2026 ҪУЛХИ МАРТӐН 9—15
45-МӖШ ЮРӐ Чӗремри шухӑшсем
Эсир йывӑр туйӑмсемпе ӑнӑҫлӑн кӗрешме пултаратӑр
«Мӗскӗн ҫын эпӗ!» (РИМ 7:24).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Кулянтаракан е пӑшӑрхантаракан япаласем ҫинчен шутлама пуҫласан, эпир мӗн тума пултаратпӑр?
1, 2. Павел апостол хушӑран хӑйне мӗнле туйнӑ тата мӗншӗн унӑн тӗслӗхӗ пире пулӑшма пултарать? (Рим 7:21—24).
ПАВЕЛ апостол ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир, тен, вӑл тӗрлӗ вырӑнта ырӑ хыпар сарнине, Библири хӑш-пӗр кӗнекесене ҫырнине тата лайӑх вӗрентекен пулнине аса илетӗр. Чӑнах та, вӑл хӑюллӑ та Турра шанчӑклӑ ҫын пулнӑ. Анчах та хӑш-пӗр чухне унӑн кулянасси те, хурланасси те, пӑшӑрханасси те пулнӑ. Апла пулсан, Павел пирӗн пек ҫынах пулнӑ.
2 Рим 7:21—24 вуласа парӑр. Римри христиансем патне янӑ ҫырура Павел хӑйӗн хӑш-пӗр туйӑмӗсем ҫинчен ҫырса панӑ. Пирӗнтен нумайӑшӗн ҫавӑн пек туйӑмсем пур. Павел шанчӑклӑ христианин пулнӑ тата Турра питӗ итлесшӗн пулнӑ, анчах та ҫылӑхлӑ пулнӑран ӑна хушӑран Туррӑн ирӗкне тума йывӑр пулнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл христианин пулса тӑриччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн те хурланнӑ. Унсӑр пуҫне, Павелӑн татса парайми йывӑрлӑх пулнӑ, ҫавна пула та унӑн кулянасси пулкаланӑ.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр? (Ҫавӑн пекех «Ӑнлантарса панине» те пӑхӑр.)
3 Павелӑн хушӑран йывӑр туйӑмсемa пулнӑ пулин те, вӑл вӗсене хӑйне пусса илме паман. Ҫак статьяра эпир ҫакӑн пек ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: мӗншӗн Павел хӑш-пӗр чухне хӑйне «мӗскӗн ҫын» пек туйнӑ? Йывӑр туйӑмсем хӑйне пусса ан илччӗр тесе вӑл мӗн тунӑ? Пире йывӑр туйӑмсемпе ӑнӑҫлӑн кӗрешме мӗн пулӑшӗ?
МӖНШӖН ПАВЕЛӐН ЙЫВӐР ТУЙӐМСЕМ ПУЛКАЛАНӐ?
4. Мӗншӗн Павелӑн йывӑр туйӑмсем пулкаланӑ?
4 Унӑн унчченхи ӗҫӗсем. Христианин пулса тӑриччен Павел, унччен ӑна Савл тесе чӗннӗ, нумай япӑх ӗҫ тунӑ, ҫавӑншӑн вӑл кайран куляннӑ. Сӑмахран, Турра шанчӑклӑ Стефана чулпа персе вӗлернӗ чухне вӑл унта пулнӑ тата ҫавна ырланӑ (Ап. ӗҫ. 7:58; 8:1). Ҫавӑн пекех Савл христиансене хӗсӗрленӗ тата хӑйне вӗсемпе хаяррӑн тытнӑ (Ап. ӗҫ. 8:3; 26:9—11).
5. Унчченхи ӗҫӗсем Павел ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?
5 Христианин пулса тӑрсан Павел хушӑран хӑй унччен тунӑ ӗҫсемшӗн питӗ куляннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл унччен христиансене хӗсӗрленӗшӗн хӑйне хытӑрах та хытӑрах айӑпланӑ тен. Сӑмахран, пирӗн эрӑри 55-мӗш ҫулсенче вӑл Коринфри христиансем патне янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ апостолсенчен чи кӗҫӗнни, апостол ятне илме те тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесен эпӗ Туррӑн пухӑвне хӗсӗрленӗ» (1 Кор. 15:9). Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр пилӗк ҫул иртсен, вӑл Эфесри христиансем патне янӑ ҫырура хӑйӗн пирки «сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскер» тенӗ (Эф. 3:8). Тимофей патне янӑ ҫырура вара вӑл «эпӗ хӗсӗрлекен, Турра хурлакан, чӑрсӑр ҫын пулнӑ» тесе ҫырнӑ (1 Тим. 1:13). Павел пухусене хавхалантарма ҫӳренӗ чухне унта хӑй унччен хӗсӗрленӗ тӑвансене е вӗсен ҫемйинчи ҫынсене тӗл пулсан, вӑл хӑйне мӗнле туйма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха.
6. Павела тата мӗн пӑшӑрхантарнӑ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
6 Асаплантаракан йывӑрлӑх. Павел ҫав йывӑрлӑха хӑйӗн кӗлеткине кӗртнӗ сӑнӑпа танлаштарнӑ (2 Кор. 12:7). Вӑл хӑйне мӗн асаплантарни ҫинчен тӳррӗн каламан. Тен, ҫакӑ чир е Павела канӑҫ паман пӗр-пӗр йывӑрлӑх пулнӑb.
7. Мӗншӗн хӑш-пӗр чухне Павела тӗрӗссине тума йывӑр пулнӑ? (Рим 7:18, 19).
7 Унӑн ҫитменлӗхӗсем. Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешнӗ. (Рим 7:18, 19 вуласа парӑр.) Вӑл тӗрӗссине тӑвасшӑн пулнӑ, анчах та хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене пула ҫакна вӑл хӑш-пӗр чухне тума пултарайман. Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче тӗрӗссине тӑвас кӑмӑлпа ҫылӑх тӑвас кӑмӑл хушшинче кӗрешӳ пырать тенӗ. Ҫав-ҫавах Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене ҫӗнтерес тесе питӗ нумай вӑй хунӑ (1 Кор. 9:27). Ҫав ҫитменлӗхсем каллех палӑрсан, ҫакӑ ӑна питӗ хурлантарнӑ пулас.
ПАВЕЛ ЙЫВӐР ТУЙӐМСЕМПЕ МӖНЛЕ КӖРЕШНӖ?
8. Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешес тесе мӗн-мӗн тунӑ?
8 Павел Туррӑн сывлӑшӗ ҫылӑх тӑвас кӑмӑл-туртӑмпа кӗрешме тата ӑна ҫӗнтерме мӗнле пулӑшни ҫинчен тарӑннӑн шухӑшланӑ. Ҫакӑ унӑн ҫырӑвӗсенчен курӑнать (Рим 8:13; Гал. 5:16, 17). Павел христиансен Иеговӑна савӑнтарас тесен мӗнле кӑмӑл-туртӑмпа ӗҫсенчен сыхланмалли ҫинчен час-часах ҫырнӑ (Гал. 5:19—21, 26). Апла пулсан, Павел хӑйӗн хӑш енчен лайӑхланмалли ҫинчен те шухӑшланӑ. Ҫавна мӗнле тумаллине пӗлес тесе вӑл Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпченӗ пулас. Павел ыттисене канашсем панӑ чухне хӑй те вӗсене тытса тӑнӑ паллах.
9, 10. Павела йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме мӗн пулӑшнӑ? (Эфес 1:7). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
9 Павелӑн хушӑран хуйха ӳкесси пулкаланӑ пулин те, унӑн пурнӑҫӗнче савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшакан нумай япала пулнӑ. Сӑмахран, ӑна пухусенчен илнӗ лайӑх хыпарсем савӑнтарнӑ (2 Кор. 7:6, 7). Хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе туслӑ пулни те ӑна савӑнӑҫ панӑ (2 Тим. 1:4). Унсӑр пуҫне, Павел хӑйне Турӑ ырланине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл уншӑн «таса совеҫпе» ӗҫлесе тӑма пултарнӑ (2 Тим. 1:3). Ҫакӑ та ӑна савӑнӑҫ панӑ. Римра тӗрмере ларнӑ чухне те Павел христиансем патне: «Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе яланах савӑнӑр», — тесе ҫырнӑ (Флп. 4:4). Хӑйӗн йывӑрлӑхӗсемпе йӑнӑшӗсем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шутлакан ҫын ҫавӑн пек сӑмахсем ҫырман пулӗччӗ пуль. Павел, пуҫне япӑх шухӑш пырса кӗрсенех, лайӑххи ҫинчен шутлама пуҫланӑ курӑнать. Ҫакӑ ӑна каллех савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшнӑ.
10 Павела йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме тата мӗн пулӑшнӑ? Вӑл тӳлесе илме панӑ парне пирки шӑп хӑйне панӑ парне тесе шутланӑ (Гал. 2:20; Эфес 1:7 вуласа парӑр). Ҫавӑнпа та Павел хӑйӗн ҫылӑхӗсене Иегова Иисус Христосӑн парни урлӑ каҫарни пирки иккӗленмен (Рим 7:24, 25). Хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене тата унччен тунӑ йӑнӑшӗсене пӑхмасӑрах Павел Турӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пултарнӑ (Евр. 9:12—14).
Хӑш-пӗр чухне Павел унччен тунӑ йӑнӑшсемшӗн хӑйне айӑплӑ туйнӑ пулин те, тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлани ӑна йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме пулӑшнӑ (9, 10 абзацсене пӑхӑр)
11. Мӗншӗн Павелӑн тӗслӗхӗ пире хавхалантарать?
11 Павел пекех, эпир те хамӑр ӑшра пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрешӳ пынине туйма пултаратпӑр. Тен, пирӗн хамӑр шухӑшсемпе, ӗҫсемпе тата сӑмахсемпе Иеговӑна кӳрентерес мар тесе нумай вӑй хума тивет. Хӑш-пӗр чухне пирӗн хамӑр пирки: «Мӗскӗн ҫын эпӗ!» — тесе те калас килет. 26 ҫулхи Эли́заc ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла калать: «Мана Павелӑн тӗслӗхӗ питӗ хавхалантарать. Ҫавӑн пек туйӑмсемпе манӑн анчах мар кӗрешмелле иккен. Ҫакӑ мана питӗ йӑпатать тата Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине питӗ лайӑх пӗлнине кӑтартса парать». Йывӑр туйӑмсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн таса совеҫпе тата савӑнса ӗҫлес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
ПИРЕ ЙЫВӐР ТУЙӐМСЕМПЕ КӖРЕШМЕ МӖН ПУЛӐШӖ?
12. Телейлӗрех пулас тесен пирӗн мӗнле ӗҫсене туса тӑмалла?
12 Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса тӑрӑр. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: эпир усӑллӑ апат ҫиетпӗр пулсан, физкультура тӑватпӑр пулсан тата ҫывӑрса тӑранатпӑр пулсан, хамӑра лайӑхрах туятпӑр. Ҫавӑн пекех кашни кун Библи вулани, ырӑ хыпар сарни, пухусене хатӗрленни, тӗлпулусене ҫӳрени тата вӗсенче комментарисем пани пире хавхалантарать. Ҫак ӗҫсене туса тӑни пире япӑххи ҫинчен шутлас вырӑнне лайӑххи ҫинчен шутлама пулӑшать. Вара эпир телейлӗрех пулӑпӑр (Рим 12:11, 12).
13, 14. Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса тӑни мӗнле усӑ пани ҫинчен хӑш-пӗр христиансем мӗн калаҫҫӗ?
13 Джон ятлӑ арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл 39-та пулнӑ чухне хӑй рак чирӗпе чирленине пӗлнӗ. Чи малтан ҫакӑ ӑна хӑратса ӳкернӗ. Вӑл хурланса: «Мӗнле-ха эпӗ ҫакӑн пек чирлесе ӳкме пултартӑм, эпӗ ҫамрӑк вӗт», — тесе каланӑ. Ҫавӑн чухне унӑн ывӑлӗ виҫӗ ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Джона йывӑр туйӑмсемпе кӗрешме мӗн пулӑшнӑ? Вӑл ҫапла каласа парать: «Ман вӑй сахал пулнӑ пулсан та, эпӗ килтисем Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан ӗҫсене туса тӑччӑр тесе тӑрӑшрӑм. Ҫав ӗҫсене йӗркелеме йывӑр пулнӑ чухне те эпир пухӑвӑн пур тӗлпулӑвне те ҫӳрерӗмӗр, кашни эрнере ырӑ хыпар сартӑмӑр тата ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттертӗмӗр». Унчченхине аса илсе Джон ҫапла калать: «Малтанхи йывӑр туйӑмсем иртсе кайсан, эпӗ хама Иегова юратнине тата вӑл мана ҫителӗклӗ вӑй парассине ӑнланса илтӗм. Ҫакна шанса тӑрӑр: Иегова сире мана пулӑшнӑ пекех пулӑшӗ».
14 Унччентерех асӑннӑ Элиза вара ҫапла калать: «Тӗлпулусене ҫӳрени тата хам тӗллӗн Библи тӗпчени кашнинче мана Иегова хама итленине тата чӑннипех юратнине аса илтерет. Ҫакӑ мана телейлӗ тӑвать». Африкӑра район старейшини пулса ӗҫлекен Но́лан хӑйне тата хӑйӗн арӑмне Диана мӗн пулӑшни ҫинчен акӑ мӗн каласа парать: «Халран кайнӑ чухне те эпир кӗлтӑватпӑр, Библи вӗренетпӗр, тӗлпулусене ҫӳретпӗр тата ырӑ хыпар саратпӑр. Вара кашнинчех Иегова пире савӑнӑҫлӑрах пулма пулӑшать. Йывӑр самантсенче эпир Иегова пулӑшассине тата пиллессине хамӑра аса илтерсе тӑратпӑр. Эпир вӑл ҫавна мӗнле тӑвассине пӗлместпӗр, анчах та вӑл ҫавна тӑвасси пирки пӗртте иккӗленместпӗр».
15. Йывӑр шухӑшсем канӑҫ памаҫҫӗ пулсан, тата мӗн тума пулать? Тӗслӗх илсе парӑр.
15 Сире йывӑр шухӑшсем канӑҫ памаҫҫӗ пулсан, тата мӗн тума пулать? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Калӑпӑр, сирӗн ҫурӑм ыратать. Тен, сире кашни кун ҫуран ҫӳрени пулӑшӗ. Анчах та ҫурӑм ыратма пӑрахтӑр тесен чи малтан вӑл мӗншӗн ыратнине пӗлмелле. Ҫавна тӑвас тесе эсир ҫав ыйтӑва тӗпчесе пӑхас е тухтӑрпа калаҫса илес тейӗр. Ҫавӑн пекех йывӑр шухӑшсем хӑвӑра мӗншӗн канӑҫ паманнине тата вӗсемпе мӗнле кӗрешмеллине пӗлес тесе сирӗн ҫавӑн пирки Библире тата пирӗн публикацисенче мӗн каланине тӗпчесе пӑхмалла пулать тен. Унсӑр пуҫне, эсир хӑвӑр лару-тӑру пирки чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан тӑванпа калаҫса илес тейӗр. Халӗ вара айтӑр хамӑра пулӑшма пултаракан темиҫе канаша пӑхса тухар.
16. Мӗншӗн пуҫа йывӑр шухӑшсем пырса кӗнине пӗлес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? (Псалом 138:1—4, 23, 24).
16 Мӗншӗн пуҫа йывӑр шухӑшсем пырса кӗнине пӗлес тесе Иеговӑран кӗлӗре пулӑшу ыйтӑр. Давид патшан хӑйне Иегова лайӑх пӗлни пирки пӗр иккӗленӳ те пулман. Ҫавӑнпа вӑл мӗншӗн хӑйӗн пуҫне канӑҫсӑр шухӑшсем пырса кӗнине пӗлес тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтнӑ. (Псалом 138:1—4, 23, 24 вуласа парӑр.) Ҫавӑн пекех эсир те мӗншӗн хӑвӑр пуҫа йывӑр шухӑшсем кӗнине тата вӗсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлес тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтма пултаратӑр. Унсӑр пуҫне, хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратӑр: «Эпӗ хамӑн йывӑр шухӑшсен тӗп сӑлтавне пӗлетӗп-и? Мӗне пула вӗсем сиксе тухаҫҫӗ? Пуҫа йывӑр шухӑш пырса кӗрсен эпӗ мӗн тӑватӑп: ун ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шутласа ҫӳретӗп-и е унран тӳрех хӑтӑлма тӑрӑшатӑп-и?»
17. Лайӑххи ҫинчен шухӑшлас тесе мӗнле темӑсене тӗпчеме пулать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
17 Хӑвӑра пулӑшма пултаракан темӑсене тӗпчӗр. Вӑхӑтран вӑхӑта эсир Иеговӑн лайӑх енӗсене тӗпчеме пултаратӑр. Сӑмахран, Павел апостола Иегова ҫынсене каҫарма хатӗр пулни ҫинчен тата тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлани питӗ пулӑшнӑ. Эсир те, Павел апостолран тӗслӗх илсе, хӑвӑра пулӑшма пултаракан темӑсене тӗпчеме пултаратӑр. Сӑмахран, Туррӑн хӗрхенӗвӗ, каҫарӑвӗ тата вӑл чунтан парӑнса юратни ҫинчен тӗпчесе пӑхӑр. Ҫак тӗлӗшрен сире «Иегова Свидетелӗсен тӗпчеме пулӑшакан публикацийӗ», «Индекс публикаций Сторожевой башни» тата хӑвӑр чӗлхепе тухнӑ Библи тӗпчемелли ытти хатӗрсем пулӑшма пултараҫҫӗ. Шӑп хӑвӑра пулӑшма пултаракан статьясен списокне тӑвӑр. Вӗсем яланах ал айӗнче пулччӑр. Вара йывӑр шухӑшсем капланса килме пуҫласан, ҫав статьясене уҫса тӗпчӗр те мӗн пӗлнине пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшӑр (Флп. 4:8).
Йывӑр шухӑшсемпе кӗрешме пулӑшакан темӑсене тӗпчӗр (17-мӗш абзаца пӑхӑр)
18. Хӑш-пӗр христиансем мӗн тӗпченӗ тата ҫакӑ вӗсене мӗнле пулӑшнӑ?
18 Унччентерех асӑннӑ Элиза хӑй тӗллӗн Библи тӗпченӗ чухне Иов ҫинчен ытларах пӗлме шут тытнӑ. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ Иова питӗ лайӑх ӑнланатӑп! Ун ҫине пӗр инкек хыҫҫӑн тепри йӑтӑнса аннӑ. Ӑна чӑтма ҫук йывӑр пулнӑ. Анчах вӑл, хӑй мӗншӗн асапланнине пӗлмен пулин те, Иеговӑна шанма пӑрахман» (Иов 42:1—6). Нолан арӑмӗ Диа́н вара акӑ мӗн калать: «Эпир упӑшкапа иксӗмӗр пирӗн публикацисемпе усӑ курса Иеговӑн лайӑх енӗсене тӗпчетпӗр. Иегова пире хӑйӗн пекрех пулса пыма пулӑшнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Хамӑр йӑнӑшсемшӗн куляннӑ чухне эпир Иегова хамӑра вӗрентнине тата лайӑхланса пыма пулӑшнине аса илетпӗр. Ҫакӑ пире унпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшать» (Ис. 64:8).
ИЕГОВА ПУЛӐШАССА ТАТА ПИЛЛЕССЕ ШАНӐР
19. Эпир хӑш-пӗр чухне хамӑра мӗнле туйма пултаратпӑр, тата эпир мӗне шанма пултаратпӑр?
19 Ҫак статьяри канашсене тытса тӑрсан та, хушӑран пирӗн йывӑр туйӑмсемпе шухӑшсем пулаҫҫех. Тен, хӑш-пӗр кунсенче эпир хамӑра мӗскӗн ҫын пек те туйӑпӑр. Анчах Иегова пире йывӑр шухӑшсене сирсе яма тата хамӑра канлӗрех туйма пулӑшӗ. Эпир хамӑр пурнӑҫра савӑнӑҫлӑ кунсем нумайрах пуласса шанма пултаратпӑр. Мӗншӗн тесен эпир Иегова умӗнче пирӗн совесть таса пулнине тата вӑл эпир хӑйӗншӗн мӗн тунине пурне те ырланине пӗлетпӗр.
20. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?
20 Пире хамӑрӑн йывӑрлӑхсем, йӑнӑшсем тата унчченхи ӗҫсем савӑнса пурӑнма ан чӑрмантарччӑр тесе айтӑр хамӑртан мӗн килнине веҫех тӑвар. Иегова пулӑшнипе эпир йывӑр туйӑмсене алра тытма пултаратпӑр (Пс. 142:10). Эпир ҫӗнӗ тӗнчене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр. Ун чухне пирӗн йывӑр шухӑшсемпе кӗрешме тивмӗ, мӗншӗн тесен пирӗн ним пирки те пӑшӑрханмалла пулмӗ. Кашни ир эпир кӑмӑла ҫӗклекен шухӑшсемпе вӑранӑпӑр, вара хамӑр юратакан Турӑшӑн, Иеговӑшӑн, савӑнса ӗҫлӗпӗр.
34-МӖШ ЮРӐ Эпӗ айӑпсӑр ҫӳрем
a ӐНЛАНТАРСА ПАНИ. Ҫак статьяра «йывӑр туйӑмсем» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пусӑрӑнчӑк кӑмӑла, хуйха ӳкнине тата пӑшӑрханнине пӗлтерет. Пирӗнпе кашнипе ҫакӑн пекки хутран-ситрен пулма пултарать. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ вӑраха кайнӑ депресси чирне пӗлтермест.
b Павелӑн куҫӗ лайӑх курман пулас. Ҫавӑнпа та ӑна ҫырусем ҫырма, ҫул ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма йывӑр пулнӑ пуль (Гал. 4:15; 6:11). Павела хӑйӗн ҫинчен суя вӗрентекенсем мӗн калани те пӑшӑрхантарнӑ. Ҫакӑн пирки те вӑл «сӑнӑ» теме пултарнӑ (2 Кор. 10:10; 11:5, 13). Павел «сӑнӑ» тенипе мӗн каласшӑн пулнине эпир тӗп-тӗрӗс пӗлместпӗр пулин те, ҫакӑ Павела самаях кулянтарнӑ.
c Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.