Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w25 ноябрь 30 с.
  • Пусмӑр тӳснӗ хӗрарӑмсене пулӑшни

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пусмӑр тӳснӗ хӗрарӑмсене пулӑшни
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
  • Ҫавнашкал материал
  • jw.org сайтпа сӑваплӑ ӗҫре усӑ кур. «Стань другом Иеговы»
    Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ — 2015
  • Усӑллӑ канашсем. Мӗн тӗпчеме пулать?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене ӑҫта тупма пулать?
    Чи кирлӗ ыйтусен хуравӗсене ӑҫта тупма пулать?
  • Иеговӑн тӗллевӗнче хӗрарӑмсем мӗнле вырӑн йышӑнаҫҫӗ?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
w25 ноябрь 30 с.
Хӗрарӑм тӑван «Помощь женщинам, подвергшимся насилию. Утешение из Библии» пичетленӗ буклета хӗрарӑма парать.

Пусмӑр тӳснӗ хӗрарӑмсене пулӑшни

«ПӖТӖМ тӗнчипе миллион-миллион хӗрарӑм тата хӗрачасем пусмӑр тӳсеҫҫӗ. Эсир вӗсен шутӗнче пулсан, Турӑшӑн эсир мӗншӗн хаклӑ пулнине тата хӗрарӑмсемпе хаяррӑн тытакан ҫынсемпе вӑл мӗн тӑвассине пӗлӗр».

Ҫакӑн пек сӑмахсемпе «Помощь женщинам, подвергшимся насилию. Утешение из Библии» ятлӑ статья пуҫланать. Ҫак статьяна jw.org сайтра тупма пулать. Статья вӗҫӗнчи ссылка ҫине пуссан статьяна PDF форматпа уҫласа илме пулать. Ӑна хут ҫине пичетлесен, кайран хуҫлатсан вӑл тӑватӑ страницӑллӑ буклет пулса тӑрать. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан Сте́йси ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫапла тунӑ та. Вӑл калать: «Пирӗн пухӑвӑн территорийӗнче пусмӑр тӳснӗ хӗрарӑмсене пулӑшакан центр пур. Эпир пӗр хӗрарӑм тӑванпа ҫав центра кайса хут ҫине пичетленӗ темиҫе буклета парса хӑвартӑмӑр».

Центрта ӗҫлекен хӗрарӑм унта пурӑнакансем валли тата ытларах буклет илсе пыма ыйтнӑ. Ҫавӑнпа тепрехинче тӑвансем унта 40 буклет тата jw.org сайтпа паллаштаракан 30 визитка илсе кайнӑ. Унсӑр пуҫне, администратор Иегова Свидетелӗсене ҫав центрта пурӑнакан хӗрарӑмсене Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтартма ыйтнӑ.

Стейси икӗ хӗрарӑм тӑванпа пӗрле ҫавӑн пек тепӗр центра та кайса килнӗ. Унта вӗсенчен пилӗк буклет илнӗ те, малтанхи пекех, ытларах буклет илсе килме ыйтнӑ. Унта ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм: «Ҫакӑ питӗ усӑллӑ информаци. Кунта вӑл питӗ кирлӗ пулать», — тенӗ. Тӑвансем тепӗр хут килсен вӗсене унта темиҫе хӗрарӑм кӗтнӗ пулнӑ ӗнтӗ, вӗсем Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине курасшӑн пулнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ ҫитес кану кунӗсенче Турӑ Патшалӑхӗн залӗнче иртекен пирӗн тӗлпулӑва пырса курасшӑн пулнӑ.

Стейси ҫапла калать: «Ҫак буклет вӗсене ҫавӑн пек интереслентерсе ярассине эпир кӗтмен те. Унпа усӑ курса пусмӑр тӳснӗ хӗрарӑмсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама ҫӑмӑлрах. Ҫак буклетри информаци вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине курса эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Ҫакӑн пек ҫынсене ырӑ хыпар калама тӑрӑшнине Иегова малалла та мӗнле пиллессине питӗ пӗлес килет».

    Чӑвашла публикацисем (2000—2026)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2026 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр