Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • km 11/7 2 с.
  • Сирӗн ачӑрсем хатӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Сирӗн ачӑрсем хатӗр-и?
  • Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсӗ шкула кайма хатӗр-и?
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2009
  • Ачасем — «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
  • Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? (2-мӗш пайӗ)
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсене Иеговӑна юратма вӗрентӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
Ытларах пӗлӗр
Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2011
km 11/7 2 с.

Сирӗн ачӑрсем хатӗр-и?

1. Ачасен мӗне хатӗрленмелле?

1 Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ҫывхарса пырать. Сирӗн ачӑрсем, паллах, ҫӗнӗ йывӑрлӑхсемпе тата хӗсӗрлессипе тӗл пулӗҫ. Вӗсен «чӑнлӑх ҫинчен каласа пӗлтермешкӗн» те ҫӗнӗ майсем уҫӑлӗҫ (Иоанн 18:37). Вӗсем хатӗр-и?

2. Шкул ачисен хӑш тӗлӗшрен хатӗр пулмалла тата мӗн пирки ӑнлантарса пама пӗлмелле?

2 Патшалӑх йӑли-йӗркисене тата суя тӗн уявӗсене хутшӑнни мӗне пӗлтернине, вӗсем мӗншӗн тӗрӗс мар пулнине ачӑрсем лайӑх ӑнланаҫҫӗ-и? Хӑйсене аслӑ пӗлӳ илме, хӗрпе е каччӑпа ҫӳреме, эрех-сӑра ӗҫме тата наркотиксемпе усӑ курма хистессипе тӗл пулма вӗсем хатӗр-и? Вӗсем ҫакӑ эпӗ мӗне ӗненнине хирӗҫлет тесе кӑна калӗҫ-и, е хӑйсем мӗне-мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама пултарӗҫ? (1 Петр 3:15.)

3. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫ вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшӗ ачисене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне мӗнле хатӗрлеме пултарать?

3 Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли каҫ. Ачасен шкулта йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, эсир, паллах, ачӑрсене пулӑшатӑр, йывӑрлӑхсене сӳтсе яватӑр. Анчах та пулма пултаракан йывӑрлӑхсене маларах сӳтсе явни ачӑрсене хӑюллӑрах пулма пулӑшӗ. Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапмалли пӗр е темиҫе каҫа мӗншӗн-ха ҫакӑн валли уйӑрас мар? Шкул ҫинчен шухӑшланӑ чухне ачӑрсене ытларах мӗн хумхантарнине ыйтӑр. Иртнӗ ҫулсенче мӗн-мӗн ҫинчен калаҫнине те ҫӗнӗрен сӳтсе явма пулать, вӗт ачасем пысӑкланнӑ, ытларах ӑнланаҫҫӗ (Пс. 118:95). Ситуацисене инсценировка тума пулать, вӗсенче ашшӗ-амӑшӗ вӗрентекен, шкулти психолог е пӗр класра вӗренекен ролӗсене вылять. Ачасене Библипе усӑ курса хуравлама, «Рассуждение» кӗнекепе тата ятарласа ҫамрӑксем валли кӑларнӑ публикацисемпе усӑ курма вӗрентӗр. Пӗр амӑшӗ ҫакӑн пек инсценировкӑсем туса ачисене, кашни вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗнче вӗрентекенсене хӑйсем Иегова Свидетелӗ пулни ҫинчен каламашкӑн, хатӗрленме пулӑшнӑ. (2010 ҫулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» (выр.) пӑх, 3—5 с.)

4. Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗ мӗн тӑвать?

4 Ҫак юлашки кунсенче ҫамрӑк христиансем питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ (2 Тим. 3:1). Ӑслӑ-тӑнлӑ ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӗсемпе тӗл пулма хатӗрлет (Ытар. 22:3). Ачӑрсем ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне хатӗр пулччӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр