Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 октябрь 12—17 с.
  • Иеговӑн юратӑвӗ ӗмӗрлӗхе

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑн юратӑвӗ ӗмӗрлӗхе
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ИЕГОВА ПИРЕ ЮРАТАТЬ — ҪАКӐ БИБЛИРИ ТӖП ВӖРЕНТӲСЕНЧЕН ПӖРИ
  • ИЕГОВА ХӐВӐРА ЮРАТНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР
  • МӖНШӖН ИККӖЛЕНӲСЕМ ПУЛАҪҪӖ?
  • ИЕГОВӐНА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНӐР
  • Иегова сире ҫепӗҫҫӗн юратать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
  • Иегова хӑвна юратнине ӗнен
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Иегова пире чунтан парӑнса юратни мӗнрен курӑнать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Иккӗленӳсене сирсе яма мӗн пулӑшӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2024
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 октябрь 12—17 с.

41-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ

108-МӖШ ЮРӐ Турӑ чунтан парӑнса юратать

Иеговӑн юратӑвӗ ӗмӗрлӗхе

«Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр: Вӑл — ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ [«вӑл чунтан парӑнса юратни», ҪТ] ӗмӗрлӗхе» (ПС. 135:1).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Иегова пире юратнине ӗненни пире йывӑр вӑхӑтра мӗнле пулӑшма пултарать?

1, 2. Христиансем нумайӑшӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ?

ҪИЛ-ТӐВӐЛЛӐ тинӗсри кимме куҫ умне кӑларса тӑратӑр. Хумсене пула вӑл унталла, кунталла сулӑнать. Хумсем ӑна таҫталла илсе ан кайччӑр тесен якорь пӑрахмалла. Якорь ӑна ҫил-тӑвӑла пӑхмасӑрах пӗр вырӑнта тӑрса юлма пулӑшать.

2 Йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне пирӗнпе те ҫавӑн пекреххи пулса пырать. Пирӗн туйӑмсем, хумсем пекех, хӑвӑрт улшӑнма пултараҫҫӗ. Паян эпир Иегова пире юратать тата пулӑшать тесе шутлатпӑр, ыран вара вӑл пире тата пирӗн йывӑрлӑхсене асӑрхать-ши тесе иккӗленме пултаратпӑр (Пс. 9:22; 12:2). Ҫавӑн пек чухне тус пире йӑпатакан тата хавхалантаракан сӑмахсем калама пултарать, ҫакна пула эпир хамӑра пӗр вӑхӑт хушши лайӑхрах туйма пултаратпӑр (Ытар. 17:17; 25:11). Анчах каярахпа эпир Иегова хамӑра пулӑшасси пирки каллех иккӗленме пуҫлатпӑр. Эпир хамӑра Иегова хӑварнӑ тесе те шутлама пултаратпӑр. Ҫавӑн пек вӑхӑтра пире якорь — Иегова пире юратнине тата пулӑшса тӑнине ӗненни — кирлӗ. Ҫавӑн пек ӗненес тесен тата ҫавӑн пек ӗненӗве упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?

3. а) Псалом 30:8-мӗшӗнче тата 135:1-мӗшӗнче каланӑ «ырӑлӑх», е чунтан парӑнса юратни, мӗн вӑл? ӑ) Мӗншӗн Иегова ҫак лайӑх ене кӑтартас тӗлӗшрен чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартать теме пулать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

3 Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерес тесен Иегова чунтан парӑнса юратнине асра тытмалла. (Псалом 30:8; 135:1 вуласа парӑр.) Ҫак сӑвӑ йӗркисенче «ырӑлӑх» тесе куҫарнӑ сӑмах пӗр ҫын теприне хытӑ юратнине тата чунтан парӑннине пӗлтерет. Иегова ҫавӑн пек юрату кӑтартас тӗлӗшрен чи чаплӑ тӗслӗх кӑтартать. Библире ун пирки «вӑл чунтан парӑнса юратни питӗ пысӑк» тенӗ (Тух. 34:6, 7, ҪТ). Ҫавӑн пекех унта Иегова пирки ҫапла та каланӑ: «Эсӗ хӑвна чӗнекенсене пурне те чунтан парӑнса юратни питӗ пысӑк» (Пс. 86:5, ҪТ). Ҫак сӑвӑ йӗркисем мӗне пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене нихӑҫан та пӑрахмасть. Апла пулсан, йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иегова пире чунтан парӑнса юратнине асра тытни пирӗншӗн якорь пекех пулӗ (Пс. 22:4).

Кимӗ ҫумне ҫыхса хунӑ якоре тинӗсе пӑрахнӑ, вӑл кимме ҫил-тӑвӑллӑ вӑхӑтра пӗр вырӑнта тӑрса юлма пулӑшать.

Ҫил-тӑвӑллӑ тинӗсре якорь кимме пӗр вырӑнта тӑрса юлма пулӑшать. Йывӑр вӑхӑтра пире те «якорь» — Иегова пире юратнине тата пулӑшса тӑнине ӗненни — кирлӗ (3-мӗш абзаца пӑхӑр)


ИЕГОВА ПИРЕ ЮРАТАТЬ — ҪАКӐ БИБЛИРИ ТӖП ВӖРЕНТӲСЕНЧЕН ПӖРИ

4. Библири хӑш-пӗр тӗп вӗрентӳсене каласа тухӑр тата эсир мӗншӗн вӗсене ӗненнине ӑнлантарса парӑр.

4 Иегова пире юратать. Ҫакӑ — Библири тӗп вӗрентӳсенчен пӗри. Сире Библири тӗп вӗрентӳсене каласа пама ыйтрӗҫ пулсан, эсир хӑшӗсене каласа тухнӑ пулӑттӑр? Тен, эсир Библи вӗреннӗ чухне пӗлнӗ тӗп чӑнлӑхсене: сӑмахран, Турра Иегова тесе чӗннине, Иисус Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ пулнине, вилнисем нимӗн те пӗлменнине, ҫӗр рай пулса тӑрассине тата унта ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнассине аса илнӗ пулӑттӑр (Пс. 83:18, ҪТ; Еккл. 9:5; Иоанн 3:16; Ӳлӗм. 21:3, 4). Эсир фактсене тӗпченӗ хыҫҫӑн ҫав вӗрентӳсем тӗрӗс пулнине ӑнланса илтӗр, вара вӗсене ӗнентӗр. Халӗ никам та сире ҫав вӗрентӳсене ӗненме пӑрахтарма пултараймасть. Иегова пире юратать текен вӗрентӳ ҫине те пирӗн ҫавӑн пекех пӑхмалла. Вара эпир Иегова пирӗншӗн йывӑр вӑхӑтра тӑрӑшасси пирки иккӗленмӗпӗр.

5. Ҫынна суя вӗрентӳсене сирсе яма мӗн пулӑшать?

5 Библи вӗренме пуҫласан, сире суя вӗрентӳсене сирсе яма мӗн пулӑшрӗ? Тен, эсир хӑвӑр унччен мӗне ӗненнине Библи мӗне вӗрентнипе танлаштарса пӑхрӑр. Калӑпӑр, эсир унччен Иисус вӑл Пурне те Тума Пултаракан Турӑ тесе ӗненнӗ. Анчах Библи вӗренни сире ҫак вӗрентӳ чӑнах та тӗрӗс пулнипе пулманни ҫинчен шухӑшлама пулӑшрӗ. Ҫакӑн пирки Библире мӗн каланине тӗпченӗ хыҫҫӑн эсир ҫакна ӑнланса илтӗр: Иисус вӑл — Турӑ мар. Вара эсир суя вӗрентӗве ӗненме пӑрахрӑр та Библири чӑнлӑха: Иисус вӑл «Турӑ пултарнисенчен пӗрремӗшӗ» тата «Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ» пулнине — ӗненме пуҫларӑр (Кол. 1:15; Иоанн 3:18). Суя вӗрентӳсем вӗсем ҫирӗп крепость пекех, вӗсене аркатма йывӑр (2 Кор. 10:4, 5). Анчах сирӗн ҫавна тума май килсен, эсир ҫав крепоҫе ҫӗнӗрен туса лартмарӑр — эсир суя вӗрентӳсене яланлӑхах сирсе ятӑр (Флп. 3:13).

6. Мӗншӗн 135-мӗш Псаломра «Унӑн ырӑлӑхӗ [«вӑл чунтан парӑнса юратни», ҪТ] ӗмӗрлӗхе» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ нумай хутчен тӗл пулать?

6 Йывӑрлӑхсене пула эсир хӑвӑра Иегова юратни пирки иккӗленме пуҫласан ҫав меслетпех усӑ курӑр. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Ку чӑнах та тӗрӗс-и?» Унтан хӑвӑр шухӑшусене Псалом 135:1-мӗшӗнче, ҫак статьян тӗп сӑвӑ йӗркинче, каланӑ сӑмахсемпе танлаштарса пӑхӑр. Ҫак сӑвӑ йӗркинче «ырӑлӑх» тесе куҫарнӑ еврей сӑмахӗ чунтан парӑнса юратнине пӗлтерет. Апла пулсан, мӗншӗн Иегова псалом ҫыракана хӑйӗн юратӑвӗ пирки ҫавӑн пек калама хавхалантарнӑ? Мӗншӗн ҫак псаломра «Унӑн ырӑлӑхӗ [«вӑл чунтан парӑнса юратни», ҪТ] ӗмӗрлӗхе» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ 26 хутчен тӗл пулать? Ҫакӑ Иегова хӑйӗн халӑхне чунтан парӑнса юратни вӑл — эпир Турӑ Сӑмахӗнчен пӗлнӗ ытти тӗп чӑнлӑхсем пекех — Библири тӗп вӗрентӳ пулнине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа та Иегова пире юратмасть текен шухӑш вӑл — суя шухӑш. Ҫак суяна пирӗн кирек мӗнле суя вӗрентӗве сирсе янӑ пек сирсе ямалла.

7. Хӑш сӑвӑ йӗркисем пире Иегова хамӑра юратни пирки шантараҫҫӗ?

7 Библире Иегова пире юратни ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисем нумай. Сӑмахран, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «эсир темӗн чухлӗ ҫерҫирен те хаклӑрах» тесе каланӑ (Матф. 10:31). Иегова хӑйӗн халӑхне ҫапла шантарнӑ: «Эпӗ сана тӗреклӗх кӳрӗп, сана пулӑшӑп, Хамӑн тӳрӗлӗхӗмӗн сылтӑм аллипе хунтӑлӑп» (Ис. 41:10). Асӑрхӑр-ха: ҫак сӑвӑ йӗркисенче: «Тен, эсир хаклӑрах» е «Тен, сана пулӑшӑп», — тесе каламан. Унта: «Эсир хаклӑрах» тата «Сана пулӑшӑп», — тесе тӳррӗн каланӑ. Ҫакӑн пек сӑвӑ йӗркисем пире Иегова хамӑра юратнине туйса илме ҫеҫ мар, ҫавна лайӑх пӗлме те пулӑшаҫҫӗ. Вӗсенче фактсем илсе панӑ, ҫавӑнпа эпир вӗсене ӗненме пултаратпӑр. Енчен те эпир хамӑрӑн иккӗленӳсем пирки Иеговӑна кӗлӗре каласа паратпӑр пулсан тата ҫавӑн пек сӑвӑ йӗркисемa ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир хамӑр пирки 1 Иоанн 4:16-мӗшӗнчӗ каланӑ сӑмахсенех калама пултаратпӑр: «Турӑ пире юратса тӑнине эпир пӗлтӗмӗр ӗнтӗ, юратнине ӗненсе ҫитрӗмӗр».

8. Эсир Иегова хӑвӑра юратни пирки хӑш-пӗр чухне иккӗленетӗр пулсан мӗн тума пултаратӑр?

8 Эсир Иегова хӑвӑра юратни пирки хӑш-пӗр чухне ҫав-ҫавах иккӗленетӗр пулсан мӗн тума пултаратӑр? Ҫавӑн пек чухне хӑвӑр мӗн туйнине хӑвӑр мӗн пӗлнипе танлаштарса пӑхӑр. Туйӑмсем вӗсем фактсем пек шанчӑклӑ мар, анчах та Иегова пире юратни вӑл — Библире каланӑ факт. Пирӗн кирек мӗнле туйӑм пулсан та, ҫак факт нихӑҫан та улшӑнмасть: юрату — Иеговӑн тӗп паха енӗ (1 Иоанн 4:8).

ИЕГОВА ХӐВӐРА ЮРАТНИ ҪИНЧЕН ШУХӐШЛӐР

9, 10. Иисус «Атте хӑй те сире юратать» тенӗ чухне мӗн ҫинчен калаҫнӑ? (Иоанн 16:26, 27). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

9 Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ сӑмахсенчен эпир Иеговӑн юратӑвӗ ҫинчен нумайрах пӗлме пултаратпӑр. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: «Атте хӑй те сире юратать». (Иоанн 16:26, 27 вуласа парӑр.) Иисус ҫак сӑмахсене хӑйӗн вӗренекенӗсене йӑпатас е хавхалантарас тесе каламан. Умӗнхи сӑвӑ йӗркисене пӑхас пулсан, вӑл пачах урӑххи ҫинчен — кӗлӗ ҫинчен — калаҫни курӑнать.

10 Кӑшт маларах Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйне мар, хӑйӗн урлӑ кӗлтумалла тесе каланӑ (Иоанн 16:23, 24). Вӗсен ҫакна пӗлмелле пулнӑ. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн вӗсен ӑна кӗлтӑвас кӑмӑл пулма пултарнӑ. Ҫакна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен Иисус вӗсен тусӗ пулнӑ. Вӗсем ҫапла шутлама пултарнӑ: «Вӑл пире юратать, ҫавӑнпа эпир мӗн ыйтнине итлӗ те Ашшӗне каласа парӗ». Анчах Иисус вӗсене ҫавӑн пек шухӑшлаттарасшӑн пулман. Вӑл каланӑ: «Атте хӑй те сире юратать». Чӑнах та, Иегова пире питӗ хытӑ юратать, ҫавӑнпа вӑл пирӗн кӗлӗсене хӑй итлесшӗн. Ку вӑл Библири тӗп чӑнлӑхсенчен пӗри. Ҫакӑ хӑвӑрпа мӗнле ҫыхӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Библи вӗренсе пынӑ май эсир Иисус ҫинчен пӗлсе пырса ӑна юратма пуҫларӑр (Иоанн 14:21). Анчах та эсир, пӗрремӗш ӗмӗрти вӗренекенсем пекех, Иеговӑна кӗлтӑватӑр. Ҫапла вара эсир Иеговӑна кӗлтунӑ чухне кашнинче «Атте хӑй те сире юратать» текен сӑмахсене ӗненнине кӑтартатӑр (1 Иоанн 5:14).

Арҫын тӑван тенкел ҫинче ларса хӑйӗн пурнӑҫӗнчи виҫӗ кирлӗ япала ҫинчен ӗненсе кӗлтунине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) унӑн чирлӗ арӑмӗ вырӑн ҫинче выртать, вӑл вара ӑна апат килсе парать; 2) унӑн хӗрӗ хаваспах унпа Библи вӗренсе ларать; 3) вӑл тӳлемелли счётсен хучӗсене пӑхса ларать.

Кирек мӗнле лару-тӑрура та Иеговӑна кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен «Атте хӑй те сире юратать» (9, 10 абзацсене пӑхӑр)c


МӖНШӖН ИККӖЛЕНӲСЕМ ПУЛАҪҪӖ?

11. Эпир Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленетпӗр пулсан, мӗншӗн Шуйттан савӑнать?

11 Мӗне пула эпир Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пуҫлатпӑр? Тен, эсир Шуйттан пире ҫавӑн пек шухӑшлаттарать тесе калама пултаратӑр. Ҫакӑ хӑш-пӗр енчен тӗрӗс. Шуйттан пире «ҫӑтасшӑн ҫӳрет», ҫавӑнпа та эпир Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пуҫларӑмӑр пулсан, вӑл питӗ савӑннӑ пулӗччӗ (1 Пётр 5:8). Иегова пире питӗ хытӑ юратнӑран пире тӳлесе илме парне панӑ (Евр. 2:9). Ҫав-ҫавах эпир хӑш-пӗр чухне ҫак парнене тивӗҫлӗ мар тесе шутлама пултаратпӑр. Анчах та эпир Иеговӑн юратӑвӗ пирки иккӗленни кама усӑ панӑ пулӗччӗ? Паллах ӗнтӗ, Шуйттана. Эпир йывӑрлӑхсене пула Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахрӑмӑр пулсан, кам савӑннӑ пулӗччӗ? Каллех Шуйттан. Вӑл Иегова пире юратмасть тесе шутлаттарасшӑн. Тӗрӗссипе каласан вара Иегова Шуйттана юратмасть. Эпир хамӑр тӑшманӑн меслечӗсене пӗлетпӗр пулсан, пире унӑн «чеелӗхне» хирӗҫ тӑма ҫӑмӑлрах пулӗ (Эф. 6:11; Иак. 4:7).

12, 13. Эпир ҫылӑхлӑ ҫурални мӗнле майпа пире Иеговӑн юратӑвӗ пирки иккӗлентерме пултарать?

12 Тепӗр сӑлтава пула та эпир Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пултаратпӑр. Ҫак сӑлтав вӑл — пирӗн ҫине куҫнӑ ҫылӑх (Пс. 50:7; Рим 5:12). Ҫылӑх ҫынсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӑснӑ. Ҫавӑн пекех ҫылӑх пирӗн шухӑшсене, туйӑмсене тата сывлӑха сиен кӳнӗ.

13 Ҫылӑх пирӗн туйӑмсем ҫине япӑх витӗм кӳнӗрен эпир хамӑра айӑплӑ туятпӑр, пӑшӑрханатпӑр тата намӑсланатпӑр. Эпир тӗрӗс мар ӗҫсем тусан ҫеҫ мар, ҫылӑхлӑ ҫуралнӑран та пирӗн ҫавӑн пек туйӑмсем пулма пултараҫҫӗ — ҫакӑ вара Турӑ ҫынсене чи малтан мӗнле тунипе пӗртте килӗшсе тӑмасть (Рим 8:20, 21). Пушӑ урапаллӑ машина хӑйӗн пӗтӗм хӑватлӑхне кӑтартма пултарайман пекех, эпир те ҫылӑхлӑ пулнӑран Иегова хамӑр ӑша хывнӑ пӗтӗм пултарулӑха кӑтартма пултараймастпӑр. Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир хӑш-пӗр чухне Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне пирӗн Иегова хӑйне юратакансене тата хӑйӗн заповечӗсене тытса тӑракансене чунтан парӑнса юратнине асра тытмалла (Неем. 1:5).

14. Тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлани пире Иеговӑн юратӑвӗ пирки иккӗленме пӑрахма мӗнле пулӑшать? (Рим 5:8). (Ҫавӑн пекех «„Улталама пултаракан ҫылӑхран“ сыхланӑр» ятлӑ рамкӑна та пӑхӑр.)

14 Хутран-ситрен пире эпир Иеговӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар пек туйӑнма пултарать. Тӗрӗссипе каласан, ку чӑнах та ҫапла. Ҫакӑ унӑн юратӑвне хӑйне евӗрлӗ тӑвать те. Эпир нимле ӗҫпе те унӑн юратӑвне тивӗҫлӗ пулаймӑпӑр. Ҫав-ҫавах Иегова пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне панӑ. Ҫакна вӑл пире юратнӑран тунӑ (1 Иоанн 4:10). Унсӑр пуҫне, ҫакна та асра тытӑр: Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсене ҫӑлас тесе мар, ҫылӑхлӑ ҫынсене ҫӑлас тесе вилнӗ. (Рим 5:8 вуласа парӑр.) Эпир ниме те пӗр кӑлтӑксӑр тума пултараймастпӑр. Иегова та пирӗнтен ҫавна тӑвасса кӗтмест. Эппин, ҫылӑхлӑ ҫуралнӑран эпир Иегова хамӑра юратни пирки иккӗленме пултаратпӑр. Ҫакна асра тытатпӑр пулсан, эпир ҫавӑн пек шухӑшсене хирӗҫ тӑма ҫирӗп шут тытӑпӑр (Рим 7:24, 25).

«Улталама пултаракан ҫылӑхран» сыхланӑр

Библире ҫылӑх улталама пултарать тесе каланӑ (Евр. 3:13). Вӑл пире тӗрӗс мар ӗҫсем тума хӗтӗртсе тӑнисӗр пуҫне Иеговӑн юратӑвӗ пирки те иккӗлентерсе тӑрать. Чӑнах та, ҫылӑха пула ҫак ултава ҫӑмӑллӑнах ӗненсе лартма пулать.

Эпир хамӑра никам та улталама пултараймасть тесе шутлама пултаратпӑр. Сӑмахран, эпир нихӑҫан ултавҫӑсен аллине лекмӗпӗр тесе ӗненме пултаратпӑр. Анчах та сыхӑ тӑмасан, ҫакӑ пире питӗ хакла ларма пултарать.

Эпир ҫылӑхлӑ пулнине ҫавӑн пек ултавҫӑпа танлаштарма пулать. Вӑл пире Иегова хамӑра юратмасть тесе ӗнентересшӗн. Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир хамӑрта ҫитменлӗхсемпе йӑнӑшсем ҫеҫ курма пултаратпӑр. Анчах та ҫакна асра тытӑр: ҫапла ҫылӑх пире улталама хӑтланать. Ан ӗненӗр ӑна!

ИЕГОВӐНА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНӐР

15, 16. Эпир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, мӗне шанма пултаратпӑр тата мӗншӗн? (2 Патшасен 22:26).

15 Иегова пире тӗрӗссине суйласа илме — хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма — сӗнет (Сак. аст. 30:19, 20). Эпир ҫапла тусан, вӑл та пирӗнпе шанчӑклӑ пулӗ. (2 Патшасен 22:26 [ҪТ] вуласа парӑрb.) Эпир Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнатпӑр пулсан, вӑл пире кирек мӗнле лару-тӑрура та пулӑшасса шанма пултаратпӑр.

16 Эппин, эпир кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерме пултаратпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн якорь пур — эпир Иегова хамӑра юратнине тата пулӑшса тӑнине ӗненетпӗр. Ҫакӑ Библири тӗп вӗрентӳсенчен пӗри. Эпир Иеговӑн юратӑвӗ пирки иккӗленме пуҫласан, пирӗн хамӑр мӗн туйни ҫинчен мар, Туррӑн юратӑвӗ пирки мӗн пӗлни ҫинчен шухӑшламалла. Библирен вара эпир Иегова чунтан парӑнса юратни ӗмӗрлӗхе пулнине пӗлтӗмӗр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова пире юратать текен вӗрентӳ Библири тӗп вӗрентӳсенчен пӗри пулнине асра тытни пире мӗнле пулӑшма пултарать?

  • Эпир ҫылӑхлӑ ҫурални мӗнле майпа пире Иеговӑн юратӑвӗ пирки иккӗлентерме пултарать?

  • Иеговӑн юратӑвӗ пирки иккӗленме пӑрахма пире мӗн пулӑшать?

159-МӖШ ЮРӐ Иеговӑна мухтавлӑр

a Сӑмахран, Саккуна астутарни 31:8, Псалом 93:14 тата Исаия 49:15 пӑхӑр.

b 2 Патшасен 22:26, ҪТ: «Хӑвна чунтан парӑннӑ ҫынна эсӗ чунтан парӑннӑ, айӑпсӑр ҫынпа эсӗ тӳрӗ».

c ӲКЕРЧӖК. Арҫын тӑван кӗлӗре Иеговӑран хӑйӗн чирлӗ арӑмне пӑхма, ҫемье укҫипе тӗрӗс усӑ курма тата хӗрне Библири чӑнлӑхсене вӗрентме пулӑшу ыйтать.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр