Эсфирь
3 Вӑхӑт иртсен, Ахашверо́ш патша Амана, Ага́г ҫыннин Амада́фӑн ывӑлне, асла кӑларнӑ. Вӑл ӑна ытти пур кнеҫрен те пысӑкрах вырӑн панӑ. 2 Патша хапхи патӗнчи патшан тарҫисем Ама́н умӗнче пуҫ тайнӑ тата ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, мӗншӗн тесен ҫапла тума патша хушнӑ. Анчах та Мардохе́й ун умӗнче пуҫ тайман, ҫӗре ӳксе те пуҫҫапман. 3 Патша хапхи патӗнчи патшан тарҫисем Мардохейран ҫапла ыйтнӑ: «Мӗншӗн эсӗ патша хушнине тумастӑн?» 4 Вӗсем ӑна кашни кунах ҫапла каланӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен. Мардохе́й вӗсене хӑй еврей пулнине каланӑ. Вара вӗсем Мардохея малалла та хӑйне ҫапла тытма ирӗк парӗҫ-ши тесе веҫех Амана каласа панӑ.
5 Ама́н Мардохе́й ун умӗнче пуҫ тайманнине тата ун умне ӳксе пуҫҫапманнине курсан урсах кайнӑ. 6 Амана Мардохе́й хӑш халӑх ҫынни пулнине каласа панӑ, вара вӑл Мардохея кӑна вӗлерни ҫителӗксӗр тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа Ама́н Мардохе́йӑн пӗтӗм халӑхне — Ахашверо́ш патшалӑхӗнчи еврейсене пурне те — вӗлерме май шырама пуҫланӑ.
7 Пӗрремӗш уйӑхра, ниса́н уйӑхӗнче, Ахашверо́ш вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, кунне тата уйӑхне суйласа илес тесе Ама́н умӗнче пур (е шӑпа) янӑ. Шӑпи вуниккӗмӗш уйӑха, ада́р уйӑхне, тухнӑ. 8 Ама́н Ахашверо́ш патшана ҫапла каланӑ: «Санӑн патшалӑхунта пӗр халӑх пур, вӗсем мӗнпур провинцире халӑхсем хушшинче сапаланнӑ. Ҫав халӑхӑн законӗсем ытти халӑхсен законӗсенчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тата патшан законӗсене вӗсем тытса тӑмаҫҫӗ. Патшан ҫакӑн ҫине куҫ хупмалла мар. 9 Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӗсене пӗтерме хушу кӑларччӑр. Эпӗ патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракансене патша хысни* валли 10 000 талант* кӗмӗл парӑп*».
10 Патша хӑйӗн пӳрнинчи* пичет пусмалли ҫӗррине хывнӑ та ӑна Амана — Ага́г ҫыннин Амада́фӑн ывӑлне, еврейсен тӑшманне — панӑ. 11 Тата вӑл ҫапла каланӑ: «Эпӗ халӑхне хӑйне те, унӑн кӗмӗлне те сана паратӑп. Мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту». 12 Пӗрремӗш уйӑхӑн 13-мӗш кунӗнче патшан секретарӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем патша сатрапӗсене*, провинци пуҫлӑхӗсене тата тӗрлӗ халӑхӑн кнеҫӗсене Ама́н мӗн хушнине пурне те ҫырса хунӑ — кашни провинци валли унти ҫырулӑхпа тата кашни халӑх валли хӑйӗн чӗлхипе ҫырнӑ. Ҫырусене Ахашверо́ш патша ячӗпе ҫырнӑ тата вӗсене патша ҫӗррипе пусса ҫирӗплетнӗ.
13 Палӑртнӑ кун, вуниккӗмӗш уйӑхӑн, ада́р уйӑхӗн, 13-мӗш кунӗнче, еврейсене пурне те — ватти-вӗттине те, ачасемпе хӗрарӑмсене те — вӗлерччӗр, пӗтерччӗр тата тӗп туччӑр тесе, вӗсен пурлӑхне вара ҫаратса тухчӑр тесе, ҫак ҫырусене патшан пур провинцине те илсе ҫитермешкӗн хыпарҫӑсем янӑ. 14 Ҫырура мӗн ҫырни пур провинцишӗн те закон пулса тӑмалла пулнӑ. Ӑна пур халӑха та, вӗсем ҫав куна хатӗрленччӗр тесе, пӗлтерсе тухмалла пулнӑ. 15 Патша хушнӑ пек, хыпарҫӑсем тӳрех ҫула тухнӑ. Ҫав закона Сузӑ крепоҫӗнче* те пӗлтернӗ. Патшапа Ама́н ӗҫме ларнӑ, Сузӑ хулинчи ҫынсем вара пӑлханса ӳкнӗ.