2026 ҪУЛХИ АПРЕЛӖН 20—26
49-МӖШ ЮРӐ Иеговӑн чӗрине савӑнтарар
Шыва кӗме тӗллев лартӑр
«Акӑ халӗ майлӑ вӑхӑт» (2 КОР. 6:2, РБП).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Шӑп халӗ Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑмалли тата шыва кӗмелли вӑхӑт.
1. а) Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн пирӗн пурнӑҫ хӑш енчен лайӑхланать? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
ЭСИР хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласа шыва кӗнӗ пулсан, эсир Турӑран таса совесть пама ыйтнӑ (1 Пётр 3:21). Ҫакна тунипе эсир тӗрӗс йышӑну тунӑ. Унсӑр пуҫне, шыва кӗнипе эсир ҫамрӑккисене тата чӑнлӑха нумаях пулмасть пӗлме пуҫланисене лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Эсир хальлӗхе шыва кӗмен пулсан та, ҫав-ҫавах эсир Иеговӑна юрататӑр тата сирӗн ӑна савӑнтарас килет. Ҫавӑн пекех эсир ҫакна та пӗлетӗр: Турӑ сирӗн ҫылӑхсене каҫартӑр тесен тата унӑн ҫывӑх тусӗ пулса тӑрас тесен шыва кӗмелле (Ап. ӗҫ. 2:38—40). Анчах та сире, тен, шыва кӗме темскер чӑрмантарать. Сире мӗн пулӑшма пултарать? Ҫак статьяра эпир: 1) мӗншӗн хӑш-пӗрисем шыва кӗме иккӗленсе тӑнине, 2) мӗншӗн пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине асра тытмаллине тата 3) мӗншӗн май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах кирлӗ улшӑнусем туса шыва кӗмеллине пӑхса тухӑпӑр.
МӖНШӖН ХӐШ-ПӖРИСЕМ ШЫВА КӖМЕ ИККӖЛЕНСЕ ТӐРАҪҪӖ?
2. Хӑш-пӗрисене шыва кӗме мӗн чӑрмантарать?
2 Хӑш-пӗрисене шыва кӗме хӑрани чӑрмантарать. Сӑмахран, вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлесшӗн, анчах та ӑна пур енчен те юрӑхлӑ пулаймастпӑр тесе хӑраҫҫӗ. Сирӗн те ҫавӑн пек туйӑмсем пур пулсан, Иегова хӑвӑртан пӗр ҫитменлӗхсӗр пуласса кӗтменнине тата вӑл эсир хӑйне чи лайӑххине панишӗн питӗ савӑннине кӑтартакан сӑвӑ йӗркисем ҫинчен шухӑшлӑр (Пс. 102:13, 14; Кол. 3:23). Эсир ыттисем хирӗҫ тӑма пултарнинчен хӑратӑр пулсан, Иеговӑран псалом юрлакан пекех ҫирӗп шухӑшлӑ пулма пулӑшсам тесе ыйтӑр. Псалом юрлакан ҫапла ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа ман майлӑ — эпӗ хӑрамӑп: этем мана мӗн тӑвайӗ?» (Пс. 117:6).
3. Хӑш-пӗрисем тата мӗншӗн шыва кӗме васкамаҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
3 Хӑш-пӗрисем Иеговӑна юратаҫҫӗ, анчах та шыва кӗме васкамаҫҫӗ, мӗншӗн тесен хӑйсен пӗлӳ ҫитсех каймасть тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та шыва кӗмешкӗн мӗн чухлӗ пӗлӳ илмелле? Айтӑр Библири пӗр тӗслӗхе пӑхса тухар. Павел апостолпа Сила тӗрмере ларнӑ чухне ҫӗр питӗ хытӑ чӗтреннӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсен тӗрме хуралҫипе унӑн килтисене Иисус ҫинчен каласа памалли май уҫӑлнӑ. Ҫак ҫынпа унӑн тӑванӗсем Турӑ ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ирӗке кӑларас тесе тунине ӑнланса илнӗ пулас. Унсӑр пуҫне, ҫав каҫ тӗрме хуралҫипе унӑн ҫемйи Турӑпа Иисус ҫинчен калакан кирлӗ чӑнлӑхсене пӗлнӗ. Ҫак пӗлӳсем вӗсемшӗн ҫителӗклӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем «тӳрех шыва кӗнӗ» (Ап. ӗҫ. 16:25—33). Эсир Иеговӑна пӗлетӗр пулсан, ӑна пӗтӗм чӗререн юрататӑр пулсан, Библири тӗп вӗрентӳсене ӑнланатӑр пулсан, ҫылӑхусемшӗн ӳкӗннӗ пулсан тата Туррӑн нормисем тӑрӑх пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ пулсан, эсир шыва кӗме хатӗр (Марк 12:30).
Павелпа Сила ҫӗрле тӗрме хуралҫипе унӑн килӗнчисене ырӑ хыпар каланӑ, лешӗсем вара «тӳрех шыва кӗнӗ» (3-мӗш абзаца пӑхӑр)
4. Тата мӗнле сӑлтава пула хӑш-пӗрисем шыва кӗме иккӗленеҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
4 Хӑш-пӗрисем Турра юрас тесе кирлӗ улшӑнусем тӑвасшӑн тата шыва кӗресшӗн, анчах та вӗсем ҫакӑ мӗн хака ларасси ҫинчен шутлаҫҫӗ. Чӑнах та, хамӑр тӑвакан йышӑнусем мӗн хака ларма пултарни ҫинчен шухӑшлани тӗрӗс (Лука 14:27—30). Анчах та хӑш-пӗрисем Турӑшӑн ӗҫлес тесе мӗн хӑварма тивесси ҫинчен ытлашши пӑшӑрханаҫҫӗ. Кэ́ндис хӗрарӑм тӑванпа шӑп ҫапла пулса тухнӑ та. Мӗн ачаранах вӑл Иеговӑна юрас тесен мӗн тумаллине пӗлнӗ, анчах та вӑл ҫак пӗлӳсемпе килӗшӳллӗн пурӑнман. Кайран вӑл, ҫитӗнсе ҫитсен, каллех Библи вӗренме пуҫланӑ. Вӑл ҫапла каласа парать: «Иеговӑна савӑнтарас тесен хамӑн мӗн тумаллине эпӗ пӗлнӗ. Анчах та хам мӗнле пурӑнни, Иеговӑна килӗшмен пулин те, мана килӗшетчӗ. Эпӗ хамӑн пурнӑҫа улӑштарма йывӑр пулассине ӑнланнӑ». Теприсем вара шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Иегова ыйтнӑ пек пурӑнма пултараймастпӑр тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Вӗсем йывӑр ҫылӑх тӑвасран, вара хӑйсене ҫавӑншӑн пухуран кӑларса ярасран хӑраҫҫӗ. Сирӗн те ҫавӑн пекрех шухӑшсем пур пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр?
Хӑш-пӗрисем Иеговӑна савӑнтарасшӑн, анчах та вӗсем Турӑшӑн ӗҫлес тесе мӗн хӑварма тивесси ҫинчен пӑшӑрханаҫҫӗ (4-мӗш абзаца пӑхӑр)
5. Эпир шыва кӗме иккӗленетпӗр пулсан, пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла? (Матфей 13:44—46).
5 Эпир пӗр-пӗр япалана туянас тенӗ чухне унӑн хакӗ ҫине пӑхнисӗр пуҫне вӑл пире мӗнле усӑ пама пултарни ҫинчен те шухӑшлатпӑр. Япала хаклӑ пулсан та, вӑл пире питӗ нумай усӑ парать пулсан, эпир ӑна илетпӗрех. Ҫавӑн пекех шыва кӗмелле-и, кӗмелле мар-и тесе шутланӑ чухне ҫак утӑм мӗн хака ларасси ҫинчен ҫеҫ шутламалла мар. Ун вырӑнне ҫакӑ мӗнле усӑ пани ҫинчен — Иеговӑпа хӑвӑр хушӑра лайӑх хутшӑнусем пулнӑран хӑвӑр пурнӑҫ мӗнле лайӑхланасси ҫинчен — шухӑшламалла. Ҫак шухӑша палӑртас тесе Иисус икӗ тӗслӗх илсе панӑ. (Матфей 13:44—46 вуласа парӑр.) Кашни тӗслӗхӗнче ҫын хӑй тупнӑ мула туянас тесе хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне хаваспах сутать. Эсир те чӑн-чӑн мул — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха — тупнӑ. Эсир чӑнлӑхпа килӗшӳллӗн пурӑнас тесе хӑвӑр пурнӑҫа улӑштарма кирлех-ши тесе шутлатӑр пулсан, Иисус каласа панӑ ҫак тӗслӗхсем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпар питӗ хаклӑ пулнине эпӗ чӑннипех ӗненетӗп-и? Эпӗ Иеговӑпа хамӑн хушӑри хутшӑнусене, вӑл парнеленӗ шанчӑка тата вӑл панӑ юратакан тӑвансене чӑннипех хаклатӑп-и?» Ҫак ыйтусен хуравӗсем сире мӗн тумаллине курма пулӑшӗҫ. Тен, сирӗн чӑнлӑхшӑн ытларах пархатарлӑ пулас тесе вӑй хумалла. Е, ҫак ыйтусен хуравӗсем сире хӑвӑра шыва кӗме мӗн чӑрмантарнине курма пулӑшӗҫ.
6. Пирӗн сӑнарлӑ чӗре лайӑх пултӑр тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?
6 Акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхре Иисус ырӑ хыпара илтекенсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсем мӗн илтнипе е мӗн пӗлнипе килӗшӳллӗн пурӑнмӗҫ, ҫакӑ вара вӗсен сӑнарлӑ чӗри мӗнлерех пулнинчен килет тенӗ. Анчах та Иисус каланӑ тӑрӑх, теприсем, «ырӑ та таса чӗреллисем», Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара йышӑнӗҫ (Лука 8:5—15). Тен, эсир хӑвӑр чӗре пайланса кайнӑшӑн пӑшӑрханатӑр: пӗр енчен сирӗн Турӑшӑн ӗҫлес килет, тепӗр енчен вара хӑвӑра килӗшнӗ пек пурӑнас килет. Ку ҫапла пулсан, ан парӑнӑр! Иегова пулӑшнипе эсир ӑна итлекен «ҫӗнӗ чӗре» илме пултаратӑр. Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑх хӑвӑр чӗрере тымар ятӑр тесе кӗлӗре Турӑран хӑвӑр чӗрӳне ҫемҫетме пулӑшма ыйтӑр (Иез. 18:31; 36:26).
7, 8. Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫамрӑксем шыва кӗмеҫҫӗ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
7 Хӑш-пӗр ҫамрӑксем Иеговӑна юратаҫҫӗ пулин те, ыттисем витӗм кӳнине пула шыва кӗмеҫҫӗ. Сӑмахран, учительсем вӗренекенсене мораль нормисене, Туррӑн нормисене хирӗҫлекеннисене те, йышӑнма вӗренмелле теме пултараҫҫӗ. Анчах ҫавӑн пек канашсене итлени пысӑк йывӑрлӑхсем патне илсе ҫитерме пултарать (Пс. 1:1, 2; Ытар. 7:1—5). Ҫавӑн пек хӑрушлӑхсенчен сыхланас тесен псалом юрлаканӑн тӗслӗхне тытса тӑмалла. Вӑл Иеговӑна ҫапла каланӑ: «Эпӗ хама вӗрентекенсенчен пуринчен те тӑнлӑрах пултӑм, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ пӗлтерни ҫинчен шухӑшлатӑп» (Пс. 118:99).
8 Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ, Свидетельсем, хӑйсем ҫавна ӑнланмасӑрах хӑйсен ачисене шыва кӗме чӑрмантараҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисем мӗнле пӗлӳ илесси ҫинчен, ҫавна пула вӗсем мӗнле ӗҫпе ӗҫлесси ҫинчен ытлашши шутлама пултараҫҫӗ. Е вӗсем хӑйсен ачисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан тӗллевсем лартма пулӑшмаҫҫӗ. Эсир аҫупа аннӳ хӑвӑра шыва кӗрес тӗллеве пурнӑҫа кӗртме ытларах пулӑшма пултараҫҫӗ тесе шутлатӑр-и? Ку ҫапла пулсан, ҫавӑн пирки вӗсемпе калаҫса пӑхӑр. Ҫакна асра тытӑр: ҫамрӑк пулни сире Иеговӑн ҫывӑх тусӗ пулма чӑрмантармасть (Ытар. 20:11).
Мӗншӗн шыва кӗресси пирки аҫу-аннӳпе калаҫса илес мар? (8-мӗш абзаца пӑхӑр)
9. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем шыва кӗме вӑрахлаҫҫӗ?
9 Ыттисем тепӗр майлӑ та витӗм кӳме пултараҫҫӗ. Сӑмахран, кам шыва кӗме хатӗр, ҫавӑ хӑйӗн тусӗ е юратнӑ ҫынни ҫав утӑма тума хатӗр пуласса кӗтет, мӗншӗн тесен вӑл унпа пӗр кунра шыва кӗресшӗн. Паллах ӗнтӗ, ҫывӑх ҫынпа пӗрле шыва кӗрессинче ним япӑххи те ҫук. Анчах та ҫакӑншӑн шыва кӗрессине вӑраха ямалла-ши? Ҫакна асра тытӑр: хӑвӑра Иеговӑна халаллани унпа тата хӑвӑрпа ҫеҫ ҫыхӑннӑ. Апла пулсан, ыттисем хӑйсене мӗнле тытни эсир хӑҫан шыва кӗресси ҫине витӗм кӳмелле мар (Рим 14:12).
МӖНШӖН ПӖТЕС ВӐХӐТ ҪЫВӐХ ПУЛНИНЕ АСРА ТЫТМАЛЛА?
10. Мӗншӗн хӑш-пӗрисем хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма васкамаҫҫӗ?
10 Хӑш-пӗрисем хӑйсен пурнӑҫне улӑштарма васкамаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫак тӗнче пӗтиччен нумай вӑхӑт юлнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ҫавӑн пек шутлани тӗрӗс-ши? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Хатӗр пулӑр, мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман вӑхӑтра килӗ» (Лука 12:40).
11. Иегова ҫинчен нумайрах пӗлсе пыни пире мӗн тума хавхалантарать тата мӗншӗн? (Псалом 118:60).
11 Хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халаллама пире ӑна юратни хавхалантармалла. Эпир хамӑр Турӑ ҫинчен мӗн чухлӗ нумайрах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах унӑн заповечӗсене юратма тытӑнатпӑр. Ҫавӑнпа эпир вӗсене тӳрех тытса тӑма пуҫлатпӑр. (Псалом 118:60 вуласа парӑр.) Мӗншӗн Иеговӑн заповечӗсене тӳрех тытса тӑма кирлине палӑртас тесе Иаков ҫакӑн пек витӗмлӗ сӑлтав илсе панӑ: пирӗнтен никам та ыран мӗн пулассине пӗлмест. Кам пӗлет, тӗрӗссине тума пирӗн тепӗр кун пулӗ-ши? Ҫавӑнпа эпир мӗн тумаллине пӗлетпӗр пулсан, пирӗн ӑна халех тумалла (Иак. 4:13—17).
12. Иисус виноград пахчи ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
12 Ҫав-ҫавах хӑш-пӗрисем каярахпа шыва кӗрсен те ним япӑххи те пулмасть тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем Иисус виноград пахчи ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхе аса илсе ҫапла шутлама пултараҫҫӗ: «Кунӗпе ӗҫленисене те, пӗр сехет ӗҫленисене те пӗр пек тӳлемен-и вара?» Ку чӑнах та ҫапла, анчах та пӗр сехет ӗҫленисем мӗншӗн маларах ӗҫлеме пуҫламаннине те шута илмелле. Вӗсем: «Пире тара тытакан никам та пулмарӗ», — тесе каланӑ. Вӗсем кахалланса ларман. Вӗсем кунӗпех ӗҫленӗ пулӗччӗҫ, анчах никам та вӗсене тара тытман. Виноград пахчин хуҫи чӗнсенех вӗсем ӗҫе пикеннӗ (Матф. 20:1—16). Иисус та пире хӑйӗн вӗренекенӗсем пулма тата Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарма чӗннӗ. Пирӗн май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах Иисус ыйтнӑ пек тумалла.
13. Лот арӑмӗпе мӗн пулса тухнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
13 Хӑш-пӗрисем ҫак тӗнче пӗтес умӗн кӑшт маларах Турӑшӑн ӗҫлеме пуҫлама ӗлкӗрӗп тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах ҫын мӗн чухлӗ нумайрах тӑхтаса тӑрать, ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнче улшӑнусем тума ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах пулать. Иисус ҫакна лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Лот арӑмӗпе мӗн пулнине асра тытӑр», — тесе асӑрхаттарнӑ (Лука 17:31—35). Лот арӑмӗ Иегова кӗҫех Содомпа Гоморрӑна пӗтерессине пӗлнӗ, анчах та вӑл хӑйӗн пурлӑхне хӑварма хатӗр пулман (Пулт. 19:23—26). Унпа мӗн пулса тухни пире ҫакна та аса илтерет: ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан алӑк яланах уҫӑ пулмӗ. Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра ӑна хупса хурӗҫ, вара унта кӗме май пулмӗ (Лука 13:24, 25).
14. Ҫак тӗнче пӗтесси ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳмелле?
14 Тӗнчере кашни кун пулса пыракан ӗҫсем Библире ҫак усал тӗнче пӗтесси ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем пурнӑҫланса пынине кӑтартса параҫҫӗ. Библире пророкла каланисенчен хӑш-пӗрисем эпир пурӑнакан вырӑнта пулса иртмеҫҫӗ пулин те, вӗсем тӗрлӗ ҫӗрте пулса иртнине эпир куратпӑр. Ҫакӑ пире май ҫитнӗ таран хӑвӑртрах кирлӗ улшӑнусем туса шыва кӗме хавхалантармалла. Пётр апостол пӗрремӗш ӗмӗрти христиансене мӗн каланине аса илер. Вӑл вӗсене сыхӑ тӑма ӳкӗтленӗ тата ҫавна мӗншӗн тума кирлине ҫапла палӑртнӑ: «Пурте пӗтесси ҫывӑх» (1 Пётр 4:7). Пётр кунта «пӗтесси» тенипе Иерусалимпа унти храма тӗп тӑвасси ҫинчен каланӑ пулмалла. Пётр камсем патне ҫырнӑ, ҫавсем Иерусалимран аякра пурӑннӑ, ҫавӑнпа хулана аркатнӑ чухне вӗсем унта пулман (1 Пётр 1:1). Анчах та ҫак пророкла калани пурнӑҫлансан, вӗсем Иегова хӑйӗн ытти пророкла сӑмахӗсене пурнӑҫлассине тата хытӑрах ӗненме пуҫланӑ пулас. Сирӗн те пророкла каланисем мӗнле пурнӑҫланса пынине сӑнаса тӑмалла. Вара эсир пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине куратӑр, ҫакӑ сире шыва кӗрес тесе мӗн кирлине пурне те тума хавхалантарӗ.
15. Туррӑн пулас суд кунне эпир мӗнле хатӗрленме пултаратпӑр? (2 Пётр 3:10—13).
15 Пётр хӑйӗн иккӗмӗш ҫырӑвӗнче Туррӑн пулас суд кунне эпир мӗнле хатӗрленме пултарнине ӑнлантарса панӑ. Пётр хӑйӗн ҫырӑвне ҫырнӑ чухне Иеговӑн кунӗ ҫитиччен нумай вӑхӑт иртмелле пулнӑ. Ҫав-ҫавах апостол христиансене ҫав куна асра тытма, е чӑтӑмсӑррӑн кӗтме, хавхалантарнӑ. (2 Пётр 3:10—13 вуласа парӑр; сноска.) Эпир ҫав куна хатӗр пулсан тата вӑл килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр пулсан, эпир ӑна асра тытатпӑр. Ҫав куна кӗтнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Пётр ҫапла ӑнлантарса панӑ: «Сирӗн ӗҫсенчен эсир сӑваплӑ пулни тата Турра парӑнса пурӑнни курӑнса тӑмалла». Эсир Турра парӑнса пурӑннине кӑтартакан ӗҫсене тунине курса Иегова питӗ савӑнать. Эсир хӑвӑр пурнӑҫа ӑна халалласа шыва кӗрсен, вӑл тата телейлӗрех пулать.
ШЫВА КӖМЕ ТӐХТАСА АН ТӐРӐР
16. Хӑҫан хамӑр пурнӑҫра кирлӗ улшӑнусем туса шыва кӗмелли чи майлӑ вӑхӑт? (2 Коринф 6:1, 2). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
16 Шӑп халӗ хамӑр пурнӑҫра кирлӗ улшӑнусем туса шыва кӗмелли чи майлӑ вӑхӑт. (2 Коринф 6:1, 2 вуласа парӑр.) Эфиопири пысӑк пуҫлӑх, Филиппа тӗл пулнӑскер, тӑхтаса тӑмасӑр шыва кӗме кирлине ӑнланса илнӗ. Вӑл Иисус ҫинчен калакан ырӑ хыпара илтсен тата шыва кӗмелли майлӑ вырӑна курсан, вӑл ҫапла шутламан: «Малтан манӑн нумайрах пӗлӳ илмелле. Ҫитменнине тата, ҫул ҫинче шыва кӗмелли урӑх вырӑнсем те пулӗҫ-ха». Ҫавӑн пек шутлас вырӑнне вӑл Филипран: «Шыва кӗме мана мӗн чарать?» — тесе ыйтнӑ (Ап. ӗҫ. 8:26, 27, 35—39). Питӗ чаплӑ тӗслӗх! Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн Эфиопири пысӑк пуҫлӑх «савӑнса хӑй ҫулӗпе малалла кайнӑ».
Эфиопири пысӑк пуҫлӑхӑн тӗслӗхӗ пире ҫакна вӗрентет: шӑп халӗ шыва кӗмелли чи майлӑ вӑхӑт (16-мӗш абзаца пӑхӑр)a
17. Мӗне асра тытмалла?
17 Эсир хальлӗхе шыва кӗме иккӗленсе тӑратӑр пулсан, ҫакна асра тытӑр: Иегова сире хӑйӗн ҫывӑх тусӗ тӑвасшӑн (Рим 2:4). Вӑл сире шыва кӗме чаракан чӑрмавсене ҫӗнтерме пулӑшӗ — вӑл сире хӑранине, пӑшӑрханнине сирсе яма тата ыттисем витӗм кӳнине хирӗҫ тӑма вӑй парӗ. Эсир шыва кӗрсен, Турӑ умӗнче сирӗн таса совесть пулӗ, вара эсир Иеговӑшӑн ӗҫленине пула илекен пиллӗхсем «хыҫринчен» — мӗн хӑварма тивнинчен — чылай лайӑхрах пулнине куратӑр (Флп. 3:8, 13). Ун чухне эсир «умрине» — Иегова хӑйсен пурнӑҫӗсене хӑйне халалласа шыва кӗнисене мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурнӑҫлассине — кӗтме пултаратӑр (Ап. ӗҫ. 3:19).
38-МӖШ ЮРӐ Турӑ сана ҫирӗп тӑвӗ
a ӲКЕРЧӖК. Эфиопири пысӑк пуҫлӑх хӑй шыва кӗрес килни ҫинчен Филипа каланӑ пекех, Библи вӗренекен хӗр те хӑй шыва кӗрес килни ҫинчен старейшинӑсене калать.