Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 14/12 8 с.
  • Калаҫӑва пуҫламалли майсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Калаҫӑва пуҫламалли майсем
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
  • Ҫавнашкал материал
  • Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Калаҫӑва пуҫламалли майсем
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Калаҫӑва пуҫламалли майсем
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2013
  • Калаҫӑва пуҫламалли майсем
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2012
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2014
km 14/12 8 с.

Калаҫӑва пуҫламалли майсем

«Правительство, свободное от коррупции» брошюра.

«Правительствӑра коррупци яланах пулнӑ пек туйӑнать. Эсир мӗнле шутлатӑр, мӗншӗн? [Хурава итле.] Библири питӗ интереслӗ шухӑша сире кӑтартасшӑнччӗ. [Екклесиаст 7:20 вуласа пар.] Ҫак йывӑрлӑха Библипе усӑ курса мӗнле ҫӗнтермелли ҫинчен ҫак брошюрӑра каласа панӑ. Ҫакӑ сире валли».

«Как возникла жизнь?» брошюра.

«Нумайӑшӗ эволюци теорийӗ пурнӑҫ мӗнле пулса кайнине ӑнлантарса парать теҫҫӗ, анчах та вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫакӑн пирки иккӗленеҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр? [Хурава итле.] Юлашки вун-вун ҫул хушшинче тунӑ наукӑри фактсем чӗрӗ япала чӗрӗ япаларан кӑна пулнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Ҫакӑ Библири шухӑшпа та килӗшӳллӗ. [Псалом 35:10 вуласа пар.] Ҫынсем нумайӑшӗ пурнӑҫ ытла кӑткӑс та тӗлӗнмелле пулнӑран эволюцине пула пулса кайма пултарайман тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ҫак брошюрӑра мӗншӗн вӗсем ҫапла шутланине сӳтсе явнӑ».

«Пурнӑҫа пултарнӑ-и?» брошюрӑна ҫапла сӗнме пулать.

Хваттер хуҫине саламланӑ хыҫҫӑн кала: «Сирӗн шутпа, мӗне ӗненни тӗрӗсрех: пурнӑҫа Турӑ пултарнӑ-и е вӑл эволюцие пула хӑйне хӑй пулса кайнӑ?» Ҫын эволюцие ӗненет пулсан, ыйт: «Эсир ялан ҫапла шутланӑ-и?» [Хурава итле.] Унтан кала: «Пурнӑҫ мӗнле пулса кайни пирки эпир мӗн шутлани пуласлӑх ҫине мӗнле пӑхассине пысӑк витӗм кӳнипе килӗшетӗр пулӗ. Тӗслӗхрен, ҫак брошюрӑра ун пирки ҫапла каланӑ: [1-мӗш абзацри 2-мӗш предложенинчен пуҫласа, ун хыҫҫӑн 29-мӗш страницӑри 2-мӗш абзацри юлашки предложение вуласа пар]». Ун хыҫҫӑн ыйт: «Эсир ҫак пӗтӗмлетӳпе килӗшетӗр-и?» Ҫын килӗшет пулсан, 29-мӗш страницӑри 4-мӗш абзаца вуласа пар та кала: «Паллах ӗнтӗ, пирӗн мӗнӗн шанчӑклӑ ҫирӗплетӳсем пур, ҫавсене кӑна ӗненмелле. Ҫак брошюра сире пурнӑҫа пултарнине тата Библи шанӑҫа тивӗҫлине кӑтартса паракан темиҫе ҫирӗплетӗве пӑхса тухма пулӑшӗ». Кил хуҫи брошюрӑна илчӗ пулсан, 15-мӗш страницӑри ыйтусем ҫине вӑл мӗнле хуравланине пӗлес килет тесе, тепӗр хут килме калаҫса татӑл.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр