Ватӑ тӑвансем, эсир пухушӑн хаклӑ
«Ҫамрӑклӑха аса илетӗп те ун чухне нумай мӗн тума пултарнинчен тӗлӗнетӗп. Анчах ҫулсем иртеҫҫӗ, халӗ вара вӑйсем унчченхи пек мар» (Ко́нни, 83 ҫулта).
Тен, эсир те ватлӑх хӑвӑр ҫине мӗнле витӗм кӳнине куратӑр. Эсир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесен те, хавӑр халӗ мӗн тума пултарнине унччен мӗн тума пултарнипе танлаштарни сире хурлантарма пултарать. Ҫавӑн пек чухне сире савӑнӑҫлӑ пулма мӗн пулӑшӗ?
ИЕГОВА СИРӖНТЕН МӖН КӖТЕТ?
Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Иегова манран мӗн кӗтет?» Сире 2 Коринф 8:12-мӗшӗнчи сӑмахсем йӑпатма пултараҫҫӗ. Унта ҫапла каланӑ: «Кам та пулин хаваспах парать пулсан, ҫакӑ Турра кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен Турӑ ҫын хӑй пама пултарайманнине мар, пама пултарнине парасса кӗтет».
Ҫак сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Иегова сирӗнтен хӑвӑр мӗн тума пултарнине тӑвасса кӗтет. Ҫак шухӑш сире хӑвӑра ыттисемпе танлаштарассинчен, ҫавӑн пекех хӑвӑр унччен Турра мӗн пама пултарнине халӗ мӗн панипе танлаштарассинчен сыхланма пулӑшать.
Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: ҫамрӑкрах пулнӑ чухне эсир вӑл вӑхӑтра Иеговӑна чи лайӑххине парса тӑнӑ паллах. Анчах халӗ, сирӗн лару-тӑру улшӑнсан, эсир Иеговӑна чи лайӑххине парса тӑма пӑрахман вӗт. Сирӗн лару-тӑру ҫине ҫак енчен пӑхсан, апла-тӑк сирӗн нимӗн те улшӑнман. Эсир унччен Иеговӑна чи лайӑххине парса тӑнӑ, халӗ те ҫавнах тӑватӑр.
Эсир ҫамрӑкрах пулнӑ чухне Иеговӑна чи лайӑххине панӑ. Халӗ те эсир, ватлӑха пӑхмасӑрах, чи лайӑххине парса тӑратӑр
ЭСИР ЫТТИСЕНЕ САМАЯХ УСӐ ПАМА ПУЛТАРАТӐР
Пурӑнса ирттернӗ ҫулсем ҫине урӑх майлӑ та пӑхма пулать. Мӗн тума пултарайманни ҫинчен ҫеҫ шутлас вырӑнне, ватлӑх сире валли мӗнле майсем уҫса пани ҫинчен шухӑшлӑр. Халӗ эсир ҫамрӑкрах пулнӑ чухне мӗн тума пултарайманнине тума пултаратӑр. Акӑ ҫак майсенчен пӗри.
Пурнӑҫра хӑвӑр мӗн пӗлнине каласа парӑр. Библирен илсе панӑ ҫак сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
Давид патша: «Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм» (Пс. 36:25).
Иисус Навин: «Акӑ ӗнтӗ эпӗ ҫӗр ҫинчи мӗнпур чун каякан ҫӗре каятӑп. Эсир вара пӗтӗм чӗрӗрпе, пӗтӗм чунӑрпа пӗлсе тӑратӑр: Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ; сирӗншӗн пӗтӗмпех пурӑнӑҫланчӗ, пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫа кӗмесӗр юлмарӗ» (Иис. Н. 23:14).
Давид тата Иисус Навин Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫленӗ. Вӗсем пурӑнса курнӑ ҫынсем пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем каланӑ сӑмахсем витӗмлӗ пулнӑ.
Эсир те Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетӗр пулсан, Иегова хӑвӑршӑн тата ытти тӑвансемшӗн мӗн тунине каласа пама пултаратӑр. Эсир Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле ятарлӑ майпа пилленине те курнӑ пуль. Ку ҫапла пулсан, мӗншӗн-ха ҫакӑн ҫинчен каласа парас мар? Ҫакӑ пухури тӑвансене ҫеҫ мар, сире хӑвӑра та ҫирӗплетӗ (Рим 1:11, 12).
Ыттисене ҫирӗплетмелли тепӗр май вӑл — сывлӑх май панӑ чухне Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене ҫӳресси. Ҫакӑ сире те, пухури тӑвансене те хавхалантарӗ. Конни, унӑн сӑмахӗсене статья пуҫламӑшӗнче илсе панӑччӗ, ҫапла калать: «Тӗлпулусене ҫӳрени мана хуйха ӳкме памасть. Патшалӑх залӗнче пухури тӑвансенчен эпӗ питӗ нумай юрату илетӗп, ҫавӑнпа та мӗнле-ха эпӗ хурланма пултарӑп? Эпӗ вӗсене питӗ пархатарлӑ, ҫавӑнпа вӗсене пӗчӗк парнесем парнелетӗп. Эпӗ малалла та тӑвансемпе пӗрле пухӑвӑн ӗҫӗсене хутшӑнасшӑн».
ИЕГОВА ЭСИР ХӐЙӖНШӖН МӖН ТУНИНЕ ПУРНЕ ТЕ ХАКЛАТЬ
Библире хӑйсем мӗн чухлӗ тӑвасшӑн пулнине тума пултарайман нумай ҫын ҫинчен каласа панӑ, анчах та ҫав ҫынсене Иегова юратнӑ. Симеонӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Иисус ҫуралнӑ чухне вӑл питӗ ватӑ пулнӑ. Храма килмессерен, Симеон унта кирлӗ ӗҫсем тӑвакан ҫамрӑк арҫынсене курнӑ паллах. Тен, вӑл эпӗ Турӑшӑн ҫав ҫамрӑксем чухлӗ тӑваймастӑп, ҫавӑнпа та манран усси сахал тесе шутлама пултарнӑ. Анчах Иегова Симеон ҫине пачах урӑхла пӑхнӑ — уншӑн Симеон «Турӑран хӑракан... тӳрӗ ҫын» пулнӑ. Иегова ӑна тин кӑна ҫуралнӑ Иисуса курма панипе чыс тунӑ. Унсӑр пуҫне, Турӑ Симеон урлӑ Иисус пама пулнӑ Мессия пулать тесе пророкла каланӑ (Лука 2:25—35). Чӑнах та, ҫак ватӑ ҫын ҫинче «святой сывлӑш пулнӑ». Иеговӑшӑн Симеонӑн сывлӑхӗ мӗн тери ҫирӗп пулни мар, унӑн ӗненӗвӗ мӗн тери ҫирӗп пулни пӗлтерӗшлӗ пулнӑ.
Иегова Симеона тин кӑна ҫуралнӑ Иисуса курма панипе тата пама пулнӑ Мессия ҫинчен пророкла калама панипе ӑна чыс тунӑ
Эсир те ҫакна шанма пултаратӑр: Иегова хӑвӑр мӗн тума пултарайманнине пӑхмасӑрах сирӗн сӑваплӑ ӗҫе хаклать. Парне панӑ чухне «ҫын хӑй пама пултарайманнине мар, пама пултарнине» парать пулсан, ҫакӑ Турра кӑмӑллӑ (2 Кор. 8:12).
Ҫавӑнпа та хӑвӑр мӗн тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Сӑмахран, эсир ырӑ хыпара — кӑштах та пулин — мӗнле майсемпе сарма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Унсӑр пуҫне, эсир пухури тӑвансене, тӗслӗхрен, вӗсем патне шӑнкӑравланипе е открытка ҫырса янипе ҫирӗплетме пултаратӑр. Юратӑва ҫакӑн пек пӗчӗк ӗҫсемпе кӑтартни — уйрӑмах ҫакӑ Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлекен тӑванран пулсан — пухури тӑвансене питӗ хавхалантарма пултарать.
Сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн савӑнӑҫлӑн ӗҫлеме пулать. Ҫакна Хӗвелтухӑҫ Африкӑра пулса иртнӗ пӗр тӗслӗх кӑтартса парать. Ун ҫинчен «Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ» рамкӑра каласа панӑ.
Сирӗн ӗненӳ тата эсир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнни ыттисене хавхалантарма пултарнине асра тытӑр. Эсир чӑтӑмлӑ пулас тӗлӗшрен чаплӑ тӗслӗх кӑтартатӑр. Ҫавӑнпа та ҫакна шанса тӑрӑр: тӳрӗ Турӑ «сирӗн ӗҫе тата эсир ун ятне юратнине — эсир сӑваплӑ ҫынсене унччен те, халӗ те мӗнле пулӑшса тӑнине — манмӗ» (Евр. 6:10).
МАЛАЛЛА ТА ХӐВӐР МӖН ТУМА ПУЛТАРНИНЕ ПУРНЕ ТЕ ТӐВӐР
Тӗпчевсем палӑртнӑ тӑрӑх, ыттисене пулӑшакан ватӑ ҫынсем хӑйсене лайӑхрах туяҫҫӗ, уҫӑмлӑрах шухӑшлаҫҫӗ тата нумайрах пурӑнаҫҫӗ.
Паллах ӗнтӗ, ырӑ ӗҫсем ватлӑха чарма пултараймаҫҫӗ. Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ ватлӑхпа вилӗмӗн тӗп сӑлтавне — Адамран пирӗн ҫине куҫнӑ ҫылӑха — пӗтерме пултарать (Рим 5:12).
Ҫав-ҫавах Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне хутшӑнни сирӗн шанчӑка ҫирӗп пулма пулӑшӗ тата, тен, сирӗн сывлӑха та усӑ парӗ. Хаклӑ ватӑ тӑвансем, тархасшӑн, ҫакна асра тытӑр: Иегова эсир сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунине пурне те хаклать, тата эсир ӗненӳ кӑтартни пухури тӑвансемшӗн питӗ хаклӑ.