Эсфирь
6 Ҫав каҫ патша ҫывӑрса каяйман. Вара ҫулсерен ҫырса пыракан кӗнекене илсе килсе ӑна вулама хушнӑ. 2 Унта Бигфа́н тата Тере́ш — хапха хуралҫисем тата патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем — Ахашверо́ш патшана вӗлересшӗн пулни ҫинчен Мардохе́й пӗлтернине ҫырса хунӑ пулнӑ. 3 Патша: «Мардохея мӗнле чыс тунӑ, мӗнле награда панӑ?» — тесе ыйтнӑ. Патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем: «Нимӗн те паман», — тенӗ.
4 Патша: «Кам халь картишӗнче?» — тесе ыйтнӑ. Ҫав вӑхӑтра патша керменӗн тулти картишӗнче Ама́н пулнӑ. Вӑл хӑй хатӗрленӗ юпа ҫине Мардохея ҫактарасшӑн пулни пирки патшапа калаҫма килнӗ. 5 Патша тарҫисем: «Картишӗнче Ама́н тӑрать», — тенӗ. Патша: «Кунта кӗтӗр», — тенӗ.
6 Ама́н кӗрсен, патша унран ҫапла ыйтнӑ: «Патша чыс тӑвас текен ҫыншӑн мӗн тума пулать?» Ама́н хӑй ӑшӗнче: «Патша мансӑр пуҫне тата кама чыс тума пултартӑр ӗнтӗ?» — тесе шутласа илнӗ. 7 Вара вӑл патшана ҫапла каланӑ: «Патша чыс тӑвас текен ҫын валли 8 патшан тумтирне тата ятарлӑ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартнӑ патша лашине илсе килччӗр. 9 Тумтирне тата лашине патшан ятлӑ-сумлӑ кнеҫӗсенчен пӗрне паччӑр, патша чыс тӑвас текен ҫынна тумлантарччӑр, лаша ҫине лартчӑр, лашине хула тӳремӗ тӑрӑх ҫавӑтса пырса ҫапла кӑшкӑрччӑр: „Патша чыс тӑвас текен ҫыншӑн акӑ мӗн тӑваҫҫӗ!“» 10 Вара патша Амана ҫапла каланӑ: «Часрах тумтирпе лашана ил те, хӑв каланине патша хапхи патӗнче ларакан еврейшӑн, Мардохе́йшӑн, ту. Веҫех хӑв каланӑ пек ту, нимӗн те тумасӑр ан хӑвар».
11 Ама́н тумтирпе лашана илнӗ, тумтирне Мардохея тӑхӑнтартнӑ, вара ӑна лаша ҫине лартнӑ та лашине хула тӳремӗ тӑрӑх ҫавӑтса: «Патша чыс тӑвас текен ҫыншӑн акӑ мӗн тӑваҫҫӗ!» — тесе кӑшкӑрса пынӑ. 12 Ҫавӑн хыҫҫӑн Мардохе́й патша хапхи патне таврӑннӑ, Ама́н вара пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа пуҫне хупласа килне васканӑ. 13 Ама́н хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине хӑйӗн арӑмне Зереше тата мӗнпур тусне каласа парсан, канашҫисемпе* арӑмӗ ӑна ҫапла каланӑ: «Санран пысӑкрах вырӑн йышӑннӑ Мардохе́й — еврей, ҫавӑнпа эсӗ ӑна ҫӗнтереймӗн, эсӗ пӗтетӗнех».
14 Вӗсем калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансем килнӗ те часрах Амана Эсфи́рь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике илсе кайнӑ.