Ачасем —«Ҫӳлхуҫа панӑ еткер»
«ЕТКЕР» сӑмаха илтсен, эсир мӗн ҫинчен шухӑшлатӑр? Тен, эсир пӗртӑвансенчен юлнӑ укҫа, пурлӑх е мӗнле те пулин хаклӑ япала ҫинчен шухӑшлатӑр. Ҫакӑ кирек мӗн пулсан та, ӑна питӗ хаклаҫҫӗ.
Библире ачасем пирки «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» тесе каланӑ (Пс. 126:3). Паллах, христиансем хӑйсен ачисем ҫине ҫӳлти Атте панӑ парне ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисем хӑйсене хӳтлӗхри пек туйччӑр тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑваҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ачисем сывӑ, телейлӗ пулччӑр тесе, вӗсен мӗн кирли веҫех пултӑр тесе тата Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
Шел пулин те, хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисем ҫине Турӑ панӑ награда ҫине пӑхнӑ пек пӑхмасть (Ис. 49:15; 2 Тим. 3:1—3). Теприсем вара, хӑйсен ачисене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тесе чун-чӗререн тӑрӑшаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗ йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Мӗнле йывӑрлӑхсем-ши вӗсем? Иегова ашшӗ-амӑшӗнчен мӗн тӑвасса кӗтет? Ачасем чӑннипех телейлӗ пулччӑр тесен вӗсене мӗнле пӑхса ӳстермелле?
ЙЫВӐРЛӐХСЕМ
Ҫемье тата ыттисем хӗсни. Хӑш-пӗр культурӑра нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне ытларах хисеплеҫҫӗ. Ҫавӑнпа тӑван-хурӑнташсемпе паллакан ҫынсем мӑшӑра — вӗсем кашни ачишӗн кирлӗ пек тӑрӑшма пултараймасан та — нумай ача ҫуратма хистеҫҫӗ.
Пуласлӑх пирки пӑшӑрханни. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче апат ҫитсех кайманнине пула, чир-чӗре пула тата тухтӑрсем ҫитсех кайманнине пула нумай пӗчӗк ача вилет. Ҫавӑнпа ҫав ҫӗршывсенче ачасенчен хӑшӗ те пулин ҫитӗнсе ҫитме пултартӑр тесе мӑшӑрсем нумай ача ҫуратаҫҫӗ. Тепӗр ҫӗршывсенче вара мӑшӑрсем, ҫемьере нумай ача пулсан, ватлӑхра хӑйсене ачисем мӗн кирлипе тивӗҫтерессе шанаҫҫӗ. Уйрӑмах ҫакӑн пекки ватӑ ҫынсене нимӗнле пулӑшу та паман ҫӗршывсенче тӗл пулать.
Ҫие юласран сыхланма йывӑр. Хӑш-пӗр ҫӗршывра мӑшӑрсене контрацептивсене тупса илме йывӑр. Теприсем вара контрацептивсен пахалӑхӗ лайӑхах мар пулнӑран вӗсем сывлӑх ҫине япӑх витӗм кӳресрен хӑраҫҫӗ. Тата теприсем ҫак япаласем хаклӑ пулнине пула вӗсене туянаймаҫҫӗa.
ИЕГОВА АШШӖ-АМӐШӖНЧЕН МӖН ТӐВАССА КӖТЕТ?
Кашни ача валли вӑхӑт уйӑрӑр
Ачасене мӗн кирлипе тивӗҫтерӗр. Иегова ашшӗпе амӑшне ачисене мӗн кирлипе тивӗҫтерме хушнӑ. Вӑл ашшӗ-амӑшӗнчен ҫакна кӗтет: кашни ачин ҫимелли, тӑхӑнмалли тата пурӑнмалли вырӑн пултӑр тесе вӗсен тӑрӑшса ӗҫлемелле тет. Унсӑр пуҫне, Иегова вӗсенчен ачисене вӗрентме ыйтать. Анчах та ҫакӑ ачана интерната ямаллине пӗлтермест. Ачасен ҫитӗнсе ҫитичченех килте пурӑнмаллине христиансем ӑнланаҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене пуласлӑхра кирлӗ пулма пултаракан ӑсталӑхсене аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗ кашни ачипе интересленет, ҫавна пула вӗсен пур ачи те хӑйне хӳтлӗхри пек тата юратнине туять. Анчах та Иегова ашшӗ-амӑшӗнчен пуян пуласса кӗтмест. Тӗслӗхрен, вӑл хӑйӗн юратнӑ Ывӑлне пӑхса ӳстерме ӗҫчен те пуян пулман ҫемьене шанса панӑ (Матф. 13:55, 56; Лука 2:24).
Библири принцип. «Енчен те кам та пулин хӑйӗн ҫемйишӗн, уйрӑмах хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакансемшӗн, тӑрӑшмасть пулсан, вӑл ӗнтӗ ӗненӳрен туннӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах» (1 Тим. 5:8).
Иегова ҫакна та ӑнланать: ашшӗ-амӑшӗ ватӑлсан вӗсене пулӑшу кирлӗ пулма пултарать. Ачасен хӑйсен ашшӗ-амӑшне хисеплемелле. Ҫакна тумалли чи лайӑх май вӑл — вӗсене ватлӑхра пулӑшни (Тух. 20:12; 1 Тим. 5:4). Анчах та ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсемшӗн ачисем тӑрӑшасси ҫинчен мар, хӑйсем ачисемшӗн тӑрӑшасси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ Иеговӑна савӑнтарать (2 Кор. 12:14).
Ачасене Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшӑр. Ашшӗ-амӑшӗн ачисене Иеговӑна юратма тата ӑна пуҫҫапма вӗрентмелле. Ачасене пӑхса ӳстернӗ чухне ҫакӑ Иеговӑшӑн чи пӗлтерӗшли (Сак. аст. 6:6, 7).
Библири принцип. «Вӗсене [ачасене] Иегова каланӑ пек тӳрлетсе, вӗрентсе пӑхса ӳстерӗр» (Эф. 6:4).
ИЕГОВА СИРӖН ҪЕМЬЕНЕ ТЕЛЕЙЛӖ ТӐВАСШӐН
Миҫе ача пуласси ҫинчен маларах калаҫса татӑлӑр
Маларах палӑртса хурӑр. Эсир ачасем ҫуратас тетӗр пулсан, хӑвӑрӑн лару-тӑрӑва шута илӗр. Сӑмахран, ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр: нумай ача пулсан вӗсене ҫитерме, тумлантарма тата кашнине пӗлӳ пама укҫа-тенкӗ ҫитсе пырӗ-и? Ҫук пулсан, мӑшӑрпа миҫе ача пуласси пирки йышӑну тӑвӑр. Йышӑну тунӑ чухне вара кашни ачашӑн Иегова хушнӑ пек тӑрӑшмаллине асра тытӑр. Паллах, пурнӑҫра пурте эпир палӑртса хунӑ пек пулмасан та пултарать — Иегова ҫакна ӑнланать (Еккл. 9:11). Ҫав-ҫавах, эсир лайӑх ашшӗ-амӑшӗ пулас тесе вӑй хунине вӑл пиллетех.
Библири принципсем. «Тӑрӑшуллӑ ҫынсем ӗҫсене мӗнле тумаллине маларах шутласа хунине пула ӑнӑҫлӑ пулаҫҫӗ, васкакан ҫынсене вара чухӑнлӑх кӗтет» (Ытар. 21:5, ҪТ).
«Калӑпӑр, сирӗнтен кам та пулин башня туса лартма шут тытрӗ. Вӑл малтан ҫакӑ мӗн хака ларассине тата ӑна туса пӗтерме мӗн кирли ҫитессипе ҫитмессине шутласа пӑхмӗ-и?» (Лука 14:28).
Ҫемьере Иегова малти вырӑнта пултӑр. Ҫемьере Турра пуҫҫапни малти вырӑнта пултӑр тесе пурне те тӑвӑр. Сирӗн ачасем пур пулсан, вӗсене кашнине Иеговӑна юратма вӗрентӗр. Ачасем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тимлӗ итлесе ларччӑр тесе тӑрӑшӑр. Кашни эрнере ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерӗр. Ачасене ырӑ хыпар сарма вӗрентӗр. Ҫак ӗҫсене аслӑрах ачасене е хурӑнташсене тума ан ыйтӑр, ҫакӑ вӑл — сирӗн тивӗҫ. Паллах ӗнтӗ, ачасене Турра юратма вӗрентме нумай вӑхӑт кирлӗ тата нумай вӑй хумалла. Анчах та сирӗн ачасем Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлесе тӑнине курни сире питӗ савӑнтарӗ.
Библири принцип. «Манӑн ачасем чӑнлӑх ҫулӗпе ҫӳрени ҫинчен илтни мана пуринчен те ытла савӑнтарать» (3 Иоанн 4)b.
Иегова ҫине шанӑр. Сирӗн ачасем пур-и е эсир вӗсене ҫуратма шухӑшлатӑр кӑна, сирӗншӗн чи кирли вырӑнти йӑла-йӗркесем мар, Иеговӑн нормисем пулччӑр.
Ачасене Турра юратма вӗрентме нумай вӑхӑт кирлӗ тата нумай вӑй хумалла
Ытти ҫемьесемпе танлаштарсан, эсир хӑвӑр ҫемьере сахалрах ача пултӑр тесе йышӑну турӑр пулсан та, ан иккӗленӗр: Иегова сире ватлӑхра та пулӑшса тӑрӗ. Ыттисен шухӑшне — ватлӑхра сире ачасем укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑрӗҫ, ҫавӑнпа нумай ача ҫуратмалла текен шухӑша — хӑвӑр ҫине витӗм кӳме ан парӑр. Ватлӑхра мана никам та пулӑшмӗ тесе ан пӑшӑрханӑр. Иегова сире пулӑшма сӑмах парать, вӑл вара хӑйӗн сӑмахне яланах тытать (Иис. Н. 23:14).
Библири принципсем. «Пӗтӗм чун-чӗрӳпе Ҫӳлхуҫана шанса пурӑн, хӑвӑн ӑстӑнна ан шан. Хӑвӑн пур ҫулу ҫинче те Ӑна пӗлме тӑрӑш, вара Вӑл санӑн сукмакна тӳрӗ тӑвӗ» (Ытар. 3:5, 6).
«Эпӗ ҫамрӑкчӗ, ӗнтӗ ватӑлтӑм, тӳрӗ ҫынна пӑрахнине, унӑн ачисем ҫӑкӑр кӗлесе ҫӳренине курмарӑм» (Пс. 36:25).
«Яланах пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшӑр тата Турӑ мӗне тӳрӗ тет, ҫавна туса пурӑнӑр, ытти вара пурте пулӗ сире» (Матф. 6:33).
Ачасем — Иегова панӑ хаклӑ парне. Ашшӗ-амӑшӗ ҫак парнене хакланине курса пирӗн ҫӳлти Атте питӗ савӑнать. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисем сывӑ, телейлӗ пулччӑр тесе, вӗсен мӗн кирли веҫех пултӑр тесе тата Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем пулччӑр тесе вӗсемшӗн юратса тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем ҫемьере миҫе ача пулассине маларах палӑртса хураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем вырӑнти йӑла-йӗркесене мар, Иеговӑн нормисене шута илеҫҫӗ. Ҫапла тунипе ашшӗ-амӑшӗсем ачисем вӗсемшӗн питӗ хаклӑ пулнине — «Ҫӳлхуҫа панӑ еткер» пулнине кӑтартаҫҫӗ.
a Кашни мӑшӑр ҫемьере миҫе ача пуласси тата вӗсене хӑҫан ҫуратасси пирки, ҫавӑн пекех ҫие юлассинчен сыхлакан контрацептивсемпе усӑ курмаллипе усӑ курмалла марри пирки хӑй йышӑну тӑвать. Тунӑ йышӑнусемшӗн вӗсене никамӑн та айӑпламалла мар (Рим 14:4, 10—13). Унсӑр пуҫне, мӑшӑрсен 1 Коринф 7:3—5 сӑвӑ йӗркисенчи канаша асра тытмалла.
b Ҫак сӑвӑ йӗркинче Иоанн хӑй кама чӑнлӑха пӗлме пулӑшни ҫинчен ҫырать пулин те, ашшӗ-амӑшӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑракан ачисем пирки те ҫавнах туйма пултараҫҫӗ.