2026 ҪУЛХИ ИЮНӖН 1—7
111-МӖШ ЮРӐ Савӑнмалли сӑлтавсем
Ҫынсем сире курайман чухне те эсир телейлӗ пулма пултаратӑр!
«Ҫынсем сире курайми пулсан... эсир телейлӗ» (ЛУКА 6:22).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Пире Иеговӑшӑн ӗҫленӗшӗн кураймаҫҫӗ пулсан та, мӗншӗн эпир телейлӗ пулма пултаратпӑр?
1. Иисус мӗн каланӑ тата унӑн сӑмахӗсем мӗншӗн тӗлӗнтерме пултараҫҫӗ?
ТУ ҪИНЧЕ каланӑ проповедьре Иисус: «Ҫынсем сире курайми пулсан... эсир телейлӗ», — тенӗ (Лука 6:22). Ҫак сӑмахсем ӑна итлекен ҫынсене тӗлӗнтернӗ пулас. Чӑнах та, никама та хӑйне ыттисем курайманни килӗшмест. Апла пулсан, мӗншӗн-ха Иисус ҫапла каланӑ? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла, мӗншӗн тесен хальхи вӑхӑтра Иисусӑн вӗренекенӗсене нумайӑшӗ кураймасть. Айтӑр мӗншӗн ыттисем пире курайманнине, тата ҫавна пӑхмасӑрах мӗншӗн эпир телейлӗ пулма пултарнине пӑхса тухар.
МӖНШӖН ПИРЕ КУРАЙМАҪҪӖ?
2, 3. а) Чӑн христиансене мӗншӗн курайманнине кӑтартакан сӑлтавсенчен пӗри хӑшӗ? (Иоанн 16:2, 3). ӑ) Ҫакна ӑнланни хамӑра хирӗҫ тӑракансем ҫине мӗнле пӑхма хавхалантарӗ?
2 Пире кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна пуҫҫапатпӑр. Иисус кам хӑйӗн вӗренекенӗсене хӗсӗрлӗ тата вӗлерӗ, ҫавсем пирки ҫапла каланӑ: «Вӗсем ҫавна Аттене те, мана та пӗлменрен тӑвӗҫ». (Иоанн 16:2, 3 вуласа парӑр.) Анчах мӗншӗн вӗсем Иеговӑна пӗлмеҫҫӗ? Кам ҫавӑншӑн айӑплӑ? Тӗпрен илсен, Шуйттан. Библире ун пирки «ҫак тӗнчен турри» тенӗ (2 Кор. 4:3, 4). Вӑл ҫынсене Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлме чӑрмантарать тата вӗсене Турра пӗлекен тата юратакан ҫынсене хирӗҫ тӑма хӗтӗртсе тӑрать (Иоанн 8:42—44). Ҫакна ӑнланни хамӑра хирӗҫ тӑракансем ҫине мӗнле пӑхма хавхалантарӗ? Эпир вӗсене Шуйттан улталанине пӗлетпӗр, ҫавӑнпа эпир, вӗсем пире кураймаҫҫӗ пулин те, вӗсене кураймасӑр тӑмастпӑр.
3 Акӑ Павелa ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхӗ. Вӑл пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывра пурӑнать. Вӑл малалла та Иеговӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑнӑшӑн ӑна арестленӗ, хытӑ хӗненӗ тата темиҫе уйӑхлӑха пӗччен лармалли камерӑна хупнӑ. Павел ҫапла калать: «Пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме Шуйттанпа демонсем чарасшӑн пулнине эпӗ уҫҫӑн куратӑп. Ман шутпа, тӗрмере ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ пире хирӗҫ мар. Вӗсем хӑйсен ӗҫне тӑваҫҫӗ ҫеҫ». Хорватире пурӑнакан арҫын тӑванӑн Иеговӑна ӗненмен ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене унпа хаяррӑн тытнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Халӗ эпӗ ҫакна ӑнланатӑп: аттепе анне манӑн тӑшмансем мар, манӑн чӑн-чӑн тӑшман вӑл — Шуйттан» (Эф. 6:12).
4. Иисусӑн тата Стефанӑн тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
4 Эпир хамӑра хӗсӗрлекенсене кураймасӑр тӑмастпӑр. Библи пире вӗсемшӗн кӗлтума та хавхалантарать (Матф. 5:44). Ҫав тӗлӗшрен эпир Иисусран тата Стефанран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Рим салтакӗсем Иисуса юпа ҫине пӑталаса хурсан, вӑл: «Атте, каҫар вӗсене», — тесе кӗлтунӑ (Лука 23:34). Иисус Иеговӑна ҫав салтаксене каҫарма ыйтнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсене мӗн хушнине тунӑ ҫеҫ. Тен, вӑл тӗн пуҫлӑхӗсем хӗтӗртнипе хӑйне вӗлерме ыйтнӑ ҫынсене те каҫарма ыйтнӑ. Иисус ҫав ҫынсем хӑйсем чӑннипех мӗн тунине ӑнланманнине пӗлнӗ. Стефан та Турӑран хӑйне вӗлерекенсене каҫарма ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 7:58—60). Иегова Иисусӑн тата Стефанӑн кӗллисем ҫине хуравланӑ-и? Хуравланӑ. Иисуса вӗлерме ыйтакансенчен нумайӑшӗ каярахпа ӳкӗннӗ, Иисуса ӗненнӗ те шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 2:36—41). Стефана вӗлернине ырлакансенчен сахалтан пӗри — Савл ятлӑ Тарс ҫынни — вӑхӑт иртсен христианин пулса тӑнӑ тата пӗлменрен тунӑ усал ӗҫсемшӗн чун-чӗререн ӳкӗннӗ (1 Тим. 1:13).
Иисус тата Стефан пекех, эпир те хамӑра хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтума пултаратпӑр (4-мӗш абзаца пӑхӑр)
5. Сесар тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
5 Хальхи вӑхӑтра та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсене хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑваҫҫӗ, Иегова вара вӗсен кӗллисем ҫине хуравлать. Венесуэлӑра пурӑнакан Се́сар ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иегова Свидетелӗ пулнӑшӑн унӑн ашшӗ питӗ вӑйлӑ ӑна хирӗҫ тӑнӑ. Сесар аса илет: «Манӑн анне питӗ лайӑх арӑмччӗ тата чи лайӑх аннеччӗ. Вӑл Турӑ Патшалӑхне хӑйӗн пурнӑҫӗнче яланах малти вырӑна хуратчӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫемье валли те вӑхӑт уйӑратчӗ. Вӑл мана, манӑн аппапа икӗ пиччене тата шӑллӑмпа йӑмӑка аттене хисеплеме вӗрентетчӗ. Вӑл пире атте мӗн ыйтни Туррӑн ирӗкне хирӗҫлемест пулсан ӑна итлемелле тесе калатчӗ». Ҫулсем иртсен Сесар ашшӗн чӗри ҫемҫелнӗ. «Пӗррехинче хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн, — каласа парать Сесар, — эпӗ аттене Библи вӗренме сӗнтӗм. Вӑл килӗшсен, эпӗ мӗн тери савӑннине сӑмахпа та каласа параяс ҫук». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Сесар ашшӗ шыва кӗнӗ. Паллах ӗнтӗ, пире Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантаракан ҫынсем пурте ҫавӑн пек улшӑнусем тумӗҫ. Анчах хӑш-пӗрисем, эпир хӑйсене хисепленине курса, хӑйсене пирӗнпе лайӑхрах тытма пуҫлаҫҫӗ. Эпир ҫакӑншӑн питӗ савӑнатпӑр! Эпир Иегова, хӗрхенекен «пӗтӗм ҫӗр Судйи», пире хирӗҫ тӑракансене хӑйӗн тусӗсем пулса тӑма пулӑшасса шанатпӑр (Пулт. 18:25).
6. Пире тата мӗнле сӑлтава пула кураймаҫҫӗ? (Марк 13:13).
6 Пире кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир Иисус майлӑ тӑратпӑр. Иисус чӑн христиансене хӑйӗн ячӗшӗн пурте курайми пулӗҫ тенӗ. (Марк 13:13 вуласа парӑр.) Иисус «ман ятшӑн» тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? Ҫакӑ вӑл хӑй кам пулнине тата унӑн Турӑ Патшалӑхӗн Патши пулма ирӗк пуррине пӗлтерет. Эпир Иегова суйласа лартнӑ Пуҫлӑх, Иисус Христос, майлӑ тӑратпӑр, ҫавӑншӑн пире ҫӗр ҫинчи пуҫлӑхсене шанакан ҫынсем кураймаҫҫӗ. Иисус тӳпери Патшалӑхра 1914 ҫултанпа патшара ларать. Кӗҫех вӑл хӑйӗн влаҫне пӑхӑнман пур правительствӑна та пӗтерӗ.
7, 8. Мӗншӗн хӑш-пӗр Иегова Свидетелӗсенчен мӑшкӑллаҫҫӗ? (Иоанн 15:18—20). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
7 Пире кураймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир Шуйттанӑн тӗнчинчи ҫынсем пек пуласшӑн мар. Хӑйӗн вӗренекенӗсене тата мӗншӗн курайманнине Иисус ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Эсир тӗнченӗн мар». (Иоанн 15:18—20 вуласа парӑр.) Малтанхи христиансем пекех, эпир хамӑра ҫак тӗнчери ҫынсем пек тытасшӑн мар, вӗсем пек калаҫасшӑн мар тата вӗсем пек шухӑшласшӑн мар. Ҫавна пула хамӑрпа пӗр пек ӗненекен нумай тӑванран ӗҫре е шкулта мӑшкӑллаҫҫӗ (1 Пётр 4:3, 4). Ҫав-ҫавах Иегова Свидетелӗсенчен мӑшкӑллакансенчен хӑш-пӗрисем хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарнӑ тата пире хисеплеме пуҫланӑ. Ҫакӑ пире питӗ савӑнтарать!
8 Акӑ Вӑтаҫӗр Америкӑра пурӑнакан Игна́сио тӗслӗхӗ. Вӑл Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑннӑшӑн пӗр учитель унран темиҫе ҫул хушши тӑрӑхласа кулнӑ. Шкул пӗтерес умӗн Игнасиоран ҫав учитель ыттисем мӑшкӑлласа кулнине пӑхмасӑрах мӗнле майпа эсӗ Библири принципсем тӑрӑх пурӑнма пултартӑн тесе ыйтнӑ. Игнасио учителе Туррӑн законӗсем хама хӳтлӗх панине ӗненнӗрен ҫавна тума пултартӑм тесе ӑнлантарнӑ. Унтан вӑл учителе пухӑвӑн тӗлпулӑвне чӗннӗ. Лешӗ пухӑва килсен, Игнасио питӗ тӗлӗннӗ. Пухури юрату учитель ҫине вӑйлӑ витӗм кӳнӗ, вара вӑл тӗлпулусене ҫӳреме пуҫланӑ. Каярахпа, Библи вӗренме пуҫласан, вӑл хӑй те хирӗҫ тӑнипе тӗл пулнӑ. Анчах вӑл вӗренме пӑрахман, юлашкинчен вара шыва кӗнӗ.
Эпир кирек миҫере пулсан та, хӑюллӑ пулма тата хамӑр мӗне ӗненнине хӳтӗлеме пултаратпӑр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)b
9, 10. а) Шуйттан тӗнчинчен эпир тата мӗнпе уйрӑлса тӑратпӑр? ӑ) Павел апостол тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
9 Эпир политика тата вӑрҫӑсем тӗлӗшӗнчен нейтралитет тытса тӑнипе те Шуйттан тӗнчинчен уйрӑлса тӑратпӑр (Иоанн 18:36). Эпир Рим 13:1-мӗшӗнчи канаша итлетпӗр, ҫавӑнпа патшалӑхри законсене пӑхӑнса тӑратпӑр. Ҫав вӑхӑтрах эпир политикӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче никам майлӑ та тӑмастпӑр, суйлавсенче хамӑра суйлама сӗнместпӗр тата никамшӑн та сасӑламастпӑр. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна тата Христос ертсе пыракан унӑн Патшалӑхне чунтан парӑннӑ. Иегова Свидетелӗсене нумайӑшне Иисуса ӗненнӗшӗн тата ӑна итленӗшӗн тӗрмене хупнӑ. Унта та вӗсем ырӑ хыпар калама чарӑнман. Ҫапла вӗсем нумай ҫул хушши килти арестра пулнӑ тата тӗрмере ларнӑ Павел апостолран тӗслӗх илеҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 24:27; 28:16, 30). Вӑл хӑйне итлекенсене пурне те — ҫав шутрах, тӗрме хуралҫисене те, судьясене те, пуҫлӑхсене те, патшасене те тата, тен, Рим императорӗ Нерон таврашӗнче ӗҫлекен чиновниксене те — ырӑ хыпар пӗлтернӗ (Ап. ӗҫ. 9:15).
10 Тӗрмере ларакан пирӗн тӑвансем те хӑйсене итлекенсене пурне те, сӑмахран, судьясене, тӗрмере ӗҫлекенсене тата влаҫра ларакан ҫынсене, ырӑ хыпар пӗлтереҫҫӗ. Пӗр арҫын тӑван нейтралитет тытса тӑнӑшӑн ултӑ ҫул ытла тӗрмере ларнӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, тӗрмере ларни ҫине вӑл наказани пани ҫине пӑхнӑ пек пӑхман, Иегова шанса панӑ ӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Ҫак ӗҫ вара тӗрмере ларакан тӳркӑмӑллӑ ҫынсене тупасси пулнӑ. Иегова ҫавӑн пек ҫынсене пирӗн урлӑ ырӑ хыпар пӗлтерме пултарнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр! (Кол. 4:3). Айтӑр халӗ мӗншӗн эпир ыттисем хамӑра курайман чухне те телейлӗ пулма пултарнине кӑтартакан ытти сӑлтавсене пӑхса тухар.
МӖНШӖН ЭПИР ХАМӐРА ЫТТИСЕМ КУРАЙМАН ЧУХНЕ ТЕ ТЕЛЕЙЛӖ ПУЛМА ПУЛТАРАТПӐР?
11. Хӗсӗрлени пирӗн ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултарать? Тӗслӗх илсе парӑр.
11 Эпир ҫакна пӗлетпӗр: тӗнче пире курайманни Библири пророкла каланисем пурнӑҫланнине кӑтартса парать. Библире ҫырса хунӑ пӗрремӗш пророкла сӑмахсенче Шуйттанпа ун майлисем Турра юратакан тата уншӑн ӗҫлекен ҫынсене курайми пулӗҫ тесе Иегова малтанах каласа хунӑ пулнӑ (Пулт. 3:15). Тӑватӑ Евангелире илсе панӑ Иисусӑн сӑмахӗсем ҫак пророкла калани чӑн пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ (Матф. 10:22; Марк 13:9—12; Лука 6:22, 23; Иоанн 15:20). Христианла Грек Ҫырӑвӗсенчи ытти кӗнекесенче те Иеговӑн ӗҫлекенӗсене курайми пулӗҫ тесе ҫырнӑ (2 Тим. 3:12; Иак. 1:2; 1 Пётр 4:12—14; Иуда 3, 17—19). Ҫавӑнпа эпир хамӑра ыттисем хӗсӗрленинчен тӗлӗнместпӗр. Ун вырӑнне эпир Библири пророкла каланисем пурнӑҫланнишӗн савӑнатпӑр. Вӗсем пурнӑҫланни эпир чӑн Турӑшӑн ӗҫленине кӑтартса парать. Пирӗн ӗҫ-хӗле хӑш-пӗр енчен чарса лартнӑ ҫӗршывра пурӑнакан хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалланӑ чухне эпӗ хӗсӗрленипе тӗл пулассине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, эпӗ ҫакӑнтан тӗлӗнмерӗм те, хӑрамарӑм та». Ҫак хӗрарӑм тӑвана хирӗҫ тӑракансенчен пӗри унӑн упӑшки пулнӑ. Вӑл ӑна хӑртнӑ, унӑн Библипе литературине ҫунтарса янӑ. Анчах ҫакӑ пирӗн хӗрарӑм тӑвана хӑратса ӳкермен, пачах урӑхла, унӑн ӗненӗвне ҫирӗпрех тунӑ ҫеҫ (Евр. 10:39). Вӑл калать: «Хӗсӗрлесси пулать тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ, ҫавӑнпа эпӗ ун пекки пулассине пӗлнӗ. Хампа мӗн пулса иртни мана эпӗ чӑн тӗне тупнине ҫирӗплетсе пачӗ».
12. Пӗр арҫын тӑвана хӗсӗрленине чӑтса ирттерме мӗн пулӑшнӑ?
12 Христиансем хӗсӗрленипе тӗл пулассине эпир пӗлетпӗр пулин те, ҫав-ҫавах пире хамӑра хӗсӗрленине чӑтса ирттерме йывӑр пулма пултарать. Тӗрмере ларнӑ вӑхӑт ҫинчен пӗр арҫын тӑван акӑ мӗн ҫырнӑ: «Хӑш-пӗр чухне эпӗ хуйха ӳкеттӗмччӗ, халран каяттӑмччӗ тата макӑраттӑмччӗ ҫеҫ». Ӑна мӗн пулӑшнӑ? «Эпӗ яланах кӗлтӑваттӑмччӗ, — каласа парать арҫын тӑван. — Кашни куна эпӗ кӗлӗпе пуҫлаттӑмччӗ. Кун хушшинче те эпӗ хама йывӑр килнӗ чухне кашнинче кӗлтӑваттӑмччӗ. Ыттисем хӑйсене хампа тӗрӗс мар тытни мана тарӑхтарнӑ чухне эпӗ туалета хупӑнса лараттӑмччӗ те каллех кӗлтӑваттӑмччӗ». Унсӑр пуҫне, ҫав тӑван Иеговӑн авалхи тата хальхи шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ ӑна йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме тата Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене пама пулнӑ канӑҫлӑха илме пулӑшнӑ (Иоанн 14:27; 16:33).
13. Курайманлӑха ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшма пултарать?
13 Пирӗн юрату курайманлӑхран вӑйлӑрах. Иисус хӑйӗн Ашшӗне мӗн виличченех пӗтӗм чӗререн юратнӑ. Унсӑр пуҫне, Иисус хӑйӗн тусӗсене те юратнӑ (Иоанн 13:1; 15:13). Эпир те Иеговӑна тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене ҫавӑн пек юрататпӑр пулсан, курайманлӑха ҫӗнтерме пултаратпӑр. Мӗнле майпа? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесе Павел апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухар.
14. Павела, хӑйне вӗлерме тытса панӑ чухне те, Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ?
14 Хӑйне кӗҫех вӗлерессине пӗлсе Павел хӑйӗн ҫывӑх тусӗ Тимофей патне ҫапла ҫырса янӑ: «Турӑ панӑ сывлӑш пире хӑравҫӑ тумасть, вӑл пире вӑйлӑ, юратакан... тӑвать» (2 Тим. 1:7). Ҫакӑнпа Павел мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл каланӑ тӑрӑх, Иеговӑна хытӑ юратни христианина питӗ пысӑк йывӑрлӑхсене те чӑтса ирттерме пулӑшма пултарать (2 Тим. 1:8). Павел хӑйне Турра пуҫҫапнӑшӑн вӗлерме пултарнине пӗлнӗ пулин те, Иеговӑна хытӑ юратни ӑна хӑюллӑ пулма тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 20:22—24).
15. Хальхи вӑхӑтра христиансем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
15 Хӗсӗрленӗ чухне шанчӑклӑ тӑрса юлакан тӑвансене эпир питӗ юрататпӑр. Акилӑпа Прискилла Павелшӑн хӑйсен пурнӑҫне шеллесе тӑман пекех, хальхи вӑхӑтра та хӑш-пӗрисем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекен тӑвансене пулӑшас тесе хӑйсене шеллесе тӑмаҫҫӗ (Рим 16:3, 4). Сӑмахран, Раҫҫейре арестленӗ тӑвансене хавхалантарас тесе нумайӑшӗ суд ларӑвӗсене ҫӳреҫҫӗ. Арестленӗ пӗр хӗрарӑм тӑван суд ҫурчӗ патне пухӑннӑ Свидетельсен пысӑк ушкӑнне курсан, туйӑмӗсем капланса килнӗрен, пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те калама пултарайман. Хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсем ҫавӑн пек чун-чӗререн юратни ӑна шӑп кирлӗ вӑхӑтра вӑй панӑ. Пирӗн юрату курайманлӑхран вӑйлӑрах пулнишӗн эпир питӗ савӑнатпӑр!
Пирӗн ӗҫ-хӗле пӗтӗмпех е хӑш-пӗр енчен чарса лартнӑ вырӑнсенче те пирӗн тӑвансем пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратнине кӑтартаҫҫӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр)c
16. Мӗншӗн Пётр апостол камсем Турра пуҫҫапнӑшӑн хӗн кураҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ пулма пултараҫҫӗ тенӗ? (1 Пётр 4:14).
16 Пирӗн чӑтӑмлӑх Турра савӑнтарнине эпир пӗлетпӗр. (1 Пётр 4:14 вуласа парӑр.) Пётр апостол каланӑ тӑрӑх, камсем Турра пуҫҫапнӑшӑн хӗн кураҫҫӗ, ҫавсем телейлӗ пулма пултараҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир йывӑрлӑхсенче чӑтӑмлӑ пулни пирӗн ҫинче Туррӑн сывлӑшӗ пуррине ҫирӗплетсе парать. Пётр хӑй те ҫавӑн пек лару-тӑрура пулнӑ: вӑл хӗсӗрленине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттернӗ тата хӑйне Турӑ ырланине туйнӑ. Сӑмахран, пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, храмри хуралҫӑсене Пётра тата ытти апостолсене ырӑ хыпар каланӑшӑн арестлеме хушнӑ пулнӑ. Анчах Пётр хӑй мӗне ӗненнине хӑюллӑн хӳтӗленӗ (Ап. ӗҫ. 5:24—29). Ӑна тата ытти апостолсене хӗненӗ хыҫҫӑн та вӗсем ырӑ хыпар калама чарӑнман. Унтан та ытларах, вӗсем «Иисус ячӗшӗн хур курма тивӗҫлӗ пулнӑшӑн» савӑннӑ. Эпир те йывӑрлӑхсенче чӑтӑмлӑ пулнипе савӑнатпӑр (Ап. ӗҫ. 5:40—42).
17. Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн каланӑ?
17 Хӑй вилес умӗнхи каҫ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Мана юратакана... манӑн Атте юратӗ, ӑна эпӗ те юратӑп», — тенӗ (Иоанн 14:21). Кӗҫех никама та Иеговӑна пуҫҫапнӑшӑн курайми пулмӗҫ, мӗншӗн тесен ун чухне ҫынсем пӗр-пӗрне юратӗҫ. Эпир ҫав вӑхӑта чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр (2 Фес. 1:6—8). Хальлӗхе вара, хамӑра ыттисем курайман чухне те, мӗншӗн эпир телейлӗ пулма пултарнине асра тытар. Ҫакӑ пире йӑпатупа вӑй парса тӑтӑр!
149-МӖШ ЮРӐ Ҫӗнтерӳ юрри
a Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.
b ӲКЕРЧӖК. Игнасио хӑй мӗне ӗненнине учителе каласа парать (инсценировка).
c ӲКЕРЧӖК. Хӗрарӑм тӑвана тӗрмене илсе кайнӑ чухне ӑна хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекен тӑвансем хавхалантарма килнӗ (инсценировка).