2026 ҪУЛХИ МАРТӐН 2—8
97-МӖШ ЮРӐ Пурнӑҫ Турӑ Сӑмахӗнчен килет
Хӑвӑрпа Иегова хушшинчи туслӑха ҫирӗплетсех тӑрӑр
2026 ҪУЛХИ ТЕКСТ: «Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакансем телейлӗ» (МАТФ. 5:3).
ЭПИР МӖН СӲТСЕ ЯВӐПӐР?
Иегова пире ертсе пытӑр тесен тата чӑннипех телейлӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумаллине пӑхса тухӑпӑр.
1. Ҫынсене мӗн-мӗн кирлӗ? (Матфей 5:3).
ИЕГОВА ҫынсене мӗн кирлине пӗлет. Сӑмахран, пире апат, тумтир тата пурӑнмалли вырӑн кирлӗ. Ҫак япаласем пулмасан, эпир е вилме пултаратпӑр, е пирӗн пурнӑҫ шутсӑр йывӑр пулма пултарать. Унсӑр пуҫне, Иегова пире хӑйӗн ҫинчен пӗлес тата хӑйне шанас кӑмӑл панӑ. (Матфей 5:3 вуласа парӑр.) Ҫавӑнпа та чӑннипех телейлӗ пулас тесен пирӗн хамӑрпа Иегова хушшинче ҫирӗп хутшӑнусем пулмаллине ӑнланса илмелле, унтан вара ӑна шанса тӑмалла.
2. Мӗнле ҫын пирки вӑл «Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн» ҫунать теме пулать? Тӗслӗх илсе парӑр.
2 Матфей 5:3-мӗшӗнче «Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакансем» тенине мӗнле ӑнланмалла? Библие ҫырнӑ грек чӗлхинче ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пулӑшу пама йӑлӑнакан кӗлмӗҫе сӑнласа парать. Куҫ умне ҫакӑн пек ӳкерчӗк кӑларса тӑратӑр. Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ тата пӗкӗрӗлсе ларнӑ ҫын хулан шавлӑ урамӗнче ларать. Ҫынсем унран йӗрӗнсе пӑрӑнса утаҫҫӗ. Ҫав чухӑн ҫын выҫӑ пулнӑран халран кайнӑ. Кӑнтӑрла вӑл хӗвел ҫинче пӑчӑхса ларать, каҫхине вара ӑна шутсӑр сивӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн ҫак йывӑрлӑхран хӑтӑлма пултарайманнине тата хӑйне пулӑшу кирлине питӗ лайӑх ӑнланать. Ҫавӑн пекех Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакан ҫынсем те хӑйсене Туррӑн пулӑшӑвӗ кирлине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем Турӑ хӑйсене мӗн тума ыйтнине пурне те тума хатӗр.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
3 Ҫак статьяра эпир чи малтан Иисусран тархасласа пулӑшу ыйтнӑ Финикия хӗрарӑмӗнчен мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухӑпӑр. Ҫак хӗрарӑм ҫинчен калакан истори Турӑран пулӑшу илес текенсен мӗнле виҫӗ лайӑх ене аталантарма кирлине кӑтартса парать. Унтан эпир Пётрӑн, Павелӑн тата Давидӑн тӗслӗхӗсене пӑхса тухӑпӑр. Вӗсем пурте хӑйсене Турӑ ертсе пырасса кӗтнӗ.
ПИРЕ КИРЛӖ ВИҪӖ ЛАЙӐХ ЕН
4. Мӗншӗн Финикия хӗрарӑмӗ Иисус патне пынӑ?
4 Пӗррехинче Иисус патне Финикия хӗрарӑмӗ пынӑ. Унӑн хӗрӗ демон ярса илнипе хытӑ асапланнӑ (Матф. 15:21—28). Ҫав хӗрарӑм чӗркуҫленсе ларнӑ та Иисусран хӑйӗн хӗрне пулӑшма ыйтнӑ. Айтӑр халӗ эпир ҫак хӗрарӑмран мӗне вӗренме пултарнине пӑхса тухар.
5. Финикия хӗрарӑмӗ мӗнле лайӑх енсем кӑтартнӑ, тата Иисус уншӑн мӗн тунӑ? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
5 Финикия хӗрарӑмӗ Иисусран пулӑшу ыйтсан, лешӗ ӑна ҫапла хуравланӑ: «Ҫӑкӑра ачасенчен илсе йытӑ ҫурисене пӑрахса пани аван мар». Ун вырӑнӗнче кам та пулин урӑххи пулнӑ пулсан, вӑл хӑйне йытӑ ҫурипе танлаштарнӑшӑн кӳренсе лартнӑ пулӗччӗ те Иисусран пулӑшу ыйтман пулӗччӗ. Анчах та ҫакӑ Финикия хӗрарӑмне кӳрентермен, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын пулнӑ. Ҫак лайӑх ене кӑтартнисӗр пуҫне вӑл ҫине тӑнине те кӑтартнӑ. Ҫакӑ вӑл малалла та Иисусран пулӑшу ыйтнинчен курӑнать. Мӗншӗн вӑл ҫапла тунӑ? Вӑл Иисуса ӗненнӗ. Иисус унӑн ҫирӗп ӗненӗвне курсан ӑна пулӑшас тенӗ. Иисус хӑйне Турӑ «Израиль халӑхӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне ҫеҫ янӑ» тенӗ пулин те, ҫав-ҫавах вӑл еврей халӑхӗнчен пулман ҫав хӗрарӑмӑн хӗрӗнчен демона хӑваласа кӑларнӑ.
Финикия хӗрарӑмӗн пулӑшу илес тесен хӑйне кӗҫӗне хумалла, ҫине тӑмалла тата ӗненмелле пулнӑ (5-мӗш абзаца пӑхӑр)
6. Финикия хӗрарӑмӗ ҫинчен калакан историрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
6 Иегова ертсе пыни пире усӑ патӑр тесен пирӗн ҫав хӗрарӑм кӑтартнӑ лайӑх енсене кӑтартмалла. Пирӗн хамӑра кӗҫӗне хумалла тата Турӑран ҫине тӑрсах пулӑшу ыйтмалла. Ҫавӑн пекех пирӗн Христос Иисуса ӗненмелле тата вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене кам урлӑ ертсе пырать, ҫавсене шанмалла (Матф. 24:45—47). Эпир хамӑра кӗҫӗне хуратпӑр, ҫине тӑрсах пулӑшу ыйтатпӑр тата ӗненетпӗр пулсан, Иеговӑпа Иисус пире пулӑшса тӑрӗҫ тата ертсе пырӗҫ. (Иаков 1:5—7 танлаштарӑр.) Халӗ вара Иегова пире мӗнле ертсе пынине тата пире телейлӗ пулма мӗн кирлине вӑл мӗнле парса тӑнине пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех эпир Пётрпа Павел апостолсенчен тата Давид патшаран мӗне вӗренме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.
ПЁТРТАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР — ТУРӐ СӐМАХНЕ ТӖПЧӖР
7. Иисус Пётра мӗнле ӗҫ шанса панӑ тата Пётрӑн хӑйӗн те мӗн тумалла пулнӑ? (Еврейсем 5:14—6:1).
7 Пётр апостолӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Иисуса Мессия тесе чи малтан йышӑннӑ еврейсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл Иегова ҫынсене ӗмӗрлӗх пурнӑҫ ҫинчен Иисус урлӑ вӗрентнине ӑнланнӑ (Иоанн 6:66—68). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус тӳпене каяс умӗн Пётра: «Манӑн сурӑхӑмсене тӑрантар», — тенӗ (Иоанн 21:17). Пётр хӑйне шанса панӑ ҫак ӗҫе шанчӑклӑн пурнӑҫласа тӑнӑ. Иегова ӑна икӗ ҫыру ҫырма та хавхалантарнӑ. Каярахпа ҫав ҫырусем Библин пайӗ пулса тӑнӑ. Анчах Пётрӑн хӑйӗн те Турӑ Сӑмахне тӗпчемелле пулнӑ. Сӑмахран, вӑл Павел Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫырусене тӗпченӗ. Вӑл Павелӑн ҫырӑвӗсенче «ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур» тенӗ (2 Пётр 3:15, 16). Ҫав-ҫавах Пётр вӗсене тӗпчеме пӑрахман, мӗншӗн тесен вӑл хӑйне Иегова ҫав чӑнлӑхсене ӑнланма тата тытса тӑма пулӑшасса ӗненнӗ. (Еврейсем 5:14—6:1 вуласа парӑр.)
8. Иеговӑран хушу илсен, Пётр мӗн тунӑ?
8 Пётр Иеговӑна хытӑ ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл Иегова мӗн каланине итленӗ. Сӑмахран, Иоппире мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Унта ӑна Турӑ курӑну кӑтартнӑ. Пётр ҫав курӑнура Моисей законӗ тӑрӑх таса мар шутланакан чӗрчунсене курнӑ. Апостола вӗсене пусса ҫиме хушнӑ пулнӑ. Ҫакӑн пек хушу еврейсене аптратса ӳкернӗ пулӗччӗ, ҫавӑнпа Пётр тӳрех ҫапла каланӑ: «Ҫук, хуҫам, эпӗ ҫакна тумастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ ирсӗррине те, таса маррине те нихӑҫан та ҫимен». Ӑна вара: «Турӑ тасатнине ирсӗр тесе урӑх ан кала», — тесе хуравланӑ (Ап. ӗҫ. 10:9—15). Пётр пурне те ӑнланнӑ та хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ. Эпир ҫакна ӑҫтан пӗлетпӗр? Ҫак курӑну хыҫҫӑн Пётр патне виҫӗ ҫын килнӗ. Вӗсем Пётра хӑйсен хуҫи Корнилий ӑна курасшӑн тесе пӗлтернӗ. Ҫак курӑнӑва курман пулсан, Пётр Корнилийӗн ҫуртне нихӑҫан та кӗмен пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл еврей ҫынни пулман. Еврейсем вара урӑх халӑх ҫыннисем пирки таса мар тесе шутланӑ (Ап. ӗҫ. 10:28, 29). Анчах Пётр Иегова халӗ ырӑ хыпара пур ҫынна та пӗлтересшӗн пулнине ӑнланса илнӗ. Вара вӑл Иеговӑна итлес тесе тӳрех хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ та Корнилий патне кайнӑ (Ытар. 4:18). Пётр Корнилие тата унӑн тӑван-хурӑнташӗсемпе тусӗсене ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Вара лешӗсем Иисуса ӗненнӗ, святой сывлӑш илнӗ тата шыва кӗнӗ (Ап. ӗҫ. 10:44—48).
9. Эпир ӑнланма йывӑр чӑнлӑхсене те тӗпчетпӗр пулсан, ҫакӑ пире мӗнле усӑ парӗ?
9 Пётрӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренетпӗр? Турӑ Сӑмахне пирӗн яланах тӗпчемелле. Час-часах эпир ӑнланма мӗн ҫӑмӑл, ҫавна вулатпӑр. Анчах пирӗн ӑнланма йывӑр чӑнлӑхсене те тӗпчемелле. Турӑ Сӑмахне тарӑнрах ӑнланас тесен пирӗн ҫителӗклӗ вӑхӑт уйӑрмалла тата вӑй хумалла. Мӗншӗн ҫаксене тумалла? Ҫакӑ сахалтан та икӗ енчен усӑ парать. Пӗрремӗшӗнчен, Иегова ҫинчен нумайрах пӗлсе пынӑ май эпир ӑна хытӑрах юратма тата хисеплеме пуҫлатпӑр. Иккӗмӗшӗнчен, Иегова ҫинчен ҫӗннине пӗлни пире ыттисене ун ҫинчен каласа пама тата ытларах хавхалантарать (Рим 11:33; Ӳлӗм. 4:11). Пётрӑн тӗслӗхӗ пире тата тепӗр япалана вӗрентет. Библири хӑш-пӗр чӑнлӑхсене ҫӗнӗлле ӑнлантарса панине пӗлсен, пирӗн тӳрех ҫав улшӑнусене йышӑнмалла та хамӑрӑн шухӑшсемпе ӗҫсене тӳрлетмелле. Ҫавӑн пек тусан ҫеҫ, Иегова пире малалла та ертсе пырӗ, тата эпир уншӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑма пултарӑпӑр.
ПАВЕЛРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР — ТУРРА ЮРӐХЛӐ ЛАЙӐХ ЕНСЕНЕ КӐТАРТӐР
10. Колоссӑ 3:8—10 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, Иеговӑна савӑнтарас тесен пирӗн мӗн тумалла?
10 Эпир телейлӗ пуласшӑн пулсан тата пире Иегова ертсе пытӑр тетпӗр пулсан, пирӗн ӑна юрӑхлӑ ҫын пулма тӑрӑшмалла. Иегова вара пире ҫавна мӗнле тумаллине кӑтартса тӑрать. (Колоссӑ 3:8—10 вуласа парӑр.) Иеговӑна юрӑхлӑ ҫын пулас тесен вӑхӑт кирлӗ тата нумай вӑй хумалла. Павелӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл ҫамрӑкранпах хӑйне Турӑ ырлатӑр тесе тӑрӑшнӑ (Гал. 1:14; Флп. 3:4, 5). Анчах та Павел Иеговӑна тӗрӗс пуҫҫапасси мӗн иккенне ӑнланман. Вӑл Христос мӗне вӗрентнине пӗлмен тата мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ. Ҫавӑнпа унӑн ӗҫӗсем Турра савӑнтарман. Каярахпа Павел хӑйӗн пирки унччен эпӗ «чӑрсӑр ҫын пулнӑ» тесе ҫырнӑ (1 Тим. 1:13).
11. Павелӑн мӗнле ҫитменлӗхпе кӗрешмелле пулнӑ? Ӑнлантарса парӑр.
11 Христианин пулса тӑриччен Павел час ҫилленсе каякан ҫын пулнӑ. Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекере вӑл Иисусӑн вӗренекенӗсене «чун-чӗререн курайманнипе, вӗсене вӗлерме те хатӗр» пулнӑ тенӗ (Ап. ӗҫ. 9:1). Христианин пулса тӑрсан, Павел хӑйӗн ҫиллине тытса чарма вӗренес тесе нумай вӑй хунӑ. Вара вӑл тӳсӗмлӗ те ырӑ ҫын пулса тӑнӑ (Эф. 4:22, 31). Ҫав-ҫавах Павел, хӑйӗнпе Варнава хушшинче тавлашу сиксе тухсан, хӑйӗн ҫиллине тытса чарайман (Ап. ӗҫ. 15:37—39). Ҫав самантра Павел хӑйне Турӑ каланӑ пек тытман. Анчах та вӑл хӑйне Турӑ ырлама ан пӑрахтӑр тесе малалла та хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе кӗрешнӗ (1 Кор. 9:27).
12. Павела хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе малалла та кӗрешме мӗн пулӑшнӑ?
12 Павел хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе ӑнӑҫлӑн кӗрешнӗ тата ҫӗнӗ ҫын пулса тӑма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫине шанман (Флп. 4:13). Пётр пекех, вӑл «Турӑ паракан вӑй ҫине» шаннӑ (1 Пётр 4:11). Ҫав-ҫавах Павел хутран-ситрен йӑнӑшсем тунӑ, ҫакӑ вара ӑна питӗ хурлантарнӑ. Ҫавӑн пек чухне вӑл хӑйӗншӗн Иегова мӗн-мӗн туни ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫакӑ ӑна хӑйӗн ҫитменлӗхӗсемпе малалла та кӗрешме вӑй парса тӑнӑ (Рим 7:21—25).
13. Павелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
13 Павелӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Эпир Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлетпӗр пулсан та, пирӗн лайӑхланса пырас тесен пурпӗр вӑй хумалла. Паллах ӗнтӗ, эпир йӑнӑшсем те тӑвӑпӑр. Сӑмахран, эпир тарӑхса кайма е темтепӗр каласа хума пултаратпӑр. Ҫавӑн пекки пулса тухсан, манран нимӗн те пулмасть тесе шутламалла мар. Ун вырӑнне, кирлӗ улшӑнусем тӑвас тесе вӑй хумалла (Рим 12:1, 2; Эф. 4:24). Ҫавӑн чухне пирӗн ҫакна шута илмелле: эпир лайӑхланса пырас тетпӗр пулсан, пирӗн Иегова хамӑртан мӗн кӗтнине лайӑхрах та лайӑхрах ӑнланма тӑрӑшмалла.
ДАВИДРАН ТӖСЛӖХ ИЛӖР — ИЕГОВӐРА ХӲТЛӖХ ШЫРӐР
14, 15. Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле хӳтӗлет? (Псалом 26:5). (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗке те пӑхӑр.)
14 Чӑннипех телейлӗ пулас тесен пире Иегова паракан хӳтлӗх те кирлӗ. Иегова пире мӗнле хӳтӗлет? Вӑл пире хӳтӗлетӗр тесен пирӗн мӗн тумалла?
15 Давид патша хӗн-асаплӑ кунра хӑйне Иегова хӳтӗлессе шаннӑ. (Псалом 26:5 вуласа парӑр.) Иегова хальхи вӑхӑтра хӑйӗн халӑхне мӗнле хӳтӗлет? Кама е мӗне пула эпир Турра ӗненме пӑрахма пултаратпӑр, ҫавсенчен пуринчен те вӑл пире сыхлать. Ҫынсем пире Турра пуҫҫапма чарма хӑтлансан та, Иегова хӑйӗнпе пирӗн хушӑри туслӑха упраса хӑварма сӑмах парать (Пс. 33:8; Ис. 54:17). Шуйттанпа ун майлисем хӑватлӑ пулин те, Иегова вӗсенчен чылай вӑйлӑрах. Вӗсем пире вӗлерсен те, Иегова пире вилӗмрен чӗртсе тӑратӗ (1 Кор. 15:55—57; Ӳлӗм. 21:3, 4). Унсӑр пуҫне, Иегова пире хытӑ пӑшӑрханнӑ чухне те пулӑшать, ҫавна пула эпир уншӑн малалла ӗҫлеме пултаратпӑр (Ытар. 12:25; Матф. 6:27—29). Ҫӳлти Атте пире хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансене парнеленӗ. Вӗсем пире йывӑр вӑхӑтра пулӑшса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӑл пире старейшинӑсем те панӑ. Вӗсем пире вӗрентеҫҫӗ тата хытӑ ӗненме пулӑшаҫҫӗ (Ис. 32:1, 2). Пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсем те пур. Вӗсенче эпир Иегова хамӑра тата мӗнле майсемпе хӳтӗлени ҫинчен пӗлсе пыратпӑр (Евр. 10:24, 25).
Хӗрарӑм тӑван ытти тӑвансемпе пухура ларать. Ҫапла вӑл хӑйне Иеговӑран пулӑшу кирлине кӑтартса парать (14, 15 абзацсене пӑхӑр)
16. Иегова Давида мӗнле хӳтӗленӗ?
16 Давид Иеговӑна итленӗ чухне Иегова ӑна тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшнӑ. Ҫапла Иегова ӑна хӳтӗленӗ. (Ытарӑшсем 5:1, 2 танлаштарӑр.) Давид Турра итлемен чухне вара вӑл тӗрӗс мар йышӑнусем тунӑ та хӗн курнӑ. Ҫав тӗрӗс мар йышӑнусене пула сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсенчен Иегова ӑна хӑтарман (2 Пат. 12:9, 10). Анчах Давид хӑйӗнпе ыттисем япӑх тытнӑран та асап курнӑ. Ҫавӑн пекки пулса тухсан, Давид кӗлӗре хӑйне мӗн пӑшӑрхантарнине пурне те Иеговӑна каласа панӑ. Иегова вара ӑна сана юрататӑп тата сана яланах пулӑшса тӑрӑп тесе шантарса йӑпатнӑ (Пс. 22:1—6).
17. Давидран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
17 Давид тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн кӗлӗре пирӗн Иеговӑран канаш ыйтмалла. Пирӗн ҫакна та асра тытмалла: хӑш-пӗр чухне йывӑрлӑхсем Иегова пире хӳтӗлеме пӑрахнӑран мар, эпир тӗрӗс мар йышӑнусем тунӑран сиксе тухаҫҫӗ (Гал. 6:7, 8). Тепӗр енчен илес пулсан, Иеговӑна итленӗ чухне те пирӗн йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн чухне пирӗн Иеговӑна хамӑра мӗн пӑшӑрхантарнине пурне те каласа памалла тата унран пулӑшу ыйтмалла. Вара вӑл пире йӑпатӗ тата юрататӑп тесе шантарӗ (Флп. 4:6, 7).
ХӐВӐРПА ИЕГОВА ХУШШИНЧИ ТУСЛӐХА ҪИРӖПЛЕТСЕХ ТӐРӐР
18. Хальхи вӑхӑтра ҫынсем Турра пуҫҫапасси ҫине мӗнле пӑхаҫҫӗ, тата пирӗн вӗсем пек пулас мар тесен мӗн тумалла? (Ҫавӑн пекех ӳкерчӗксене те пӑхӑр.)
18 2026 ҫулхи текст ҫапла пулать: «Турӑ ҫинчен пӗлесшӗн ҫунакансем телейлӗ». Хальхи вӑхӑтра ҫак сӑмахсем питӗ пӗлтерӗшлӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен халӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсене Турӑ кирлӗ мар тесе шутлаҫҫӗ, теприсем вара Турра ӗненеҫҫӗ, анчах ӑна хӑйсем пӗлнӗ пек пуҫҫапаҫҫӗ, тата теприсем ҫынсем ҫине шанаҫҫӗ. Анчах ҫаксем вӗсене чӑннипех телейлӗ тумаҫҫӗ. Пирӗн вара вӗсем пек пулас мар тесен мӗн тумалла? Пирӗн малалла та Турӑ Сӑмахне тӗпчемелле, Иеговӑна юрӑхлӑ лайӑх енсене кӑтартма вӗренмелле, ӑна итлемелле тата унра хӳтлӗх шырамалла.
Пирӗн Иегова ҫинчен пӗлсе пымалла, ӑна юрӑхлӑ лайӑх енсене кӑтартмалла тата унра хӳтлӗх шырамалла (18-мӗш абзаца пӑхӑр)a
162-МӖШ ЮРӐ Сана пӗлесшӗн ҫунап
a ӲКЕРЧӖК. Унчченхи ӳкерчӗкри хӗрарӑм тӑван Иеговӑна лайӑхрах пӗлес тесе «Хурал башнине» тӗпчет, Иеговӑна юрӑхлӑ лайӑх енсене кӑтартас тесе хӑйне ыттисемпе ыррӑн тытать тата хӑйӗншӗн тӑрӑшакан старейшинӑсенчен пулӑшу илет.