Эсӗ шкула кайма хатӗр-и?
1. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ҫамрӑк христиансен мӗнле ҫӗнӗ майсем пулӗҫ?
1 Эсӗ ҫамрӑк христианин пулсан, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫлансан — кирек миҫемӗш класа каятӑн пулсан та — сана ҫӗнӗ йывӑрлӑхсемпе тата хӗсӗрленисемпе тӗл пулма тивӗ. Ҫавӑн пекех санӑн «чӑнлӑх ҫинчен каласа кӑтартма» ҫӗнӗ майсем те тупӑнӗҫ (Иоан. 18:37). Эсӗ шкулта ырӑ хыпар каласа пӗлтерме хатӗр-и?
2. Мӗншӗн сан пирки шкула кайма хатӗр теме пулать?
2 Иегова, аҫу-аннӳ тата тӗрӗс те ырӑ ӑслӑ чура сана нумай пӗлӳсем панӑ, вӗсене пурнӑҫра пур ҫӗрте те усӑ курма пулать (Ытар. 1:8; 6:20; 23:23—25; Еф. 6:1—4; 2 Тим. 3:16, 17). Сана шкулта мӗнле йывӑрлӑхсем кӗтессе эсӗ халӗ питӗ лайӑх ӑнланатӑн ӗнтӗ. Турӑ заповечӗсене тата эсӗ мӗнле ҫынсем хушшинче пулассине шута илсе ырӑ хыпар каласа пӗлтерме хатӗрлен (Ытар. 22:3). Икӗ томлӑ «Вопросы молодежи» (выр.) кӗнекери, ҫавӑн пекех «Пробудитесь!» (выр.) журналта ҫав темӑпах кашни уйӑхра пичетленсе тухакан статьясенчи усӑллӑ Библи канашӗсем пирки тата вӗрентсе каланисем пирки тарӑн шухӑшла.
3. Шкулта ырӑ хыпар пӗлтерме мӗнле майсемпе эсӗ усӑ курма пултаратӑн?
3 Ҫак хӑйне евӗр участокра эсӗ тӗрлӗ майсемпе усӑ курса ырӑ хыпар сарма пултаратӑн. Тирпейлӗ тумтирпе ҫипуҫ, хӑвна мӗнле тытни тата ыттисемпе мӗнле калаҫни, пӗрле вӗренекенсемпе учительсене хисеплени тата мӗнле паллӑсемпе вӗренни те — ҫаксем пурте ырӑ хыпар пӗлтерме пулӑшаҫҫӗ. Санӑн пурнӑҫу ҫирӗп принципсенчен тӑнине курса кам та пулин: «Мӗншӗн эсӗ ыттисенчен питӗ уйрӑлса тӑратӑн?»— тесе санран ыйтма пултарӗ (Мал. 3:18; Иоан. 15:19). Ҫапла вара санӑн ырӑ хыпар каласа пӗлтерме тата хӑв мӗне ӗненнине ӑнлантарса пама май пулать (1 Тим. 2:9, 10). Вӗренӳ ҫулӗнче, тен, санӑн патриотизмла ӗҫсемпе уявсенче мӗншӗн хутшӑнманни пирки ӑнлантарса пама тивӗ. «Эпӗ Иегова Свидетелӗ» е «Уяв манӑн тӗне хирӗҫлет» тесе кӑна калӑн-и эсӗ? Е юратакан Иегова Аттемӗр ҫинчен каласа пӗлтерме тӑрӑшӑн? Иегова панӑ канашсемпе усӑ курса лайӑх хатӗрленсен эсӗ пӗрле вӗренекенсене, учительсене тата ыттисене те ырӑ хыпар каласа пӗлтерме пултаратӑн (1 Пет. 3:15).
4. Мӗншӗн эсӗ вӗренӳ ҫулӗ ӑнӑҫлӑ пуласса шанма пултаратӑн?
4 Шкула каясси пирки эсӗ кӑштах хӑраса тӑратӑн пулсан та, пӗлсе тӑр, нумайӑшӗ сана ӑнӑҫлӑ вӗренӳ ҫулӗ сунаҫҫӗ тата сана пурте пулӑшма хатӗр. Санӑн ҫак хӑйне евӗр участокра ыттисене ырӑ хыпар каласа пӗлтерме май пурришӗн эпир савӑнатпӑр. Ҫавӑнпа та хӑюллӑн шкула кайма пултаратӑн!