Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 ноябрь 31 с.
  • Вулакансен ыйтӑвӗсем

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Вулакансен ыйтӑвӗсем
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ҫавнашкал материал
  • Ӳлӗмхи кӗнеке тӑрӑх, Туррӑн тӑшманӗсемпе мӗн пулӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2022
  • Тискер кайӑксенчен ан хӑра
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2019
  • Иегова «кӗҫех пулассине уҫса парать»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 ноябрь 31 с.

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Иегова кӗҫех патшасен ӑшне мӗнле «шухӑш» кӗртӗ?

Пысӑк хӗн-асап пуҫламӑшӗ ҫинчен Ӳлӗмхи 17:16, 17 сӑвӑ йӗркисенче акӑ мӗн каланӑ: «Эсӗ курнӑ тискер чӗрчунпа унӑн вунӑ мӑйраки аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ, вӗсем ӑна ҫаратса тухӗҫ, ҫарамас хӑварӗҫ, унӑн ӳтне ҫисе ярӗҫ, ӑна вутра ҫунтарса ярӗҫ. Мӗншӗн тесен Турӑ вӗсен ӑшне хӑй тӑвас тенине тума шухӑш кӗртӗ, урӑхла каласан, хӑйсен тӗллевне пурнӑҫа кӗртме — Туррӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланиччен хӑйсен патшалӑхне тискер чӗрчуна пама — шухӑш кӗртӗ». Унччен эпир Иегова патшасен чӗрине суя тӗне тӗп тума шухӑш кӗртӗ тесе шутланӑччӗ.

Анчах ҫак пророкла сӑмахсене эпир халӗ урӑхла ӑнланатпӑр. Иегова патшасен ӑшне хӑйсен патшалӑхне «тискер чӗрчуна пама» шухӑш кӗртӗ. Ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланассине ӑнланас тесе айтӑр аяларах илсе панӑ ыйтусене пӑхса тухар.

Ҫак пророкла сӑмахсенче кам ҫинчен каланӑ? «Аскӑн хӗрарӑм», ӑна ҫавӑн пекех «Аслӑ Вавилон» тенӗ, — пӗтӗм тӗнчери суя тӗн империйӗ. «Хӗрлӗ тискер чӗрчун» вӑл — Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ. Унран маларах Нацисен Лиги пулнӑ, ӑна патшалӑхсем хушшинче мир пултӑр тесе 1919 ҫулта йӗркеленӗ пулнӑ (Ӳлӗм.17:3—5). «Вунӑ мӑйрака» — тискер чӗрчун майлӑ тӑракан правительствӑсем.

Аскӑн хӗрарӑмпа хӗрлӗ тискер чӗрчун хушшинче мӗнле ҫыхӑну пур? Аскӑн хӗрарӑм тискер чӗрчун ҫинче ларать, урӑхла каласан, вӑл ӑна пиллет, ҫав вӑхӑтрах унпа хуҫаланма хӑтланать.

Аскӑн хӗрарӑмпа малашне мӗн пулӗ? Тискер чӗрчунпа унӑн вунӑ мӑйраки «аскӑн хӗрарӑма курайми пулӗҫ». Вӗсем унӑн пурлӑхне туртса илӗҫ, унӑн усал ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗҫ. Кайран вара вӗсем ӑна тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтерсе Иеговӑн приговорне пурнӑҫа кӗртӗҫ (Ӳлӗм.17:1; 18:8). Ҫапла майпа пӗтӗм суя тӗн тӗп пулӗ. Анчах ҫакӑ пулса иртиччен Турӑ патшасене хальччен туманнине тутарттарӗ.

Иегова пуҫлӑхсене мӗн тутарттарӗ? Вӑл вӗсен ӑшне «хӑйсен вӑйне тата влаҫне [хӗрлӗ] тискер чӗрчуна», урӑхла каласан, Пӗрлешнӗ Нацисен Организацине, пама шухӑш кӗртӗ (Ӳлӗм.17:13). Ку акӑ ҫакна пӗлтерет: пуҫлӑхсем хӑйсен вӑйне тата влаҫне тискер чӗрчуна хӑйсен ирӗкӗпе памӗҫ, ҫакна вӗсене Иегова тутарттарӗ (Ытар. 21:1; Исаия 44:28 танлаштарӑр). Вӗсем хӑйсен влаҫне майӗпен парса тӑрӗҫ-и? Ҫук. Ҫакӑ сасартӑк пулса иртӗ пулас. Пысӑк власть илсен тискер чӗрчун Иеговӑн приговорне пурнӑҫа кӗртӗ — пӗтӗм суя тӗне яланлӑхах тӗп тӑвӗ.

Малашне пирӗн мӗн кӗтмелле? Правительствӑсем Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ майлӑ тӑма пуҫланине кӑтартакан хыпарсене пирӗн кӗтмелле мар. Мӗншӗн тесен Иегова пуҫлӑхсене хӑйсен влаҫне тискер чӗрчуна пама кӗтмен ҫӗртен хистӗ. Ҫакӑ пире пысӑк хӗн-асап кӗҫ-вӗҫ пуҫланассине пӗлтерӗ. Ҫавӑнпа пулас событисем пирӗншӗн ӑнсӑртран ан пулччӑр тесе айтӑр «сыхӑ тӑрар, ӑслӑ-тӑнлӑ пулар»! (1 Фес. 5:6).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр