Эсфирь
5 Виҫҫӗмӗш кунне Эсфи́рь патша тумне тӑхӑнса патша керменне хирӗҫ, шалти картишне, пырса тӑнӑ. Патша вара керменре, кӗмелли вырӑна хирӗҫ, хӑйӗн престолӗ ҫинче ларнӑ. 2 Картишӗнче патша майрине Эсфире курсан, патша савӑнса кайнӑ та хӑй аллинчи ылтӑн скипетрне* ун енне тӑснӑ. Эсфи́рь ҫывӑхарах пырса скипетр вӗҫне тӗкӗннӗ.
3 Патша унран: «Мӗн пулчӗ, патша майри Эсфи́рь? Эсӗ мӗн ыйтасшӑн? — тесе ыйтнӑ. — Ҫур патшалӑх ыйтас пулсан та, парӑп сана». 4 Эсфи́рь ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ патша валли ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлерӗм. Патшан кӑмӑлӗ пулсан, паян патша Аманпа пӗрле унта пытӑрччӗ». 5 Патша хӑйӗн тарҫисене: «Эсфи́рь ыйтнӑ пек тума часрах Амана чӗнсе килӗр», — тенӗ. Вара патшапа Ама́н Эсфи́рь хатӗрленӗ ӗҫке-ҫике кайнӑ.
6 Ӗҫкӗ-ҫикӗре, вӗсем хӗрлӗ эрех ӗҫнӗ чухне*, патша Эсфирьтен ҫапла ыйтнӑ: «Сана мӗн кирлӗччӗ? Веҫех парӑп сана. Эсӗ мӗн ыйтасшӑнччӗ? Ҫур патшалӑх ыйтас пулсан та, парӑп сана». 7 Эсфи́рь ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ акӑ мӗн ыйтасшӑн: 8 патшана юрарӑм пулсан, тата патша эпӗ ыйтнине тума хатӗр пулсан, патшапа Ама́н ыран та килччӗр, эпӗ ыран та вӗсем валли ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвӑп. Вара хам мӗн ыйтасшӑн пулнине ыран калӑп».
9 Ҫав кун Ама́н ӗҫкӗ-ҫикӗрен савӑнса, лайӑх кӑмӑлпа килне кайнӑ. Анчах та Ама́н патша хапхи патӗнче Мардохея курсан, лешӗ ун умӗнче ура ҫине тӑманнине, унран пӗртте хӑраманнине курсан урсах кайнӑ. 10 Апла пулин те, Ама́н хӑйне тытса чарнӑ та килне кайнӑ. Вара вӑл хӑйӗн тусӗсене тата хӑйӗн арӑмне Зереше чӗнме хушнӑ. 11 Ама́н хӑй питӗ пуян пулнипе, хӑйӗн ывӑлсем нумай пулнипе тата хӑйне патша ытти кнеҫсемпе тарҫӑсенчен асла хунипе мухтаннӑ.
12 Ама́н ҫапла та каланӑ: «Патша майри Эсфи́рь те хӑйӗн ӗҫки-ҫикине патшапа мансӑр пуҫне урӑх никама та чӗнмен. Вӑл пире, патшапа иксӗмӗре, ыран та хӑй патне чӗнчӗ. 13 Анчах та патша хапхи патӗнче ларакан ҫав еврея, Мардохея, курсан, ман савӑнӑҫ пӗтсе ларать». 14 Унӑн арӑмӗ Зере́шь тата тусӗсем ӑна ҫапла каланӑ: «50 чике* ҫӳллӗш юпа лартма хуш. Ирхине патшана Мардохея ҫав юпа ҫине ҫакчӑр тесе кала. Кайран вара патшапа пӗрле ӗҫке-ҫике кайса савӑн». Ҫак сӗнӳ Амана килӗшнӗ, вара вӑл юпа лартма хушнӑ.