Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w26 февраль 8—13 с.
  • Мӗн вӑл шыва кӗни тата мӗншӗн шыва кӗмелле?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Мӗн вӑл шыва кӗни тата мӗншӗн шыва кӗмелле?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ШЫВА КӖНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
  • ШЫВА МӖНЛЕ КӖРТЕҪҪӖ?
  • «АШШӖ, ЫВӐЛӖ ТАТА СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ЯЧӖПЕ»
  • Шыва кӗрсен эсир нумай пиллӗх илетӗр!
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
  • Христианин пулса тӑрас тесен шыва кӗмелле
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Мӗн вӑл шыва кӗни?
    Библи: ыйтусем тата хуравсем
  • Шыва кӗме тӗллев лартӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2026
w26 февраль 8—13 с.

2026 ҪУЛХИ АПРЕЛӖН 13—19

52-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫа Турра халаллани

Мӗн вӑл шыва кӗни тата мӗншӗн шыва кӗмелле?

«Вӗренекенсем хатӗрлӗр: вӗсене. . . шыва кӗртӗр» (МАТФ. 28:19).

ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?

Мӗншӗн пирӗн шыва кӗмелле, шыва кӗни мӗне пӗлтерет тата ҫавна мӗнле тӑваҫҫӗ?

1. Мӗншӗн шыва кӗни христиансемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ теме пулать?

ҪӖНӖ тӑвансем шыва кӗнӗ чухне эпир питӗ савӑнатпӑр. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем те пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче нумай ҫын шыва кӗнине курса ҫавӑн пекех савӑннӑ. Ҫав тӗлпулу вӑхӑтӗнче Пётр апостол сӑмах тухса каланӑ: вӑл шыва кӗни питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлантарса панӑ (Ап. ӗҫ. 2:38, 40, 41). Каярахпа Павел апостол «Христос ҫинчен калакан тӗп вӗрентӳсем» шутне «шыва кӗресси ҫинчен» калакан вӗрентӳ те кӗрет тесе ҫырнӑ (Евр. 6:1, 2). Шыва кӗни — Библин тӗп вӗрентӗвӗсенчен пӗри пулсан та, пирӗн ӑна лайӑх ӑнланмалла. Мӗншӗн?

2. Мӗншӗн Библире шыва кӗресси ҫинчен мӗн каланине лайӑх ӑнланмалла?

2 Ҫурт ҫирӗп пултӑр тесен, унӑн никӗсӗ те ҫирӗп пулмалла. Ӗненӳ пирки те ҫавнах калама пулать: вӑл ҫирӗп пултӑр тесен, пирӗн Библири чӑнлӑхсене, ҫав шутрах унта шыва кӗресси ҫинчен мӗн каланине те, лайӑх ӑнланмалла. Шыва кӗме хатӗрленекенсен те, ҫав утӑма нумай ҫул каялла тунӑ христиансен те шыва кӗни мӗншӗн пӗлтерӗшлӗ пулнине лайӑх ӑнланмалла. Ҫавӑнпа та айтӑр ҫак ыйтусене пӑхса тухар: шыва кӗни мӗне пӗлтерет? Шыва мӗнле кӗртеҫҫӗ? Мӗншӗн Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗмелле?

ШЫВА КӖНИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?

3. Шыва кӗнипе ҫын мӗн кӑтартса парать?

3 Шыва кӗнипе эсир: 1) Иегова Турӑ тата Иисус Христос ҫинчен калакан чӑнлӑха йышӑннине, 2) ҫылӑхсемшӗн ӳкӗннине, 3) Иеговӑшӑн ӗҫлес тесе пурнӑҫра кирлӗ улшӑнусем тунине, 4) Иисус урлӑ кӑна ҫӑлӑнӑҫ илме май пуррине ӑнланнине тата 5) Иеговӑна кӗлӗре унӑн организаципе ҫума-ҫумӑн ӗҫлесе унӑн ирӗкне туса тӑма сӑмах панине пурин умӗнче те кӑтартса паратӑр. Хӑвӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалласан тата шыва кӗрсен, эсир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе каякан ҫулпа утма пуҫлатӑр.

4. Кӗлеткене пӗтӗмпех шыва чиксе кӑларни мӗне сӑнласа парать? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

4 Эсир шыва кӗнӗa чухне сирӗн кӗлеткене пӗтӗмпех шыва чиксе кӑлараҫҫӗ. Ҫакна вилене пытарнипе, унтан вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнипе танлаштарма пулать. (Колоссӑ 2:12 танлаштарӑр.) Шыва кӗни эсир хӑвӑр пурнӑҫа тӗпрен улӑштарнине кӑтартса парать. Шыв айне пулнипе эсир унчченхи пек пурӑнма пӑрахнине кӑтартатӑр. Шывран тухнипе эсир ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланине кӑтартатӑр, ҫав пурнӑҫра вара Туррӑн ирӗкне тӑвасси тӗп вырӑн йышӑнать.

Арҫын япӑх йӑласене тума пӑрахнӑ хыҫҫӑн шыва кӗнине кӑтартакан ӳкерчӗксем: 1) вӑл телевизорпа бокс вӑййине хӗрсе кайса пӑхса ларать; 2) вӑл пирус туртать; 3) вӑл эрех ӗҫет; 4) каярахпа ӑна бассейнра шыва кӗртеҫҫӗ.

Шыва кӗнипе эсир унчченхи пек пурӑнма пӑрахнине тата ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланине кӑтартатӑр, ҫав пурнӑҫра вара Туррӑн ирӗкне тӑвасси тӗп вырӑн йышӑнать (4-мӗш абзаца пӑхӑр)


5. Мӗншӗн шыва кӗме хатӗрленнине Ной ковчег тунипе танлаштарма пулать? (1 Пётр 3:18—21).

5 1 Пётр 3:18—21 вуласа парӑр. Шыва кӗме хатӗрленнине хӑш-пӗр енчен Ной ковчег тунипе танлаштарма пулать. Эсир нумаях пулмасть Иегова ҫинчен пӗлме пуҫларӑр пулсан, шыва кӗме юрӑхлӑ пулма, пысӑк ковчега тума йывӑр пулнӑ пекех, питӗ йывӑр пулма пултарать тесе шутлама пултаратӑр. Анчах та ҫавӑн чухлӗ вӑй хума кирлех-ши? Паллах. Ной ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иегова Ноя ковчега мӗнле тумаллине тӗпӗ-йӗрӗпех каласа панӑ. Нойӑн вара, пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне ҫӑлӑнса юлас тесен, ҫав хушусене тӗп-тӗрӗс тытса тӑмалла пулнӑ. Ной ковчег тума пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл Иеговӑна ӗненнӗ тата итленӗ, Иегова вара ӑна пулӑшса тӑнӑ. Ной пекех, эсир те Турӑ мӗн хушнине пурне те тума пултаратӑр (Пулт. 6:22).

6. Шыва кӗни ҫӑлать тенине мӗнле ӑнланмалла?

6 1 Пётр 3:21-мӗшӗнче шыва кӗни ҫӑлать тенӗ. Паллах ӗнтӗ, шыва чиксе кӑларни хӑйне хӑех никама та ҫӑлмасть тата никамӑн ҫылӑхне те тасатмасть. Иисус Христосӑн юнӗ кӑна ҫылӑхран тасатать (1 Иоанн 1:7). Ҫав-ҫавах шыва кӗмелле, мӗншӗн тесен Иегова хӑй ҫавна тума хушнӑ. Ҫавӑн пекех шыва кӗни вӑл — «Турӑран совесть таса пултӑр тесе йӑлӑнса ыйтни». Иегова ҫавӑн пек ыйтни ҫине хаваспах хуравлать те Иисусӑн парнине пула пирӗн ҫылӑхсене каҫарать. Ҫавна пула пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас май уҫӑлать. Акӑ мӗншӗн шыва кӗни ҫӑлать теме пулать.

ШЫВА МӖНЛЕ КӖРТЕҪҪӖ?

7. Шыва мӗнле кӗртеҫҫӗ тата шыва кӗртнӗ чухне мӗне шута илмелле?

7 Библире шыва мӗнле кӗртмелли ҫинчен каланӑ чухне ҫынна пӗтӗмпех шыва чиксе кӑлармалла тенӗ ҫеҫ. Ҫав-ҫавах Турӑ Сӑмахӗ пире шыва кӗнӗ чухне мӗн вырӑнлӑ пулнипе пулманнине ӑнланма пулӑшать. Сӑмахран, Библири принципсем шыва кӗрекенсене мӗн тӑхӑнмаллине, шыва кӗнине сӑнаса тӑракансене вара хӑйсене мӗнле тытмаллине пӗлме пулӑшаҫҫӗ (1 Кор. 14:40; 1 Тим. 2:9). Хальхи вӑхӑтра ялан тенӗ пекех пӗр-пӗр старейшина шыва кӗртет, анчах эпир ҫав тӑвансене асла хумастпӑр (1 Кор. 1:14, 15). Шыва кӗни чӑннипех шыва кӗни пулни ӑна мӗн чухлӗ ҫын сӑнаса тӑнинчен килмест (Ап. ӗҫ. 8:36).

8. Шыва кӗрекенсене мӗнле ыйтусем параҫҫӗ тата мӗншӗн? (Апостолсен ӗҫӗсем 2:38—42). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

8 Библире «хӑй мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа паракан... [ҫын] ҫӑлӑнать» тенӗ (Рим 10:9, 10). Эпир хамӑр «мӗне ӗненни ҫинчен» ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата тӗлпулусенче ҫеҫ мар, шыва кӗнӗ чухне те пӗлтеретпӗр. Ҫавӑнпа ӗнтӗ шыва кӗрекенсем икӗ ыйту ҫине хуравлаҫҫӗ. Пӗрремӗш ыйту: «Эсӗ хӑвӑн ҫылӑхусемшӗн ӳкӗннӗ-и, эсӗ хӑвна Иеговӑна халалланӑ-и тата вӑл Иисус Христос урлӑ ҫӑлӑнӑҫ панине йышӑнатӑн-и?» Ҫак ыйту ҫын шыва кӗрес тесе мӗн-мӗн тунине кӑтартса парать. Пётр Аллӑмӗш кун уявӗнче ҫынсене ӳкӗнме тата шыва кӗме хавхалантарнӑ чухне ҫавӑн пекрех сӑмахсем каланӑ. Иккӗмӗш ыйту: «Шыва кӗнипе эсӗ Иегова Свидетелӗ пулса тӑратӑн тата Иеговӑн организаципе пӗрлешетӗн. Эсӗ ҫакна ӑнланатӑн-и?» Ҫак ыйту ҫын малашне мӗн тӑвасси ҫине тимлеттерет: вӑл Иеговӑн организацийӗ паракан хушусене тытса тӑма тата хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе пӗрле Иеговӑшӑн ӗҫлеме сӑмах парать. Аллӑмӗш кун уявӗнче шыва кӗнӗ хыҫҫӑн христиансем шӑп ҫапла тунӑ та. (Апостолсен ӗҫӗсем 2:38—42 вуласа парӑр.) Ҫак икӗ ыйту ҫине чун-чӗререн «ҫапла» тесе хуравлакансем шыва кӗме пултараҫҫӗ.

Конгресра тӗрлӗ ҫулхи тӑвансем малти ретсенче тӑраҫҫӗ, вӗсем хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен пурин умӗнче те уҫҫӑн пӗлтерес тесе шыва кӗрес умӗн икӗ ыйту ҫине хуравлаҫҫӗ.

Шыва кӗнӗ кун эсир хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен пурин умӗнче те уҫҫӑн пӗлтеретӗр (8-мӗш абзаца пӑхӑр)d


9. Турӑ ырлатӑр тесен пирӗн мӗнле утӑмсем тумалла?

9 Чӑнлӑха пӗличчен эсир, тен, йӗркеллӗ пурӑннӑ тата нимӗнле йывӑр ҫылӑх та туман. Е, тен, эсир христиансен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ, аҫу-аннӳ вара сире Иеговӑна юратма вӗрентнӗ. Апла пулсан, Турӑ сире ырлатӑр тесен сирӗн пурпӗр ӳкӗнмелле-и тата шыва кӗмелле-и? Ҫапла, мӗншӗн тесен эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫуралнӑ, тата ҫакӑ пире Туррӑн тусӗсем пулма чӑрмантарать (Пс. 50:7). Анчах Иегова ҫинчен ытларах пӗлсе пынӑ май пирӗн унпа ҫывӑхланса пырас кӑмӑл ҫуралать, вара эпир хамӑршӑн мар, уншӑн пурӑнма шут тытатпӑр. Ҫавӑнпа та эпир унччен мӗнле пурӑннишӗн ӳкӗнетпӗр те ҫӳлти Аттене савӑнтарас тесе ӑна юрӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫлатпӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир шыва кӗме пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 3:19).

10. Эсир унччен урӑх тӗнре шыва кӗнӗ пулсан, сирӗн мӗн тумалла?

10 Эсир унччен урӑх тӗнре шыва кӗнӗ пулсан, Иегова Свидетелӗ пулас тесен сирӗн тепӗр хут шыва кӗмелле. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ун чухне эсир Иеговӑпа Иисус ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗтӗмпех пӗлмен. Эсир кӗлӗре хӑвӑра Турра халалланӑ пулсан та, сӑмах парасса та эсир Туррӑн ирӗкне тӗп-тӗрӗс пӗлсе сӑмах паман. Павел апостол Эфесра пулнӑ чухне христиансен вӗрентӗвӗсене пӗлмесӗр шыва кӗнӗ ҫынсене тӗл пулнӑ, вӗсен вара тепӗр хут шыва кӗмелле пулнӑ (Ап. ӗҫ. 19:1—5)b. Хальхи вӑхӑтра та ҫын Туррӑн ирӗкне тӗп-тӗрӗс ӑнланать пулсан ҫеҫ, Иегова вӑл шыва кӗнине ырлать.

«АШШӖ, ЫВӐЛӖ ТАТА СВЯТОЙ СЫВЛӐШ ЯЧӖПЕ»

11. «Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе» шыва кӗни мӗне пӗлтерет? (Матфей 28:18—20).

11 Иисус ҫӗнӗ вӗренекенсене «Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе» шыва кӗртме хушнӑ. (Матфей 28:18—20 вуласа парӑр.) Ҫакӑнпа вӑл мӗн каласшӑн пулнӑ? Библире «ят» текен сӑмах хӑш-пӗр чухне кам та пулин мӗнле вырӑн йышӑннине тата унӑн мӗнле власть пуррине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа та эпир Иегова тата Иисус ячӗпе шыва кӗнӗ чухне вӗсен пире мӗн тумаллине калама ирӗк тата власть пуррине ӑнланнине кӑтартатпӑр. Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗни вара эпир вӑл ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑннине кӑтартса парать. Айтӑр халӗ ҫаксене мӗнле тумаллине тӗплӗнрех пӑхса тухар.

12. Ашшӗ ячӗпе шыва кӗмелле тенине мӗнле ӑнланмалла? (Ӳлӗмхи 4:11). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

12 Ашшӗ ячӗпе. Эпир Иеговӑна ҫӳлти Атте, пире пурнӑҫ паракан, тесе йышӑнатпӑр. Вӑл — пурне те тума пултаракан тата пурне те тунӑ Турӑ. (Ӳлӗмхи 4:11 вуласа парӑр.) Эпир вӑл пирӗн кӗлӗсене итленине пӗлетпӗр (Пс. 64:3). Турра кӗлтунӑ чухне тата ун ҫинчен ыттисене каласа панӑ чухне эпир ӑна ятран чӗнетпӗр. Эпир унӑн ятне питӗ хисеплетпӗр. Анчах Ашшӗ ячӗпе шыва кӗни ҫакна ҫеҫ пӗлтермест. Аллӑмӗш кун уявӗнче Пётра итлекен ҫынсем Иегова ҫинчен пӗлнӗ. Анчах та вӗсен Турӑ ӗмӗрлӗх пурнӑҫа Иисус Христос урлӑ панине ӑнланмалла пулнӑ (Рим 5:8).

Унчченхи ӳкерчӗкри пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн килӗнче кӗлтуса ларать.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн малалла та Ашшӗне итлӗр (12-мӗш абзаца пӑхӑр)


13. Ывалӗ ячӗпе шыва кӗмелле тенине мӗнле ӑнланмалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)

13 Ывӑлӗ ячӗпе. Эпир Иисуса Туррӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ тесе йышӑнатпӑр. Иисус — «ҫул», ун урлӑ кӑна эпир Иеговӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пултаратпӑр (Иоанн 14:6). Унсӑр пуҫне, Иисус — пире Тӳлесе Илекен. Вӑл пирӗн ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пултӑр тесе пирӗншӗн вилнӗ. Ҫавӑнпа та эпир шыва кӗнӗ кун кӑна мар, кашни кун унран тӗслӗх илесшӗн (1 Иоанн 2:6). Иисус пекех, эпир чӑрмавсене пӑхмасӑрах ырӑ хыпара хастаррӑн саратпӑр (Лука 4:43). Турра шанчӑклӑ пулнӑшӑн пире хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан та, эпир ҫавна чӑтса ирттерме хатӗр (2 Тим. 3:12). Эпир Иисус «пухӑвӑн пуҫӗ» пулнине ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа вӑл кама хӑйӗн вӗренекенӗсене ертсе пыма тата вӗсемшӗн тӑрӑшма хушнӑ, ҫавсене эпир хаваспах итлесе тӑратпӑр (Эф. 4:8, 11, 12; 5:23).

Унчченхи ӳкерчӗкри пӗр арҫын тӑван килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне арҫынна Библири сӑвӑ йӗркине вуласа парать.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн малалла та Ывӑлне итлӗр (13-мӗш абзаца пӑхӑр)


14. а) Святой сывлӑш ячӗпе шыва кӗмелле тенине мӗнле ӑнланмалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.) ӑ) Святой сывлӑшпа суйласа илнисен шыва кӗмелли тата мӗнле майсем пур? («Святой сывлӑшпа суйласа илнисен шыва кӗмелли майсем» ятлӑ рамкӑна пӑхӑр.)

14 Святой сывлӑш ячӗпе. Библире святой сывлӑш ҫинчен мӗн каланине эпир пӗтӗмпех йышӑнатпӑр. Вӑл Турӑ та мар, Троицӑн пайӗ те мар. Святой сывлӑш вӑл —Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ. Иегова пророксене мӗн каламаллине тата Библи ҫыракансене мӗн ҫырмаллине пӗлме пулӑшас тесе святой сывлӑшпа усӑ курнине эпир пӗлетпӗр, ҫавӑнпа эпир ҫак кӗнекене яланах вулатпӑр тата унти вӗрентӳсене тытса тӑратпӑр (2 Пётр 1:20, 21). Эпир йывӑр ҫылӑх тӑвассинчен сыхланатпӑр, мӗншӗн тесен йывӑр ҫылӑх туни пире, ҫитменнине тата пухӑва та, святой сывлӑш илме чӑрмантарма пултарать (Эф. 4:30).

Унчченхи ӳкерчӗкри пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн килӗнче Библи вуласа ларать.

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн малалла та святой сывлӑш ертсе пынипе килӗшӳллӗн пурӑнӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр)


Святой сывлӑшпа суйласа илнисен шыва кӗмелли майсем

Христиансем пурте шыва кӗреҫҫӗ, святой сывлӑшпа суйласа илнисем вара ытти майсемпе те шыва кӗреҫҫӗ.

  • Вӗсене Христоспа пӗрле тӳпере ертсе пыма суйласа илнӗ чухне, вӗсем святой сывлӑшпа шыва кӗреҫҫӗ (Матф. 3:11).

  • Вӗсем «Христоспа пӗрлӗхре пулас тесе шыва» кӗреҫҫӗ, урӑхла каласан, вӗсем Христоспа питӗ ҫывӑх пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем пирки Христосӑн кӗлетки те теме пулать (Гал. 3:27, 28; 1 Кор. 12:27).

  • Вӗсем Христос вилнӗ пек вилмешкӗн шыва кӗреҫҫӗ, урӑхла каласан, вӗсем хӑйсен ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ вӗҫленичченех Иисусран тӗслӗх илсе пурӑнаҫҫӗ. Кайран вӗсем тӳпере пурӑнма чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ (Рим 6:3—5).

15. Пирӗн мӗн тума ҫирӗп шут тытмалла?

15 Эсир шыва кӗнӗ христианин пулсан, шыва кӗни мӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине хӑвӑра аса илтерсех тӑрӑрc тата Иеговӑна сӑмах панипе, хӑвӑра ӑна халалланӑ тата шыва кӗнӗ чухне сӑмах панипе, килӗшӳллӗн пурӑнӑр. Эсир шыва кӗмен пулсан вара, тен, сире темскер чӑрмантарать? Тепӗр статьяра эпир пирӗн шыва кӗрес тӗллев пултӑр тесе тата ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртес тесе мӗн-мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Шыва кӗнипе эпир мӗн кӑтартатпӑр, тата ҫынна пӗтӗмпех шыва чиксе кӑларни мӗне пӗлтерет?

  • Шыва кӗрекенсене мӗнле ыйтусем параҫҫӗ тата мӗншӗн?

  • «Ашшӗ, Ывӑлӗ тата святой сывлӑш ячӗпе» шыва кӗмелле тенине мӗнле ӑнланмалла?

161-МӖШ ЮРӐ Эпӗ санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн

a «Шыва кӗни» тесе куҫарнӑ ба́птисма текен грек сӑмахӗ «чиксе кӑларнине» пӗлтерет. Ҫавӑнпа та шыва кӗртни вӑл ҫынна пӗтӗмпех шыва чиксе кӑларнине пӗлтерет, хӑш-пӗр тӗнсенче йышӑннӑ пек, ҫынна шывпа сирпӗтнине пӗлтермест.

b Эфесри ҫав ҫынсем «Иоанн вӗрентнӗ пек» шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 19:3). Шыва кӗртекен Иоанн еврейсене Моисей законне хирӗҫ тунӑ ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнме ӳкӗтленӗ, вара кам ӳкӗннӗ, ҫавсене вӑл шыва кӗртнӗ (Марк 1:4, 5). Моисей законӗ пӑрахӑҫа тухсан, Иоанн шыва кӗртнине те пӑрахӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан «шыва кӗни пӗрре» анчах. Турӑ ҫавӑн пек шыва кӗнине ҫеҫ ырлать (Эф. 4:5).

c jw.org сайтра тата JW Library® приложенире «Библи: ыйтусем тата хуравсем» ярӑмри «Мӗн вӑл шыва кӗни?» статьяна пӑхӑр.

d ӲКЕРЧӖК. Конгресра тӗрлӗ ҫулхи тӑвансем малти ретсенче тӑраҫҫӗ, вӗсем хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен пурин умӗнче те уҫҫӑн пӗлтерес тесе шыва кӗрес умӗн икӗ ыйту ҫине хуравлаҫҫӗ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр