Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • Эсфирь 4
  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

Эсфирь. Кӗскен каласа пани

      • Мардохей хуйхӑрать (1—5)

      • Мардохей Эсфире хӑйӗн халӑхӗн хутне кӗме ыйтать (6—17)

Эсфирь 4:1

Сноскӑсем

  • *

    Словарьте «Хуйхӑ тумтирӗ» статьяна пӑхӑр.

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 131—132 с.

Эсфирь 4:7

Сноскӑсем

  • *

    Хысна — патшалӑхӑн мул управӑшӗ.

Эсфирь 4:11

Сноскӑсем

  • *

    Е «туйине».

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 133 с.

Эсфирь 4:14

Тупмалли

  • Тӗпчеме пулӑшакан публикаци

    Ӗненӗр, 133 с.

  • Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
  • 1
  • 2
  • 3
  • 4
  • 5
  • 6
  • 7
  • 8
  • 9
  • 10
  • 11
  • 12
  • 13
  • 14
  • 15
  • 16
  • 17
Библи. «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару
Эсфирь 4:1–17

Эсфирь

4 Ҫавна пӗлсен Мардохе́й хӑйӗн ҫинчи тумтирне туртса ҫурнӑ, хуйхӑ тумтирне* тӑхӑннӑ та пуҫне кӗл сапнӑ. Вӑл хула тӑрӑх татӑлсах макӑрса ҫӳренӗ. 2 Вӑл патша хапхи патне ҫитсен малалла кайман, мӗншӗн тесен хуйхӑ тумтирне тӑхӑннӑ ҫыннӑн патша хапхинчен кӗме юраман. 3 Патшан хушӑвне пӗлтернӗ пур провинцире те еврейсем питӗ хытӑ хуйхӑрнӑ. Вӗсем типӗ тытнӑ, макӑрнӑ тата татӑлса йӗнӗ. Нумайӑшӗ хуйхӑ тумтирӗпе кӗл ҫинче выртнӑ. 4 Патша майрин, Эсфи́рӗн, хӗрарӑм тарҫисемпе евнухӗсем ӑна Мардохе́й пирки каласа парсан, вӑл хытӑ пӑшӑрханса ӳкнӗ. Вӑл Мардохе́й валли, хуйхӑ тумтирне улӑштарса тӑхӑнмашкӑн, тумтир парса янӑ, анчах та лешӗ ӑна илмен. 5 Вара Эсфи́рь Гафаха, хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑракан патшан евнухне, чӗнсе илнӗ те Мардохейран мӗн пулса иртнине ыйтса пӗлме хушнӑ.

6 Гафа́х Мардохе́й патне патша хапхи умӗнчи хула тӳремне тухнӑ. 7 Мардохе́й ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех каласа панӑ тата Ама́н еврейсене пӗтерме патша хыснине* мӗн чухлӗ укҫа пама сӑмах панине те каланӑ. 8 Унсӑр пуҫне, Мардохе́й ӑна еврейсене пӗтермелли ҫинчен калакан патша хушӑвӗн копине, Сузӑра пӗлтернӗ хушӑвӑн копине, панӑ. Е́внухӑн Эсфире патша хушӑвне кӑтартса лару-тӑрӑва ӑнлантарса памалла пулнӑ. Тата унӑн Эсфире: «Патша патне кай та хӑвӑн халӑхна хӗрхенме йӑлӑнса ыйт», — темелле пулнӑ.

9 Гафа́х каялла таврӑннӑ та Эсфире Мардохе́йӑн сӑмахӗсене каласа панӑ. 10 Вара Эсфи́рь Гафаха Мардохея ҫапла калама хушнӑ: 11 «Патшан пур тарҫи те, патшан провинцийӗнчи пур ҫын та пӗлет ӗнтӗ: енчен те кам та пулин — арҫын е хӗрарӑм — патшан шалти картишне хӑйне чӗнмесӗрех кӗрет пулсан, закон тӑрӑх, ӑна вӗлермелле. Патша хӑйӗн ылтӑн скипетрне* ун енне тӑссан ҫеҫ вӑл чӗрӗ юлать. Мана вара патша 30 кун ӗнтӗ хӑй патне чӗнмен».

12 Мардохея Эсфи́рӗн сӑмахӗсене пӗлтерсен, 13 вӑл ӑна ҫапла хуравланӑ: «Ытти еврейсемпе танлаштарсан, сана патша керменӗнче ҫӑлӑнса юлма ҫӑмӑлрах пулӗ тесе ан шутла. 14 Эсӗ нимӗн те каламасан, еврейсем валли пулӑшупа ҫӑлӑнӑҫ урӑх енчен килсе ҫитӗ. Эсӗ вара пӗтӗн, сан аҫун килӗ те пӗтӗ. Кам пӗлет, тен, ҫак йывӑр вӑхӑтра хӑвӑн халӑхна ҫӑлса хӑвармашкӑн эсӗ патша майри пулса тӑтӑн?»

15 Эсфи́рь Мардохея ҫапла хуравланӑ: 16 «Сузӑри еврейсене пурне те пуҫтар та, маншӑн типӗ тытӑр. Виҫӗ кун хушши — каҫхине те, кӑнтӑрла та — ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр. Эпӗ те хамӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле типӗ тытӑп. Кайран вара, закона пӑсатӑп пулин те, патша патне кайӑп. Вилмелле пулсан — вилӗп». 17 Вара Мардохе́й кайнӑ та пӗтӗмпех Эсфи́рь хушнӑ пек тунӑ.

Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
Тухӑр
Кӗрӗр
  • Чӑвашла
  • Ыттисене пӗлтерӗр
  • Настройкӑсем
  • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
  • Усӑ курмалли йӗрке
  • Конфиденциальность йӗрки
  • Настройки конфиденциальности
  • JW.ORG
  • Кӗрӗр
Ыттисене пӗлтерӗр