Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • Эсфирь 7
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

Эсфирь. Кӗскен каласа пани

      • Эсфирь Амана тӑрӑ шыв ҫине кӑларать (1—6а)

      • Амана хӑй лартнӑ юпа ҫине ҫакса хураҫҫӗ (6ӑ—10)

Эсфирь 7:2

Сноскӑсем

  • *

    Урӑхла каласан, апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӗрлӗ эрех ярса панӑ чухне.

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 140 с.

Эсфирь 7:3

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 140—141 с.

Эсфирь 7:4

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 141 с.

Эсфирь 7:6

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 141—142 с.

Эсфирь 7:7

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 141—142 с.

Эсфирь 7:8

Сноскӑсем

  • *

    Ҫак йӑла ҫынна намӑс кӑтартнине тата, тен, вӗлерме приговор йышӑннине пӗлтернӗ.

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 142 с.

Эсфирь 7:9

Сноскӑсем

  • *

    22,3 м яхӑн. Ӑ14 приложение пӑхӑр.

  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Эсфирь 7:1–10

Эсфирь

7 Патшапа Ама́н патша майри Эсфи́рь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике килнӗ. 2 Ӗҫкӗ-ҫикӗре, иккӗмӗш кунне, вӗсем хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ чухне*, патша Эсфирьтен тепӗр хут ыйтнӑ: «Патша майри Эсфи́рь, сана мӗн кирлӗччӗ? Веҫех парӑп сана! Эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? Ҫур патшалӑх ыйтас пулсан та, парӑп сана!» 3 Патша майри Эсфи́рь ҫапла хуравланӑ: «Патшана юрарӑм пулсан, тата патшан кӑмӑлӗ пулсан, ман пурнӑҫӑма тата ман халӑхӑма ҫӑлса хӑварсам. 4 Мана та, ман халӑхӑма та сутса янӑ. Пире чуралӑха сутса янӑ пулсан, эпӗ чӗнмен пулӑттӑм. Анчах та пире вӗлерме, пӗтерме тата тӗп тума сутса янӑ. Ҫак инкеке вара пулма памалла мар, мӗншӗн тесен вӑл патшана та сиен кӳрӗ».

5 Ахашверо́ш патша Эсфирьтен, патша майринчен, ыйтнӑ: «Кам ҫапла тума хӑйнӑ? Ӑҫта вӑл?» 6 Эсфи́рь хуравланӑ: «Пире хирӗҫ тӑракан тӑшман — ҫак усал Ама́н».

Ама́н патшапа патша майринчен хытӑ хӑраса ӳкнӗ. 7 Патша, урса кайнӑскер, тӑнӑ та кермен садне тухса кайнӑ. Ама́н вара, хӑйне патша наказани парасса ӑнланса илсе, патша майрине Эсфире хӑйне хӗрхенме йӑлӑнма тытӑннӑ. 8 Патша хӑйсем хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ вырӑна таврӑнсан, вӑл Ама́н Эсфи́рь выртнӑ вырӑн ҫумнех тӗршӗннине курнӑ. Патша: «Вӑл ман ҫуртра патша майрине мӑшкӑлласшӑн-им тата?!» — тесе кӑшкӑрса янӑ. Вӑл ҫапла каласанах, Ама́нӑн питне хупланӑ*. 9 Харбо́на, патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен пӗри, каланӑ: «Ама́н ҫурчӗ ҫумӗнче 50 чике* ҫӳллӗш юпа тӑрать. Ама́н ӑна Мардохе́й валли хатӗрленӗ, Мардохе́й систернипе вара патша чӗрӗ юлнӑ». Патша: «Ҫав юпа ҫине хӑйне ҫакӑр», — тесе хушнӑ. 10 Амана хӑй Мардохе́й валли хатӗрленӗ юпа ҫине ҫакнӑ, вара патшан ҫилли иртсе кайнӑ.

Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр