БИБЛИРИ СӐМАХ ҪАВРӐНӐШӖ
«Турӑран илнӗ парнепе» усӑ курӑр
Тӑвансемпе хутшӑнатпӑр пулсан, пирӗн вӗсене хавхалантарма май пулать. Анчах та эпир вӗсемшӗн тата та ытларах тума пултаратпӑр. Пирӗн кашнин ыттисене ҫирӗплетме май паракан пултарулӑх пур. Библире ун пирки «Турӑран илнӗ парне» тесе каланӑ (Рим 1:11, 12). Ҫак парнепе туллин усӑ курма пире мӗн пулӑшать?
Сирӗн сӑмахсем ыттисене ҫирӗплетчӗр. Пухура комментарисем панӑ чухне хӑвӑр ҫине мар, Иегова ҫине, унӑн Сӑмахӗ ҫине тата унӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫине тимлеттерме тӑрӑшӑр. Тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне вара, вӗсен ӗненӗвне мӗн ҫирӗплетме пултарать, ҫавӑн ҫинчен калаҫма тӑрӑшӑр.
Эсир тӑвакан йышӑнусем тата сирӗн ӗҫсем ыттисене ҫирӗплетчӗр. Тен, эсир пысӑк йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлетӗр. Е, тен, эсир чирлетӗр е ӗҫре питӗ хытӑ ывӑнатӑр пулин те тӗлпулусене, ҫав шутрах эрне варринче каҫхине иртекен тӗлпулӑва та, ҫӳретӗр. Ҫапла тунипе эсир ыттисене хавхалантарма пултаратӑр.
Хӑвӑрӑн сӑмахсемпе тата ӗҫсемпе эсир ыттисен ӗненӗвне ҫирӗплететӗр-и? Тӑвансем сире хавхалантарас тесе мӗн каланипе мӗн тунине вара эсир асӑрхатӑр-и тата ҫавна хаклатӑр-и?