Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • ds 4—11 с.
  • Ашшӗ-амӑшӗсем валли

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ашшӗ-амӑшӗсем валли
  • «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр: вӗсене... шыва кӗртӗр»
«Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр: вӗсене... шыва кӗртӗр»
ds 4—11 с.

Ашшӗ-амӑшӗсем валли

Ашшӗ-амӑшӗсем, эсир хӑвӑрӑн ачусене Иеговӑна юратма тата хӑйсен пурнӑҫне ӑна халаллама пулӑшасшӑн. Эсир вӗсене шыва кӗме хатӗрленме пулӑшас тесе мӗн тума пултаратӑр? Ҫак пӗлтерӗшлӗ утӑма тума вӗсем хӑҫан хатӗр пулӗҫ?

Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр: вӗсене... шыва кӗртӗр» (Матф. 28:19, ҪТ). Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, шыва кӗрес тесен Христосӑн вӗренекенӗ пулмалла, урӑхла каласан, унӑн вӗрентӗвӗсене ӑнланмалла тата ӗненмелле кӑна мар, вӗсене тӗп-тӗрӗс тытса тӑмалла. Ҫакна вара ачасем те тума пултараҫҫӗ.

Хӑвӑрӑн ачусене лайӑх тӗслӗх кӑтартӑр тата вӗсене Иеговӑн вӗрентӗвӗсене вӗрентӗр (Сак. аст. 6:6—9). Вӗсене Библири тӗп чӑнлӑхсене вӗрентес тесе, ҫавӑн пекех вӗсене Библири принципсем ҫинчен шухӑшлама тата ҫав принципсем тӑрӑх пурӑнма пулӑшас тесе «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекепе усӑ курӑр. Вӗсене хӑйсем мӗне ӗненнине хӑйсен сӑмахӗсемпе ӑнлантарса пама вӗрентӗр (1 Петр 3:15). Ачасене хӑйсем тӗллӗн вӗренни, ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем, сирӗнпе тата опытлӑ христиансемпе хутшӑнни пӗлӳ илме пулӑшӗ тата хавхалантарӗ, ҫакӑ вара вӗсене шыва кӗме тата чӑнлӑхра ҫитӗнӳсем тума пулӑшӗ. Унсӑр пуҫне, вӗсене Турӑпа ытларах та ытларах ҫывӑхланса пыма пулӑшакан тӗллевсем ҫинчен шухӑшлама пулӑшсах тӑрӑр.

Ытарӑшсем 20:11-мӗшӗнче каланӑ: «Ача мӗнле ҫын пулассине,— ырӑ пулӗ-и вӑл, тӳрӗ-и,— вӑл мӗнле ӗҫе кӑмӑлланинчен те пӗлме пулать». Ача, арҫын ача е хӗрача, Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑнине тата шыва кӗме хатӗррине унӑн мӗнле ӗҫӗсенчен пӗлме пулать? Шыва кӗрес текен ачан ашшӗ-амӑшне итлесе пурӑнмалла (Ап. ӗҫ. 5:29; Кол. 3:20). 12 ҫулхи Иисус пирки Библире вӑл хӑйӗн ашшӗ-амӑшне «итлесе пурӑннӑ» тенӗ (Лука 2:51). Паллах, ача пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтмелле мар. Анчах шыва кӗрес текен ачан Иисусран тӗслӗх илме тӑрӑшмалла тата ӑна ашшӗ-амӑшне итлесе пурӑнакан ача пек пӗлмелле.

Унсӑр пуҫне, ӑна Библири чӑнлӑхсене пӗлсе пыма килӗшни курӑнса тӑмалла (Лука 2:46). Сирӗн ача пухӑва ҫӳресшӗн-и тата вӗсенче хутшӑнасшӑн-и? (Пс. 121:1.) Ӑна Библие кулленех вулама тата хӑй тӗллӗн вӗренме килӗшет-и? (Матф. 4:4.)

Шыва кӗрес текен ача Турӑ Патшалӑхне малти вырӑна хурать (Матф. 6:33). Вӑл хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа пама кирлине ӑнланать. Вӑл ырӑ хыпара тӗрлӗ майпа сарать тата хӑй Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен шкулти вӗрентекенсене те, пӗрле вӗренекенсене те калама вӑтанмасть. Вӑл «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» тӗлпулура тумалли заданисем ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхмасть.

Ҫавӑн пекех ача нравственность енчен те таса пулма тӑрӑшать, хӑйӗн ҫине япӑх витӗм кӳме пултаракан ҫынсенчен пӑрӑнать (Ытар. 13:21; 1 Кор. 15:33). Ҫакӑ вӑл мӗнле юрӑсем, фильмсем, телепрограммӑсем, видеовӑйӑсем суйласа илнинчен тата интернетпа мӗнле усӑ курнинчен курӑнса тӑрать.

Ашшӗ-амӑшӗсем вӑй хунине пула ачасенчен нумайӑшӗ чӑнлӑха йышӑннӑ та шыва кӗнӗ. Хӑвӑрӑн ачусене ҫак пӗлтерӗшлӗ утӑма тума, Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшнӑшӑн Иегова сире пиллетӗр.

Шыва кӗмен хыпарҫӑ валли

Шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса пухупа пӗрле сӑваплӑ ӗҫе тӑвасси вӑл — пысӑк чыс. Сана Турӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшрен тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн мухтаса илмелле. Турӑ Сӑмахне вӗреннине пула эсӗ Турра пӗлсе пытӑн тата вӑл мӗн тума сӑмах панине ӗненме пуҫларӑн (Иоанн 17:3; Евр. 11:6).

Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫличчен эсӗ, тен, урӑх тӗн организацийӗпе ҫыхӑну тытнӑ пулнӑ е эсӗ тӗнсем ҫинчен шухӑшламан та. Тен, санӑн хӑш-пӗр ӗҫӳсем Библири принципсемпе пачах та килӗшсе тӑман. Анчах халӗ вара эсӗ ӗненнине пула хӑв унччен тунӑ ҫылӑхсемшӗн чӗререн ӳкӗнтӗн тата Турӑ патне таврӑнтӑн, урӑхла каласан, ҫылӑх тума пӑрахрӑн та Турра юрӑхлӑ ӗҫсем туса пурӑнма шут тытрӑн (Ап. ӗҫ. 3:19).

Тен, эсӗ «мӗн ачаранах» Турӑ Ҫырӑвне пӗлсе пынӑ. Ҫакӑ сана пысӑк ҫылӑх тӑвасран сыхланӑ тата чӑн-чӑн христианин пек пурӑнма пулӑшнӑ (2 Тим. 3:15). Эсӗ тантӑшсем хӗснине хирӗҫ тӑма тата Турра юрӑхсӑр ӗҫсем тума хистекен кирек мӗне те сирсе яма вӗренсе ҫитрӗн. Турра тӗрӗс пуҫҫапса пурӑннипе тата Библи мӗне вӗрентни ҫинчен ыттисене каласа панипе эсӗ ӗненнине кӑтартрӑн. Эсӗ сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрас тӗлӗшрен опыт пухрӑн. Халӗ эсӗ Иеговӑшӑн шыва кӗмен хыпарҫӑ пулса ӗҫлеме шут тытрӑн.

Эсӗ Иегова ҫинчен ача чухне пӗлнӗ-и е каярахпа-и, кирек мӗнле пулсан та, эсӗ халӗ чӑнлӑхра ӳсӗмсем тумалли икӗ утӑм пирки — хӑвна Турра халалласси тата шыва кӗресси пирки — шухӑшлатӑн пулӗ. Эсӗ хӑвна Иеговӑна халалланӑ чухне кӗлӗре ӑна ҫеҫ яланах чун-чӗререн парӑнса пурӑнма шут тытни ҫинчен калатӑн (Матф. 16:24). Ун хыҫҫӑн хӑвна Турра халалланине ыттисене пӗлтермешкӗн шыва кӗретӗн (Матф. 28:19, 20). Хӑвна Иегова Турра халалласан тата шыва кӗрсен эсӗ Иегова Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑратӑн. Ҫакӑ мӗн тери пысӑк чыс!

Библи вӗреннӗ май эсӗ тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулма пултарасси ҫинчен пӗлтӗн. Аса ил-ха, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен «Иисуса шуйттан илӗртсе сӑнатӑр тесе, Сывлӑш Ӑна пушхире илсе кайнӑ» (Матф. 4:1). Шыва кӗрсе Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн эсӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулатӑнах (Иоанн 15:20). Вӗсем тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ. Тен, ҫемьерисем сана хирӗҫ тӑрӗҫ (Матф. 10:36). Тен, пӗрле вӗренекенсем, пӗрле ӗҫлекенсем е унчченхи туссем санран тӑрӑхласа кулма пуҫлӗҫ. Марк 10:29, 30 сӑвӑ йӗркисенче ҫырнӑ Иисусӑн сӑмахӗсене яланах асра тыт: «Чӑн калатӑп сире: кам та кам Маншӑн тата Евангелишӗн кил-ҫуртне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне пӑрахса хӑварать, ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах, кил-ҫуртне те, тӑванӗсене те, ашшӗне те, амӑшне те, ачисене те, уй-хирне те ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ». Ҫавӑнпа хӑвӑнпа Иегова хушшинчи ҫывӑх хутшӑнусене упраса хӑварас тесе тата унӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе малалла та пӗтӗм вӑя хур.

Шыва кӗрес кӑмӑл ҫуралсан, ҫакӑн ҫинчен пухури старейшинӑсен совечӗн координаторне пӗлтер. Эсӗ шыва кӗме юрӑхлипе юрӑхлӑ маррине пӗлмешкӗн старейшинӑсем санпа тӗл пулӗҫ те аяларах илсе панӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ. Ҫак ыйтусене эсӗ хӑв тӗллӗн Библи вӗреннӗ чухне пӑхса тухма пултаратӑн.

Старейшинӑсемпе пӗрле сӳтсе явма хатӗрленнӗ май Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене пурне те вулама тата вӗсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма вӑхӑт уйӑр. Тен, эсӗ хӑш-пӗр шухӑша ҫак брошюра ҫине е урӑх ҫӗре ҫырса хурӑн. Старейшинӑсемпе сӳтсе явнӑ чухне эсӗ ҫак брошюрӑна уҫӑ тытма тата хӑв ҫырса хунӑ шухӑшсемпе усӑ курма пултаратӑн. Пӗр-пӗр ыйтӑва ӑнланма йывӑр пулсан, хӑвӑнпа Библи вӗрентекенрен е старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма ан вӑтан.

Старейшинӑсемпе сӳтсе явнӑ чухне санӑн хуравусем вӑрӑм та кӑткӑс пулмалла тесе ан шутла. Ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсемпе, хӑвӑн сӑмахусемпе тата тӳррӗн хуравлани лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ытларах чухне хурав панӑ вӑхӑтра хӑвӑн сӑмахусене ҫирӗплетсе парас тесе Библири пӗр-икӗ сӑвӑ йӗркине илсе парсан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ.

Енчен те эсӗ Библин тӗп вӗрентӗвӗсене лайӑхах пӗлместӗн пулсан, старейшинӑсем сана кам та пулин пулӑштӑр тесе тӑрӑшӗҫ, вара эсӗ ҫав вӗрентӳсене тӗрӗс ӑнланса ҫитме пултарӑн, вӗсене хӑвӑн сӑмахусемпе ӑнлантарса пама пуҫлӑн тата каярахпа шыва кӗме юрӑхлӑ пулса тӑрӑн.

[Пухури старейшинӑсем валли. Шыва кӗрес текен ҫынпа сӳтсе явмалли инструкцие 54—59 страницӑсенче илсе панӑ.]

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр