Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 декабрь 20—25 с.
  • Иеговӑна чыс кӳрекен туй тӑвас тесен мӗн тумалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна чыс кӳрекен туй тӑвас тесен мӗн тумалла?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ТУЙӐН ИЕГОВӐНА ЧЫС КӲМЕЛЛЕ?
  • ЭСИР ИЕГОВӐНА ЧЫС МӖНЛЕ КӲМЕ ПУЛТАРАТӐР?
  • ЙЫВӐРЛӐХСЕМ СИКСЕ ТУХСАН МӖН ТУМАЛЛА?
  • Сан туй ҫине ҫак тӗнче сывлӑшӗ витӗм ан кӳтӗр
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 декабрь 20—25 с.

51-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

132-МӖШ ЮРӐ Эпир халь пӗр ӳт

Иеговӑна чыс кӳрекен туй тӑвас тесен мӗн тумалла?

«Пурте килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ пултӑр» (1 КОР. 14:40).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӑшӑрланма шут тытнӑ христиансем хӑйсен туйӗпе Иеговӑна чыс мӗнле кӳме пултараҫҫӗ?

1, 2. Иегова сирӗн туй кунӗ мӗнлерех пултӑр тет?

ЭСИР мӑшӑрланма шут тытнӑ пулсан, халӗ сирӗн пурнӑҫра питӗ телейлӗ вӑхӑт пуҫланнӑ. Эсир вара туя хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗa. Иегова туй кунӗ сире нумай савӑнӑҫ патӑр тет тата мӑшӑрупа пӗрле сирӗн телейлӗ пуласлӑх пултӑр тет (Ытар. 5:18, 19; Юр. 3:11).

2 Сирӗн туй кунӗ Иеговӑна чыс кӳтӗр. Ҫакӑ питӗ кирлӗ. Мӗншӗн сирӗн туй Иеговӑна чыс кӳмелле тата ҫакна тума мӗн кирлӗ? Ҫак статьяна мӑшӑрланма шут тытнӑ хӗрпе каччӑ валли хатӗрленӗ пулин те, кунти принципсем хӑнасемшӗн те тата мӑшӑр туя мӗнле ирттермелли пирки камран канаш ыйтать, ҫавсемшӗн те усӑллӑ пулма пултараҫҫӗ.

МӖНШӖН ТУЙӐН ИЕГОВӐНА ЧЫС КӲМЕЛЛЕ?

3. Христиансен туя хатӗрленнӗ чухне мӗне шута илмелле тата мӗншӗн?

3 Мӑшӑрланма шут тытнӑ христиансем хӑйсен туйӗ пирки йышӑнусем тунӑ чухне вӗсен Иегова Библире панӑ принципсене шута илмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иегова — мӑшӑрлӑ пурнӑҫа пуҫарса яраканӗ. Вӑл чи пӗрремӗш туя йӗркеленӗ, ҫав туйра вара Адампа Ева упӑшкипе арӑмӗ пулса тӑнӑ (Пулт. 1:28; 2:24). Ҫавӑнпа та мӑшӑрланма шутлакансен чи малтан Иеговӑн шухӑшӗсене шута илмелле.

4. Тата мӗнле сӑлтава пула туй кунӗн Иеговӑна чыс кӳмелле?

4 Туй тума хатӗрленнӗ чухне мӗншӗн Иеговӑн шухӑшӗсене шута илме кирлине кӑтартакан тепӗр витӗмлӗ сӑлтав пур сирӗн. Иегова — сирӗн ҫӳлти Атте тата чи лайӑх Тус (Евр. 12:9). Паллах ӗнтӗ, эсир хӑвӑрпа ун хушшинчи туслӑха упраса хӑварасшӑн. Ҫавӑнпа та эсир туй кунӗнче те, ытти кунсенче те хӑвӑр Тусна кӳрентерме пултаракан нимӗнле ӗҫ те тӑвасшӑн мар (Пс. 24:14). Иегова хӑвӑршӑн мӗн туни ҫинчен тата пуласлӑхра мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлани сире Турра пархатарлӑ пулма пулӑшӗ. Пархатарлӑ пулни вара сире хӑвӑрӑн туй кунӗ ӑна чыс кӳтӗр тесе мӗн кирлине веҫех тума хавхалантарӗ (Пс. 115:3).

ЭСИР ИЕГОВӐНА ЧЫС МӖНЛЕ КӲМЕ ПУЛТАРАТӐР?

5. Хӗрпе каччӑна туй пирки тӗрӗс йышӑнусем тума Библи мӗнле пулӑшма пултарать?

5 Библире туй мӗнле тумалли пирки тӳррӗн нимӗн те каламан. Ҫавӑнпа та хӗрпе каччӑ туй тума хатӗрленнӗ чухне хӑйсем пурӑнакан вырӑнти йӑла-йӗркене, хӑйсене мӗн килӗшнине тата хӑйсен лару-тӑрӑвне шута илме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех чӑн христиансен хӑйсен ҫӗршывӗнче мӑшӑрланасси пирки йышӑннӑ законсене те тытса тӑмалла (Матф. 22:21). Хӗрпе каччӑ кирек мӗнле йышӑну тусан та, вӗсем Библири принципсене тытса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсен туйӗ Иеговӑна савӑнтарӗ тата чыс кӳрӗ. Айтӑр ҫав принципсене тӗплӗнрех пӑхса тухар.

6. Мӗншӗн хӗрпе каччӑн мӑшӑрланасси пирки калакан законсене тытса тӑмалла?

6 Закон мӗн ыйтнине тытса тӑрӑр (Рим 13:1, 2). Ҫӗршывсенчен нумайӑшӗнче мӑшӑрланасси пирки калакан законсем пур, хӗрпе каччӑн вара ҫав законсене тытса тӑмӑлла. Христиансен хӑйсем пурӑнакан вырӑнта ҫав тӗлӗшрен мӗнле законсем пуррине тӗпчесе пӗлмелле. Сире ҫакна хӑвӑр тӗллӗн тума йывӑр пулсан, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтӑрb.

7. Туй тивӗҫлӗ ирттӗр тесен мӗн тумалла?

7 Туй тивӗҫлӗ ирттӗр тесе тӑрӑшӑр (1 Кор. 10:31, 32). Хӑвӑр туйра Туррӑн святой сывлӑшӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем палӑрса тӑччӑр тесе тӑрӑшӑр. Ҫавӑнпа та ҫак тӗнчен сывлӑшӗпе мӗн ҫыхӑннӑ, ҫавсене пурне те сирсе ярӑр (Гал. 5:19—26). Библире каланӑ тӑрӑх, каччӑ пулас ҫемьен пуҫӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та туй савӑнӑҫлӑ та тивӗҫлӗ иртесси унӑн яваплӑхӗ. Ҫакна тума мӗн пулӑшӗ? Мӑшӑрланнӑ ятпа Библи тӑрӑх хатӗрленӗ доклад. Ӑшшӑн, хисеплӗн тата юратса каланӑ ҫак доклад туя килнисене мӑшӑрлӑ пурнӑҫа — Иегова панӑ парнене — тата ытларах хаклама хавхалантарӗ. Ҫавӑн пекех ҫак доклад итлекенсене туй питӗ пӗлтерӗшлӗ событи пулнине ӑнланса илме пулӑшӗ. Ҫавӑнпа та христиансенчен нумайӑшӗ, май пур пулсан, ҫак доклада Патшалӑх залӗнче туса пама ыйтаҫҫӗ. Эсир те Патшалӑх залӗпе усӑ курасшӑн пулсан, ҫавна тума ирӗк илес тесен старейшинӑсем патне сирӗн маларах ҫыру ҫырмалла.

8. Мӑшӑрланнӑ ятпа уяв апачӗ йӗркелеме шут тытнӑ чухне мӗне шута илмелле? (Рим 13:13).

8 Рим 13:13 вуласа парӑр. Мӑшӑрланнӑ ятпа уяв апачӗ йӗркелеме шут тытрӑр пулсан, ун ҫине тӗнче сывлӑшӗ витӗм ан кӳтӗр тесе мӗн тума пулать? Рим 13:13-мӗшӗнче «асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ ӗҫкӗ-ҫикӗре ҫынсем ӗҫсе ӳсӗрӗлнине тата унта ҫӗрлечченех музыка янранине пӗлтерет. Эсир туйра эрех-сӑра сӗнесшӗн пулсан, никам та ӗҫсе ан ларттӑр тесен мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑрc. Унта музыка пулать пулсан, хӑнасем пӗр-пӗринпе кӑшкӑрмасӑр калаҫма пултарччӑр тесе ӑна хытӑ ан ярӑр. Ҫавӑн пекех музыкӑн жанрӗ те, юрӑсен тексчӗ те никама та ан кӳрентертӗр тесе ӑна тӗплӗн суйласа илӗр.

9. Мӑшӑрланнӑ ятпа уяв апачӗ йӗркелеме шут тытнӑ чухне тата мӗне шута илмелле?

9 Сирӗн туйра тӑван-хурӑнташсемпе туссен уяв ячӗпе кӗскен сӑмах тухса каласси пулать-и? Эсир унта фотосем, видеосем кӑтартасшӑн-и е хӑнасем валли вӑйӑ-кулӑсем йӗркелесшӗн-и? Ҫаксене пула туй кунӗ нумайлӑха асра юлӗ. Анчах та туйра мӗн кӑтартни пурте вырӑнлӑ пултӑр тесе тӑрӑшӑр (Флп. 4:8). Ҫавӑнпа та хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Ҫакӑ туя килнисене тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисепленине кӑтартӗ-и? Чи кирли вара, ҫакӑ Иеговӑна чыс кӳрӗ-и?» Паллах ӗнтӗ, туйра кӑштах шӳтлесе илни вырӑнлӑ пулма пултарать, анчах ҫак тӗлӗшрен виҫине пӗлмелле. Сӑмахран, аскӑнлӑхпа кӑштах та пулин ҫыхӑннӑ шӳтсем пулмалла мар (Эф. 5:3). Эсир тӑван-хурӑнташусене тата тусусене туйра сӑмах тухса калама ирӗк парасшӑн пулсан, малтан ҫакна ӑнланма тӑрӑшӑр: вӗсем сире мӗн килӗшнипе килӗшменнине пӗлеҫҫӗ-и тата сирӗн шухӑшсене хисеплеҫҫӗ-и?

10. Мӗншӗн мӑшӑрӑн хӑйсен туйне тунӑ чухне сӑпайлӑ пулмалла? (1 Иоанн 2:15—17).

10 Сӑпайлӑ пулӑр. (1 Иоанн 2:15—17 вуласа парӑр.) Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем хӑйсем ҫине ытлашши пӑхтарас вырӑнне хӑйне чысланине курса питӗ савӑнать. Ҫавӑнпа та сӑпайлӑ христиансем хӑйсен пурлӑхӗпе мухтанмӗҫ тата туй валли ытлашши нумай укҫа тӑкакламӗҫ. Туй сӑпайлӑ пулни мӗнле усӑ парать? Норвегире пурӑнакан Майк ятлӑ арҫын тӑван акӑ мӗн калать: «Пирӗн сӑпайлӑ, анчах хитре туй пулчӗ. Вӑл пирӗн асра ырӑ асаилӳсем хӑварчӗ. Унсӑр пуҫне, эпир кивҫене кӗмерӗмӗр тата малалла пионерсем пулса ӗҫлеме пултартӑмӑр». Индире пурӑнакан Та́бита ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Пирӗн ытлашши пӑшӑрханма тивмерӗ. Пирӗн туй ансат пулнӑран ӗҫсем те сахалрах пулчӗҫ тата ҫавӑн пирки тӑван-хурӑнташсемпе те сахалрах калаҫса татӑлма тиврӗ».

Христиансен туйӗсем тӗрлӗ вырӑнта мӗнле иртнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) хӗрпе каччӑ Патшалӑх залӗнче мӑшӑрланнӑ ятпа тӑвакан доклада итлесе лараҫҫӗ; 2) уҫӑ сывлӑшра иртекен туйра пӗр мӑшӑр тин кӑна мӑшӑрланнӑ хӗрпе каччӑна саламлаҫҫӗ; 3) хӗрпе каччӑ туя килнӗ хӑнасемпе пӗрле сӗтел ҫинчен апат илеҫҫӗ; 4) урамра иртекен туйра хӗрпе каччӑ мӑшӑрланнӑ ятпа тӑвакан доклада тӑрса итлеҫҫӗ.

Хӗрпе каччӑ кирек ӑҫта пурӑнсан та, вӗсен туйӗ сӑпайлӑ, илемлӗ пулма тата нумайлӑха асра юлма пултарать (10, 11 абзацсене пӑхӑр)


11. Хӗрпе каччӑ хӑйсен ҫипуҫӗпе сӑпайлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

11 Эсир туйра хӑвӑр мӗн тӑхӑнассине шутласа хутӑр-и? Паллах ӗнтӗ, эсир питӗ хитре тӑхӑнасшӑн. Библие ҫырнӑ вӑхӑтра та хӗрпе каччӑ ҫи-пуҫ илемлӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ (Ис. 61:10). Хӗрпе каччӑ туйра мӗнле тӑхӑнни вӗсем ытти ҫӗрте мӗнле тӑхӑннинчен уйрӑлса тӑма пултарать, анчах вӗсен тумтирӗ пурпӗр сӑпайлӑ пулмалла (1 Тим. 2:9). Ҫакна асра тытӑр: чи кирли вӑл — сирӗн ҫи-пуҫ мар, сирӗн туй Иеговӑна чыс кӳни (1 Пётр 3:3, 4).

12. Мӗншӗн хӗрпе каччӑн туйра Библие хирӗҫлекен нимле йӑла-йӗрке те ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла?

12 Библие хирӗҫлекен йӑла-йӗркесене сирсе ярӑр (Ӳлӗм. 18:4). Туй йӑлисенчен нумайӑшӗ суя тӗнпе, спиритизмпа тата тӗшмӗшпе ҫыхӑннӑ. Иегова пире таса марринчен аякра тӑма ӳкӗтлет (2 Кор. 6:14—17). Эсир хӑвӑр пурӑнакан вырӑнти хӑш-пӗр йӑла-йӗркесем пирки иккӗленетӗр пулсан, вӗсем мӗнле пуҫланса кайнине тӗпчесе пӗлӗр тата вӗсене туйра тытса тӑма кирлипе кирлӗ маррине пӗлме пулӑшакан Библири принципсене пӑхса тухӑр.

13. Иегова парнесем ҫине мӗнле пӑхать тата хӗрпе каччӑ унран тӗслӗх мӗнле илме пултараҫҫӗ?

13 Эсир пурӑнакан вырӑнта туйра хӗрпе каччӑна парнесем парас йӑла пур-и? Туйра хӑш-пӗр хӑнасем хаклӑ парнесем парнелеме пултараҫҫӗ, теприсен вара ҫавӑн пек май ҫук. Паллах, Библи христиансене уҫӑ кӑмӑлпа пама хавхалантарать, мӗншӗн тесен илессинчен парасси телейлӗрех тӑвать (Ытар. 11:25; Ап. ӗҫ. 20:35). Анчах та хӑнасене вӗсен парне памаллах е парни вӗсен хаклӑ пулмалла тесе шутлаттармалла мар. Эпир парнесем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхатпӑр, ҫавӑнпа та ыттисем мӗн пама пултарнине тата ҫавна чун-чӗререн панине хаклатпӑр (2 Кор. 9:7).

ЙЫВӐРЛӐХСЕМ СИКСЕ ТУХСАН МӖН ТУМАЛЛА?

14. Туя хатӗрленнӗ чухне мӗнле йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ?

14 Иеговӑна чыс кӳрекен туй тума ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Сӑмахран, эсир ансат туй тӑвасшӑн пулсан, хӑш-пӗрисем ҫакӑнпа килӗшмесен те пултараҫҫӗ. Соломон утравӗсенче пурӑнакан Чарли ҫапла калать: «Туя кама-кама чӗнмеллине шутласа хума шутсӑр йывӑр пулчӗ. Пирӗн туссем нумай, вӗсем вара пурте эпир чӗнессе кӗтнӗ. Пирӗн культурӑра йӑли ҫавнашкал». Унччентерех асӑннӑ Табита ҫапла калать: «Эпӗ пурӑнакан вырӑнта туя, ялан тенӗ пекех, нумай хӑна чӗнеҫҫӗ. Эпир 100-е яхӑн ҫын чӗнесшӗн пултӑмӑр, анчах та аттепе аннене ҫакӑнпа килӗшме вӑхӑт кирлӗ пулчӗ». Индире пурӑнакан Сара ҫапла каласа парать: «Нумайӑшӗ хӑйсем ҫинчен ыттисем мӗн шутлани ҫине пӑхаҫҫӗ. Манӑн иккӗмӗш сыпӑкри тӑван-хурӑнташсем чаплӑ туйсем турӗҫ. Мана вара манӑн туй вӗсеннинчен те чаплӑрах пулмалла тесе ӳкӗтлерӗҫ». Сире ҫак тата ытти йывӑрлӑхсене татса пама мӗн пулӑшӗ?

15. Мӗншӗн туя хатӗрленнӗ чухне час-часах кӗлтумалла?

15 Туя хатӗрленнӗ чухне час-часах кӗлтӑвӑр. Турра кӗлӗре хӑвӑр тӗл пулакан пур йывӑрлӑх ҫинчен те, хӑвӑрӑн туйӑмусем ҫинчен те каласа парӑр (Флп. 4:6, 7). Эсир Иеговӑран тӗрӗс йышӑнусем тума, хӑвӑра мӗн те пулин пӑшӑрхантарнӑ чухне лӑпкӑ пулма тата хӑвӑр тунӑ йышӑну кама та пулин килӗшмен чухне ҫирӗп пулма пулӑштӑр тесе ыйтма пултаратӑр (1 Пётр 5:7). Эсир Иегова хӑвӑр кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курса ӑна тата хытӑрах шанма пуҫлатӑр. Унччентерех асӑннӑ Табита акӑ мӗн калать: «Эпир каччӑпа иксӗмӗр пирӗн хушӑра тата пирӗнпе хамӑр ҫемьесем хушшинче хирӗҫӳсем пуласран пӑшӑрхантӑмӑр. Ҫавӑнпа та эпир туйпа ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явас умӗн кашнинче кӗлтӑваттӑмӑрччӗ. Вара пурте йӗркеллӗ пулса пычӗ тата эпир хамӑра Иегова пулӑшса тӑнине туйса тӑтӑмӑр».

16, 17. Туя хатӗрленнӗ чухне хисеплӗн тата уҫҫӑн калаҫни мӗнле пулӑшать?

16 Пӗр-пӗринпе тата тӑван-хурӑнташусемпе хисеплӗн калаҫӑр (Ытар. 15:22). Хӗрпе каччӑн туйпа ҫыхӑннӑ нумай йышӑну тумалла. Вӗсен туй хӑҫан пулассине, мӗн чухлӗ укҫа тӑкаклассине, кама-кама чӗнмеллине тата ытти япаласене те палӑртса хумалла. Пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн пулас мӑшӑрупа тӗрлӗ вариантсене пӑхса тухӑр, Библири вырӑнлӑ принципсене сӳтсе явӑр тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансемпе канашласа пӑхӑр. Хӑвӑра мӗн килӗшни ҫинчен пӗр-пӗринпе тата хӑвӑрӑн тӑван-хурӑнташусемпе калаҫнӑ чухне ырӑ пулӑр, хӑвӑрӑнни ҫинче ҫеҫ ан тӑрӑр. Сирӗн ҫемьерисен, сӑмахран, аҫу-аннӳн, вырӑнлӑ сӗнӳсем пур пулсан, вӗсем ыйтнӑ пек тума тӑрӑшӑр. Вӗт сирӗн туй вӗсемшӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем мӗн ыйтнине тума пултараймастӑр пулсан, мӗншӗн ҫавна тума пултарайманнине ыррӑн ӑнлантарса парӑр (Кол. 4:6). Тӑван-хурӑнташусене ҫакна ӑнланма пулӑшӑр: сирӗн тӗп тӗллев вӑл — Иеговӑна чыс кӳрекен савӑнӑҫлӑ туй тӑвасси.

17 Сирӗн аҫупа аннӳ Иеговӑшӑн ӗҫлемеҫҫӗ пулсан, сире хӑвӑр мӗншӗн кун пек е ун пек йышӑну тунине вӗсене ӑнлантарса пама йывӑр пулма пултарать. Анчах та эсир вӗсене хӑвӑр мӗн шутланине ыррӑн ӑнлантарса пама пултаратӑр. «Тӑван-хурӑнташсем пирӗн туйра индуизмри йӑла-йӗркесем пулмалла терӗҫ, — каласа парать Индире пурӑнакан Санто́ш ятлӑ арҫын тӑван. — Пире, хӗрпе иксӗмӗре, пирӗншӗн ҫакӑ мӗншӗн вырӑнлӑ мар пулнине вӗсене ӑнлантарса пама нумай вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Анчах та хамӑрпа Иегова хушшинчи хутшӑнусемпе ҫыхӑнман хӑш-пӗр ыйтусенче эпир вӗсем каланӑ пек турӑмӑр. Сӑмахран, эпир хамӑра килӗшекен апат-ҫимӗҫ вырӑнне атте-аннене килӗшекеннине суйласа илтӗмӗр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑр туйра юрӑсемпе ташӑсем ан пулччӑр терӗмӗр, мӗншӗн тесен аттепе анне ҫакӑн пеккине хӑнӑхман».

18. Туй йӗркеллӗ ирттӗр тесе хӗрпе каччӑ мӗн тума пултараҫҫӗ? (1 Коринф 14:40). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

18 Тӗплӗн хатӗрленӗр. Ӗҫсене лайӑх йӗркеленине пула туй кунӗнче пӑшӑрханмалли сахалтарах пулӗ. (1 Коринф 14:40 вуласа парӑр.) Тайваньре пурӑнакан Уэ́йн акӑ мӗн калать: «Туйччен темиҫе кун маларах эпир пире пулӑшас текенсемпе пӗчӗк тӗлпулу ирттертӗмӗр. Пурте йӗркеллӗ ирттӗр тесе эпир туй кунӗнче мӗн-мӗн тумаллине маларах палӑртса хутӑмӑр тата туйӑн хӑш-пӗр пайӗсене репетици турӑмӑр». Унсӑр пуҫне, туйӑн кашни пайне вӑхӑтра пуҫлӑр, ҫапла эсир хӑнасене хисепленине кӑтартатӑр.

Хӗрпе каччӑ туя мӗнле ирттермеллине хӑйсене пулӑшакан тусӗсемпе сӳтсе яваҫҫӗ. Каччи планшет тытнӑ тата туйра хӑнасене мӗнле лартса тухмаллине кӑтартать.

Пурте йӗркеллӗ ирттӗр тесен туй кунӗнче мӗн-мӗн тумаллине маларах палӑртса хумалла (18-мӗш абзаца пӑхӑр)


19. Туй йӗркеллӗ ирттӗр тесе хӗрпе каччӑ маларах мӗн тума пултараҫҫӗ?

19 Мӗн-мӗн тумаллине маларах палӑртса хурсан, нумай йывӑрлӑхран хӑтӑлма пулать (Ытар. 22:3). Сӑмахран, эсир пурӑнакан вырӑнта чӗнмен хӑнасем те килме пултараҫҫӗ пулсан, ҫавӑн пекки ан пултӑр тесе хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сирӗн Иеговӑна ӗненмен тӑван-хурӑнташсем пур пулсан, вӗсене туй мӗнле иртесси пирки каласа парӑр тата анлӑ сарӑлнӑ туй йӑли-йӗркисем ҫине хӑвӑр мӗнле пӑхнине ӑнлантарса парӑр. Вӗсене jw.org сайтри «Как проходят свадьбы Свидетелей Иеговы?» ятлӑ статьяна кӑтартма пулать. Унсӑр пуҫне, эсир хӑвӑр шанакан арҫын тӑвана «туй пуҫӗ» пулма ыйтма пултаратӑр (Иоанн 2:8). Унпа хӑвӑр сӗнӳсене сӳтсе явӑр, вара вӑл сире туя хӑвӑр ыйтнӑ пек тата йӗркеллӗ ирттерме пулӑшӗ.

20. Хӗрпе каччӑн мӗне асра тытмалла?

20 Тен, эсир туй валли мӗн-мӗн тумалли ҫинчен шухӑшланӑ май питӗ хытӑ пӑшӑрханатӑр. Анчах ҫакна асра тытӑр: туй пӗр куна ҫеҫ пырать. Вӑл сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ кӑна. Туй хыҫҫӑн вара эсир мӑшӑрупа пӗрле малалла Иеговӑшӑн ӗҫлеме пултаратӑр. Сирӗн туй сӑпайлӑ пултӑр тата Турра чыс кӳтӗр тесе мӗн тума пултарнине веҫех тӑвӑр. Иеговӑна шанӑр, вара сирӗн ҫак кун пирки ӳкӗнесси пулмӗ, тата туй кунӗ сирӗн чӗрере ӑшӑ асаилӳсем ҫеҫ хӑварӗ (Пс. 36:3, 4).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Мӗншӗн туй кунӗ Иеговӑна чыс кӳмелле?

  • Хӗрпе каччӑ хӑйсен туйӗ тивӗҫлӗ ирттӗр тата Турра чыс кӳтӗр тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

  • Туй сӑпайлӑ пулни мӗнле усӑ парать?

107-МӖШ ЮРӐ Турӑран юратма вӗренӗр

a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Нумай культурӑра туйра хӗрпе каччӑ яланах пӗрле пулӑпӑр тесе Турра тата пӗр-пӗрне сӑмах параҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗрпе каччӑ тусӗсемпе тӑван-хурӑнташӗсене пӗрле пуҫтарса мӑшӑрланнӑ ятпа уяв апачӗ йӗркелеме пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр культурӑсенче вара ҫавӑн пек йӑла ҫук, ҫав-ҫавах туйпа ҫыхӑннӑ Библири принципсене пӑхса тухни хӗрпе каччӑна нумай усӑ пама пултарать.

b Закон тӑрӑх ҫырӑнмалли ҫине христиансем мӗнле пӑхнине пӗлес тесе 2006 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинчи» «Свадьбы, достойные в глазах Бога и людей» ятлӑ статьяна пӑхӑр.

c jw.org сайтра «Туйра эрех-сӑра сӗнмелле-и?» видеона пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр