Сӑваплӑ ӗҫри ҫитӗнӳсем
Июлӗн 4—6-мӗшӗсенче Америкӑра Атланта хулинче иртнӗ пӗтӗм тӗнчери конгресс питӗ савӑнӑҫлӑ событи пулса тӑчӗ, унта Раҫҫейрен тата Белоруссирен 896 делегат пулнӑ. Унта пурӑнакан тӑвансем тараватлӑ кӗтсе илни тата ҫак конгреса питӗ ҫӳллӗ шайра йӗркелени Турӑ Патшалӑхӗ ҫӗнӗ тӗнчере ертсе пынӑ чухне мӗн тери илемлӗ те лайӑх пурнӑҫ пулассине лайӑхрах курма пулӑшрӗ (Мих. 4:2—4). Ҫак уявра сахаллӑшӗ кӑна пулнӑ пулсан та, вӗсем савӑнӑҫлӑн каласа пани, ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчипе иртнӗ ҫавнашкал конгрессем ҫинчен отчет туса пани пире пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӑн пӗрлӗхне туйса илме пулӑшать! (Пс. 132:1.)