Эсфирь
8 Ҫав кун Ахашверо́ш патша Ама́нӑн, еврейсен тӑшманӗн, пӗтӗм пурлӑхне патша майрине Эсфире панӑ. Эсфи́рь Мардохе́й хӑйӗн тӑванӗ пулнине патшана каласа панӑ, вара лешӗ патша умне пырса тӑнӑ. 2 Патша Аманран туртса илнӗ пичет пусмалли хӑйӗн ҫӗррине хывса Мардохея панӑ. Эсфи́рь вара Мардохея Ама́нӑн пӗтӗм пурлӑхне пӑхса тӑраканӗ тунӑ.
3 Эсфи́рь каллех патшапа калаҫнӑ. Вӑл патшан ури умне ӳкнӗ те макӑра-макӑра Ага́г ҫынни Ама́н кӳнӗ сиене тӳрлетме тата вӑл еврейсене хирӗҫ мӗн тума шутланине пӑрахӑҫлама йӑлӑннӑ. 4 Патша ылтӑн скипетра* Эсфи́рь еннелле тӑснӑ. Эсфи́рь ура ҫине тӑнӑ та патша патне пырса 5 ҫапла каланӑ: «Патшан кӑмӑлӗ пулсан, тата эпӗ ӑна юрарӑм пулсан, вӑл мана ырлать пулсан, тата ҫак ӗҫ уншӑн тӗрӗс пулсан, Ама́н, Ага́г ҫыннин Амада́фӑн ывӑлӗ, мӗн ҫырнине — патшан пур провинцийӗнчи еврейсене пӗтерме шутланӑ усал ҫын мӗн ҫырнине — пӑрахӑҫлакан хушу тухтӑр. 6 Манӑн халӑха инкек ҫитсессӗн, манӑн ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхса тӑрас? Манӑн тӑвансене пӗтернине мӗнле курса тӑрас?»
7 Ахашверо́ш патша Эсфире, патша майрине, тата Мардохе́й еврея ҫапла каланӑ: «Эпӗ Ама́нӑн пӗтӗм пурлӑхне Эсфире патӑм, хӑйне вара, вӑл еврейсем ҫине ал ҫӗкленӗшӗн, юпа ҫине ҫакрӑм. 8 Сирӗн шутпа еврейсене мӗн пулӑшма пултарать, халӗ эсир ҫавна веҫех патша ячӗпе ҫырма тата ҫавна патша ҫӗррипе пичет пусса ҫирӗплетме пултаратӑр. Мӗншӗн тесен патша ячӗпе ҫырнӑ, патша ҫӗррипе пичет пусса ҫирӗплетнӗ хушӑва пӑрахӑҫлама юрамасть».
9 Вара виҫҫӗмӗш уйӑхӑн, сива́н уйӑхӗн, 23-мӗш кунӗнче патшан секретарӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем Мардохе́й еврейсене, ҫавӑн пекех Индирен пуҫласа Эфио́пи таран вырнаҫнӑ 127 провинцин сатрапӗсене*, пуҫлӑхӗсене, кнеҫӗсене мӗн хушнине пурне те ҫырса хунӑ. Кашни провинци валли унти ҫырулӑхпа тата кашни халӑх валли хӑйӗн чӗлхипе ҫырнӑ, еврейсем валли те хӑйсен ҫырулӑхӗпе тата чӗлхипе ҫырнӑ.
10 Мардохе́й Ахашверо́ш патша ячӗпе хушу ҫырса ӑна патша ҫӗррипе пичет пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫав ҫырусене вӑл патшан лаша витинчи хӑвӑрт чупакан* лашасем ҫине утланнӑ хыпарҫӑсемпе янӑ. 11 Ҫырусенче патша тӗрлӗ хулари еврейсене пӗрле пуҫтарӑнса хӑйсен пурнӑҫне хӳтӗлеме тата кашни халӑхри, кашни провинцири хӑйсем ҫине тапӑнакан вӑрҫӑ хатӗрӗсем тытнӑ ҫынсене вӗлерме, вӗсене хӗрарӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле пӗтерме, тӗп тума, вӗсен пурлӑхне вара ҫаратса тухма ирӗк панӑ. 12 Ҫавна тума Ахашверо́ш патшан пур провинцийӗнче те пӗр куна — вуниккӗмӗш уйӑхӑн, ада́р уйӑхӗн, 13-мӗш кунне — палӑртса хунӑ. 13 Ҫав ҫырусенче мӗн калани пур провинцишӗн те закон пулнӑ. Еврейсем ҫав кун тӑшманӗсене тавӑрмашкӑн хатӗр пулччӑр тесе ҫав закона мӗнпур халӑха пӗлтермелле пулнӑ. 14 Патша хушнипе хыпарҫӑсем патшан лаша витинчи хӑвӑрт чупакан лашасем ҫине утланса тӳрех ҫула тухнӑ. Ҫав закона Сузӑ крепоҫӗнче* те пӗлтернӗ.
15 Мардохе́й кӑвак тата шурӑ тӗслӗ патша тумтирӗпе, ылтӑнран тунӑ пысӑк пуҫкӑшӑльпе тата пурпур* тӗслӗ паха ҫӑмран тунӑ уртса ямалли тумтирпе патша патӗнчен тухнӑ. Сузӑ хули савӑнса хӗпӗртенӗ. 16 Еврейсен шанчӑк* ҫуралнӑ, вӗсем савӑннӑ, ҫынсем вӗсене хисепленӗ. 17 Патшан хушӑвӗ тата унӑн законӗ пур провинцие те, пур хулана та ҫитсен, еврейсем савӑннӑ, ӗҫкӗ-ҫикӗ тунӑ, уявланӑ. Тӗрлӗ халӑхри* нумай ҫын еврейсен тӗнне йышӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсем еврейсенчен хӑраса ӳкнӗ.