӗҫсе ан ҫийӗр тесе ҫырса янӑччӗ» (1 Кор. 5:11).
«Хӑвӑр пата ҫакӑнтан урӑхла вӗрентме пыракана килӗре ан кӳртӗр; ӑна ӑшӑ сӑмах ан калӑр» (2 Иоанн 10).
Мӗншӗн санӑн тусусем Иеговӑна юратакансем пулмалла?
«Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать» (Ытар. 13:21).
«Ан улталанӑр: усал юлташсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна та пӑсаҫҫӗ» (1 Кор. 15:33, ҪХ).
Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем политика ӗҫӗ-хӗлне хутшӑнмаҫҫӗ?
«Эпӗ [Иисус] тӗнчерен мар, вӗсем те тӗнченӗн мар» (Иоанн 17:16, ҪС).
Мӗншӗн патшалӑх влаҫне пӑхӑнмалла?
«Пур чун та аслӑ пуҫлӑхсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, Турӑ лартман пуҫлӑх ҫук; пуҫлӑх пулса тӑракансене Турӑ лартнӑ» (Рим 13:1).
Патшалӑх законӗ Туррӑн законне хирӗҫлет пулсан, эсӗ мӗн тӑвӑн?
«Этемрен ытларах Турра пӑхӑнмалла» (Ап. ӗҫ. 5:29).
Ӗҫ суйланӑ чухне ҫак тӗнчерен уйрӑм тӑма сана Библири мӗнле сӑвӑ йӗркисем пулӑшма пултараҫҫӗ?
«Пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине хӗҫ ҫӗклемӗ, текех вӑрҫӑ вӑрҫма та вӗренмӗҫ» (Мих. 4:3).
«Эй халӑхӑм, ун патӗнчен [Аслӑ Вавилонран] тух, сирӗн унӑн ҫылӑхне хутшӑнмалла ан пултӑр, унӑн асапне курмалла ан пултӑр» (Ӳлӗм. 18:4).
Эсӗ мӗнле кану тата мӗнле вӑйӑ-кулӑ суйласа илӗн тата хӑшне сирсе ярӑн?
Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем ытти тӗн ушкӑнӗсемпе пӗрле Турра пуҫҫапмаҫҫӗ?
«Ҫӳлхуҫа сӗтелӗ ҫинчен те, шуйттан сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр» (1 Кор. 10:21).
«Вӗсен хушшинчен тухӑр, тет Ҫӳлхуҫа, уйрӑлӑр вӗсенчен. Таса маррине ан сӗртӗнӗр, Эпӗ вара йышӑнӑп сире» (2 Кор. 6:17).
Уява хутшӑнмаллипе хутшӑнмалла маррине пӗлме сана мӗнле принципсем пулӑшӗҫ?
«Суя тӗнлисемпе хутшӑнса кайнӑ, вӗсен ӗҫӗсене тума вӗренсе ҫитнӗ; вӗсен йӗрӗхӗсене пуҫҫапса пурӑннӑ, ӗнтӗ ҫавсем вӗсемшӗн таната пулнӑ» (Пс. 105:35, 36).
«Вилнисем... нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» (Еккл. 9:5).
«Вӗсем те, Ман пекех, тӗнченӗн мар» (Иоанн 17:16).
«Ку таранччен суя тӗнлисем пек пурӑнса ҫитӗ сире, эсир ирсӗрленсе, арҫынпа, выльӑхпа, шухӑшпа аскӑн ӗҫ туса, ӗҫке ярӑнса, ытлашши ӗҫсе-ҫисе, ухмахланса, йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑнтӑр» (1 Петр 4:3).
Ҫуралнӑ кунсене паллӑ тумалла-и, тумалла мар-и тесе шутланӑ чухне Библири мӗнле тӗслӗхсем сана пулӑшӗҫ?
«Виҫҫӗмӗш кунне, хӑй ҫуралнӑ кун, фараон мӗнпур тарҫишӗн ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, хӑйӗн тарҫисем хушшинче вӑл эрех парса тӑракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне аса илнӗ; вара эрех парса тӑракансен пуҫлӑхне ӗлӗкхи вырӑнне тавӑрнӑ... ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхне... [йывӑҫ ҫине] ҫактарнӑ» (Пулт. 40:20—22).
«Акӑ Ирод хӑйӗн ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне Иродиада хӗрӗ хӑнасем умӗнче ташласа унӑн кӑмӑлне ҫавӑрнӑ; ҫавӑнпа вӑл ӑна, лешӗ кирек мӗн ыйтсассӑн та, ҫавна тупа тусах пама пулнӑ. Хӗрӗ вара амӑшӗ хӗтӗртнипе каланӑ: мана Шыва кӗртекен Иоанн пуҫне халех тирӗк ҫине хурса илсе килсе пар, тенӗ. Вара [Ирод] Иоанн пуҫне кастарма тӗрмене ҫын янӑ» (Матф. 14:6—8, 10).
Мӗншӗн эсӗ старейшинӑсем мӗн тума каланине итлесшӗн?
«Хӑвӑра вӗрентекенсене итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсенӗн сирӗншӗн явап тытмалла; ҫав ӗҫе вӗсем хуйхӑрса мар, савӑнса туччӑр, хуйхӑрса ӗҫлени сире усӑллӑ мар» (Евр. 13:17).
Мӗншӗн санӑн тата санӑн ҫемйӳн Библи вулама, тӗпчеме вӑхӑта тӑтӑшӑх уйӑрса тӑмалла тата мӗншӗн эсӗ ҫакӑ питӗ кирлӗ тесе шутлатӑн?
«Вӑл [ҫын] пӗтӗм чунӗпе Турӑ саккунӗ енне ӑнтӑлать, кунӗн-ҫӗрӗн Унӑн саккунӗ ҫинчен шухӑшлать! Вӑл юхӑм шыв хӗррине лартнӑ йывӑҫ пек пулӗ: ҫав йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне вӑхӑтӗнче пултарать, унӑн ҫулҫийӗ те шанмасть; ҫав ҫын мӗн ӗҫ тӑвать — унӑн пурте ӑнса пырать» (Пс. 1:2, 3).
Мӗншӗн сана пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата вӗсенче хутшӑнма килӗшет?
«Санӑн ятна тӑванӑмсене пӗлтерӗп, халӑх пухӑвӗнче Сана мухтаса тӑрӑп» (Пс. 21:23).
«Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар. Хӑшӗ-пӗрисем хӑнӑхса кайнӑ пек, хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар. Ҫав Кун ҫывхарнине пӗлсе пӗр-пӗрне вӑйлӑрах ӳкӗтлер» (Евр. 10:24, 25, ҪХ).
Иисус пире мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ шанса панӑ?
«Кайӑр та пур халӑха та вӗрентсе... тӗне кӗртӗр, Эпӗ сире мӗн хушнине пурне те тытса пурӑнма вӗрентӗр вӗсене» (Матф. 28:19, 20).
Эпир Иеговӑна савӑнтарас тетпӗр пулсан, пире Патшалӑх ӗҫӗ валли хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ пама тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене пулӑшма мӗн хавхалантарса тӑмалла?
«Ҫӳлхуҫана хӑвӑн пурлӑхунтан... парне кӳрсе хисепле» (Ытар. 3:9).
«Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 Кор. 9:7, ҪХ).
Христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ?
«Тӳрӗлӗхшӗн хӗсӗрленине тӳсекенсем телейлӗ, вӗсене Ҫӳлти Патшалӑх пулӗ. Сире Ман пирки хурласан, хӗсӗрлесен, сӑлтавсӑрах тӗрлӗ сӑлтав тупса усал сӑмахпа хӑртсан, эсир телейлӗ. Ӗлӗк пурӑннӑ пророксене те ҫавнашкалах хӗсӗрленӗ. Ҫавӑнпа та савӑнса хӗпӗртӗр: тӳпере сире пысӑк сӑвап пулӗ» (Матф. 5:10—12, ҪХ).
Мӗншӗн шыва кӗнӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑрасси вӑл — пысӑк чыс?
«Санӑн сӑмаху манӑн чӗреме савӑнӑҫпа хаваслӑх кӳчӗ; эй Ҫӳлхуҫамӑм [«Иегова», ҪТ]... эпӗ Санӑн ятупа хисепленетӗп» (Иер. 15:16).