Пӗлтерӳсем
◼ Сӗнмелли литература. Декабрь: «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?», «Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?», «Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?», «Ҫемьене телейлӗ тума мӗн кирлӗ?», «Ҫак тӗнче кам аллинче?», «Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?», «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» буклетсем. Библи вӗренӗвӗ сӗнӗр. Январь тата февраль: Ҫак 32 страницӑллӑ брошюрӑсемпе усӑ курӑр: «Турӑ пирӗншӗн чӑннипех тӑрӑшать-и?», «Турра итле», «Турра итле те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑн». Март тата апрель: ҫав уйӑхри брошюрӑсем. Май тата июнь: «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?», «Библи сирӗншӗн мӗнле кӗнеке?», «Пуласлӑхра пурнӑҫ мӗнле пулас пек туйӑнать сире?», «Ҫемьене телейлӗ тума мӗн кирлӗ?», «Ҫак тӗнче кам аллинче?», «Хӗн-асап хӑҫан та пулин пӗтӗ-ши?», «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» буклетсем. Библи вӗренӗвӗ сӗнӗр.
◼ 2016 ҫулта Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ мартӑн 23-мӗшӗнче юнкун иртӗ.
◼ 2015 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пухусем уйӑхӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ текех сӗнмӗҫ. Халӗ вара уйӑхӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче хыпарҫӑсем ытти шӑматкунсенчи пекех брошюрӑсене сӗнме пултараҫҫӗ. Эпир Библи вӗренӗвне уйӑх тӑршшӗпех кирек хӑш вӑхӑтра та брошюрӑсемпе е Библи вӗренмелли ытти пособисемпе усӑ курса сӗнме пултаратпӑр.
◼ Ҫакна аса илтересшӗн: Библи вӗренӗвӗсене Библипе е ытти пӗр-пӗр пособипе, сӑмахран, буклетпа е брошюрӑпа, усӑ курса пуҫлама пулать. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Библири тӗп вӗрентӳсене тӗплӗн сӳтсе явакан пособи ҫине куҫма пулать.