БИБЛИРЕ АСӐННӐ ҪЫНСЕМ
Ванея пекех хӑюллӑ пулӑр тата Турра чунтан парӑнса пурӑнӑр
Ванея хӑюллӑ ҫар ҫынни пулнӑ. Малтан вӑл Давид патшашӑн, унтан Соломоншӑн ӗҫлесе тӑнӑ. Ытларах чухне священниксемпе левитсем вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе усӑ курман, анчах Ванея Иеговӑн вӑрҫисене хастаррӑн хутшӑннӑ. Вӑл питӗ хӑюллӑ пулнӑ. Тӗслӗхрен, пӗррехинче вӑл шӑтӑка анса арӑслана вӗлернӗ, тепрехинче вара питӗ ҫӳллӗ те вӑйлӑ ҫар ҫыннине вӗлернӗ. Давид Ванейӑна питӗ шаннӑ, ҫавӑнпа ӑна хӑйӗн сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ тунӑ (2 Пат. 23:20—23).
Авессалом, кайран вара Адония хӑйсен ашшӗне хирӗҫ тӑрсан, Ванея Давида шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ (2 Пат. 8:18; 15:18; 3 Пат. 1:8). Давид ватӑлса ҫитсен, Ванея Соломона патшана ларма пулӑшнӑ (3 Пат. 1:32—40). Чӑнах та, ыттисем хӑйсене пачах урӑхла тытнӑ пулсан та, Ванея Иеговӑна та, вӑл суйласа илнӗ патшасене те чунтан парӑннӑ пулнӑ.
Шуйттана, чее тӑшмана, тата ун майлӑ тӑракансене хирӗҫ тӑма пире те хӑюлӑх кирлӗ. Тата пирӗн Иегова панӑ нормӑсем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытмалла (Эф. 6:11; 1 Пётр 5:8, 9). Кам та пулин Иеговӑна хӑварсан та, эпир малалла та хамӑр Турра чунтан парӑнса пурӑнӑпӑр тата вӑл пире награда парасси пирки иккӗленмӗпӗр (2 Пат. 22:26).