Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w26 март 20—25 с.
  • Ӑнкаруллӑ пулнипе эсир Иеговӑна савӑнтаратӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ӑнкаруллӑ пулнипе эсир Иеговӑна савӑнтаратӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӐНКӐМӐЛЛӐ ПУЛАС ВЫРӐННЕ ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР
  • ТАРӐХАС ВЫРӐННЕ ЛӐПКӐ ПУЛӐР
  • ХӐРАС ВЫРӐННЕ ИЕГОВА ҪИНЕ ШАНӐР
  • МАЛАЛЛА ТА ӐНКАРУЛЛӐ ПУЛӐР
  • Ҫар ҫынни тата пӗчӗк хӗрача
    Библири тӗслӗхсенчен вӗренетпӗр
  • Хӗрача пысӑк пуҫлӑха пулӑшать
    Библи калавӗсен кӗнеки
  • Иегова «хурлӑхлӑ чӗреллисене сыватать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Турра савӑнтарнӑ ачасем
    Аслӑ Вӗрентекенрен вӗрен
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
w26 март 20—25 с.

2026 ҪУЛХИ МАЙӐН 25—31

135-МӖШ ЮРӐ Иегова чӗререн чӗнет: «Ывӑлӑм, ӑслӑ пул»

Ӑнкаруллӑ пулнипе эсир Иеговӑна савӑнтаратӑр

«Ӗҫе ӑспа туса пыракан ырӑлӑх тупать» (ЫТАР. 16:20).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Ӑнкаруллӑ пулни пире йывӑр лару-тӑрура хамӑра тӗрӗс тытма мӗнле пулӑшать?

1, 2. Мӗн вӑл ӑнкарулӑх тата вӑл пире мӗнле пулӑшать?

СИРЕ кам та пулин хисеплеменни пулнӑ-и? Сире пӗр-пӗр ҫын тӗрӗс мар ӑнланни е хӑйне сирӗнпе тӗрӗс мар тытни пулнӑ-и? Е хӑш-пӗр лару-тӑрусенче сирӗн хӑрасси пулкаланӑ-и? Ку ҫапла пулсан, ҫавӑн пек чухне хӑвӑра тӗрӗс тытма йывӑр пулнине эсир пӗлетӗр паллах. Библире пире тӗрлӗ лару-тӑрура пулӑшма пултаракан лайӑх ен ҫинчен каланӑ. Ҫак лайӑх ен вӑл — ӑнкарулӑх.

2 Ӑнкарулӑх вӑл — хамӑр мӗн курнинчен те ытларах курма пултарни. Вӑл пире мӗншӗн ӗҫсем кун пек е ун пек пулнине, е мӗншӗн ҫын хӑйне апла е капла тытнине ӑнланма пулӑшать. Ӑнкарулӑха пула эпир хамӑра ӑслӑ-тӑнлӑ тытма пултаратпӑр. Сӑмахран, вӑл пире чӗлхене чарма тата хӑҫан шӑпӑрт тӑмаллине пӗлме пулӑшӗ (Пс. 4:5; Ытар. 10:19). Унсӑр пуҫне, ӑнкаруллӑ пулнине пула пире хамӑр ҫилле тытса чарма, хамӑра кӳрентерекенсене каҫарма тата канаш панипе питленине йышӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ (Ытар. 19:20). Эпир ӑнкаруллӑ пулсан, пирӗн сӑмахсемпе ӗҫсем Иеговӑна савӑнтарӗҫ тата хамӑра та, ыттисене те усӑ парӗҫ. Хамӑр туйӑмсене тытса чарма йывӑр пулнӑ чухне е шутламасӑр мӗн те пулин каласа хурас килнӗ чухне ҫак лайӑх ен уйрӑмах кирлӗ. Айтӑр халӗ ӑнкаруллӑ пулни пире хамӑра кӗҫӗне хума, лӑпкӑ пулма тата Иегова ҫине шанма мӗнле пулӑшнине кӑтартакан Библири виҫӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.

МӐНКӐМӐЛЛӐ ПУЛАС ВЫРӐННЕ ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРӐР

3. Нееман кам пулнӑ?

3 Тӗрӗс йышӑнусем тӑвас тесен пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла (1 Пётр 5:5). Ҫак тӗлӗшрен пире ӑнкарулӑх пулӑшать. Мӗнле? Нееман тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Сирире, Израильтен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ ҫӗршывра, пурӑннӑ. Вӑл ятлӑ-сумлӑ ҫын тата Сири патшин ҫарпуҫӗ пулнӑ. Анчах та вӑл тилҫе чирӗпе асапланнӑ (4 Пат. 5:1).

4. Нееман хӑйне кӗҫӗне хунине мӗнле кӑтартнӑ?

4 Нееман арӑмӗ патӗнче пӗр Израиль хӗрачи тарҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. Вӑл хӑйӗн хуҫине унӑн упӑшкине Израильти пророк сыватма пултарать тесе каланӑ (4 Пат. 5:2, 3). Нееман ҫапла шутлама пултарнӑ: «Ку пӗчӗк хӗрача кӑна-ҫке. Ҫитменнине тата вӑл пирӗнпе тӑшманла тӑракан халӑхран. Ӑна шанма пулать-ши?» Анчах вӑл ун пек шутламан. Ун вырӑнӗнче мӑнкӑмӑллӑ ҫын пулнӑ пулсан, вӑл хӗрачана итлемен те пулӗччӗ. Нееман вара хӑйне кӗҫӗне хунӑ та хӗрача мӗн каланине итленӗ. Нееман чиртен сывалма Израиле каяс тесе Сири патшинчен ирӗк ыйтнӑ (4 Пат. 5:4, 5).

5. Нееман Израиле ҫитсен мӗн пулса иртнӗ?

5 Нееман Израиле ҫитсен, тилҫерен сывалас тесе, Иорам патша патне кайнӑ. Иорам вара хӑйӗнпе Сири патши хирӗҫме сӑлтав шырать тесе шутланӑ. Елисей пророк ҫавӑн ҫинчен илтсен, вӑл Иорам патшана Неемана хӑйӗн патне яма ыйтнӑ (4 Пат. 5:6—9). Анчах малалла мӗн пулса иртни Нееман кӗтнӗ пек пулман. Елисей Неемана кӗтсе илме е унпа калаҫма килтен те тухман. Ун вырӑнне вӑл Неемана сывалмашкӑн мӗн тумаллине пӗлтерес тесе ун патне хӑйӗн тарҫине янӑ (4 Пат. 5:10).

6. а) Мӗншӗн Нееман Елисейӑн тарҫи мӗн каланине малтан итлемен? ӑ) Нееманӑн тарҫисем ӑнкаруллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ? (4 Патшасен 5:13, 14).

6 Елисейӑн тарҫи мӗн каланине илтсен Нееман хӑйне мӗнле тытнӑ? Вӑл тарӑхса кайнӑ тата «ҫилленсе, пӑрахса кайнӑ» (4 Пат. 5:11, 12). Мӗншӗн? Тен, Нееман хӑйне, Сири ҫарпуҫне, тивӗҫлипе хисеплемен тесе шутланӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл Елисей Сирине хисеплемест тесе те шутлама пултарнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, Нееман сывалмасӑрах киле таврӑнасшӑн пулнӑ. Анчах унӑн тарҫисем ӑнкаруллӑ пулнине кӑтартнӑ — вӗсем ӑна хӑйӗн шухӑшне улӑштарма йӑлӑннӑ. Нееман мӑнкӑмӑлланма пӑрахнӑ та хӑйне кӗҫӗне хурса Елисей каланӑ пек тунӑ. Вара вӑл сывалнӑ. (4 Патшасен 5:13, 14 вуласа парӑр.)

7. Нееман тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? (Ытарӑшсем 22:4). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

7 Нееман тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир мӗнле шухӑшлани е япаласем ҫине мӗнле пӑхни яланах тӗрӗс тесе калаймӑн, ҫавӑнпа пирӗн ӑнкаруллӑ пулмалла. Ҫак лайӑх ен пире мӗн те пулин тӑвас умӗн тӗплӗн шухӑшлама пулӑшӗ. Тата ӑна пула эпир йышӑнусем тунӑ чухне туйӑмсем хыҫҫӑн каймӑпӑр. Унсӑр пуҫне, ӑнкаруллӑ пулни пире хамӑра кӗҫӗне хума хавхалантарма пултарать. Хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын хӑй пурне те пӗлменнине ӑнланать. Ҫавӑнпа та пире ыттисен, уйрӑмах Иеговӑн, пулӑшӑвӗ кирлӗ пулма пултарать. Нееман пирки калас пулсан, ҫавӑн чухне вӑл Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулман пулин те, вӑл хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисене: Израиль хӗрачине, хӑйӗн тарҫисене, чи кирли вара Елисея — Иегова ячӗпе калакан пророка — итленипе хӑш-пӗр енчен ӑнкаруллӑ пулнине кӑтартнӑ. Нееман хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхне хӑйӗнпе хуҫаланма паман, вара тӗрӗс йышӑну тунӑ. Пирӗн те ӑнкаруллӑ пулмалла. Калӑпӑр, пире Библи тӑрӑх панӑ канаш килӗшсех каймасть е эпир Иеговӑн организацийӗ панӑ хӑш-пӗр хушусене ӑнлансах каймастпӑр. Ҫавӑн пек чухне мӗн те пулин калас е тӑвас умӗн чарӑнса тӑрса ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ хама мӗнле тытнинчен мӗн курӑнать — эпӗ мӑнкӑмӑллӑ ҫын пулни-и е хама кӗҫӗне хуракан ҫын пулни-и?» (Ытарӑшсем 22:4 вуласа парӑр.)

Арҫын тӑван хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисене итленипе ӑнкаруллӑ пулнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) вӑл хӑйне «Вулас тата вӗрентес ӑсталӑха ӳстер» брошюра тӑрӑх канаш паракан ҫамрӑк арҫын тӑвана итлет; 2) вӑл ватӑ хӗрарӑм тӑван стендпа ырӑ хыпар сарнине мӗнле лайӑхлатмалли ҫинчен мӗн каланине итлет; 3) вӑл планшет ҫинче JW телекурава пӑхса ларнӑ чухне унта мӗн каланине тимлӗ итлет.

Нееман хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисене итленӗ пекех, пирӗн те ыттисем хамӑра паракан канашсене, сӗнӳсене е Иеговӑн организацийӗ парса тӑракан хушусене итлемелле (7-мӗш абзаца пӑхӑр)


ТАРӐХАС ВЫРӐННЕ ЛӐПКӐ ПУЛӐР

8. Хӑҫан пире лӑпкӑ пулма йывӑр пулма пултарать?

8 Ӑнкарулӑх пире ҫивӗч лару-тӑрура лӑпкӑ пулма пулӑшӗ тата тарӑхса кайма памӗ. Паллах ӗнтӗ, кам та пулин хӑйне пирӗнпе япӑх тытнӑ чухне е пире кӳрентерекен сӑмахсем каланӑ чухне ҫакна тума ҫӑмӑлах мар (Эф. 4:26). Айтӑр Авигейӑпа Давид йывӑр лару-тӑрура иккӗшӗ те ӑнкаруллӑ пулнине мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар.

9. Навал Давидпа хӑйне мӗнле тытнӑ?

9 Давидпа унӑн ҫыннисем Фаран пушхирӗнче Саулран пытанса пурӑннӑ чухне мӗн пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратар (1 Пат. 25:1). Вӗсем унта Навал ятлӑ пуян ҫыннӑн кӗтӳҫӗсемпе сурӑхӗсене хӳтӗлеҫҫӗ (1 Пат. 25:15, 16). Сурӑх ҫӑмне касмалли вӑхӑт ҫитсен, Давид хӑйӗн ҫыннисене Навал патне хӑйсем валли апат ыйтма ярать. Давид ҫыннисем Навалпа ыррӑн та хисеплӗн калаҫаҫҫӗ (1 Пат. 25:6—8). Анчах Навал Давидпа унӑн ҫыннисем хӑйӗншӗн мӗн тунине пӗртте хакламасть. Вӑл хӑйне тӳрккессӗн тытать тата Давидпа унӑн ҫыннисем ҫинчен темтепӗр каласа пӗтерет (1 Пат. 25:10, 11).

10. Давид та, Авигея та ӑнкаруллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? (1 Патшасен 25:32, 33). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

10 Эсир Давид вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Вӑл мӗншӗн тарӑхса кайнине ӑнланма пулать. Давид хӗрӳллӗ ҫын пулнӑ. Ҫавӑн чухне вара вӑл, ҫилли капланса килнӗрен, Навала вӗлересшӗн те пулнӑ (1 Пат. 25:13, 21, 22). Давид хӑй мӗн шутласа хунине тума хатӗр пулнӑ ӗнтӗ, анчах ӑна Авигея, Навалӑн ӑслӑ арӑмӗ, чарнӑ. Авигея ӑнкаруллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ? Давид тарӑхса кайнӑ пулин те, Авигея вӑл лайӑх ҫын пулнине ӑнланнӑ. Ҫавӑнпа вӑл Давида лӑпланма тата хӑйне тӗрӗс тытма пулӑшас тесе хӑйӗнчен мӗн килнине веҫех тӑвас тенӗ. Авигея Давида пысӑк парне илсе килсе панӑ тата хӑйне кӗҫӗне хурса ӑна ӑслӑ-тӑнлӑ канаш панӑ (1 Пат. 25:18, 23—31). Давид та ӑнкаруллӑ пулнине кӑтартнӑ: вӑл ҫак хӗрарӑма тимлӗ итленӗ те унӑн сӑмахӗсем Иегова ҫав лару-тӑру ҫине мӗнле пӑхнипе килӗшсе тӑнине ӑнланса илнӗ. Ҫакӑ ӑна лӑпланма тата йывӑр ҫылӑх тӑвасран сыхланма пулӑшнӑ. (1 Патшасен 25:32, 33 вуласа парӑр.)

Давид хӑйӗн умӗнче чӗркуҫленсе ларнӑ тата хӑйне йӑлӑнакан Авигейӑна тимлӗ итлет. Юнашар Давидӑн ҫыннисем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Авигейӑн тарҫисем ун хыҫӗнче парнесем тытса тӑраҫҫӗ.

Давидпа Авигея ҫивӗч лару-тӑрура ӑнкаруллӑ пулнине пула пысӑк инкеке пулма паман (10-мӗш абзаца пӑхӑр)


11. Пире кам та пулин тарӑхтарнӑ чухне ӑнкаруллӑ пулни мӗнле пулӑшма пултарать? (Ытарӑшсем 19:11).

11 Давидӑн тата Авигейӑн тӗслӗхӗсенчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Ӑнкаруллӑ пулни пире ҫилленме сӑлтав пулнӑ чухне те лӑпкӑ пулма пулӑшать. Ӑна пула эпир хамӑр сӑмахсемпе ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине курма пултаратпӑр. (Ытарӑшсем 19:11 вуласа парӑр.) Давид Иегова мӗнле шухӑшланине ӑнланса илсен, хӑйӗн ҫиллине тытса чарма пултарнӑ. Пире мӗн те пулин е кам та пулин тарӑхтарать пулсан, пирӗн мӗн те пулин каласа е туса хурас кӑмӑл пулма пултарать. Анчах ун пек ан тӑвӑр (Иак. 1:19). Иеговӑна кӗлтӑвӑр тата вӑл сирӗн лару-тӑру ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланма тӑрӑшӑр. Ҫакӑ сире, тен, лӑпланма та пулӑшӗ.

12. Мӗнле майпа ыттисем пире лӑпкӑ пулма тата тӗрӗс йышӑну тума пулӑшма пултараҫҫӗ?

12 Авигея урлӑ Иегова Давида лӑпланма тата хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшнӑ. Вӑл пире те ыттисем урлӑ пулӑшма пултарать. Ҫавӑнпа та хӑвӑра мӗн те пулин тарӑхтарнӑ чухне, чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианинпа калаҫса илӗр. Вӑл сире хӑвӑрӑн лару-тӑру ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшӗ (Ытар. 12:15; 20:18). Тепӗр енчен илес пулсан, эсир хӑвӑрӑн тусу ҫилленнине куратӑр пулсан, эсир Авигейӑран тӗслӗх илме пултаратӑр-и? Эсир ӑна хӑйӗн лару-тӑрӑвӗ ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшма пултаратӑр-и? Иегова эсир вӑй хунине пиллетех. Вара эсир кирлӗ сӑмахсем тупса хӑвӑр тусна лӑпланма тата тӗрӗс йышӑну тума пулӑшма пултаратӑр.

ХӐРАС ВЫРӐННЕ ИЕГОВА ҪИНЕ ШАНӐР

13. Эпир хӑранӑ чухне ӑнкаруллӑ пулни пире мӗнле пулӑшма пултарать?

13 Хӑш-пӗр чухне, йывӑр лару-тӑрура, эпир хӑраса ӳкме пултаратпӑр. Анчах ӑнкаруллӑ пулни пире, хӑранине пӑхмасӑрах, Иегова кирек камран та, кирек мӗнрен те чылай хӑватлӑрах пулнине асра тытма пулӑшӗ (Пс. 26:1). Иегова пире кирек хӑҫан та, йывӑрлӑха татса пама май ҫук пек туйӑннӑ чухне те, пулӑшма пултарать. Ҫакӑ Иона пророк тӗслӗхӗнчен лайӑх курӑнать. Вӑл Иеговӑна питӗ юратнӑ, анчах Иегова ӑна ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса парсан, вӑл хӑраса ӳкнӗ.

14. Ионӑна хӑйне Иегова шанса панӑ ӗҫе тума мӗн хӑратма пултарнӑ?

14 Иегова Ионӑна Ниневие, Ассирири хулана, кайма хушнӑ. Унта унӑн Иегова ҫав хулара пурӑнакансене тӗп тӑвасшӑн пулни ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ (Иона 1:1, 2). Сире ҫакӑн пек ӗҫ шанса панӑ пулсан, эсир мӗн туйнӑ пулӑттӑр? Израильтен Ниневие ҫитес тесен пӗр уйӑха яхӑн ҫуран утмалла пулнӑ. Ассири ҫыннисем чӑрсӑр та хаяр пулнӑ. Ниневи пирки «юн тӑкакан хула» тесе те каланӑ (Наум 3:1, 7). Ҫавӑнпа та хӑйне шанса панӑ ӗҫе тӑвас вырӑнне Иона Иеговӑран тарса пытанас тенӗ (Иона 1:3).

15. Иона Иеговӑна ытларах шанма мӗнле вӗреннӗ? (Иона 2:7—10).

15 Иона Ниневие мар, пачах урӑх ҫӗрелле каякан карап ҫине ларнӑ. Каярахпа ӑна карап ҫинчен тинӗсе пӑрахнӑ, вара Турӑ ӑна тӗлӗнмелле майпа ҫӑлнӑ. Ҫакӑ Ионӑна Иегова мӗн тери хӑватлӑ пулнине аса илтернӗ (Иона 1:15; 2:1). Ҫакӑнтан Иона ӑса вӗреннӗ. Вӑл Ниневие кайма хӑрамалла маррине, мӗншӗн тесен хӑйне Иегова кирек мӗнле хӑрушлӑхран та хӳтӗлеме пултарнине ӑнланса илнӗ. (Иона 2:7—10 вуласа парӑр.) Иегова ӑна иккӗмӗш май парсан, вӑл тарас темен. Вӑл Ниневие кайнӑ та, унта вара унӑн сӑваплӑ ӗҫӗ питӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Иона 3:5).

16. Хӑранӑ чухне пире мӗн пулӑшма пултарать? (Ытарӑшсем 29:25). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)

16 Иона тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир хамӑра нимӗн те, ҫынсенчен хӑрани те, Иеговӑшӑн ӗҫлеме ан чӑрмантартӑр тетпӗр. (Ытарӑшсем 29:25 вуласа парӑр.) Иона хӑйӗнпе мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшланӑ та ҫакна ӑнланса илнӗ: пулма пултаракан хӑрушлӑхсемшӗн пӑшӑрханас вырӑнне, Иегова кирек мӗнле лару-тӑрура та пулӑшма пултарнине асра тытмалла. Эпир те Иегова хамӑра унччен мӗнле пулӑшнипе хӳтӗлени ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, хӑраса ӳкмӗпӗр. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансен тӗслӗхӗсем ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр. Вӗсем вара хӑранӑ чухне е хӑйсене йывӑр ӗҫ шанса панӑ чухне Иегова ҫине пӗтӗмпех шаннӑ (Евр. 13:6)a. Айтӑр Иегова ҫине шаннипе ӑнкаруллӑ пулнине кӑтартар тата ыттисене те ҫавна тума пулӑшар.

Ӳкерчӗксем: 1) Иона пророк Ниневи хапхи патнелле утать; 2) ҫамрӑк арҫын тӑван шкулти коридорпа утса пырать, унта гомосексуалистсене ырланине кӑтартакан ялавсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, тата пӗр шкул ачи теприне хӑратать.

Иона Иеговӑна итлеме вӗреннӗ, ҫавӑнпа вӑл Турӑ мӗн тума хушнине итлеме хатӗр пулнӑ (16-мӗш абзаца пӑхӑр)


МАЛАЛЛА ТА ӐНКАРУЛЛӐ ПУЛӐР

17. Ӑнкаруллӑ пулса пыма пире мӗн пулӑшӗ?

17 Ӑнкаруллӑ пулни пире тӗрлӗ лару-тӑрура хамӑра тӗрӗс тытма пулӑшнине пӑхса тухрӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак лайӑх ене аталантарас тесе мӗн тума пулать? Ҫак тӗлӗшрен пире Иегова чи лайӑх майпа пулӑшма пултарать: вӑл пире Библи тата святой сывлӑш панӑ (Неем. 9:20; Пс. 31:8). Турӑ панӑ канашсем пире тӗрӗс йышӑнусем тума тата хамӑр туйӑмсене алра тытма пулӑшаҫҫӗ (Пс. 118:97—101). Эпир Библире мӗн ҫырни ҫинчен тӗплӗн шухӑшлатпӑр пулсан тата Иеговӑран унӑн хӑватлӑ святой сывлӑшне ыйтатпӑр пулсан, ӑнкаруллӑ пулса пыратпӑр. Ҫакӑ пире япаласем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма тата вӑл хамӑртан мӗн кӗтнине тума пулӑшӗ (Ытар. 21:11).

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр?

18 Айтӑр малалла та ӑнкаруллӑ пулса пырар тата ҫак лайӑх ене хаклар (Пс. 13:2). Вара эпир нихӑҫан та «ӑстӑн ҫулӗнчен» пӑрӑнса каймӑпӑр (Ытар. 21:16). Эпир кирек мӗнле лару-тӑрура та ӑнкаруллӑ пулма ҫирӗп шут тытсан Иеговӑна савӑнтарӑпӑр.

ӐНКАРУЛЛӐ ПУЛАС ТӖЛӖШРЕН ЭПИР...

  • Нееманран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?

  • Давидран тата Авигейӑран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?

  • Ионӑран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр?

42-МӖШ ЮРӐ Турӑшӑн ӗҫлекенӗн кӗлли

a Сӑмахран, Георгий Порчулянӑн биографине (выр.) вулӑр (JW Library® приложенире е jw.org сайтра «Биографии Свидетелей Иеговы» ятлӑ статьясен ярӑмне пӑхӑр).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр