Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 декабрь 31 с.
  • Эсир астӑватӑр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир астӑватӑр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ҫавнашкал материал
  • Эсир астӑватӑр-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • 1-мӗш пайӗ
    Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр! Библие ӑнланма пулӑшакан кӗнеке
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 декабрь 31 с.

Эсир астӑватӑр-и?

Ҫак ҫулта тухнӑ «Хурал башнин» кӑларӑмӗсене эсир тимлӗ вуланӑ-и? Эсир ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и?

Иеговӑна мухтама пире мӗн хавхалантарать?

Эпир Иеговӑна хисепленӗрен, юратнӑран тата ыттисене ун ҫинчен тӗрӗссине пӗлтересшӗн пулнӑран мухтатпӑр (w25.01, 3-мӗш страница).

Каҫарма йывӑр пулнӑ чухне те ҫавна тума пире мӗн пулӑшӗ?

Хамӑрӑн туйӑмсене пусарма кирлӗ мар, ҫав вӑхӑтрах ҫакна асра тытмалла: кӳренме пӑрахсан эпир япӑх туйӑмсене хамӑра сиен кӳме памастпӑр (w25.02, 15—16 страницӑсем).

Мӗншӗн Марк — ҫамрӑк арҫын тӑвансемшӗн лайӑх тӗслӗх?

Марк хӑйне шанса панӑ ӗҫсене хаваспах тунӑ. Вӑл хӑйне кӳрентерме тата кулянтарма пултарнӑ лару-тӑрупа тӗл пулнӑ пулин те, алла усман. Вӑл Павелпа тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан ытти христиансемпе ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма тӑрӑшнӑ (w25.04, 27-мӗш страница).

Иисус кӗлӗре: «Эпӗ вӗсене санӑн ятна пӗлтертӗм», — тенипе мӗн каласшӑн пулнӑ? (Иоанн 17:26).

Унӑн вӗренекенӗсем Туррӑн ятне пӗлнӗ паллах. Ҫавӑнпа Иисус вӗсене Иегова мӗнлерех Турӑ пулнине: унӑн тӗллевӗсене, паха енӗсене тата ӗҫӗсене — лайӑхрах пӗлме пулӑшнӑ (w25.05, 20—21 страницӑсем).

Эпир сӑпайлӑ пулсан мӗне йышӑнатпӑр?

Эпир пурне те пӗлместпӗр, ҫакна эпир йышӑнатпӑр. Сӑмахран, эпир ыран хамӑрпа мӗн пулассине, ҫак тӗнче хӑҫан пӗтессине тата Иегова хамӑра мӗнле пулӑшассине пӗлместпӗр. Ҫавӑн пекех эпир Иегова хамӑра мӗн тери лайӑх пӗлнине ӑнланса илме те пултараймастпӑр (w25.06, 15—18 страницӑсем).

Статья е доклад нумайрах усӑ патӑр тесен пирӗн мӗн тумалла?

Хӑвӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Вулакана (итлекене) Библири чӑнлӑхсене ӗненме пулӑшас тесе мӗнле ҫирӗплетӳсем илсе панӑ? Кунта илсе панӑ мӗнле тӗслӗхпе эпӗ кайран ыттисене вӗрентнӗ чухне усӑ курма пултаратӑп? Ҫак тема кама интереслӗ пулма пултарать тата эпир ӑна хӑҫан сӳтсе явма пултаратпӑр?» (w25.07, 19-мӗш страница).

Давид тӗслӗхӗнчен эпир Иегова мӗнле каҫарни ҫинчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

Давид питӗ пысӑк ҫылӑхсем тунӑ, анчах вӑл чун-чӗререн ӳкӗннӗ, вара Иегова ӑна каҫарнӑ (3 Пат. 9:4, 5). Турӑ пирӗн ҫылӑхсене каҫарсан, вӗсем ҫинчен пире аса илтерсе тӑмӗ тата вӗсемшӗн наказани памӗ (w25.08, 17-мӗш страница).

Библи вӗренекене пӗр-пӗр темӑна ӑнланма йывӑр пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр?

Эсир ҫак темӑна Библи тӑрӑх ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн та ӑна ҫавна ӑнланма йывӑр пулсан, ҫакӑн ҫинчен нумай калаҫма кирлӗ мар. Ун вырӑнне малалла вӗренӗр те ҫакӑн патне каярахпа таврӑнӑр (w25.09, 24-мӗш страница).

Библире ҫылӑх улталама пултарать тенӗ (Евр. 3:13). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла?

Ҫылӑх пире тӗрӗс мар ӗҫсем тӳма хӗтӗртсе тӑнисӗр пуҫне Иеговӑн юратӑвӗ пирки те иккӗлентерсе тӑрать (w25.10, 16-мӗш страница).

Кӗлӗ пире Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланма пулӑштӑр тесе пире мӗнле виҫӗ канаш пулӑшма пултарать?

1) Иеговӑн лайӑх енӗсем ҫинчен шухӑшлӑр. 2) Кӗлӗре Иеговӑна мӗн каламалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Сӑмахран, хӑвӑра ҫакӑн пек ыйтусем парӑр: «Манӑн халӗ мӗнле йывӑрлӑхсем пур? Манӑн кама та пулин каҫармалла мар-и?» 3) Чылайччен кӗлтума тӑрӑшӑр. Ҫавӑн пек кӗлтуни пире Турра хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсем ҫинчен нумайрах каласа пама май парать (w25.10, 19—20 страницӑсем).

Ваттисене эпир мӗнле пулӑшма пултаратпӑр?

Эпир вӗсем патне тӑтӑшах кайса ҫӳреме тата шӑнкӑравлама пултаратпӑр. Унсӑр пуҫне, вӗсемпе пӗрле тухтӑр патне кайса килме тата ырӑ хыпар сарма пултаратпӑр (w25.11, 6—7 страницӑсем).

Хӗрпе каччӑн хӑйсен туйӗ Иеговӑна чыс кӳтӗр тесен мӗн тумалла?

Хӑйсен ҫӗршывӗнче мӑшӑрланасси пирки йышӑннӑ законсене тытса тӑмалла. Вӗсен хӑйсен туйӗнче Туррӑн святой сывлӑшӗ шутне кӗрекен лайӑх енсем палӑрса тӑччӑр тесе тата хайсен ҫи-пуҫӗ сӑпайлӑ пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Библие хирӗҫлекен йӑла-йӗркесене сирсе ямалла. Туя хатӗрленнӗ чухне мӗн-мӗн тумаллине маларах палӑртса хумалла (w25.12, 21—24 страницӑсем).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр